Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне Галати 5:22, 23 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ лайӑх енсем ҫеҫ кӗреҫҫӗ-и?

Ҫак сӑвӑ йӗркисенче христианинӑн пулмалли тӑхӑр ен ҫинчен ҫырса панӑ: юрату, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, ырӑлӑх, ӗненӳ, йӑвашлӑх, чарулӑх. Анчах та святой сывлӑш ҫак лайӑх енсене ҫеҫ аталанма пулӑшать тесе шутлани тӗрӗс мар.

Павел апостол ҫак сӑвӑ йӗркисем умӗн мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха: «Ӳт ӗҫӗсем... ҫаксем: ясар туни, аскӑнланса ҫӳрени, ирсӗрленни, намӑссӑрланни, йӗрӗхсене пуҫҫапни, асамлани-тухатни, пӗр-пӗринпе тӑшманлӑ тӑни, вӑрҫса пурӑнни, хапсӑнни, ҫилленни, хирӗҫни-пӑтранни, килӗштерсе пурӑнайманни, илӗртни, пӑсса вӗрентни, ҫынна курайманни, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, пуҫтахланни тата ҫавӑн евӗрли ытти те» (Гал. 5:19—21). Вӑл кунта «ҫавӑн евӗрли ытти те» тенӗ. Апла, Павел каланӑ ӳт ӗҫӗсем шутне урӑх ӗҫсем те, сӑмахран, Колоссӑ 3:5-мӗшӗнче ҫырнӑ ӗҫсем те кӗреҫҫӗ. Павел тӑхӑр лайӑх ене асӑннӑ хыҫҫӑн та «ҫавӑн евӗрлисемшӗн саккун ҫук» тесе ҫырнӑ. Апла пулсан, вӑл святой сывлӑш пулӑшнипе аталанакан пур лайӑх ене те асӑнман.

Ҫавӑн пекех Павел Тимофее те ултӑ лайӑх ене аталантарма хавхалантарнӑ. Вӑл ӑна «тӳрӗ пул, Турра юрӑхлӑ пурӑн, ӗнен, юрат, чӑтӑмлӑ та йӑваш пул» тенӗ (1 Тим. 6:11). Павел ҫак енсенчен виҫҫӗшне кӑна святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗртнӗ — ӗненӳ, юрату, йӑвашлӑх. Паллах, Тимофее тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма тата чӑтӑмлӑ пулма та святой сывлӑш кирлӗ пулнӑ. (Колоссӑ 3:12; 2 Петр 1:5—7 танлаштарӑр.)

Эппин, Галати 5:22, 23 сӑвӑ йӗркисенче христиансен пулмалли пур лайӑх ене те ҫырса паман. Туррӑн сывлӑшӗ пире святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен тӑхӑр лайӑх ене аталантарма пулӑшать. Анчах та Турӑпа ҫывӑхланса пырас тесен тата «тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем» пулас тесен пирӗн ытти лайӑх енсене те аталантарса пымалла (Эф. 4:24).