Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

47-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Левит кӗнекинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

Левит кӗнекинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

«Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ» (2 ТИМ. 3:16).

98-МӖШ ЮРӐ Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра пурӑнакан христиансен Левит кӗнекине тӗпчемелле?

ПАВЕЛ апостол хӑйӗн ҫамрӑк тусне Тимофее «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ» тесе аса илтернӗ (2 Тим. 3:16). Турӑ Ҫырӑвӗ шутне Левит кӗнеки те кӗрет. Эсир ҫак кӗнеке пирки мӗн шутлатӑр? Хӑш-пӗрисем ҫак кӗнекери законсем хальхи пурнӑҫра усӑллӑ мар тесе шутлаҫҫӗ. Анчах чӑн христиансем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ.

2 Левит кӗнекине 3 500 ҫула яхӑн каялла ҫырса пӗтернӗ, ҫапах та Иегова ӑна «пире ӑс памашкӑн» пирӗн вӑхӑтчен упраса хӑварнӑ (Рим 15:4, ҪХ). Левит кӗнеки Иегова мӗнле шухӑшланине ӑнланма пулӑшать, ҫавӑнпа пирӗн ӑна тӗпчемелле. Ҫак кӗнекерен эпир нумай япалана вӗренме пултаратпӑр. Айтӑр вӗсенчен тӑваттӑшне пӑхса тухар.

ИЕГОВА ПИРЕ ЫРЛАТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

3. Мӗншӗн кашни ҫулах Тасалмалли кун парнесем кӳмелле пулнӑ?

3 Пӗрремӗшӗ: Иегова хӑй ырлакан ҫынсенчен ҫеҫ парнесем йышӑнать. Кашни ҫулах Тасалмалли кун Израиль халӑхӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ. Ҫав кун аслӑ священник выльӑхсене парнене кӳнӗ. Ҫакӑ израильтянсене ҫылӑхран тасалмаллине аса илтерсе тӑнӑ. Анчах ҫав парнесен юнӗпе Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗриччен аслӑ священникӑн пӗр питӗ кирлӗ ӗҫе — халӑхӑн ҫылӑхӗсене каҫарттарассинчен те кирлӗреххине — тумалла пулнӑ.

(4-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

4. Левит 16:12, 13 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, аслӑ священник Тасалмалли кун Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме пӗрремӗш хут кӗнӗ чухне мӗн тунӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Левит 16:12, 13 вуласа парӑр. Тасалмалли кун мӗн пулса иртнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Аслӑ священник сӑваплӑ чатӑра кӗрет. Ҫак кун унӑн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме виҫӗ хутчен кӗмелле. Акӑ вӑл унта пӗрремӗш хут кӗрет. Пӗр аллинче унӑн — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, е фимиам, янӑ савӑт; тепӗр аллинче — ҫунса тӑракан кӑварпа тултарнӑ ылтӑн калак. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли чаршав умӗнче вӑл чарӑнса тӑрать. Халь унӑн, сӑнарлӑ каласан, Иегова умне кӗрсе тӑмалла, ҫакӑ вара питӗ пысӑк чыс пулнине вӑл ӑнланать. Вӑл Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗрет те саккун арчи умне пырса тӑрать. Аслӑ священник фимиама майӗпен ҫунса тӑракан кӑвар ҫине тӑкать те пӳлӗме ырӑ шӑршӑ сарӑлать *. Каярахпа вӑл Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме парнене кӳнӗ выльӑхсен юнӗпе кӗрӗ. Асӑрхӑр-ха: аслӑ священник парнесен юнӗпе кӗрес умӗн фимиам кӗрсе ҫунтарать.

5. Аслӑ священник Тасалмалли кун фимиама мӗнле ҫунтарнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

5 Аслӑ священник Тасалмалли кун фимиама мӗнле ҫунтарнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Библире фимиама Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен кӗллисемпе танлаштарнӑ (Пс. 140:2; Ӳлӗм. 5:8). Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, аслӑ священник Иегова умӗнче фимиам ҫунтарнӑ чухне ҫакӑ питӗ пысӑк чыс пулнине ӑнланнӑ. Эпир те Иеговӑна кӗлтунӑ чухне ӑна чунтан хисеплесе кӗлтӑватпӑр тата ҫак мая пысӑк чыс вырӑнне хуратпӑр. Ҫут тӗнчене Тӑвакан хӑйӗнпе ҫывӑхланма май панӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ, вӗт эпир Иеговӑпа ача хӑйӗн ашшӗпе ҫывӑх пулнӑ пекех ҫывӑх пулма пултаратпӑр (Иак. 4:8). Вӑл пире хӑйӗн тусӗсем вырӑнне хурать! (Ытар. 3:32.) Унӑн тусӗсем пулма май пуррине эпир питӗ хаклатпӑр, ҫавӑнпа ӑна кулянтаракан нимӗнле ӗҫе те тӑвасшӑн мар.

6. Аслӑ священник выльӑхсене парнене кӳрес умӗн фимиама ҫунтарни пире Иисус пирки мӗн уҫса парать?

6 Унсӑр пуҫне, аслӑ священникӑн выльӑхсене парнене кӳрес умӗн малтан фимиам ҫунтармалла пулнӑ. Ҫавӑн пек тусан ҫеҫ вӑл Иегова унӑн парнине йышӑнасса ҫирӗп шанма пултарнӑ. Ҫакӑнтан эпир мӗн пӗлетпӗр? Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисусӑн хӑйӗн пурнӑҫне парне пек парас умӗн этемлӗхе ҫӑлассинчен те пӗлтерӗшлӗрех ӗҫ тумалла пулнӑ. Иегова унӑн парнине йышӑнтӑр тесен, Иисусӑн мӗн виличченех ӑна итлесе пурӑнмалла пулнӑ тата пӗр айӑпсӑр тӑрса юлмалла пулнӑ. Ҫапла тунипе Иисус Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласси пӗртен-пӗр тӗрӗс пурнӑҫ ҫулӗ пулнине кӑтартнӑ пулӗччӗ тата Иеговӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларнӑ пулӗччӗ.

7. Мӗншӗн Иисус мӗнле пурӑнни Ашшӗне питӗ савӑнтарнӑ?

7 Иисус пурнӑҫ тӑршшӗпех пур тӗлӗшрен те Иеговӑна итлесе пурӑннӑ. Илӗртӳсене, йывӑрлӑхсене тата хӑйне асаплантарса вӗлерессине пӗлнине пӑхмасӑрах Иисус хӑйӗн Ашшӗн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларма ҫирӗп шут тытнӑ (Флп. 2:8). Пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Иисус Иеговӑна «тархасласа, куҫҫулӗпе йӑлӑнса кӗлтунӑ» (Евр. 5:7). Хӗрӳллӗн кӗлтунинчен вӑл Иеговӑна чунтан парӑнни курӑнать, ҫакӑн пек кӗлтуни ӑна малалла та Турра итлесе пурӑнма вӑй панӑ. Иеговӑшӑн унӑн кӗллисем ырӑ шӑршӑллӑ фимиам пекех пулнӑ. Иисус мӗнле пурӑнни Ашшӗне питӗ савӑнтарнӑ тата унӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларнӑ.

8. Иисус пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

8 Иисус пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн Иеговӑна итлеме тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Эпир Иеговӑна савӑнтарасшӑн, ҫавӑнпа та йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хӗрӳллӗн кӗлтуса унран пулӑшу ыйтатпӑр. Ҫапла тунипе эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Эпир Иегова ырламан ӗҫсене тӑватпӑр пулсан, вӑл пирӗн кӗлӗсене итлемӗ. Анчах эпир Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан, пирӗн кӗлӗсем уншӑн ырӑ шӑршӑллӑ фимиам пекех пулӗҫ. Паллах ӗнтӗ, эпир ҫӳлти Аттене итлени тата чунтан парӑнса пурӑнни ӑна питӗ савӑнтарать (Ытар. 27:11).

СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНӐРАН ТАТА ЮРАТНӐРАН ТӐВАТПӐР

(9-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

9. Канӑҫлӑх парнисене мӗншӗн кӳнӗ?

9 Иккӗмӗшӗ: эпир Иеговӑна пархатарлӑ пулнӑран уншӑн ӗҫлесе тӑратпӑр. Ҫакна ӑнланас тесе айтӑр канӑҫлӑх парнисем кӳнине пӑхса тухар, ҫавӑ та авалхи Израильте Турра тӗрӗс пуҫҫапнинче пысӑк вырӑн йышӑннӑ *. Левит кӗнеки тӑрӑх, израильтянсем канӑҫлӑх парнине «тав туса» е, урӑхла каласан, пархатарлӑ пулнӑран кӳнӗ (Лев. 7:11—13, 16—18). Ҫын ҫав парнене памалла пулнӑран мар, парасшӑн пулнӑран панӑ. Вӑл ҫак парнене хӑйӗн ирӗкӗпе кӳнӗ, мӗншӗн тесен хӑйӗн Туррине, Иеговӑна, юратнӑ. Парнене кӳнӗ выльӑхӑн ашне ҫав парнене кӳнӗ ҫын, унӑн ҫемйи тата священниксем ҫинӗ. Анчах выльӑхӑн хӑш-пӗр пайӗсене Иеговӑна ҫеҫ памалла пулнӑ. Хӑшӗсене?

(10-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

10. Иисус хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пурнӑҫлани пирки Левит 3:6, 12, 14—16 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ канӑҫлӑх парнисем мӗн уҫса параҫҫӗ?

10 Виҫҫӗмӗшӗ: эпир Иеговӑна юратнӑран ӑна чи лайӑххине паратпӑр. Иеговӑшӑн выльӑхӑн ҫӑвӗ чи лайӑх пайӗ шутланнӑ. Ҫавӑн пекех уншӑн хӑш-пӗр кирлӗ органсем те, сӑмахран, пӳре, уйрӑмах хаклӑ пулнӑ. (Левит 3:6, 12, 14—16 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа израильтянин выльӑхӑн ҫак органӗсене тата ҫӑвне хӑйӗн ирӗкӗпе парнене кӳни Иеговӑна питӗ килӗшнӗ. Ҫакӑн пек парне панипе вӑл Иеговӑна чи лайӑххине парас килнине кӑтартнӑ. Иисус та Иеговӑна юратнӑран ӑна хатӗр пулсах чи лайӑххине панӑ — уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑнӑ (Иоанн 14:31). Вӑл Туррӑн саккунне питӗ юратнӑ, унӑн ирӗкне пурнӑҫлани ӑна савӑнӑҫ панӑ (Пс. 39:9). Иисус пӗтӗм кӑмӑлтан ӗҫлесе тӑнине курса Иегова мӗн тери савӑннӑ пулӗ!

Иеговӑна юратнӑран эпир ӑна чи лайӑххине паратпӑр (11, 12 абзацсене пӑхӑр.) *

11. Канӑҫлӑх парнипе пирӗн сӑваплӑ ӗҫ хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? Мӗншӗн ҫакна пӗлни пире йӑпатать?

11 Канӑҫлӑх парнипе пирӗн сӑваплӑ ӗҫ хушшинче пӗрпеклӗх пур: Иеговӑна чун-чӗререн юратнӑран эпир хамӑр ирӗкпе ӑна чи лайӑххине паратпӑр. Хӑйне тата хӑйӗн нормисене юратакан миллион-миллион ӗҫлекенӗпе Иегова ҫав тери савӑнать пулӗ! Иегова пирӗн ӗҫсене кӑна мар, эпир ҫав ӗҫсене ырӑ шухӑш-кӑмӑлпа тунине те курать тата хаклать. Ҫакна пӗлни питӗ йӑпатать. Сӑмахран, эсир ватӑлнӑ пулсан тата сӑваплӑ ӗҫре тӑвас килнӗ чухлӗ тӑваймастӑр пулсан, Иегова сире ӑнланасси пирки ан иккӗленӗр. Иеговӑшӑн сахал тӑватӑр пек туйӑнма пултарать сире, анчах Иегова эсир мӗн тума пултарнине пурне те тунине курать, ҫавна эсир юратнӑран тунине вӑл пӗлет. Иеговӑна эсир уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни питӗ савӑнтарать.

12. Канӑҫлӑх парнисем ҫине Иегова мӗнле пӑхнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ пире хавхалантарать?

12 Канӑҫлӑх парнисене кӳнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Парнене кӳнӗ выльӑхӑн чи лайӑх пайӗсене ҫунтарни тата тӗтӗмӗ тӳпене хӑпарни Иеговӑна питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. Ан иккӗленӗр: сӑваплӑ ӗҫре мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑр пулсан, ҫакӑ та Иеговӑна питӗ кӑмӑллӑ (Кол. 3:23). Сирӗн ҫине пӑхса Иегова епле савӑннине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Эсир сӑваплӑ ӗҫре нумай тӑватӑр-и е сахал-и, эсир мӗн туни Иеговӑшӑн питӗ хаклӑ, вӑл ҫакна ӗмӗрне те манмӗ (Матф. 6:20; Евр. 6:10).

ИЕГОВА ХӐЙӖН ОРГАНИЗАЦИНЕ ПИЛЛЕТ

13. Левит 9:23, 24 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, священниксене ырланине Иегова мӗнле кӑтартнӑ?

13 Тӑваттӑмӗшӗ: Иегова хӑйӗн организацин ҫӗр ҫинчи пайне пиллесе тӑрать. Айтӑр пирӗн эрӑчченхи 1512 ҫулта Синай тӑвӗ патӗнче сӑваплӑ чатӑра лартсан мӗн пулса иртнине пӑхса тухар (Тух. 40:17). Ааронпа унӑн ывӑлӗсене священниксем пулма лартас тесе Моисей ятарлӑ церемони ирттернӗ. Священниксем выльӑхсене пӗрремӗш хут парнене кӳнине курмашкӑн Израиль халӑхӗ пӗрле пухӑннӑ (Лев. 9:1—5). Тин кӑна священниксем пулма лартнисене ырланине Иегова мӗнле кӑтартнӑ? Моисейпе Аарон халӑха пиллесен Иегова тӳперен ҫулӑм янӑ, ҫак ҫулӑм парне вырӑнӗ ҫинче мӗн пулнине пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ. (Левит 9:23, 24 вуласа парӑр.)

14. Иегова Аарона тата унӑн ывӑлӗсене ырласа йышӑнни пире мӗнле пырса тивет?

14 Тӳперен аннӑ ҫулӑм мӗн кӑтартса панӑ? Ҫакӑ священниксем пулма лартнӑ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене Иегова ырланине кӑтартса панӑ. Израильтянсем ҫакна курсан вӗсен те священниксене ырламаллине ӑнланса илнӗ. Ҫакӑ пире мӗнле пырса тивет? Израильте священниксем туса тӑракан ӗҫ пуласлӑхӑн «ӗмӗлки» пулнӑ. Халӗ Иисус Христос Чи аслӑ священник, пуласлӑхра тӳпере унпа пӗрле 144 000 ҫын патшасем пек тата священниксем пек пулса ӗҫлӗҫ (Евр. 4:14; 8:3—5; 10:1).

Иегова хӑйӗн организацине ертсе пырать тата пиллесе тӑрать. Эпир Туррӑн организацине чун-чӗререн пулӑшса тӑратпӑр (15—17 абзацсене пӑхӑр.) *

15, 16. Иегова «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» пулӑшса тӑни мӗнрен курӑнать?

15 1919 ҫулта Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пӗчӗк ушкӑнне «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» пек пулса ӗҫлеме лартнӑ. Ҫак чура ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пырать тата Христос хыҫҫӑн пыракансене «вӑхӑтра апат парса» тӑрать (Матф. 24:45). Иегова шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана ырласа, пулӑшса тӑнине эсир куратӑр-и?

16 Шуйттан тата вӑл тытса тӑракан тӗнче шанчӑклӑ та ӑслӑ чура Христос шанса панӑ ӗҫе тума пӑрахтӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ. Турӑ пулӑшман пулсан шанчӑклӑ чура хӑйӗн ӗҫне тӑвайман пулӗччӗ. Икӗ тӗнче вӑрҫине, пӗтӗм тӗнчери экономика кризисӗсене, хӗсӗрленипе тата тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнине пӑхмасӑрах шанчӑклӑ та ӑслӑ чура халӗ те «вӑхӑтра апат парса» тӑрать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Библие ӑнлантаракан публикацисем паян ҫав тери нумай! Вӗсене 900 ытла чӗлхепе тӳлевсӗр илме пулать. Ҫакӑ Иегова шанчӑклӑ чурана пулӑшса тӑнине уҫҫӑн кӑтартса парать, ҫапла мар-и? Иегова шанчӑклӑ чурана пиллесе тӑнине ырӑ хыпар сарас ӗҫ те ҫирӗплетсе парать. Ырӑ хыпара чӑнах та «пӗтӗм тӗнчипе» пӗлтереҫҫӗ (Матф. 24:14). Иегова хӑйӗн организацине ертсе пыни пирки тата туллин пиллесе тӑни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук.

17. Мӗнле майпа эпир Иеговӑн организацине ырланине кӑтартма тата ӑна пулӑшма пултаратпӑр?

17 Эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйту парсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Иеговӑн организацинче пулма май пурришӗн эпӗ пархатарлӑ-и?» Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова тӳперен ҫулӑм янипе священниксене ырланине уҫҫӑн кӑтартнӑ пекех, хальхи вӑхӑтра та вӑл хӑйӗн организацине ырланине уҫҫӑн кӑтартса парать. Чӑнах та, Иеговӑна тав тума пирӗн нумай сӑлтав пур (1 Фес. 5:18, 19). Мӗнле майпа эпир Иеговӑн организацине ырланине кӑтартма тата ӑна пулӑшма пултаратпӑр? Эпир ҫакна пирӗн публикацисенче, тӗлпулусенче тата конгрессенче Библи тӑрӑх паракан хушусемпе канашсене тытса тӑнипе тума пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫе хастаррӑн хутшӑннипе те эпир организацине пулӑшатпӑр (1 Кор. 15:58).

18. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

18 Айтӑр Левит кӗнекинчен мӗне вӗреннине тытса тӑма ҫирӗп шут тытар. Иегова пирӗн парнесене йышӑнтӑр тесе тӑрӑшар. Ӑна пархатарлӑ пулнӑран уншӑн ӗҫлесе пурӑнар. Иеговӑна чун-чӗререн юратнӑран ӑна малалла та чи лайӑххине парса тӑрар. Тата Иегова пиллесе тӑракан организацине чунтан-вартан пулӑшса тӑрар. Ҫапла тунипе эпир Иеговӑна унӑн свидетелӗсем пулма май пурри пирӗншӗн пысӑк чыс пулнине кӑтартӑпӑр.

96-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗ — хаклӑ мул

^ 5 абз. Левит кӗнекинче Иегова авалхи Израиле панӑ законсем пур. Христиансен ҫак законсене тытса тӑмалла мар, ҫав-ҫавах вӗсем пире усӑ пама пултараҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Левит кӗнекинчен мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

^ 4 абз. Сӑваплӑ чатӑрта ҫунтарнӑ фимиам сӑваплӑ шутланнӑ, авалхи Израильте унпа Иеговӑна пуҫҫапнӑ чухне ҫеҫ усӑ курнӑ (Тух. 30:34—38). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне фимиам ҫунтарнӑ тесе ниҫта та каламан.

^ 9 абз. Канӑҫлӑх парнисем ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Понимание Писания» энциклопедири «Приношения» статьяна тата 2012 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» 18-мӗш страницӑри 11-мӗш абзаца пӑхӑр.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК. Тасалмалли кун Израилӗн аслӑ священникӗ фимиампа тата ҫунса тӑракан кӑварпа Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗрет. Вӑл фимиама ҫунтарать те пӳлӗм ырӑ шӑршӑпа тулать. Каярахпа вӑл Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме ҫылӑхсемшӗн парнене кӳнӗ выльӑхсен юнӗпе кӗрет.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Израильтянин канӑҫлӑх парнине кӳме священника сурӑх парать, ҫапла майпа ҫак ҫыннӑн ҫемйи Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартать.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑнӑ тата вӗсене тытса тӑма хӑйӗн вӗренекенӗсене те пулӑшнӑ, ҫапла майпа вӑл Иеговӑна хытӑ юратнине кӑтартнӑ.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Ватӑлнӑ хӗрарӑм тӑван ҫырусем ҫырса ырӑ хыпар сарать, ҫапла майпа вӑл сывлӑх хавшанине пӑхмасӑрах Иеговӑна чи лайӑххине парать.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. 2019 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Ертсе пыракан советра ӗҫлекен Геррит Лёш тӑван «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗ нимӗҫ чӗлхипе тухни ҫинчен пӗлтернӗ. Халӗ Германири хыпарҫӑсем, ҫав шутрах ҫак икӗ хӗрарӑм тӑван та, ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне Библин ҫак ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе хаваспах усӑ кураҫҫӗ.