Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене Хам шыраса тупӑп»

«Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене Хам шыраса тупӑп»

«Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене Хам шыраса тупӑп... ...Аманнин суранне ҫыхса ярӑп, чирлине тӗреклетӗп» (ИЕЗ. 34:11, 16).

105-МӖШ ЮРӐ Турӑ вӑл юрату

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн Иегова хӑйне аннепе танлаштарнӑ?

«ХӖРАРӐМ хӑйӗн ачине, кӑкӑр ачине, манать-и?» Иегова ҫак сӑмахсене Исаия пророк пурӑннӑ вӑхӑтра каланӑ. «Вӑл мансассӑн та Эпӗ сана манмӑп»,— тенӗ Турӑ хӑйӗн халӑхне (Ис. 49:15). Иегова хӑйне сайра-хутра ҫеҫ аннепе танлаштарнӑ. Анчах та ку хутӗнче вӑл шӑп ҫакӑн пек тӗслӗх илсе панӑ. Ҫак тӗслӗхпе вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартасшӑн пулнӑ: амӑшӗ хӑйӗн ачине епле хытӑ юратать, Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫавӑн пек хытӑ юратать. Жасмин * ятлӑ хӗрарӑм тӑван каланӑ тӑрӑх, ача ҫуралсан «амӑшӗ ӑна калама ҫук хытӑ юратать, ҫак юрату ҫулсем иртсен те сӳнмест». Кирек мӗнле анне те унпа килӗшет пулӗ.

2. Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен пӗри уншӑн ӗҫлеме пӑрахсан вӑл мӗн туять?

2 Иегова хӑйӗн ачисенчен пӗри ырӑ хыпар сарма тата тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнине курса питӗ кулянать. Кашни ҫул унӑн пин-пин ӗҫлекенӗ ырӑ хыпар сарма пӑрахать *. Ҫакӑ унӑн чӗрине мӗн тери хытӑ ыраттарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха.

3. Иегова мӗне чӑтӑмсӑррӑн кӗтет?

3 Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ пирӗн юратнӑ тӑвансем нумайӑшӗ каялла пухӑва таврӑнаҫҫӗ. Эпир ҫакӑншӑн питӗ савӑнатпӑр! Иегова ырӑ хыпар сарма тата пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ хӑйӗн ачисем пурте хӑй патне каялла таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет (1 Петр 2:25). Эпир те вӗсене питӗ кӗтетпӗр. Эпир ҫак тӑвансене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Ҫак ыйтӑва пӑхса тухас умӗн айтӑр мӗншӗн хӑш-пӗр тӑвансем ырӑ хыпар сарма тата пухусене ҫӳреме пӑрахнине пӗлер.

МӖНШӖН ХӐШ-ПӖРИСЕМ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ПӐРАХАҪҪӖ?

4. Хӑш-пӗр тӑвансемпе мӗн пулса тухнӑ?

4 Хӑш-пӗр тӑвансем ӗҫе пуҫӗпех кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Азире пурӑнакан Хань ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ питӗ нумай ӗҫлеме пуҫларӑм. Пуянрах пулсан мана Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫӑмӑлрах пулӗ тесе шутласа хама хам улталаттӑм. Ӗҫе пуҫӗпех путнӑран эпӗ час-часах тӗлпулусене сиктерме пуҫларӑм, юлашкинчен вара пачах ҫӳреме пӑрахрӑм. Чӑнах та, Сатана ҫак тӗнчепе усӑ курса ҫынсене майӗпен Иеговӑран пӑрса яма тӑрӑшать».

5. Йывӑрлӑхсем пирӗн тӑван ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

5 Тепӗр тӑвансем вара нумай йывӑрлӑх йӑтӑнса аннӑран хуйха ӳкеҫҫӗ. Англире пурӑнакан Энн ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн пилӗк ача. Хӑйӗн ҫинчен вӑл ҫапла каласа парать: «Ман кӗҫӗн ывӑл мӗн ҫуралнӑранпах йывӑр чирсемпе асапланать. Тепӗр ывӑлӑн вара психика чирӗ аталанса кайрӗ. Унсӑр пуҫне, хӗрсенчен пӗрне пухуран кӑларса ячӗҫ. Хуйха ӳкнӗрен эпӗ пухусене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма пӑрахрӑм». Энпа унӑн ҫемйине тата ҫакӑн пекех йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакан ытти тӑвансене эпир питӗ хӗрхенетпӗр.

6. Мӗншӗн христианин Колоссӑ 3:13-мӗшӗнчи канаша тытса тӑмасан пухӑва ҫӳреме пӑрахма пултарать?

6 Колоссӑ 3:13 (ҪТ) вуласа парӑр *. Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсене пухури тӑвансем питӗ кӳрентернӗ. Павел апостол хушӑран пирӗн пӗр-пӗрне ӳпкелеме чӑнах та сӑлтав пулма пултарать тенӗ. Тен, тӑвансене пула эпир тӗрӗсмарлӑха тӳсетпӗр. Ун пек чухне хамӑра асӑрхаса тӑмасан эпир усалланса кайма пултаратпӑр. Унтан та ытларах, Иеговӑн халӑхӗнчен те ютшӑнма пултаратпӑр. Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан Пабло ятлӑ арҫын тӑванпа шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Пухури хӑш-пӗр тӑвансем ӑна ҫылӑх тунӑ тесе суйса айӑпланӑ. Старейшинӑсем ҫав суяна ӗненнӗ, вара Пабло пухури тивӗҫсемсӗр тӑрса юлнӑ. «Эпӗ питӗ тарӑхса кайрӑм,— тет Пабло.— Ҫавӑнпа вӑхӑт иртнӗҫемӗн пухӑва ҫӳреме пӑрахрӑм».

7. Хӑйне пӗрмай айӑпласа ҫӳрекен тӑванпа мӗн пулса тухма пултарать?

7 Кам та пулин йывӑр ҫылӑх тунӑ пулсан, ӑна, тен, нумай вӑхӑт хушши совеҫӗ канӑҫ памасть. Вӑл хӑйне Турӑ урӑх юратмасть тесе те шутлама пултарать. Ҫакӑн пек тӑван ӳкӗннӗ пулсан та, ҫав-ҫавах ӑна хӑй Турӑшӑн ӗҫлеме тивӗҫлӗ мар пек туйӑнма пултарать. Франсиско ятлӑ арҫын тӑван хӑй мӗн туйни ҫинчен ҫапла калать: «Аскӑн ӗҫ тунӑшӑн старейшинӑсем мана хыттӑн асӑрхаттарчӗҫ. Малтан эпӗ пухӑва ҫӳрерӗм пулсан та, вӑхӑт иртнӗ май хуйха ӳкрӗм. Мана совесть асаплантаратчӗ. Эпӗ хама Туррӑн халӑхӗ хушшинче пулма тивӗҫлӗ мар тесе, Иегова мана каҫарман тесе шутлаттӑмччӗ. Юлашкинчен вара эпӗ ырӑ хыпар сарма та, тӗлпулусене ҫӳреме те пӑрахрӑм». Эпир куртӑмӑр ӗнтӗ, тӑвансем тӗрлӗ йывӑрлӑха пула Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахаҫҫӗ. Эсир ҫакӑн пек тӑвансем ҫине мӗнле пӑхатӑр? Эсир вӗсене хӗрхенетӗр-и? Иегова вара вӗсем ҫине мӗнле пӑхать?

ИЕГОВА ХӐЙӖН ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЕ ЮРАТАТЬ

Израильти кӗтӳҫӗ каялла илсе килнӗ путеке тӑрӑшсах пӑхать (8, 9 абзацсене пӑхӑр) *

8. Иегова уншӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене астӑвать-и? Ӑнлантарса парӑр.

8 Иегова вӑхӑтлӑха уншӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене тата вӗсем сӑваплӑ ӗҫре мӗн-мӗн тунине манмасть (Евр. 6:10). Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшнине кӑтартас тесе Исаия пророк ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн кӗтӗвне Вӑл кӗтӳҫӗ пекех сыхлӗ; путеккисене алли ҫине илӗ те кӑкӑрӗ умӗнче ҫӗклесе ҫӳрӗ» (Ис. 40:11). Хӑйӗн кӗтӗвӗнчи пӗр-пӗр сурӑх ҫӗтсе кайсан, Иегова, Аслӑ Кӗтӳҫӗ, мӗн туять-ши? Иисус ҫакна лайӑх ӑнлантарса панӑ, вӑл каланӑ: «Мӗнле шутлатӑр эсир? Пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӗсенчен пӗри ҫухалсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӑшне тусем хушшине хӑварса ҫухалнине шырама каймӗ-и вӑл? Чӑн калатӑп сире: ӑна тупсассӑн, уншӑн ҫав ҫын ҫухалман тӑхӑрвунӑ тӑхӑр сурӑхӗшӗн савӑннинчен ытларах савӑнӗ» (Матф. 18:12, 13).

9. Ӗлӗк-авал лайӑх кӗтӳҫӗ хӑйӗн сурӑхӗсене мӗнле пӑхнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

9 Мӗншӗн Иеговӑна кӗтӳҫӗпе танлаштарма пулать? Мӗншӗн тесен авалхи вӑхӑтра лайӑх кӗтӳҫӗ хӑйӗн сурӑхӗсене питӗ лайӑх пӑхнӑ. Тӗслӗхрен, Давид хӑйӗн кӗтӗвне арӑсланран та, упаран та хӳтӗленӗ (1 Патш. 17:34, 35). Лайӑх кӗтӳҫӗ кӗтӳре пӗр сурӑх ҫухалсан та ҫавна асӑрхать (Иоанн 10:3, 14). Ҫакӑн пек кӗтӳҫӗ хӑйӗн ытти сурӑхӗсене картана хупса хӑварӗ е вӗсене пӑхма урӑх кӗтӳҫӗсене ыйтӗ те ҫухалнӑ сурӑхне шырама кайӗ. Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен каласа панипе Иисус пӗр чӑнлӑха вӗрентесшӗн пулнӑ: «Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар» (Матф. 18:14).

Авалхи Израильти кӗтӳҫӗ шыраса тупнӑ сурӑхӑн суранне ҫыхса ярать (9-мӗш абзаца пӑхӑр)

ИЕГОВА ХӐЙӖН СУРӐХӖСЕНЕ ШЫРАТЬ

10. Иезекииль 34:11—16 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова ҫухалнӑ сурӑхсене мӗн тесе шантарать?

10 Иегова хӑйӗн сурӑхӗсене пурне те, ҫав шутрах кӗтӳрен уйрӑлса кайнисене те, юратать. Иезекииль пророк урлӑ Иегова эпӗ хамӑн сурӑхӑмсене шыраса тупӑп, вӗсене сывалма пулӑшӑп тесе шантарса каланӑ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑлас тесе мӗн тунине кӗтӳҫӗ ҫухалнӑ сурӑха ҫӑлас тесе мӗн тунипе танлаштарма пулать. (Иезекииль 34:11—16 вуласа парӑр.) Малтан кӗтӳҫӗ ҫухалнӑ сурӑха шыранӑ, шыраса тупма вара нумай вӑй хумалла пулнӑ, вӑхӑт та чылай кайма пултарнӑ. Сурӑха шыраса тупсан ӑна каялла кӗтӗве йӑтса килнӗ. Сурӑх аманнӑ е выҫӑпа вӑйсӑрланнӑ пулсан, кӗтӳҫӗ унӑн суранӗсене ҫыхса янӑ, ӑна ҫитернӗ тата хулпуҫҫийӗ ҫине хурса йӑтса ҫӳренӗ. Старейшинӑсен те, Туррӑн кӗтӗвне пӑхакан кӗтӳҫӗсен, пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене пулӑшас тесе ҫаплах тумалла (1 Петр 5:2, 3). Вӗсем ҫакӑн пек тӑвансене шыраҫҫӗ, шыраса тупсан вара вӗсемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшаҫҫӗ: пухӑва таврӑнма тата Иеговӑпа каллех ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ *.

11. Лайӑх кӗтӳҫӗ мӗн асра тытнӑ?

11 Лайӑх кӗтӳҫӗ сурӑхсем ҫухалса кайма пултарнине асра тытнӑ. Ҫакӑн пекки пулса тухсан кӗтӳҫӗ сурӑха хӗнемен. Айтӑр Туррӑн ӗҫне вӑхӑтлӑха тума пӑрахнӑ хӑш-пӗр ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар та Иегова вӗсене мӗнле пулӑшнине курар.

12. Иегова Ионӑпа хӑйне мӗнле тытнӑ?

12 Иегова Ионӑна Ниневие кайма хушнӑ, лешӗ вара ӑна итлемен. Ҫав-ҫавах Иегова ӑна сирсе яман. Иегова лайӑх кӗтӳҫӗ, ҫавӑнпа вӑл Ионӑна ҫӑлнӑ тата хӑй мӗн хушнине тума вӑй панӑ (Иона 2:7; 3:1, 2). Каярахпа Иегова Ионӑна ҫын пурнӑҫӗ мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланма пулӑшнӑ (Иона 4:10, 11). Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Старейшинӑсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансем ҫине ал сулмаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем мӗншӗн ҫапла пулса тухнине ӑнланма тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑван Иегова патне каялла таврӑнсан вара старейшинӑсем малалла та уншӑн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

13. 72-мӗш Псалома ҫыраканӗпе Иегова хӑйне мӗнле тытнӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр?

13 72-мӗш Псалома хайлаканне усал ҫынсен ӗҫӗсем ӑнса пынӑ пек туйӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл хуйха ӳкнӗ. Вӑл Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнинчен усси пур-ши тесе иккӗленме пуҫланӑ (Пс. 72:12, 13, 16, 17). Иегова унпа хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл ӑна айӑпламан. Унтан та ытларах, Иегова унӑн сӑмахӗсене Библире ҫырса хума хавхалантарнӑ. Юлашкинчен псалом ҫыраканӗ ҫакна ӑнланса илнӗ: Туррӑн тусӗ пулни — пурнӑҫра чи лайӑххи (Пс. 72:23, 24, 26, 28). Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Пӗр-пӗр тӑван Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрассинчен усси пур-ши тесе иккӗленме пуҫласан, старейшинӑсем ӑна айӑплама васкамаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем мӗншӗн вӑл ҫапла шутлама пуҫланине ӑнланма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ вӗсем тӑвана Библири сӑмахсемпе хавхалантарма пултарӗҫ.

14. Мӗншӗн Илияна пулӑшмалла пулнӑ тата Иегова ҫакна мӗнле тунӑ?

14 Илия пророк Иезавельтен хӑраса ӳкнипе пушхире тарнӑ (3 Патш. 19:1—3). Илия хӑйсӗр пуҫне пӗр пророк та юлман тата хӑй Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни усӑсӑр тесе шутланӑ. Питӗ хытӑ куляннӑран унӑн пурӑнас та килмен (3 Патш. 19:4, 10). Иегова Илияна пӗртте айӑпламан. Вӑл ӑна эсӗ пӗччен мар тесе шантарнӑ, ман ҫине шан, эсӗ маншӑн тата нумай тума пултаратӑн тенӗ. Илия хӑйне мӗн кулянтарни ҫинчен каласа панӑ чухне Иегова ӑна тимлӗ итленӗ, унтан вара ӑна ҫӗнӗ ӗҫ шанса панӑ (3 Патш. 19:11—16, 18). Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн пурин те, уйрӑмах старейшинӑсен, Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе ырӑ пулмалла. Пӗр-пӗр тӑван хӑй мӗн туйни ҫинчен каласа панӑ чухне унӑн сӑмахӗсенчен вӑл тарӑхни-кӳренни курӑнма пултарать е ҫак тӑван хӑйне Иегова нихӑҫан та каҫармасть теме пултарать. Ҫакӑн пек чухне те старейшинӑсем ӑна тимлӗ итлеҫҫӗ тата Иегова ӑна юратать тесе шантараҫҫӗ.

ИЕГОВӐН ҪУХАЛНӐ СУРӐХӖСЕМ ҪИНЕ ПИРӖН МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?

15. Иоанн 6:39-мӗшӗ тӑрӑх, Иисус хӑйӗн Ашшӗн сурӑхӗсем ҫине мӗнле пӑхнӑ?

15 Иеговӑн ҫухалнӑ сурӑхӗсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет? Ҫакна Иисус лайӑх кӑтартса панӑ. Вӑл Иегова хӑйӗн пур сурӑхне те питӗ хакланине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл «Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсене» Иегова патне таврӑнма пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ (Матф. 15:24; Лука 19:9, 10). Иисус, «ырӑ кӗтӳҫӗ», Иеговӑн сурӑхӗсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн пулман (Иоанн 6:39 вуласа парӑр; 10:11).

16, 17. Старейшинӑсен Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пулӑшмалла? (« Вӗсем мӗн туяҫҫӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

16 Павел апостол Эфесри старейшинӑсене Иисус пек пулма хавхалантарнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Халсӑррисене пулӑшса тӑмаллине, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр сӑмахне асра тытса тӑма кирлине сире пур ӗҫпе те кӑтартса патӑм — Вӑл Хӑй ҫапла: „илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать“ тенӗ» (Ап. ӗҫ. 20:17, 35). Ҫак сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, старейшинӑсене яваплӑ ӗҫ шанса панӑ — вӗсен Турӑ халӑхӗшӗн тӑрӑшмалла. «Иегова хӑйӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсемшӗн мӗн тери тӑрӑшни ҫинчен шухӑшланӑ чухне манӑн та вӗсене чун-чӗререн пулӑшас килет,— каласа парать Испанире пурӑнакан Сальвадор ятлӑ старейшина.— Эпӗ пӗлетӗп, Иегова манран шӑп ҫакна кӗтет те».

17 Ҫак статьяра асӑннӑ тӑвансене пурне те Иегова патне таврӑнма пулӑшнӑ. Ҫапах та Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ, анчах та ун патне каялла таврӑнас текен тӑвансем татах пур. Ҫак тӑвансене эпир мӗнле пулӑшма пултарнине тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

^ 5 абз. Мӗншӗн Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ хӑш-пӗр тӑвансем ырӑ хыпар сарма тата тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ? Иегова вӗсем ҫине мӗнле пӑхать? Хуравӗсене эпир ҫак статьяран пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйӗн патне каялла таврӑнма мӗнле пулӑшнине тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 1 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Пӗр-пӗр тӑван ултӑ уйӑх е ытларах вӑхӑт хушши отчет памасть пулсан, вӑл ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хыпарҫӑ шутланать. Ҫав-ҫавах ҫакӑн пек хыпарҫӑсем пирӗн тӑвансем пулма пӑрахмаҫҫӗ, эпир вӗсене унчченхи пекех юрататпӑр.

^ 6 абз. Колоссӑ 3:13, ҪТ: «Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗрин теприне ӳпкелеме сӑлтав пур пулсассӑн — каҫарӑр. Иегова хӑвӑра чунтан каҫарнӑ пек эсир те пӗр-пӗрне чунтан каҫарӑр».

^ 10 абз. Старейшинӑсен ҫакна мӗнле тумаллине тепӗр статьяра ӑнлантарса панӑ.

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Авалхи Израильте сурӑх ҫухалсан кӗтӳҫӗ пӑшӑрханнӑ, ҫавӑнпа ӑна шыраса тупса каялла кӗтӗве илсе килнӗ. Хальхи вӑхӑтра Туррӑн кӗтӗвне пӑхакан старейшинӑсем ҫаплах тӑваҫҫӗ.

^ 65 абз. ӲКЕРЧӖК. Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ хӗрарӑм тӑван автобусра ларнӑ чухне икӗ Свидетель савӑнӑҫлӑн ырӑ хыпар сарнине курать.