Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова, пирӗн Атте, пире питӗ хытӑ юратать

Иегова, пирӗн Атте, пире питӗ хытӑ юратать

«Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: Эй Ҫӳлти Аттемӗр!» (МАТФ. 6:9.)

135-МӖШ ЮРӐ Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Перси патшипе калаҫас тесен мӗн кирлӗ пулнӑ?

КАЛӐПӐР, эсир пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗрте авалхи Персире пурӑнатӑр. Сирӗн Перси патшипе пӗр ӗҫ пирки калаҫса пӑхмалла, ҫавӑнпа эсир вӑл пурӑнакан хулана, Сузӑна, каятӑр. Анчах малтан патша хӑй чӗнсе илмесен эсир ун патне пыман та пулӑттӑр. Чӗнмесӗр ун патне пырсан, сире вӗлернӗ пулӗччӗҫ (Эсф. 4:11).

2. Иеговӑпа калаҫма йывӑр-и?

2 Иегова Перси патши пек пулманнишӗн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Пирӗн Турӑ кирек мӗнле патшаран чылай аслӑрах пулсан та эпир унпа кирек хӑҫан та калаҫма пултаратпӑр. Вӑл пире хӑйӗнпе калаҫма ан хӑраччӑр тет. Сӑмахран, унӑн чаплӑ титулсем: Пултаракан, Пурне те Тума Пултаракан, Ҫут тӗнче Патши текен титулсем — пур пулсан та, вӑл пире хӑйне ӑшӑ сӑмахпа, «Аттемӗр» текен сӑмахпа, чӗнме сӗнет (Матф. 6:9). Иегова пирӗнпе хӑйӗн хушшинче ӑшӑ хутшӑнусем пулччӑр тет, ҫакна пӗлни чуна пырса тивет.

3. Мӗншӗн эпир Иеговӑна «Атте» тесе чӗнме пултаратпӑр тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Пирӗн Иеговӑна Атте тесе чӗнме пур сӑлтав та пур, мӗншӗн тесен вӑл пире пурнӑҫ панӑ тата ӑна пула эпир пурӑнатпӑр (Пс. 35:10). Вӑл пирӗн Атте пулнӑран пирӗн ӑна итлемелле. Вӑл мӗн тума ыйтнине тусан эпир чаплӑ пиллӗхсем илӗпӗр (Евр. 12:9). Ҫав пиллӗхсенчен пӗри вӑл — ҫӗр ҫинче е пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси. Анчах хӑш-пӗр пиллӗхсене эпир халех илсе тӑратпӑр. Ҫак статьяра эпир Иегова юратакан Атте пулни мӗнрен курӑннине пӑхса тухӑпӑр тата вӑл пире нихӑҫан та хӑварас ҫуккине эпир мӗншӗн шанса тӑма пултарнине сӳтсе явӑпӑр. Айтӑр малтанах пирӗн ҫӳлти Атте пире питӗ хытӑ юратни пирки тата пирӗншӗн тӑрӑшни пирки пирӗн мӗншӗн иккӗленмелле маррине пӑхса тухар.

ИЕГОВА ЮРАТАКАН ТАТА ПИРӖНШӖН ТӐРӐШАКАН АТТЕ

Юратакан ашшӗ хӑйӗн ачипе ҫывӑх пуласшӑн пекех Иегова та пирӗнпе ҫывӑх пуласшӑн (4-мӗш абзаца пӑхӑр.)

4. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисене Иегова ҫине Атте ҫине пӑхнӑ пек пӑхма йывӑр?

4 Сире Турӑ ҫине Атте ҫине пӑхнӑ пек пӑхма йывӑр мар-и? Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пирки эпӗ, Иеговӑпа танлаштарсан, никам та мар тата ниме тӑман ҫын тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем Пурне те Тума Пултаракан Турӑ хӑйсемпе интересленме пултарни пирки иккӗленеҫҫӗ. Анчах пирӗн юратакан Атте пире ҫакӑн пек шухӑшлаттарасшӑн мар. Вӑл пире пурнӑҫ панӑ тата хӑйӗнпе пирӗн хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тет. Ҫак шухӑша каланӑ хыҫҫӑн Павел апостол Афинӑ ҫыннисене Иегова «пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех» тесе ӑнлантарса панӑ (Ап. ӗҫ. 17:24—29). Турӑ пирӗнтен хӑйӗн патне туртӑнасса — ача хӑйне юратакан тата хӑйӗншӗн тӑрӑшакан ашшӗ патне туртӑннӑ пек туртӑнасса — кӗтет.

5. Пӗр христианкӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

5 Теприсене Иегова ҫине Атте ҫине пӑхнӑ пек пӑхма йывӑр, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен тӑван ашшӗ юратнине, хӑйсемпе ырӑ пулнине курман. Пӗр христианка акӑ мӗн калать: «Манӑн атте хӑйне питӗ хаяррӑн тытатчӗ. Ҫавӑнпа Библи вӗренме пуҫласан мана Иегова пирки ҫӳлти Атте тесе шутлама йывӑрччӗ. Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе ҫитсен вара йӑлтах улшӑнчӗ». Сирӗн те ҫакӑн пек туйӑмсемех-и? Ку ҫапла пулсан, шанчӑка ан ҫухатӑр. Вӑхӑт иртсен эсир те Иегова чи лайӑх Атте пулнине туйма пултарӑр.

6. Матфей 11:27-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пире хӑйӗн ҫине юратакан Атте ҫине пӑхнӑ пек пӑхма мӗнле пулӑшнӑ?

6 Иегова пире хӑйӗн ҫине юратакан Атте ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшас тесе хӑйӗн Ывӑлӗ мӗн каланипе мӗн тунине Библире ҫырса хума хавхалантарнӑ. (Матфей 11:27 вуласа парӑр.) Иисус хӑйӗн Ашшӗн паха енӗсене ҫав тери лайӑх кӑтартнӑран ҫапла калама пултарнӑ: «Мана куракан Аттене те курнӑ» (Иоанн 14:9). Иисус час-часах Иеговӑна Атте тесе чӗннӗ. Евангелисенче кӑна Иисус Иегова пирки Атте тесе калани 200-е яхӑн тӗл пулать. Мӗншӗн ҫавӑн пек нумай хутчен каланӑ? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — Иисус ҫынсене Иегова чӑнах та юратакан Атте пулнине ӗненме пулӑшас тенӗ (Иоанн 17:25, 26).

7. Иегова хӑйне Ывӑлӗпе мӗнле тытнинчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр?

7 Иегова хӑйне Ывӑлӗпе, Иисуспа, мӗнле тытнинчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр? Иегова Иисусӑн кӗллисене яланах итленӗ. Вӑл итленӗ кӑна мар, вӗсем ҫине хуравланӑ та (Иоанн 11:41, 42). Иисус кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та хӑйне Ашшӗ юратнине тата пулӑшса тӑнине туйса тӑнӑ (Лука 22:42, 43).

8. Иегова Иисуса мӗнле пулӑшса тӑнӑ?

8 Иисус хӑйне Иегова пурнӑҫ панине тата вӑл ӑна пула пурӑннине ҫирӗп ӗненнӗрен ҫапла каланӑ: «Аттем урлӑ Эпӗ те чӗрӗ тӑратӑп» (Иоанн 6:57, ҪС). Иисус хӑйӗн Ашшӗне пур тӗлӗшрен те шанса тӑнӑ, Иегова вара ӑна пурӑнма мӗн кирлине пурне те парса тӑнӑ. Унтан та ытларах, Иегова Иисуса хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ (Матф. 4:4).

9. Юратакан Ашшӗ пулнине Иегова Иисуса мӗнле кӑтартнӑ?

9 Иегова, юратакан Ашшӗ пулнӑран, Иисуса сана яланах пулӑшӑп тесе шантарнӑ (Матф. 26:53; Иоанн 8:16). Иегова Иисуса сиен кӳме пултарнӑ пур япаларан та хӳтӗлемен, анчах та ӑна йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. Иисус хӑй тӗл пулакан йывӑрлӑхсем вӑхӑтлӑха пулнине пӗлнӗ (Евр. 12:1, 2). Иегова Иисуса юратнине ӑна тимлӗн итленипе, мӗн кирлине парса тӑнипе, вӗрентнипе тата пулӑшнипе кӑтартнӑ (Иоанн 5:20; 8:28). Пирӗн ҫӳлти Атте пирӗншӗн те ҫавӑн пекех тӑрӑшать. Айтӑр вӑл ҫакна мӗнле тунине пӑхса тухар.

ЮРАТАКАН АТТЕ ПИРӖНШӖН МӖНЛЕ ТӐРӐШАТЬ?

Юратакан ашшӗ хӑйӗн ачисене: 1) итлет, 2) мӗн кирлипе тивӗҫтерет, 3) вӗрентет, 4) хӳтӗлет. Пире юратакан ҫӳлти Атте те пирӗншӗн ҫавӑн пекех тӑрӑшать (10—15 абзацсене пӑхӑр.) *

10. Псалом 65:19, 20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартать?

10 Иегова пирӗн кӗлӗсене итлет. (Псалом 65:19, 20 вуласа парӑр.) Вӑл пирӗн миҫе хут кӗлтумаллине, мӗн ҫинчен каламаллине тата ҫавна мӗн вӑхӑт хушши тумаллине палӑртса хуман, ҫапах та вӑл пире час-часах кӗлтума хавхалантарать (1 Фес. 5:17). Эпир Иеговӑпа кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек ӑҫта та калаҫма пултаратпӑр. Унӑн пирӗн валли яланах вӑхӑт пур тата вӑл пире яланах тимлӗ итлеме хатӗр. Иегова пирӗн кӗлӗсене итленине курса тӑрсан эпир ӑна ытларах юратма пуҫлатпӑр. «Эпӗ Иеговӑна юрататӑп,— каланӑ псалом юрлакан,— мӗншӗн тесен вӑл манӑн сассӑма... илтет» (Пс. 116:1, ҪТ).

11. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать?

11 Пирӗн Атте пирӗн кӗлӗсене итлет ҫеҫ мар, вӑл вӗсем ҫине хуравлать те. Иоанн апостол пире Турӑ пирки ҫапла шантарса каланӑ: «Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет» (1 Иоанн 5:14, 15). Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине эпир кӗтнӗ пек хуравласса пӗлтермест. Пире мӗн кирлине вӑл пирӗнтен те лайӑхрах пӗлет, ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне вӑл «ҫук» тесе хуравлама пултарать, тепӗр чухне пирӗн кӗтмелле тет (2 Кор. 12:7—9).

12, 13. Пирӗн ҫӳлти Атте пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшать?

12 Иегова пире мӗн кирлине парса тӑрать. Вӑл ашшӗсене мӗн тума хушать, ҫавна хӑй те тӑвать (1 Тим. 5:8). Вӑл хӑйӗн ачисене пурӑнма мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать. Вӗсем мӗн ҫимелли, мӗн тӑхӑнмалли е ӑҫта пурӑнмалли пирки ан пӑшӑрханччӑр тет вӑл (Матф. 6:32, 33; 7:11). Пуласлӑхра та пирӗн мӗн кирли пурте пултӑр тесе Иегова, юратакан Атте пулнӑран, мӗн тумаллине пӗтӗмпех тунӑ.

13 Чи кирли вара — Иегова хӑйӗнпе пирӗн хушӑри хутшӑнусем лайӑх пулччӑр тесе мӗн кирлине парса тӑрать. Хӑйӗн Сӑмахӗнче вӑл хӑйӗн ҫинчен, хӑйӗн тӗллевӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса панӑ тата пире мӗншӗн туни ҫинчен, пуласлӑхра мӗн пуласси ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Чӑнлӑха илтме май панипе вӑл пирӗнпе интересленнине кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе пирӗн атте-аннепе е ытти ҫынсемпе усӑ курнӑ. Вӑл халӗ те пире пухури старейшинӑсем урлӑ тата опытлӑ тӑвансем урлӑ пулӑшса тӑрать. Унсӑр пуҫне, Иегова пире хамӑрӑн тӑвансемпе пӗрле пухса тӗлпулусенче вӗрентет. Ҫаксем Иегова хӑйне атте пек тытнине кӑтартакан хӑш-пӗр ӗҫсем кӑна-ха (Пс. 31:8).

14. Мӗншӗн Иегова пире вӗрентет тата ҫавна вӑл мӗнле тӑвать?

14 Иегова пире вӗрентет. Иисуспа танлаштарсан, пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур. Ҫавӑнпа та пирӗн юратакан Атте пире вӗрентет, кирлӗ пулсан вара тӳрлетет. Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать» (Евр. 12:6, 7). Иегова тӗрлӗ майпа хаса пама, е тӳрлетме, пултарать. Сӑмахран, Библи вуланӑ чухне е тӗлпулӑвӑн программине итленӗ чухне эпир мӗнле шухӑшлас тата хамӑра мӗнле тытас тӗлӗшрен улшӑнусем тумаллине ӑнланса илме пултаратпӑр. Е кирлӗ пулӑшӑва пире, тен, старейшинӑсем парӗҫ. Иегова пире кирек мӗнле тӳрлетсен те, ҫавна вӑл юратнӑран тӑвать (Иер. 30:11).

15. Иегова пире мӗнле пулӑшса тӑрать?

15 Иегова пире йывӑр вӑхӑтра пулӑшса тӑрать. Ачисене йывӑр пулнӑ чухне юратакан ашшӗ вӗсене пулӑшать. Пирӗн ҫӳлти Атте те пире хамӑрӑн йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать. Вӑл пире хӑйӗн святой сывлӑшне парать, ҫав сывлӑш вара пире хамӑрпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене сиен кӳме пултаракан япаласенчен хӳтӗлет (Лука 11:13). Эпир хытӑ пӑшӑрхансан та, хуйха ӳксен те Иегова пире пулӑшса тӑрать. Сӑмахран, вӑл пире чаплӑ шанчӑк парать. Ҫав шанчӑк пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, пире юратакан Атте ҫав йывӑрлӑхсем кӳнӗ пур сиене те пӗтерӗ. Эпир тӗл пулакан йывӑрлӑхсем вӑхӑтлӑха кӑна, Иегова паракан пиллӗхсем вара — ӗмӗрлӗхе (2 Кор. 4:16—18).

ПИРӖН АТТЕ ПИРЕ НИХӐҪАН ТА ХӐВАРМӖ

16. Адам хӑйӗн юратакан Ашшӗне итлеменнине пула мӗн пулса тухнӑ?

16 Ҫӗр ҫинчи ачисен пысӑк йывӑрлӑх сиксе тухнӑ чухне Иегова хӑйне мӗнле тытнинчен эпир вӑл пире юратнине куратпӑр. Хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне итлемен пирки Адам Иеговӑн ҫемйинчи ҫын пулма пӑрахнӑ, ӑна пула унӑн пулас ачисен те ҫакӑн пек май ҫухалнӑ (Рим 5:12; 7:14). Анчах Иегова ҫынсене пулӑшусӑр хӑварман.

17. Адам пӑлхав ҫӗклесен Иегова тӳрех мӗн тунӑ?

17 Иегова Адама наказани панӑ, анчах унӑн ачисене вӑл шанчӑксӑр тӑратса хӑварман. Иегова хӑйне итлекен ҫынсене хӑйӗн ҫемйине тавӑрма тӳрех сӑмах панӑ (Пулт. 3:15; Рим 8:20, 21). Ҫакна тӑвас тесе вӑл хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, Иисуса, тӳлесе илмелли парне пек пама шутласа хунӑ. Иегова пирӗншӗн хӑйӗн Ывӑлне парса пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑ (Иоанн 3:16).

Эпир Иеговӑран ютшӑнтӑмӑр пулсан, анчах кайран ӳкӗнтӗмӗр пулсан, пирӗн юратакан Атте эпир хӑйӗн патне таврӑнасса кӗтет (18-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18. Эпир Иеговӑран ютшӑнтӑмӑр пулсан та вӑл пире хӑйӗн ҫемйинче курасшӑн пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

18 Пирӗн ҫитменлӗхсем пур пулин те, Иегова пире хӑйӗн ҫемйинче курасшӑн тата вӑл пире пулӑшма йывӑр тесе шутламасть. Хӑш-пӗр чухне эпир ӑна кулянтаратпӑр е унран ютшӑнма та пултаратпӑр, анчах вӑл нихӑҫан та пирӗн ҫине ал сулмасть. Иисус ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен калакан ытарӑшпа усӑ курса Иегова хӑйӗн ачисене ҫав тери хытӑ юратнине кӑтартнӑ (Лука 15:11—32). Ҫак ытарӑшри ашшӗ ывӑлӗ таврӑнасса шанса тӑнӑ. Ывӑлӗ таврӑннине курсан, ашшӗ ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ та ӑна хыттӑн ыталаса илнӗ. Эпир Иеговӑран ютшӑнтӑмӑр пулсан, анчах кайран ӳкӗнтӗмӗр пулсан, пирӗн юратакан Атте эпир хӑйӗн патне таврӑнасса кӗтет. Эпир ҫакна ҫирӗп шанса тӑма пултаратпӑр.

19. Иегова Адам кӳнӗ сиене мӗнле пӗтерӗ?

19 Иегова Адам кӳнӗ пур сиене те пӗтерӗ. Адам пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн Иегова ҫынсенчен 144000-ӗшне хӑйӗн ҫемйине йышӑнма шут тытнӑ. Вӗсем унӑн Ывӑлӗпе пӗрле патшасемпе священниксем пулса ӗҫлӗҫ. Ҫӗнӗ тӗнчере Иисус тата унпа пӗрле патшара ларакансем Турра итлекен ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗҫ. Юлашки тӗрӗслев хыҫҫӑн Иегова ҫав ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ. Ҫӗр ҫинче пӗр ҫитменлӗхсӗр ывӑлсемпе хӗрсем пурӑннине курса пирӗн Атте питӗ савӑнӗ. Мӗн тери чаплӑ вӑхӑт пулӗ!

20. Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартать? Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

20 Иегова пире питӗ хытӑ юратать. Вӑл чи лайӑх Атте. Вӑл пирӗн кӗлӗсене итлет, пире пурӑнма мӗн кирлипе тивӗҫтерет тата хӑйӗнпе ҫывӑхланма мӗн кирлине парса тӑрать. Вӑл пире вӗрентет тата пулӑшса тӑрать. Унсӑр пуҫне, вӑл пире валли нумай чаплӑ пиллӗх хатӗрлесе хунӑ. Чӑнах та, Иегова пире юратать тата пирӗншӗн тӑрӑшать. Ҫакна пӗлни чуна ӑшӑтать! Тепӗр статьяра эпир, Иеговӑн ачисем пулнӑ май, вӑл пире юратнӑшӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

108-МӖШ ЮРӐ Турӑ чунтан парӑнса юратать

^ 5 абз. Иегова ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир час-часах ун пирки Пултаракан е Ҫут тӗнче Патши тетпӗр. Анчах пирӗн ун ҫине юратакан тата пирӗншӗн тӑрӑшакан Атте ҫине пӑхнӑ пек пӑхма та витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Ку статьяра эпир ҫак сӑлтавсене сӳтсе явӑпӑр. Ҫавӑн пекех мӗншӗн Иегова пире нихӑҫан та хӑварас ҫукки пирки иккӗленмелле маррине пӑхса тухӑпӑр.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК. Тӑватӑ ӳкерчӗкре ашшӗсемпе ачисене ӳкерсе кӑтартнӑ. Пӗрремӗш ашшӗ хӑйӗн ывӑлне тимлӗ итлет, тепӗр ашшӗ хӑйӗн хӗрне апат ҫитерет, виҫҫӗмӗшӗ ывӑлне вӗрентет, тӑваттӑмӗшӗ вара ывӑлне йӑпатать. Хыҫалта Иеговӑн аллине ӳкерсе кӑтартни Иегова та пирӗншӗн ҫавӑн пекех тӑрӑшнине аса илтерет.