Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Иудейсен храмӗнчи хуралҫӑсем камсем вӗсем тата вӗсен мӗн тумалла пулнӑ?

Левий йӑхӗнче кам священниксем пулса ӗҫлемен, ҫавсенчен хӑшӗ-пӗрисем храмри хуралҫӑсем пулса ӗҫленӗ. Ҫак хуралҫӑсем йӗркене пӑхса тӑракансем пулнӑ, вӗсем храмри хурал пуҫлӑхне пӑхӑнса тӑнӑ. Иудей философӗ, Филон Александрийский, храмри хуралҫӑсем тӑвакан ӗҫсем ҫинчен ҫапла ҫырса панӑ: «Вӗсенчен [левитсенчен] хӑшӗ-пӗрисем хапха умӗнче хурал тӑраҫҫӗ. Теприсем шалта [храмӑн территоринче], сӑваплӑ чатӑр умӗнче, унта ӑнсӑртран е юриех ют ҫын ан кӗтӗр тесе тӑраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем вара пӗр-пӗрне ылмаштарса кӑнтӑрла та, ҫӗрле те храм тавра утса ҫаврӑнаҫҫӗ».

Синедрион храмри хуралҫӑсене хӑйсене пулӑшма ыйтма пултарнӑ. Ҫав хуралҫӑсем иудейсен пӗртен-пӗр хӗҫ-пӑшаллӑ отряд пулнӑ, мӗншӗн тесен Рим патшалӑхӗ вӗсене урӑх нимӗнле отряд та тума ирӗк паман.

Иоахим Иеремиас ятлӑ Библи тӗпчевҫи каланӑ тӑрӑх, «Иисуса арестлеме храмри хуралҫӑсем килнӗ пулсан, „эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лараттӑм, ун чухне тытмарӑр Мана“ текен сӑмахсене Иисус мӗншӗн каланине ӑнланма пулать (Матф. 26:55)». Ҫак тӗпчевҫӗ шутланӑ тӑрӑх, Иисуса арестлеме унччен те храмри хуралҫӑсенех янӑ пулнӑ (Иоанн 7:32, 45, 46). Каярахпа храмри хуралҫӑсемпе вӗсен пуҫлӑхне Синедриона Иисусӑн вӗренекенӗсене илсе килме хушнӑ. Павела храмра ярса тытакансем хушшинче те храмри хуралҫӑсемех пулнӑ пулмалла (Ап. ӗҫ. 4:1—3; 5:17—27; 21:27—30).