Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чарулӑх. Ҫак лайӑх ене кӑтартакансене Иегова ырлать

Чарулӑх. Ҫак лайӑх ене кӑтартакансене Иегова ырлать

«Пӗррехинче эпир хурӑнташпа тавлашса кайрӑмӑр. Вара эпӗ ӑна ярса тытрӑм та пӑвма пуҫларӑм. Ман ӑна вӗлерес килетчӗ» (Пол).

«Килте эп ним мартанах урса каяттӑм. Эпӗ сӗтел-пукана, ачасен теттисене — ал айне мӗн лекнине веҫех ҫӗмӗреттӗмччӗ» (Марко).

Эпир хамӑра ҫакӑн пекех тытмастпӑр пулӗ. Ҫав-ҫавах хамӑра алра тытма хушӑран пире йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесен Адама пула эпир пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ (Рим 5:12). Хӑш-пӗрисене, Полпа Марко пекех, хӑйсен ҫиллине тытса чарма ҫӑмӑл мар. Теприсене хӑйсен йывӑр шухӑшӗсене сирсе яма питӗ йывӑр. Вӗсен пуҫӗнче хӑратакан шухӑшсем пӗрмай явӑнма пултараҫҫӗ е, тен, вӗсем япӑххи ҫинчен ҫеҫ шутласа ҫӳреҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем вара аскӑн шухӑшсемпе, эрех-сӑра ӗҫес туртӑмпа кӗрешеҫҫӗ е наркотиксенчен пӑрӑнас тесе вӑй хураҫҫӗ.

Хӑйне тытса чарма пӗлмен ҫын хӑйӗн пурнӑҫне пӑсса яма пултарать. Пирӗнпе ҫакӑн пекки ан пултӑр тесен мӗн тумалла? Пирӗн чаруллӑ пулма вӗренмелле. Айтӑр ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар: 1) мӗн вӑл чарулӑх? 2) Мӗншӗн чаруллӑ пулма вӗренмелле? 3) Святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен ҫак лайӑх ене мӗнле аталантармалла? (Гал. 5:22, 23). Унсӑр пуҫне, пӗр-пӗр лару-тӑрура хамӑра тытса чараймарӑмӑр пулсан мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

МӖН ВӐЛ ЧАРУЛӐХ?

Хӑйне тытса чарма пӗлекен ҫын пуҫа мӗн пырса кӗнине тумасть. Ҫакӑн пек ҫын Турра сӑмахпа та, ӗҫпе те кӳрентересшӗн мар.

Чаруллӑ пулас тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ

Чаруллӑ пулас тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Библире Иисус пирки ҫапла каланӑ: «Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чухне юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ» (1 Петр 2:23). Иисус асап юпи ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ чухне тӑшмансем унран мӑшкӑлласа кулсан та вӑл хӑйне алра тытнӑ (Матф. 27:39—44). Унччен те тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна «айӑпламалли сӑмах» калаттарасшӑн пулнӑ чухне вӑл чаруллӑ пулнӑ (Матф. 22:15—22). Тарӑхса кайнӑ иудейсем Иисуса чулпа персе вӗлересшӗн пулнӑ чухне вара вӑл хӑйне мӗнле тытнине аса илӗр-ха. Иисусӑн вӗсене тавӑрас шухӑш та пулман, вӑл «вӗсем хушшипех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ» (Иоанн 8:57—59). Мӗн тери чаплӑ тӗслӗх!

Пирӗн Иисус евӗрлӗ пулма тӑрӑшмалла. Петр апостол ҫапла ҫырнӑ: «Христос та пирӗншӗн асап курнӑ, пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ» (1 Петр 2:21). Эпир ҫылӑхлӑ пулсан та Христос йӗрӗпе пырса чаруллӑ пулма вӗренме пултаратпӑр. Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?

МӖНШӖН ЧАРУЛЛӐ ПУЛМА ВӖРЕНМЕЛЛЕ?

Иегова пире ырлатӑр тесен пирӗн хамӑра тытса чарма пӗлмелле. Эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан та, хамӑра тытса чармасан хамӑрпа ун хушшинчи туслӑха аркатма пултаратпӑр.

Моисей ҫинчен, «ҫӗр ҫинчи пур ҫынран та йӑвашрах пулнӑ» ҫын ҫинчен, шухӑшласа пӑхар (Йыша шутл. 12:3). Вӑл вун-вун ҫул хушши израильтянсем ӳпкелешнине чӑтса пурӑннӑ, анчах та пӗррехинче хӑйне тытса чарайман. Халӑх шыв ҫуккишӗн каллех ӳпкелешме пуҫласан Моисей хытӑ тарӑхса кайнӑ. Вӑл вӗсене: «Итлӗр, пӑлхавҫӑсем, тен, пирӗн сире валли ҫак чулран шыв кӑларас?» —тесе каласа хунӑ (Йыша шутл. 20:2—11).

Моисей хӑйӗн ҫиллине тытса чарайман. Иегова халӑха тӗлӗнмелле майпа шыв панӑшӑн, Моисейӗн ӑна мухтава кӑлармалла пулнӑ. Вӑл вара, тарӑхса кайнӑскер, ҫавна туман (Пс. 105:32, 33). Ҫавӑнпа Иегова ӑна Пама пулнӑ ҫӗре кӗме ирӗк паман (Йыша шутл. 20:12). Ҫав кун хӑйне тытса чарайманнишӗн Моисей мӗн виличченех хӑйне айӑпласа пурӑннӑ пулӗ (Сак. аст. 3:23—27).

Моисей тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? Эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлетпӗр пулсан та, пирӗн кам пире тарӑхтарать е кама пирӗн тӳрлетмелле, ҫавсемпе хисепсӗр калаҫмалла мар (Эф. 4:32; Кол. 3:12). Паллах ӗнтӗ, ҫулсем пынӑҫемӗн пирӗн чирсем те хушӑнса пыраҫҫӗ, ҫавна пула чӑтӑмлӑ пулма хӑш-пӗр чухне йывӑртарах. Ҫавӑнпа та Моисейпе мӗн пулса тухнине асра тытӑр. Нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ хыҫҫӑн хамӑра алра тытайманнипе хамӑрӑн ырӑ ята ярасшӑн мар. Апла пирӗн чаруллӑ пулма вӗренмелле. Ҫакна мӗнле тумалла-ши?

ЧАРУЛӐХА МӖНЛЕ АТАЛАНТАРМАЛЛА?

Святой сывлӑш ыйтӑр. Чарулӑх святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрет. Эпир Иеговӑран святой сывлӑш ыйтсан, вӑл ӑна паратех (Лука 11:13). Пире чарулӑх ҫитсех каймасть пулсан, святой сывлӑш пире ҫак лайӑх ене аталантарма пулӑшӗ (2 Кор. 4:7). Унсӑр пуҫне, Турӑ пире святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен ытти лайӑх енсене, сӑмахран, юратӑва, аталантарма пулӑшать. Вара пире хамӑра алра тытма ҫӑмӑлтарах пулать (1 Кор. 13:5).

Чаруллӑ пулма мӗн чӑрмантарать, ҫавӑнтан пӑрӑнӑр

Чаруллӑ пулма мӗн чӑрмантарать, ҫавӑнтан пӑрӑнӑр. Сӑмахран, Турӑ сивлекен ӗҫсене тума хӗтӗртме пултаракан сайтсенчен тата вӑйӑ-кулӑсенчен сыхланӑр (Эф. 5:3, 4). Тӗрӗссипе каласан, пирӗн япӑх ӗҫсем тума илӗртекен пур япаларан та пӑрӑнмалла (Ытар. 22:3; 1 Кор. 6:12). Тен, пӗр-пӗр тӑван таса мар ӗҫсене тӑвас мар тесе юрату ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене вулас мар тейӗ тата ҫавӑн евӗрлӗ фильмсене те пӑхмӗ.

Чаруллӑ пулма чӑрмантаракан япаласенчен пӑрӑнма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Анчах та эпир ҫакна тума пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр пулсан, Иегова пире хамӑра тытса чарма пулӑшӗ (2 Петр 1:5—8). Вӑл пулӑшнипе эпир хамӑр шухӑшсене те, чӗлхене те чарма тата тӗрӗс мар ӗҫсенчен пӑрӑнма пултарӑпӑр. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине ҫӳлерех асӑннӑ Полпа Марко тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен ҫиллине тытса чарма вӗреннӗ. Айтӑр тата пӗр тӑван тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл машинӑпа пынӑ чухне час-часах ытти водительсем ҫине тарӑхнӑ, унтан та ытларах, вӗсемпе хӗрсе кайса тавлашнӑ. Чаруллӑ пулма вӗренес тесе вӑл мӗн тунӑ? Вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ кашни кун хӗрӳллӗн кӗлтурӑм. Унсӑр пуҫне, чарулӑх ҫинчен калакан статьясене тӗпчерӗм тата ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ Библири сӑвӑ йӗркисене пӑхмасӑр калама вӗрентӗм. Ҫак тӗлӗшрен эпӗ темиҫе ҫул хушши вӑй хуратӑп ӗнтӗ, анчах халӗ те кашни ир хама лӑпкӑ тытмаллине аса илтеретӗп. Тата васкамалла ан пултӑр тесе эпӗ килтен иртерех тухма тӑрӑшатӑп».

ХАМӐРА ТЫТСА ЧАРАЙМАРӐМӐР ПУЛСАН

Пирӗн пурин те хамӑра алра тытайманни пулкалать. Ҫакӑн пекки пулса тухсан пире Иеговӑна кӗлтума намӑс пулма пултарать. Анчах шӑп ҫакӑн пек чухне пирӗн тӑхтаса тӑмасӑр кӗлтумалла. Хӑвӑра каҫарма тата пулӑшма йӑлӑнӑр тата ҫакӑн пек йӑнӑша урӑх тӑвас мар тесе ҫирӗп шут тытӑр (Пс. 50:11—13). Иегова сирӗн кӗлӗсене итлесшӗн мар тесе ан шутлӑр (Пс. 101:18). Иоанн апостол «Иисус Христосӑн Юнӗ пире... кирек мӗнле ҫылӑхран та тасатса тӑрать» тесе ҫырнӑ (1 Иоанн 1:7; 2:1; Пс. 85:5). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ыттисене нумай хутчен каҫарма ыйтать. Апла вӑл хӑй те пире хаваспах каҫарӗ (Матф. 18:21, 22; Кол. 3:13).

Моисей хӑйне тытса чарайманни Иеговӑна питӗ кулянтарнӑ. Ҫав-ҫавах Иегова ӑна каҫарнӑ. Унсӑр пуҫне, Иеговӑна хытӑ ӗненнӗрен Моисее Турӑ Сӑмахӗнче тӗслӗх вырӑнне хунӑ (Сак. аст. 34:10; Евр. 11:24—28). Иегова Моисее Пама пулнӑ ҫӗре кӗме паман. Анчах та Иегова ӑна ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парӗ. Эпир чаруллӑ пулма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшсассӑн Иегова пире те ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелет (1 Кор. 9:25).