Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

45-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Христос мӗн хушнине ыттисене тытса пурӑнма пулӑшӑр

Христос мӗн хушнине ыттисене тытса пурӑнма пулӑшӑр

«Кайӑр та... Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене» (МАТФ. 28:19, 20).

89-МӖШ ЮРӐ Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Матфей 28:18—20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн хушса хӑварнӑ?

ВИЛӖМРЕН чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Галилейӑра пухӑннӑ хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑннӑ. Вӑл вӗсене темскер питӗ пӗлтерӗшлине каласшӑн пулнӑ. Вӑл мӗн каланине Матфей 28:18—20 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) ҫырса хунӑ.

2. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

2 Хальхи вӑхӑтра та Туррӑн ӗҫлекенӗсен Иисус хушса хӑварнӑ ӗҫе туса тӑмалла. Айтӑр ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, Библи вӗренекен ҫынсене Турӑ хӑйсенчен мӗн кӗтнине ӑнлантарса пани ҫеҫ ҫителӗклӗ-и? Иккӗмӗшӗнчен, Библи вӗренекенсене ҫитӗнӳсем тума пулӑшас тесе пухури тӑвансем мӗн тума пултараҫҫӗ? Виҫҫӗмӗшӗнчен, ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансене * вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе каллех хутшӑнма пулӑшас тесе мӗн тума пулать?

ХРИСТОС МӖН ХУШНИНЕ ТЫТСА ПУРӐНМА ВӖРЕНТӖР

3. Иисус каланӑ тӑрӑх, пирӗн ҫынсене мӗне вӗрентмелле?

3 Иисус пирӗн мӗн тумаллине тӳррӗн каланӑ. Пирӗн вӑл мӗне вӗрентнине ҫынсене каласа памалла. Ҫакна та палӑртмалла: Иисус «кайӑр та... Эпӗ сире мӗн хушнине... вӗрентӗр вӗсене» тесе ҫеҫ мар, «кайӑр та... Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене» тенӗ. Апла пирӗн Библи вӗренекенсене вӗсен мӗн тумаллине ҫеҫ мар, ҫавна мӗнле тумаллине те ӑнлантарса памалла (Ап. ӗҫ. 8:31). Мӗншӗн пирӗн ҫапла тумалла?

4. Христос мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма ҫынсене мӗнле вӗрентмелле? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Христос мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма ҫынсене мӗнле вӗрентмелле-ши? Ҫакна ӑнланма пӗр тӗслӗх пулӑшать. Машинӑпа ҫӳреме вӗрентекен инструктор вӗренекенсене ҫулҫӳрев правилисене тытса тӑма вӗрентес тесе мӗн тӑвать? Малтан вӑл вӗсене пӗлӳ парать. Анчах та вӑл ҫакӑнпа ҫырлахмасть. Ҫын машинӑпа пынӑ чухне инструктор унпа юнашар ларса правилӑсене мӗнле тытса пымаллине те ӑнлантарса парать. Ҫак тӗслӗх пире мӗне вӗрентет?

5. а) Иоанн 14:15-мӗшӗ тата 1 Иоанн 2:3-мӗшӗ тӑрӑх, Библи вӗренекенсене пирӗн мӗне вӗрентмелле? ӑ) Библи вӗренекене Библири принципсемпе пурнӑҫра усӑ курма вӗрентес тесе мӗн тума пулать?

5 Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне эпир ӑна Турӑ унран мӗн кӗтнине пӗлме пулӑшатпӑр. Анчах та ҫакӑ ҫителӗксӗр, пирӗн ӑна хӑй илнӗ пӗлӳпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине те ӑнлантарса памалла. (Иоанн 14:15; 1 Иоанн 2:3 вуласа парӑр.) Сӑмахран, эпир шкулта, ӗҫре е каннӑ чухне Библири принципсемпе хамӑр мӗнле усӑ курнине каласа пама пултаратпӑр. Тата эпир Библири канашсем хамӑра хӑрушлӑхран мӗнле хӳтӗленине тата тӗрӗс йышӑну тума мӗнле пулӑшнине каласа кӑтартма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Библи вӗренекенпе пӗрле кӗлтуса ӑна святой сывлӑш тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑштӑр тесе ыйтма пулать (Иоанн 16:13).

6. Библи вӗренекене Иисус хушнине пурне те тытса пурӑнма пулӑшас тесен тата мӗн тумалла?

6 Библи вӗренекенӗн Иисус мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнас тесен ырӑ хыпар сарас ӗҫе те хутшӑнмалла. Пирӗн вара вӗренекенӗн ырӑ хыпар сарма кӑмӑл ҫуралтӑр тесе тӑрӑшмалла. Хӑш-пӗрисем ырӑ хыпар сарассинчен питӗ хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла. Вӗренекене Библири чӑнлӑха лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланма пулӑшмалла, вара чӑнлӑх унӑн чӗрине пырса тивӗ. Ҫакӑ вара ӑна ырӑ хыпара ыттисене каласа пама хавхалантарӗ. Библи вӗренекенӗн ырӑ хыпар сарма кӑмӑл ҫуралтӑр тесен тата мӗн тума пулать?

7. Библи вӗренекенӗн ырӑ хыпар сарма кӑмӑл ҫуралтӑр тесен мӗн тума пулать?

7 Вӗренекене ҫакӑн пек ыйтусем парса пӑхма пулать: «Библирен мӗн пӗлни сан пурнӑҫа лайӑхлатрӗ-и? Ҫак пӗлӳ ыттисене те кирлӗ-и? Ыттисене чӑнлӑха пӗлме пулӑшас тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн?» (Ытар. 3:27; Матф. 9:37, 38). Кайран ӑна ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен буклетсене кӑтартӑр та ҫапла ыйтӑр: «Сан тӑвансене, туссене е пӗрле ӗҫлекенсене ҫаксенчен хӑшӗ интереслентерсе яма пултарать?» Унтан вӑл суйласа илнӗ буклетсене темиҫешер экземпляр парӑр та вӗсене мӗнле сӗнмелли ҫинчен пӗрле шухӑшласа пӑхӑр тата репетици тӑвӑр. Паллах, вӗренекен шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑрсан та, пирӗн ӑна вӗрентме пӑрахмалла мар — унпа пӗрле ырӑ хыпар сармалла (Еккл. 4:9, 10; Лука 6:40).

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНЕ ПУХУРИ ТӐВАНСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

8. Мӗншӗн Библи вӗренекен ҫыннӑн Турра тата ҫывӑх ҫынна хытӑрах та хытӑрах юратмалла? (« Библи вӗренекене Турра хытӑрах юратма пулӑшас тесен мӗн тумалла?» рамкӑна пӑхӑр.)

8 Асӑрхӑр-ха, Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫынсене вӑл «мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма» вӗрентмелле. Ҫакӑ Библи вӗренекенсене икӗ тӗп заповеде те — Турра юрат тата ҫывӑх ҫынна юрат текен заповедьсене — тытса тӑма вӗрентмеллине пӗлтерет. Ҫак икӗ заповедь те ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫпе ҫыхӑннӑ (Матф. 22:37—39). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен ырӑ хыпар сарма пире Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юратни хавхалантарать. Паллах, хӑш-пӗр вӗренекенсем палламан ҫынсене ырӑ хыпар каламаллине пӗлсен хӑраса ӳкме пултараҫҫӗ. Пирӗн вара вӗренекене Иегова сана хӑранине ҫӗнтерме пулӑшатех тесе шантармалла (Пс. 17:2—4; Ытар. 29:25). Библи вӗренекене Иеговӑна хытӑрах юратма пулӑшас тесе мӗн тума пулать? Ҫак статьяри рамкӑра эсир усӑллӑ канашсем тупма пултаратӑр. Пухури тӑвансем вара Библи вӗренекен ҫынна Турра тата ҫывӑх ҫынна хытӑрах юратма пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

9. Машинӑпа ҫӳреме вӗренекен ҫынна ҫул ҫинче хӑйне мӗнле тытмаллине ӑнланма мӗн пулӑшать?

9 Машинӑпа ҫӳреме вӗренекен ҫын ҫинчен аса илер. Вӑл юнашар ларакан инструктора итлесе кӑна мар, ытти водительсем ҫине пӑхса та вӗренет. Сӑмахран, инструктор ӑна ҫапла калама пултарать: «Пӑх-ха, ҫав водитель хирӗҫ пыракан водительсене ҫула курма чӑрмантарас мар тесе аякка ҫутатакан фарӑсене сӳнтерчӗ те ҫывӑха ҫутатакан фарӑсене ҫутрӗ. Ак ҫав водитель вара тепӗр водителе хӑй пыракан рете куҫма май пачӗ». Ытти водительсем ҫине пӑхса машинӑпа ҫӳреме вӗренекен ҫын ҫул ҫинче хӑйне мӗнле тытмаллине лайӑхрах ӑнланма пуҫлать.

10. Библи вӗренекен ҫынна ҫитӗнӳсем тума мӗн пулӑшӗ?

10 Библи вӗренекен ҫын пирки калас пулсан вара, вӑл хӑйне вӗрентекен хыпарҫӑна итлесе кӑна мар, Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсем ҫине пӑхса та вӗренет. Апла, ҫитӗнӳсем тӑвас тесен унӑн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле. Унта ҫӳресе вӑл ытларах пӗлӳ илӗ, ӗненӗве ҫирӗплетӗ тата Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫлӗ (Ап. ӗҫ. 15:30—32). Унсӑр пуҫне, пухура вӑл тӗрлӗ тӑвансемпе паллашма пултарать. Тен, вӗсенчен хӑш-пӗрисем вӑл тӳсекен йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ е пӗр-пӗр тӑванӑн лару-тӑрӑвӗ Библи вӗренекен ҫыннӑн лару-тӑрӑвӗпе пӗр пекрех пулма пултарать. Тата пухури тӑвансен тӗслӗхӗсенчен вӑл юратнине ӗҫпе мӗнле кӑтартмаллине курма пултарӗ. Айтӑр темиҫе лару-тӑрӑва пӑхса тухар.

11. Библи вӗренекен ҫын пухура кампа паллашма пултарать тата ҫакӑ ун ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

11 Калӑпӑр, Библи вӗренекен хӗрарӑм хӑйӗн ачине пӗччен пӑхса ӳстерет. Пухӑва килсен вара вӑл ачисене пӗччен пӑхса ӳстерекен хӗрарӑм тӑванпа паллашать. Хӗрарӑм тӑван ачисемпе пӗрле пухӑва ҫӳреме мӗн чухлӗ вӑй хунине курни унӑн чӗрине пырса тивет. Е, калӑпӑр, Библи вӗренекен арҫын ниепле те чӗлӗм туртма пӑрахаймасть. Пухура вара вӑл ҫак сиенлӗ йӑлана пӑрахнӑ арҫын тӑванпа паллашать. Арҫын тӑван хӑйне мӗн пулӑшни ҫинчен каласа парать. «Мӗн чухлӗ хытӑрах Иеговӑна юрататтӑм, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах унӑн заповечӗсем тӑрӑх пурӑнас килетчӗ»,— тет вӑл (2 Кор. 4:7; 7:1). Тата вӑл: «Эпӗ чӗлӗм туртма пӑрахма пултартӑм, эсӗ те пултаратӑн»,— тесе калать. Ҫак сӑмахсем арҫынна питӗ хавхалантараҫҫӗ. Е Библи вӗренекен хӗр Патшалӑх залӗнче хӑйпе пӗр ҫулхи Иеговӑшӑн ӗҫлекен хӗре асӑрхать тейӗпӗр. Лешӗ яланах савӑнӑҫлӑ пулнине курсан Библи вӗренекен хӗр ҫак тӑвана савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнине пӗлесшӗн пулать.

12. Мӗншӗн Библи вӗренекене пухури пур тӑван та пулӑшма пултарать теме пулать?

12 Эппин, Библи вӗренекен ҫын пухури тӗрлӗ тӑвансемпе паллашса вӗсен тӗслӗхӗсенчен вӗренме пултарать, ҫав шутрах вӑл вӗсенчен Иисус мӗн хушнине — Турра юрат тата ҫывӑх ҫынна юрат текен заповедьсене — тытса пурӑнма вӗренет (Иоанн 13:35; 1 Тим. 4:12). Унсӑр пуҫне, хӑйӗнпе пӗр пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тӑвансемпе хутшӑнса вӑл ҫакна ӑнланса илӗ: вӑл хӑй те кирлӗ улшӑнусем туса Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пултарать (Сак. аст. 30:11). Пухури кашни тӑван Библи вӗренекен ҫынна ҫитӗнӳсем тума пулӑшма пултарать (Матф. 5:16). Эсир вара тӗлпулусене килекен Библи вӗренекен ҫынсене пулӑшма тӑрӑшатӑр-и?

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ПӐРАХНӐ ТӐВАНСЕНЕ ПУЛӐШӐР

13, 14. Хӑйне пӑрахса хӑварнӑ апостолсем ҫине Иисус мӗнле пӑхнӑ?

13 Ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансем ҫинчен те эпир манмастпӑр, вӗсем Христос хушнӑ ӗҫе каллех хутшӑнма пуҫлаччӑр тетпӗр. Ҫак тӑвансене мӗнле пулӑшма пулать? Айтӑр Иисусӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Апостолсен аллисем усӑнсан вӑл мӗн тунӑ?

14 Иисуса вӗлернӗ кун апостолсем ӑна «пӑрахса тарнӑ» (Марк 14:50; Иоанн 16:32). Ҫав-ҫавах вӑл вӗсене сирсе яман. Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иисус хӑш-пӗр хӗрарӑмсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр; кайӑр та Манӑн тӑванӑмсене [эпӗ чӗрӗлсе тӑни ҫинчен] пӗлтерӗр» (Матф. 28:10). Апостолсем хӑйне пӑрахса хӑварнӑ пулсан та, вӑл вӗсене «тӑванӑмсем» тенӗ. Иегова пекех, Иисус та апостолсене хӗрхеннӗ тата каҫарма хатӗр пулнӑ (4 Патш. 13:23).

15. Ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансем ҫине эпир мӗнле пӑхатпӑр?

15 Ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансем ҫине эпир Иисус пӑхнӑ пек пӑхатпӑр. Эпир вӗсене юрататпӑр тата вӗсемшӗн пӑшӑрханатпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн тӑванӑмӑрсем. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем вун-вун ҫул хушши ырӑ хыпар сарнӑ. Эпир вӗсем Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫленине манмастпӑр (Евр. 6:10). Эпир вӗсемшӗн питӗ тунсӑхлатпӑр (Лука 15:4—7). Ҫавӑн пек тӑвансемшӗн тӑрӑшас тӗлӗшрен эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16. Ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансене пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

16 Вӗсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ыррӑн чӗнӗр. Кулянса ӳкнӗ апостолсене хавхалантарас тесе Иисус вӗсене ятарлӑ тӗлпулӑва чӗннӗ (Матф. 28:10ӑ; 1 Кор. 15:6). Эпир вара ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чӗнме пултаратпӑр. Пухӑва килме килӗшиччен, тен, вӗсене нумай хутчен чӗнме тивӗ. Апостолсем тӗлпулӑва килнӗшӗн Иисус питӗ савӑннӑ. Ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑван пухӑва килсен эпир те хӗпӗртетпӗр (Матф. 28:16; Лука 15:6 танлаштарӑр).

17. Ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑван пухӑва килсен мӗн тумалла?

17 Вӗсене ӑшшӑн саламлӑр. Иисус вӗренекенсем хӑйсене аван мар ан туйччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Вӑл вӗсем хӑйсем хӑй патне пырасса кӗтсе тӑман, хӑй вӗсем патне пырса калаҫма пуҫланӑ (Матф. 28:18). Пирӗн вара ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑван пухӑва килсен мӗн тумалла? Пирӗн хамӑрӑн ун патне пырса ӑна ӑшшӑн саламламалла. Тен, эпир ӑна мӗн калас-ши тесе пӑшӑрханма пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне ӑна: «Сана курма хавас»,— тесе калӑр. Вара вӑл хӑйне аван мар туймӗ.

18. Ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансене мӗнле хавхалантарма пулать?

18 Вӗсене хавхалантарӑр. Тен, Иисусӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарма пултарӑпӑр-ши тесе иккӗленнӗ. Иисус вара вӗсене: «Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп»,— тесе хавхалантарнӑ (Матф. 28:20). Ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӗсем пӗр чарӑнмасӑр ырӑ хыпар сарнӑ тата ҫынсене чӑнлӑха вӗрентнӗ (Ап. ӗҫ. 5:42). Пирӗн те ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансене хавхалантармалла. Тен, вӗсенчен хӑш-пӗрисем каллех ырӑ хыпар сарма пуҫлама хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене эсӗ пӗччен ырӑ хыпар сарма каймӑн тесе шантарӑр. Вӗсем ырӑ хыпар сарма хатӗр пулсан вара, хӑвӑрпа пӗрле кайма сӗнӗр. Хӑйсене ҫапла пулӑшнӑшӑн вӗсем питӗ пархатарлӑ пулӗҫ. Ҫак тӑвансем пухури ытти тӑвансем хӑйсене унчченхи пекех юратнине курсан, тен, вӗсен каллех ырӑ хыпар сарас килсе кайӗ. Ҫакӑ вара пӗтӗм пухушӑн пысӑк савӑнӑҫ пулӗ!

ЭПИР ИИСУС ХАМӐРА ШАНСА ПАНӐ ӖҪЕ ТУСА ҪИТЕРЕСШӖН

19. Эпир мӗн тӑвасшӑн тата мӗншӗн?

19 Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе эпир хӑҫанччен туса тӑрӑпӑр? Иисус «тӗнче пӗтичченех» тенӗ (Матф. 28:20). Эпир ҫак ӗҫе туса ҫитереетпӗр-и? Паллах, эпир ҫак ӗҫе туса ҫитересшӗн! Ҫавӑнпа хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсене шыраса тупас тесе эпир хамӑрӑн вӑхӑта, вӑя тата пурлӑха шеллеместпӗр (Евр. 11:6). Ҫапла туса эпир Иисус тунӑ пек тӑватпӑр. Вӑл хӑй пирки «Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси» тенӗ (Иоанн 4:34; 17:4). Эпир те хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса ҫитересшӗн, ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитичченех туса тӑрасшӑн. Ыттисем те, ҫав шутрах ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансем те, пирӗнпе пӗрле ҫак ӗҫе хутшӑнччӑр тетпӗр (Матф. 24:13; Иоанн 20:21).

20. 2 Коринф 4:7-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн эпир хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса ҫитерме пултаратпӑр?

20 Паллах, хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса ҫитерме ҫӑмӑл мар. Анчах эпир пӗччен мар. Иисус «эпӗ... сирӗнпе пӗрле пулӑп» тесе сӑмах панӑ. Унсӑр пуҫне, пире Иегова пулӑшса тӑрать, мӗншӗн тесен «эпир — Туррӑн ӗҫлекенӗсем» (1 Кор. 3:9). Апла, эпир ҫак ӗҫе туса ҫитерме пултаратпӑр. Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе туса тӑма тата ыттисене ҫак ӗҫе хутшӑнма пулӑшма эпир питӗ хавас. Ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс! (2 Коринф 4:7 вуласа парӑр.)

79-МӖШ ЮРӐ Вӗсене ҫирӗп пулма вӗрентӗр

^ 5 абз. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӗренекенсене хатӗрлеме тата вӗсене хӑй мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентме хушса хӑварнӑ. Ҫак статьяра эпир ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Статьяри хӑш-пӗр шухӑшсене 2004 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчен» (выр.) илнӗ, 14—19 страницӑсем.

^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Пӗр-пӗр тӑван ултӑ уйӑх е ытларах вӑхӑт хушши отчет памасть пулсан, вӑл ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хыпарҫӑ шутланать. Ҫав-ҫавах ҫакӑн пек хыпарҫӑсем пирӗн тӑвансем пулма пӑрахмаҫҫӗ, эпир вӗсене унчченхи пекех юрататпӑр.

^ 67 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван Библи вӗренекен хӗрарӑма Турра хытӑрах та хытӑрах юратас тесен мӗн-мӗн тумаллине ӑнлантарса парать. Каярах Библи вӗренекен хӗрарӑм хӑйне вӗрентӗ пек тӑвать.