Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир шыва кӗме хатӗр-и?

Эсир шыва кӗме хатӗр-и?

«Эпир тӗне кӗрсе ҫӑлӑнатпӑр» (1 ПЕТР 3:21).

28-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тусӗсем пулар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Ҫурт лартма тытӑниччен мӗн тумалла?

 КАЛӐПӐР, пӗр-пӗр ҫын ҫурт туса лартма шут тытнӑ. Хӑйне мӗнле ҫурт кирлине вӑл лайӑх пӗлет. Ҫав ҫын тӳрех стройматериалсене туянма чупса кайӗ-ши? Ҫук. Ҫурт лартма тытӑниччен пӗр кирлӗ ӗҫе тумалла — ҫак ҫӗнӗ ҫурт мӗн хака ларассине шутласа пӑхмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унӑн ҫак ҫурта туса пӗтерме укҫи ҫителӗклӗ пулнипе пулманнине пӗлмелле. Ҫак ӗҫ мӗн хака ларассине малтанах шутласа пӑхмасан вӑл ҫак ҫурта, тен, туса та пӗтереймӗ.

2. Лука 14:27—30 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, шыва кӗрес умӗн мӗн ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла?

2 Иеговӑна юратни тата ӑна пархатарлӑ пулни ҫынна шыва кӗме хавхалантарать. Эсир вара шыва кӗресси ҫинчен шухӑшлатӑр-и? Шухӑшлатӑр пулсан сире ҫурт туса лартма шут тытнӑ ҫынпа танлаштарма пулать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Лука 14:27—30 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсене пӑхса тухар. (Вуласа парӑр.) Иисус кунта унӑн вӗренекенӗ пулса тӑрас тесен мӗн тумаллине каласа парать. Эпир Иисус хыҫҫӑн пырас тетпӗр пулсан, пирӗн ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тата мӗне те пулин хӑварма хатӗр пулмалла (Лука 9:23—26; 12:51—53). Ҫавӑнпа та шыва кӗрес умӗн сирӗн ҫакӑ «мӗн хака ӳкесси» ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла. Вара шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эсир Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑма хатӗр пулатӑр.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн йывӑрлӑхсене тӳсме тата мӗне те пулин хӑварма тивет пулсан шыва кӗмеллех-ши вара? Паллах, кӗмелле! Мӗншӗн тесен ҫакӑ халӗ те, пуласлӑхра та нумай пиллӗх парать. Айтӑр шыва кӗнипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусене пӑхса тухар. Ҫакӑ сире эсир шыва кӗме хатӗр пулнипе пулманнине курма пулӑшӗ.

ХАМӐРА ИЕГОВӐНА ХАЛАЛЛАНИ ТАТА ШЫВА КӖНИ ҪИНЧЕН МӖН ПӖЛМЕЛЛЕ?

4. а) Хамӑра Иеговӑна халаллани мӗн вӑл? ӑ) Матфей 16:24-мӗшӗнчи «хӑй ирӗкне пӑрахтӑр» текен сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

4 Хамӑра Иеговӑна халаллани мӗн вӑл? Шыва кӗриччен пирӗн малтан хамӑра Турра халалламалла. Хамӑра Иеговӑна халаллани вӑл — чун-чӗререн кӗлтуса Иеговӑна саншӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлесе тӑрӑп тесе калани. Хӑвӑрӑн пурнӑҫа Турра халалласа эсир хӑвӑр ирӗке тума пӑрахатӑр. (Матфей 16:24 вуласа парӑр.) Ҫак самантран пуҫласа эсир Иеговӑн пулса тӑратӑр, ҫакӑ вара пысӑк чыс (Рим 14:8). Эсир ӑна ҫапла калатӑр теме пулать: «Маншӑн халӗ хамшӑн тӑрӑшни мар, саншӑн ӗҫлесе тӑни малти вырӑнта». Хамӑра халаллани вӑл — Иеговӑна тупа туса сӑмах пани. Иегова сире ҫакна вӑйпах тутарттармасть. Анчах эсир ӑна сӑмах парсан, вӑл эсир хӑвӑр сӑмаха тытасса кӗтет (Пс. 115:3, 5).

5. Хамӑра Турра халалланипе шыва кӗни пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

5 Хамӑра Турра халалланипе шыва кӗни пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? Хӑвӑра Иеговӑна халаллани пирки эсир Иеговӑпа иксӗр ҫеҫ пӗлетӗр. Шыва кӗнине вара ытти ҫынсем те кураҫҫӗ, ҫакӑ ялан тенӗ пекех конгрессенче пулать. Шыва кӗнӗ чухне эсир хӑвӑра Турра халалланине ыттисем умӗнче кӑтартатӑр *. Шыва кӗнипе эсир хӑвӑр Иегова Турра пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм ӑспа, пӗтӗм вӑй-халпа юратнине тата уншӑн ӗмӗр-ӗмӗрех ӗҫлесе тӑрасшӑн пулнине уҫҫӑн кӑтартса паратӑр (Марк 12:30).

6, 7. 1 Петр 3:18—22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗнле икӗ сӑлтава пула шыва кӗмелле?

6 Мӗншӗн шыва кӗмелле? Айтӑр 1 Петр 3:18—22 сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫырнине пӑхса тухар. (Вуласа парӑр.) Ной ковчег тунипе ыттисене Турра ӗненнине кӑтартнӑ пекех эсир те шыва кӗнипе ыттисене хӑвӑра Иеговӑна халалланине кӑтартса паратӑр. Анчах та мӗншӗн шыва кӗмелле? Мӗншӗнне Петр апостол ӑнлантарса панӑ. Пӗрремӗшӗнчен, шыва кӗни сире ҫӑлса хӑварать. Анчах та ҫакӑ сире ҫӑлса хӑвартӑр тесен сирӗн Иисуса — вӑл сирӗншӗн вилнине, чӗрӗлсе тӑрса тӳпене ҫӗкленнине тата халӗ «Туррӑн сылтӑм енче» ларнине — ӗненнине ӗҫпе кӑтартмалла.

7 Иккӗмӗшӗнчен, шыва кӗни «таса чун-чӗрепе пурӑнма», урӑхла каласан, таса совеҫпе пурӑнма, май парать. Хамӑра Турра халалласа шыва кӗрсен эпир унпа уйрӑмах ҫывӑх пулса тӑратпӑр. Эпир чунтан ӳкӗннине тата Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненнине курса Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарать, ҫавна пула эпир таса совеҫпе пурӑнма пултаратпӑр.

8. Шыва кӗме сире мӗн хавхалантармалла?

8 Шыва кӗме сире мӗн хавхалантармалла? Библие тӗплӗн тӗпчесе эсир Иегова ҫинчен нумай пӗлтӗр: унӑн мӗнле паха енсем пуррине, вӑл тӗрлӗ лару-тӑрура хӑйне мӗнле тытнине пӗлтӗр. Ҫакӑ сирӗн чӗрене пырса тиврӗ, вара эсир ӑна хытӑ юратма пуҫларӑр. Шӑп Иеговӑна юратни сире шыва кӗме хавхалантармалла.

9. Матфей 28:19, 20 сӑвӑ йӗркисенче Иисус «Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе» шыва кӗмелле тени мӗне пӗлтерет?

9 Шыва кӗме шут тытма сире Библири чӑнлӑхсене ӑнланни те хавхалантарма пултарать. Иисус вӗренекенсене хатӗрлеме хушнӑ чухне мӗн каланине аса илер. (Матфей 28:19, 20 вуласа парӑр.) Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренекенсен «Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе» шыва кӗмелле. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Ҫакӑ Иегова ҫинчен, унӑн Ывӑлӗ Иисус ҫинчен тата святой сывлӑш ҫинчен калакан чӑнлӑхсене чун-чӗререн ӗненмеллине пӗлтерет. Ҫак чӑнлӑхсем ҫынсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳреҫҫӗ, вӗсем сирӗн чӗрене те пырса тивме пултараҫҫӗ (Евр. 4:12). Айтӑр вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене аса илер.

10, 11. Эсир Атте ҫинчен калакан мӗнле чӑнлӑхсене пӗлсе ӗненме пуҫларӑр?

10 Библи вӗреннӗ чухне эсир Атте ҫинчен калакан ҫак чӑнлӑхсене пӗлтӗр: унӑн ячӗ — Иегова, вӑл анчах «Ҫӳлти Турӑ» тата пӗртен-пӗр чӑн Турӑ (Пс. 82:19; Ис. 37:16). Вӑл Пурнӑҫ Параканӗ. Ҫавӑн пекех Библире «Ҫӑлӑнӑҫ Ҫӳлхуҫаран килет» тенӗ (Пс. 3:9; 35:10). Иегова пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк парас тесе пурне те тунӑ (Иоанн 17:3). Хӑвӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗрсен эсир Иегова Свидетелӗ пулса тӑратӑр (Ис. 43:10—12). Вара эсир Турӑ ячӗпе ҫӳрекен, унӑн ячӗ ҫинчен каласа паракан миллион-миллион тӑванран тӑракан ҫемьери ҫын пулса тӑратӑр (Пс. 85:12).

11 Атте ҫинчен калакан чӑнлӑхсене пӗлни питӗ пысӑк чыс! Ҫак хаклӑ чӑнлӑхсене ӗненме пуҫласан чӗрӳ сире хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме хавхалантарӗ.

12, 13. Эсир Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен калакан мӗнле чӑнлӑхсене пӗлсе ӗненме пуҫларӑр?

12 Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен калакан ҫак чӑнлӑхсене пӗлсен сирӗн мӗнле шухӑшсем ҫуралчӗҫ? Иисус Ҫут тӗнчере Иегова хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Вӑл хатӗр пулсах хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панӑ. Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартатпӑр пулсан, пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ, эпир Турӑпа туслашма пултаратпӑр тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултаратпӑр (Иоанн 3:16). Иисус, пирӗн Чи Аслӑ Священник, тӳлесе илме панӑ парне пире усӑ патӑр тата Турӑпа ҫывӑхланма пулӑштӑр тет (Евр. 4:15; 7:24, 25). Вӑл Турӑ Патшалӑхӗн Патши, шӑп ун урлӑ Иегова хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвӗ, пӗтӗм усала пӗтерӗ тата ҫӗр ҫинче каллех рай туса хурса ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ (Матф. 6:9, 10; Ӳлӗм. 11:15). Иисус хӑйӗн тӗслӗхӗпе мӗнле пурӑнмаллине кӑтартнӑ (1 Петр 2:21). Вӑл хӑйне шеллемесӗр Иеговӑн ирӗкне туса пурӑннӑ, ҫапла майпа пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх пулса тӑнӑ (Иоанн 4:34).

13 Иисус ҫинчен калакан чӑнлӑхсене ӗненме пуҫласан эсир Турӑ Ывӑлне юратма пуҫлатӑр. Ҫакӑн пек юратни сире Иисус пекех Туррӑн ирӗкне туса тӑма хавхалантарӗ. Вара сирӗн хӑвӑра Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме кӑмӑл ҫуралӗ.

14, 15. Эсир святой сывлӑш ҫинчен калакан мӗнле чӑнлӑхсене пӗлсе ӗненме пуҫларӑр?

14 Святой сывлӑш ҫинчен калакан ҫак чӑнлӑхсене пӗлсен вара сирӗн мӗнле шухӑшсем ҫуралчӗҫ? Святой сывлӑш виҫӗ сӑнлӑ туррӑн пайӗ мар, вӑл Туррӑн вӑйӗ. Святой сывлӑшпа усӑ курса Иегова ҫынсене Библи ҫырма хавхалантарнӑ, ҫав сывлӑшах пире унта мӗн ҫырнине ӑнланма тата пурнӑҫра тытса тӑма пулӑшать (Иоанн 14:26; 2 Петр 1:21). Пирӗн «ытла та пысӑк хӑват» пултӑр тесе Иегова пире хӑйӗн святой сывлӑшне парать (2 Кор. 4:7). Святой сывлӑш пире ырӑ хыпар сарма, йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй парать. Ҫавӑн пекех вӑл хуйха путма тата илӗртни хыҫҫӑн кайма памасть. Вӑл пире Галати 5:22, 23 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ лайӑх енсене те аталантарма пулӑшать. Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшне хӑйне шанакансене тата хӑйӗнчен ыйтакансене хаваспах парать (Лука 11:13).

15 Святой сывлӑш Иеговӑн ӗҫлекенӗсене сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пулӑшать. Ҫакна пӗлни мӗн тери йӑпатать! Святой сывлӑш ҫинчен калакан ҫак чӑнлӑхсене ӗненме пуҫласан сирӗн хӑвӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗме кӑмӑл ҫуралӗ.

16. Ҫак статьяра эпир мӗнле шухӑшсене пӑхса тухрӑмӑр?

16 Хӑвӑрӑн пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗме шут тытнипе эсир питӗ пӗлтерӗшлӗ утӑм тӑватӑр. Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫак утӑма тӑвас тесен пирӗн хак тӳлеме, урӑхла каласан, йывӑрлӑхсем тӳсме тата мӗн те пулин ҫухатма, хатӗр пулмалла. Анчах пиллӗхсем эсир мӗн хӑварнинчен чылай ытларах пулӗҫ. Шыва кӗни сире ҫӑлма пултарать тата Турӑ умӗнче таса совеҫлӗ пулма май парать. Шыва кӗме сире чи малтан Иеговӑна юратни хавхалантармалла. Ҫавӑн пекех сирӗн Атте ҫинчен, унӑн Ывӑлӗ ҫинчен тата святой сывлӑш ҫинчен калакан чӑнлӑхсене чун-чӗререн ӗненмелле. Ҫак статьяри шухӑшсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эсир шыва кӗме хатӗр пулнипе пулманнине куртӑр-и?

ШЫВА КӖРИЧЧЕН МӖН ТУМАЛЛА?

17. Шыва кӗриччен мӗнле утӑмсем тумалла?

17 Хӑвӑр пирки шыва кӗме хатӗр тесе шутлатӑр пулсан, апла Иеговӑпа ҫывӑхланас тесе эсир нумай вӑй хунӑ *. Библи вӗреннине пула эсир Иеговӑпа Иисус ҫинчен нумай пӗлтӗр, хӑвӑр ӗненӗве аталантартӑр (Евр. 11:6). Библире Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене шанма юранине куртӑр, Христосӑн каҫарттаракан парни сире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма пултарнине пӗлтӗр. Хӑвӑр ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнтӗр, урӑхла каласан, хӑвӑр тунӑ тӗрӗс мар ӗҫсемшӗн кулянса Иеговӑран каҫару ыйтрӑр. Эсир Турӑ патне таврӑнтӑр — пурнӑҫа тӗппипех улӑштарса унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма пуҫларӑр (Ап. ӗҫ. 3:19). Сирӗн хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа пама кӑмӑл ҫуралчӗ. Эсир шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑтӑр тата пухури тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫларӑр (Матф. 24:14). Эсир ҫак питӗ кирлӗ утӑмсене тунӑшӑн Иегова сирӗнпе питӗ мухтанать! Эсир ӑна питӗ савӑнтаратӑр! (Ытар. 27:11.)

18. Шыва кӗриччен тата мӗнле утӑмсем тумалла?

18 Шыва кӗриччен тата темиҫе утӑм тумалла. Каларӑмӑр ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑра Турра халалламалла. Пӗччен пулнӑ чухне Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтуса халӗ эпӗ санӑн ирӗкне туса тӑрӑп тесе сӑмах парӑр (1 Петр 4:2). Унтан хӑвӑр шыва кӗресшӗн пулни ҫинчен старейшинӑсен совечӗн координаторне пӗлтерӗр. Вара старейшинӑсем сирӗнпе тӗл пулса Библири тӗп вӗрентӳсене сӳтсе явӗҫ. Вӗсемпе калаҫма ан хӑрӑр. Ҫав ырӑ арҫын тӑвансем сире пӗлни тата юратни пирки ан иккӗленӗр. Вӗсем эсир Библири вӗрентӳсене ӑнланнипе ӑнланманнине тата хӑвӑра Турра халалласа шыва кӗни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ утӑм пулнине ӑнланнипе ӑнланманнине курасшӑн. Эсир шыва кӗме хатӗр пулнине курсан, вӗсем сире ҫитес конгресра шыва кӗме пултаратӑр тесе пӗлтерӗҫ.

ШЫВА КӖНӖ ХЫҪҪӐН МӖН ТУМАЛЛА?

19, 20. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн мӗнле пурӑнмалла тата ҫак тӗлӗшрен мӗн пулӑшӗ?

19 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн мӗн тумалла? * Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, хамӑра Турра халаллани вӑл тупа туса сӑмах пани, Иегова вара пирӗнтен хамӑр сӑмаха тытасса кӗтет. Ҫавӑнпа та шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сирӗн хӑвӑра Турра халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Ҫак тӗлӗшрен мӗн пулӑшӗ?

20 Пухури тӑвансемпе ҫывӑх хутшӑнӑр. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эсир пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхӑн пайӗ пулса тӑратӑр (1 Петр 2:17). Пухури тӑвансем халӗ сирӗншӗн ҫемье пекех пулӗҫ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тӑтӑшах ҫӳренипе эсир хӑвӑрпа тӑвансем хушшинчи туслӑха ҫирӗплететӗр. Кашни кун Турӑ Сӑмахне вулӑр тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр (Пс. 1:1, 2). Библири пӗр-пӗр вырӑна вуланӑ хыҫҫӑн ҫав сӑмахсем ҫинчен тарӑнрах шухӑшласа пӑхма вӑхӑт уйӑрӑр. Вара Библири шухӑшсем сирӗн чӗрене пырса тивӗҫ. Ялан кӗлтӑвӑр (Матф. 26:41). Чун-чӗререн кӗлтуни сире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗ. «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн... тӑрӑшӑр» (Матф. 6:33). Ҫакна эсир ырӑ хыпар сарас ӗҫе малти вырӑна хунипе кӑтартма пултаратӑр. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе яланах туса тӑнипе эсир хӑвӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплететӗр тата ыттисене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫул ҫине тӑма пулӑшатӑр (1 Тим. 4:16).

21. Шыва кӗни мӗнле майсем уҫса парать?

21 Эсир тӑвакан йышӑнусенчен чи пӗлтерӗшли вӑл — хӑвӑрӑн пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗме шут тытни. Паллах, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сирӗн тӗрлӗ йывӑрлӑха тӳсме тата мӗне те пулин хӑварма тивӗ. Апла, шыва кӗмеллех-ши вара? Паллах, кӗмелле! Ҫак тӗнчери кирек мӗнле йывӑрлӑх та «нимӗн те мар», вӗсем «пӗр вӑхӑта» ҫеҫ тӑсӑлаҫҫӗ (2 Кор. 4:17). Шыва кӗни вара халех телейлӗрех пулма тата пуласлӑхра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май уҫса парать (1 Тим. 6:19). Ҫавӑнпа та Иеговӑна кӗлтуса ҫак ыйту ҫинчен тӗплӗн шухӑшлӑр: «Эпӗ шыва кӗме хатӗр-и?»

50-МӖШ ЮРӐ Хама Турра халалласа кӗлтуни

^ Эсир шыва кӗресси пирки шухӑшлатӑр-и? Шухӑшлатӑр пулсан, ҫак статья сирӗн валли. Кунта ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусене сӳтсе явнӑ. Вӗсем ҫине хуравласа эсир шыва кӗме хатӗр пулнипе пулманнине курма пултарӑр.

^ Эсир «Библи пире мӗне вӗрентет?» тата «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекесене вӗренсе пӗтермен пулсассӑн, сирӗн ҫак икӗ кӗнекене хӑвӑрпа Библи вӗренекенпе вӗренсе пӗтермеллех.