Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

23-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Асӑрханӑр, кам та пулин сире... хӑй енне ан ҫавӑртӑр»!

«Асӑрханӑр, кам та пулин сире... хӑй енне ан ҫавӑртӑр»!

«Асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах» (КОЛ. 2:8).

96-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗ — хаклӑ мул

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Колоссӑ 2:4, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Сатана пире хӑй енне ҫавӑрас тесе мӗн тӑвать?

САТАНА пире Иеговӑран пӑрса ярасшӑн. Ҫавна тӑвас тесе вӑл пирӗн шухӑшсем ҫине витӗм кӳме тӑрӑшать. Вӑл пире хӑйне кирлӗ пек шухӑшлаттарасшӑн. Хӑй енне ҫавӑрас тесе вӑл пире илӗртсе улталама хӑтланать. (Колоссӑ 2:4, 8 вуласа парӑр.)

2, 3. а) Колоссӑ 2:8-мӗшӗнче асӑрхаттарса каланине мӗншӗн пирӗн асра тытмалла? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Сатана чӑнах та пире улталама пултарать-и? Ҫапла. Павел апостол Колоссӑ 2:8-мӗшӗнчи сӑмахсене кам валли ҫырнине аса илӗр-ха. Турра ӗненмен ҫынсем валли мар, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ҫынсем валли (Кол. 1:2, 3, 5). Ҫав христиансем хӑрушлӑхра пулнӑ, эпир вара тата пысӑкрах хӑрушлӑхра (1 Кор. 10:12). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Сатанана ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ, халӗ вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗсене улталама пӗтӗм вӑйне хурать (Ӳлӗм. 12:9, 12, 17). Унсӑр пуҫне, эпир пурӑнакан вӑхӑтра «усал ҫынсемпе ултавҫӑсенӗн усал ӗҫӗсем» ӑнса пыраҫҫӗ (2 Тим. 3:1, 13).

3 Ҫак статьяра эпир Сатана «усӑсӑр сӑмахпа» улталаса пирӗн шухӑшсем ҫине мӗнле витӗм кӳме хӑтланнине пӑхса тухӑпӑр. Эпир Шуйттанӑн виҫӗ «чеелӗхӗ» ҫинчен пӗлӗпӗр (Эф. 6:11). Тепӗр статьяра вара Сатанан витӗмне пула тӗрӗс мар шухӑшлама пуҫланӑ пулсан, ҫакӑн пек шухӑшсенчен мӗнле хӑтӑлмаллине сӳтсе явӑпӑр. Чи малтан Пама пулнӑ ҫӗре кӗнӗ израильтянсене Сатана мӗнле улталанине тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

ИЛӖРТНИ ХЫҪҪӐН КАЙСА СУЯ ТУРӐСЕНЕ ПУҪҪАПМА ПУҪЛАНӐ

4—6. Саккуна астутарни 11:10—15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Пама пулнӑ ҫӗре кӗрсен мӗншӗн израильтянсен ҫӗр ӗҫне ҫӗнӗ меслетсемпе тума хӑнӑхмалла пулнӑ?

4 Израильтянсем Сатана илӗртни хыҫҫӑн кайса суя турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ. Сатана ҫакна мӗнле тунӑ? Израильтянсене пурӑнмашкӑн апат-ҫимӗҫ кирлӗ пулнине вӑл пӗлнӗ, ҫакӑнпа усӑ курнӑ та. Израильтянсен Пама пулнӑ ҫӗре кӗрсен ҫӗр ӗҫне ҫӗнӗ меслетсемпе тума вӗренмелле пулнӑ. Египетра пурӑннӑ чухне вӗсем пахча-ҫимӗҫе Нил шывӗпе шӑварнӑ. Анчах ҫӗнӗ вырӑнта ҫавӑн пек пысӑк юханшыв пулман, ҫавӑнпа та пахча-ҫимӗҫ ӳстерме ҫумӑрпа сывлӑм кирлӗ пулнӑ. (Саккуна астутарни 11:10—15 вуласа парӑр; Ис. 18:4, 5.) Ҫӗр ӗҫне ҫӗнӗ меслетсемпе тума израильтянсене хӑнӑхма ҫӑмӑл пулман, вӗт ҫак ӗҫе тума пӗлекенсенчен нумайӑшӗ пушхирте вилсе пӗтнӗ.

Мӗнле майпа Сатана израильтянсене хӑй енне ҫавӑрнӑ? (4—6 абзацсене пӑхӑр.) *

5 Иегова хӑйӗн халӑхне халӗ сирӗн пурнӑҫ улшӑнӗ тесе ӑнлантарса панӑ. Унтан вӑл ҫӗр ӗҫӗпе ниепле те ҫыхӑнса тӑман пек туйӑнма пултаракан сӑмахсене каланӑ, вӑл: «Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр»,— тенӗ (Сак. аст. 11:16, 17). Мӗншӗн Иегова ҫӗр ӗҫне мӗнле тумалли ҫинчен каланӑ чухне израильтянсене суя турӑсене пуҫҫапассинчен асӑрхаттарнӑ?

6 Иегова израильтянсем ҫӗр ӗҫне мӗнле тумалли ҫинчен кӳршӗ халӑх ҫыннисенчен ыйтса пӗлесшӗн пуласса ӑнланнӑ. Паллах, израильтянсемпе танлаштарсан, вӗсем ҫӗр ӗҫне лайӑхрах пӗлнӗ, ҫавӑнпа нумай мӗне вӗрентме пултарнӑ. Анчах ҫакӑнта хӑрушлӑх та пулнӑ. Ханаанри ҫӗр ӗҫченӗсен шухӑшӗсем ҫине Ваала пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесем витӗм кӳнӗ. Вӗсем Ваал тӳпене хӑйӗн аллинче тытса тӑрать тесе тата ҫумӑр парса тӑрать тесе шутланӑ. Иегова вара хӑйӗн халӑхӗ ҫакӑн пек суя шухӑшсемпе ан улталантӑр тенӗ. Ҫапах та израильтянсем Ваала пуҫҫапма тытӑннӑ, ҫакӑн пекки вара пӗрре анчах мар пулса иртнӗ (Йыша шутл. 25:3, 5; Тӳр. 2:13; 3 Патш. 18:18). Мӗнле майпа Сатана израильтянсене хӑй енне ҫавӑрнӑ?

ИЗРАИЛЬТЯНСЕНЕ ХӐЙ ЕННЕ ҪАВӐРМА САТАНА ВИҪӖ МЕСЛЕТПЕ УСӐ КУРНӐ

7. Пама пулнӑ ҫӗре кӗрсен израильтянсен ӗненӗвӗ мӗнле тӗрӗсленнӗ?

7 Пӗрремӗшӗнчен, Сатана ҫынсен кӑмӑл-туртӑмӗпе усӑ курнӑ. Израильтянсен лайӑх шӑварӑнса тӑракан вырӑнта пурӑнас килнӗ. Ҫакӑнта ним япӑххи те пулман, анчах Сатана ҫакӑнпа усӑ курнӑ та. Апрель уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа сентябрь вӗҫӗччен ҫумӑр Пама пулнӑ ҫӗр ҫине сайра хутра ҫеҫ ҫунӑ. Ҫавӑнпа та пахча-ҫимӗҫ тухӑҫлӑ пуласси, апла ҫынсен пурнӑҫӗ те, ялан тенӗ пекех октябрьте ҫума пуҫланӑ ҫумӑрсенчен килнӗ. Сатана израильтянсене улталанӑ: вӑл вӗсене тулӑх пурнӑҫпа пурӑнас тесен суя турӑсене пуҫҫапакан халӑхсен йӑли-йӗркисене тытса тӑмалла тесе ӗнентернӗ. Ҫав халӑхри ҫынсем пӗр-пӗр йӑлана тытса тӑрсан ҫеҫ турӑсем ҫумӑр яраҫҫӗ тесе шутланӑ. Иеговӑна хытӑ ӗненмен израильтянсем те ҫанталӑк нумай вӑхӑт хушши типӗ тӑрасран ҫакӑ кӑна хӑтарма пултарать тесе шутлама пуҫланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем суя турра, Ваала, пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене хутшӑнма тытӑннӑ.

8. Сатана усӑ курнӑ иккӗмӗш меслет ҫинчен каласа парӑр.

8 Иккӗмӗшӗнчен, Сатана израильтянсене аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртнӗ. Кӳршӗ халӑхсем хӑйсен туррисене пуҫҫапнӑ чухне аскӑн ӗҫе хутшӑннӑ. Суя турӑсене пуҫҫапмалли вырӑнсенче арҫынсем тата хӗрарӑмсем проституципе аппаланнӑ. Ҫав халӑхсем гомосексуализм ҫине тата ытти аскӑн ӗҫсем ҫине куҫ хупнӑ кӑна мар, вӗсем ҫав ӗҫсем пирки йӗркеллӗ япала тесе те шутланӑ! (Сак. аст. 23:17, 18; 3 Патш. 14:24.) Аскӑн ӗҫпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене тытса тӑрсан турӑсем тыр-пула тухӑҫлӑ тӑваҫҫӗ тесе ӗненнӗ вӗсем. Ҫак йӑласем израильтянсенчен нумайӑшне илӗртнӗ, юлашкинчен вӗсем суя турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ. Ҫапла майпа Сатана вӗсене хӑй енне ҫавӑрнӑ.

9. Осия 2:16, 17 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, израильтянсем Иегова чӑннипе кам пулнине манса кайччӑр тесе Сатана мӗн тунӑ?

9 Виҫҫӗмӗшӗнчен, Сатана израильтянсем Иегова чӑннипе кам пулнине манса кайччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Иеремия пурӑннӑ вӑхӑтра израильтянсем «Ваала пула» Иеговӑн ятне манса кайнӑ, ҫавна тума вӗсене суя пророксем хӗтӗртнӗ тесе каланӑ Иегова (Иер. 23:27). Израильтянсем Туррӑн ячӗпе усӑ курма пӑрахса ӑна Ваал тесе чӗнме пуҫланӑ пулмалла, ҫак ят «хуҫа» тенине пӗлтерет. Ҫавна пула израильтянсене Иеговӑпа Ваал хушшинчи уйрӑмлӑха курма йывӑр пулса тӑнӑ. Вара вӗсем Ваала пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене ҫӑмӑллӑнах Иеговӑна пуҫҫапассипе хутӑштарнӑ. (Осия 2:16, 17 вуласа парӑр тата сноскӑна пӑхӑр.)

ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА САТАНА УСӐ КУРАКАН МЕСЛЕТСЕМ

10. Хальхи вӑхӑтра Сатана мӗнле меслетсемпе усӑ курать?

10 Сатанан меслечӗсем улшӑнман. Хӑй енне ҫавӑрас тесе вӑл ҫынсен кӑмӑл-туртӑмӗпе усӑ курать, вӗсене аскӑн ӗҫ пирки йӗркеллӗ япала тесе шухӑшлаттарать тата вӗсем Иегова чӑннипе кам пулнине манса кайччӑр тесе тӑрӑшать. Малтан юлашки меслете пӑхса тухар.

11. Ҫынсем Иегова чӑннипе кам пулнине манса кайччӑр тесе Сатана мӗн тӑвать?

11 Сатана Иегова чӑннипе кам пулнине ҫынсем манса кайччӑр тесе тӑрӑшать. Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн хӑйсем пирки христиансем текен хӑш-пӗр ҫынсем суя вӗрентӳсене сарма пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 20:29, 30; 2 Фес. 2:3). Ҫак чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем ыттисене Иегова чӑннипе кам пулнине пӗлме чӑрмантарнӑ. Сӑмахран, Библи алҫырӑвӗсене ҫырса илнӗ чухне вӗсем Туррӑн ятне «Ҫӳлхуҫа» тата «Турӑ» титулсемпе улӑштарнӑ. Ҫавна пула Библи вулакансене Иегова Турӑ ытти турӑсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине курма йывӑр пулнӑ (1 Кор. 8:5). Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем Иеговӑна та, Иисуса та Ҫӳлхуҫа тенине пула вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑнине тата пӗр тан пулманнине ӑнланма ҫынсене ҫӑмӑл мар пулнӑ (Иоанн 17:3). Ҫынсене ҫакӑн пек пӑтраштарнӑран Троица ҫинчен калакан вӗрентӳ сарӑлма пуҫланӑ, ҫак вӗрентӳ пирки вара Турӑ Сӑмахӗнче нимӗн те каламан. Ҫапла вара ҫынсенчен нумайӑшӗ Турра пӗлсе ҫитме май ҫук тесе ӗненме тытӑннӑ. Мӗн тери сӗмсӗр суя! (Ап. ӗҫ. 17:27.)

Ҫынсене аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртес тесе Сатана суя тӗнпе мӗнле усӑ курать? (12-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

12. Тӗн пуҫлӑхӗсем мӗн тума хӗтӗртеҫҫӗ тата ҫакӑ, Рим 1:28—31 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗн патне илсе ҫитерет?

12 Сатана ҫынсене аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртет. Авалхи вӑхӑтра Иеговӑн халӑхне аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртес тесе Сатана суя тӗнпе усӑ курнӑ. Паян та вӑл ҫавнах тӑвать. Аскӑнланса пурӑнни ҫине тӗн пуҫлӑхӗсем куҫ хупаҫҫӗ е ун пирки йӗркеллӗ япала тесе те калаҫҫӗ. Ҫавна пула Турӑшӑн ӗҫлесе тӑратӑп тесе калакансенчен нумайӑшӗ унӑн нравственность нормисене тытса тӑма пӑрахнӑ. Павел апостол Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырура ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен ҫырса панӑ. (Рим 1:28—31 вуласа парӑр.) Павел каланӑ «кирлӗ мар ӗҫсем» шутне кирек мӗнле аскӑн ӗҫ те кӗрет, ҫав шутрах гомосексуализм та (Рим 1:24—27, 32; Ӳлӗм. 2:20). Пирӗн вара, Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, Библи мӗне вӗрентнине тытса тӑмаллах!

13. Сатана тата мӗнле меслетпе усӑ курать?

13 Сатана ҫынсен кӑмӑл-туртӑмӗпе усӑ курать. Пирӗн пурин те хамӑра тата хамӑрӑн ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтерес килет (1 Тим. 5:8). Ҫакна тӑвас тесе эпир шкулта лайӑх вӗренме — сӑмахран, лайӑх вулама, ҫырма тата шутлама — тӑрӑшатпӑр. Анчах пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Нумай ҫӗршывра шкулсем ҫамрӑксене нумай мӗн усӑллине вӗрентеҫҫӗ пулсан та, вӗсем ҫынсен ӑслӑлӑхне те вӗрентеҫҫӗ. Вӗренекенсем Турӑ пурри пирки иккӗленме пуҫлаҫҫӗ тата Библие хисеплеме пӑрахаҫҫӗ. Вӗреннӗ ҫынсем пурте эволюцие ӗненеҫҫӗ тесе калаҫҫӗ шкулта (Рим 1:21—23). Ҫакӑн пек вӗрентӳсем «Туррӑн ӑслӑлӑхӗпе» пачах килӗшсе тӑмаҫҫӗ (1 Кор. 1:19—21; 3:18—20).

14. Ҫынсен ӑслӑлӑхӗ мӗн тума хӗтӗртет?

14 Ҫынсен ӑслӑлӑхӗ Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене хирӗҫлет. Ҫав ӑслӑлӑх Туррӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартма хавхалантармасть, «ӳт ӗҫӗсене» тума хӗтӗртет (Гал. 5:19—23). Ҫак тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ витӗм кӳнине пула ҫынсем мӑнкӑмӑлланса каяҫҫӗ, хӑйсене пысӑка хума тытӑнаҫҫӗ, юлашкинчен вара «хӑйсене юратакан» ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ (2 Тим. 3:2—4). Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен пачах урӑх енсене: хӑйсене кӗҫӗне хунине тата йӑваш пулнине — кӑтартасса кӗтет (2 Патш. 22:28, ҪТ). Хӑш-пӗр христиансем аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн ҫак тӗнчери ҫынсем пек шухӑшлама тытӑннӑ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар.

Ҫынсен ӑслӑлӑхӗ пирӗн шухӑшсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? (14—16 абзацсене пӑхӑр.) *

15, 16. Хӗрарӑм тӑванпа мӗн пулса тухнинчен эсир мӗне вӗренетӗр?

15 Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа 15 ҫул ытла ӗҫлесе тӑракан пӗр хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Шыва кӗнӗ хыпарҫӑ пулнӑ май, эпӗ аслӑ пӗлӳ илессипе ҫыхӑннӑ хӑрушлӑхсем ҫинчен вуланӑ та, илтнӗ те, анчах ҫакӑн пек асӑрхаттарса каланисене тимлемен. Ҫав канашсем ман валли мар тесе шутланӑ эпӗ». Унӑн мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ? Вӑл малалла ҫапла калать: «Вӗренме манӑн питӗ нумай вӑхӑтпа вӑй каятчӗ, ҫавӑнпа та чылайччен Турӑпа калаҫма вӑхӑт уйӑрма пултараймастӑмччӗ. Хытӑ ывӑннӑран ҫынсемпе Библире мӗн ҫырни ҫинчен калаҫма тата тӗлпулусене лайӑх хатӗрленме вӑй ҫитместчӗ. Телее, эпӗ аслӑ пӗлӳ илесси хампа Иегова хушшинчи туслӑха аркатма пултарнине ӑнланса илтӗм. Манӑн вӗренме пӑрахмалла пулнӑ. Ҫавна турӑм та».

16 Университетра вӗренни ҫак хӗрарӑм тӑванӑн шухӑшӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл каласа парать: «Калама та намӑс, эпӗ ытларах ыттисен, уйрӑмах пухури тӑвансен, ҫитменлӗхӗсем ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм. Эпӗ вӗсенчен ытлашшине кӗтме тата пӑрӑнса ҫӳреме тытӑнтӑм. Хамӑн шухӑш-кӑмӑла улӑштарма мана самаях вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Пирӗн ҫӳлти Атте хӑйӗн организаци урлӑ парса тӑракан канашсене тимлеменни мӗн тери хӑрушӑ пулнине хам ҫинче туйса илтӗм. Иегова мана хамран та лайӑхрах пӗлет. Эпӗ ӑна итленӗ пулсассӑн!»

17. а) Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Сатана сире «ниме тӑман суя философипе» тата «усӑсӑр сӑмахпа» усӑ курса хӑй енне ҫавӑрасшӑн. Анчах ӑна хӑвӑра улталама ан парӑр (1 Кор. 3:18; 2 Кор. 2:11). Иегова чӑннипе кам пулнине манса каясран асӑрханӑр. Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнӑр. Иегова паракан канашсене тимлӗр. Анчах ҫак тӗнче сирӗн ҫине витӗм кӳнине асӑрхарӑр пулсан мӗн тумалла? Тепӗр статьяра эпир «тӗрексене» пӗтерме, е тарӑн тымар янӑ шухӑшсемпе йӑласенчен хӑтӑлма, Турӑ Сӑмахӗ мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑпӑр (2 Кор. 10:4, 5).

49-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн чӗрине савӑнтарар

^ 5 абз. Сатана — чее ултавҫӑ. Вӑл нумай ҫынна вӗсем ирӗклӗ тесе ӗнентернӗ, анчах чӑннипе вӗсем унӑн аллинче. Ҫак статьяра эпир Сатана ҫынсене улталас тесе мӗнле меслетсемпе усӑ курнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 48 абз. ӲКЕРЧӖК. Ханаан ҫыннисем израильтянсене Ваала пуҫҫапма тата аскӑн ӗҫпе ҫыхӑннӑ йӑласене хутшӑнма илӗртеҫҫӗ.

^ 51 абз. ӲКЕРЧӖК. Чиркӳн плакачӗ ҫинчи тӗссем чиркӳ гомосексуализма ырланине кӑтартаҫҫӗ.

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван университетра вӗренет. Вӑл тата унпа пӗрле вӗренекенсем ҫынсен йывӑрлӑхӗсене наука мӗнле татса парасси ҫинчен калакан лекцие тимлӗ итлесе лараҫҫӗ. Патшалӑх залӗнче вара вӑл тимлӗ итлес вырӑнне пухури тӑвансен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен шухӑшласа ларать.