Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир ыттисене йӑпатма пултаратӑр

Эсир ыттисене йӑпатма пултаратӑр

«Вӗсем... манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем маншӑн тем тӗрлӗ савӑнӑҫ пулчӗҫ [«Вӗсем мана питӗ йӑпатрӗҫ», ҪТ]» (КОЛ. 4:11).

90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем пӗтӗм тӗнчипех йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ, ҫавна пула вӗсем пӑшӑрханаҫҫӗ тата хуйхӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӑвансем сирӗн пухура та пур пулӗ. Хӑш-пӗр христиансем йывӑр чирпе чирлеҫҫӗ е вӗсен ҫывӑх ҫынни вилнӗ. Теприсем пӗртӑванӗ е ҫывӑх тусӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑшӑн хуйхӑраҫҫӗ. Тата теприсем ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула асап кураҫҫӗ. Ҫак тӑвансене пурне те йӑпатни кирлӗ. Эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

2. Мӗншӗн Павел апостола хушӑран пулӑшу кирлӗ пулнӑ?

2 Павел апостол пӗрре анчах мар хӑрушлӑха лекнӗ (2 Кор. 11:23—28). Ҫавӑн пекех Павела ӳтӗнчи «сӑнӑ» асаплантарнӑ, ҫакӑ сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑх пулма пултарнӑ (2 Кор. 12:7). Унсӑр пуҫне, ӑна хӑйӗнпе пӗр вӑхӑт хушши ӗҫлесе тӑнӑ Димас та кулянтарнӑ, вӑл «тӗнчене юратнипе» Павела пӑрахса кайнӑ (2 Тим. 4:10). Павел святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хӑюллӑ христианин пулнӑ тата хӑйне шеллемесӗр ыттисене пулӑшса тӑнӑ, анчах хӑш-пӗр чухне унӑн та алли усӑннӑ (Рим 9:1—3).

3. Иегова Павела мӗнле пулӑшнӑ тата йӑпатнӑ?

3 Павел хӑйне кирлӗ пулӑшупа йӑпатӑва илнӗ-и? Ҫапла. Иегова ӑна хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса ҫирӗплетнӗ (2 Кор. 4:7). Ҫавӑн пекех Иегова ӑна ытти христиансем урлӑ та йӑпатнӑ. Павел хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекенсем пирки: «Вӗсем мана питӗ йӑпатрӗҫ»,— тесе ҫырнӑ (Кол. 4:11, ҪТ). Хӑйӗн ҫырӑвӗнче ятран асӑннӑ тӑвансем хушшинче Аристарх, Тихик тата Марк пулнӑ. Вӗсем Павела ҫирӗплетнӗ тата йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. Ҫакна тума ҫак виҫӗ христианина мӗнле лайӑх енсем пулӑшнӑ? Вӗсен тӗслӗхӗ пире пӗр-пӗрне йӑпатас тата пулӑшас тӗлӗшрен мӗнле пулӑшма пултарать?

АРИСТАРХ ПЕКЕХ ШАНЧӐКЛӐ ТУС ПУЛӐР

Аристарх пекех, эпир те «инкеке» лекнӗ тӑвансемпе пӗрле пулнипе вӗсемшӗн шанчӑклӑ туссем пулма пултаратпӑр (4, 5 абзацсене пӑхӑр.) *

4. Мӗншӗн Аристарх Павелшӑн шанчӑклӑ тус пулнӑ теме пулать?

4 Аристарх, Македонири Фессалоника хулинчи христианин, Павелшӑн шанчӑклӑ тус пулнӑ. Библире ун ҫинчен Павел апостолӑн виҫҫӗмӗш ҫулҫӳревӗ ҫинчен каласа панӑ чухне пӗрремӗш хут асӑннӑ. Аристарх Павелпа пӗрле Эфеса кайнӑ ҫынсенчен пӗри пулнӑ. Унта ӑна ҫынсем ярса тытнӑ (Ап. ӗҫ. 19:29). Ирӗке ярсан вара вӑл хӑрушсӑр вырӑна каяс темен, Павелпах тӑрса юлнӑ. Каярахпа, темиҫе уйӑх иртсен, Грецире Павела тӑшманӗсем вӗлерме хӑтланнӑ чухне те Аристарх ӑна хӑварман (Ап. ӗҫ. 20:2—4). Пирӗн эрӑри 58 ҫул тӗлнелле арестленӗ Павела Рима янӑ. Нумай вӑхӑта тӑсӑлнӑ ҫав ҫулҫӳревре Аристарх унпа пӗрле пулнӑ. Ҫул ҫинче вӗсем карап путнине те пӗрле чӑтса ирттернӗ (Ап. ӗҫ. 27:1, 2, 41). Римра вара Аристарха пӗр вӑхӑт хушши Павелпа пӗрле хупса лартнӑ (Кол. 4:10). Ҫак шанчӑклӑ тусне пула Павел хӑйне кирлӗ пулӑшӑва тата йӑпатӑва илме пултарни пире пӗртте тӗлӗнтермест!

5. Ытарӑшсем 17:17-мӗшӗ тӑрӑх, шанчӑклӑ тус пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

5 Аристарх пекех, эпир те лайӑх вӑхӑтра кӑна мар, «инкекре» те тӑвансемпе пӗрле пулнипе вӗсемшӗн шанчӑклӑ туссем пулма пултаратпӑр. (Ытарӑшсем 17:17 вуласа парӑр.) Инкек пулса иртнӗ хыҫҫӑн нумай вӑхӑт иртсен те тӑвансене йӑпатни кирлӗ пулма пултарать. Франсес * ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн виҫӗ уйӑх хушшинче ашшӗпе амӑшӗ вилнӗ, вӗсем иккӗшӗ те рак чирӗпе чирленӗ. Вӑл калать: «Пирӗнпе пулакан инкексем чылайччен асаплантарма пултараҫҫӗ. Атте-анне вилнӗ хыҫҫӑн самаях вӑхӑт иртрӗ пулсан та, мана халӗ те йывӑр. Ҫакна асра тытакан шанчӑклӑ туссене эпӗ питӗ пархатарлӑ».

6. Шанчӑклӑ тус мӗн тума хатӗр?

6 Шанчӑклӑ туссем тӑвансемшӗн хӑйсен вӑхӑтне те, вӑйне те шеллемеҫҫӗ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Тухтӑр Питер ятлӑ арҫын тӑвана вӑл хӑрушӑ чирпе чирленине пула кӗҫех вилесси ҫинчен пӗлтернӗ. Питерӑн арӑмӗ, Кэтрин, каласа парать: «Пирӗн пухури пӗр мӑшӑр пире тухтӑр патне илсе кайрӗ, тухтӑр вара пире Питер чирлӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫакна пӗлсенех вӗсем ҫак йывӑр вӑхӑтра эпир сирӗнпе юнашар пулӑпӑр терӗҫ. Кирлӗ чухне ҫак мӑшӑр чӑнах та пирӗнпе пӗрле пулчӗ». Йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшакан чӑн-чӑн туссем пурри пире питӗ йӑпатать!

ТИХИК ПЕКЕХ ШАНӐҪА ТИВӖҪЛӖ ПУЛӐР

Тихик пекех, эпир те йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тӑвансене пулӑшнипе шанӑҫа тивӗҫлӗ туссем пулма пултаратпӑр (7—9 абзацсене пӑхӑр.) *

7, 8. Колоссӑ 4:7—9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Тихик шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Тихик, Азири Рим провинцийӗнче пурӑннӑ христианин, Павела шанчӑклӑн пулӑшса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 20:4). Павел пирӗн эрӑри 55 ҫул патнелле Иудейӑри тӑвансене пулӑшас тесе укҫа-тенкӗ пуҫтарас ӗҫе йӗркеленӗ, ҫак ӗҫре ӑна Тихик та пулӑшнӑ пулмалла (2 Кор. 8:18—20). Каярахпа Павел, ӑна арестлесе Римра пӗрремӗш хут хупса лартнӑ чухне, хӑйӗн ҫырӑвӗсене Азири пухусене илсе кайма тата ҫав вырӑнта пурӑнакан тӑвансене йӑпатма Тихика янӑ (Кол. 4:7—9).

8 Тихик Павелшӑн яланах шанӑҫа тивӗҫлӗ тус пулнӑ (Тит 3:12). Ҫавӑн чухне пур христианин та Тихик пек шанчӑклӑ пулман. Пирӗн эрӑри 65 ҫул патнелле Павел, ӑна иккӗмӗш хут хупса лартнӑ чухне, Ази провинцийӗнчи тӑвансенчен нумайӑшӗ хӑйӗнпе хутшӑнма пӑрахни ҫинчен ҫырнӑ. Ҫавна вӗсем хӑйсене хирӗҫ тӑракансенчен хӑранӑран тунӑ пулмалла (2 Тим. 1:15). Тихик вара шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа Павел ӑна тепӗр ӗҫ те шанса панӑ (2 Тим. 4:12). Паллах ӗнтӗ, Павел ҫак лайӑх туса питӗ хакланӑ.

9. Тихикран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Тихик пекех, эпир те шанӑҫа тивӗҫлӗ туссем пулма пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир тӑвансене пулӑшма сӑмах паратпӑр кӑна мар, панӑ сӑмаха тытма та тӑрӑшатпӑр (Матф. 5:37; Лука 16:10). Кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсем эпир вӗсене пулӑшма хатӗр пулнине пӗлеҫҫӗ пулсан, вӗсене ҫакӑ питӗ йӑпатать. Мӗншӗнне пӗр хӗрарӑм тӑван ҫапла ӑнлантарса парать: «Пулӑшма сӑмах панӑ ҫын хӑйӗн сӑмахне тытассине пӗлетӗн пулсан, ытлашши пӑшӑрханмастӑн».

10. Ытарӑшсем 18:24-мӗшӗ тӑрӑх, йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ е хытӑ кулянакан тӑвана кам йӑпатма пултарать?

10 Кам йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ е хытӑ кулянать, ҫавсене шанчӑклӑ тус йӑпатма пултарать. (Ытарӑшсем 18:24 вуласа парӑр.) Ывӑлне пухуран кӑларса ярсан Биджей ятлӑ арҫын тӑван питӗ куляннӑ. Вӑл каласа парать: «Манӑн хамӑн туйӑмсене шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫынна каласа парас килетчӗ». Карлос ятлӑ арҫын тӑван пысӑк йӑнӑш тунӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл пухура хӑйне шанса панӑ тивӗҫсене, хӑй хакланӑ ӗҫсене, тек тума пултарайман. Вӑл калать: «Манӑн хамӑн туйӑмсем ҫинчен мана айӑпламасӑр итлеме пултаракан ҫынсемпе калаҫас килетчӗ». Ҫакӑн пек ҫынсене Карлос старейшинӑсем хушшинче тупнӑ, вӗсем ӑна хӑйӗн йывӑрлӑхне ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех старейшинӑсем унӑн туйӑмӗсене шута илни тата вӑл каласа панине ыттисене каласа паманни ӑна йӑпатнӑ.

11. Шанӑҫа тивӗҫлӗ тус пулас тесен мӗн тумалла?

11 Шанчӑклӑ тус пулас тесен тӳсӗмлӗ пулма вӗренмелле. Жаннӑна упӑшки пӑрахса тухса кайсан вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен ҫывӑх тусӗсене каласа панӑ, ҫакӑ ӑна хӑйне чылай лайӑхрах туйма пулӑшнӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ вӗсене пӗр япала ҫинчен ҫине-ҫинех каласа тӑнӑ пулмалла, анчах вӗсем мана тӳсӗмлӗн итлетчӗҫ». Итлеме пӗлетӗр пулсан эсир те лайӑх тус пулма пултаратӑр.

МАРК ПЕКЕХ ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШМА ХАТӖР ПУЛӐР

Марк тунӑ ырӑ ӗҫсем Павела шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ. Эпир те инкеке лекнӗ тӑвансене пулӑшма пултаратпӑр (12—14 абзацсене пӑхӑр.) *

12. Марк кам пулнӑ тата вӑл ыттисене пулӑшма хатӗр пулни мӗнрен курӑнса тӑнӑ?

12 Марк христианин пулса тӑнӑ иудей пулнӑ. Вӑл Иерусалимра пурӑннӑ. Унӑн хурӑнташӗ, Варнава, нумайӑшӗ пӗлекен миссионер пулнӑ (Кол. 4:10). Марк пуян ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ пулмалла, анчах вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче укҫапа пурлӑха мала хуман. Марк яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулнӑ, ҫакна вӑл хаваспах тунӑ. Сӑмахран, унӑн Павел апостолпа та, Петр апостолпа та ӗҫлеме май килнӗ. Марк вӗсем валли апат-ҫимӗҫ туяннӑ, ҫӗр каҫмалли вырӑн шыранӑ тата ытти ӗҫсене те туса пулӑшнӑ пулмалла (Ап. ӗҫ. 13:2—5; 1 Петр 5:13). Павел Марк пирки хампа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑракансенчен тата «маншӑн тем тӗрлӗ савӑнӑҫ» пулнисенчен пӗри тенӗ (Кол. 4:10, 11).

13. 2 Тимофей 4:11-мӗшӗнчи сӑмахсем Марк пулӑшнине Павел питӗ хакланине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

13 Марк Павелӑн ҫывӑх тусӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Пирӗн эрӑри 65 ҫул патнелле Павел Римра юлашки хут тӗрмере ларнӑ чухне Тимофей патне иккӗмӗш ҫыру ҫырнӑ. Ҫав ҫырура Павел Тимофее хӑйпе пӗрле Марка илсе килме ыйтнӑ (2 Тим. 4:11). Паллах ӗнтӗ, Павел Марк уншӑн мӗн тунине питӗ хакланӑ, ҫавӑнпа хӑйӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра Марка хӑйпе пӗрле пулма чӗннӗ. Марк Павела тӗрлӗ майпа пулӑшнӑ: вӑл ӑна апат тата ҫырмалли хатӗрсем илсе килсе панӑ пулмалла. Марк пулӑшни тата хавхалантарни Павела мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ пулас.

14, 15. Ыттисене пулӑшас тӗлӗшрен Матфей 7:12-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?

14 Матфей 7:12 вуласа парӑр. Инкек сиксе тухнӑ чухне хамӑра пулӑшакан тӑвансене эпир ҫав тери пархатарлӑ! Райан ятлӑ арҫын тӑванӑн ашшӗ сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл калать: «Хытӑ хуйхӑрнӑ чухне кулленхи ӗҫсенчен нумайӑшне тума вӑй ҫитеймест. Кам та пулин мӗн те пулин туса пулӑшни — ҫав ӗҫ питӗ пӗчӗк пулсан та — нумай усӑ парать».

15 Эпир тимлӗ пулсан ыттисене мӗнпе пулӑшмаллине асӑрхама пултарӑпӑр. Сӑмахран, пӗр хӗрарӑм тӑван унччен асӑннӑ Питерпа Кэтрина пулӑшас тенӗ. Питер та, Кэтрин та машина ҫӳретме тек пултарайман. Ҫавӑнпа ҫав хӗрарӑм тӑван ҫак мӑшӑра больницӑна илсе кайма хатӗр пулнӑ пухури тӑвансене тупнӑ тата вӗсем валли график тунӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Кэтрин калать: «Хулпуҫҫи ҫинчен пысӑк ҫӗклем йӑтӑнса аннӑ пекех туйӑнчӗ». Асра тытӑр: эсир тӑвакан ырӑ ӗҫсем, вӗсем пӗчӗк пулсан та, питӗ йӑпатма пултараҫҫӗ.

16. Ыттисене пулӑшас тӗлӗшрен эпир Маркран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Паллах, Маркӑн питӗ нумай ӗҫ пулнӑ. Вӑл Иегова шанса панӑ ӗҫсене туса тӑнӑ, ҫав шутрах Евангели те ҫырнӑ. Ҫав-ҫавах Марк Павела пулӑшма вӑхӑт тупнӑ, ҫавӑнпа Павел унран пулӑшу ыйтма вӑтанман. Анджела ятлӑ тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн кукамӑшне вӗлернӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйне пулӑшнӑ тӑвансене питӗ пархатарлӑ пулнӑ. Анджела каласа парать: «Туссем чун-чӗререн пулӑшасшӑн пулсан, вӗсенчен пулӑшу ыйтма питӗ ҫӑмӑл. Вӗсене пулӑшма йӑлӑнмалла мар, вӗсем яланах пулӑшма хатӗр». Эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйту пама пултаратпӑр: «Ыттисем мана йӑпатма тата пулӑшма хатӗр ҫын пек пӗлеҫҫӗ-и?»

ЭПИР ЫТТИСЕНЕ ЙӐПАТМА ТАТА ПУЛӐШМА ҪИРӖП ШУТ ТЫТНӐ

17. 2 Коринф 1:3, 4 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшлани пире ыттисене йӑпатма мӗнле хавхалантарать?

17 Кама йӑпатупа пулӑшу кирлӗ, ҫав тӑвансене асӑрхама пире йывӑрах мар. Эпир вӗсене хавхалантарас тесе ыттисем пире йӑпатнӑ сӑмахсемпех усӑ курма пултаратпӑр. Нино ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн кукамӑшӗ вилнӗ. Вӑл калать: «Иеговӑна хамӑрпа усӑ курма май паратпӑр пулсан, вӑл ыттисене пулӑшас тесе пирӗнпе усӑ курма пултарать». (2 Коринф 1:3, 4 вуласа парӑр.) Унччен асӑннӑ Франсес вара акӑ мӗн калать: «2 Коринф 1:4-мӗшӗнчи сӑмахсем тӗп-тӗрӗс. Ыттисем пире мӗнле йӑпатнӑ, эпир те тӑвансене ҫавӑн пек йӑпатма пултаратпӑр».

18. а) Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем ыттисене йӑпатма хӑраса тӑма пултараҫҫӗ? ӑ) Эпир ҫынна мӗнле йӑпатма пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

18 Пирӗн хӑранине пӑхмасӑрах ыттисене йӑпатма тӑрӑшмалла. Сӑмахран, пире хуйхӑракан ҫынна мӗн каламаллине, мӗнле пулӑшмаллине пӗлменни хӑратма пултарать. Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн Пол ятлӑ старейшинӑна хӑш-пӗр тӑвансем йӑпатма тӑрӑшнӑ. Вӑл аса илет: «Вӗсене ман пата пыма, кирлӗ сӑмахсем тупса калама ҫӑмӑлах пулман пулас. Ҫав-ҫавах мана йывӑр вӑхӑтра йӑпатма тата пулӑшма тӑрӑшнӑшӑн эпӗ вӗсене питӗ пархатарлӑ». Ҫӗр чӗтреннине пурӑнса ирттернӗ Таджон ятлӑ арҫын тӑван вара акӑ мӗн калать: «Тӗрӗссипе каласан, тӑвансем ман пата мӗн ҫырса янине, мана мӗн каланине эпӗ астумастӑп, анчах вӗсем ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн санӑн пурте йӗркеллех-и тесе ыйтса пӗлме тӑрӑшнине эпӗ питӗ лайӑх астӑватӑп». Ҫынна йӑпатас тесен пирӗн ӑна хакланине кӑтартмалла.

19. Мӗншӗн эсир ыттисене йӑпатма ҫирӗп шут тытнӑ?

19 Ҫак усал тӗнче пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пынӑ май тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пырӗ, пурнӑҫ та йывӑрланса кайӗ (2 Тим. 3:13). Унсӑр пуҫне, пирӗн ҫитменлӗхсем пур тата эпир час-часах йӑнӑшсем тӑватпӑр. Ҫавӑнпа тӑвансем йӑпатни пире малалла та кирлӗ пулӗ. Павел апостола мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма тӑвансем йӑпатни пулӑшнӑ. Айтӑр эпир те Аристарх пекех шанчӑклӑ, Тихик пекех шанӑҫа тивӗҫлӗ тата Марк пекех пулӑшма хатӗр туссем пулар. Ҫавӑн пек тунипе эпир тӑвансене Иеговӑшӑн шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӑпӑр (1 Фес. 3:2, 3).

^ 5 абз. Павел апостолӑн нумай йывӑрлӑха чӑтса ирттерме тивнӗ. Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр тӑвансем ӑна питӗ йӑпатнӑ. Ҫакна вӗсем виҫӗ лайӑх ене кӑтартнине пула тума пултарнӑ, ҫав енсене эпир ҫак статьяра пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ҫав тӑвансенчен мӗне вӗренме пултарнине курӑпӑр.

^ 5 абз. Ҫак статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Аристархпа Павел карап путнине пӗрле чӑтса ирттернӗ.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. Павел хӑйӗн ҫырӑвӗсене пухусене илсе кайма Тихика янӑ.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Марк тӗрлӗ ӗҫе туса тӑнипе Павела пулӑшнӑ.