Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова сире хаклать!

Иегова сире хаклать!

«Ҫӳлхуҫа хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать» (ПС. 33:19).

33-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн хуйхуна Иеговӑна шанса пар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ тата ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

АЙТӐР виҫӗ лару-тӑру ҫинчен шухӑшласа пӑхар: ҫамрӑк арҫын тӑван йывӑр чирпе чирлени ҫинчен пӗлет; ҫемье пуҫӗ, аллӑран иртнӗскер, ӗҫ ҫухатнӑ хыҫҫӑн ниепле те ҫӗнӗ ӗҫ тупаймасть; хӗрарӑм тӑван ватӑлнӑран тата сывлӑхӗ хавшаса пынӑран ырӑ хыпара унчченхи пекех нумай сарма пултараймасть.

2 Эсир ҫак йывӑрлӑхсенчен пӗринпе тӗл пулнӑ пулсан, манран ним усси те ҫук тесе шутлама пултаратӑр. Ҫакӑн евӗрлӗ лару-тӑрусенче эсир савӑнӑҫа ҫухатма, хӑвӑра хисеплеме пӑрахма пултаратӑр тата сирӗнпе ыттисем хушшинчи хутшӑнусем япӑхланса кайма пултараҫҫӗ.

3. Сатана тата унӑн витӗмне лекнӗ ҫынсем ҫын пурнӑҫӗ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

3 Ҫак тӗнчери ҫынсем ҫын пурнӑҫӗ ҫине Сатана пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Вӑл ҫынсене ним вырӑнне те хумасть. Турра итлемесен Ева вилессе Сатана пӗлнӗ, ҫапах та ӑна пӗр хӗрхенмесӗр эсӗ ирӗклӗ пулса тӑратӑн тесе улталанӑ. Коммерци, политика тата тӗнсем яланах Сатана аллинче пулнӑ. Ҫавӑнпа та бизнесменсенчен, политиксенчен тата тӗн пуҫлӑхӗсенчен нумайӑшӗ ҫынсене ним вырӑнне те хуманни пӗртте тӗлӗнтермест.

4. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

4 Иегова вара эпир хамӑра хамӑр хаклаччӑр тет, йывӑр лару-тӑрура хамӑра ниме тӑман ҫын пек туятпӑр пулсан вӑл пире пулӑшатех (Пс. 135:23; Рим 12:3). Ҫак статьяра эпир 1) йывӑр чирпе чирленӗ чухне, 2) укҫа-тенкӗ ҫитсех кайман чухне тата 3) ватӑлса пынине пула Иеговӑн ӗҫӗнче манран ним усси те ҫук тесе шухӑшланӑ чухне Иегова мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явӑпӑр. Айтӑр малтан ҫак ыйту ҫине хуравлар: Иегова пире кашнине хакланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

ИЕГОВА ПИРЕ ХАКЛАТЬ

5. Иегова ҫынсене хакланине мӗн ҫирӗплетсе парать?

5 Турӑ пире тӑпраран тунӑ пулсан та, эпир уншӑн питӗ хаклӑ (Пулт. 2:7). Иегова пире хакланине ҫирӗплетсе паракан темиҫе шухӑша пӑхса тухар. Вӑл пире хӑй евӗрлӗ тунӑ, ҫавӑнпа эпир те вӑл кӑтартакан лайӑх енсене кӑтартма пултаратпӑр (Пулт. 1:27). Ҫапла тунипе Турӑ пире ҫӗр ҫинче тунӑ япаласенчен ҫӳллӗрех шая лартнӑ. Вӑл ҫӗр ҫинче мӗн пултарнӑ, ҫавсене пурне те пире пӑхӑнтарнӑ (Пс. 8:5—9).

6. Иегова ҫылӑхлӑ ҫынсене хакланине тата мӗн кӑтартса парать?

6 Адам ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн та Иегова ҫынсене хаклама пӑрахман. Вӑл пире ҫав тери хакланӑран пирӗн ҫылӑхсене каҫарттарас тесе хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, Иисуса, парне пек панӑ (1 Иоанн 4:9, 10). Иегова, Христосӑн каҫарттаракан парнипе усӑ курса, Адам ҫылӑха кӗнине пула вилнӗ ҫынсене — «сӑваплисене те, сӑвапсӑррисене те» — чӗртсе тӑратӗ (Ап. ӗҫ. 24:15). Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ ҫакна кӑтартать: эпир чирлетпӗр-и, чухӑн-и е ватӑлнӑ-и, ҫав-ҫавах вӑл пире хаклать (Ап. ӗҫ. 10:34, 35.)

7. Иегова пире хакланине кӑтартакан тата мӗнле ҫирӗплетӳсем пур?

7 Иегова пире хакланине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем татах та пур. Вӑл пире хӑйӗн патне ертсе пынӑ тата эпир ырӑ хыпара мӗнле йышӑннине асӑрханӑ (Иоанн 6:44). Эпир Иегова патне ҫывхарма пуҫласан, вӑл та пирӗн пата ҫывхарнӑ (Иак. 4:8). Иегова пире вӗрентес тесе вӑхӑтне те, вӑйне те шеллемест, ҫапла майпа та Иегова пире хакланине кӑтартать. Вӑл эпир халӗ мӗнле ҫын пулнине курать, пуласлӑхра мӗнле ҫын пулса тӑма пултарнине те пӗлет. Ҫавӑн пекех юратнӑран вӑл пире тӳрлетет (Ытар. 3:11, 12). Ҫаксем пурте эпир Иеговӑшӑн питӗ хаклӑ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ!

8. Псалом 17:28—30 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

8 Хӑш-пӗр ҫынсем Давид патшана ним вырӑнне те хуман, ҫапах та вӑл Иегова хӑйне юратни пирки тата пулӑшса тӑни пирки иккӗленмен. Ҫакӑ ӑна хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑ (2 Патш. 16:5—7). Пирӗн кӑмӑл пусӑрӑннӑ чухне е эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Иегова пире хамӑрӑн лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма тата кирек мӗнле чӑрмава та ҫӗнтерме пулӑшӗ. (Псалом 17:28—30 вуласа парӑр.) Иегова пирӗн хута кӗрет пулсан, пире уншӑн савӑнса ӗҫлеме мӗн чӑрмантарма пултартӑр-ха? (Рим 8:31.) Иегова пире юратнине тата хакланине уйрӑмах унччен асӑннӑ виҫӗ лару-тӑрура асра тытмалла. Айтӑр вӗсене пӑхса тухар.

ЙЫВӐР ЧИРПЕ ЧИРЛЕНӖ ЧУХНЕ

Иеговӑн святой сывлӑшӗ хавхалантарнипе ҫырнӑ сӑмахсене вулани чирленине пула ҫуралнӑ йывӑр туйӑмсене ҫӗнтерме пулӑшать (9—12 абзацсене пӑхӑр.)

9. Чирлесе ӳксен эпир хамӑр ҫине мӗнле пӑхма пултаратпӑр?

9 Йывӑр чирпе чирленине пула пирӗн йывӑр туйӑмсем ҫуралма пултараҫҫӗ, пирӗнтен ним усси те ҫук пек туйӑнма пултарать. Эпир пулӑшу ыйтма вӑтанма пултаратпӑр е ыттисем хамӑрпа темскер пулса иртнине асӑрхасан аванмарланма пултаратпӑр. Пирӗн чир пирки никам та пӗлмест пулсан та, эпир унччен тунӑ ӗҫсене халӗ тума пултарайманнишӗн кулянма пултаратпӑр. Ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра Иегова пире вӑй парать. Мӗнле майпа?

10. Ытарӑшсем 12:25-мӗшӗ тӑрӑх, чирленӗ чухне пирӗн кӑмӑла мӗн ҫӗклеме пултарать?

10 Чирленӗ чухне «ырӑ сӑмах» кӑмӑла ҫӗклеме пултарать. (Ытарӑшсем 12:25 вуласа парӑр.) Эпир чирлетпӗр пулсан та, Иегова пире питӗ хаклать. Ҫакна кӑтартакан ырӑ сӑмахсем Библире нумай (Пс. 30:20; 40:4). Турӑ сывлӑшӗ хавхалантарнипе ҫырнӑ сӑмахсене вуласан (тен, темиҫе хутчен вуласан), Иегова пире чирленине пула ҫуралнӑ йывӑр туйӑмсене ҫӗнтерме пулӑшӗ.

11. Иегова пӗр арҫын тӑвана мӗнле пулӑшнӑ?

11 Хорхе ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Яш ача чухне вӑл нумай вӑй илекен тата хӑвӑрт аталанса пыракан чирпе чирлесе кайнӑ, ҫавна пула вӑл хӑйӗн пирки ниме юрӑхсӑр ҫын тесе шутланӑ. Вӑл каласа парать: «Ҫак чир манра ҫакӑн пек йывӑр туйӑмсем ҫуратасса эпӗ пачах кӗтмен. Эпӗ чирлени палӑрма пуҫласан, ҫынсем ман ҫине пӑхма пуҫларӗҫ, ҫавӑншӑн питӗ аванмарланаттӑм. Сывлӑх япӑхланса пынӑ май эпӗ манӑн пурнӑҫ мӗнле улшӑнасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм, вара хуйха ӳкрӗм. Эпӗ Иеговӑна мана пулӑшсам тесе йӑлӑнаттӑм». Иегова ӑна мӗнле пулӑшнӑ? Хорхе малалла каласа парать: «Вуланӑ чухне тимлӗ пулма йывӑр пулнӑран мана Псаломсен уйрӑм пайӗсене — Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартакан сӑвӑ йӗркисене — вулама сӗнчӗҫ. Эпӗ кашни кун ҫак сӑвӑ йӗркисене вулаттӑм, вӗсем мана питӗ йӑпататчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ыттисем эпӗ ытларах йӑл кулма пуҫланине асӑрхама пуҫларӗҫ. Вӗсем эпӗ савӑнӑҫлӑ пулни вӗсене хавхалантарни ҫинчен те каларӗҫ. Эпӗ Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине хуравланине ӑнланса илтӗм! Иегова пулӑшнипе эпӗ хам ҫине урӑхла пӑхма пуҫларӑм. Турӑ Сӑмахӗ мана Иегова ман ҫине — йывӑр чирпе чирлекен ҫын ҫине — мӗнле пӑхнине курма пулӑшрӗ».

12. Чирленӗ чухне Иегова пулӑштӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

12 Чирленӗ чухне эсир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине Иегова пӗлет, ҫакӑн пирки ан иккӗленӗр. Хӑвӑрӑн лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхас тесе Иеговӑран йӑлӑнса пулӑшу ыйтӑр. Унтан Библире хӑвӑра йӑпатма пултаракан Иеговӑн ырӑ сӑмахӗсене шыраса тупӑр. Уйрӑмах, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн тери хакланине кӑтартакан сӑвӑ йӗркисем ҫине тимлӗр. Вара эсир Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе пуринпе те ырӑ пулнине куратӑр (Пс. 83:12).

УКҪА ҪИТСЕХ КАЙМАН ЧУХНЕ

Иегова пирӗншӗн тӑрӑшма сӑмах панине асра тытни ӗҫ тупма йывӑр пулнӑ чухне пулӑшать (13—15 абзацсене пӑхӑр.)

13. Ҫемье пуҫӗ ӗҫ ҫухатсан унӑн мӗнле туйӑмсем ҫуралма пултараҫҫӗ?

13 Кашни ҫемье пуҫӗ хӑйӗн ҫемйин мӗн кирли пурте пултӑр тет. Анчах, калӑпӑр, христианин хӑйӗнчен килмен сӑлтава пула ӗҫсӗр тӑрса юлать. Вӑл ӗҫ шырать, анчах ниепле те тупаймасть. Тен, ҫавна пула вӑл хӑйӗн пирки ниме юрӑхсӑр ҫын тесе шухӑшлама пуҫлать. Иегова сӑмах панисем ҫинчен ытларах шухӑшлани ӑна мӗнле пулӑшма пултарать?

14. Мӗншӗн Иегова яланах хӑйӗн сӑмахне тытать?

14 Иегова яланах хӑйӗн сӑмахне тытать (Иис. Н. 21:45; 23:14). Мӗншӗн? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл ҫакна хӑйӗн ырӑ ячӗшӗн тӑвать. Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшма сӑмах панӑ, хӑйӗн сӑмахне вара тытмаллах тесе шутлать вӑл (Пс. 30:2—4). Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хӑйӗн ҫемьерисемшӗн тӑрӑшмасан ҫакӑ пире питӗ кулянтарасса вӑл пӗлет. Вӑл пире хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма мӗн кирлине пама тата пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме сӑмах парать, хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлама вара ӑна нимӗн те чӑрмантараймӗ! (Матф. 6:30—33; 24:45.)

15. а) Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ? ӑ) Псалом 36:18, 19 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?

15 Иегова хӑйӗн сӑмахне мӗншӗн тытнине асра тытатпӑр пулсан, укҫа ҫитсех кайман чухне Иегова пире пулӑшасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен тӗслӗхне пӑхса тухар. Иерусалимри пухӑва хӗсӗрлеме пуҫласан «апостолсемсӗр пуҫне ыттисем пурте... тӗрлӗ ҫӗрсене саланса пӗтнӗ» (Ап. ӗҫ. 8:1). Ҫавна пула вӗсем мӗнле ҫухатусем тӳсни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Тен, вӗсем кил-ҫуртсӑр тата ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Анчах Иегова вӗсене пӑрахман, вӗсем хӑйсем те савӑнӑҫа ҫухатман (Ап. ӗҫ. 8:4; Евр. 13:5, 6; Иак. 1:2, 3). Иегова ҫав шанчӑклӑ христиансене пулӑшнӑ, пире те пулӑшатех. (Псалом 36:18, 19 вуласа парӑр.)

ВАТӐЛСА ПЫНӐ ЧУХНЕ

Ытларах хамӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, Иегова пире те, эпир уншӑн шанчӑклӑн ӗҫленине те хаклани пирки иккӗленмӗпӗр (16—18 абзацсене пӑхӑр.)

16. Мӗне пула эпир Иегова пирӗн сӑваплӑ ӗҫе хакламасть тесе шутлама пултаратпӑр?

16 Ватӑлса пынӑҫемӗн эпир Иеговӑшӑн сахал тӑватпӑр пек туйӑнма пултарать. Давид патшан та, ватӑлсан, ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ пулмалла (Пс. 70:9). Ҫакӑн пек чухне Иегова мӗнле пулӑшать?

17. Джери тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

17 Джери ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене пӑхса-юсаса тӑма вӗрентес тесе Джерине тата ытти тӑвансене Патшалӑх залне пыма чӗннӗ, анчах вӑл каясшӑн пулман. Джери ҫапла каланӑ: «Эпӗ ватӑ ӗнтӗ, упӑшка та вилнӗ манӑн. Эпӗ ним тума та пӗлместӗп. Ҫак ӗҫре манран мӗн усси пултӑр?» Вӗренӳ пуҫланас умӗн пӗр кун маларах каҫхине вӑл Иеговӑна хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ. Тепӗр кунне Патшалӑх залне пырсан та: «Мана мӗн тума кунта чӗннӗ?» — тесе шухӑшланӑ вӑл. Программа вӑхӑтӗнче вара сӑмах тухса калаканнисенчен пӗри чи кирлӗ ӑсталӑх вӑл — Иеговӑран вӗренме хатӗр пулни тесе палӑртнӑ. Джери аса илет: «„Ҫакна эпӗ тума пӗлетӗп-ха!“ — тесе шухӑшласа илтӗм. Вара Иегова манӑн кӗлӗ ҫине хуравланине ӑнланса илтӗм те макӑрса ятӑм. Иегова эпӗ уншӑн мӗн те пулин усӑллине тума пултарни пирки тата вӑл мана вӗрентесшӗн пулни пирки шантарчӗ!» Унчченхине аса илсе Джери каласа парать: «Ҫав тӗлпулӑва пынӑ чухне эпӗ хытӑ пӑлхантӑм, кулянтӑм, хама ниме юрӑхсӑр ҫын пек туйрӑм. Анчах каялла эпӗ ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа таврӑнтӑм, мӗншӗн тесен хама хакланине туйрӑм!»

18. Эпир ватӑлса пынӑҫемӗн Иегова пире хаклама пӑрахманнине Библи мӗнле кӑтартса парать?

18 Ан иккӗленӗр, эпир кирек миҫере пулсан та, пирӗн валли Иеговӑн яланах ӗҫ тупӑнӗ (Пс. 91:13—16). Эпир нумай тума пултараймастпӑр пулин те е эпир мӗн тунинчен усси сахал пек туйӑнать пулин те, Иегова эпир сӑваплӑ ӗҫре мӗн тунине пурне те хаклать (Лука 21:2—4). Ҫавӑнпа та ытларах хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Сӑмахран, эсир ыттисене Иегова ҫинчен каласа пама, тӑвансемшӗн кӗлтума тата вӗсене Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма хавхалантарма пултаратӑр. Эсир Иеговӑна темскер пама пултарнине пула мар, эсир ӑна итлеме хатӗр пулнине пула вӑл сире хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекенсем вырӑнне хурать (1 Кор. 3:5—9).

19. Рим 8:38, 39 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?

19 Иеговӑшӑн, хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене чӑннипех хаклакан Турӑшӑн, ӗҫлесе тӑма ҫав тери кӑмӑллӑ! Вӑл пире хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама тунӑ, ҫавӑнпа уншӑн ӗҫлесе тӑни пире телейлӗ тӑвать (Ӳлӗм. 4:11). Ҫак тӗнчере пире ниме юрӑхсӑр ҫынсем вырӑнне хума пултараҫҫӗ, анчах Иегова пирӗн ҫине пачах урӑхла пӑхать (Евр. 11:16, 38). Йывӑр чирпе чирленине пула, ватӑлнине пула е укҫа ҫитсех кайманнине пула пирӗн кӑмӑл пусӑрӑнать пулсан, айтӑр ҫакна асра тытар: пире ҫӳлти Аттемӗрӗн юратӑвӗнчен нимӗн те уйӑраяс ҫук! (Рим 8:38, 39 вуласа парӑр.)

^ 5 абз. Эсир хӑвӑра хӑҫан та пулин ниме тӑман ҫын пек туйнӑ-и? Ҫак статья Иегова сире питӗ хакланине аса илтерӗ. Ҫавӑн пекех йывӑрлӑхсем сиксе тухсан сирӗн хӑвӑра хисеплеме пӑрахас мар тесен мӗн тумаллине те курма пулӑшӗ.

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм