Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАТФЕЙ 20, 21

«Хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр»

«Хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр»

20:28

Мӑнкӑмӑллӑ кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте хӑйсене ыттисем асӑрханине тата саламланине юратнӑ

Мӑнкӑмӑллӑ кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем хӑйсене ыттисем чыс-хисеп тӑвасса тата асла хурасса кӗтнӗ (Мф 23:5—7). Иисус вара вӗсем пек пулман. Вӑл «Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма... килнӗ» (Мф 20:28). Эпир ыттисем асӑрхакан тата хамӑра мухтав кӳрекен ӗҫсене ҫеҫ тума тӑрӑшмастпӑр-и? Иегова умӗнче аслӑ пулас тесен пирӗн Иисус пекех ыттисене пулӑшма хатӗр пулмалла. Ҫакӑн пек ӗҫсене вара ытларах чухне никам та курмасть, Иегова анчах курать (Мф 6:1—4). Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын...

  • Патшалӑх залне тирпейлес-юсас ӗҫе хутшӑнать

  • ваттисене тата ыттисене хаваспах пулӑшса тӑрать

  • Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума пулӑшас тесе укҫа-тенкӗ парса тӑрать