Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

20-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Ҫурҫӗр патши». Хальхи вӑхӑтра кам вӑл?

«Ҫурҫӗр патши». Хальхи вӑхӑтра кам вӑл?

«Вӑл... хӑйӗн вӗҫӗ тӗлне ҫитсе тӑрӗ, ӑна никам та пулӑшмӗ» (ДАН. 11:45).

95-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑх ҫути ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

ЭПИР юлашки кунсенче пурӑнни хальхи вӑхӑтра нихҫанхинчен лайӑх курӑнать. Кӗҫех Иеговӑпа Иисус Христос Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ тӑракан тӗнчери пур патшалӑха та пӗтерӗҫ. Анчах та ҫав вӑхӑтчен ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши пӗр-пӗрне тата Турӑ халӑхне хирӗҫ тӑма пӑрахмӗҫ.

2 Ҫак статьяра эпир Даниил 11:40—12:1 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пророкла сӑмахсене пӑхса тухӑпӑр. Эпир хальхи вӑхӑтра кам ҫурҫӗр патши пулнине пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, кирек мӗн пулса тухсан та мӗншӗн Иегова ҫине шанмаллине тата лӑпкӑ пулмаллине сӳтсе явӑпӑр.

ҪӖНӖ ҪУРҪӖР ПАТШИ

3, 4. Кам паян ҫурҫӗр патши? Ӑнлантарса парӑр.

3 1991 ҫулта Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн унта пурӑнакан Туррӑн халӑхне «кӑштах пулӑшу» пулнӑ — вӑл пӗр вӑхӑт хушши ирӗклӗн ырӑ хыпар сарма тата Турра пуҫҫапма пултарнӑ (Дан. 11:34). Кӗҫех унччен Совет Союзне кӗнӗ ҫӗршывсенче хыпарҫӑсен шучӗ ҫӗр-ҫӗр пине ҫитнӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Раҫҫейпе ун майлӑ тӑракан ҫӗршывсем ҫурҫӗр патши пулса тӑнӑ. Малтанхи статьяра каланӑ тӑрӑх, ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патшине ҫак ӗҫсенчен пӗлме пулать: 1) ҫав патшасем Туррӑн халӑхӗ нумаййӑн пурӑнакан ҫӗршывсенче ертсе пыраҫҫӗ е Туррӑн халӑхне хӗсӗрлеҫҫӗ; 2) хӑйсен ӗҫӗсемпе вӗсем Иеговӑн тата унӑн халӑхӗн тӑшманӗсем пулнине кӑтартаҫҫӗ; 3) ҫак икӗ патша пӗр-пӗрне хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ.

4 Мӗншӗн эпир хальхи вӑхӑтра Раҫҫейпе ун майлӑ тӑракан ҫӗршывсем ҫурҫӗр патши тесе шутлатпӑр? Мӗншӗн тесен: 1) ҫак ҫӗршывсенчи правительствӑсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартаҫҫӗ тата хӑйсен территоринче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр пин Свидетеле хӗсӗрлеҫҫӗ; 2) ҫапла тунипе вӗсем Иеговӑна тата унӑн халӑхне курайманнине кӑтартаҫҫӗ; 3) вӗсем кӑнтӑр патшинчен, Англипе Америка державинчен, хӑватлӑрах пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Айтӑр Раҫҫейпе ун майлисем мӗн тунине пӑхса тухар та ҫакӑ вӗсем ҫурҫӗр патши пулнине мӗнле ҫирӗплетсе панине курар.

ҪУРҪӖР ПАТШИПЕ КӐНТӐР ПАТШИ МАЛАЛЛА ТА ПӖР-ПӖРНЕ ХИРӖҪ ТӐРАҪҪӖ

5. Даниил 11:40—43 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле вӑхӑт пирки каланӑ тата ҫав вӑхӑт хушшинче мӗн пулса иртет?

5 Даниил 11:40—43 вуласа парӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркисенче юлашки кунсем ҫинчен тата ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑни ҫинчен каланӑ. Даниил каласа хунӑ пекех юлашки кунсенче кӑнтӑр патши ҫурҫӗр патшине «хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ» (Дан. 11:40).

6. Икӗ патша малалла та пӗр-пӗринпе кӗрешнине мӗн кӑтартса парать?

6 Ҫурҫӗр патши те, кӑнтӑр патши те тӗнчери чи хӑватлӑ патшалӑх пуласшӑн, ҫавӑнпа вӗсем малалла та пӗр-пӗринпе кӗрешеҫҫӗ. Сӑмахран, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн СССР Европӑри нумай ҫӗршыва тытса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та кӑнтӑр патши ҫурҫӗр патшине хирӗҫ тӑрас тесе ытти ҫӗршывсемпе килӗшӳ тунӑ. Вӗсем хӑйсен ҫарӗсене пӗрлештернӗ. Ҫапла вара НАТО йӗркеленнӗ. Унчченхи пекех ҫурҫӗр патши те, кӑнтӑр патши те чи вӑйлӑ ҫар тӑвас тесе нумай укҫа пӗтереҫҫӗ. Ҫурҫӗр патши Африкӑри, Азири, Латинла Америкӑри вӑрҫӑсенче кӑнтӑр патшин тӑшманӗсем майлӑ тӑнӑ. Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейпе ун майлӑ тӑракан ҫӗршывсем хӑватлӑлансах пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫурҫӗр патши те, кӑнтӑр патши те интернетпа усӑ курса пӗр-пӗринпе хирӗҫеҫҫӗ. Вӗсем компьютер программисемпе усӑ курса пӗр-пӗрин экономикипе правительствине сиен кӳме тӑрӑшаҫҫӗ тата ҫавӑншӑн пӗр-пӗрне айӑплаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Даниил пророкла каланӑ пекех, ҫурҫӗр патши малалла та Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑнать (Дан. 11:41).

ҪУРҪӖР ПАТШИ «ЧИ ИЛЕМЛӖ ҪӖРШЫВА» ПЫРСА КӖРЕТ

7. «Чи илемлӗ ҫӗршыв» мӗн вӑл?

7 Даниил 11:41-мӗшӗнче ҫурҫӗр патши «чи илемлӗ ҫӗршыва пырса кӗрӗ» тесе пророкла каланӑ. Мӗнле ҫӗршыв пирки сӑмах пырать-ши? Авалхи вӑхӑтра ҫав ҫӗршыв Израиль ҫӗрӗ пулнӑ, ун пирки «пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗр» тенӗ (Иез. 20:6). Мӗншӗн ун пирки ҫакӑн пек сӑмахсем каланӑ? Мӗншӗн тесен унта Иеговӑна пуҫҫапакан халӑх пурӑннӑ. Анчах та пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн ҫак «ҫӗршыв» ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр вырӑна пӗлтерме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен Туррӑн халӑхӗ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра «чи илемлӗ ҫӗршыв» вӑл — Турӑ халӑхӗ тытса тӑракан пурнӑҫ йӗрки. Ун шутне ырӑ хыпар сарни тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче Иеговӑна пуҫҫапни кӗрет.

8. Ҫурҫӗр патши «чи илемлӗ ҫӗршыва» мӗнле пырса кӗнӗ?

8 Юлашки кунсенче ҫурҫӗр патши пӗрре анчах мар «чи илемлӗ ҫӗршыва» пырса кӗнӗ. Нацистла Германи ҫурҫӗр патши пулнӑ чухне мӗн пулса иртнине аса илер. Ун чухне, уйрӑмах Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче, вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрленӗ, вӗлернӗ, ҫапла майпа «чи илемлӗ ҫӗршыва» кӗнӗ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн вара Совет Союзӗ, ҫурҫӗр патши пулса тӑнӑскер, «чи илемлӗ ҫӗршыва» кӗнӗ: вӑл Туррӑн халӑхне хӗсӗрленӗ тата ссылкӑна янӑ.

9. Раҫҫейпе ун майлисем «чи илемлӗ ҫӗршыва» мӗнле пырса кӗнӗ?

9 Темиҫе ҫул каялла ҫурҫӗр патши каллех «чи илемлӗ ҫӗршыва» пырса кӗнӗ. Ҫакӑ мӗнле пулнӑ? 2017 ҫулта Раҫҫей Иеговӑн халӑхӗн ӗҫ-хӗлне чарса лартнӑ, вара темиҫе тӑвана тӗрмене хупнӑ. Унсӑр пуҫне, влаҫсем пирӗн публикацисемпе, ҫав шутрах «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗпе» те, усӑ курма чарнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем Раҫҫейри филиалӑн пурлӑхне, Патшалӑх залӗсемпе Конгресс залӗсене туртса илнӗ. Ҫав ӗҫсем хыҫҫӑн 2018 ҫулта Ертсе пыракан совет Раҫҫейпе ун майлисем ҫурҫӗр патши пулнине ӑнланса илнӗ. Ҫав-ҫавах Иеговӑн ӗҫлекенӗсем влаҫсем хӑйсене хытӑ хӗсӗрленӗ чухне те правительствӑна хирӗҫ кӗрешме е ӑна улӑштарма шутламаҫҫӗ. Пачах урӑхла, Туррӑн ӗҫлекенӗсем «патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр» текен канаша тытса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ уйрӑмах влаҫсем пирӗн сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тунӑ чухне питӗ кирлӗ (1 Тим. 2:1, 2).

ҪУРҪӖР ПАТШИ КӐНТӐР ПАТШИНЕ ҪӖНТЕРӖ-ШИ?

10. Ҫурҫӗр патши кӑнтӑр патшине ҫӗнтерӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

10 Даниил 11:40—45 сӑвӑ йӗркисенче ытларах ҫурҫӗр патши ҫинчен каланӑ. Ҫакӑ вӑл кӑнтӑр патшине ҫӗнтерессине пӗлтерет-и? Ҫук. Иеговӑпа Иисус Армагеддон вӑрҫинче ҫӗр ҫинчи пӗтӗм правительствӑна тӗп тунӑ чухне кӑнтӑр патши чӗрӗ пулӗ (Ӳлӗм. 19:20). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Айтӑр Даниил тата Ӳлӗмхине кӗнекесенчи пророкла каланисене пӑхса тухар.

Армагеддон вӑрҫинче Турӑ Патшалӑхӗ пур патшалӑха та пӗтерӗ. Даниил кӗнекинче Турӑ Патшалӑхне чул катӑкӗ сӑнласа парать, ҫӗр ҫинчи патшалӑхсене вара пысӑк кӗлетке сӑнласа парать (11-мӗш абзаца пӑхӑр).

11. Даниил 2:43—45 сӑвӑ йӗркисем мӗн кӑтартса параҫҫӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Даниил 2:43—45 вуласа парӑр. Даниил пророк пысӑк кӗлетке ҫинчен ҫырса панӑ, унӑн тӑватӑ пайӗ тӗрлӗ металран тӑрать. Ҫав кӗлеткен пайӗсем тӑватӑ державӑна сӑнласа параҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ вӑхӑтра ертсе пынӑ тата ӑҫта нумай Туррӑн ӗҫлекенӗ пурӑннӑ, ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ. Юлашки державӑна тӑмпа тимӗртен тӑракан ура тупанӗсем сӑнласа параҫҫӗ. Ку вӑл Англипе Америка держави. Апла пулсан, ҫак держава Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм правительствӑна пӗтерме пуҫличчен ертсе пырӗ.

12. Тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ мӗне сӑнласа парать тата мӗншӗн ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ?

12 Иоанн апостол та Туррӑн халӑхӗ пурӑнакан ҫӗрсене тытса тӑракан державӑсем ҫинчен ҫырса панӑ. Иоанн курнӑ курӑнура ҫав державӑсене ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑк сӑнласа парать. Ҫиччӗмӗш пуҫӗ вӑл — Англипе Америка держави. Ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен курӑнура тискер кайӑкӑн урӑх пуҫсем пуласса кӑтартман. Апла ҫиччӗмӗш пуҫӗ Христоспа унӑн пӗлӗтри ҫарӗ ҫак тискер кайӑка пӗтериччен ертсе пырӗ (Ӳлӗм. 13:1, 2; 17:13, 14) *.

ҪУРҪӖР ПАТШИ КӖҪЕХ МӖН ТӐВӖ?

13, 14. «Магог ҫӗрӗнчи Гог» кам вӑл тата Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнма ӑна мӗн хистеме пултарӗ?

13 Иезекииль кӗнеки ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патшине тӗп тӑвас умӗн мӗн пулма пултарассине ӑнланма пулӑшать. Иезекииль 38:10—23; Даниил 2:43—45; 11:44—12:1; Ӳлӗмхине 16:13—16, 21 сӑвӑ йӗркисенче пӗр ӗҫсемех ҫинчен ҫырса панӑ пулмалла. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулсан, кӗҫех акӑ мӗнле событисем пулма пултараҫҫӗ.

14 Хӑрушла асап пуҫлансан кӑшт вӑхӑт иртсен «ҫӗр ҫинчи пур патша та» халӑхсен пӗрлешӗвне тӑвӗ (Ӳлӗм. 16:13, 14; 19:19). Библире ҫав пӗрлешӳ ҫинчен «Магог ҫӗрӗнчи Гог» тенӗ (Иез. 38:2). Вӑл Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑнӗ те ӑна тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтерме хӑтланӗ. Мӗншӗн? Ҫав вӑхӑт ҫинчен ҫырса панӑ чухне Иоанн апостол Туррӑн халӑхӗн тӑшманӗсем ҫине тем пысӑкӑш пӑр ҫӑвӗ тенӗ (Ӳлӗм. 16:21). Ҫав пӑр Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑрушӑ приговор пӗлтернине сӑнласа парать пулас. Тен, ҫавӑнпа Магог ҫӗрӗнчи Гог Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнӗ те.

15, 16. а) Даниил 11:44, 45 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле событисем ҫинчен ҫырнӑ пулас? ӑ) Ҫурҫӗр патшипе тата Магог ҫӗрӗнчи Гог шутне кӗрекен ытти халӑхсемпе мӗн пулӗ?

15 Тен, Даниил 11:44, 45 сӑвӑ йӗркисенче те (вуласа парӑр) Турӑ халӑхӗ хӑрушӑ приговор пӗлтерни ҫинчен тата Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнни ҫинчен ҫырнӑ. Унта «тухӑҫран та ҫурҫӗртен ҫитнӗ хыпарсем ӑна [ҫурҫӗр патшине] хӑратса пӑрахӗҫ те, вӑл, урса кайса, ҫавӑнталла ҫул тытӗ, аркатӗ, ҫӗмӗрӗ вара, нумайӑшне тӗп тӑвӗ» тенӗ. «Нумайӑшӗ» Иеговӑн ӗҫлекенӗсене пӗлтерет пулас. Даниил ҫак сӑвӑ йӗркисенче Туррӑн халӑхӗ ҫине юлашки хут хаяррӑн тапӑнни ҫинчен калать пулмалла *.

16 Ҫурҫӗр патшипе ытти патшасем Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнни Иеговӑна питӗ тарӑхтарса ярӗ, вара Армагеддон вӑрҫи пуҫланӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16). Ун чухне ҫурҫӗр патши тата Магог ҫӗрӗнчи Гог шутне кӗрекен ытти халӑхсем хӑйсен вӗҫӗ тӗлне ҫитсе тӑрӗҫ, вӗсене никам та пулӑшмӗ (Дан. 11:45).

Армагеддон вӑрҫи вӑхӑтӗнче Иисуспа унӑн пӗлӗтри ҫарӗ Сатанан усал тӗнчине пӗтерсе Туррӑн халӑхне ҫӑлӗ (17-мӗш абзаца пӑхӑр)

17. Даниил 12:1-мӗшӗнче асӑннӑ «аслӑ пуҫлӑх» Михаил кам вӑл? Вӑл халӗ мӗн тӑвать тата кӗҫех мӗн тӑвӗ?

17 Ҫурҫӗр патшипе ун майлисене мӗнле тӗп тӑвасси ҫинчен тата эпир мӗнле ҫӑлӑнасси ҫинчен Даниил кӗнекинчи тепӗр сӑвӑ йӗркинчен ытларах пӗлме пулать. (Даниил 12:1 вуласа парӑр.) Ҫак сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? Михаил вӑл — пирӗн Патшан, Иисус Христосӑн, тепӗр ячӗ. 1914 ҫулта ҫӳлти Патшалӑхӑн Патши пулса тӑнӑранпа вӑл Туррӑн халӑхне хӳтӗлесе тӑрать. Кӗҫех вӑл Армагеддон вӑрҫинче Турӑ халӑхӗн хутне кӗрӗ те хӑйӗн пур тӑшманне те пӗтерӗ. Ҫак вӑрҫӑпа Даниил кӗнекинче «пӗр халӑх та курман-пӗлмен хӗн-асап вӑхӑчӗ» текен тапхӑр вӗҫленӗ. Ӳлӗмхине кӗнекере ҫак тапхӑр пирки «пысӑк асап» тенӗ (Ӳлӗм. 6:2; 7:14).

СИРӖН ЯТА «КӖНЕКЕНЕ» ҪЫРСА ХУРӖҪ-И?

18. Мӗншӗн эпир малашлӑха шанчӑкпа пӑхатпӑр?

18 Эпир малашлӑха шанчӑкпа пӑхатпӑр, мӗншӗн тесен Даниил та, Иоанн та хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иеговӑпа Иисус хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑлса хӑварӗҫ тенӗ. Даниил пророкла каланӑ тӑрӑх, «кӗнекене ҫырса хунисем пурте» ҫӑлӑнса юлӗҫ (Дан. 12:1). Пирӗн ята ҫак «кӗнекене» ҫырса хуччӑр тесен мӗн тумалла? Пирӗн Иисуса, «Турӑ Путеккине», ӗненнине ӗҫпе кӑтартмалла (Иоанн 1:29). Пирӗн хамӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗмелле (1 Петр 3:21). Ҫавӑн пекех пирӗн Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑмалла, урӑхла каласан, ыттисене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тумалла.

19. Пирӗн халех мӗн тумалла тата мӗншӗн?

19 Пирӗн халех Иеговӑпа унӑн организацине шанма вӗренмелле, халех Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑмалла. Ҫапла тусан эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патшине тӗп тунӑ чухне ҫӑлӑнса юлӑпӑр.

149-МӖШ ЮРӐ Ҫӗнтерӳ юрри

^ 5 абз. Хальхи вӑхӑтра кам вӑл «ҫурҫӗр патши» тата вӑл мӗнле тӗп пулӗ? Ҫакна пӗлни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ тата хӑрушла асап вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ.