Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

«Кунтах эпир, пире ярӑр!»

«Кунтах эпир, пире ярӑр!»

ЭСИР хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна, тен, урӑх ҫӗршыва, куҫса кайма шутлатӑр-и? Шутлатӑр пулсан сире Бергамсен пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлме интереслӗ пулӗ.

Джекпа Мари-Лина 1988 ҫултанпа сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа пӗрле туса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пурнӑҫри улшӑнусене хӑвӑрт хӑнӑхма вӗреннӗ, ҫакӑ вӗсене Францири филиал пӑхса тӑракан Гваделупӑра тата Француз Гвианинче хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене туса тӑма пулӑшнӑ. Ҫак интервьюра эпир вӗсене хӑйсем ҫинчен каласа пама ыйтрӑмӑр.

Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме сире мӗн хавхалантарчӗ?

Мари-Лина: Эпӗ Гваделупӑра ӳссе ҫитӗннӗ. Эпир аннепе пӗрле час-часах кунӗпех ырӑ хыпар сараттӑмӑрччӗ, вӑл питӗ хастар хыпарҫӑччӗ. Эпӗ ҫынсене юрататӑп, ҫавӑнпа 1985 ҫулта шкул вӗренсе пӗтерсен пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм.

Джек: Яш чухне эпӗ сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑракан тӑвансемпе нумай хутшӑнаттӑмччӗ, вӗсем вара ырӑ хыпар сарма питӗ юрататчӗҫ. Каникул вӑхӑтӗнче эпӗ пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеттӗмччӗ. Канмалли кунсенче вара хӑш-пӗр чухне эпир пионерсемпе пӗрле автобус ҫине лараттӑмӑр та ырӑ хыпар сарма каяттӑмӑр. Кунӗпе ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн вара пляжа каяттӑмӑр. Ун чухне мӗнле лайӑх вӑхӑтчӗ!

1988 ҫулта эпир Мари-Линӑпа мӑшӑрлантӑмӑр, кӑшт вӑхӑт иртсен вара эпӗ ҫапла шутласа илтӗм: «Пире нимӗн те тытса тӑмасть. Мӗншӗн-ха сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвас мар?» Эпӗ те Мари-Лина пекех пионер пулса тӑтӑм. Ҫулталӑк иртсен эпир Пионерсен шкулӗнчен вӗренсе тухрӑмӑр, кайран вара ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Малтанах эпир Гваделупӑри тӗрлӗ пухусенче ӗҫлесе тӑтӑмӑр, кайран пире Француз Гвианине куҫса кайма сӗнчӗҫ.

Сӑваплӑ ӗҫе тунӑ май сирӗн нумай куҫса ҫӳреме тивнӗ. Улшӑнусене хӑнӑхма сире мӗн пулӑшнӑ?

Мари-Лина: Француз Гвианинчи Вефильти тӑвансем пирӗн юратнӑ сӑвӑ йӗрки Исаия 6:8 пулнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем пирӗн пата шӑнкӑравласан час-часах шӳтлесе ҫапла ыйтатчӗҫ: «Ну, мӗнле, хӑвӑр юратнӑ сӑвӑ йӗркине астӑватӑр-и?» Вара пире урӑх вырӑна ярасшӑн пулнине ӑнланса: «Кунтах эпир, пире ярӑр!» — теттӗмӗр.

Эпир ҫӗнӗ территорине малтанхипе танлаштармастӑмӑрччӗ, мӗншӗн тесен танлаштарсассӑн хамӑра шанса панӑ ӗҫ пире савӑнӑҫ кӳмен пулӗччӗ. Унсӑр пуҫне, эпир тӑвансем пирӗн пата пырса паллашасса кӗтсе тӑмастӑмӑрччӗ, хамӑр вӗсемпе пырса паллашаттӑмӑрччӗ.

Джек: Пире юратнӑран малтан хӑш-пӗр тӑвансем куҫса ан кайӑр тесе калатчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен пире хӑйсем патӗнчен ярас килместчӗ. Анчах Гваделупӑран куҫса кайсан пире пӗр арҫын тӑван Матфей 13:38-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсене аса илтерчӗ. Унта ҫапла каланӑ: «Хир — тӗнче». Ҫавӑнпа куҫса кайнӑ чухне эпир хамӑра ҫакна аса илтеретпӗр: Иеговӑшӑн кирек ӑҫта ӗҫлесен те пирӗн пӗр «хир». Эпир ӑҫта пулни мар, эпир кама пулӑшасшӑн, ҫав ҫынсем пӗлтерӗшлӗрех.

Урӑх вырӑна куҫса кайсан эпир унти ҫынсем телейлӗ пулнине куратпӑр, вара хамӑр та вӗсем пек пурӑнма тӑрӑшатпӑр. Вӗсем ҫиекен апат эпир ҫиекен апатран уйрӑлса тӑрать пулсан та, эпир унта пурӑнакансем мӗн ҫининех ҫиетпӗр, вӗсем мӗн ӗҫнинех ӗҫетпӗр, ҫав вӑхӑтрах сывлӑха сиен кӳрес мар тесе асӑрхануллӑ пулма тӑрӑшатпӑр. Пире кирек ӑҫта ярсан та эпир ҫав территори ҫинчен лайӑххине ҫеҫ калама тӑрӑшатпӑр.

Мари-Лина: Эпир вырӑнти тӑвансенчен нумай япалана вӗренетпӗр. Пӗр тӗслӗх аса килет. Эпир ун чухне Француз Гвианине тин кӑна куҫса килнӗччӗ. Пирӗн ырӑ хыпар сарма каймаллаччӗ, урамра вара шалкӑм ҫумӑр ҫӑватчӗ. Эпир кӑшт кӗтмелле пулӗ тесе шутларӑмӑр. Анчах пӗр хӗрарӑм тӑван: «Кайрӑмӑр-и вара?» — тесе ыйтрӗ. Эпӗ тӗлӗнсе: «Мӗнле каятпӑр? Ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек тӑкать вӗт!» — терӗм. Вӑл вара мана: «Сунчӑк илетпӗр те велосипедпа каятпӑр»,— терӗ. Ҫапла эпӗ сунчӑк тытса велосипедпа кайма вӗрентӗм. Вӗренмен пулсан ҫанталӑк ҫумӑра кайсан ырӑ хыпара сарайман пулӑттӑм!

Эсир 15 хута яхӑн пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса кайнӑ. Куҫса кайма шут тытнисене усӑллӑ канашсем пама пултаратӑр-и?

Мари-Лина: Куҫса кайни чӑн-чӑн йывӑрлӑх пулма пултарать. Ҫавӑнпа ҫӗнӗ кил канлӗ те лӑпкӑ вырӑн пултӑр тесе тӑрӑшмалла, ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн унта канса вӑй илме май пултӑр.

Джек: Ҫӗнӗ вырӑна куҫсан эпӗ, ялан тенӗ пекех, стенасене урӑх тӗспе сӑрлатӑп. Хӑш-пӗр чухне филиалри арҫын тӑвансем, эпир нумайлӑха чарӑнманнине пӗлсе ҫапла кулкаласа илеҫҫӗ: «Хальхинче те пулин стенасене сӑрласа вӑхӑта сая ан яр-ха, Джек!»

Мари-Лина япаласене пуҫтарма питӗ лайӑх вӗренсе ҫитнӗ! Вӑл веҫех коробкӑсене пуҫтарса хурать те вӗсем ҫине, тӗслӗхрен, «Ваннӑй», «Ҫывӑрмалли пӳлӗм», «Кухня» тесе ҫырса хурать. Ҫавӑнпа ҫӗнӗ вырӑна куҫса килсен коробкӑсене хӑш пӳлӗме кайса хумаллине эпир тӳрех куратпӑр. Унсӑр пуҫне, вӑл кашни коробкӑра мӗн выртнине ҫырса хурать, ҫапла тунипе эпир хамӑра мӗн кирлине хӑвӑрт тупма пултаратпӑр.

Мари-Лина: Куҫса кайнӑ чухне веҫех лайӑх йӗркелеме вӗренсе ҫитнине пула эпир хӑвӑртах ырӑ хыпар сарма пуҫлама пултаратпӑр.

Хӑвӑр ӗҫе туллин туса тӑрас тесе эсир мӗнле график тытса тӑратӑр? (2 Тим. 4:5.)

Мари-Лина: Кашни тунтикун эпир канатпӑр тата тӗлпулусене хатӗрленетпӗр. Ытларикунтан вара ырӑ хыпар сарма пуҫлатпӑр.

Джек: Пирӗн кашни уйӑхра сехет нормине тумалла пулсан та, эпир ҫакӑн ҫинчен кӑна шухӑшласа ҫӳреместпӗр. Пирӗн тӗп тӗллев ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтересси. Эпир килтен тухса каялла таврӑничченех хамӑр тӗл пулакан пур ҫынпа та калаҫма тӑрӑшатпӑр.

Мари-Лина: Эпир уҫӑ сывлӑшра канма пуҫтарӑннӑ чухне те эпӗ хампа пӗрле буклетсем илетӗп. Хамӑр пирки эпир Иегова Свидетелӗсем тесе каличченех хӑш-пӗр ҫынсем пирӗн пата пырса мӗн те пулин вуламалли ыйтаҫҫӗ. Ҫынсем пирӗн ҫи-пуҫ еплерех пулнине тата хамӑра мӗнле тытнине асӑрхаҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир хамӑра тӗрӗслесех тӑратпӑр.

Джек: Эпир ырӑ ӗҫсем туса та Иеговӑна мухтава кӑларма тӑрӑшатпӑр. Эпӗ хамӑн урамра ҫӳп-ҫап тата ӳкнӗ ҫулҫӑ пуҫтаратӑп. Кӳршӗсем ҫакна асӑрхаҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне вара: «Сирӗн ман валли Библи ҫук-ши?» — тесе ыйтаҫҫӗ.

Эсир час-часах аякри районсенче ырӑ хыпар саратӑр. Сирӗн уйрӑмах мӗн асра юлчӗ, каласа параймастӑр-ши пире?

Джек: Гвианӑра хӑш-пӗр вырӑнсене ҫитме йывӑр. Хӑш-пӗр чухне пирӗн эрне хушшинче япӑх ҫулсемпе 600 ҫухрӑм кайма тивет. Эпӗ Амазони вӑрманӗсенче вырнаҫнӑ пӗчӗк яла, Сент-Элине, кайнине лайӑх астуса юлтӑм. Унта эпир темиҫе сехет кайрӑмӑр: малтан моторлӑ кимӗпе, кайран вара ҫулсӑр-мӗнсӗр ҫӳреме пултаракан машинпа. Ҫав ялта пурӑнакансем нумайӑшӗ ылтӑн шыракансем. Эпир панӑ литературӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑран вӗсем пире пысӑках мар ылтӑн катӑкӗсем пачӗҫ! Каҫхине эпир пирӗн организаци кӑларнӑ фильм кӑтартрӑмӑр. Ӑна пӑхма питӗ нумай ҫын пухӑнчӗ.

Мари-Лина: Темиҫе ҫул каялла Джека Камопи ятлӑ ялта Каҫхи апат уявӗнче доклад туса пама ыйтрӗҫ. Унта ҫитес тесен пирӗн Ояпок ятлӑ юханшыв тӑрӑх моторлӑ кимӗпе тӑватӑ сехет каймалаччӗ. Ку чӑн-чӑн приключени пулчӗ!

Джек: Чӑнах та, шыв чакнӑ вырӑнсенче питӗ хӑрушӑччӗ — унта юхӑмӗ питӗ вӑйлӑччӗ тата мӑкӑрӑлса тӑракан чулсем ҫине пырса тӑрӑнма пулатчӗ. Эсир ҫав чулсене курнӑ пулсан хӑраса ӳкнӗ пулӑттӑр! Пире опытлӑ кимӗҫӗ илсе ҫитерни мӗнле лайӑх пулчӗ! Хӑрушӑ пулчӗ пулсан та пире веҫех килӗшрӗ. Ҫав ялта эпир, Свидетельсем, улттӑн кӑна пулнӑ пулин те, Каҫхи апат уявне алла яхӑн ҫын килчӗ, вӗсем хушшинче индеецсем те пурччӗ!

Мари-Лина: Ҫамрӑксем Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес терӗҫ пулсан вӗсен пурнӑҫӗ питӗ интереслӗ пулӗ. Иеговӑна шансан ӗненӳ те ҫирӗпленӗ. Эпир Иегова пире пулӑшса тӑнине час-часах куратпӑр.

Эсир темиҫе чӗлхе вӗреннӗ. Сире ют чӗлхесене вӗренме ҫӑмӑл курӑнать.

Джек: Ҫук, ҫӑмӑл мар. Эпӗ ҫак чӗлхесене вӗренмелле пулнӑран вӗрентӗм. Пӗррехинче манӑн «Хурал башнинчи» вӗренмелли статьяна сранан-тонго чӗлхипе * сӳтсе явмаллаччӗ, эпӗ вара ҫак чӗлхепе Библи вуламалли задание те туса курманччӗ! Тӗлпулу хыҫҫӑн эпӗ пӗр арҫын тӑванран: «Ӑнланмалла пулчӗ-и?» — тесе ыйтрӑм. Вӑл вара: «Эпир хӑш-пӗр сӑмахсене ӑнланмарӑмӑр пулин те, пӗтӗмӗшле илсен лайӑхах пулчӗ»,— терӗ. Мана ачасем питӗ пулӑшатчӗҫ. Эпӗ йӑнӑш каласан шӑп вӗсем мана тӳрлететчӗҫ, аслисем вара нимӗн те каламастчӗҫ. Ачасене пула эпӗ чӗлхене хӑвӑртрах вӗрентӗм.

Мари-Лина: Пӗр территоринче эпӗ француз, португал тата сранан-тонго чӗлхисемпе калаҫакансемпе Библи вӗренеттӗм. Пӗр хӗрарӑм тӑван мана ҫапла тума сӗнчӗ: санӑн пӗр кунтах тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсемпе Библи вӗренмелле пулсан, малтан япӑх пӗлекен чӗлхепе, кайран вара лайӑх пӗлекен чӗлхепе вӗренӗве ирттер. Ҫак канаш мӗн таран усӑллӑ пулнине эпӗ кӑшт вӑхӑт иртсенех ӑнлантӑм.

Пӗррехинче манӑн икӗ ҫынпа Библи вӗренмеллеччӗ: пӗринпе сранан-тонго чӗлхипе, тепринпе вара португал чӗлхипе. Эпӗ иккӗмӗш ҫынпа Библи вӗренме пуҫласан манпа пӗрле пулнӑ хӑрарӑм тӑван: «Мари-Лина, санӑн урӑх чӗлхепе калаҫмалла мар-ши?» — терӗ. Эпӗ бразил хӗрарӑмӗпе португал чӗлхипе калаҫас вырӑнне сранан-тонго чӗлхипе калаҫма пуҫланӑ иккен!

Сирӗнпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ тӑвансем сире питӗ юратаҫҫӗ. Вӗсемпе туслашма сире мӗн пулӑшрӗ?

Джек: Ытарӑшсем 11:25-мӗшӗнче ыттисене пулӑшакан ҫыннӑн ӑнӑҫу пулать тенӗ. Эпир ыттисене пулӑшас тесе хамӑра шеллесе тӑмастпӑр. Патшалӑх залне тасатнӑ чухне хӑш-пӗр тӑвансем мана ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫак ӗҫе хыпарҫӑсем туччӑр». Эпӗ вара: «Эпӗ те хыпарҫӑ вӗт, мӗн те пулин тумалла пулсан эпӗ хаваспах тӑвӑп»,— тетӗп. Пирӗн кашнин хамӑр валли вӑхӑт уйӑрмалла пулин те, эпир ҫакӑ пире ыттисене ырӑ тума ан чӑрмантартӑр тетпӗр.

Мари-Лина: Эпир тӑвансемпе чун-чӗререн интересленме тӑрӑшатпӑр. Ҫапла эпир кама пулӑшу кирлине пӗлетпӗр: тен, тӑвансен ачисемпе лармалла, е ачисене шкултан илсе килмелле. Вара вӗсене пулӑшас тесе эпир хамӑр плансене улӑштаратпӑр. Ҫапла майпа эпир вӗсемшӗн чӑн-чӑн туссем пулса тӑратпӑр.

Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсенче ырӑ хыпар сарса эсир мӗнле пиллӗхсем илтӗр?

Джек: Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлени пире телейлӗрех турӗ. Эпир час-часах ҫутҫанталӑк илемӗпе тата Иегова тунӑ япаласене сӑнаса савӑнатпӑр. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах эпир чӗрере канӑҫлӑх туятпӑр, мӗншӗн тесен кирек ӑҫта пулсан та пире тӑвансем пулӑшасса шанатпӑр.

Ҫамрӑк чухне Француз Гвианинче мана салтака кайманшӑн тӗрмене хупрӗҫ. Миссионер пулса хӑҫан та пулин ҫак вырӑна таврӑнса тӗрмесенче ырӑ хыпар пӗлтересси пирки эпӗ шутламан та. Иегова пире туллин пиллерӗ!

Мари-Лина: Эпӗ ҫынсене хаваспах пулӑшатӑп. Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлесе питӗ савӑнатпӑр. Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫленипе эпир Джекпа ҫывӑхлансах пыратпӑр. Хушӑран Джек пӗр-пӗр мӑшӑра хавхалантарас тесе вӗсене хӑнана чӗнер мар-и тесе ыйтать. Эпӗ вара манӑн та шӑп ҫавӑн пек шухӑш пурччӗ тесе калатӑп. Пирӗн шухӑшсем час-часах пӗр килеҫҫӗ.

Джек: Нумаях пулмасть эпӗ простата ракӗпе чирленине пӗлтӗм. Эпӗ Мари-Линӑна, ҫакӑ ӑна килӗшмест пулин те, ҫапла калатӑп: «Мари-Лина, эпӗ ыран вилсен ман пирки ватӑлса ҫитиччен пурӑннӑ тесе калама май ҫук пулин те, эпӗ телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтӑм, мӗншӗн тесен чи кирлине турӑм — Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑтӑм» (Пулт. 25:8).

Мари-Лина: Иегова пире тӗрлӗ ӗҫсем шанса пачӗ, вӑл пире ҫавӑн пек майсем уҫса парасса эпир кӗтмен те. Пирӗн пурнӑҫра ырри нумай пулнӑ. Иегова пире пулӑшасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр, ҫавӑнпа пире кирек ӑҫта кайма ыйтсан та эпир халех куҫса кайма хатӗр!

^ Сранан-тонго чӗлхи чурасем хушшинче акӑлчан, нидерланд, португал тата Африка чӗлхисем хутӑшнипе пулса кайнӑ.