Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Турра тата ҫывӑх ҫынна юратма мӗнле вӗренмелле?

Турра тата ҫывӑх ҫынна юратма мӗнле вӗренмелле?

Христиансем паян Моисей саккунне тытса тӑмаҫҫӗ пулин те, унти чи аслӑ икӗ ӳкӗт — Турра юрат текен тата ҫывӑх ҫынна юрат текен ӳкӗтсем — Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ (Мф 22:37—39). Ҫакӑн пек юрату хӑйне хӑех аталанмасть. Ӑна кӑтартма вӗренмелле. Ҫакна мӗнле тумалла? Чи лайӑх май вӑл — Библие кашни кун вулани. Библи вуланӑ чухне эпир Туррӑн тӗрлӗ паха енӗсем ҫинчен пӗлетпӗр, вара «Ҫӳлхуҫа илемне» куратпӑр (Пс 26:4). Ҫавна пула эпир ӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлатпӑр тата вӑл шухӑшланӑ пек шухӑшлама тытӑнатпӑр. Ҫакӑ вара пире Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑма, ҫав шутрах ыттисене чун-чӗререн юратма, хавхалантарать (Ин 13:34, 35; 1Ин 5:3). Акӑ Библи вуланине интереслӗрех тума пулӑшакан виҫӗ канаш:

  • Мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр. Вуланӑ чухне ҫакӑн ҫинчен шухӑшлӑр: ҫав вырӑнта пулнӑ пулсан эпӗ мӗн курнӑ, мӗн илтнӗ тата мӗн туйнӑ пулӑттӑм? Ҫавӑн чухне пурӑннӑ ҫынсем мӗн туйнӑ пулӗччӗҫ?

  • Тӗрлӗ меслетсемпе усӑ курӑр. Акӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем. Библие сасӑпа вулӑр е унӑн аудиоҫыртарӑвне итленӗ чухне йӗрлесе пырӑр. Сыпӑкран сыпӑка вулас вырӑнне Библире каланӑ пӗр-пӗр ҫын ҫинчен е хӑвӑра интереслентерекен тема ҫинчен ҫырнӑ вырӑнсене вулӑр. Сӑмахран, Иисус ҫинчен нумайрах пӗлес тесе «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑпа (4-мӗш тата 16-мӗш приложенисем) усӑ курӑр. Кулленхи сӑвӑ йӗркине хӑш сыпӑкран илнӗ, ҫавна пӗтӗмпех вуласа тухӑр. Библири кӗнекесене хӑҫан ҫырнине шута илсе вӗсене черетпе вулӑр.

  • Шухӑшласа вулӑр. Кунне пӗр сыпӑка ӑнланса, шухӑшласа вулани нумай сыпӑка шухӑшламасӑр вуланинчен лайӑхрах. Контекста тата ҫырса панӑ ӗҫсем хӑш вӑхӑтра пулса иртнине шута илӗр. Вак-тӗвексене асӑрхӑр. Карттӑсемпе, сноскӑсемпе усӑ курӑр тата сӑвӑ йӗркисемпе ҫыхӑнса тӑракан ытти сӑвӑ йӗркисене пӑхӑр. Вуланӑ чухне ыйтусем сиксе тухнӑ пулсан, вӗсенчен пӗрне те пулин тӗпчӗр. Вулама мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑратӑр, шухӑшлама та ҫавӑн чухлех вӑхӑт уйӑрма тӑрӑшӑр.