Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

24-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет»

«Чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет»

«Чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, Сана пӗтӗм кӑмӑлтан мухтавлам» (ПС. 85:11, 12).

7-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн вӑй-хӑват

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. «Турӑран хӑрани» тенине мӗнле ӑнланмалла тата Турра юратакансен мӗншӗн Турӑран хӑрамалла?

ХРИСТИАНСЕМ Турра юратаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем унран хӑраҫҫӗ те. Хӑшӗ-пӗрисене ҫакӑ хирӗҫле япаласем пек туйӑнма пултарать, анчах та кунта Турӑран хӑраса-чӗтресе тӑни ҫинчен сӑмах пымасть. Турӑран хӑракан ҫынсем ӑна чун-чӗререн хисеплеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ҫӳлти Ашшӗне хурлантарасшӑн мар, мӗншӗн тесен вӗсем унпа хӑйсем хушшинчи туслӑха упраса хӑварасшӑн (Пс. 110:10; Ытар. 8:13).

2. Ҫак статьяра эпир Псалом 85:11-мӗшӗнче ҫырнӑ сӑмахсемпе ҫыхӑннӑ мӗнле икӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр?

2 Псалом 85:11 вуласа парӑр. Давид патша Турӑран хӑрамаллине питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Айтӑр Давид кӗллинчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, мӗншӗн пирӗн Турӑран хӑрамаллине пӗлӗпӗр. Иккӗмӗшӗнчен, Туррӑн ятне чун-чӗререн хисепленине мӗнле кӑтартмаллине сӳтсе явӑпӑр.

МӖНШӖН ПИРӖН ТУРРӐН ЯТНЕ ЧУН-ЧӖРЕРЕН ХИСЕПЛЕМЕЛЛЕ?

3. Мӗнле событине пула Моисей Иеговӑн ятне чун-чӗререн хисепленӗ пулас?

3 Хорив тӑвӗ ҫинче Иегова Моисее хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ чухне Моисей мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле япала пулнӑ, ун пеккине ҫынсем Иисус ҫӗр ҫине киличчен те курман пулӗ. Моисей ҫак сӑмахсене, тен, ангел каланӑ ҫак сӑмахсене, илтнӗ: «Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, тӳрӗлӗхе упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен кӑтартса тӑракан, айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан» (Тух. 33:17—23; 34:5—7). Моисей Иеговӑн ятне каланӑ чухне кашнинчех ҫак тӗлӗнмелле событине аса илнӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та вӑл Туррӑн халӑхне Иеговӑн «мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса» тӑмалла тесе калани пӗртте тӗлӗнтермест (Сак. аст. 28:58).

4. Иеговӑна тата ытларах хисеплес тесен мӗн тумалла?

4 Иеговӑн ячӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне Иегова мӗнле Турӑ пулни ҫинчен шухӑшлани те лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Пирӗн Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен — унӑн вӑйӗ, ӑслӑлӑхӗ, тӗрӗслӗхӗ, юратӑвӗ тата ытти лайӑх енӗсем ҫинчен — шухӑшламалла. Вара эпир ӑна тата та ытларах хисеплеме пуҫлӑпӑр (Пс. 76:12—16).

5, 6. а) Иеговӑн ячӗ мӗне пӗлтерет? ӑ) Тухни 3:13, 14 тата Исаия 64:8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе мӗн тӑвать?

5 Иеговӑн ячӗ ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр? Нумай тӗпчевҫӗ шутланӑ тӑрӑх, Иеговӑн ячӗ «вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ Иеговӑна хӑйӗн ирӗкне тума никам та чарма пултарайманнине аса илтерет. Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе мӗн тӑвать?

6 Иегова хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама хӑй кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑрать. (Тухни 3:13, 14 вуласа парӑр.) «Эпӗ Ӗмӗрех Пурри» текен сӑмахсене «Эпӗ кам пулас тетӗп, ҫавӑ пулса тӑрӑп» тесе те куҫарма пулать. Пирӗн публикацисенче час-часах Иеговӑн ҫак чаплӑ енӗ ҫинчен шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, ҫылӑхлӑ ҫынсене, кам пулса тӑмалла, ҫавӑ пулса тӑма пулӑшать, вара вӗсем уншӑн ӗҫлеме тата унӑн ирӗкне тума пултараҫҫӗ. (Исаия 64:8 вуласа парӑр.) Апла, Иеговӑна хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлама нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть (Ис. 46:10, 11).

7. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр мӗн тунишӗн пуриншӗн те пархатарлӑрах пулас тесен мӗн тумалла?

7 Эпир пирӗн ҫӳлти Атте мӗн туни ҫинчен тата ӑна пула эпир мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑншӑн пуриншӗн те пархатарлӑрах пулса пырӑпӑр. Тӗслӗхрен, Иегова Ҫут тӗнчере мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшланӑ чухне вӑл мӗн чухлӗ вӑй хунине куратпӑр, ҫакӑ вара тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет (Пс. 8:4, 5). Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн пире кам пулса тӑма пулӑшни ҫинчен шухӑшласан вара, эпир ӑна тата та ытларах хисеплеме пуҫлатпӑр. Туррӑн ячӗ чӑнах та ҫӳҫентерсе ярать! Ҫак ятпа пирӗн ҫӳлти Аттемӗрӗн паха енӗсем, вӑл унччен мӗн туни тата пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫыхӑннӑ (Пс. 88:8, 9).

«ҪӲЛХУҪАМӐР ЯТНЕ АСЛӐЛАТӐП»

Моисей израильтянсене Туррӑн ячӗ ҫинчен тата Иегова мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен вӗрентнӗ. Ҫакӑ вӗсене хавхалантарнӑ (8-мӗш абзаца пӑхӑр) *

8. Саккуна астутарни 32:2, 3 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн Иеговӑн ячӗ ҫине мӗнле пӑхмалла?

8 Израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн Иегова Моисее пӗр юррӑн сӑмахӗсене вӗрентнӗ (Сак. аст. 31:19). Моисейӗн вара ҫак юрра халӑха вӗрентмелле пулнӑ. Ҫак юррӑн сӑмахӗсене Саккуна астутарни 32-мӗш сыпӑкра вулама пулать. (Саккуна астутарни 32:2, 3 вуласа парӑр.) Эпир 2-мӗшпе 3-мӗш сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшласан Иегова хӑйӗн ячӗ ҫине мӗнле пӑхнине куратпӑр. Вӑл хӑйӗн ятне ыттисем ан пытарччӑр тет тата ӑна калама вӑл ытла та сӑваплӑ тесе ан шутлаччӑр тет. Пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн ятне пурте пӗлччӗр тет! Моисей Иегова ҫинчен тата унӑн мухтавлӑ ячӗ ҫинчен вӗрентнине илтсен израильтянсем мӗн тери савӑннӑ пулӗ! Моисей каланӑ сӑмахсем израильтянсемшӗн «калча ҫине ҫӑвакан йӗпхӳ ҫумӑр пек» пулнӑ — ҫак сӑмахсем вӗсене хавхалантарнӑ тата вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Эпир ыттисене мӗнле вӗрентни ҫинчен ҫаплах калама пулать-и?

9. Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

9 Килрен киле е халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир Библирен Туррӑн ятне кӑтартма пултаратпӑр. Тата эпир ҫынсене пирӗн публикацисене пама, видеороликсене кӑтартма тата пирӗн сайтри материалсене вулама сӗнме пултаратпӑр. Ҫакӑ веҫех Иеговӑна мухтава кӑларать. Ӗҫре, шкулта е отпуск вӑхӑтӗнче эпир хамӑрӑн юратнӑ Турӑ ҫинчен тата унӑн паха енӗсем ҫинчен каласа пама тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, ҫынсене Иегова ҫӗр пирки тата этемлӗх пирки мӗн шутласа хуни ҫинчен каласа пама пулать. Вара вӗсем Иегова ҫынсене мӗн тери хытӑ юратнине курма пултараҫҫӗ. Пире юратакан Аттемӗр ҫинчен каласа парса эпир унӑн ятне сӑваплӑ тума пулӑшатпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен ҫынсем унччен хӑйсене Турӑ ҫинчен тӗрӗс мар вӗрентнине курма пултараҫҫӗ. Эпир калакан ҫак чӑнлӑхсем ҫынсене чӑн-чӑн савӑнӑҫ кӳме пултараҫҫӗ (Ис. 65:13, 14).

10. Мӗншӗн пирӗн Библи вӗренекенсене Туррӑн саккунӗсене вӗрентнипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар?

10 Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне эпир ӑна Туррӑн ятне пӗлтеретпӗр тата Турра ятран чӗнме хавхалантаратпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Библи вӗренекене Иеговӑна лайӑх пӗлме пулӑшасшӑн. Ҫакна тӑвас тесе ҫынна Туррӑн саккунӗсемпе унӑн нормисене каласа пани ҫителӗклӗ-ши? Библи вӗренекен ҫын Туррӑн саккунӗсене лайӑх пӗлме пултарать, вӗсем ӑна килӗшме те пултараҫҫӗ. Анчах вӑл Иеговӑна пӑхӑнасса та ӑна юратнӑран пӑхӑнса пурӑнӗ-и? Адампа Евӑна аса илӗр-ха. Вӗсем иккӗшӗ те Туррӑн саккунне пӗлнӗ, анчах та ҫав саккуна Паракана чун-чӗререн юратман (Пулт. 3:1—6). Акӑ мӗншӗн пирӗн Туррӑн саккунӗсемпе нормисене вӗрентнипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар.

11. Ҫынсене Туррӑн саккунӗсене вӗрентнӗ чухне ҫак саккунсене Паракана та юратма пулӑшас тесен мӗн тумалла?

11 Иеговӑн саккунӗсемпе нормисем пирӗншӗн яланах усӑллӑ (Пс. 118:97, 111, 112). Анчах та Библи вӗренекенсем ҫакна тӳрех ӑнланмасан та пултараҫҫӗ. Вӗсен Турӑ ҫак саккунсене юратнӑран панине ӑнланса илмелле. Ҫавӑнпа та эпир вӗренекенсене ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Сан шутпа, мӗншӗн Иегова ҫакна тума юрать, ҫакна вара тума юрамасть тесе каланӑ? Ҫакӑнтан эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?» Эпир Библи вӗренекенсене Иегова мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен шухӑшлама тата унӑн ятне юратма вӗрентсессӗн вӗсен чӗрине пырса тивме пултарӑпӑр. Вара вӗсем саккунсене кӑна мар, ҫак саккунсене Паракана та юратӗҫ (Пс. 118:68). Ҫакӑ вӗсене Турра хытӑрах ӗненме тата пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ (1 Кор. 3:12—15).

ЭПИР «ҪӲЛХУҪА ТУРРӐМӐР ЯЧӖПЕ ҪӲРӖПӖР»

Пӗррехинче Давидӑн чӗри пайланса кайнӑ (12-мӗш абзаца пӑхӑр)

12. Мӗншӗн пӗррехинче Давидӑн чӗри пайланса кайнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

12 Псалом 85:11-мӗшӗнче Давид патша пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем ҫырнӑ. Вӑл Иеговӑран «чӗреме... ҫирӗплет» тесе ыйтнӑ. Давид чӗре ҫӑмӑллӑнах пайланса кайма пултарнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Пӗррехинче вӑл ҫурт тӑрринчен ют ҫын арӑмӗ ҫӑвӑннине курнӑ. Ҫав самантра Давидӑн чӗри ҫирӗп пулнӑ-и е унӑн чӗри пайланса кайнӑ-и? Вӑл Иеговӑн саккунне — «ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан» текен саккуна — пӗлнӗ (Тух. 20:17). Ҫапах та Давид ҫав хӗрарӑм ҫине пӑхма пӑрахман. Унӑн чӗри пайланса кайнӑ: пӗр енчен унӑн Иеговӑна юраса пурӑнас килнӗ, тепӗр енчен унӑн ҫав хӗрарӑмпа, Вирсавипе, пулас килсе кайнӑ. Давид Иеговӑна юратнӑ тата унран хӑранӑ пулсан та, хӑйӗн кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайнӑ. Вара вӑл тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑнӑ. Давид Иеговӑн ятне вараланӑ тата ӑна пула айӑпсӑр ҫынсем, ҫав шутрах унӑн килтисем те, асапланнӑ (2 Патш. 11:1—5, 14—17; 12:7—12).

13. Давидӑн чӗри каллех ҫирӗп пулса тӑнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

13 Иегова Давида вӑл мӗн тери усал ӗҫ тунине ӑнланса илме пулӑшнӑ. Ҫавна пула Давид хӑйпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма пултарнӑ (2 Патш. 12:13; Пс. 50:4—6, 19). Вӑл чӗре пайланса кайни мӗн тери пысӑк инкек кӳнине асра тытнӑ. Псалом 85:11-мӗшӗнчи сӑмахсене тепӗр майлӑ ҫапла калама пулать: «Манӑн пайланса кайнӑ чӗреме ҫирӗплет». Иегова Давидӑн чӗрине ҫирӗплетнӗ-и? Ҫакна каярахпа Турӑ Сӑмахӗнче Давид пирки мӗн ҫырнинчен курма пулать, ун пирки «вӑл пӗтӗм чӗререн Ҫӳлхуҫа Турра парӑннӑ» тенӗ (3 Патш. 11:4; 15:3).

14. Пирӗн хамӑртан мӗн ыйтмалла тата мӗншӗн?

14 Давид тӗслӗхӗ хавхалантарать те, асӑрхаттарать те. Вӑл пысӑк ҫылӑх туни Туррӑн ӗҫлекенӗсемшӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх. Эпир Иеговӑшӑн тин кӑна ӗҫлеме пуҫланӑ-и е нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑратпӑр-и, пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Сатанана хамӑн чӗрене пайласа яма парас мар тесе эпӗ пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатӑп-и?»

Сатана сирӗн чӗрене тӗрлӗ майпа пайласа яма тӑрӑшӗ. Ӑна ҫакна тума ан парӑр! (15, 16 абзацсене пӑхӑр) *

15. Эпир Турра пӗтӗм чӗререн хисеплетпӗр пулсан, аскӑн шухӑшсене вӑратакан ӳкерчӗксене курсассӑн мӗн тӑвӑпӑр?

15 Сӑмахран, эсир телевизорпа е интернетра аскӑн шухӑшсене вӑратакан ӳкерчӗке е видео курсан мӗн тӑватӑр? Тен, эсир ку порнографи мар вӗт тесе шутласа илме пултаратӑр. Анчах та Сатана ҫак лару-тӑрупа усӑ курса сирӗн чӗрене пайласа яма пултарать (2 Кор. 2:11). Ҫакӑн пек ӳкерчӗксене тимӗр савӑлпа танлаштарма пулать. Унпа пысӑк пӗренене ҫурма пулать. Малтан савӑла пӗрене ӑшне ҫапса хураҫҫӗ, унтан ӑна шаларах та шаларах ҫапса кӗртеҫҫӗ те — пӗрене ҫурӑлса каять. Тӗрӗс мар шухӑшсене вӑратакан ӳкерчӗксем христианиншӑн ҫакӑн пек савӑл пекех пулса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫавнашкал ӳкерчӗксем япӑх мар пек туйӑнма пултараҫҫӗ пулсан та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсене пула пирӗн чӗре пайланса кайма пултарать, вара эпир Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑх тума пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та хамӑр чӗрене нимӗнле юрӑхсӑр япалана та кӗртер мар! Вара эпир Иеговӑна пӗтӗм чӗререн хисеплесе пурӑнма пултарӑпӑр.

16. Пире мӗн те пулин илӗртет пулсан, эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр?

16 Сатана пире урӑх майсемпе те тӗрӗс мар ӗҫсем тума хӗтӗртет. Ҫавӑн пек чухне вара эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр? Тен, эпир хамӑр тӑвас тенӗ ӗҫсенче ним япӑххи те ҫук тесе шутлама пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир ҫапла калама пултаратпӑр: «Ҫакӑншӑн пухуран кӑларса ямаҫҫӗ вӗт, апла ку ун пекех хӑрушӑ мар». Ҫакӑн пек шухӑшлани пачах та тӗрӗс мар. Ун вырӑнне хамӑртан ҫапла ыйтни лайӑх пулӗччӗ: «Ҫапла майпа Сатана манӑн чӗрене пайласа ярасшӑн мар-и? Эпӗ тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайса Иеговӑн ятне чыссӑрлатмастӑп-и? Ҫакӑ мана Иеговӑпа ҫывӑхлатӗ е унран пӑрса ярӗ?» Ҫак ыйтусем ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑхӑр. Хӑвӑра хӑвӑр улталамасӑр ҫак ыйтусем ҫине хуравлас тесе Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтӑр (Иак. 1:5). Ҫакӑ сире хӳтӗлӗ, вара эсир хӑвӑра илӗртме памӑр, Иисус пекех «кай Ман патӑмран, шуйттан» тесе калӑр (Матф. 4:10).

17. Мӗншӗн чӗре пайланса кайнинче ним лайӑххи те ҫук? Тӗслӗх илсе парӑр.

17 Чӗре пайланса кайнинче ним лайӑххи те ҫук. Икӗ спорт командине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Пӗр командӑра вылякансем хушшинче пӗрлӗх ҫук: пӗрисем чапшӑн ҫунаҫҫӗ, теприсем правилӑсем тӑрӑх вылясшӑн мар, виҫҫӗмӗшӗсем вара тренера пӗртте хисеплемеҫҫӗ. Ҫакӑн пек команда выляса илмӗ пуль. Тепӗр командӑра вара пӗрлӗх. Ҫак команда ҫӗнтерессе шанма пулать. Эпир Иеговӑшӑн пӗтӗм шухӑшпа, пӗтӗм кӑмӑл-туйӑмпа ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, пирӗн чӗре ҫӗнтерекен команда пек пулӗ. Ҫакна асра тытӑр: Сатана пирӗн чӗрене пайласа ярас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Вӑл пирӗн кӑмӑл-туйӑмпа шухӑшсем Иеговӑн нормисемпе килӗшсе ан тӑччӑр тет. Пирӗн вара Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗререн ӗҫлемелле (Матф. 22:36—38). Сатанана хӑвӑр чӗрене пайласа яма ан парӑр!

18. Михей 4:5-мӗшӗнчи сӑмахсем сире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

18 Давид пекех Иеговӑна «чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет» тесе кӗлтӑвӑр. Ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Эсир куллен тӑвакан йышӑнусем, вӗсем пӗчӗк-и, пысӑк-и, эсир Иеговӑн сӑваплӑ ятне чун-чӗререн хисепленине кӑтартса тӑччӑр. Ҫапла тусан эсир, Иегова Свидетелӗ пулнӑ май, Иеговӑн ятне мухтава кӑларатӑр (Ытар. 27:11). Вара эпир пурте Михей пророк пекех ҫапла калама пултарӑпӑр: «Эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳрӗпӗр» (Мих. 4:5).

41-МӖШ ЮРӐ Манӑн кӗллӗме илтсем

^ 5 абз. Ҫак статьяра эпир Давид кӗллине, Псалом 85:11, 12 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ сӑмахсене, пӑхса тухӑпӑр. Иегова ятӗнчен хӑрамалла тенине мӗнле ӑнланмалла? Мӗншӗн пирӗн ҫак ята чун-чӗререн хисеплемелле? Тата Турӑран хӑрани пире мӗнле майпа япӑх ӗҫ тӑвасран сыхлать?

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖК. Моисей халӑха Иеговӑна мухтава кӑларакан юрра вӗрентет.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Ева хӑйӗн тӗрӗс мар туртӑмне пӗтермен. Эпир Туррӑн ятне вараласшӑн мар, ҫавӑнпа тӗрӗс мар шухӑшсем вӑратакан материалсене пӑхмастпӑр.