Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑна хӑвӑра лӑплантарма май парӑр

Иеговӑна хӑвӑра лӑплантарма май парӑр

«Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (ПС. 93:19).

44-МӖШ ЮРӐ Хуйхӑраканӑн кӗлли

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗне пула эпир пӑшӑрханма пултаратпӑр тата ҫакӑ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

СИРӖН хытӑ пӑшӑрханасси * пулкаланӑ-и? Тен, сире ыттисем каланӑ сӑмахсем е вӗсем тунӑ ӗҫсем кулянтарнӑ. Е эсир хӑвӑр мӗн каланишӗн е мӗн тунишӗн пӑшӑрханатӑр. Тен, эсир йӑнӑш тунӑ, Иегова мана ҫавӑншӑн хӑҫан та пулин каҫарӗ-ши тесе кулянатӑр. Ҫитменнине тата эсир ҫапла шухӑшлама пултаратӑр: «Эпӗ япӑх ҫын, ӗненӳ ҫитсех кайманран хытӑ пӑшӑрханатӑп пулмалла». Анчах ку тӗрӗс-ши?

2. Мӗншӗн пӑшӑрханни ӗненӳ ҫитсех кайманнине пӗлтермест теме пулать? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

2 Айтӑр Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар. Анна, Самуил пророкӑн амӑшӗ, ҫирӗп ӗненекен ҫын пулнӑ. Анчах килтисенчен пӗри унпа япӑх тытнине пула Анна хытӑ куляннӑ (1 Патш. 1:7). Павел апостол та Турра ҫирӗп ӗненнӗ, ҫапах та унӑн пӑшӑрханмалли нумай пулнӑ — унӑн «пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла» пулнӑ (2 Кор. 11:28). Давид патша та ҫавӑн пекех хытӑ ӗненнӗ, ҫавӑншӑн Иегова ӑна уйрӑмах кӑмӑлланӑ (Ап. ӗҫ. 13:22). Апла пулин те, Давид йӑнӑшсем тунӑ, ҫавна пула вӑл чылай асапланнӑ (Пс. 37:5). Иегова вӗсене кашнине лӑплантарнӑ тата йӑпатнӑ. Эпир вӗсен тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр? Айтӑр пӑхса тухар.

ШАНЧӐКЛӐ АННӐРАН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?

3. Мӗнле майпа ыттисен сӑмахӗсем пирӗн чӗрене ыраттарма пултараҫҫӗ?

3 Ыттисем пирӗнпе тӳрккессӗн калаҫни е хӑйсене пирӗнпе ыррӑн тытманни кулянтарма пултарать. Ҫывӑх тус е хурӑнташ ҫавӑн пек тусан уйрӑмах йывӑр пулма пултарать. Эпир хамӑрпа ҫав ҫын хушшинчи хутшӑнусем арканнӑшӑн питӗ пӑшӑрханма пултаратпӑр. Хӑш-пӗр чухне ҫын мӗн те пулин шухӑшламасӑр каланипе пире хӗҫпе каснӑ пек амантать (Ытар. 12:18). Тепри вара юриех ыраттаракан сӑмахсем каласа хурать. Ҫакӑн пеккипе пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван тӗл пулнӑ. Вӑл каласа парать: «Темиҫе ҫул каялла тус текен ҫын социаллӑ сетьре ман ҫинчен суя сӑмах сарма пуҫларӗ. Кун пеккине эпӗ пачах кӗтмен. Ҫакӑ ман чӗрене питӗ ыраттарчӗ. Ӑнланмастӑп, мӗншӗн унӑн ҫакӑн пек тумалла пулнӑ?» Ҫывӑх тус е хурӑнташ сирӗн чӗрене ыраттарнӑ пулсан, сире Аннӑн тӗслӗхӗ пулӑшӗ.

4. Аннӑн лару-тӑрӑвӗ мӗнле пулнӑ?

4 Аннӑн лару-тӑрӑвӗ йывӑр пулнӑ. Нумай ҫул хушши вӑл ача ҫуратма пултарайман (1 Патш. 1:2). Израиль халӑхӗн культуринче ача ҫуратма пултарайман хӗрарӑм пирки ылханлӑ тесе шутланӑ. Ҫакна пула ӑна намӑс пулнӑ (Пулт. 30:1, 2). Аннӑн пурнӑҫне тата тепӗр япала йывӑрлатнӑ: унӑн упӑшкин Феннана ятлӑ тепӗр арӑм пулнӑ, вӑл вара ӑна ачасем ҫуратса панӑ. Феннана Аннӑна кӗвӗҫнӗ тата вӑл ӑна «кулянтарсах тӑнӑ» (1 Патш. 1:6). Малтанлӑха Анна ним тума аптранӑ. Хытӑ куляннӑран вӑл «йӗнӗ... апат та ҫимен», вӑл пӗтӗм чун-чӗререн хурланнӑ (1 Патш. 1:7, 10). Аннӑна мӗн лӑплантарнӑ-ши?

5. Кӗлтуни Аннӑна мӗнле пулӑшнӑ?

5 Анна хӑйӗн чунӗ мӗн тери ыратни ҫинчен Иеговӑна кӗлӗре каласа панӑ. Кӗлтуса пӗтерсен вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен Илий аслӑ священника ӑнлантарса панӑ. Илий вара ӑна ҫапла каланӑ: «Лӑпланса каях эппин, Израиль Турри эсӗ Унран мӗн ыйтнине пурӑнӑҫа килтерӗ». Ҫакӑ Анна ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл «хӑй ҫулӗпе кайнӑ, апат та ҫинӗ, унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман» (1 Патш. 1:17, 18). Кӗлтуни Аннӑна каллех чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшнӑ.

Мӗнле майпа эпир Анна пекех чун канӑҫлӑхне тупса ӑна упрама пултаратпӑр? (6—10 абзацсене пӑхӑр.)

6. Кӗлтӑвас тӗлӗшрен эпир Аннӑран тата Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Кӗлтуса тӑрсассӑн эпир каллех канӑҫлӑх туйма пултаратпӑр. Анна хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗпе нумай вӑхӑт хушши калаҫнӑ (1 Патш. 1:12). Эпир те Иеговӑпа хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен, мӗнрен хӑрани ҫинчен тата хамӑрӑн ҫитменлӗхсем ҫинчен чылайччен калаҫма пултаратпӑр. Вӑл эпир кӗлтунӑ чухне яка та илемлӗ калаҫасса кӗтмест. Эпир Иеговӑна хамӑр туйӑмсем ҫинчен каласа панӑ чухне ӗсӗклесе макӑрма та пултаратпӑр. Кун пек чухне те Иегова пире итлеме чарӑнмасть. Хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа панисӗр пуҫне пирӗн Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа парӑр) канаша тытса тӑмалла. Павел палӑртнӑ тӑрӑх, Иеговӑна кӗлтунӑ чухне тав тумалла. Иеговӑна тав тума вара пирӗн сӑлтавсем нумай. Сӑмахран, эпир ӑна пире пурнӑҫ панӑшӑн, вӑл пултарнӑ япаласемшӗн, пире хытӑ юратнӑшӑн тата чаплӑ шанчӑк панӑшӑн тав тума пултаратпӑр. Аннӑран эпир тата мӗне вӗренетпӗр?

7. Анна упӑшкипе пӗрле ӑҫта ялан ҫӳренӗ тата мӗншӗн?

7 Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Анна ялан хӑйӗн упӑшкипе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапма Силома ҫӳренӗ (1 Патш. 1:1—5). Шӑп ҫавӑнта, сӑваплӑ чатӑр патӗнче, Илий аслӑ священник Аннӑна Иегова санӑн кӗллӳ ҫине хуравлӗ тесе шантарса хавхалантарнӑ та (1 Патш. 1:9, 17).

8. Тӗлпулусене ҫӳрени пире мӗн пама пултарать? Ӑнлантарса парӑр.

8 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене малалла та ҫӳресен эпир каллех канӑҫлӑх туйма пултаратпӑр. Ялан тенӗ пекех тӗлпулу пуҫламӑшӗнче арҫын тӑвансем кӗлтуса святой сывлӑш ыйтаҫҫӗ. Канӑҫлӑх вара святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрет (Гал. 5:22). Хытӑ куляннине пӑхмасӑрах тӗлпулусене ҫӳретпӗр пулсан, Иегова та, тӑвансем те пире хавхалантарма пултарӗҫ тата каллех канӑҫлӑх туйма пулӑшайӗҫ. Кӗлтуни тата тӗлпулусене ҫӳрени питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Иегова ҫаксем урлӑ пире лӑплантарать (Евр. 10:24, 25). Халӗ вара Аннӑн тӗслӗхӗ тата мӗне вӗрентнине пӑхса тухар.

9. Аннӑн мӗн улшӑнман, анчах ӑна мӗн пулӑшнӑ?

9 Аннӑн йывӑрлӑхӗсем тӳрех пӗтмен. Сӑваплӑ чатӑр патӗнче Илийпе калаҫнӑ хыҫҫӑн киле таврӑнсан Анна малалла та Феннанӑпа пӗр килте пурӑннӑ. Библире Феннанӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннӑ тесе калани ҫук. Ҫавӑнпа Аннӑн малалла та Феннанӑн ыраттаракан сӑмахӗсене итлесе пурӑнма тивнӗ пулмалла. Анчах та Анна чун канӑҫлӑхне тупса ӑна упрама пултарнӑ. Хӑйӗн йывӑрлӑхне Иеговӑн аллине панӑ хыҫҫӑн Анна пӑшӑрханса ҫӳреме пӑрахнӑ. Вӑл хӑйне Иеговӑна лӑплантарма тата йӑпатма май панӑ. Каярахпа Иегова Аннӑн кӗлли ҫине хуравланӑ — Аннӑн ачасем ҫуралнӑ (1 Патш. 1:19, 20; 2:21).

10. Аннӑн тӗслӗхӗнчен эпир тата мӗне вӗренетпӗр?

10 Йывӑрлӑхсем пӗтмесен те эпир каллех канӑҫлӑх туйма пултаратпӑр. Эпир пӗрмай кӗлтӑватпӑр тата тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳретпӗр пулин те, пирӗн хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем пӗтмесен те пултараҫҫӗ. Анчах Аннӑн тӗслӗхӗнчен эпир ҫакна куратпӑр: пирӗн чӗрене лӑплантарма Иеговӑна нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть. Иегова пирӗн ҫинчен нихӑҫан та манмӗ, халӗ-и е каярахпа-и вӑл пире шанчӑклӑ пулнӑшӑн пиллетех (Евр. 11:6).

ПАВЕЛ АПОСТОЛРАН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?

11. Павелӑн пӑшӑрханма мӗнле сӑлтавсем пулнӑ?

11 Павелӑн пӑшӑрханма нумай сӑлтав пулнӑ. Сӑмахран, вӑл тӑвансене питӗ юратнӑ, ҫавӑнпа вӗсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Павел вӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ (2 Кор. 2:4; 11:28). Павел апостол хӑйне шанса панӑ ӗҫе туса тӑнӑ чухне хирӗҫ тӑракансем ӑна пӗрре анчах мар хӗненӗ тата тӗрмене лартнӑ. Вӑл ытти йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттернӗ, унӑн «ҫукпа та пурӑнма» тивнӗ (Флп. 4:12). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, карап путнине виҫӗ хут чӑтса ирттернӗскер, вӑл тинӗсе тухмассерен мӗн тери хумханнӑ пулӗ (2 Кор. 11:23—27). Пӑшӑрханнӑ чухне Павела мӗн пулӑшнӑ-ши?

12. Павела ытлашши пӑшӑрханасран мӗн пулӑшнӑ?

12 Тӑвансем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Павел вӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ, анчах вӑл вӗсен йывӑрлӑхӗсене пӗччен татса пама тӑрӑшман. Вӑл пурне те тума пултарайманнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа пухушӑн тӑрӑшмашкӑн вӑл ытти тӑвансене пулӑшма ыйтнӑ. Павел хӑш-пӗр тивӗҫсене шанӑҫа тивӗҫлӗ арҫынсене, сӑмахран, Тимофейпе Тита, шанса панӑ. Ҫак арҫын тӑвансем пулӑшнине пула Павелӑн пӑшӑрханмалли сахалрах пулнӑ (Флп. 2:19, 20; Тит 1:1—5).

Павел пекех ытлашши пӑшӑрханас мар тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? (13—15 абзацсене пӑхӑр.)

13. Старейшинӑсем мӗнле майпа Павелран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

13 Ыттисенчен пулӑшу ыйтӑр. Павел тӑвансемшӗн пӑшӑрханнӑ пекех, хальхи вӑхӑтра та юратакан старейшинӑсем йывӑрлӑхсене тӳсекен тӑвансемшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Анчах пӗр старейшина пухури пур тӑвана та пулӑшаймасть. Пурне те тума пултарайманнине ӑнланнӑран старейшина хӑш-пӗр тивӗҫсене юрӑхлӑ арҫын тӑвансене шанса пама тӑрӑшӗ тата ҫамрӑк арҫын тӑвансене Турӑ кӗтӗвӗшӗн тӑрӑшса тӑма вӗрентӗ (2 Тим. 2:2).

14. Павел мӗнрен хӑраман? Эпир унӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренетпӗр?

14 Хӑвӑра йӑпату кирлине йышӑнӑр. Павел хӑйне кӗҫӗне хунӑ, ҫавӑнпа тусӗсем хавхалантарни питӗ кирлине ӑнланнӑ. Хӑйне йӑпатни кирлине йышӑнсан ыттисем ун пирки хавшак ҫын тесе шутлама пуҫласран вӑл хӑраман. Филимон патне ҫырса янӑ чухне Павел ҫапла каланӑ: «Эсӗ юратса тӑни пире [«мана», ҪТ] питӗ пысӑк савӑнӑҫ кӳрет, лӑплантарать» (Флм. 7). Павел хӑйне йывӑр вӑхӑтра хавхалантарнӑ ытти тӑвансем ҫинчен те ҫырнӑ (Кол. 4:7—11). Эпир те хамӑра кӗҫӗне хурса хавхалану кирлине йышӑнсан, тӑвансем пире хаваспах пулӑшӗҫ.

15. Йывӑр лару-тӑрура йӑпату тупас тесе Павел мӗн тунӑ?

15 Турӑ Сӑмахӗ ҫине шанӑр. Павел Сӑваплӑ Ҫыру хӑйне йӑпатма пултарнине пӗлнӗ (Рим 15:4). Унта вӑл кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшакан ӑслӑлӑха тупма пултарнӑ (2 Тим. 3:15, 16). Павела Римра иккӗмӗш хут хупса лартсан, вӑл хӑйне кӗҫех вӗлерессине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн пек йывӑр лару-тӑрура Павел мӗн тунӑ? Вӑл Тимофее хӑвӑртрах хӑйӗн патне пыма тата пӗрле алҫырусене илсе килме ыйтнӑ (2 Тим. 4:6, 7, 9, 13). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫав алҫырусенче Еврей Ҫырӑвӗсенчи кӗнекесем пулнӑ пулмалла, вӗсемпе усӑ курса Павел Турӑ Сӑмахне тӗпчеме пултарнӑ. Эпир те Павел пекех Сӑваплӑ Ҫырӑва тӑтӑшах тӗпчетпӗр пулсан, Иегова пире — эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та — хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ лӑплантарӗ.

ДАВИД ПАТШАРАН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?

Давид патша пекех йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан пире мӗн пулӑшӗ? (16—19 абзацсене пӑхӑр.)

16. Давид пысӑк йӑнӑш туни ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

16 Давид усал ӗҫсем тунӑ пирки унӑн совеҫӗ ӑна канӑҫ паман. Вӑл Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ, унӑн упӑшкине вӗлермелле тунӑ тата хӑйӗн усал ӗҫӗсене пӗр вӑхӑт хушши пытарма тӑрӑшнӑ (2 Патш. 12:9). Малтанах Давид хӑйӗн совеҫӗ мӗн каланине итлемен. Ҫавна пула Иеговӑпа ун хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ, вӑл хытӑ асапланнӑ тата чирлесе те кайнӑ (Пс. 31:3, 4). Давид хӑйӗн айӑпне пулах чун канӑҫлӑхне ҫухатнӑ. Ҫавӑн чухне ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Эпир те пысӑк йӑнӑш турӑмӑр пулсан, пире мӗн пулӑшма пултарать?

17. Псалом 50:3—6 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Давид чун-чӗререн ӳкӗннине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

17 Кӗлӗре хӑвӑра каҫарма ыйтӑр. Юлашкинчен Давид Иеговӑна кӗлтӑвас тенӗ. Вӑл чун-чӗререн ӳкӗнсе хӑйӗн пӗтӗм ҫылӑхӗсем ҫинчен Иеговӑна каласа панӑ. (Псалом 50:3—6 вуласа парӑр.) Ҫакӑ ӑна ҫав тери пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳнӗ! (Пс. 31:1, 2, 4, 5.) Эсир те пысӑк ҫылӑх турӑр пулсан Иеговӑна пӗтӗмпех каласа парӑр, ан пытарӑр. Вара эсир хӑвӑра лӑпкӑрах туйма пуҫлатӑр, совесть те сире унчченхи пек айӑпламӗ. Анчах хӑвӑрпа Иегова хушшинчи туслӑх каллех ҫирӗп пултӑр тетӗр пулсан кӗлтунисӗр пуҫне сирӗн тата тепӗр япалана тумалла.

18. Давида наказани парсан вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ?

18 Наказани панине йышӑнӑр. Иегова хушнипе Нафан пророк Давида унӑн ҫылӑхӗ ҫинчен каласан, Давид хӑйне тӳрре кӑларман тата хӑйӗн айӑпне пӗчӗклетмен. Вӑл хӑйӗн айӑпне — Вирсавин упӑшкине хирӗҫ кӑна мар, унтан та ытла, Иеговӑна та хирӗҫ ҫылӑх тунине — тӳрех йышӑннӑ. Давид Иегова панӑ наказание те йышӑннӑ, вара Турӑ ӑна каҫарнӑ (2 Патш. 12:10—14). Пысӑк ҫылӑх турӑмӑр пулсан, Иегова кӗтӳҫсем пулма лартнӑ арҫын тӑвансемпе калаҫмалла (Иак. 5:14, 15). Пирӗн хамӑра тӳрре кӑларма тӑрӑшмалла мар. Мӗн чухлӗ хӑвӑртрах хамӑра панӑ наказание йышӑнатпӑр тата старейшинӑсем каланине тытса тӑма пуҫлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах эпир хамӑр чӗрере канӑҫлӑхпа савӑнӑҫ туйма пуҫлатпӑр.

19. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

19 Пӗрре тунӑ йӑнӑша тепре тӑвасран пӑрӑнма ҫирӗп шут тытӑр. Давид патша ҫакна пӗлнӗ: хӑй тунӑ ҫылӑхсене тепре тӑвас мар тесен Иегова пулӑшни кирлӗ (Пс. 50:9, 12, 14). Иегова каҫарнӑ хыҫҫӑн Давид сиенлӗ шухӑшсемпе кӗрешме ҫирӗп шут тытнӑ. Ҫавна пула вӑл чӗринче каллех канӑҫлӑх туйма пуҫланӑ.

20. Иегова пире каҫарма хатӗр пулнишӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

20 Иеговӑна кӗлтуса хамӑра каҫарма ыйтатпӑр пулсан, наказани панине йышӑнатпӑр пулсан тата йӑнӑшсене тепре тӑвас мар тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр пулсан, эпир Иегова пире каҫарма хатӗр пулнишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Ҫак виҫӗ утӑма тусан эпир хамӑр чӗрере каллех канӑҫлӑх туйӑпӑр. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине пысӑк ҫылӑх тунӑ Джеймс ятлӑ арҫын тӑван ӑнланса илнӗ. Вӑл калать: «Хамӑн ҫылӑх ҫинчен старейшинӑсене каласа парсан хулпуҫҫи ҫинчен пысӑк ҫӗклем йӑтӑнса аннӑн туйӑнчӗ. Эпӗ каллех чун канӑҫлӑхне туйма пуҫларӑм». Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх» тӑнине пӗлни мӗн тери хавхалантарать! (Пс. 33:19.)

21. Иеговӑн пире лӑплантарма май пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

21 Ҫак юлашки кунсем вӗҫленсе пынӑ май пӑшӑрханмалли тупӑнсах пырӗ. Ҫавӑнпа пӑшӑрханма пуҫласанах Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Библие тӑрӑшса тӗпчӗр. Аннӑран, Павелран тата Давидран тӗслӗх илӗр. Ҫӳлти Аттене кӗлтунӑ чухне мӗншӗн пӑшӑрханнине ӑнланма пулӑшсам тесе ыйтӑр (Пс. 138:23). Йывӑрлӑхсен ҫӗклемне пӗччен ан йӑтӑр, хӑвӑра пулӑшма Иеговӑна май парӑр, уйрӑмах хӑвӑр улӑштарма пултарайман лару-тӑрӑва лексен. Вара эсир псалом юрлакан мӗн туйнине туйма пултаратӑр, вӑл Иеговӑна ҫакӑн пек сӑмахсем каласа юрланӑ: «Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (Пс. 93:19).

4-МӖШ ЮРӐ Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм

^ 5 абз. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан пирӗн пурин те пӑшӑрханасси пулкалать. Ҫак статьяра эпир авалхи вӑхӑтра Иеговӑшӑн ӗҫленӗ виҫӗ ҫыннӑн тӗслӗхне пӑхса тухӑпӑр, хушӑран вӗсем те хытӑ пӑшӑрханнӑ. Ҫавӑн пекех эпир Иегова вӗсене мӗнле лӑплантарнине, мӗнле йӑпатнине сӳтсе явӑпӑр.

^ 1 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Эпир укҫа-тенкӗ ҫитсех каймасан, сывлӑх япӑхлансан, ҫемьере е пирӗн хамӑрӑн йывӑрлӑхсем сиксе тухсан пӑшӑрханма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн е пуласлӑхра пулма пултаракан йывӑрлӑхсемшӗн пӑшӑрханма пултаратпӑр.