Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

29-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ»

«Халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ»

«Эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп» (2 КОР. 12:10, ҪХ).

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Павел апостол мӗн пытарман?

ПАВЕЛ апостол вӑхӑтран вӑхӑта хӑйне халсӑр пек туйнине пытарман. Вӑл манӑн «ӳт пӗтсе пырать» тенӗ, тӗрӗссине тӑвас тесе хампа хам кӗрешме тивет тата Иегова ман кӗлӗсем ҫине яланах эпӗ кӗтнӗ пек хуравламасть тесе каланӑ (2 Кор. 4:16; 12:7—9; Рим 7:21—23). Унсӑр пуҫне, Павел ӑна хирӗҫ тӑракан ҫынсем ун пирки халсӑр тесе шутланине те пӗлнӗ *. Ҫав-ҫавах вӑл ыттисем ун ҫинчен япӑх калаҫнӑран тата хӑйӗн ҫитменлӗхсем пулнӑран хӑйӗн пирки ниме тӑман ҫын тесе шутламан (2 Кор. 10:10—12, 17, 18).

2. 2 Коринф 12:9, 10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел мӗн ӑнланнӑ?

2 Павел ҫакна ӑнланнӑ: ҫын хӑйне халсӑр пек туять пулсан та, вӑл вӑйлӑ пулма пултарать. (2 Коринф 12:9, 10 вуласа парӑр.) Иегова ӑна «Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра палӑрать» тенӗ. Урӑхла каласан, Павела мӗн чухлӗ вӑй кирлӗ пулнӑ, Иегова ӑна ҫавӑн чухлӗ паратӑп тенӗ. Ҫак статьяра эпир Павелран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Айтӑр малтан пире хӑртнӑ чухне мӗншӗн алла усмалла маррине сӳтсе явар.

ПИРЕ ХӐРТНӐ ЧУХНЕ

3. Мӗншӗн хӑртни пире савӑнтарма пултарать?

3 Хӑртни никама та килӗшмест. Анчах та хирӗҫ тӑракансем пире хӑртнишӗн ытлашши пӑшӑрханатпӑр пулсан эпир хавшаса кайма пултаратпӑр (Ытар. 24:10). Пире кӳрентерсен е хӑртсан пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Павел «хама кӳрентернӗ чухне... хӗпӗртетӗп» тенӗ (2 Кор. 12:10, ҪХ). Эпир те ҫавӑн пек чухне савӑнма пултаратпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пире хӗсӗрлени эпир чӑн христиансем пулнине кӑтартса парать (1 Петр 4:14). Иисус унӑн вӗренекенӗсене хӗсӗрлӗҫ тесе каланӑ (Иоанн 15:18—20). Пӗрремӗш ӗмӗрте шӑп вӑл каланӑ пек пулса тухнӑ та. Грексен культури вӑйлӑ витӗм кӳрсе тӑнӑран хӑш-пӗр ҫынсем христиансем пирки ниме тӑман тата вӗренмен ҫынсем тенӗ. Иудейсем те ҫавӑн пекех шутланӑ. Пӗррехинче вӗсем Петрпа Иоанн пирки «ахаль ҫынсемех» тесе каланӑ (Ап. ӗҫ. 4:13). Нумайӑшне христиансем хавшак пек тата вӗсен пӗр хӳтлӗх те ҫук пек туйӑннӑ. Христиансем политикӑна хутшӑнман, ҫара кайма килӗшмен, ҫавӑнпа хӑйсем ҫине тапӑнсан хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман. Ҫынсем вӗсене пӗртте хисеплемен.

4. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене хӗсӗрленӗ пулсан та, вӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ?

4 Хӑйсене хирӗҫ тӑнине пула христиансем ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ-и? Ҫук. Сӑмахран, Петрпа Иоана Христосӑн вӗренекенӗсем пулнӑшӑн тата ун ҫинчен ырӑ хыпар каланӑшӑн хӗсӗрленӗ, ҫав-ҫавах вӗсем «Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн» савӑннӑ (Ап. ӗҫ. 4:18—21; 5:27—29, 40—42). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен хӑйсем мӗне ӗненнишӗн намӑсланма пӗр сӑлтав та пулман. Христиансене хисеплемен пулсан та, хӑйсене хӗсӗрлекенсемпе танлаштарсан, вӗсем ҫынсемшӗн ытларах ырӑ ӗҫ тунӑ. Сӑмахран, хӑш-пӗр христиансем ҫырнӑ кӗнекесене Библие кӗртнӗ, вӗсем халӗ те миллион-миллион ҫынна пулӑшаҫҫӗ тата шанчӑк параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар каланӑ. Ҫак Патшалӑх халех пӗлӗтре ертсе пырать, кӗҫех вара ҫӗр ҫинче ертсе пыма пуҫлӗ (Матф. 24:14). Христиансене хӗсӗрленӗ Рим империйӗ тӗппипех арканнӑ, Христосӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем вара халӗ пӗлӗтре патшара лараҫҫӗ. Вӗсен тӑшманӗсем пирки калас пулсан, вӗсем тахҫанах вилнӗ ӗнтӗ. Турӑ ҫав ҫынсене чӗртсе тӑратсан та вӗсем, кама хӑйсем курайман, ҫавсем ертсе пынӑ чухне пурӑнӗҫ (Ӳлӗм. 5:10).

5. Иоанн 15:19-мӗшӗнчи сӑмахсем тӑрӑх, мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсене хисеплемеҫҫӗ?

5 Хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсем Иегова Свидетелӗсене хисеплемеҫҫӗ, вӗсем вӗренмен ҫынсем тесе шутлаҫҫӗ тата вӗсенчен мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир ҫак тӗнчери ҫынсенчен уйрӑлса тӑратпӑр. Эпир хамӑра кӗҫӗне хума тата йӑваш пулма тӑрӑшатпӑр. Ҫак тӗнчери ҫынсем вара хӑйсене мӑнна хуракан ҫынсене мухтаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, эпир кирек хӑш ҫӗршывра пурӑнсан та, политикӑна хутшӑнмастпӑр тата ҫара кайма килӗшместпӗр. Эпир таврари ҫынсем пек пурӑнмастпӑр, ҫавӑнпа пире хисеплемеҫҫӗ. (Иоанн 15:19 вуласа парӑр; Рим 12:2.)

6. Иегова пулӑшнипе унӑн халӑхӗ мӗнле пысӑк ӗҫ тӑвать?

6 Ҫак тӗнчери ҫынсене эпир халсӑр пек курӑнатпӑр пулин те, Иегова пирӗн урлӑ питӗ пысӑк ӗҫ тӑвать. Вӑл этемлӗх историйӗнчи ырӑ хыпар сармалли чи пысӑк кампание ирттерет. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем кӑларакан журналсем чи пысӑк тиражпа тухса тӑраҫҫӗ тата вӗсене чи нумай чӗлхе ҫине куҫараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Иегова Свидетелӗсем миллион-миллион ҫынпа Библи вӗренсе вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ. Халсӑр пек курӑнакан Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫак ӗҫе Иегова пулӑшнипе кӑна тума пултараҫҫӗ. Пирӗнтен кашнине илес пулсан вара? Иегова пире кашнине вӑйлӑ пулма пулӑшать-и? Пулӑшать пулсан, вӑл пире ҫирӗплеттӗр тесен мӗн тумалла? Айтӑр Павел тӗслӗхӗнчен эпир мӗнле виҫӗ япалана вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

ХӐВӐР ВӐЙ ҪИНЕ АН ШАНӐР

7. Павелран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

7 Пӗрремӗшӗнчен, Павел тӗслӗхӗ пире Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне хамӑр вӑйпа пултарулӑх ҫине шанмалла маррине кӑтартса парать. Павел ҫӑмӑллӑнах мӑнкӑмӑлланса кайма тата хӑй ҫине ытлашши шанма пуҫлама пултарнӑ. Вӑл Рим провинцинче, Киликири Тарс хулинче ӳссе ҫитӗннӗ. Тарс хули вара пуян пулнӑ, унта паллӑ университет та пулнӑ. Павел аслӑ пӗлӳ илнӗ: вӑл ҫав вӑхӑтра пурте хисеплекен вӗрентекен патӗнче, Гамалиил патӗнче, вӗреннӗ (Ап. ӗҫ. 5:34; 22:3). Павел хӑй вӑхӑтӗнче иудейсем хушшинче паллӑ ҫын пулнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Иудей тӗнне ман чухлӗ пӗлекен, ӑна ман пек ҫирӗп тытса тӑракан хамӑн тантӑш хушшинче сахалччӗ» (Гал. 1:13, 14; Ап. ӗҫ. 26:4). Ҫав-ҫавах Павел хӑй ҫине шанман.

Павел шутланӑ тӑрӑх, ҫынна ҫак тӗнчере паллӑ пулма мӗн пулӑшать, ҫавӑ веҫех — «ҫӳпӗ», Христосӑн вӗренекенӗ пулни вара — пысӑк чыс (8-мӗш абзаца пӑхӑр) *

8. Филиппӑ 3:8-мӗшӗ тӑрӑх, Павел хӑй хӑварнӑ япаласем ҫинчен мӗн тесе шутланӑ тата хӑй халсӑр пулнӑ чухне мӗншӗн хӗпӗртенӗ?

8 Павел хӑйне ҫак тӗнчере паллӑ ҫын пулма мӗн пулӑшнӑ, ҫавна веҫех хаваспах хӑварнӑ, мӗншӗн тесен ҫавӑ «ҫӳпӗ» пулнине ӑнланса илнӗ. (Филиппӑ 3:8 вуласа парӑр.) Павел Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан нумай йывӑрлӑх тӳснӗ. Ӑна иудейсем, хӑйӗн хӑлӑхӗн ҫыннисемех, курайми пулнӑ (Ап. ӗҫ. 23:12—14). Рим ҫыннисем вара ӑна, Рим гражданинне, хӗненӗ тата тӗрмене хупнӑ (Ап. ӗҫ. 16:19—24, 37). Унсӑр пуҫне, Павел хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемшӗн те куляннӑ (Рим 7:21—25). Ҫав-ҫавах вӑл парӑнман, пачах урӑхла, «эпӗ халсӑр чухне... хӗпӗртетӗп» тенӗ. Мӗншӗн вӑл ҫапла каланӑ? Мӗншӗн тесен, хӑй халсӑр пулнӑ чухне Турӑ ӑна мӗнле пулӑшса тӑнине курнӑ (2 Кор. 4:7; 12:10, ҪХ).

9. Хамӑра халсӑр пек туйнӑ чухне мӗн асра тытмалла?

9 Иегова пире эпир вӑйлӑ пулнӑшӑн, аслӑ пӗлӳ илнӗшӗн, пӗр-пӗр халӑх ҫынни пулнӑшӑн е пуян пулнӑшӑн хаклать тесе тата ҫаксемшӗн ҫеҫ ҫирӗплетет тесе шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Турӑ халӑхӗ хушшинче «ӑслисем те, вӑйлисем те, чаплӑ ӑруран ҫуралнисем те» нумай мар. Пачах урӑхла, Иегова «тӗнчен вӑйсӑрлӑхне суйласа илнӗ» (1 Кор. 1:26, 27). Абзац пуҫламӑшӗнче мӗн асӑнни сирӗн ҫук пулсан, ҫакӑ сире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантармалла мар. Хӑвӑра халсӑр пек туйнӑ чухне эсир Иеговӑн хӑватне туйса илме пултаратӑр, вӑл сире вӑйлӑ пулма пулӑшӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗр ҫынсем эпир мӗне ӗненни тӗрӗс мар теҫҫӗ. Эсир ҫакӑн пек ҫынсемпе калаҫма хӑратӑр пулсан, хӑвӑр ӗненӗве хӳтӗлеме Иеговӑран хӑюлӑх ыйтӑр (Эф. 6:19, 20). Е, тен, эсир вӑраха каякан чирпе чирлетӗр. Ун пек чухне сӑваплӑ ӗҫре хӑвӑртан мӗн килнине веҫех тума Иеговӑран вӑй ыйтӑр. Иегова пулӑшнине курсан кашнинчех сирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет тата эсир вӑйлӑрах пулса пыратӑр.

БИБЛИРИ ТӖСЛӖХСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР

10. Мӗншӗн пирӗн Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен, ҫав шутрах Еврейсем 11:32—34 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшламалла?

10 Павел Сӑваплӑ Ҫырӑва тӑрӑшса тӗпченӗ тата унта ҫырса панӑ Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен шухӑшласа вӗсенчен нумай япалана вӗреннӗ. Еврейсем патне янӑ ҫырура вӑл христиансене ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенсем пирки шутласа пӑхма хавхалантарнӑ. (Еврейсем 11:32—34 вуласа парӑр.) Ҫавсенчен пӗри Давид патша пулнӑ. Ӑна тӑшмансем кӑна мар, малтан унпа туслӑ пулнӑ ҫынсем те хирӗҫ тӑнӑ. Айтӑр Давид тӗслӗхне пӑхса тухар та унӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани Павела мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явар. Ҫавӑн пекех эпир Павелран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

Давид ҫамрӑк пулнӑ пулсан та тата хавшак пек курӑннӑ пулсан та, Голиафа хирӗҫ тухма хӑраман. Вӑл Иегова ӑна тӑшмана ҫӗнтерме вӑй парасса шаннӑ. Иегова вара ӑна пулӑшнӑ (11-мӗш абзаца пӑхӑр)

11. Мӗншӗн Давид хавшак пек курӑннӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Голиафа, вӑйлӑ ҫар ҫыннине, Давид хавшак пек туйӑннӑ. Давида курсан Голиаф «ун ҫине йӗрӗнсе пӑхса илнӗ». Ҫакӑ пӗртте тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Голиаф Давидран чылай ҫӳллӗрех пулнӑ, вӑл лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ тата ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ ҫын пулнӑ. Унпа танлаштарсан, Давид ҫапӑҫу хатӗрӗсемсӗр тухса тӑнӑ яш ача ҫеҫ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл халсӑр пек курӑннӑ. Чӑннипе вара Давид вӑйлӑ пулнӑ, вӑл Иегова ҫине шаннӑ. Иегова пулӑшнипе вӑл Голиафа ҫӗнтернӗ (1 Патш. 17:41—45, 50).

12. Давидӑн тата мӗнле йывӑрлӑх пулнӑ?

12 Давид урӑх йывӑрлӑха пула та хӑйне вӑйсӑр пек туйма пултарнӑ. Вӑл Иегова суйласа лартнӑ Израиль патшишӗн, Саулшӑн, шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Малтанах Саул Давида хисепленӗ, анчах та каярахпа мӑнкӑмӑлланса кайса ӑна ӑмсанма пуҫланӑ. Саул усалланса кайнӑ, вӑл Давида вӗлерме те хӑтланнӑ (1 Патш. 18:6—9, 29; 19:9—11).

13. Саул патша хӑйне Давидпа тӗрӗс мар тытнӑ пулсан та, Давид мӗн тунӑ?

13 Саул хӑйне Давидпа тӗрӗс мар тытнӑ пулсан та, Давид ӑна хисеплеме пӑрахман, мӗншӗн тесен Саул «Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын» пулнӑ (1 Патш. 24:7). Саул тунӑ усал ӗҫсемшӗн Давид Иеговӑна айӑпламан. Пачах урӑхла, ҫак йывӑрлӑха чӑтса ирттерме Иегова ӑна вӑй парасса ӗненнӗ (Пс. 17:1, 2).

14. Павел, Давид пекех, мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

14 Павел апостол та ҫавӑн евӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Унӑн тӑшманӗсем унран чылай вӑйлӑрах пулнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсемпе политика ертӳҫисем нумайӑшӗ ӑна курайман, вӗсем хушнипе ӑна пӗрре кӑна мар хӗненӗ тата тӗрмене хупнӑ. Ҫавӑн пекех камӑн Павелӑн тусӗсем пулмалла пулнӑ, ҫавсем унпа хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ. Пухури хӑш-пӗр тӑвансем ӑна хирӗҫ те тӑнӑ (2 Кор. 12:11; Флп. 3:18). Анчах та Павел ҫак йывӑрлӑхсене пурне те ҫӗнтернӗ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Хӑйне хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах вӑл малалла та ырӑ хыпар сарнӑ. Тӑвансем ӑна хурлантарнӑ пулсан та вӑл вӗсене чунтан парӑнса юратма пӑрахман. Чи пӗлтерӗшли вара — Павел мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ (2 Тим. 4:8). Ҫакна веҫех вӑл хӑйӗн вӑйӗ ҫине шаннипе мар, Иегова ҫине шаннипе тума пултарнӑ.

Хӑвӑр мӗне ӗненнине хӳтӗленӗ чухне ыррӑн та хисеплӗн калаҫӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр) *

15. Пирӗн мӗн тума тӑрӑшмалла тата ҫакна мӗнле тумалла?

15 Тен, сире пӗрле вӗренекенсем, пӗрле ӗҫлекенсем е Иеговӑшӑн ӗҫлемен хурӑнташсем хӑртаҫҫӗ тата хӗсеҫҫӗ. Е, тен, пухури пӗр-пӗр тӑван сирӗнпе хӑйне тӗрӗс мар тытрӗ. Ҫавӑн пек чухне Давидпа Павел тӗслӗхӗсене аса илӗр, «усала ырӑпа парӑнтарса» тӑрӑр (Рим 12:21). Ҫынсем сире хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулсан вӗсемпе Давид Голиафпа кӗрешнӗ пек кӗрешмелле мар. Ун вырӑнне вӗсене Иегова тата Библи ҫинчен пӗлме пулӑшӑр. Ҫынсемпе калаҫнӑ чухне Библипе усӑ курса хуравлӑр, кам хӑйсене сирӗнпе япӑх тытать, ҫавсене хисеплӗр, вӗсемпе ырӑ пулӑр тата пурне те, ҫав шутрах тӑшмансене те, ырӑ тӑвӑр. Ҫапла вара эсир усала ырӑпа парӑнтаратӑр (Матф. 5:44; 1 Петр 3:15—17).

ПУЛӐШӐВА ЙЫШӐНӐР

16, 17. Павел мӗне нихӑҫан та манман?

16 Христианин пулса тӑриччен Павел апостол Иисусӑн вӗренекенӗсене питӗ хытӑ хӗсӗрленӗ (Ап. ӗҫ. 7:58; 1 Тим. 1:13). Каярахпа Павела (ун чухне вӑл Савл ятлӑ пулнӑ) Иисус хӑй чарнӑ. Вӑл унпа пӗлӗтрен калаҫнӑ тата ӑна суккӑрлатнӑ. Каллех курма пуҫлас тесен Павела вӑл кама малтан хӗсӗрленӗ, ҫавсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ та Анания ятлӑ христианинран пулӑшу йышӑннӑ, вара каллех курма пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 9:3—9, 17, 18).

17 Вӑхӑт иртсен Павела пухура яваплӑ ӗҫсем шанса панӑ. Анчах та вӑл Дамаска кайнӑ чухне мӗн пулса тухнине тата ҫакӑнтан мӗне вӗреннине нихӑҫан та манман. Павел хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата хатӗр пулсах тӑвансен пулӑшӑвне йышӑннӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Вӗсем маншӑн тем тӗрлӗ савӑнӑҫ пулчӗҫ» (Кол. 4:10, 11).

18. Мӗншӗн хӑш-пӗр христиансене тӑвансенчен пулӑшу йышӑнма йывӑр пулма пултарать?

18 Эпир Павелран мӗне вӗренме пултаратпӑр? Анчах Библи вӗренме пуҫласан пирӗн нумай япалана вӗренмеллине эпир ӑнланнӑ, ҫавӑнпа ыттисен пулӑшӑвне хаваспах йышӑннӑ (1 Кор. 3:1, 2). Халӗ вара пирӗн пирки мӗн калама пулать? Калӑпӑр, эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлетпӗр тата нумай опыт пухнӑ тейӗпӗр. Ун пек чухне, тен, пулӑшу йышӑнма, уйрӑмах кам пирӗнтен каярах шыва кӗнӗ, ҫавсенчен пулӑшу йышӑнма йывӑртарах пулма пултарать. Анчах та Иегова пире час-часах тӑвансем урлӑ ҫирӗплетет (Рим 1:11, 12). Ҫавӑнпа та Иегова пире ҫирӗплеттӗр тетпӗр пулсан пирӗн тӑвансенчен пулӑшу йышӑнмалла.

19. Мӗне пула Павел хӑватлӑ ӗҫсем тунӑ?

19 Христианин пулса тӑрсан Павел нумай хӑватлӑ ӗҫ тунӑ. Мӗне пула? Вӑл ҫакна ӑнланнӑ: ӑнӑҫу вӑй-халран, аслӑ пӗлӳ илнинчен, пуян пулнинчен е хӑш халӑхран тухнинчен килмест. Ӑнӑҫлӑ пулас тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата Иеговӑна шанмалла. Айтӑр Павел тунӑ пекех тӑвар: 1) Иегова ҫине шанар, 2) Библири тӗслӗхсенчен вӗренер тата 3) тӑвансенчен пулӑшу йышӑнар. Вара эпир хамӑра тем пек халсӑр туйсан та Иегова пире хӑватлӑ тӑвӗ!

71-МӖШ ЮРӐ Эпир — Иеговӑн ҫарӗ!

^ 5 абз. Ҫак статьяра эпир Павел апостолӑн тӗслӗхне пӑхса тухӑпӑр. Тата эпир ҫакна курӑпӑр: хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, пирӗнтен мӑшкӑлласа кулнӑ чухне ҫакна чӑтса ирттерме Иегова пире вӑй парать тата хамӑра халсӑр пек туйнӑ чухне вӑл пире ҫирӗплетет.

^ 1 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Эпир тӗрлӗ сӑлтава пула хамӑра халсӑр пек туйма пултаратпӑр. Сӑмахран, ҫитменлӗхсем пулнӑран, чухӑн пулнӑран, сывлӑх начар пулнӑран, сахал вӗреннӗрен е тата пире хӗсӗрленӗрен е хӑртнӑран эпир хамӑра хавшак пек туйма пултаратпӑр.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Павел Христос ҫинчен ырӑ хыпар сарма тухса кайнӑ чухне хӑйӗн малтанхи пурнӑҫӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавна пурне те хӑварнӑ. Вӑл Ҫырӑвӑн хӑш-пӗр пайӗсене кӗртсе хунӑ пӗчӗк коробкӑсене тата тӗнпе ҫыхӑнман чӗркемсене пӗрле илмен.

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Пӗрле ӗҫлекенсем арҫын тӑвана ҫине тӑрсах хӑйсемпе пӗрле ҫуралнӑ куна уявлама чӗнеҫҫӗ.