Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

28-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӑвӑр мӗне ӗненни чӑнлӑх пулни пирки ан иккӗленӗр

Хӑвӑр мӗне ӗненни чӑнлӑх пулни пирки ан иккӗленӗр

«Хӑвна мӗн вӗрентнинчен тата хӑв мӗне ҫирӗп ӗненнинчен ан тух» (2 ТИМ. 3:14, ҪТ).

56-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑхпа пурӑн

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. «Чӑнлӑх» тесе эпир мӗн пирки калатпӑр?

«ЭСӖ чӑнлӑха мӗнле пӗлтӗн? Эсӗ ачаранпах чӑнлӑхра-и? Эсӗ чӑнлӑхра миҫе ҫул?» Сирӗнтен пӗрре анчах мар ҫакӑн пек ыйтнӑ пулӗ. Тен, эсир хӑвӑр та ыттисене ҫакӑн пек ыйтусем панӑ. «Чӑнлӑх» тесе эпир мӗн пирки калатпӑр? Эпир хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен, Турра пуҫҫапни ҫинчен тата хамӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен каланӑ чухне «чӑнлӑх» сӑмахпа усӑ куратпӑр. Кам чӑнлӑхпа пурӑнать, ҫав Библи мӗне вӗрентнине пӗлет тата унти принципсем тӑрӑх пурӑнать. Ҫавӑнпа та вӑл суя тӗн вӗрентӗвӗсене ӗненмест тата ҫак тӗнчере те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарать (Иоанн 8:32).

2. Иоанн 13:34, 35 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫынна чӑнлӑха йышӑнма мӗн хавхалантарма пултарать?

2 Чӑнлӑха йышӑнма сире мӗн хавхалантарнӑ? Тен, сире Иегова Свидетелӗсем хӑйсене мӗнле тытни кӑмӑла кайнӑ. Е, тен, вӗсен юратӑвӗ сирӗн чӗрене хускатнӑ (1 Петр 2:12). Нумайӑшӗ ҫак юратӑва тӗлпулӑва пӗрремӗш хут килсен туйса илнӗ. Тӗлпулура мӗн каланинчен ытларах вӗсен чӗрине тӑвансем хушшинчи юрату пырса тивнӗ. Ҫакӑ пӗртте тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Иисус унӑн вӗренекенӗсене вӗсем пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ тенӗ. (Иоанн 13:34, 35 вуласа парӑр.) Анчах та хытӑ ӗненес тесен юратни ҫеҫ ҫителӗксӗр.

3. Эпир Иегова халӑхӗ хушшинче юрату пулнӑран ҫеҫ Иеговӑна ӗненетпӗр пулсан, пирӗн ӗненӳпе мӗн пулса тухма пултарать?

3 Туррӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне юратни сире килӗшет пулӗ. Анчах та ӗненӳ ҫак юрату ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑмалла мар. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Айтӑр шухӑшласа пӑхар: калӑпӑр, пухури пӗр-пӗр тӑван, тен, старейшина е пионер, пысӑк ҫылӑх турӗ тейӗпӗр. Е пухура кам та пулин сире кӳрентерчӗ. Е чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем Иегова Свидетелӗсен чӑнлӑх ҫук тесе калаҫҫӗ. Ҫакӑ сире такӑнтарӗ-и? Ҫавна пула эсир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахӑр-и? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пирӗн ӗненӳ мӗнлерех пулнине курма пулӑшӗ. Эсир хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене аталантармастӑр пулсан тата Иегова халӑхӗ хушшинче юрату пулнӑран ҫеҫ ӗненетӗр пулсан, сирӗн ӗненӳ ҫирӗп никӗс ҫинче тӑрать тесе калаймӑн. Паллах, Иеговӑна юратни тата тӑвансене юратни ӗненӗве аталантарма пулӑшать. Анчах пирӗн ӗненӳ ҫирӗп никӗс ҫинче пултӑр тесен Библие тӗплӗн тӗпчемелле тата вӑл мӗне вӗрентнине лайӑх ӑнланмалла. Вара эпир Иегова ҫинчен Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулни пирки пӗртте иккӗленмӗпӗр (Рим 12:2).

4. Матфей 13:3—6, 20, 21 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, йывӑрлӑхсем ҫын ӗненӗвӗ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ?

4 Иисус каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫынсем чӑнлӑха савӑнсах йышӑнӗҫ, анчах та йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вӗсен ӗненӗвӗ хавшаса кайӗ. (Матфей 13:3—6, 20, 21 вуласа парӑр.) Тен, ҫакӑн пек ҫынсем Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑрсан вӗсене йывӑрлӑхсем кӗтнине ӑнланмаҫҫӗ (Матф. 16:24). Е вӗсем йывӑрлӑхсем пулмӗҫ тесе, пулсан та Турӑ ҫак йывӑрлӑхсене татса парӗ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ҫак тӗнчере йывӑрлӑхсем пулаҫҫех. Пирӗн пурнӑҫра лару-тӑру улшӑнсан вара савӑнӑҫ та пӗтме пултарать (Пс. 6:7; Еккл. 9:11).

5. Тӑвансенчен ытларахӑшӗ хӑйсем мӗне ӗненни чӑнлӑх пулни пирки иккӗленменнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

5 Пирӗн тӑвансем пурте тенӗ пекех хӑйсем мӗне ӗненни чӑнлӑх пулни пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен пухури пӗр-пӗр тӑван вӗсене кӳрентерсен те е Библири принципсене пӑссан та вӗсем ҫирӗп ӗненме пӑрахмаҫҫӗ (Пс. 118:165). Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вӗсен ӗненӗвӗ хавшамасть, пачах урӑхла, ҫирӗпрех те ҫирӗпрех пулса пырать (Иак. 1:2—4). Пирӗн ӗненӳ ҫавӑн пек ҫирӗп пултӑр тесен мӗн тумалла?

ТӖРӖС ПӖЛӲ ИЛӖР

6. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен ӗненӗвӗ мӗн ҫинче никӗсленнӗ?

6 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен ӗненӗвӗ Сӑваплӑ Ҫырури пӗлӳ ҫинче тата Иисус Христос вӗрентӗвӗсем ҫинче, е урӑхла каласан, «Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ» ҫинче, тытӑнса тӑнӑ (Гал. 2:5). Ҫак чӑнлӑх вӑл — христиансен вӗрентӗвӗсем, ҫав шутрах Христосӑн каҫарттаракан парни ҫинчен тата вӑл чӗрӗлсе тӑни ҫинчен мӗн вӗрентни. Павел апостол ҫак вӗрентӳсем чӑн пулни пирки иккӗленмен. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Павел ҫынсене «Христос асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта парса ӑнлантарнӑ» (Ап. ӗҫ. 17:2, 3). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ҫак вӗрентӳсене ӗненсе святой сывлӑш вӗсене Турӑ Сӑмахне ӑнланма пулӑшасса ҫирӗп шаннӑ. Тӗпченине пула вӗсем ҫак вӗрентӳсем Сӑваплӑ Ҫыру ҫинче никӗсленнине курнӑ (Ап. ӗҫ. 17:11, 12; Евр. 5:14). Вӗсен ӗненӗвӗ туйӑм кӑна пулман, Иеговӑшӑн ӗҫлессе те вӗсем пӗр пек ӗненекенсемпе хутшӑнма юратнӑран кӑна мар, Иегова ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илнӗрен ӗҫлесе тӑнӑ (Кол. 1:9, 10).

7. Мӗншӗн пирӗн Библи вӗрентӗвӗсем чӑнлӑх пулнине ҫирӗп ӗненмелле?

7 Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсем нихӑҫан та улшӑнмаҫҫӗ (Пс. 118:160). Пухура пире кам та пулин кӳрентерсен те, пӗр-пӗр тӑван пысӑк ҫылӑх тусан та, Библири чӑнлӑхсем пурпӗр улшӑнмаҫҫӗ. Пирӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та вӗсем улшӑнмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн Библи вӗрентӗвӗсене лайӑх пӗлмелле тата вӗсем чӑнлӑх пулни пирки иккӗленмелле мар. Ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсре якорь карапа тытӑнса тӑма пулӑшнӑ пек, Библи вӗрентӗвӗсене хытӑ ӗненни те йывӑр килнӗ вӑхӑтра пире Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ. Хӑвӑр мӗне ӗненни чӑнлӑх пулнине ҫирӗп шанма мӗн пулӑшӗ?

ЭСИР ЧӐНЛӐХА ЛАЙӐХ ПӖЛЕТӖР-И?

8. 2 Тимофей 3:14, 15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Тимофей хӑй мӗне ӗненни чӑнлӑх пулнине ҫирӗп шаннӑ?

8 Тимофей хӑй мӗне ӗненни чӑнлӑх пулни пирки иккӗленмен. Мӗншӗн? (2 Тимофей 3:14, 15 [ҪТ] вуласа парӑр *.) Чӑнлӑха пӗлме ӑна амӑшӗпе кукамӑшӗ пулӑшнӑ. Паллах, Тимофей хӑй те Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпчеме вӑхӑт уйӑрнӑ тата вӑй хунӑ. Ҫакӑ веҫех ӑна Сӑваплӑ Ҫырура мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Каярахпа Тимофей, унӑн амӑшӗ тата кукамӑшӗ христиансен вӗрентӗвӗсене пӗлнӗ. Паллах, Тимофее христиансем хушшинчи юрату питӗ килӗшнӗ, унӑн вӗсемпе пӗрле вӑхӑта ирттерес килнӗ тата вӗсемшӗн тӑрӑшас килнӗ (Флп. 2:19, 20). Анчах та ҫынсене юратни мар, тӗрӗс пӗлӳ илни ӑна хытӑ ӗненме пулӑшнӑ. Тӗрӗс пӗлӳ илнине пула вӑл Иеговӑпа ҫывӑхланнӑ. Сирӗн те Библире Иегова ҫинчен мӗн ҫырнине вуламалла тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла.

9. Мӗнле тӗп вӗрентӳсем чӑнлӑх пулнипе пулманнине пӗлмелле?

9 Чи малтан сирӗн ҫак виҫӗ вӗрентӳ чӑнлӑх пулнипе пулманнине пӗлмелле: 1) пурне те Иегова тунӑ (Евр. 3:4; Ӳлӗм. 4:11); 2) Библи вӑл — ҫынсем патне ҫырнӑ Туррӑн ҫырӑвӗ (2 Тим. 3:16, 17); 3) Иеговӑн хӑйӗн халӑхӗ пур — Иегова Свидетелӗсем, вӗсене Христос ертсе пырать (Ис. 43:10—12; Иоанн 14:6; Ап. ӗҫ. 15:14). Ҫак вӗрентӳсем чӑнлӑх пулнине ӗненни Библире мӗн ҫырнине тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлмеллине пӗлтермест. Хӑвӑр мӗне ӗненни чӑнлӑх пулни пирки иккӗленес мар тесен пуҫа ӗҫлеттермелле (Рим 12:1).

ЫТТИСЕНЕ БИБЛИ ВӖРЕНТӖВӖСЕМ ЧӐНЛӐХ ПУЛНИНЕ ӐНЛАНМА ПУЛӐШӐР

10. Библи вӗрентӗвӗсем чӑнлӑх пулнине курсассӑн пирӗн мӗн тумалла?

10 Турӑ ҫинчен, Библи ҫинчен тата Туррӑн халӑхӗ ҫинчен калакан вӗрентӳсем чӑн пулнине курсан, пирӗн Библипе усӑ курса ыттисене те ҫакна курма пулӑшмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен, Христосӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май пирӗн ҫак чӑнлӑхсем ҫинчен ыттисене те вӗрентмелле (1 Тим. 4:16) *. Ыттисене Библи мӗне вӗрентни тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе панӑ чухне хамӑр та ҫак вӗрентӳсене хытӑрах ӗненме пуҫлатпӑр.

11. Павел апостолран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

11 Павел апостол ҫынсене вӗрентнӗ чухне «хӑй Иисус ҫинчен тӗрӗс каланине ҫирӗплетсе памашкӑн... Моисей саккунӗпе пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнине кала-кала панӑ» (Ап. ӗҫ. 28:23). Павелран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ыттисене чӑнлӑха вӗрентнӗ чухне Библире мӗн ҫырса панине каласа кӑтартни ҫителӗксӗр. Пирӗн Библи вӗренекенсене Библие тӗпчеме тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама вӗрентмелле, вара вӗсем Иеговӑпа ҫывӑхланма пултарӗҫ. Вӗсем пирӗнпе хутшӑнма юратнӑран мар, Библие тӗпчесе Иегова юратакан Турӑ пулнине курнӑран чӑнлӑха йышӑнччӑр тетпӗр.

Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасене «Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене» пӗлсе пыма вӗрентӗр, вара вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленӗ (12, 13 абзацсене пӑхӑр) *

12, 13. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене чӑнлӑхпа пурӑнма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

12 Ашшӗ-амӑшӗсем, паллах, эсир хӑвӑр ачасем чӑнлӑхпа пурӑнччӑр тетӗр. Тен, эсир вӗсен пухура туссем пулсан вӗсем чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тӑвӗҫ тесе шутлатӑр. Анчах та лайӑх туссем пулни ҫителӗксӗр. Ачасем Библи мӗне вӗрентни чӑнлӑх пулнине ҫирӗп ӗненччӗр тесен вӗсен Иеговӑпа ҫывӑхланмалла тата Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине хӑйсен ӑнланса илмелле.

13 Ашшӗ-амӑшӗсен ачисене Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑхсене вӗрентес тесен хӑйсен те Библие тӑрӑшса тӗпчемелле. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен ачисене лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем мӗн пӗлни ҫинчен тарӑн шухӑшлаҫҫӗ пулсан, ачисене те ҫапла тума вӗрентме пултарӗҫ. Библи вӗренекенсене тӗпчемелли хатӗрсемпе усӑ курма вӗрентнӗ пекех, ашшӗ-амӑшӗсен те ачисене ҫак хатӗрсемпе усӑ курса Библие тӗпчеме вӗрентмелле. Ҫапла тусан вӗсем ачисене Иеговӑна хытӑрах юратма тата вӑл сӑнарлӑ апата «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ парса тӑнине ӗненме пулӑшӗҫ (Матф. 24:45—47). Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасене Библин тӗп вӗрентӗвӗсене вӗрентнипе ан ҫырлахӑр. Ачасем миҫе ҫула ҫитнине тата вӗсен пултарулӑхне шута илсе вӗсене «Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене» пӗлсе пыма вӗрентӗр, вара вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленӗ (1 Кор. 2:10).

ПРОРОКЛА КАЛАНИСЕНЕ ТӖПЧӖР

14. Мӗншӗн пирӗн Библири пророкла сӑмахсене тӗпчемелле? (Ҫавӑн пекех «Эсир ҫак пророкла каланисене ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?» рамкӑна пӑхӑр.)

14 Библире пророкла каланисем нумай. Вӗсене пула эпир Иеговӑна хытӑрах ӗненетпӗр. Хӑш пророкла сӑмахсем сирӗн ӗненӗве ҫирӗплетрӗҫ? Тен, «юлашки кунсем» ҫинчен калаканнисем? (2 Тим. 3:1—5; Матф. 24:3, 7). Ытти пророкла сӑмахсем пирки вара эсир мӗн калама пултаратӑр? Сӑмахран, Даниил кӗнекинчи 2-мӗш е 11-мӗш сыпӑксенчи пророкла каланисене эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и? * Сирӗн ӗненӳ Библи ҫинче тытӑнса тӑрать пулсан, вӑл нихӑҫан та пӗтсе лармӗ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Германире пурӑннӑ тӑвансем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсене хытӑ хӗсӗрленӗ. «Юлашки кунсем» ҫинчен калакан пророкла сӑмахсене вӗсем пӗтӗмпех ӑнланман пулсан та, Библирен мӗн пӗлни вӗсене хытӑ ӗненме пулӑшнӑ.

Библие, ҫав шутрах унта пророкла каланисене, тӗпчени пире йывӑрлӑхсенче Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ (15—17 абзацсене пӑхӑр) *

15—17. Библие тӗпчени Германири тӑвансене мӗнле ҫирӗплетнӗ?

15 Германире нацистсем влаҫра ларнӑ чухне пин-пин тӑвана концлагерьсене ӑсатнӑ. Гитлер тата пӗр пысӑк чиновник, Генрих Гиммлер, Иегова Свидетелӗсене курайман. Пӗр хӗрарӑм тӑван каланӑ тӑрӑх, Гиммлер концлагерьте пулнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансене ҫапла каланӑ: «Сирӗн Иегова пӗлӗтре ертсе пытӑр, кунта вара, ҫӗр ҫинче, эпир хуҫаланатпӑр! Кӑтартӑпӑр-ха сире, кам кама пурӑнса ирттерӗ!» Иеговӑн ӗҫлекенӗсене ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшнӑ?

16 Вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫулта ертсе пыма пуҫланине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та хӑйсене хытӑ хӗсӗрлени вӗсене аптратса яман. Иеговӑн халӑхӗ ҫакна ҫирӗп шаннӑ: Иеговӑна хӑйӗн ирӗкне тума нимӗнле этем правительстви те чараймасть. Гитлер чӑн тӗне пӗтереймен, Турӑ Патшалӑхӗнчен хӑватлӑрах патшалӑх та тӑвайман. Гитлер пурпӗрех влаҫра ларма пӑрахасси пирки тӑвансем пӗртте иккӗленмен.

17 Пӗтӗмпех тӑвансем кӗтнӗ пек пулса тухнӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен нацистсем влаҫра ларма пӑрахнӑ. Генрих Гиммлерӑн, «кунта, ҫӗр ҫинче, эпир хуҫаланатпӑр» текен ҫыннӑн, ҫӑлӑнас тесе тарма тивнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл концлагерьтен тухнӑ Любке тӑвана тӗл пулнӑ. Гиммлерӑн шанӑҫӗ пӗтнӗ пулнӑ, вӑл Любке тӑванран ҫапла ыйтнӑ: «Ну, Библи Тӗпчекен, халӗ ӗнтӗ мӗн пулӗ?» Любке тӑван Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нацистсен влаҫӗ пӗтессе, хӑйсем вара ҫӑлӑнасса пӗлсех тӑнӑ тесе ӑнлантарнӑ ӑна. Гиммлер, унччен Иегова Свидетелӗсем ҫинчен йӗрӗнсе калаҫнӑскер, хальхинче нимӗн те чӗнеймен. Кӑшт вӑхӑт иртсен вара, вӑл хӑйӗн ҫине ал хунӑ. Германири тӑвансенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Библие, ҫав шутрах унта пророкла каланисене тӗпчетпӗр пулсан, пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулать тата йывӑрлӑхсенче те эпир шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр (2 Петр 1:19—21).

18. Иоанн 6:67, 68 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн тӗрӗс пӗлӳ илсе тӑмалла?

18 Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла, ҫакӑ эпир чӑн христиансем пулнине кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех пирӗн тӗрӗс пӗлӳ илсе тӑмалла (Флп. 1:9). Вара эпир ҫынсем улталанипе, ҫав шутрах чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем улталанипе, «ҫилпе хумханнӑ пек тӗрлӗ вӗрентӳ хыҫҫӑн ҫӳремӗпӗр» (Эф. 4:14). Христосӑн нумай вӗренекенӗ ун хыҫҫӑн пыма пӑрахсан, Петр ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: «Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем». (Иоанн 6:67, 68 вуласа парӑр.) Петр Иисус мӗне вӗрентнине ӑнлансах кайман пулсан та, ӑна шанчӑклӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен Иисус вӑл Христос пулнине Петр ҫирӗп ӗненнӗ. Эсир те хӑвӑр ӗненӗве аталантарӑр, Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнипе пулманнине пӗлӗр. Вара эсир кирек мӗн сиксе тухсан та ҫирӗп ӗненме пӑрахмӑр тата ыттисене те хӑйсен ӗненӗвне аталантарма пулӑшӑр (2 Иоанн 1, 2).

72-МӖШ ЮРӐ Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтеретпӗр

^ 5 абз. Ҫак статья пире Библи вӗрентӗвӗсене хаклама тата вӗсем чӑнлӑх пулнине хытӑрах ӗненме пулӑшӗ.

^ 8 абз. 2 Тимофей 3:14, 15, ҪТ: «Хӑвна кам вӗрентнине пӗлсе, хӑвна мӗн вӗрентнинчен тата хӑв мӗне ҫирӗп ӗненнинчен ан тух; тата эсӗ мӗн ачаранах ӑслӑлӑх паракан сӑваплӑ ҫырусене пӗлсе тӑратӑн, ҫак ӑслӑлӑх сана Христос Иисуса ӗненни урлӑ ҫӑлӗ».

^ 10 абз. Ыттисемпе Библин тӗп вӗрентӗвӗсем ҫинчен калаҫма вӗренме сире «Разговор на библейскую тему» ярӑмри статьясем пулӑшӗҫ. Вӗсене 2010—2015 ҫулсенче тухса тӑнӑ «Хурал башнинче» вулама пулать. Тӗслӗхрен, унта ҫакӑн пек темӑсене пӑхса тухнӑ: «Является ли Иисус Богом?», «Когда Царство Бога начало править?» тата «Наказывает ли Бог людей мучениями в аду?».

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне ашшӗпе амӑшӗ ачисемпе хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫинчен калакан пророкла сӑмахсене тӗпчеҫҫӗ.

^ 63 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртни ҫак ҫемьене аптратса ямасть.