Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ыттисем санран мӑшкӑлласа кулнӑ чухне Иеговӑна шан

Ыттисем санран мӑшкӑлласа кулнӑ чухне Иеговӑна шан

Хӑш-пӗр ҫамрӑк христиансенчен мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ. Вӗсене хӗнеме те пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен чӗрине питӗ ыраттарать. Иеговӑна ӗненнишӗн мӑшкӑлласа кулнине пула христианин хӑраса ӳкме тата Иеговӑн принципӗсене пӑсма пултарать. Вара вӑл Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫухатма пултарать. Мӑшкӑлласа кулнинчен хамӑра мӗнле хӳтӗлеме пулать?

Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ Иеговӑна шанса хӑйсенчен мӑшкӑлласа кулнине тӳссе ирттерме пултарнӑ (Пс 17:18). Сӑмахран, Эсфирь Аман усал ӗҫ тӑвасшӑн пулни ҫинчен патшана хӑюллӑн каласа панӑ (Эсф 7:1—6). Анчах малтан вӑл типӗ тытнӑ, ҫапла майпа вӑл Иегова ҫине шаннине кӑтартнӑ (Эсф 4:14—16). Иегова Эсфирь мӗн тунине пилленӗ, вара ӑна та, хӑйӗн халӑхне те хӳтӗленӗ.

Санран та мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ пулсан, Иеговӑран пулӑшу ыйт тата ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынна, сӑмахран, аҫупа аннӳне, веҫех каласа пар. Ан иккӗлен: Иегова Эсфире пулӑшнӑ пулсан, сана та пулӑшӗ. Мӑшкӑлласа кулнине тӳссе ирттерме тата мӗн пулӑшӗ?

«ҪАМРӐКСЕН ПУРНӐҪӖ. ШКУЛТА МӐШКӐЛЛАСА КУЛНӐ ЧУХНЕ МӖН ТУМАЛЛА?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Чарлипе Ферин тӗслӗхӗ ҫамрӑк христиансене мӗне вӗрентет?

  • Чарлипе Ферин каласа панӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене мӑшкӑлласа кулнине тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?