Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

36-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир «ҫын тытакан» пулма хатӗр-и?

Эсир «ҫын тытакан» пулма хатӗр-и?

«Ан хӑра; паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн» (ЛУКА 5:10).

73-МӖШ ЮРӐ Пире хӑюлӑх парсам

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иисус тӑватӑ пулӑҫа мӗн каланӑ тата вӗсем мӗн тунӑ?

ПЕТР, Андрей, Иаков тата Иоанн пулӑҫсем пулнӑ. Пулӑ тытса вӗсем хӑйсене пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илме пултарнӑ. Пӗррехинче Иисус вӗсене «Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакансем * тӑвӑп» тенине илтсен вӗсем мӗн тери тӗлӗннӗ пулӗ! Вара Петрпа унӑн юлташӗсем мӗн тунӑ-ши? Библире вӗсем «ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ» тесе каланӑ (Матф. 4:18—22). Ҫакӑ вӗсен пурнӑҫне тӗпренех улӑштарнӑ. Пулӑ тытакан вырӑнне вӗсем «ҫын тытакан» пулса тӑнӑ (Лука 5:10). Иисус паян та чӑнлӑха юратакан ҫынсене хӑйӗн хыҫҫӑн пыма чӗнет (Матф. 28:19, 20). Эсир вара мӗнле йышӑну турӑр? «Ҫын тытакан» пулса тӑтӑр-и?

2. Мӗншӗн хыпарҫӑ пуласси ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла тата ҫак йышӑнӑва тума мӗн пулӑшӗ?

2 Тен, эсир Библи вӗренме пуҫланӑранпа сахал мар вӑхӑт иртнӗ тата эсир хӑвӑр пурнӑҫра улшӑнусем те тунӑ пулӗ. Халӗ вара эсир хыпарҫӑ пулмалла-и, пулмалла мар-и тесе иккӗленсе тӑратӑр. Апла эсир ҫак утӑм мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланатӑр пулӗ. Иисус Петра, Андрея, Иакова тата Иоана хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсен вӗсем ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса ун хыҫҫӑн кайнӑ. Анчах та вӗсем ҫавна шутламасӑрах тунӑ тесе калама пулать-и? Паллах, ҫук. Ҫур ҫул маларах вӗсем Иисуспа паллашса вӑл Мессия пулнине ӑнланса илнӗ (Иоанн 1:35—42). Ҫавӑн пекех эсир те Иегова ҫинчен тата Иисус ҫинчен нумай пӗлтӗр тата малалла та Иеговӑпа ҫывӑхланас тетӗр пулӗ. Ҫав-ҫавах хыпарҫӑ пулса тӑриччен тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла. Петра, Андрея, Иакова тата Иоана йышӑну тума мӗн пулӑшнӑ?

3. Ӑста хыпарҫӑ тата лайӑх вӗрентекен пулма мӗн пулӑшма пултарать?

3 Иисусӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсем хӑйсем тӑвакан ӗҫе лайӑх пӗлнӗ тата ҫак ӗҫе тума вӗсене килӗшнӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем хӑюллӑ пулнӑ тата йывӑр килнӗ чухне те хӑйсен ӗҫне тума пӑрахман. Ҫакӑ веҫех вӗсене ӑста «ҫын тытакансем» пулма пулӑшнӑ. Ҫак лайӑх енсем сире те ӑста хыпарҫӑ тата лайӑх вӗрентекен пулма пулӑшӗҫ. Айтӑр ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар.

ЫРӐ ХЫПАРА МӖНШӖН САРМАЛЛИНЕ АСРА ТЫТӐР

Петр, Андрей, Иаков тата Иоанн ҫын тытакансем пулса тӑнӑ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫ халӗ те пырать (4, 5 абзацсене пӑхӑр)

4. Мӗншӗн Петр пулӑ тытнӑ?

4 Петр пулӑ тытасса та ҫемьене тӑрантарассишӗн ҫеҫ мар пулӑ тытнӑ, вӑл ҫак ӗҫе тума юратнӑ (Иоанн 21:3, 9—15). Иисус ӑна «ҫын тытакан» пулма чӗнсен вара Петр ҫак ӗҫе те юратма пуҫланӑ. Иегова пулӑшнипе вӑл ҫак ӗҫе лайӑх туса тӑма пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 2:14, 41).

5. Лука 5:8—11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Петр мӗнрен хӑранӑ? Хӑранине ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшӗ?

5 Эпир Иеговӑна юратнӑран ырӑ хыпар калатпӑр. Юратни пире ҫак ӗҫе туса тӑма хавхалантарать. Юратни «манран пулмасть» текен шухӑшсене те сирсе яма пулӑшать. Иисус Петра «ҫын тытакан» пулма чӗнсен ӑна «ан хӑра» тенӗ. (Лука 5:8—11 вуласа парӑр.) Петр мӗнрен хӑранӑ-ши? Вӑл Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан хӑйӗнпе мӗн пуласси пирки хӑраман. Иисус вӗсене темӗн чухлӗ пулӑ тытма пулӑшнине курсан вӑл тӗлӗнсе-хӑраса кайнӑ. Иисус ҫакна тӗлӗнмелле майпа тунине Петр ӑнланнӑ, вара хӑйӗн пирки Иисуспа пӗрле ӗҫлеме тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пуҫланӑ. Эсир те Петр пекех хӑрама тата эпӗ христианин пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пултаратӑр. Ун пек чухне Иеговӑна, Иисуса тата ҫывӑх ҫынна хытӑрах юратма тӑрӑшӑр. Вара сирӗн те «ҫын тытакан» пулас килсе кайӗ (Матф. 22:37, 39; Иоанн 14:15).

6. Ырӑ хыпар сарма пире мӗн хавхалантарать?

6 Эпир урӑх сӑлтавсене пула та ырӑ хыпар саратпӑр. Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене вӗренекенсене хатӗрлеме хушса хӑварнӑ (Матф. 28:19, 20). Эпир вара Иисуса итлесшӗн. Унсӑр пуҫне, ҫынсем «кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ» тата вӗсен Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлмелле (Матф. 9:36). Ырӑ хыпара сарма пире тата мӗн хавхалантарать? Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:4).

7. Рим 10:13—15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн ырӑ хыпар сармалла?

7 Эпир калакан хыпар ҫынсен пурнӑҫӗсене ҫӑлнине ӑнланатпӑр пулсан, пирӗн ырӑ хыпара каласах тӑрас килӗ. Пулӑҫсем ҫинчен калас пулсан, вӗсем тытнӑ пулла е сутаҫҫӗ, е пӗҫереҫҫӗ. Эпир вара, вӗсемпе танлаштарсан, ҫынсене ҫӑлас тесе «ҫын тытакансем» пулса тӑтӑмӑр. (Рим 10:13—15 вуласа парӑр; 1 Тим. 4:16.)

ЫРӐ ХЫПАР САРНӐ ЧУХНЕ МӖН ШУТА ИЛМЕЛЛЕ?

8, 9. Пулӑҫӑн мӗн пӗлмелле тата мӗншӗн?

8 Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра Израильти пулӑҫсен хӑш пулла тытма юранине, хӑшне юраманнине лайӑх пӗлмелле пулнӑ (Лев. 11:9—12). Ҫавӑн пекех вӗсем пулла ӑҫта тытмаллине те пӗлнӗ. Ытларах чухне пулӑ ӑҫта хӑйне валли апат нумай тата ӑҫта хӑйне килӗшет, ҫавӑнта пурӑнать. Унсӑр пуҫне, хӑш вӑхӑтра пулла каймаллине те шута илмелле. Пӗррехинче Лӑпкӑ океанри аякри утрав ҫинче пурӑнакан пӗр арҫын тӑванпа миссионер хушшинче интереслӗ калаҫу пулса иртнӗ. Тӑван миссионера пулла кайма чӗннӗ. Лешӗ вара: «Ирхине, пӗр тӑххӑрсенче, тӗл пулӑпӑр»,— тенӗ. Арҫын тӑван вара ӑна: «Апла ӗҫ каймасть, эпир е ҫывӑрса тӑранатпӑр, е пулӑ тытатпӑр»,— тесе каланӑ.

9 Пӗрремӗш ӗмӗрти «ҫын тытакансем» ӑҫта ҫынсем пулнӑ, ҫавӑнта ҫӳренӗ. Вӗсем хӑҫан тата ӑҫта каймаллине пӗлнӗ. Сӑмахран, Иисусӑн вӗренекенӗсем килтен киле, пасарсенче, храмра тата синагогӑсенче ырӑ хыпар каланӑ (Ап. ӗҫ. 5:42; 17:17; 18:4). Пирӗн те ҫынсем хӑҫан килте, хӑҫан урӑх ҫӗрте пулнине пӗлмелле. Чӑнлӑха ытларах ҫын пӗлтӗр тетпӗр пулсан, пирӗн хӑҫан тата ӑҫта ырӑ хыпар сармаллине шута илмелле (1 Кор. 9:19—23).

ОПЫТЛӐ ПУЛӐҪСЕМ... 1) ӑҫта тата хӑҫан пулӑ тытмаллине пӗлеҫҫӗ (8, 9 абзацсене пӑхӑр)

10. Иеговӑн организацийӗ пире мӗнле хатӗрсем панӑ?

10 Пулӑҫсене тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр кирлӗ тата вӗсен ҫав хатӗрсемпе усӑ курма пӗлмелле. Пире те ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗрлӗ хатӗрсем кирлӗ тата вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине те пирӗн вӗренсе ҫитмелле. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «ҫын тытакансем» пулма чӗнсен, вӗсене ӑҫта каймаллине, мӗн каламаллине тата хӑйсемпе пӗрле мӗн илмеллине каланӑ (Матф. 10:5—7; Лука 10:1—11). Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн организацийӗ пире ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшас тесе ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем панӑ тата вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине те вӗрентет *. Ҫакӑн пек вӗрентнине пула эпир ӑста вӗрентекенсем пулса тӑма пултаратпӑр (2 Тим. 2:15).

ОПЫТЛӐ ПУЛӐҪСЕМ... 2) пулӑ тытмалли хатӗр-хӗтӗрпе усӑ курма пӗлеҫҫӗ (10-мӗш абзаца пӑхӑр)

ХӐЮЛЛӐ ПУЛӐР

11. Мӗншӗн «ҫын тытакансен» хӑюллӑ пулмалла?

11 Пулӑҫсен хӑюллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тинӗсри ҫанталӑк хӑвӑрт улшӑнать — кӗтмен ҫӗртен ҫил-тӑвӑл тухма пултарать. Унсӑр пуҫне, пулӑҫсен час-часах ҫӗрле тӗттӗмре ӗҫлеме тивет. «Ҫын тытакансен» те хӑюллӑ пулмалла. Эпир ырӑ хыпар сарма пуҫласан тата хамӑр Иегова Свидетелӗ пулни пирки каласан пирӗн пурнӑҫра «ҫил-тӑвӑл» ҫӗкленме пултарать. Хурӑнташсем пире хирӗҫ тӑма, паллакансем вара пирӗнтен кулма пултараҫҫӗ тата хӑш-пӗр ҫынсем эпир калакан хыпара итлесшӗнех пулмаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Иисус эпир кама ырӑ хыпар калатпӑр, ҫавсем пире хирӗҫ тӑрӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ (Матф. 10:16).

12. Иисус Навин 1:7—9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, хӑюллӑрах пулма пире мӗн пулӑшӗ?

12 Хӑюллӑ пулма мӗн пулӑшать? Пӗрремӗшӗнчен, Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыни пирки ан иккӗленӗр (Иоанн 16:33; Ӳлӗм. 14:14—16). Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хӑвӑршӑн тӑрӑшасса ҫирӗп шанӑр (Матф. 6:32—34). Мӗн чухлӗ хытӑрах эсир ӗненетӗр, ҫавӑн чухлӗ хӑюллӑрах пулса пыратӑр. Петр, Андрей, Иаков тата Иоанн хытӑ ӗненнӗрен пулӑ тытма пӑрахса Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ. Эсир те хытӑ ӗненнӗрен хурӑнташсене тата паллакансене Библи вӗренме тата пухусене ҫӳреме пуҫлани ҫинчен каланӑ. Тата Турра юрӑхлӑ пулас тесе эсир улшӑнусем те тунӑ. Ҫакна тума хӑюлӑх та кирлӗ пулнӑ. Малалла та хӑюлланса пырӑр, вара эсир ҫак сӑмахсем — «эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пулӗ» текен сӑмахсем — пурнӑҫланса пынине хӑвӑр куҫӑрпа курӑр. (Иисус Навин 1:7—9 вуласа парӑр.)

ОПЫТЛӐ ПУЛӐҪСЕМ... 3) ҫил-тӑвӑлра та хӑрамасӑр ӗҫлеҫҫӗ (11, 12 абзацсене пӑхӑр)

13. Шухӑшлани тата кӗлтуни сире хӑюллӑ пулма мӗнле пулӑшӗ?

13 Хӑюллӑ пулас тесен тата мӗн тумалла? Иеговӑна хӑюллӑ пулма пулӑшсам тесе кӗлтӑвӑр (Ап. ӗҫ. 4:29, 31). Вӑл сирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлатех. Вӑл сире нихӑҫан та хӑвармӗ, яланах пулӑшса тӑрӗ. Унсӑр пуҫне, Иегова ӗлӗк-авал хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле ҫӑлни ҫинчен шухӑшлӑр. Тата вӑл сире хӑвӑр йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме те, улшӑнма пулӑшнине те асра тытӑр. Иегова хӑйӗн халӑхне Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫма пулӑшнӑ пекех, сире те Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшӗ (Тух. 14:13). Псалом ҫыракан пек хытӑ ӗненӗр, вӑл: «Ҫӳлхуҫа ман майлӑ — эпӗ хӑрамӑп: этем мана мӗн тӑвайӗ?»,— тесе ҫирӗппӗн каланӑ (Пс. 117:6).

14. Масаэ тата Томоё тӑвансен тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пулать?

14 Хӑюллӑрах пулас тесе хальхи вӑхӑтра пурӑнакан Иеговӑн ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен те шухӑшлӑр. Сӑмахран, хӑш-пӗр тӑвансем питӗ вӑтанчӑк, Иегова вара вӗсене ҫакна ҫӗнтерме пулӑшать. Акӑ Масаэ ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл вӑтанчӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та ырӑ хыпар сарма пултараймастӑп тесе шутланӑ. Ҫынпа калаҫмалли ҫинчен шухӑшласанах вӑл хӑраса ӳкнӗ тата манран пулмасть тесе шутланӑ. Вара вӑл Турра тата ҫынсене хытӑрах юратма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Масаэ ҫак тӗнче кӗҫех пӗтесси ҫинчен шухӑшланӑ тата Иеговӑран ырӑ хыпар сарма хӑйӗн ытларах кӑмӑл пултӑр тесе ыйтнӑ. Ҫак тӑван хӑй хӑранине ҫӗнтернӗ, унтан та ытларах, вӑл пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Айтӑр тата Иегова ҫӗнӗ хыпарҫӑсене хӑюллӑ пулма пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗхе пӑхса тухар. Томоё ятлӑ хӗрарӑм тӑван пӗрремӗш хут ырӑ хыпар сарма кайсан акӑ мӗн пулнӑ. Пӗрремӗш ҫурта шаккасанах кил хуҫи ӑна: «Иегова Свидетелӗсем-и? Эпӗ сирӗнпе калаҫмастӑп!»,— тесе кӑшкӑрса тӑкнӑ та алӑка хупса хунӑ. Томоё тӑван хӑраса ӳкнӗ-и? Ҫук. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле ырӑ хыпар саракан тӑвана ҫапла каланӑ: «Куртӑн-и? Эпӗ ҫӑвар уҫса та ӗлкӗреймерӗм, вӑл эпӗ Иегова Свидетелӗ пулнине ӑнланса илчӗ. Мӗнле чаплӑ!» Халӗ Томоё пионер пулса ӗҫлет.

ЙЫВӐР ПУЛСАН ТА, МӖН ТУМАЛЛИНЕ ТӐВӐР

15. Пулӑҫсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр тата ҫакӑ пире мӗнле пулӑшӗ?

15 Пулӑ тытакансен ӑнӑҫлӑ пулас тесен нумай вӑй хумалла. Сӑмахран, вӗсем ир-ирех тӑраҫҫӗ, ӗҫе туса пӗтеричченех тинӗсре юлаҫҫӗ тата ҫанталӑка пӑхмасӑрах ӗҫлеҫҫӗ. Эпир те хамӑр ӗҫе туса пӗтерес тетпӗр пулсан, пирӗн йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах чӑтӑмлӑ пулмалла (Матф. 10:22).

16. Хамӑршӑн мӗн тума йывӑр, ҫавна тума пире мӗн пулӑшать?

16 Эпир ялан тенӗ пекех ӗҫе хамӑра мӗнле меллӗ, ҫапла тӑватпӑр. Анчах та чи кирлине тума хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Ҫавӑнпа пирӗн ҫак ӗҫсене хамӑра вӑйпах тутарттарма тивет. Хамӑршӑн мӗн йывӑр, ҫавна тума пире чаруллӑ пулни пулӑшать. Иеговӑн святой сывлӑшӗ витӗм кӳнипе вара эпир ҫак лайӑх ене аталантарма пултарӑпӑр (Гал. 5:22, 23).

17. 1 Коринф 9:25—27 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, чаруллӑ пулас тесе Павел мӗн тунӑ?

17 Павел апостол чаруллӑ пулас тесе нумай вӑй хунӑ. (1 Коринф 9:25—27 вуласа парӑр.) Вӑл ытти христиансене те ҫак ене аталантарма хавхалантарнӑ тата вӗсен пур ӗҫӗнче те йӗрке пултӑр тесе каланӑ (1 Кор. 14:40). Пирӗн те малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе, ҫав шутрах ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес тесе, вӑй хурсах тӑмалла (Ап. ӗҫ. 2:46).

ВӐРАХА АН ЯРӐР

18. Иегова пире мӗншӗн хаклать?

18 Пулӑҫӑ ӑнӑҫлӑ пулнипе пулманни вӑл мӗн чухлӗ пулӑ тытнинчен курӑнать. Пирӗн пирки калас пулсан вара, эпир ӑнӑҫлӑ пулнипе пулманни эпир мӗн чухлӗ ҫынна ырӑ хыпар пӗлтернинчен килмест (Лука 8:11—15). Иегова пире эпир ырӑ хыпар сарнӑшӑн тата вӗренекенсене хатӗрленӗшӗн хаклать, мӗншӗн тесен ҫапла тунипе эпир ӑна тата унӑн Ывӑлне итленине кӑтартатпӑр (Марк 13:10; Ап. ӗҫ. 5:28, 29).

19, 20. Мӗншӗн пирӗн халех ырӑ хыпар сармалла?

19 Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫулталӑкра темиҫе уйӑх хушши ҫеҫ пулӑ тытма юрать, ҫавӑнпа та пулӑҫсен тӑхтаса тӑмалла мар. «Ҫын тытакансен» те вӑраха ямалла мар. Ҫак тӗнче кӗҫех пӗтет вӗт! Ҫынсене ҫӑлма вӑхӑт питӗ сахал юлчӗ. Ҫавӑнпа та ырӑ хыпара халех сарӑр, хӑвӑр валли меллӗ вӑхӑт ҫитессе кӗтсе ан ларӑр (Еккл. 11:4).

20 Ырӑ хыпара мӗншӗн сармалли ҫинчен халех шухӑшлӑр, Библие лайӑх тӗпчӗр, хӑюллӑ пулса пырӑр тата чаруллӑ пулма вӗренӗр. Пӗтӗм тӗнчипе сакӑр миллион ытла арҫынпа хӗрарӑм «ҫын тытакан» пулса тӑнӑ. Эсир те «ҫын тытакан» пулса тӑрӑр, вара Иегова паракан савӑнӑҫа туйса илме пултарӑр (Неем. 8:10). Иегова ырӑ хыпара урӑх каламалла мар тесе каличченех ҫак ӗҫе хастаррӑн хутшӑнӑр. Ырӑ хыпар сарма ҫирӗп шут тытма вара пире мӗн пулӑшӗ? Ҫакна эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

66-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпар пӗлтерер

^ 5 абз. Пӗррехинче Иисус хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата ӗҫчен пулӑҫсене хӑйӗн вӗренекенӗсем пулма чӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра та вӑл ҫакӑн пек лайӑх енсене кӑтартакан ҫынсене хӑйӗн вӗренекенӗсем пулма тата ырӑ хыпар сарма чӗнет. Анчах та Библи вӗренекен хӑш-пӗр ҫынсем «ҫын тытакансем» пулса тӑма иккӗленсе тӑраҫҫӗ. Ку статьяра эпир ҫакӑн пек ҫынсем мӗн тума пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 1 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Кам ырӑ хыпар сарать тата Христосӑн вӗренекенӗсене хатӗрлет, ҫавӑн пирки «ҫын тытакан» теме пулать.