Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

34-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хамӑра шанса панӑ ӗҫе хӑвармалла пулсан

Хамӑра шанса панӑ ӗҫе хӑвармалла пулсан

«Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ» (ЕВР. 6:10).

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1—3. Мӗнле сӑлтавсене пула сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑракан тӑвансем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе хӑварма пултараҫҫӗ?

«ЭПИР 21 ҫул миссионерсем пулса ӗҫлерӗмӗр. Питӗ савӑнӑҫлӑ вӑхӑтчӗ,— аса илеҫҫӗ Робертпа Мэри-Джо.— Анчах пирӗн хамӑрӑн ватӑ аттесемпе аннесене пӑхмаллаччӗ. Эпир хаваспах вӗсене пулӑшма тытӑнтӑмӑр, ҫапах та юратнӑ вырӑна хӑварма питӗ йывӑр пулчӗ».

2 «Сывлӑха пула хамӑра шанса панӑ ӗҫе тек туса тӑма пултарайманнине пӗлсен эпир макӑрса ятӑмӑр,— каласа параҫҫӗ Уильямпа Терри.— Пирӗн яланах ют ҫӗршывра ӗҫлес килетчӗ, халӗ вара пирӗн ӗмӗт татӑлчӗ».

3 «Пире хирӗҫ тӑракансем филиала хупасшӑн пулнине эпир пӗлнӗ,— калать Алексей.— Ҫав-ҫавах Вефиле хупсан эпир аптраса ӳкрӗмӗр, пирӗн пурин те унтан каймалла пулчӗ».

4. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

4 Ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑракан тӑвансене, ҫав шутрах Вефильте ӗҫленӗскерсене те, ҫӗнӗ ӗҫ шанса панӑ пулнӑ. Вӗсене хӑйсен юратнӑ ӗҫне хӑварма ҫӑмӑл пулман *. Пурнӑҫри улшӑнусене хӑнӑхма ҫав тӑвансене мӗн пулӑшма пултарать? Эсир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Пурнӑҫри лару-тӑру улшӑнсан ҫак ыйтусен хуравӗсем пире пурне те усӑ парӗҫ.

УЛШӐНУСЕНЕ МӖНЛЕ ХӐНӐХМАЛЛА?

Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑракан тӑвансене мӗншӗн пурнӑҫри улшӑнусене хӑнӑхма йывӑр пулма пултарать? (5-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

5. Хамӑра шанса панӑ ӗҫе хӑвармалла пулсан, ҫакӑ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

5 Эпир Вефильте ӗҫлетпӗр-и е сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа урӑх майсемпе туса тӑратпӑр-и, вырӑнти тӑвансене тата унти вырӑнсене те питӗ хытӑ юратса пӑрахма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа пирӗн хамӑра шанса панӑ ӗҫе хӑвармалла пулсан, эпир питӗ хытӑ кулянма тата хамӑршӑн хаклӑ пулса тӑнӑ тӑвансемшӗн тунсӑхлама пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир вӗсемшӗн, уйрӑмах хӗсӗрленине пула куҫса кайма тивсен, пӑшӑрханма пултаратпӑр (Матф. 10:23; 2 Кор. 11:28, 29). Унсӑр пуҫне, ҫӗнӗ культурӑна хӑнӑхма тивнӗрен тепӗр вырӑна куҫса кайма йывӑр пулма пултарать. Тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ чухне те ҫавӑн пек туйӑмсем пулма пултараҫҫӗ. «Хамӑрӑн культура пирӗншӗн ют пулса тӑчӗ. Тӑван чӗлхепе ырӑ хыпар пӗлтерме те ҫӗнӗрен хӑнӑхмалла пулчӗ,— калаҫҫӗ Робертпа Мэри-Джо.— Эпир сӑваплӑ ӗҫе урӑх ҫӗршывра нумай вӑхӑт хушши туса тӑнӑран тӑван ҫӗршыва таврӑнсан хамӑра ют ҫынсем пекех туйрӑмӑр». Хӑш-пӗр тӑвансем куҫса кайнӑ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем малашне мӗн пуласса пӗлмесӗр аптраса ӳкме пултараҫҫӗ. Вӗсене мӗн пулӑшма пултарать?

Пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмелле тата яланах ӑна шанмалла (6, 7 абзацсене пӑхӑр.) *

6. Иеговӑпа ҫывӑхланса пырас тесе мӗн тума пулать?

6 Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑр (Иак. 4:8). Ҫакна мӗнле тума пулать? Иеговӑна хӑвӑр мӗн туйнине каласа парӑр, мӗншӗн тесен вӑл кӗлтунине илтет (Пс. 64:3). Псалом 61:9-мӗшӗнче: «Чӗрӗрте мӗн пуррине Унӑн умӗнче уҫса парӑр»,— тесе ҫырнӑ. Иегова «эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен... темӗн чухлӗ ытларах» тума пултарать (Эф. 3:20, 21). Вӑл эпир мӗн ыйтнинчен те ытларах тӑвать. Пирӗн йывӑрлӑхсене эпир кӗтмен майпа татса панипе Турӑ пире тӗлӗнтерсе яма та пултарать.

7. а) Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма мӗн пулӑшӗ? ӑ) Еврейсем 6:10—12 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑмалла?

7 Иеговӑпа ҫывӑхланса пырас тесе кашни кун Библи вулӑр тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр. Миссионер пулса ӗҫленӗ пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерӗр тата тӗлпулусене хатӗрленӗр. Пурнӑҫра улшӑнусем пулса иртиччен эсир мӗн тунӑ, ҫавна малалла та туса тӑрӑр». Ҫавӑн пекех май килнӗ таран нумайрах ҫӗнӗ пухури тӑвансемпе ырӑ хыпар сарӑр. Иегова хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракансене, вӗсем унчченхи пекех нумай тума пултараймаҫҫӗ пулсан та, манмасть. (Еврейсем 6:10—12 вуласа парӑр.)

8. 1 Иоанн 2:15—17 сӑвӑ йӗркисем сире ансат пурнӑҫпа пурӑнма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

8 Ансат пурнӑҫпа пурӑнӑр. «Ҫак тӗнче хуйхи-суйхине» пула Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахас мар тесе пӗтӗм вӑя хурӑр (Матф. 13:22). Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем, юлташсем тата хурӑнташсем ырӑ шухӑшпах пире ытларах укҫа ӗҫлесе илме хистеҫҫӗ пулсан, вӗсене ан итлӗр. (1 Иоанн 2:15—17 вуласа парӑр.) Иеговӑна шанӑр, вӑл пире «кирлӗ вӑхӑтра» пулӑшма сӑмах парать. Вӑл пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ, пире ытлашши пӑшӑрханма памӗ тата мӗн кирлипе те тивӗҫтерӗ (Евр. 4:16; 13:5, 6).

9. Ытарӑшсем 22:3, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех кивҫене кӗмелле мар? Тӗрӗс йышӑнусем тума пире мӗн пулӑшӗ?

9 Кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех кивҫене ан кӗрӗр. (Ытарӑшсем 22:3, 7 вуласа парӑр.) Куҫса кайма нумай укҫа кирлӗ пулма пултарать, ҫавна пула ҫӑмӑллӑнах парӑма кӗрсе ӳкме пулать. Ҫавӑнпа кредит илсе кирлех мар япаласене ан туянӑр. Питӗ хытӑ пӑшӑрханнӑ чухне, сӑмахран, чирлӗ хурӑнташа пӑхнӑ чухне, мӗн чухлӗ укҫа кивҫен илмелли пирки шутласа хума йывӑр. Ҫакӑн пек лару-тӑрура тӗрӗс йышӑнусем тума кӗлтуни тата йӑлӑнса ыйтни пулӑшма пултарать. Вара Иегова «сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа» усракан канӑҫлӑх парӗ, ҫакӑ сире мӗн тумалли пирки тӗплӗн шухӑшласа пӑхма пулӑшӗ (Флп. 4:6, 7; 1 Петр 5:7).

10. Ҫӗнӗ туссене мӗнле тупма пулать?

10 Туссемпе хутшӑнӑр. Ҫывӑх туссене, уйрӑмах сирӗн пек лару-тӑрура пулса курнӑскерсене, хӑвӑр туйӑмсемпе йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа парӑр. Ҫакӑ сире хӑвӑра лӑпкӑрах туйма пулӑшӗ (Еккл. 4:9, 10). Унчченхи туссем сирӗн туссем пулма пӑрахмаҫҫӗ, анчах халӗ сирӗн ҫӗнӗ туссене тупмалла. Асра тытӑр: туссене тупас тесен сирӗн хӑвӑрӑн лайӑх тус пулмалла. Ҫӗнӗ туссене мӗнле тупма пулать? Ыттисене Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсем ҫинчен каласа парӑр, вара вӗсем ҫак ӗҫ сире савӑнӑҫ панине курӗҫ. Пухури хӑш-пӗр тӑвансем эсир сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑнине мӗншӗн юратнине ӑнланмасан та пултараҫҫӗ, анчах теприсем, тен, ҫакӑн ҫинчен ытларах пӗлес тейӗҫ тата сирӗнпе туслашса кайӗҫ. Ҫавӑн чухне хӑвӑр ҫине ытлашши тимлеттерес мар тесе тата йывӑр туйӑмсем ҫинчен ҫеҫ каласа парас мар тесе асӑрхануллӑ пулӑр.

11. Хӑвӑрпа мӑшӑр хушшинчи хутшӑнусем япӑхланса ан кайччӑр тесен мӗнле тӗрӗс мар шухӑшсенчен пӑрӑнмалла?

11 Мӑшӑрӑн сывлӑхӗ япӑхланса кайнине пула хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе хӑварма е урӑх вырӑна куҫса кайма тивсен, ҫавӑншӑн ӑна ан айӑплӑр. Е хӑвӑрӑн сывлӑх япӑхлансан ҫавӑншӑн эпӗ айӑплӑ тесе тата мӑшӑрӑн ӗмӗтне татрӑм тесе ан шутлӑр. Эсир «пӗр ӳт» пулнине тата Иегова умӗнче кирек мӗн пулса тухсан та пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшма сӑмах панине асра тытӑр (Матф. 19:5, 6). Кӗтмен ҫӗртен ача пуласси ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн сирӗн хӑвӑрӑн ӗҫе хӑварма тиврӗ пулсан, сирӗн ача хӑвӑра шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫрен те чылай хаклӑрах пулнине туйса тӑтӑр. Ачана вӑл «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер» пулнине каласа тӑрӑр (Пс. 126:3—5). Ҫавӑн пекех ӑна хӑвӑр туса тӑнӑ сӑваплӑ ӗҫ мӗн тери интереслӗ пулни ҫинчен каласа парӑр. Ҫакна туни ачана хӑвӑр пекех Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме хавхалантарма пултарать.

ЫТТИСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

12. а) Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакансем хӑйсен ӗҫне малалла туса тӑма пултарччӑр тесе вӗсене мӗнле пулӑшма пулать? ӑ) Вӗсене ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пулӑшас тесе мӗн тума пулать?

12 Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакансем хӑйсен ӗҫне малалла та туса тӑма пултарччӑр тесе нумай пуху, ҫавӑн пекех уйрӑм хыпарҫӑсем те чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ питӗ савӑнтарать. Вӗсем сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑракансене хӑйсене шанса панӑ ӗҫе малалла туса тӑма хавхалантараҫҫӗ, мӗн кирлине параҫҫӗ, сӑмахран, укҫа-тенкӗпе пулӑшаҫҫӗ, тата вӗсен аякра пурӑнакан хурӑнташӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ (Гал. 6:2). Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑнӑ тӑвансене ҫӗнӗ ӗҫ шанса парса сирӗн пухӑва янӑ пулсан, вӗсем хӑйсен ӗҫне япӑх тунӑ тесе е мӗн те пулин тӗрӗс мар тунӑ тесе ан шутлӑр *. Ун вырӑнне вӗсене ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пулӑшӑр. Вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илӗр. Сывлӑхӗ япӑхланнине пула вӗсем унчченхи пекех нумай тума пултараймаҫҫӗ пулсан та, вӗсем мӗн туса тӑнишӗн вӗсене мухтӑр. Вӗсемпе ҫывӑхрах паллашӑр. Вӗсенчен нумай мӗне вӗренме пулать!

13. Сирӗн пухӑва куҫса килнӗ тӑвансене мӗнле пулӑшма пулать?

13 Куҫса килнисене, ялан тенӗ пекех, пурӑнмалли вырӑн, ӗҫ тата ытти япаласем кирлӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене кулленхи ӗҫсене тума пулӑшакан информацие, сӑмахран, налуксене мӗнле тӳлемелли пирки, мӗнле-мӗнле транспорт ҫӳрени пирки е страховка мӗнле тумалли пирки калама пулать. Анчах пуринчен ытла вӗсене хӑйсене шеллени мар, ӑнланни кирлӗ. Тен, вӗсем хӑйсен е хурӑнташӗсен сывлӑхӗ япӑхланнӑшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ. Е ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑраҫҫӗ *. Унсӑр пуҫне, вӗсем сире ҫавӑн пирки каламаҫҫӗ пулсан та, унчченхи тусӗсемшӗн хытӑ тунсӑхлама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек йывӑр та аптратса яракан туйӑмсене ҫӗнтерме вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать.

14. Вырӑнти тӑвансем пӗр хӗрарӑм тӑвана ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма мӗнле пулӑшнӑ?

14 Куҫса килнӗ тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсене лайӑх тӗслӗх кӑтартатӑр пулсан, эсир вӗсене ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пулӑшма пултаратӑр. Сӑваплӑ ӗҫе урӑх ҫӗршывра нумай ҫул хушши туса тӑнӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Унччен эпӗ кашни кун Библи вӗренӗвӗсем ирттереттӗмччӗ, ҫӗнӗ вырӑнта вара ҫынсене Библири сӑвӑ йӗркине вуласа пама та, видеоролик кӑтартма та пултараймастӑмччӗ. Анчах вырӑнти хыпарҫӑсем мана хӑйсемпе пӗрле ҫынсем патне тепӗр хут кайма е Библи вӗренӗвӗ ирттерме чӗнсех тӑчӗҫ. Ҫак хастарлӑ та хӑюллӑ тӑвансен Библи вӗренӗвӗсем пулнӑ, вӗсен тӗслӗхӗ мана хамӑн участокри ҫынсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшрӗ. Эпӗ вырӑнти ҫынсемпе кулаҫу пуҫлама вӗрентӗм. Ҫакна пула эпӗ каллех савӑнӑҫлӑ пулса тӑтӑм».

МАЛАЛЛА ТА МӖН ТУМА ПУЛТАРНИНЕ ТӐВӐР

Ҫӗнӗ вырӑнта сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума майсем шырӑр (15, 16 абзацсене пӑхӑр.) *

15. Ҫӗнӗ пухура усӑллӑ пулас тесе мӗн тума пулать?

15 Ҫӗнӗ пухура эсир нумай мӗн тума пултаратӑр. Унчченхи ӗҫе япӑх тунӑ тесе е халӗ эпӗ кирлех мар тесе ан шутлӑр. Хӑвӑр пурнӑҫра Иеговӑн аллине курма тӑрӑшӑр тата малалла та ырӑ хыпар сарӑр. Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ шанчӑклӑ христиансенчен тӗслӗх илӗр. Кирек мӗн пулса тухсан та вӗсем малалла та «Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ» (Ап. ӗҫ. 8:1, 4). Эсир вӑй хуни усӑсӑр пулмӗ. Сӑмахран, пӗр ҫӗршывран пионерсене кӑларса ярсан, вӗсем юнашар ҫӗршыва куҫса кайнӑ. Унта вӗсене ҫав выранти ҫынсен чӗлхине пӗлни нумай усӑ панӑ. Темиҫе уйӑхранах ҫӗнӗ ушкӑнсем йӗркеленсе кайнӑ, ҫак ушкӑнсем вара питӗ хӑвӑрт ӳссе пынӑ.

16. Ҫӗнӗ вырӑнта сӑваплӑ ӗҫре савӑнӑҫ тупма мӗн пулӑшӗ?

16 «Иеговӑн савӑнӑҫӗ — сирӗн тӗрек» (Неем. 8:10, ҪТ). Хамӑра шанса панӑ ӗҫ пире питӗ килӗшет пулсан та, пирӗн савӑнӑҫ унпа мар, хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа малалла та Иеговӑпа пӗрле ҫӳрӗр тата унран ӑслӑлӑх, йӑпату, пулӑшу ыйтӑр. Асра тытӑр: унччен туса тӑнӑ ӗҫе эсир ҫынсене чун-чӗререн пулӑшас килнӗрен юратма пуҫланӑ. Ҫӗнӗ вырӑнта сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пӗтӗм вӑя хурӑр, вара Иегова сире ҫак ӗҫе те юратма пулӑшӗ (Еккл. 7:10).

17. Пирӗн мӗн ҫинчен манмалла мар?

17 Ҫакна ан манӑр: эпир Иеговӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлӗпӗр, хамӑра шанса панӑ ӗҫе вара пӗр вӑхӑт ҫеҫ туса тӑрӑпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчере пире пурне те ҫӗнӗ ӗҫ шанса парӗҫ. Маларах асӑннӑ Алексей пурнӑҫра пулса иртекен улшӑнусем ӑна пулас улшӑнусене хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ тесе шутлать. «Иегова пуррине тата ҫӗнӗ тӗнче пулассине эпӗ яланах пӗлнӗ,— калать Алексей.— Анчах халӗ эпӗ Иеговӑпа тата ҫывӑхрах пулса тӑтӑм, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ тӗнче питӗ ҫывӑх пулнине хытӑ ӗненетӗп» (Ап. ӗҫ. 2:25). Пире кирек мӗнле ӗҫ шанса парсан та, айтӑр малалла та Иеговӑпа пӗрле ҫӳрер. Вӑл пире нихӑҫан та хӑвармӗ тата эпир кирек ӑҫта ӗҫлесен те, кирек мӗн чухлӗ тусан та пире савӑнӑҫ тупма пулӑшӗ (Ис. 41:13).

90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр

^ 5 абз. Хӑш-пӗр чухне сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑракан тӑвансен хӑйсене шанса панӑ ӗҫе хӑварма е урӑх ҫӗре куҫса кайма тивет. Ҫак статьяра вӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни ҫинчен каласа панӑ тата ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пулӑшакан канашсене сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех ыттисем ҫак тӑвансене мӗнле пулӑшма пултарнине тата пирӗн пурнӑҫра улшӑнусем пулсан, Библи мӗнле пулӑшнине пӑхса тухнӑ.

^ 4 абз. Нумай яваплӑ арҫын тӑван та пӗр-пӗр ҫула ҫитсен, хӑйӗн тивӗҫне ҫамрӑкрах арҫын тӑвана панӑ чухне, ҫавнах туять. 2018 ҫулхи сентябрьте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Ватӑ тӑвансем, Иегова сире хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑшӑн хаклать» статьяна тата 2018 ҫулхи октябрьте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Пурнӑҫри лару-тӑру улшӑнсан чун канӑҫлӑхне ан ҫухатӑр» статьяна пӑхӑр.

^ 12 абз. Тӑван малалла та пионер, старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлетӗр тесен унчченхи пухури старейшинӑсен май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫӗнӗ пухӑва рекомендаци ҫырса ямалла.

^ 13 абз. 2018 ҫулхи «Вӑранӑр!» журналӑн 3-мӗш кӑларӑмӗнчи «Помощь тем, кто скорбит» ярӑмӗнчи «Боль утраты», «Чего ожидать», «Как справиться с болью утраты. Что можно сделать» тата «Самая лучшая помощь для тех, кто скорбит» статьясене пӑхӑр.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Пӗр мӑшӑрӑн миссионер ӗҫне хӑварса ҫӗршывран тухса кайма тивет. Пухупа сывпуллашнӑ чухне вӗсен куҫҫуль те тухать.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК. Тӑван ҫӗршыва таврӑнсан ҫак мӑшӑр Иеговӑран йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑш тесе ыйтать.

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Иегова пулӑшнипе ҫак мӑшӑр каллех сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма пуҫлать. Ҫӗнӗ пухӑвӑн территоринче вӗсем ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ. Ҫавна тума вӗсене миссионер пулса ӗҫленӗ чухне вӗреннӗ чӗлхе пулӑшать.