Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эпир сирӗнпе каятпӑр

Эпир сирӗнпе каятпӑр

«Эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир» (ЗАХ. 8:23).

26-МӖШ ЮРӐ Ку «маншӑн туниех пулчӗ»

ҪАК СТАТЬЯРА *

Урӑх сурӑхсем («вунӑ ҫын») святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансемпе («иудейпе») пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма май пуррине питӗ хаклаҫҫӗ (1, 2 абзацсене пӑхӑр.)

1. Иегова пирӗн вӑхӑтра мӗн пуласси пирки мӗн каланӑ?

ИЕГОВА пирӗн вӑхӑтра мӗн пуласси пирки ҫапла каланӑ: «Тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен кашни халӑхӗн вунӑ ҫынни пӗр иудей аркинчен тытӗ те: „эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир“ тейӗ» (Зах. 8:23). «Иудей» кунта Турӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене сӑнласа парать. Вӗсем пирки «Турӑ Израилӗ» тенӗ (Гал. 6:16). «Вунӑ ҫын» вара ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанса тӑракан христиансене сӑнласа парать. Ҫак христиансем святой сывлӑшпа суйласа илнисене Иегова пилленине пӗлеҫҫӗ тата вӗсемпе пӗрле Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма май пуррине чыс тесе шутлаҫҫӗ.

2. «Вунӑ ҫын» святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене сирӗнпе пӗрле «каятпӑр» тенине мӗнле ӑнланмалла?

2 Святой сывлӑшпа суйласа илнисене, хальлӗхе ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисене, кашнине ятран пӗлме май ҫук *. Апла, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанса тӑракан христиансем вӗсемпе пӗрле «каятпӑр» тенине мӗнле ӑнланмалла? Библире каланӑ тӑрӑх, «вунӑ ҫын» «пӗр иудей аркинчен тытӗ те: „эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир“ тейӗ». Кунта пӗр иудей ҫинчен ҫеҫ каланӑ пулин те, «сирӗнпе» тесе калани иудей пӗр ҫынна мар, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен ушкӑнне пӗлтернине кӑтартать. Камсене святой сывлӑшпа суйласа илмен, ҫавсем святой сывлӑшпа суйласа илнисемпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫапах та вӗсем святой сывлӑшпа суйласа илнисем ҫине хӑйсен ертӳҫисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗн ертӳҫӗ — Иисус Христос (Матф. 23:10, ҪТ).

3. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем хальлӗхе ҫӗр ҫинче пурӑннӑран хӑш-пӗр ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ: 1) Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен хӑйсем ҫине мӗнле пӑхмалла? 2) Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? 3) Ҫавӑн пек христиансен шучӗ ӳссе пыни пире пӑшӑрхантармалла-и? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.

СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ИЛНӖ ХРИСТИАНСЕН ХӐЙСЕМ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?

4. 1 Коринф 11:27—29 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен мӗне ялан асра тытмалла тата мӗншӗн?

4 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен 1 Коринф 11:27—29 сӑвӑ йӗркисенче асӑрхаттарса каланине ялан асра тытмалла (вуласа парӑр). Мӗнле майпа святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христианин Каҫхи апат уявӗнче «ҫӑкӑра тивӗҫсӗр ҫиекен» тата эрехе «тивӗҫсӗр ӗҫекен» пулса тӑма пултарать? Ҫакӑн пекки Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнмасан пулса тухма пултарать (Евр. 6:4—6; 10:26—29). Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: «Христос Иисус урлӑ Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята», е пӗлӗтре пурӑнас наградӑна, илес тесен вӗсен Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмалла (Флп. 3:13—16).

5. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен хӑйсем ҫине мӗнле пӑхмалла?

5 Иеговӑн святой сывлӑшӗ христианина хӑйне мӑнна хума мар, хӑйне кӗҫӗне хума хавхалантарать (Эф. 4:1—3; Кол. 3:10, 12). Ҫавӑнпа та святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем хӑйсем пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламаҫҫӗ. Иегова вӗсене яланах ытти христиансенчен ытларах святой сывлӑш парать тесе те шутламаҫҫӗ. Вӗсем Библири чӑнлӑха ыттисенчен лайӑхрах ӑнланатпӑр тесе шухӑшламаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем никама та сана святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тесе, санӑн та Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанмалла тесе каламаҫҫӗ. Вӗсем, хӑйсене кӗҫӗне хурса, пӗлӗте кам каяссине Иегова ҫеҫ калама пултарнине йышӑнаҫҫӗ.

6. 1 Коринф 4:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен хӑйсене мӗнле тытмалла?

6 Пӗлӗте каясси пысӑк чыс пулсан та, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем ыттисен вӗсене асла хумалла тесе шутламаҫҫӗ (Флп. 2:2, 3). Иегова вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илнӗ чухне вӑл ҫакӑн пирки ыттисене пӗлтерменнине вӗсем пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илнине кам та пулин тӳрех ӗненмест пулсан, вӗсем тӗлӗнмеҫҫӗ. Библире мӗн каланине те вӗсем асра тытаҫҫӗ: пӗр-пӗр ҫын мана Турӑ ятарлӑ ӗҫ валли суйласа илнӗ тет пулсан, ӑна тӳрех ӗненсе лартмалла мар (Ӳлӗм. 2:2). Хӑйсем ҫине ытлашши тимлеттерес мар тесе святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем кампа та пулин паллашнӑ чухне хӑйсем пӗлӗте каясси ҫинчен калама васкамаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, хӑйсене Турӑ суйласа илнипе те вӗсем мухтанмаҫҫӗ. (1 Коринф 4:7, 8 вуласа парӑр.)

7. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем мӗн тумаҫҫӗ тата мӗншӗн?

7 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем хӑйсем пирки чи чаплӑ ҫынсем тесе шутламаҫҫӗ тата хӑйсем пеккисемпе ҫеҫ хутшӑнма тӑрӑшмаҫҫӗ. Вӗсем святой сывлӑшпа суйласа илнӗ ытти христиансене, вӗсемпе хӑйсен шанчӑкӗ ҫинчен калаҫас тесе е Библие тӗпчемелли уйрӑм ушкӑн тӑвас тесе, шырамаҫҫӗ (Гал. 1:15—17). Ҫакӑн пек тунӑ пулсан, пуху пайланса кайнӑ пулӗччӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Турӑ халӑхне пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма тата пӗрлӗхе упраса пурӑнма пулӑшакан святой сывлӑша хирӗҫ кайнӑ пулӗччӗҫ (Рим 16:17, 18).

СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ИЛНИСЕМПЕ ХАМӐРА МӖНЛЕ ТЫТМАЛЛА?

Святой сывлӑшпа суйласа илнисене е яваплӑ арҫын тӑвансене чи чаплӑ ҫынсем вырӑнне хумалла мар (8-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

8. Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла тата мӗншӗн? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

8 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑвансемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Ҫынна, вӑл святой сывлӑшпа суйласа илнӗ Христосӑн тӑванӗ пулсан та, ытла асла хуни тӗрӗс мар (Матф. 23:8—12). Сӑмахран, Библи пире старейшинӑсен ӗненӗвӗнчен тӗслӗх илме хавхалантарать, анчах мӗнле те пулин ҫынна хамӑр ертӳҫӗ вырӑнне хума хушмасть (Евр. 13:7). Паллах, Турӑ Сӑмахӗнче хӑшӗ-пӗрисене «ытларах хисеплемелле» тенӗ. Анчах ҫакна вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илнине пула мар, вӗсем хӑйсен ӗҫне лайӑх туса тӑнӑран тата тӑрӑшса вӗрентнӗрен тумалла (1 Тим. 5:17). Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене ытлашши чысласан е вӗсем ҫинчен нумай калаҫсан, вӗсем аванмарланма пултараҫҫӗ *. Унтан та ытла, вӗсем мӑнкӑмӑлланса кайма пултараҫҫӗ (Рим 12:3). Эпир хамӑра мӗнле тытнипе Христосӑн тӑванӗсене ҫакӑн пек пысӑк йӑнӑш тутарттарасшӑн мар (Лука 17:2).

9. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

9 Иегова пӗлӗте кайма чӗнсе илнӗ тӑвансене хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Сӑмахран, эпир вӗсенчен Турӑ вӗсене святой сывлӑшпа мӗнле суйласа илни ҫинчен ыйтмӑпӑр. Ку вӗсене ҫеҫ пырса тивет, ҫавна ыйтса пӗлме пирӗн ирӗк ҫук (1 Фес. 4:11; 2 Фес. 3:11). Эпир ҫавӑн пек христианинӑн мӑшӑрне те, ашшӗ-амӑшне те е ытти хурӑнташӗсене те святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тесе шутламӑпӑр. Пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк йӑхран йӑха куҫмасть, ҫак шанчӑка Турӑ парать (1 Фес. 2:12). Унсӑр пуҫне, пирӗн ыттисене хурлантарма пултаракан ыйтусене те памалла мар. Сӑмахран, эпир святой сывлӑшпа суйласа илнӗ арҫын тӑванӑн арӑмӗнчен эсӗ ҫӗр ҫинче упӑшкусӑр ӗмӗр-ӗмӗр мӗнле пурӑнӑн-ши тесе ыйтмӑпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчере Иегова кашнин кӑмӑлне ҫырлахтарасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Пс. 144:16).

10. Ҫынна ытла асла хумастпӑр пулсан эпир хамӑра мӗнрен хӳтӗлӗпӗр?

10 Святой сывлӑшпа суйласа илнисемпе хамӑра тӗрӗс тытатпӑр пулсан, ҫакӑ пире пӗр хӑрушлӑхран хӳтӗлӗ. Библире святой сывлӑшпа суйласа илнисенчен хӑшӗ-пӗрисем шанчӑклӑ тӑрса юлмасан та пултараҫҫӗ тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 25:10—12; 2 Петр 2:20, 21). Ҫынна святой сывлӑшпа суйласа илнӗ-и, вӑл питӗ паллӑ тӑван-и е Турӑшӑн нумай ҫул ӗҫлесе тӑрать-и — ӑна ытла асла хумастпӑр пулсан, эпир нихӑҫан та ун хыҫҫӑн каймӑпӑр. Вара ҫав ҫын шанчӑклӑ пулма пӑрахсан е пухуран тухса кайсан, эпир Иеговӑна ӗненме тата уншӑн ӗҫлеме пӑрахмӑпӑр.

ҪӐКӐРПА ЭРЕХЕ ТУТАНАКАНСЕН ШУЧӖ ӲССЕ ПЫНИ ПИРЕ ПӐШӐРХАНТАРМАЛЛА-И?

11. Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансен шучӗ улшӑнса тӑни пирки мӗн калама пулать?

11 Нумай ҫул хушши Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансен шучӗ чакса пынӑ. Анчах юлашки ҫулсенче вӗсен шучӗ ӳссе пырать. Ҫакӑ пире пӑшӑрхантармалла-и? Ҫук. Мӗншӗнне айтӑр пӑхса тухар.

12. Мӗншӗн ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансен шучӗ ӳссе пыни пире пӑшӑрхантармалла мар?

12 «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет» (2 Тим. 2:19). Иеговӑпа танлаштарсан, Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансене шутлакан арҫын тӑвансем кам-кам чӑннипех пӗлӗте каяссине пӗлмеҫҫӗ. Апла пулсан, ҫав тутанакансем шутне святой сывлӑшпа суйласа илмен, анчах хӑйсем пирки суйласа илнӗ тесе шутлакан христиансем те кӗреҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем каярахпа Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанма пӑрахнӑ. Теприсем психикӑпа е эмоцисемпе ҫыхӑннӑ чирпе чирленине пула Христоспа пӗрле пӗлӗтре патшасем пуласса ӗненеҫҫӗ пулмалла. Куртӑмӑр ӗнтӗ, ҫӗр ҫинче святой сывлӑшпа суйласа илнисем мӗн чухлӗн тӑрса юлнине тӗп-тӗрӗс калама май ҫук.

13. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ тӗлне святой сывлӑшпа суйласа илнисем мӗн чухлӗн пуласси пирки Библире каланӑ-и?

13 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене Иисус пӗлӗте илсе кайма килсен, вӗсем ҫӗр ҫинче тӗрлӗ вырӑнсенче пулӗҫ (Матф. 24:31). Библире каланӑ тӑрӑх, ҫак тӗнченӗн юлашки кунӗсенче ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен шучӗ пысӑках мар пулӗ (Ӳлӗм. 12:17). Анчах хӑрушла асап вӑхӑчӗ тӗлне вӗсем мӗн чухлӗн пуласси пирки унта каламан.

Каҫхи апат уявӗнче кам та пулин ҫӑкӑрпа эрехе тутаннӑ чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14. Святой сывлӑшпа суйласа илни мӗнле пулса иртни пирки Рим 9:11, 12, 16 сӑвӑ йӗркисем мӗн ӑнланма пулӑшаҫҫӗ?

14 Ҫынна святой сывлӑшпа хӑҫан суйласа илмелли пирки Иегова хӑй йышӑну тӑвать (Рим 8:28—30). Иегова ҫынсене святой сывлӑшпа суйласа илме Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн пуҫланӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрте чӑн христиансене пурне те святой сывлӑшпа суйласа илнӗ пулмалла. Анчах каярахри ӗмӗрсенче хӑйсем пирки христиансем текенсенчен нумайӑшӗ чӑннипе Христос хыҫҫӑн пыракансем пулман. Ҫапах та Иегова ҫав ҫулсенче те шанчӑклӑ христиансене святой сывлӑшпа суйласа илнӗ. Вӗсем Иисус каланӑ ытарӑшри пукра хушшинче ӳсекен тулӑ пек пулнӑ (Матф. 13:24—30). Иегова «юлашки кунсенче» те 144 000 ҫын шутне кӗрекеннисене суйласа илме чарӑнман *. Ҫавӑнпа та Турӑ юлашки кунсем вӗҫӗнче кама та пулин святой сывлӑшпа суйласа илес тет пулсан, пирӗн унӑн ӑслӑлӑхӗ пирки иккӗленмелле-и? (Рим 9:11, 12, 16 вуласа парӑр.) * Иисус пӗр ытарӑшра ӳпкелешме пуҫланӑ ӗҫлекенсем ҫинчен каласа панӑ, вӗсене пахча хуҫи пӗр сехет анчах ӗҫленӗ ҫынсене мӗн чухлӗ тӳлени килӗшмен (Матф. 20:8—15). Пирӗн шухӑш-кӑмӑл вӗсенни пек пулмалла мар.

15. Матфей 24:45—47 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» шутне святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пурте кӗреҫҫӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

15 «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» шутне святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пурте кӗмеҫҫӗ. (Матфей 24:45—47 вуласа парӑр.) Пӗрремӗш ӗмӗрти пекех халӗ те Иеговӑпа Иисус нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарса тӑраҫҫӗ, е вӗрентеҫҫӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрте святой сывлӑшпа суйласа илнӗ темиҫе христианин ҫеҫ Христианла Грек Ҫырӑвӗсене ҫырнӑ. Паян та «вӑхӑтра апат парса тӑма» святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансенчен хӑшӗ-пӗрисене ҫеҫ хушнӑ.

16. Эсир ҫак статьяран мӗн пӗлтӗр?

16 Эппин, эпир ҫак статьяран мӗн пӗлтӗмӗр? Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшне ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑка панӑ, сахалӑшне вара пӗлӗтре пурӑнас шанчӑка, Иисуспа пӗрле патшасем пулас шанчӑка, парас тенӗ. Иегова хӑйӗн пур ӗҫлекенне те — «иудее» те, «вунӑ ҫынна» та — награда паратех. Турӑ кусенчен те, лешсенчен те пӗр законсенех тытса тӑрасса тата уншӑн шанчӑклӑ тӑрса юласса кӗтет. Пирӗн пурин те хамӑра кӗҫӗне хумалла. Турӑшӑн пӗрле ӗҫлесе тӑмалла тата пӗрлӗхе упрамалла. Пухура мир пултӑр тесе вӑй хумалла. Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май айтӑр малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрар тата «пӗр кӗтӳ» пек пулса Иисус хыҫҫӑн пырар (Иоанн 10:16).

^ 5 абз. Ҫак ҫулта Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне ытларикун, апрелӗн 7-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Ҫавӑн пек христиансен шучӗ ӳссе пыни пире пӑшӑрхантармалла-и? Хуравӗсене эпир ҫак статьяра тупӑпӑр, ӑна 2016 ҫулхи январьте тухнӑ «Хурал башнинчи» материала тӗпе хурса ҫырнӑ.

^ 2 абз. Псалом 86:5, 6 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, тен, Турӑ пуласлӑхра Иисуспа пӗрле патшара ларакансен пурин ятне те пӗлтерӗ (Рим 8:19).

^ 8 абз. 2016 ҫулхи январьте тухнӑ «Хурал башнинчи» 27-мӗш страницӑри «Юрату... пуҫтахланмасть» рамкӑна пӑхӑр.

^ 14 абз. Апостолсен ӗҫӗсем 2:33-мӗшӗ Турӑ святой сывлӑша Иисус урлӑ панине кӑтартса парать пулсан та, пӗлӗте кама чӗнсе илмеллине Иегова хӑй суйласа илет.

^ 14 абз. Ытларах пӗлес тесе 2007 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.

34-МӖШ ЮРӐ Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Конгресра тӑвансем тӗп управленин представителӗпе унӑн арӑмне ҫавӑрса илнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Ҫакӑ хисеплени пулать-и вара?