Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

43-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова хӑйӗн организацине ертсе пырать

Иегова хӑйӗн организацине ертсе пырать

«Ҫарпа мар, вӑйпа мар, Манӑн Сывлӑшӑмпа, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа» (ЗАХ. 4:6).

40-МӖШ ЮРӐ Эпир — камӑн?

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн христианинӑн мӗн тумалла?

ШЫВА кӗнӗ чухне христианин пурин умӗнче Иеговӑна ӗненнине тата унӑн халӑхӗпе пӗрле уншӑн ӗҫлесшӗн пулнине кӑтартать. Паллах, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та христианинӑн ӗненӗве аталантармалла тата Иегова хӑйӗн организацине * ертсе пынине ҫирӗп ӗненмелле.

2, 3. Иегова хӑйӗн организацине мӗнле ертсе пырать? Ӑнлантарса парӑр.

2 Иегова хӑйӗн организацине мӗнле ертсе пынинчен унӑн тӗллевӗ, вӑл мӗнле Турӑ пулни тата унӑн мӗнле нормӑсем пулни курӑнать. Айтӑр Иегова хӑйӗн организацине мӗнле ертсе пынинчен унӑн мӗнле виҫӗ енӗ курӑннине пӑхса тухар.

3 Пӗрремӗшӗнчен, «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех», вӑл ҫынна камне кура уйӑрмасть (Ап. ӗҫ. 10:34). Иегова ҫынсене питӗ хытӑ юратать. «Мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе» вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне панӑ (1 Тим. 2:6, ҪХ; Иоанн 3:16). Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненекенсем ҫӑлӑнма пултарӗҫ. Ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пур ҫынна та ырӑ хыпар калама хушнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова «килӗштерекенсенӗн Турри» тата вӑл йӗркене юратать (1 Кор. 14:33, 40). Апла пулсан, унӑн организацийӗнче йӗрке пулмалла тата унӑн ӗҫлекенӗсен пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнмалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова чи лайӑх Вӗрентекен (Иов 36:22). Акӑ мӗншӗн вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Библири чӑнлӑха ӑнланма пулӑшать тата ҫак чӑнлӑха ыттисене ӑнлантарса пама вӗрентет. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвне тата хальхи вӑхӑтра хӑйӗн организацине мӗнле ертсе пынинче Иеговӑн ҫак енӗсем мӗнле курӑнаҫҫӗ? Святой сывлӑш Иеговӑн организацийӗнче ӗҫлесе тӑма сире мӗнле пулӑшать?

ИЕГОВА ҪЫННА КАМНЕ КУРА УЙӐРМАСТЬ

4. Апостолсен ӗҫӗсем 1:8-мӗшӗ тӑрӑх, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тума хушнӑ тата вӑл вӗсене мӗн тума сӑмах панӑ?

4 Пӗрремӗш ӗмӗр. Иисус калакан хыпар ҫынсене шанчӑк панӑ (Лука 4:43). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак ӗҫе малалла тума хушнӑ. Вӑл вӗсене эсир «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр» тенӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 1:8 вуласа парӑр.) Паллах, вӗренекенсем ҫакна хӑйсен вӑйӗпе ҫеҫ тума пултарайман. Ҫавӑнпа та Иисус вӗсене святой сывлӑш — «пулӑшакана» пама сӑмах панӑ (Иоанн 14:26, ҪТ; Зах. 4:6).

5, 6. Святой сывлӑш Иисусӑн вӗренекенӗсене мӗнле пулӑшнӑ?

5 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Иисусӑн вӗренекенӗсем святой сывлӑш илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем тӳрех ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Вара пин-пин ҫын вӗсем калакан хыпара йышӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:41; 4:4). Христиансене хӗсӗрлеме пуҫласан та вӗсем хӑраса ӳкмен, ун вырӑнне Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ҫапла кӗлтунӑ: «Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсамччӗ». Ҫавӑн хыҫҫӑн «пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса Турӑ сӑмахне хӑюллӑн каланӑ» (Ап. ӗҫ. 4:18—20, 29, 31).

6 Христосӑн вӗренекенӗсен ытти йывӑрлӑхсем те пулнӑ. Сӑмахран, ҫав вӑхӑтра Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн чӗркемӗсем сахал пулнӑ тата христиансен, пирӗнпе танлаштарсан, Библи вӗренмелли пособисем пулман. Унсӑр пуҫне, вӗсен тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтермелле пулнӑ. Ҫав-ҫавах ҫав хастар хыпарҫӑсем питӗ пысӑк ӗҫ тунӑ — вӑтӑр ҫул та иртмен, ырӑ хыпара «тӗнчере мӗн пуррине пурне те пӗлтернӗ» (Кол. 1:6, 23).

7. Ҫӗр ҫул каялла Иеговӑн ӗҫлекенӗсем вӑл хӑйсенчен мӗн кӗтнине мӗнле ӑнланнӑ? Вара вӗсем мӗн тунӑ?

7 Хальхи вӑхӑт. Иегова халӗ те хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ертсе пырать тата хӑйӗн ирӗкне тума вӗсене вӑй парать. Иегова ытларах чухне хӑйӗн халӑхне хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ ертсе пырать. Унта Иисус ырӑ хыпара мӗнле сарни ҫинчен тата вӑл ҫак ӗҫе малалла та тума хӑйӗн вӗренекенӗсене хушса хӑварни ҫинчен каланӑ (Матф. 28:19, 20). 1881 ҫулта июль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Пире чӗнсе илессе те ятлӑ-сумлӑ е пуян пулма мар, пӗтӗм вӑя хурса ырӑ хыпара сарма чӗнсе, е суйласа, илнӗ». 1919 ҫулта «Ӗҫе кама шанса панӑ?» ятлӑ брошюра тухнӑ. Унта вара ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ӗҫӗ ытла та нумай пек туйӑнать, анчах та ҫакӑ Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ. Вӑл пулӑшнипе эпир ӑна тӑваятпӑр». Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех, ҫав тӑвансем хӑюллӑ пулнӑ, хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ тата Иеговӑн святой сывлӑшӗ вӗсене пур ҫынна та ырӑ хыпара пӗлтерме пулӑшасса хытӑ ӗненнӗ. Эпир те святой сывлӑш пире пулӑшасса ҫирӗп шанатпӑр.

Ырӑ хыпар сарас тесе Иеговӑн организацийӗ чи лайӑх хатӗрсемпе усӑ курать (8, 9 абзацсене пӑхӑр)

8, 9. Ырӑ хыпар сарас тесе Иеговӑн организацийӗ унччен мӗнле меслетсемпе усӑ курнӑ тата халӗ мӗнле меслетсемпе усӑ курать?

8 Ырӑ хыпар сарас тесе Иеговӑн организацийӗ чи лайӑх хатӗрсемпе усӑ курать. Малтан пичетленӗ публикацисемпе, «Пултарни ҫинчен фотодрамӑпа», патефонсемпе, рупорлӑ машинӑсемпе усӑ курнӑ тата радиопа ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Халӗ вара эпир электронлӑ хатӗрсемпе тата интернетпа усӑ курса ырӑ хыпар сарма пуҫларӑмӑр. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӑвакан куҫарас ӗҫ ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Унччен нихӑҫан та публикацисене ҫакӑн пек нумай чӗлхе ҫине куҫарман. Ҫакна пула пур ҫын та ырӑ хыпара хӑйӗн тӑван чӗлхипе илтме пултарать. Иегова никама та камне кура уйӑрмасть, вӑл «пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те» ырӑ хыпар пӗлтерӗҫ тесе пророкла каланӑ (Ӳлӗм. 14:6, 7). Апла, Иегова Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пур ҫынна та пӗлтересшӗн.

9 Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑш-пӗр ҫынсене килте тытма йывӑр. Хӑш-пӗр ҫуртсене вара кӗме май ҫук. Акӑ мӗншӗн Иеговӑн организацийӗ халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма шут тытнӑ. Сӑмахран, Ертсе пыракан совет ирӗк панипе 2001 ҫулта Францире, кайран вара ытти ҫӗршывсенче те стендсемпе ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Ҫакӑ питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та 2011 ҫулта Нью-Йоркра халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли ятарлӑ программа пуҫарса янӑ. Ҫулталӑк хушшинче стендсемпе ырӑ хыпар сарса тӑвансем 102 129 кӗнеке тата 68 911 журнал салатнӑ. 4 701 ҫын вара хӑйсемпе Библи вӗренме ыйтнӑ. Ҫак ӗҫе тума Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе пулӑшса тӑни уҫҫӑн курӑннӑ. Ҫавӑнпа Ертсе пыракан совет ырӑ хыпар сармалли стендсемпе пӗтӗм тӗнчипе усӑ курма йышӑннӑ.

10. Ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре лайӑхланас тесе мӗн тума пулать?

10 Эсир мӗн тума пултаратӑр? Иегова хӑйӗн халӑхне пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче ырӑ хыпар сарма вӗрентет. Унта мӗн пӗлнипе усӑ курма тӑрӑшӑр тата ырӑ хыпар сармалли хӑвӑр ушкӑнри тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарӑр. Вӗсем сире ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре лайӑхланса пыма пулӑшма пултараҫҫӗ тата тӑвансен тӗслӗхӗ сире хавхалантарма пултарать. Йывӑрлӑхсем пулсан та ырӑ хыпар сарма ан пӑрахӑр. Ҫак статьяри тӗп сӑвӑ йӗркинче каланӑ пек, эпир ҫак ӗҫе хамӑр вӑйпа мар, Иеговӑн сывлӑшӗпе тӑватпӑр (Зах. 4:6). Ку Иеговӑн ӗҫӗ, вӑл пире хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама вӑй паратех.

ИЕГОВА «КИЛӖШТЕРЕКЕНСЕНӖН ТУРРИ» ТАТА ВӐЛ ЙӖРКЕНЕ ЮРАТАТЬ

11. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем хушшинче йӗрке тата мир пултӑр тесе ертсе пыракан советри тӑвансем мӗн тунӑ?

11 Пӗрремӗш ӗмӗр. Иерусалимри ертсе пыракан советри тӑвансем ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ, вӗсем пухусенче йӗрке тата мир пултӑр тесе тӑрӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 2:42). Пирӗн эрӑри 49 ҫулта пулас, христиансем хушшинче ӳт кастарассипе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухнӑ. Ҫак ыйтӑва татса памасан ырӑ хыпар сарас ӗҫре чӑрмавсем сиксе тухма пултарнӑ. Вара ҫак ыйтӑва татса парас тесе ертсе пыракан советри тӑвансем Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем еврейсем пулнӑ пулсан та, хӑйсем ҫине ни иудейсен йӑли-йӗркисене те, ни ӳт кастармалла текенсене те витӗм кӳме паман. Вӗсем Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырнине шута илнӗ тата тӗрӗс йышӑну тӑвас тесе Иеговӑран святой сывлӑш ыйтнӑ (Ап. ӗҫ. 15:1, 2, 5—20, 28). Иегова вӗсене пилленӗ. Вара христиансем хушшинче мир, пӗрлӗх пулнӑ тата вӗсем малалла та ырӑ хыпара хастаррӑн сарнӑ (Ап. ӗҫ. 15:30, 31; 16:4, 5).

12. Иеговӑн организацийӗнче йӗрке тата мир пулни ӑҫтан курӑнать?

12 Хальхи вӑхӑт. Иеговӑн организацийӗ Туррӑн халӑхӗ хушшинче мир тата пӗрлӗх пултӑр тесе яланах тӑрӑшнӑ. 1895 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Пурте тирпейлӗ те йӗркеллӗ пултӑр» ятлӑ статья тухнӑ. Ҫак статья 1 Коринф 14:40-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫинче никӗсленнӗ. Статьяра ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Пӗрремӗш ӗмӗрте апостолсем христиансене пухура йӗрке пулмалли ҫинчен нумай каланӑ. Пирӗн те ӗлӗк мӗн ҫырнине, „пире ӳкӗтлесе“ ҫырнине, малалла та тытса пымалла» (Рим 15:4). Пӗрремӗш ӗмӗрте пулнӑ пекех, халӗ те Иеговӑн организацийӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче йӗрке тата мир пултӑр тет. Акӑ пӗр тӗслӗх. Эсир урӑх пухӑва е урӑх ҫӗршыва кайсассӑн «Хурал башнинчи» хӑш статьяна сӳтсе явӗҫ-ши тата ӑна мӗнле сӳтсе явӗҫ-ши тесе шутласа тӑмӑр. Тӗлпулу хӑвӑр пухура мӗнле иртет, унта та ҫаплах иртӗ. Ҫакӑн пек пӗрлӗх Иеговӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе ҫеҫ пулма пултарать (Соф. 3:9).

13. Иаков 3:17-мӗшӗнчи сӑмахсене шута илсе хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

13 Эсир мӗн тума пултаратӑр? Иегова пирӗнтен «килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса» пурӑнасса кӗтет (Эф. 4:1—3). Ҫавӑнпа хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: эпӗ пухура пӗрлӗхпе мире упрама тӑрӑшатӑп-и? Яваплӑ арҫын тӑвансене итлетӗп-и? Ман ҫине шанма пулать-и? Мана пухура пӗр-пӗр ӗҫ шанса панӑ пулсан, эпӗ ӑна лайӑх тума тӑрӑшатӑп-и? Эпӗ мӗн тумаллине вӑхӑтра тӑватӑп-и? Тата ыттисене хаваспах пулӑшатӑп-и? (Иаков 3:17 [ҪТ] вуласа парӑр *.) Сирӗн пӗр-пӗр енчен лайӑхланмаллине куртӑр пулсан, улшӑнма Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Мӗн чухлӗ ытларах сирӗн ҫине святой сывлӑш витӗм кӳрӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах эсир лайӑхланса пырӑр. Вара тӑвансем сире тата хытӑрах юратӗҫ тата хаклӗҫ.

ИЕГОВА ПИРЕ ВӖРЕНТЕТ ТАТА МӖН КИРЛИПЕ ТИВӖҪТЕРСЕ ТӐРАТЬ

14. Пӗрремӗш ӗмӗрте Иегова христиансене хӑйӗн ирӗкне пӗлсе ҫитме мӗнле пулӑшнӑ? (Колоссӑ 1:9, 10).

14 Пӗрремӗш ӗмӗр. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хаваспах вӗрентет (Пс. 31:8). Вӑл вӗсем хӑйне пӗлччӗр тата юратчӑр тет тата вӑл вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн. Акӑ мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ун ҫинчен пӗлӳ илсе пымалла (Иоанн 17:3). Пӗрремӗш ӗмӗрте Иегова христиансене пуху урлӑ вӗрентнӗ. (Колоссӑ 1:9, 10 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, вӑл вӗсене, Иисус каланӑ пек, «пулӑшакана» — святой сывлӑш — панӑ (Иоанн 14:16, ҪТ). Святой сывлӑш вӗсене Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ тата Иисус мӗн каланипе мӗн тунине аса илтернӗ (каярахпа ҫакна веҫех Евангелисенче ҫырса хунӑ). Ҫав пӗлӳ христиансен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ тата Иеговӑна, унӑн Ывӑлне тата пӗр-пӗрне хытӑрах юратма хавхалантарнӑ.

15. Иегова Исаия 2:2, 3 сӑвӑ йӗркисенчи хӑйӗн сӑмахӗсене мӗнле пурнӑҫлать?

15 Хальхи вӑхӑт. Иегова пророкла каланӑ тӑрӑх, «юлашки кунсенче» пур халӑх ҫыннисем унӑн тӑвӗ патне пуҫтарӑнӗҫ, урӑхла каласан, унӑн ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗренӗҫ. (Исаия 2:2, 3 вуласа парӑр.) Ҫак сӑмахсем пурнӑҫланса пынине эпир хамӑр куҫпах куратпӑр. Иеговӑна пуҫҫапни чӑнах та суя турӑсене пуҫҫапнинчен чылай лайӑхрах. Иегова пире валли сӗтел тулли сӑнарлӑ апат хатӗрленӗ (Ис. 25:6). «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ вӑл пире тӗрлӗ статьясем, докладсем тата видеороликсемпе мультфильмсем те парса тӑрать (Матф. 24:45). Эпир мӗн туйнине Елиуй мӗн туйнипе танлаштарма пулать. Вӑл Иегова ҫинчен: «Ун пек вӗрентекен кам пултӑр?» — тенӗ (Иов 36:22).

Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине хытӑ ӗненӗр тата ҫак пӗлӳпе пурнӑҫра усӑ курӑр (16-мӗш абзаца пӑхӑр) *

16. Иегова парса тӑракан пӗлӳ хамӑра усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

16 Эсир мӗн тума пултаратӑр? Святой сывлӑш пире Турӑ Сӑмахӗнчен мӗн пӗлсе пынине пурнӑҫра тытса тӑма пулӑшать. Псалом юрлакан кӗлтунӑ пек кӗлтӑвӑр: «Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулу ҫине тӑрат мана, Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем; чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет» (Пс. 85:11). Библие тата Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан публикацисене малалла та тӗпчӗр. Тӗпчессе те пӗлӳ илессишӗн ҫеҫ мар, Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине хытӑрах ӗненес тесе тата ҫак пӗлӳпе пурнӑҫра усӑ курас тесе тӗпчӗр. Ҫакна тума вара сире святой сывлӑш пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, пухури тӑвансене пулӑшса тӑрӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сирӗн ҫемье (Евр. 10:24, 25). Тӗлпулусенче чун-чӗререн комментарисем парас тесе тата заданисене тӗплӗн хатӗрлес тесе Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Ҫапла тусан эсир Иеговӑна тата унӑн Ывӑлне вӗсен «сурӑхӗсене» юратнине кӑтартӑр (Иоанн 21:15—17).

17. Иеговӑн организацийӗпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлес тесен мӗн тумалла?

17 Кӗҫех ҫӗр ҫинче пӗртен-пӗр организаци — Иеговӑн организацийӗ — тӑрса юлӗ. Ҫавӑнпа пирӗн ҫак организаципе ҫума-ҫумӑн ӗҫлемелле. Ҫынсене Иегова юратнӑ пек юратӑр, никама та камне кура ан уйӑрӑр, пур ҫынна та ырӑ хыпар калӑр. Иегова пекех, йӗркепе мире юратӑр тата пухура пӗрлӗх упрама тӑрӑшӑр. Чи лайӑх Вӗрентекенрен вӗренӗр, Иеговӑн сӗтелӗ ҫинчи пур апата та ҫийӗр. Вара Турӑ ҫак усал тӗнчене пӗтернӗ чухне эсир хӑраса ӳкмӗр, мӗншӗн тесен Иеговӑн организацийӗпе пӗрле пулӑр.

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

^ 5 абз. Иегова хӑйӗн организацине ертсе пынине эсир ҫирӗп ӗненетӗр-и? Ҫак статьяра эпир Иегова пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен пухӑвне тата хальхи вӑхӑтра хӑйӗн халӑхне мӗнле ертсе пыни ҫинчен калаҫӑпӑр.

^ 1 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Иеговӑн организацийӗ икӗ пайран — пӗлӗтри тата ҫӗр ҫинчи пайсенчен тӑрать. Ҫак статьяра «организаци» тесе Иеговӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ ҫинчен каланӑ.

^ 13 абз. Иаков 3:17, ҪТ: «Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх чи малтан таса, унтан мирлӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ, пӑхӑнса тӑма хатӗр, хӗрхенессипе тата ырӑ ҫимӗҫсемпе тулнӑ, камне кура уйӑрмасть, икӗпитлӗ мар».

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗршывсенче ырӑ хыпар саракан тӑвансем ҫинчен каласа паракан видеороликсене пӑхнӑ хыҫҫӑн пионер пулса ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван урӑх ҫӗршыва куҫса кайма тӗллев лартать. Юлашкинчен вара вӑл ҫак тӗллеве пурнӑҫлать.