Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иисус чӑнах та маншӑн вилнӗ-и?

Иисус чӑнах та маншӑн вилнӗ-и?

БИБЛИРЕ Турра шанчӑклӑ ҫынсен туйӑмӗсем ҫинчен вулама пулать, вӗсем те пирӗн пек ҫынсемех пулнӑ (Иак. 5:17). Сӑмахран, Павел: «Ырӑ тӑвас тенӗ чухне манӑн усал пулса тӑрать. [...] Мӗскӗн этем эпӗ!» — тенине ӑнланма пире йывӑр мар (Рим 7:21—24). Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен уҫҫӑн калани пире хамӑрӑн кӑлтӑксемпе кӗрешнӗ чухне йӑпатма пултарать.

Павел урӑх туйӑмсем ҫинчен те ҫырнӑ. Вӑл каланӑ: «[Иисус] мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ» (Гал. 2:20). Павел ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленмен. Сирӗн туйӑмсем ҫавнашкалах-и? Тен, пур чухне те мар.

Унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн эпир халӗ те пӑшӑрханатпӑр пулсан, Иегова пире юратнине тата пире каҫарнине ӗненме йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑн пекех Иисус тӳлесе илме панӑ парнине хамӑршӑн пани пирки иккӗленме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа айтӑр икӗ ыйтӑва пӑхса тухар: Иисус чӑнах та ҫак парне пирки пирӗншӗн кашнишӗн панӑ парне тесе шухӑшлаттарасшӑн-и? Ку ҫапла пулсан, ҫакна хытӑ ӗненме пире мӗн пулӑшӗ?

ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ ҪИНЕ ИИСУС МӖНЛЕ ПӐХАТЬ?

Иисус чӑнах та ҫак парне пирки пирӗншӗн кашнишӗн панӑ парне тесе шухӑшлаттарасшӑн. Мӗншӗн ҫакна ӗненме пулать? Лука 23:39—43 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Иисуспа юнашар асап юпи ҫинче пӗр арҫын ҫакӑнса тӑрать. Ҫав арҫын хӑй преступлени тунине йышӑнать. Вӑл мӗн туни чӑнах та усал ӗҫ пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен питӗ пысӑк преступлени тунӑшӑн кӑна юпа ҫине пӑталаса вӗлернӗ. Ҫак ҫын хытӑ кулянать, ҫавӑнпа вӑл Иисуса: «Хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен асна илсем мана»,— тесе йӑлӑнать.

Иисус ӑна мӗн хуравлать? Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: ҫав арҫынна куҫран пӑхас тесе Иисус ыратнине пӑхмасӑрах пуҫне ун еннелле пӑрать. Вӑл ӑшшӑн йӑл кулса ыррӑн калать: «Чӑн калатӑп сана паян: эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн» (ҪТ). Иисус ҫак преступнике «Этем Ывӑлӗ... нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ» тесе ҫеҫ калама пултарнӑ (Матф. 20:28). Анчах Иисус хӑйӗн пурнӑҫне уншӑн панине палӑртать. Вӑл «сана», «эсӗ» тата «манпа» сӑмахсене ӑшшӑн калать. Арҫыннӑн пуласлӑхӗ ҫинчен, вӑл ҫӗр ҫинчи райра пурӑнасси ҫинчен каланӑ чухне Иисус «эсӗ» местоименипе усӑ курать.

Иисус ҫав арҫын ҫакна ӑнлантӑр тенӗ: Иисус уншӑн вилет. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иисус ҫакна преступник — хӑйӗн вӗренекенӗ пулман ҫын — ӑнлантӑр тенӗ пулсан, вӑл ҫакна Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракан шыва кӗнӗ христианин ӗнентӗр темест-и вара? Эпир унччен тунӑ ҫылӑхсене пӑхмасӑрах Иисус пирӗншӗн кашнишӗн вилнине ӗненме пире мӗн пулӑшӗ?

ПАВЕЛА МӖН ПУЛӐШНӐ?

Иисус Павела ырӑ хыпар сарма хушнӑ, ҫакӑ вара Павела Иисус уншӑн вилнине ӑнланма пулӑшнӑ. Павел ҫапла ҫырнӑ: «Тавах хама вӑй панӑ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра: Вӑл мана шанчӑклӑ ҫын вырӑнне хурса Хӑйне ӗҫлесе тӑраканӗ турӗ. Эпӗ унччен хурлакан, хӗсӗрлекен усал ҫынччӗ» (1 Тим. 1:12—14). Павел ҫакна ӑнланнӑ: хӑйне Иисус ҫак ӗҫе шанса панӑ пулсан Иисус ӑна хӗрхенет, юратать тата шанать. Пире те Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума хушнӑ (Матф. 28:19, 20). Ҫакна пӗлни Иисус пирӗншӗн те вилнине ӑнланма пулӑшать.

Альберта пухуран кӑларса янӑ пулнӑ, 34 ҫултан вара вӑл пухӑва таврӑннӑ. Альберт калать: «Манӑн ҫылӑхӑм яланах хам умра тӑрать. Анчах ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ, Павел апостол пекех, хама Иисус шанса панӑ ӗҫе туса тӑратӑп тесе шутлатӑп. Ҫакӑ мана вӑй парса тӑрать, ҫавӑн пекех хамра, хамӑн пурнӑҫра лайӑххине курма тата манӑн пуласлӑх лайӑх пуласса шанма пулӑшать» (Пс. 50:5).

Библи вӗренекене Иисус сана юратать тата хӗрхенет тесе шантарса тӑрӑр

Аллан, унччен питӗ хаяр та усал ҫын пулнӑскер, каласа парать: «Ҫынсене мӗн чухлӗ усал тунине эпӗ халӗ те астӑватӑп. Ҫавӑншӑн хӑш-пӗр чухне эпӗ хуйха та ӳкетӗп. Анчах ман пек ҫылӑхлӑ ҫынна ыттисене ырӑ хыпар калама май панӑшӑн эпӗ Иеговӑна питӗ пархатарлӑ! Ҫынсем ырӑ хыпара йышӑннине кура Иегова мӗн тери ырӑ та юратакан Турӑ пулнине курса тӑратӑп. Кам ман пекех япӑх ӗҫсем туса пурӑннӑ, ҫавсене пулӑшас тесе вӑл манпа усӑ курнине туятӑп эпӗ».

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ырӑ ӗҫ тӑватпӑр тата лайӑххи ҫинчен шухӑшлатпӑр. Иисус пире ҫак ӗҫе тума хушнӑ пулсан, вӑл пире хӗрхенет, юратать тата шанать.

ИЕГОВА «ПИРӖН ЧӖРЕРЕН АСЛӐ»

Сатанан тӗнчи пӗтиччен чӗре пире хамӑр унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн айӑплама пултарать. Йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме пире мӗн пулӑшӗ?

Ҫамрӑк чухне иккӗлле пурнӑҫпа пурӑннӑран Джин ятлӑ хӗрарӑм тӑвана час-часах йывӑр туйӑмсем асаплантараҫҫӗ. Вӑл калать: «„Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ“ пулни мана питӗ савӑнтарать!» (1 Иоанн 3:19, 20.) Чӑнах та, Иеговӑпа Иисус пире, ҫылӑхлӑ ҫынсене, хамӑртан та лайӑхрах ӑнланнине пӗлни питӗ йӑпатать. Асра тытӑр: тӳлесе илме панӑ парнене пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсемшӗн мар, кам хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнет, ҫавсемшӗн панӑ (1 Тим. 1:15).

Ҫакна хытӑ ӗненес тесен пирӗн кӗлтумалла тата Иисус хӑйне ҫитменлӗхлӗ ҫынсемпе мӗнле тытни ҫинчен шухӑшламалла, ҫавӑн пекех хамӑра шанса панӑ ӗҫе тума тӑрӑшмалла. Вара эпир те Павел пекех ҫапла калама пултарӑпӑр: «[Иисус] мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ».