Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Вӗсем Турӑ ачисем пулнине святой сывлӑш пӗлтерсе тӑрать

Вӗсем Турӑ ачисем пулнине святой сывлӑш пӗлтерсе тӑрать

«Ҫав Сывлӑшах пирӗн сывлӑша эпир Турӑ ачисем иккенне пӗлтерсе тӑрать» (РИМ 8:16).

25-МӖШ ЮРӐ Турӑ хӑй валли суйласа илнӗ ҫынсем

ҪАК СТАТЬЯРА *

Аллӑмӗш кун уявӗнче Иегова хӑйӗн святой сывлӑшне тӗлӗнмелле майпа Христосӑн 120 вӗренекенӗ ҫине янӑ (1, 2 абзацсене пӑхӑр.)

1, 2. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ?

ПИРӖН эрӑри 33 ҫул. Аллӑмӗш кун уявӗ. Вырсарникун. Ирхине Иерусалимра пӗр пӳртӗн ҫӳлти пӳлӗмӗнче Иисус Христосӑн 120 вӗренекенӗ пуҫтарӑннӑ (Ап. ӗҫ. 1:13—15; 2:1). Темиҫе кун маларах Иисус вӗсене «ярса пама пулнине» кӗтсе илме Иерусалимра тӑрса юлма хушнӑ (Ап. ӗҫ. 1:4, 5). Малалла мӗн пулса иртнӗ?

2 «Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ евӗрлӗ шав илтӗнсе кайнӑ та ҫавӑ вӗсем пуҫтарӑннӑ пӳрте кӗрсе тулнӑ». Унтан вӗренекенсен пуҫӗсем тӑрринче «вут ҫулӑмӗсем евӗрлӗскерӗ курӑнса кайнӑ», вара «вӗсем пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ» (Ап. ӗҫ. 2:2—4). Ҫапла тӗлӗнмелле майпа вӗсем ҫине Иеговӑн святой сывлӑшӗ аннӑ (Ап. ӗҫ. 1:8). Вӗсем святой сывлӑшпа суйласа илнисенчен * тата Иисуспа пӗрле пӗлӗтре ертсе пырас шанчӑк илнисенчен пӗрремӗшӗсем пулса тӑнӑ.

СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ИЛНИ МӖНЛЕ ПУЛСА ИРТЕТ?

3. Мӗншӗн Христосӑн вӗренекенӗсен Аллӑмӗш кун уявӗнче хӑйсене святой сывлӑшпа суйласа илни пирки пӗр иккӗленӳ те пулман?

3 Аллӑмӗш кун уявӗнче ҫӳлти пӳлӗмре пуҫтарӑннӑ Христосӑн вӗренекенӗсем хушшинче эсир те пулнӑ пулсан, эсир унта мӗн пулса иртнине нихӑҫан та манса кайман пулӑттӑр. Вут-ҫулӑм евӗрлӗскер сирӗн пуҫ ҫине мӗнле аннине тата эсир тӗрлӗ чӗлхепе мӗнле калаҫма пуҫланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха! (Ап. ӗҫ. 2:5—12.) Иегова сире святой сывлӑшпа суйласа илни пирки сирӗн пӗр иккӗленӳ те пулман пулӗччӗ. Анчах святой сывлӑшпа суйласа илни пур чухне те ҫакӑн пек тӗлӗнмелле майпа пулса иртет-и? Ҫук. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

4. Пӗрремӗш ӗмӗрте святой сывлӑшпа суйласа илни хӑҫан пулса иртнӗ? Ӑнлантарса парӑр.

4 Святой сывлӑшпа суйласа илни хӑҫан пулма пултарнине пӑхса тухар. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче святой сывлӑш Христосӑн 120 вӗренекенӗ ҫине ҫеҫ анман. Каярахпа, ҫав кунах, тата 3000-е яхӑн ҫынна святой сывлӑшпа суйласа илнӗ пулнӑ. Ҫакӑ вӗсем шыва кӗнӗ чухне пулса иртнӗ (Ап. ӗҫ. 2:37, 38, 41). Анчах святой сывлӑшпа суйласа илни яланах ҫын шыва кӗнӗ чухне пулса иртмен. Самари ҫыннисем ҫине вӗсем шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт каярахпа святой сывлӑш аннӑ (Ап. ӗҫ. 8:14—17). Корнилийпе унӑн килтисем вара шыва кӗриччен святой сывлӑш илнӗ, анчах ҫакӑн пекки пӗрре кӑна пулнӑ (Ап. ӗҫ. 10:44—48).

5. 2 Коринф 1:21, 22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫынна святой сывлӑшпа суйласа илсен унпа мӗн пулса иртет?

5 Халӗ вара ҫынна святой сывлӑшпа суйласа илсен унпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Хӑшӗ-пӗрисене Иегова хӑйсене суйласа илнине йышӑнма малтанах йывӑр. Вӗсем тӗлӗннипе: «Мӗншӗн Турӑ мана суйласа илнӗ?» — тесе шутлама пултараҫҫӗ. Теприсен вара урӑх туйӑмсем пулма пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, Павел апостол святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансемпе мӗн пулса иртнине ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Сире, Христоса пула, хӑвӑра пама пулнӑ Святой Сывлӑш пичечӗпе * палӑртнӑ. [...] Эпир Хӑйӗн еткерне тивӗҫессе унччен вара пире Святой Сывлӑш шантарать» (Эф. 1:13, 14, ҪХ). Апла, Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса ҫак христиансене хӑйсене суйласа илнине ӑнланма пулӑшать. Святой сывлӑш вӗсене вӗсем пуласлӑхра ҫӗр ҫинче мар, пӗлӗтре пурӑнӗҫ тесе шантарать. (2 Коринф 1:21, 22 вуласа парӑр.)

6. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христианинӑн пӗлӗте каяс тесен мӗн тумалла?

6 Христианина святой сывлӑшпа суйласа илсен вӑл пӗлӗте каятех тесе татӑклӑн калама пулать-и? Ҫук. Ҫакӑн пек христианин Иегова хӑйне пӗлӗтре пурӑнма суйласа илнине пӗлет пулсан та, унӑн ҫак сӑмахсене асра тытмалла: «Тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр» (2 Петр 1:10). Апла, христианина пӗлӗте кайма суйласа илнӗ пулсан та, вӑл унта Турра шанчӑклӑ тӑрса юлсан ҫеҫ кайӗ (Флп. 3:12—14; Евр. 3:1; Ӳлӗм. 2:10).

ХРИСТИАНИН ХӐЙНЕ ИЕГОВА СУЙЛАСА ИЛНИНЕ ӐҪТАН ПӖЛЕТ?

7. Христианин пӗлӗте каяссине ӑҫтан пӗлет?

7 Анчах христианин хӑйне Иегова суйласа илнине ӑҫтан пӗлет? Хуравне Павел апостол Римри христиансене, «сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗскерсене», каланӑ сӑмахсенче тупма пулать. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: „эй Авва, Аттемӗр!“ тесе чӗнетпӗр. Ҫав Сывлӑшах пирӗн сывлӑша эпир Турӑ ачисем иккенне пӗлтерсе тӑрать» (Рим 1:7; 8:15, 16). Хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса Иегова христианина вӑл пӗлӗте каяссине уҫҫӑн кӑтартса парать (1 Фес. 2:12).

8. Христиансене хӑйсене святой сывлӑшпа суйласа илнине кам та пулин ҫирӗплетсе пани кирлӗ маррине 1 Иоанн 2:20, 27 сӑвӑ йӗркисем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

8 Иегова святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене вӗсем пӗлӗте каяссине уҫҫӑн кӑтартса панӑран вӗсем хӑйсен шанчӑкӗ мӗнле пулни пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. (1 Иоанн 2:20, 27 вуласа парӑр.) Паллах ӗнтӗ, Иегова пуху урлӑ вӗрентни пур христианина та, ҫав шутрах святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене те, питӗ кирлӗ. Анчах хӑйсене святой сывлӑшпа суйласа илнине кам та пулин ҫирӗплетсе пани вӗсене кирлӗ мар. Христиансене вӗсем пӗлӗте каяссине уҫҫӑн кӑтартса парас тесе Иегова Ҫут тӗнчери чи хӑватлӑ вӑйпа — святой сывлӑшпа — усӑ курать!

ВӖСЕМ ҪӲЛТЕН ҪУРАЛНӐ

9. Эфес 1:18-мӗшӗ тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа илни ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

9 Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшне святой сывлӑшпа суйласа илни ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳнине ӑнланма йывӑр. Кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук. Вӗсене хӑйсене святой сывлӑшпа суйласа илмен вӗт. Иегова ҫынсене пӗлӗтре мар, ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тунӑ (Пулт. 1:28; Пс. 36:29). Анчах ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисене вӑл пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илес тенӗ. Ҫавӑнпа та ҫынна святой сывлӑшпа суйласа илсен Турӑ ҫак ҫыннӑн шухӑшӗсене тӗппипех улӑштарать тата ӑна ҫӗнӗ шанчӑк — тӳпере пурӑнас шанчӑк — парать. (Эфес 1:18, ҪТ вуласа парӑр *.)

10. Ҫӳлтен ҫурални мӗне пӗлтерет? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

10 Христианина святой сывлӑшпа суйласа илсен вӑл «ҫӳлтен ҫурал[ать]» *. Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫӳлтен ҫуралнӑ, е «Сывлӑшран ҫуралнӑ», ҫын мӗн туйнине святой сывлӑшпа суйласа илмен ҫынна уҫӑмлӑн ӑнлантарса пама йывӑр (Иоанн 3:3—8).

11. Святой сывлӑшпа суйласа илсен христиансен шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле улшӑнать?

11 Святой сывлӑшпа суйласа илсен христиансен шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле улшӑнать? Святой сывлӑшпа суйласа иличчен ҫак христиансем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасшӑн пулнӑ. Вӗсем Иегова пӗтӗм усаллӑха пӗтерес куна тата ҫӗр ҫинче рай туса хурас вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Тен, вӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракан ҫывӑх ҫыннисене кӗтсе илме ӗмӗтленнӗ. Анчах святой сывлӑшпа суйласа илсен вӗсем урӑхларах шухӑшлама пуҫланӑ. Мӗншӗн? Вӗсене ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк килӗшме пӑрахнӑ теме ҫук. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ хуйха ӳкнине е хӗн-хур тӳснине пула улшӑнман. Вӗсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма кичем пулать тесе те шутлама пуҫламан. Ҫакӑн пек улшӑнусем урӑх сӑлтава пула пулса иртнӗ — Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе витӗм кӳрсе вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе шанчӑкне улӑштарнӑ.

12. 1 Петр 1:3, 4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем хӑйсен шанчӑкӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне мӗн туяҫҫӗ?

12 Святой сывлӑшпа суйласа илнисенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑн пек пысӑк чыса тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑн пек христиансем хӑйсене Иегова суйласа илни пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Пӗлӗтре пурӑнасси ҫинчен шухӑшланӑ чухне вӗсен чӗри савӑнӑҫпа тулать, ҫак шанчӑкшӑн вӗсем питӗ пархатарлӑ. (1 Петр 1:3, 4 вуласа парӑр.)

13. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ пирки мӗн шутлаҫҫӗ?

13 Ҫакӑ святой сывлӑшпа суйласа илнисем вилесшӗн пулнине пӗлтерет-и? Ҫак ыйту ҫине Павел апостол хуравланӑ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисен этем кӗлеткине хӳшӗпе танлаштарса вӑл ҫапла каланӑ: «Эпир ҫак хӳшӗре пурӑнса йывӑрлӑх тӳссе йынӑшатпӑр, киввине хывсах пӑрахасшӑн мар эпир, ӑна улӑштарасшӑн ҫеҫ, вилӗмли вырӑнне чӗрӗ тӑраканни пулинччӗ тетпӗр» (2 Кор. 5:4). Ҫак христиансем ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ йӑлӑхтарса ҫитернипе пурнӑҫ хӑвӑртрах татӑлтӑр тесе шутламаҫҫӗ. Пачах урӑхла, вӗсем пурнӑҫпа савӑнаҫҫӗ. Вӗсем кашни куна хӑйсен ҫемйипе тата тусӗсемпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем ялан хӑйсен чаплӑ шанчӑкне асра тытаҫҫӗ (1 Кор. 15:53; 2 Петр 1:4; 1 Иоанн 3:2, 3; Ӳлӗм. 20:6).

ИЕГОВА СИРЕ СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ИЛНӖ-И?

14. Святой сывлӑшпа суйласа илнине мӗн ҫирӗплетсе памасть?

14 Тен, эсир: «Иегова мана святой сывлӑшпа суйласа илнӗ-ши?» — тесе шухӑшлатӑр. Ку ҫапла пулсан, ҫак ыйтусем ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха: эсир Иеговӑн ирӗкне тӑвасшӑн ҫунса тӑратӑр-и? Ырӑ хыпара хастаррӑн саратӑр-и? Эсир Турӑ Сӑмахне тӑрӑшса тӗпчетӗр-и тата сире «Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене» пӗлсе пыма килӗшет-и? (1 Кор. 2:10.) Иегова сире ырӑ хыпар сарас ӗҫре пиллесе тӑнине курса тӑратӑр-и? Ыттисене Иегова ҫинчен вӗрентесси пысӑк яваплӑх пулнине туятӑр-и? Иегова сире хӑвӑр пурнӑҫра тӗрлӗ-тӗрлӗ майпа пулӑшса тӑнине куратӑр-и? Калӑпӑр, эсир ҫак ыйтусем ҫине пурин ҫине те «ҫапла» тесе хуравлатӑр. Ҫакӑ вара сире пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине ҫирӗплетсе парать-и? Ҫук, ҫирӗплетсе памасть. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Туррӑн ӗҫлекенӗсен пурин те, вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илмен пулсан та, кун пекки пулма пултарать. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен кирек кама та, унӑн шанчӑкӗ кирек мӗнле пулсан та, хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса пӗр пек вӑй-хӑват пама пултарать. Тӗрӗссипе каласан, эсир: «Иегова мана хӑйӗн святой сывлӑшӗпе суйласа илнӗ-ши?» — тесе иккӗленетӗр пулсан, ҫакӑ сире суйласа илменнине пӗлтерет. Иегова чӗнсе илнӗ христиансем пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Хӑйсене суйласа илнине вӗсем пӗлсех тӑраҫҫӗ!

Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса Авраама, Саррӑна, Давида тата Шыва кӗртекен Иоана тӗлӗнмелле ӗҫсене тума вӑй-хӑват панӑ, анчах вӑл вӗсене пӗлӗтре пурӑнма суйласа илмен (15, 16 абзацсене пӑхӑр.) *

15. Святой сывлӑш илнисене пурне те пӗлӗте кайма суйласа илменнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

15 Библире святой сывлӑш илнӗ нумай ҫын ҫинчен каланӑ, анчах вӗсен пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк пулман. Тӗслӗхрен, святой сывлӑш Давид ҫине витӗм кӳрсе тӑнӑ (1 Патш. 16:13). Святой сывлӑш ӑна Иегова ҫинчен калакан тарӑн шухӑшсене ӑнланма пулӑшнӑ тата Библин хӑш-пӗр пайӗсене ҫырса хума хавхалантарнӑ (Марк 12:36). Ҫапах та Петр апостол «Давид тӳпене ҫӗкленмен» тенӗ (Ап. ӗҫ. 2:34, 35). Шыва кӗртекен Иоанн святой сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ пулнӑ (Лука 1:13—16). Иисус «хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран асли пулман» тенӗ, ҫапах та вӑл Иоанн ҫӳлти Патшалӑха кӗрес ҫуккине палӑртнӑ (Матф. 11:10, 11). Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса ҫак ҫынсене тӗлӗнмелле ӗҫсене тума вӑй-хӑват панӑ, анчах вӑл вӗсене пӗлӗтре пурӑнма суйласа илмен. Ку вара ҫак ҫынсем, пӗлӗтре ертсе пыма суйласа илнисемпе танлаштарсан, шанчӑклах пулманнине пӗлтерет-и? Ҫук. Ҫакӑ Иегова вӗсене ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма чӗртсе тӑратассине ҫеҫ пӗлтерет (Иоанн 5:28, 29; Ап. ӗҫ. 24:15).

16. Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ мӗне шанса тӑрать?

16 Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗн пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк ҫук. Авраам, Сарра, Давид, Шыва кӗртекен Иоанн тата ӗлӗк-авал пурӑннӑ ытти шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем пекех вӗсем те Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче пурӑнасса шанса тӑраҫҫӗ (Евр. 11:10).

17. Тепӗр статьяра эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

17 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑвансем хальлӗхе пирӗнпе пӗрле ҫӗр ҫинче пурӑннӑ пирки хӑш-пӗр ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ (Ӳлӗм. 12:17). Тӗслӗхрен, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑвансен хӑйсем ҫине мӗнле пӑхмалла? Пухури пӗр-пӗр тӑван Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанма пуҫласан, сирӗн хӑвӑра унпа мӗнле тытмалла? Ҫакӑн пек тӑвансен шучӗ ӳссе пыни пӑшӑрхантармалла-и? Ҫак ыйтусене эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

^ 5 абз. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнчен пуҫласа Иегова хӑш-пӗр христиансене тӗлӗнмелле шанчӑк парнелет — вӑл вӗсене хӑйӗн Ывӑлӗпе пӗрле пӗлӗтрен ертсе пыма май уҫса парать. Анчах ҫак христиансем Иегова хӑйсене суйласа илнине ӑҫтан пӗлеҫҫӗ? Вӗсене суйласа илсен мӗн пулса иртет? Хуравӗсене эпир ҫак статьяра тупӑпӑр, ӑна 2016 ҫулхи январьте тухнӑ «Хурал башнинчи» материала тӗпе хурса ҫырнӑ.

^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем — Иегова Иисуспа пӗрле ертсе пыма суйласа илнӗ ҫынсем. Хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса Турӑ вӗсене пама пулнине илесси пирки шантарать (Эф. 1:13, 14). Ҫав христиансем пире святой сывлӑш тӳпере пурӑнассине «пӗлтерсе тӑрать», е уҫҫӑн кӑтартса парать, тесе калама пултараҫҫӗ (Рим 8:16).

^ 5 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ҫак пичет юлашки пичет мар. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем ҫине, шанчӑклӑ тӑрса юлнисем ҫине, вилес умӗн е хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланас умӗн юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗҫ (Эф. 4:30; Ӳлӗм. 7:2—4; 2016 ҫулхи апрельте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр).

^ 9 абз. Эфес 1:18, ҪТ: «Вӑл сирӗн чӗрӗр куҫне уҫнӑ — эсир хӑвӑра мӗнле шанчӑк илме чӗнсе илнине, сӑваплисем валли еткерлӗх пек мӗнле чаплӑ ырӑлӑх упраса тӑнине пӗлччӗр тенӗ».

27-МӖШ ЮРӐ Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрӗҫ

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. Ӗненнӗшӗн пире тӗрмене хупнӑ-и е пирӗн ирӗклӗн ырӑ хыпар сарма тата ҫынсене чӑнлӑха вӗрентме май пур-и, эпир Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче пурӑнасса шанса тӑма пултаратпӑр.