Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

21-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова панӑ парнесемшӗн эсир пархатарлӑ-и?

Иегова панӑ парнесемшӗн эсир пархатарлӑ-и?

«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Эсӗ темӗн чухлех тунӑ» (ПС. 39:6).

5-МӖШ ЮРӐ Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Псалом 39:6-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пире мӗнле парнесем панӑ тата мӗншӗн пирӗн вӗсем ҫинчен шухӑшламалла?

ИЕГОВА — уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑ. Вӑл пире панӑ парнесем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл пире чаплӑ кил, Ҫӗр чӑмӑрне, парнеленӗ, тӗлӗнмелле тунӑ пуҫ мимине тата хӑйӗн Сӑмахне, Библие, панӑ. Ҫак парнесене пула пирӗн пурӑнмалли вырӑн пур, эпир шухӑшлама тата ҫынсемпе хутшӑнма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултаратпӑр. (Псалом 39:6 вуласа парӑр.)

2 Ҫак статьяра эпир ҫак виҫӗ парне ҫинчен калаҫӑпӑр. Мӗн чухлӗ ытларах эпир вӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсене хаклатпӑр. Тата ҫак парнесем ҫинчен шухӑшласан пирӗн хамӑрӑн юратакан Турра, Иеговӑна, ытларах та ытларах савӑнтарас килӗ (Ӳлӗм. 4:11). Унсӑр пуҫне, ҫак статьяри шухӑшсем пире эволюцие ӗненекен ҫынсемпе калаҫма хатӗрлӗҫ.

ПИРӖН ЧАПЛӐ КИЛ

3. Ҫӗр ытти планетӑсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

3 Турӑ пирӗн киле, Ҫӗре, мӗнле тунинчен унӑн ӑслӑлӑхӗ курӑнса тӑрать (Рим 1:20; Евр. 3:4). Хӗвел системинче ытти планетӑсем те пур, анчах та Ҫӗр кӑна пурӑнма юрӑхлӑ.

4. Ҫӗре мӗнле тунинчен Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ мӗнле курӑнса тӑрать? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Ҫӗре космосра вӗҫекен караппа танлаштарма пулать. Анчах та ҫын тунӑ космос карапӗпе пирӗн планета хушшинче пысӑк уйрӑмлӑхсем пур. Сӑмахран, космонавтсене кислород, шыв, апат-ҫимӗҫ парса тӑмасан тата вӗсем карапран космоса нимӗн те кӑларса пӑрахмасан мӗн пулнӑ пулӗччӗ? Кӗҫех вӗсем вилнӗ пулӗччӗҫ. Ҫӗре илес пулсан вара унта миллиард-миллиард ҫынна тата чӗрчуна пурӑнмалӑх мӗн кирли веҫех пур — кислород та, шыв та, апат-ҫимӗҫ те нихӑҫан та пӗтмест. Ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ каяша космоса кӑларса пӑрахмаҫҫӗ пулсан та, ҫӗр ҫав-ҫавах илемлӗ те пурӑнма юрӑхлӑ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать-ши? Иегова Ҫӗре тунӑ чухне тӗлӗнмелле процессене пуҫарса янӑ. Вӗсене пула ҫӗр хӑйне хӑй тасатма пултарать тата ҫутҫанталӑкри ресурссем ҫӗнӗрен тулса пыраҫҫӗ. Ҫак процессенче Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ курӑнса тӑрать. Айтӑр вӗсенчен иккӗшне, кислород тата шыв ҫаврӑнӑшӗсене, кӗскен пӑхса тухар.

5. Кислород ҫаврӑнӑшӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗн ҫирӗплетсе парать?

5 Кислород вӑл — газ, унсӑрӑн пӗр ҫын та, пӗр чӗрчун та пурӑнаймасть. Ҫулталӑк хушшинче ҫынсемпе чӗрчунсене сывлама ҫӗр миллиард тоннӑна яхӑн кислород кирлӗ, сывланӑ чухне вара вӗсем кӑмрӑк йӳҫек газне кӑлараҫҫӗ. Ҫав-ҫавах кислород нихӑҫан та пӗтмест, кӑмрӑк йӳҫек газӗ те атмосферӑра ытлашши нумайланса каймасть. Мӗншӗн-ши? Мӗншӗн тесен Иегова шутласа кӑларма ҫук нумай ӳсентӑран тунӑ. Вӗсем пурте — тем пысӑкӑш йывӑҫсенчен пуҫласа шыври вӗтӗ курӑксем таранах — кӑмрӑк йӳҫек газне хӑйсен ӑшне илсе кислород кӑлараҫҫӗ. Кислород ҫаврӑнӑшӗ Иегова чӑнах та «пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те» парса тӑнине ҫирӗплетсе парать (Ап. ӗҫ. 17:24, 25).

6. Шыв ҫаврӑнӑшӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗн кӑтартса парать? (Ҫавӑн пекех « Шыв ҫаврӑнӑшӗ — Иеговӑн парни» рамкӑна пӑхӑр.)

6 Шыв ҫӗр ҫинче шӗвек тӑрать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Ҫӗр шӑп та лӑп кирлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ — вӑл Хӗвелтен ытлашши аякра та мар, ытлашши ҫывӑх та мар. Енчен те Ҫӗр Хӗвелпе кӑшт ҫеҫ ҫывӑхрах пулнӑ пулсассӑн пӗтӗм шыв пӑсланса пӗтнӗ пулӗччӗ. Вара пирӗн планета пурӑнма юрӑхсӑр пушхир пулса тӑрӗччӗ. Ҫӗр Хӗвелтен кӑшт ҫеҫ аяккарах пулнӑ пулсассӑн вара, пӗтӗм шыв шӑнса ларнипе Ҫӗр пысӑк пӑр катӑкӗ пулса тӑнӑ пулӗччӗ. Иегова Ҫӗре шӑп та лӑп кирлӗ вырӑна вырнаҫтарнине пула ҫутҫанталӑкра шыв пӗр вӗҫӗмсӗр ҫаврӑнса тӑма пултарать. Хӗвел ӑшӑтнине пула шыв пӑсланса хӑпарать те пӗлӗт пулать. Ҫулталӑк хушшинче пӑсланса хӑпарнӑ шыв калӑпӑшӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур кӳлӗри шывран та нумайрах. Пӑсланса хӑпарнӑ шыв атмосферӑра пӗр вунӑ кун тӑрать те юр е ҫумӑр пулса каялла ҫӗр ҫине анать. Ҫапла вара шыв океансене тата шыв тӑракан ытти вырӑнсене каялла таврӑнать, вара ҫак тӗлӗнмелле процесс ҫӗнӗрен пуҫланать. Шыв ҫаврӑнӑшӗнче Иеговӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ курӑнса тӑрать (Иов 36:27, 28; Еккл. 1:7).

7. Псалом 113:24-мӗшӗнче каланӑ парнешӗн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла?

7 Иеговӑна пирӗн чаплӑ планетӑшӑн тата унта мӗн пурришӗн пархатарлӑрах пулас тесен мӗн тумалла? (Псалом 113:24 вуласа парӑр.) Сӑмахран, Иегова мӗн туни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакӑ пире Иеговӑна вӑл пире панӑ парнесемшӗн кашни кун тав тума хавхалантарӗ. Ҫавӑн пекех тавралӑха таса тытмалла. Ҫакӑ та эпир Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартӗ.

ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ТУНӐ ПУҪ МИМИ

8. Мӗншӗн этем пуҫ мимийӗ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет?

8 Этем пуҫ мимийӗ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Амӑшӗ варӗнче ача пуҫ мимийӗ Иегова шутласа хунӑ йӗрке тӑрӑх аталанса пырать. Кашни минутра унра пин-пин ҫӗнӗ клетка пулса каять. Ученӑйсем каланӑ тӑрӑх, ҫитӗннӗ ҫын пуҫ мимийӗнче ҫӗр миллиарда яхӑн хӑйне евӗрлӗ клетка пур. Вӗсене нейронсем теҫҫӗ. Вӗсем пурте килограмм ҫурра яхӑн ҫеҫ таякан пуҫ миминче вырнаҫнӑ. Айтӑр пуҫ мимин хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсене пӑхса тухар.

9. Мӗншӗн калаҫас пултарулӑх пирки Турӑ панӑ парне тесе ҫирӗппӗн калама пулать?

9 Эпир калаҫма пултарни — тӗлӗнмелле пултарулӑх. Пӗр сӑмаха калама пуҫ мими чӗлхен, карланкӑн, тутан, янахӑн тата кӑкӑр кӑшкарӗн 100-е яхӑн мышцине ӗҫлеттерет. Эпир мӗн калани ӑнланмалла пултӑр тесен ҫав мышцӑсен йӗркепе ӗҫлемелле. 2019 ҫулта тухнӑ пӗр тӗпчев ӗҫӗнче тин кӑна ҫуралнӑ ачасем сӑмахсене уйӑрса илме пултараҫҫӗ тенӗ. Ученӑйсем унччен те ҫын мӗн ҫуралнӑранпа сӑмахсене уйӑрса илме тата чӗлхене вӗренме пултарать тесе шутланӑ. Ҫак тӗпчев ӗҫӗ вара вӗсен шухӑшӗсене ҫирӗплетсе панӑ. Чӑнах та, калаҫас пултарулӑх — Турӑ панӑ парне! (Тух. 4:11).

10. Калаҫас пултарулӑхшӑн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

10 Калаҫас пултарулӑхшӑн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? Тӗслӗхрен, эволюцие ӗненекен ҫынсене эпир хамӑр мӗншӗн Турра ӗненнине ӑнлантарса пама пултаратпӑр (Пс. 9:2; 1 Петр 3:15). Тен, вӗсем пире ҫӗр те, унта мӗн пурри те хӑйне хӑех пуҫланса кайнӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшӗҫ. Ҫак лару-тӑрура пире Библи тата ҫак статьяри хӑш-пӗр шухӑшсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Эпир ҫынна, вӑл итлеме хатӗр пулсан, мӗншӗн эпир Ҫут тӗнчене Иегова тунине ҫирӗп ӗненнине ӑнлантарса пама пултаратпӑр. Ҫакӑ эпир Иегова майлӑ тӑнине кӑтартса парӗ (Пс. 101:26; Ис. 40:25, 26).

11. Пуҫ мими тӗлӗнмелле япала пулнине тата мӗн кӑтартса парать?

11 Эпир астуса юлма пултарни те питӗ тӗлӗнтерет. Вун-вун ҫул каялла пӗр ученӑй каланӑ тӑрӑх, этем пуҫ мимийӗ 20 миллион кӗнекене кӗрекен информацие астуса юлма пултарать. Халӗ вара ҫын унтан та ытларах астуса юлма пултарать теҫҫӗ. Ҫакна пула пирӗн тепӗр тӗлӗнмелле пултарулӑх пур. Мӗнле пултарулӑх вӑл?

12. Эпир ӑса вӗренме пултарни пире чӗрчунсенчен мӗнле уйӑрса тӑрать?

12 Чӗрчунсемпе танлаштарсан ҫынсем кӑна нравственность нормисене тытса пыма тата унчченхи событисене тишкерсе ӑса вӗренме пултараҫҫӗ. Ҫавна пула эпир лайӑхланса пыма, хамӑр шухӑшсемпе ӗҫсене улӑштарма пултаратпӑр (1 Кор. 6:9—11; Кол. 3:9, 10). Ырӑпа усала уйӑрма пӗлес тесе эпир хамӑр совеҫе вӗрентме пултаратпӑр (Евр. 5:14). Эпир юратма, хӗрхенме тата ҫын хуйхине ӑнланма вӗренме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑран тӗрӗслӗх мӗн иккенне пӗлме пултаратпӑр.

13. Псалом 76:12, 13 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн астуса юлас пултарулӑхпа мӗнле усӑ курмалла?

13 Эпир астуса юлма пултарнӑшӑн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Майсенчен пӗри вӑл — Иегова пире мӗнле пулӑшнине тата йӑпатнине асра тытни. Вара эпир Иегова пире малашне те пулӑшасса шанса тӑрӑпӑр. (Псалом 76:12, 13 вуласа парӑр; 77:4, 7.) Тепӗр май вӑл — ыттисем пирӗншӗн тунӑ ырӑ ӗҫсене манманни тата ҫав ӗҫсемшӗн тав туни. Ученӑйсем каланӑ тӑрӑх, пархатарлӑ ҫынсем телейлӗрех. Унсӑр пуҫне, пирӗн Иегова пекех хӑш-пӗр япаласене манма пӗлмелле. Иегова пӗтӗмпех астуса юлма пултарать пулин те, эпир ӳкӗннине курсан вӑл пире каҫарать те пирӗн йӑнӑшсене манса каять (Пс. 24:7; 129:3, 4). Вӑл пирӗнтен те эпир хамӑра кӳрентерекенсене каҫарса вӗсен йӑнӑшӗсене манасса кӗтет (Матф. 6:14; Лука 17:3, 4).

Пуҫ мимишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесен пирӗн унпа тӗрӗс уса курмалла — Иеговӑна мухтава кӑлармалла (14-мӗш абзаца пӑхӑр) *

14. Иегова пире панӑ пуҫ мимишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла?

14 Иегова пире панӑ пуҫ мимишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесен пирӗн унпа тӗрӗс усӑ курмалла. Пирӗн Иеговӑна, ҫак парнене парнелекене, мухтава кӑлармалла. Хӑш-пӗрисем вара хӑйсен пуҫ мимипе тӗрӗс мар усӑ кураҫҫӗ — мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине хӑйсем палӑртса хураҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем хӑйсем мӗн тӑвас килнине тӑваҫҫӗ. Иегова вара пире тунӑ, ҫавӑнпа пирӗншӗн мӗн лайӑх, мӗн япӑх пулнине вӑл пирӗнтен лайӑхрах пӗлет (Рим 12:1, 2). Эпир Иеговӑна итлесе пурӑнни чуна канӑҫлӑх кӳрет (Ис. 48:17, 18). Ҫавӑн пекех эпир хамӑр мӗншӗн пурӑннине питӗ лайӑх ӑнланатпӑр — эпир ҫӳлти Аттемӗре, пире Пурнӑҫ Паракана, мухтава кӑларасшӑн тата ӑна савӑнтарасшӑн (Ытар. 27:11).

БИБЛИ — ХАКЛӐРАН ТА ХАКЛӐ ПАРНЕ

15. Иегова ҫынсене Библи панинчен унӑн юратӑвӗ мӗнле курӑнса тӑрать?

15 Библи вӑл — Турӑ панӑ хаклӑран та хаклӑ парне. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр ӑна ҫынсене хытӑ юратнӑран парнеленӗ. Библире Иегова чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене ҫырса панӑ, тӗслӗхрен: ҫынсем мӗнле пулса кайнӑ? Пурнӑҫ тӗллевӗ мӗнре-ши? Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ-ши? Иегова ҫак ыйтусен хуравӗсене ҫӗр ҫинчи хӑйӗн пур ачи те пӗлтӗр тет, ҫавӑнпа вӑл ӗмӗрсем хушши ҫынсене Библие тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗлхесем ҫине куҫарма хавхалантарнӑ. Хальхи вӑхӑтра тулли Библие е унӑн уйрӑм пайӗсене 3 000 ытла чӗлхепе вулама пулать. Урӑх нимӗнле кӗнекене те ҫавӑн пек нумай чӗлхе ҫине куҫарман. Библи — чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнеке. Кирек ӑҫта пурӑнсан та, кирек мӗнле чӗлхепе калаҫсан та, ҫынсенчен ытларахӑшӗ Библие тӑван чӗлхепе вулама пултарать. (« Библие Африкӑри чӗлхесем ҫине куҫарни» рамкӑна пӑхӑр.)

16. Матфей 28:19, 20 сӑвӑ йӗркисем тата илсе панӑ ытти сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Библишӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

16 Иегова пире Библи парнеленӗшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла? Пирӗн ӑна кашни кун вуламалла, мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла тата унта мӗн ҫырнипе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Ҫавӑн пекех эпир Библие хаклатпӑр пулсан, май килнӗ таран ытларах ҫынна ырӑ хыпар калама тӑрӑшӑпӑр (Пс. 1:1—3; Матф. 24:14; Матфей 28:19, 20 вуласа парӑр).

17. Ҫак статьяра эпир мӗнле парнесем ҫинчен калаҫрӑмӑр тата тепӗр статьяра эпир мӗн ҫинчен пӗлӗпӗр?

17 Ҫак статьяра эпир пирӗн чаплӑ кил — Ҫӗр ҫинчен, тӗлӗнмелле тунӑ пуҫ мими ҫинчен тата Туррӑн Сӑмахӗ, Библи, ҫинчен калаҫрӑмӑр. Иегова пире урӑх парнесем те панӑ, анчах вӗсем куҫа курӑнмаҫҫӗ. Ҫак чаплӑ парнесем ҫинчен эпир тепӗр статьяра калаҫӑпӑр.

12-МӖШ ЮРӐ Иегова — чи аслӑ Турӑ

^ 5 абз. Ҫак статья пире Иеговӑна пархатарлӑрах пулма тата вӑл панӑ парнесене хаклама пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пире Турра ӗненсех кайман ҫынсене хамӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса пама та пулӑшӗ.

^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. Ют ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынсене Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пӗлтерес тесе хӗрарӑм тӑван ют чӗлхе вӗренет.