Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

40-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Юлашки кунсен» юлашки кунӗсенче нумай ӗҫлӗр

«Юлашки кунсен» юлашки кунӗсенче нумай ӗҫлӗр

«Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр... [Ҫӳлхуҫан] ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр» (1 КОР. 15:58).

58-МӖШ ЮРӐ Турӑпа мирлешес текенсене шыратпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн эпир «юлашки кунсенче» пурӑнни пирки пӗртте иккӗленместпӗр?

ЭСИР 1914 ҫул хыҫҫӑн ҫуралнӑ-и? Ку ҫапла пулсан, эсир ҫак тӗнчен «юлашки кунӗсенче» пурӑнатӑр (2 Тим. 3:1). Ҫак вӑхӑтра пулакан событисем пирки, Иисус малтанах каласа хунӑ событисем пирки, эпир пурте илтнӗ. Вӑл вӑрҫӑсем, выҫлӑх, ҫӗр чӗтренни, эпидеми пуласси ҫинчен, йӗркесӗр ӗҫ хушӑнса пырасси ҫинчен, ҫавӑн пекех Иеговӑн халӑхне хӗсӗрлесси ҫинчен пӗлтернӗ (Матф. 24:3, 7—9, 12; Лука 21:10—12). Унсӑр пуҫне, эпир ҫынсем хӑйсене Павел апостол каласа хунӑ пекех тытнине куратпӑр. («Ҫынсем мӗнле пулса тӑнӑ?» рамкӑна пӑхӑр.) Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май эпир ҫак тӗнченӗн «юлашки кунӗсенче» пурӑнни пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Мих. 4:1).

2. Пирӗн мӗнле ыйтусен хуравӗсене пӗлмелле?

2 1914 ҫултанпа нумай вӑхӑт иртнӗ, апла эпир «юлашки кунсен» юлашки кунӗсенче пурӑнатпӑр. Ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ питӗ ҫывӑх пулнӑран пирӗн ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлмелле: «юлашки кунсен» вӗҫӗнче мӗнле событисем пулса иртӗҫ? Ҫавӑн чухне Иегова пирӗнтен мӗн кӗтӗ?

«ЮЛАШКИ КУНСЕН» ВӖҪӖНЧЕ МӖНЛЕ СОБЫТИСЕМ ПУЛСА ИРТӖҪ?

3. 1 Фессалоника 5:1—3 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, политика ертӳҫисем мӗн пӗлтерӗҫ?

3 1 Фессалоника 5:1—3 вуласа парӑр. Ҫакӑнта Павел «Ҫӳлхуҫа килес кун» пирки калать. Контекста шута илсен, Иеговӑн кунӗ вӑл — «Аслӑ Вавилон» ҫине, суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империйӗ ҫине, тапӑннипе пуҫланакан тата Армагеддонпа вӗҫленекен тапхӑр (Ӳлӗм. 16:14, 16; 17:5). Ҫак «кун» пуҫланиччен халӑхсем: «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук»,— тесе пӗлтерӗҫ. Хушӑран политика ертӳҫисем халӑхсем хушшинчи хутшӑнусем лайӑхланса пынӑ чухне ҫакӑн пек калаҫҫӗ *. Анчах Библире ҫырса панӑ событи — «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерни — хӑйне евӗрлӗ пулӗ. Мӗншӗн? Ҫав вӑхӑтра нумай-нумай ҫынна политика ертӳҫисем тӗнчене хӑрушсӑртарах тума пултарчӗҫ пек туйӑнӗ. Тӗрӗссипе вара, «хӑрушла асап вӑхӑчӗ» пуҫланӗ те «вӗсем пӗтесси сасартӑк... персе ҫитӗ» (Матф. 24:21).

Халӑхсем «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтернӗ чухне ан улталанӑр (3—6 абзацсене пӑхӑр.) *

4. а) «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерни пирки хальлӗхе эпир мӗн пӗлместпӗр? ӑ) Эпир мӗн пӗлетпӗр?

4 Паллах, эпир «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерни пирки кӑштах пӗлетпӗр, анчах пурне те мар. Политика ертӳҫисем ҫак сӑмахсене мӗншӗн тата мӗнле калассине эпир пӗлместпӗр. Вӗсем ҫавна пӗр хут е темиҫе хут тӑвӗҫ — эпир ҫавна та пӗлместпӗр. Анчах эпир ҫакна лайӑх пӗлетпӗр: политика ертӳҫисем пӗтӗм тӗнчипе мир тӑваймӗҫ, ҫавӑнпа пирӗн вӗсене хамӑра улталама памалла мар. Вӗсем мӗн калани Библири пророкла сӑмахсем пурнӑҫланни пулӗ. Ҫакӑ Иеговӑн кунӗ кӗҫ-вӗҫ пуҫланассине кӑтартакан паллӑ пулӗ.

5. 1 Фессалоника 5:4—6 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире «Ҫӳлхуҫа килес кунӗ» валли мӗнле хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ?

5 1 Фессалоника 5:4—6 вуласа парӑр. Павелӑн сӑмахӗсем пире «Ҫӳлхуҫа килес кунӗ» валли хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн «ыттисем пек ҫывӑр[малла] мар». Пирӗн сыхӑ тата тимлӗ пулмалла. Сӑмахран, нейтралитет тытса тӑрас тесен тата политика ӗҫӗсене хутшӑнас мар тесен пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Ун пек тумасан эпир ҫак тӗнченӗн пайӗ пулса тӑма пултаратпӑр (Иоанн 15:19). Турӑ Патшалӑхӗ кӑна пӗтӗм тӗнчипе мир туса хума пултарасса эпир пӗлетпӗр.

6. Ыттисене пирӗн мӗн туса пулӑшмалла тата мӗншӗн?

6 Пирӗн сыхӑ тӑнисӗр пуҫне ыттисене те хальхи вӑхӑт пирки калакан пророкла сӑмахсене пӗлтерсе «вӑратмалла». Айтӑр ҫакна асра тытар: хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫлансан Иегова майлӑ тӑма май пулмӗ. Акӑ мӗншӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямасӑр тумалла! *

ЫРӐ ХЫПАРА ПӖЛТЕРСЕХ ТӐРӐР

Ырӑ хыпар сарнипе эпир Турӑ Патшалӑхӗ кӑна чӑн-чӑн мир тата хӑрушсӑрлӑх туса парасса шаннине кӑтартатпӑр (7—9 абзацсене пӑхӑр.)

7. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

7 Иеговӑн кунӗ пуҫланиччен питӗ сахал вӑхӑт юлнӑ, ҫавӑнпа Турӑ пирӗнтен ырӑ хыпара хастарлӑн пӗлтерсе тӑрасса кӗтет. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ Ҫӳлхуҫан ӗҫне тӑрӑшса туса тӑратӑп-и?» (1 Кор. 15:58.) Иисус эпир мӗнле ӗҫе туса тӑрасси пирки малтанах каласа хунӑ. Юлашки кунсенче мӗн-мӗн пуласси ҫинчен каланӑ чухне вӑл: «Малтан пур халӑхсен хушшине те Евангели сарӑлса ҫитмелле»,— тенӗ (Марк 13:4, 8, 10; Матф. 24:14). Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: ырӑ хыпар сарма кайнӑ чухне эсир кашнинче Библире ҫырса хунӑ ҫак пророкла сӑмахсене пурнӑҫлама пулӑшатӑр!

8. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫ мӗн тери ӑнӑҫлӑ?

8 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫ мӗн тери ӑнӑҫлӑ пулни пирки мӗн калама пулать? Кашни ҫул пӗтӗм тӗнчипе ытларах та ытларах ҫын ырӑ хыпара илтет. Сӑмахран, ҫак «юлашки кунсенче» Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисен шучӗ мӗнле ӳссе пыни пирки шухӑшласа пӑхар. 1914 ҫулта 43 ҫӗршывра 5 155 хыпарҫӑ пулнӑ. Паян вара 240 ҫӗршывпа территорире ӗҫлесе тӑракан хыпарҫӑсен шучӗ 8 миллион ҫурӑ патнелле! Ҫав-ҫавах ҫак ӗҫ вӗҫленмен-ха. Пирӗн малалла та ҫынсене этемлӗхӗн пур йывӑрлӑхне те Турӑ Патшалӑхӗ кӑна татса пама пултарать тесе пӗлтермелле (Пс. 144:11—13).

9. Мӗншӗн пирӗн малалла та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтермелле?

9 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова ҫитет тесе каличчен тумалла. Ҫынсен Иегова Турӑ ҫинчен тата Иисус Христос ҫинчен пӗлме мӗн чухлӗ вӑхӑт юлнӑ? (Иоанн 17:3.) Эпир калама пултараймастпӑр. Анчах хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланиччен «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсен» пурин те ырӑ хыпара йышӑнма май пуррине эпир пӗлетпӗр (Ап. ӗҫ. 13:48, ҪТ). Хальлӗхе вӑхӑт пур чухне ҫавӑн пек ҫынсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

10. Иегова пире ҫынсене чӑнлӑха вӗрентме мӗнле пулӑшса тӑрать?

10 Иегова хӑйӗн организаци урлӑ пире ҫынсене чӑнлӑха вӗрентме мӗн кирлине пурне те парса тӑрать. Сӑмахран, эпир кашни эрнере эрне варринче иртекен тӗлпулӑва ҫӳретпӗр. Ҫак тӗлпулура эпир ҫынсемпе калаҫу пуҫлама, вӗсемпе тепӗр хут тӗл пулса калаҫма тата Библи вӗренӗвӗ ирттерме вӗренетпӗр. Ҫавӑн пекех Иеговӑн организацийӗ пире ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем пачӗ. Ҫак хатӗрсем пире мӗн-мӗн тума пулӑшаҫҫӗ?

  • Калаҫу пуҫлама

  • Ҫынсене интереслентерсе яма

  • Вӗсене Библи ҫинчен ытларах пӗлме хавхалантарма

  • Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне чӑнлӑха вӗрентме

  • Интересленекен ҫынсене пирӗн сайта кӗме хавхалантарма тата вӗсене Патшалӑх залне чӗнме

Паллах, ҫак хатӗрсем пурри ҫителӗксӗр. Пирӗн вӗсемпе усӑ курмалла *. Сӑмахран, ҫынпа лайӑх калаҫнӑ хыҫҫӑн ӑна буклет е журнал парса хӑварма пулать, вара эсир унпа тепӗр хут ҫыхӑниччен вӑл вӗсене вулама пултарӗ. Пирӗн пурин те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара кашни уйӑхра пӗтӗм вӑя хурса пӗлтермелле. Ку пирӗн яваплӑх.

11. Библи вӗренмелли онлайн-уроксене мӗнле тӗллевпе йӗркеленӗ?

11 Иегова ҫынсене чӑнлӑха пӗлме пулӑшас тесе тата тепӗр майпа — jw.org® сайтри Библи вӗренмелли онлайн-уроксемпе — усӑ курать. Ҫак уроксене мӗнле тӗллевпе йӗркеленӗ? Кашни уйӑх пӗтӗм тӗнчипе пин-пин ҫын интернетра Библи мӗне вӗрентнине ӑнланма пулӑшакан уроксене шырать. Пирӗн онлайн-уроксем вӗсене Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пӗлме пулӑшма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, хӑшӗ-пӗрисем пирӗнпе Библи вӗренме иккӗленсе тӑма пултарҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсене пирӗн сайтри ҫак онлайн-уроксене кӑтартӑр е вӗсене тупма пулӑшакан ссылкӑна ярса парӑр *.

12. Библи вӗренмелли онлайн-уроксем мӗнле ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшаҫҫӗ?

12 Библи вӗренмелли онлайн-уроксенче, сӑмахран, ҫакӑн пек темӑсем пур: «Библи тата унӑн Авторӗ», «Библире кам-кам ҫинчен каланӑ?» тата «Библири шанчӑк паракан хыпар». Ҫак уроксем ҫак ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшаҫҫӗ:

  • Библи мӗнле пулӑшма пултарать?

  • Иегова, Иисус тата ангелсем камсем вӗсем?

  • Турӑ ҫынсене мӗнле тӗллевпе тунӑ?

  • Мӗншӗн усаллӑх тата хӗн-асап ҫав тери нумай?

Унсӑр пуҫне, унта ҫакӑн пек ыйтусене те сӳтсе явнӑ:

  • Мӗнле майпа Иегова хӗн-асапа тата вилӗме пӗтерӗ?

  • Мӗнле майпа Иегова вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратӗ?

  • Мӗнле майпа Иегова ҫынсен патшалӑхӗсене Турӑ Патшалӑхӗпе улӑштарӗ?

13. Онлайн-уроксене вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫыннӑн Свидетельпе Библи вӗренмелле-и? Ӑнлантарса парӑр.

13 Библие онлайн-уроксем урлӑ вӗренни вӗрентекен вӗрентнипе танлашаймасть. Вӗренекенсене хатӗрлеме Иисус пире хушса хӑварнӑ. Интересленекен ҫын ҫак уроксене вӗреннӗ чухне мӗн пӗлни ӑна килӗшессе, вара вӑл ытларах пӗлесшӗн пуласса эпир шанатпӑр. Тен, вӑл Библи вӗренме те килӗшӗ. Кашни урок вӗҫӗнче ҫын хӑйӗнпе Библи вӗренме вӗрентекене чӗнес тесе заявка ҫырма пултарать. Пирӗн организаци пӗтӗм тӗнчипе кашни кун вӑтамран 230 ытла заявка илсе тӑрать! Куҫа-куҫӑн тӗл пулса вӗрентни чӑнах та питӗ кирлӗ!

МАЛАЛЛА ТА ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛӖР

14. Матфей 28:19, 20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?

14 Матфей 28:19, 20, ҪТ вуласа парӑр *. Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне пирӗн вӗренекенсене хатӗрлемелле, вӗсене Иисус «мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма» вӗрентмелле. Пирӗн вӗсене мӗншӗн Иегова майлӑ тата унӑн Патшалӑхӗ майлӑ тӑмаллине ӑнланма пулӑшмалла. Ҫакна тӑвас тесен вӗсене Библире ҫырса панӑ чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн пурӑнма тата хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗме хавхалантармалла. Ҫапла тусан ҫеҫ вӗсем Иеговӑн кунӗнче ҫӑлӑнса юлма пултарӗҫ (1 Петр 3:21).

15. Эпир мӗн тумӑпӑр тата мӗншӗн?

15 Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ питӗ ҫывӑх. Ҫавӑнпа та кам Христосӑн вӗренекенӗ пулма хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем тумасть, ҫавсемпе эпир Библи вӗренсе вӑхӑта сая ямӑпӑр (1 Кор. 9:26). Пирӗн ӗҫ вӑл — вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ! Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара тата нумай ҫыннӑн илтмелле, вӑхӑчӗ вара сахал юлнӑ!

СУЯ ТӖНРЕН АЯКРА ТӐРӐР

16. Ӳлӗмхине 18:2, 4, 5, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн пурин те мӗн тумалла? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

16 Ӳлӗмхине 18:2, 4, 5, 8 вуласа парӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркисенче Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен тата мӗн кӗтни ҫинчен каланӑ. Чӑн христиансен Аслӑ Вавилонпа нимле ҫыхӑну та пулмалла мар. Чӑнлӑха пӗличчен Библие вӗренекен, тен, суя тӗне тытса тӑнӑ. Тен, вӑл ҫав тӗнӗн ӗҫӗсене, йӑли-йӗркисене хутшӑннӑ. Е вӑл ҫак тӗн валли укҫа-тенкӗ парса тӑнӑ. Шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑриччен ҫыннӑн суя тӗнпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те хӑтӑлмалла. Сӑмахран, ҫавна унӑн чиркӳрен е Аслӑ Вавилонпа ҫыхӑннӑ кирек мӗнле организацирен те * тухатӑп тесе ҫыру ҫырнипе е тата мӗнле те пулин урӑх майпа кӑтартмалла.

17. Христианин мӗнле ӗҫе тума килӗшмӗ тата мӗншӗн?

17 Чӑн христианинӑн ӗҫӗ Аслӑ Вавилонпа нимӗнпе те ҫыхӑнса тӑмалла мар (2 Кор. 6:14—17). Сӑмахран, христианин чиркӗве ӗҫлеме вырнаҫмӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫре ӑна суя турӑсене пуҫҫапма усӑ куракан ҫуртсенче нумай вӑхӑта тӑсӑлакан ӗҫе тума ыйтсан, вӑл ҫавна тумӗ. Унӑн хӑйӗн бизнесӗ пулсан, вӑл Аслӑ Вавилонпа мӗнле те пулин ҫыхӑннӑ ӗҫе е договор тума килӗшмӗ паллах. Мӗншӗн эпир хамӑра ҫавӑн пек тытатпӑр? Мӗншӗн тесен эпир Турӑ куҫӗ умӗнче таса мар шутланакан тӗн организацисен ӗҫӗсемпе ҫылӑхӗсене хутшӑнасшӑн мар (Ис. 52:11) *.

18. Пӗр арҫын тӑван хӑйӗн ӗҫӗнче Библири принципсене тытса тӑнине мӗнле кӑтартнӑ?

18 Темиҫе ҫул каялла пӗр старейшинӑна, платник пулса ӗҫлекенскере, хӑйӗн тӑван хулинчи чиркӳре пысӑках мар ӗҫ тума сӗннӗ. Унччен пирӗн тӑван нихӑҫан та чиркӳре ӗҫлеме килӗшмен, заказчик та ҫакна пӗлнӗ. Анчах ку хутӗнче заказчик ҫак ӗҫ валли никама та тупма пултарайман. Апла пулсан та, пирӗн тӑван Библири принципсене пӑсман, вӑл ҫав ӗҫе тума килӗшмен. Тепӗр эрнере вырӑнти хаҫатра чиркӳ ҫине хӗрес лартакан тепӗр платникӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Пирӗн тӑван хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарса ҫав ӗҫе тума килӗшнӗ пулсан, ҫак ӳкерчӗк ҫинче вӑл хӑйне курнӑ пулӗччӗ. Шухӑшласа пӑхӑр кӑна, вӑл пухури тӑвансем умӗнче хӑйӗн ырӑ ятне янӑ пулӗччӗ! Иегова вара мӗн туйнӑ пулӗччӗ?

ЭПИР МӖН ПӖЛТӖМӖР?

19, 20. а) Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? ӑ) Пирӗн тата мӗн пӗлмелле?

19 Кӗҫех Библире малтанах каласа хунӑ пӗр пӗлтерӗшлӗ событи пулса иртӗ — политика ертӳҫисем «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерӗҫ. Анчах Иегова вӗрентнине пула эпир халӑхсем нумай вӑхӑта тӑсӑлакан чӑн-чӑн мир тума пултарайманнине пӗлетпӗр. Ҫак событи пулса иртиччен тата сасартӑках пӗтесси персе ҫитиччен пирӗн мӗн тумалла? Иегова пирӗнтен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара хастаррӑн пӗлтерессе тата ҫӗнӗ вӗренекенсене хатӗрлессе кӗтет. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн пур суя тӗнрен те аякра тӑмалла. Ҫакӑ вӑл Аслӑ Вавилонӑн организацийӗсенчен тухмаллине тата унпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тума килӗшменнине пӗлтерет.

20 «Юлашки кунсен» юлашки кунӗсенче урӑх событисем те пулса иртӗҫ. Ун чухне Иегова пирӗнтен мӗн кӗтӗ? Кӗҫ-вӗҫ пулакан событисене хатӗрленес тесен пирӗн мӗн тумалла? Ҫакна эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

71-МӖШ ЮРӐ Эпир — Иеговӑн ҫарӗ!

^ 5 абз. Кӗҫех политика ертӳҫисем «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерӗҫ. Ҫакӑ хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланассине кӑтартакан паллӑ пулӗ. Унччен пирӗн мӗн тумалла? Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет? Хуравне эпир ҫак статьяран пӗлӗпӗр.

^ 3 абз. Сӑмахран, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн сайтӗнче каланӑ тӑрӑх, ҫак организацин тӗллевӗ вӑл — «халӑхсем хушшинчи мирпе хӑрушсӑрлӑха упрасси».

^ 10 абз. Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен ытларах пӗлес тесе 2018 ҫулхи октябрьте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Чӑнлӑха вӗрентӗр» статьяна пӑхӑр.

^ 11 абз. Хальлӗхе ҫак уроксем акӑлчан тата португал чӗлхипе ҫеҫ тухнӑ.

^ 14 абз. Матфей 28:19, 20, ҪТ: «Ҫавӑнпа кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр, вӗсене Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗртӗр, эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп».

^ 16 абз. Ҫавӑн пекех пирӗн суя тӗнпе ҫыхӑннӑ ҫамрӑксен лагерӗсене, канмалли центрсене е вӗренӳ курсӗсене ҫӳремелле мар. Час-часах ҫакӑн пек организацисен ӗҫӗ-хӗлӗ пӗр-пӗр тӗнпе ҫыхӑнни тӳррӗн курӑнмасть, анчах вӗсем тӗнпе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесе тӑрӑшма пултараҫҫӗ.

^ 17 абз. Тӗн организацисемпе ҫыхӑннӑ ӗҫ ҫинчен Библире мӗн калани пирки ытларах пӗлес тетӗр пулсан, 1999 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Вопросы читателей» статьяна пӑхӑр.

^ 84 абз. ӲКЕРЧӖК. Кафене килнӗ ҫынсем телевизорпа хыпарсен ятарлӑ кӑларӑмне пӑхаҫҫӗ, унта «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтернине илтеҫҫӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн апатланма кӗнӗ упӑшкипе арӑмӗ, Иегова Свидетелӗсем, ҫак хыпара илтсе улталанмаҫҫӗ.