Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

46-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ан хӑрӑр! Иегова сире пулӑшӗ

Ан хӑрӑр! Иегова сире пулӑшӗ

«Сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп» (ЕВР. 13:5).

55-МӖШ ЮРӐ Вӗсенчен ан хӑрӑр!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Пире никам та пулӑшаймасть пек туйӑннӑ чухне хамӑра мӗн пирки аса илтермелле? (Пс. 117:5—7).

СИРӖН эпӗ пӗр пӗччен, мана никам та пулӑшаймӗ тесе шутлани пулкаланӑ-и? Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хушшинче те ҫавнашкал шутлакансем пулнӑ (3 Патш. 19:14). Сирӗн пуҫа та ҫакӑн пек шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ пулсан, Иегова мӗн каланине аса илӗр. Вӑл ҫапла каланӑ: «Сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп». Вара эсир хӑюллӑн: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп»,— теме пултаратӑр (Евр. 13:5, 6). Ҫак сӑмахсене Павел пирӗн эрӑри 61 ҫул патнелле Иудейӑри христиансем патне ҫырса янӑ. Павел ҫырнӑ сӑмахсем 117-мӗш Псаломри сӑмахсемпе пӗр килеҫҫӗ. (Псалом 117:5—7 вуласа парӑр.)

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр тата мӗнле тӗллевпе?

2 Псалом юрлакан пекех, Павел та Иегова хӑйне пулӑшасси пирки иккӗленмен, мӗншӗн тесен Иегова ӑна малтан та пулӑшса тӑнӑ. Сӑмахран, еврейсем патне ҫыру ҫыриччен икӗ ҫул ытла маларах Павел караппа пынӑ чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла лекнӗ (Ап. ӗҫ. 27:4, 15, 20). Ҫав ҫулҫӳревре те, малтанхи ҫулсенче те Иегова Павела тӗрлӗ майпа пулӑшса тӑнӑ. Вӑл ӑна 1) Иисуспа ангелсем урлӑ, 2) камӑн власть пур, ҫав ҫынсем урлӑ тата 3) пухури тӑвансем урлӑ пулӑшса тӑнӑ. Иегова пире те пулӑшма сӑмах парать. Павелӑн пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине пӑхса тухни пире ҫакна хытӑрах ӗненме пулӑшать.

ИИСУСПА АНГЕЛСЕМ ПУЛӐШНИ

3. Павелӑн мӗнле шухӑшсем пулма пултарнӑ тата мӗншӗн?

3 Пирӗн эрӑри 56 ҫул тӗлнелле Павел Иерусалимри храма килсен ӑна халӑх ярса тытнӑ. Ҫынсем ӑна храмран сӗтӗрсе тухнӑ та вӗлересшӗн пулнӑ. Тепӗр кунне Павела Синедрион умне тӑратнӑ. Унта та тӑшманӗсем ӑна тытса ҫурма хатӗр пулнӑ (Ап. ӗҫ. 21:30—32; 22:30; 23:6—10). Ҫавӑнпа та Павел эпӗ тата мӗн чухлӗ чӑтайӑп-ши тесе шутласа илме пултарнӑ.

4. Иегова Павел апостола Иисус урлӑ мӗнле пулӑшнӑ?

4 Вӗсем Павела мӗнле пулӑшнӑ? Павела арестленӗ хыҫҫӑн ҫӗрле ӑна Иисус курӑннӑ. Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: «Павел, хӑюллӑ пул! эсӗ Ман ҫинчен Иерусалимра чӑннине пӗлтернӗ пек, санӑн Рим хулинче те ҫаплах чӑннине пӗлтермелле» (Ап. ӗҫ. 23:11). Иисус ӑна Иерусалимра хӑй ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗшӗн мухтанӑ тата вӑл Рима тӗрӗс-тӗкелех ҫитсе унта та ырӑ хыпара пӗлтерӗ тесе шантарнӑ. Ҫак сӑмахсем Павела мӗн тери хавхалантарнӑ пулӗ! Вӗсене илтсен Павел хӑйне хӳтлӗхри пек туйнӑ пулӗ — ача ашшӗ ытамӗнче хӑйне мӗнле туять, вӑл та хӑйне ҫапла туйнӑ пулӗ.

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче ангел Павела карап ҫинче пыракансем пурте ҫӑлӑнӗҫ тесе шантарнӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Иегова Павела ангел урлӑ мӗнле пулӑшнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Тепӗр икӗ ҫултан Павел каллех йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ. Вӑл Рима караппа пынӑ чухне питӗ хӑрушӑ ҫил-тӑвӑла лекнӗ. Карап ҫинче пыракансен пурин те, ҫав шутрах моряксен те, ҫӑлӑнас ӗмӗчӗ те сӳннӗ. Ҫапах та Павел лӑпкӑ пулнӑ. Мӗншӗн-ши? Вӑл карап ҫинче пыракансене ҫапла каланӑ: «Мана кӗҫӗр хам пӑхӑнса тӑракан, пуҫҫапакан Туррӑн Ангелӗ курӑнса ҫапла каларӗ: „ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла, акӑ Турӑ хӑвпа пӗрле пыракансене пурне те сана парнелерӗ“». Иегова Павела икӗ ҫул маларах Иисус урлӑ тӗреклетнӗ пекех, халӗ те ангел урлӑ эсӗ Рима ҫитӗн тесе шантарнӑ. Ҫапла пулса тухнӑ та — Павел тӗрӗс-тӗкелех Рима ҫитнӗ (Ап. ӗҫ. 27:20—25; 28:16).

6. Иисусӑн хӑш сӑмахӗсем пире вӑй кӗртме пултараҫҫӗ тата мӗншӗн?

6 Вӗсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ? Павела ҫирӗплетнӗ пекех, Иисус пире те ҫирӗплетет. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп»,— тесе шантарнӑ (Матф. 28:20). Ҫак сӑмахсем пире вӑй кӗртеҫҫӗ. Пирӗн пурин те йывӑр кунсем пулкалаҫҫӗ. Сӑмахран, пирӗн ҫывӑх ҫын вилсен эпир темиҫе кун кӑна мар, темиҫе ҫул хушши те хуйхӑрма пултаратпӑр. Ватлӑх ҫитсен те пирӗн йывӑр кунсем пуҫланаҫҫӗ. Хуйха ӳксен е ал усӑнсан та пире йывӑр килет. Анчах та эпир пурне те чӑтса ирттерме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иисус «куллен», йывӑр кунсенче те, пирӗнпе пӗрле пулнине пӗлетпӗр (Матф. 11:28—30).

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пире ангелсем пулӑшаҫҫӗ (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

7. Ӳлӗмхине 14:6-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пире мӗнле пулӑшса тӑрать?

7 Турӑ Сӑмахӗ Иегова пире ангелсем урлӑ пулӑшасса шантарать (Евр. 1:14). Сӑмахран, эпир «пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те» Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пӗлтернӗ чухне ангелсем пире пулӑшса тӑраҫҫӗ (Матф. 24:13, 14; Ӳлӗмхине 14:6 вуласа парӑр).

КАМӐН ВЛАСТЬ ПУР, ҪАВСЕМ ПУЛӐШНИ

8. Камӑн власть пулнӑ, ҫавсем урлӑ Иегова Павела мӗнле пулӑшнӑ?

8 Вӗсем Павела мӗнле пулӑшнӑ? Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, пирӗн эрӑри 56 ҫулта Иисус Павела эсӗ Рима тӗрӗс-тӗкелех ҫитӗн тесе шантарнӑ. Анчах та Иерусалимра хӑш-пӗр иудейсем Павела вӗлерме каварлашнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Клавдий Лисий ҫар пуҫӗ пӗлсен тӳрех ӑна пулӑшнӑ. Вӑл ӑна Иерусалимран 105 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ Кесарие янӑ. Тата ӑна сыхлама темиҫе ҫӗр салтака янӑ. Кесари пуҫлӑхӗ Феликс вара Павела «Ирод керменне хуптарса» хураллама хушнӑ (Ап. ӗҫ. 23:12—35). Ҫавна пула Павел тӑшмансен аллине лекмен.

9. Фест Павела мӗнле пулӑшнӑ?

9 Икӗ ҫул иртнӗ. Павел халӗ те арестра пулнӑ. Ҫав вӑхӑталла Кесарире Феликс вырӑнне Фест ертсе пыма пуҫланӑ. Иудейсем ӑна Павела суд тума Иерусалима яма йӑлӑннӑ. Анчах та Фест килӗшмен. Вӑл иудейсем Павела ҫул ҫинче вӗлересшӗн пулнине пӗлнӗ пулас (Ап. ӗҫ. 24:27—25:5).

10. Павел хӑйне кесарь патне яма ыйтсан Фест мӗн тунӑ?

10 Кӑшт вӑхӑт иртсен Павела Кесарире суд тунӑ. Фест иудейсене юрасшӑн пулса Павела ҫапла каланӑ: «Эсӗ Иерусалима каясшӑн мар-и, унта сана ҫак ӗҫ тӗлӗшпе ман умӑмра сут тӑвӗҫ». Павел хӑйне Иерусалимра вӗлересшӗн пулнине пӗлнӗ. Тата вӑл ҫӑлӑнас тесе, Рима ҫитсе унта ырӑ хыпар сарас тесе мӗн тумаллине те пӗлнӗ. Вара вӑл Феста: «Мана кесарь сучӗ пултӑр»,— тенӗ. Фест «канашра ларакан ҫынсемпе калаҫса пӑхнӑ та ҫапла хуравланӑ: эсӗ кесарь сутне ыйтрӑн, апла кесарь патне кайӑн». Ҫак йышӑну Павела вилӗмрен хӑтарнӑ. Ӑна Рима ямалла тунӑ, унта вара вӑл хӑрушсӑрлӑхра пулнӑ (Ап. ӗҫ. 25:6—12).

11. Павел Исаия каланӑ мӗнле сӑмахсене аса илнӗ пулас?

11 Рима каяс вӑхӑта кӗтнӗ май Павел, тен, Исаия 8:10-мӗшӗнчи сӑмахсене аса илнӗ. Унта Исаия Иеговӑн тӑшманӗсене ҫапла каланӑ: «Кавар каварлӑр — арканӗ вӑл; сӑмах татса хурӑр — путланӗ вӑл, мӗншӗн тесессӗн пирӗнпе — Турӑ!» Павел хӑйне Иегова пулӑшасса пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме хатӗр пулнӑ.

Ӗлӗк-авал Иегова камӑн власть пур, ҫавсене хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлеме хавхалантарнӑ. Вӑл хальхи вӑхӑтра та хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫапла майпа хӳтӗлеме пултарать (12-мӗш абзаца пӑхӑр)

12. Юлий Павелпа хӑйне мӗнле тытнӑ? Павел вара ҫавӑн пирки мӗн шутлама пултарнӑ?

12 Пирӗн эрӑри 58 ҫулта Павела Италие янӑ. Ҫул ҫинче ӑна Юлий ятлӑ ҫӗрпӳ хуралланӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Павел пурнӑҫӗ Юлий аллинче пулнӑ. Вӑл ӑна хӗстерме те, ырӑ тума та пултарнӑ. Юлий хӑйне мӗнле тытнӑ-ши? Вӑл Павелпа ырӑ пулнӑ. Карап Сидон патне ҫитсе чарӑнсан вара, вӑл ӑна тусӗсем патне кайма та ирӗк панӑ. Каярахпа Юлий Павелӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ҫакӑ мӗнле пулса иртнӗ? Карап путма пуҫласан тимӗрленӗ ҫынсем тарса ан пӗтчӗр тесе салтаксем вӗсене вӗлерсе тухасшӑн пулнӑ. Анчах та Юлий «Павела хӑтарасшӑн пулса» вӗсене ҫапла тума паман. Павел ҫак ырӑ ҫын урлӑ хӑйне Иегова пулӑшнине ӑнланнӑ пулас (Ап. ӗҫ. 27:1—3, 42—44).

(13-мӗш абзаца пӑхӑр)

13. Камӑн власть пур, ҫавсем ҫине Иегова мӗнле витӗм кӳме пултарать?

13 Вӗсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ? Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе камӑн власть пур, ҫавсем ҫине хӑйӗн святой сывлӑшӗпе витӗм кӳме пултарать. Соломон патша ҫакӑн пирки ҫапла каланӑ: «Патша чӗри Ҫӳлхуҫа аллинче юхӑм шыв пек: ӑҫталла ярас тет — Вӑл ӑна ҫавӑнталла ярать» (Ытар. 21:1). Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? Шыва кирлӗ ҫӗре ярас тесе ҫынсем канав чаваҫҫӗ. Ҫавӑн евӗрлех, Иегова та пуҫлӑхсен шухӑшӗсене улӑштарма пултарать. Вара вӗсем Турӑ халӑхӗшӗн усӑллӑ йышӑнусем тӑваҫҫӗ. (Ездра 7:21, 25, 26 танлаштарӑр.)

14. Апостолсен ӗҫӗсем 12:5-мӗшӗнчи сӑмахсене шута илсе эпир камшӑн кӗлтума пултаратпӑр?

14 Эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пуҫлӑхсем Иеговӑн халӑхне пырса тивекен йышӑнусем тунӑ чухне эпир вӗсемшӗн кӗлтума пултаратпӑр (1 Тим. 2:1, 2; Неем. 1:11). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех, эпир те тӗрмере ларакан пирӗн тӑвансемшӗн хӗрӳллӗн кӗлтӑватпӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 12:5 вуласа парӑр; Евр. 13:3.) Унсӑр пуҫне, ҫав тӑвансене тӗрмере пӑхса тӑракан хуралҫӑсемшӗн те кӗлтума пулать. Иегова вӗсем ҫине витӗм кӳтӗр тесе, Юлий Павелпа ырӑ пулнӑ пекех, вӗсем те пирӗн тӑвансемпе ырӑ пулччӑр тесе кӗлтума пулать (Ап. ӗҫ. 27:3).

ПУХУРИ ТӐВАНСЕМ ПУЛӐШНИ

15, 16. Иегова Павел апостола Аристархпа Лука урлӑ мӗнле пулӑшнӑ?

15 Вӗсем Павела мӗнле пулӑшнӑ? Павел Рима кайнӑ чухне Иегова ӑна тӑвансем урлӑ нумай хутчен пулӑшнӑ. Акӑ темиҫе тӗслӗх.

16 Павелӑн икӗ шанчӑклӑ тусӗ, Аристархпа Лука, унпа пӗрле Рима каяс тенӗ *. Вӗсем ҫул ҫинче хӑйсемпе мӗн пулассине пӗлмен, ҫапах та хатӗр пулсах Павелпа пӗрле кайнӑ. Кайран тин, ҫил-тӑвӑл тухсан, Павел вӗсем Рима тӗрӗс-тӗкелех ҫитӗҫ тесе каланӑ. Аристархпа Лука Кесарире карап ҫине ларсан Павел Иеговӑна ҫак икӗ хӑюллӑ тӑвана хӑйне пулӑшма янӑшӑн чун-чӗререн тав тунӑ пулӗ (Ап. ӗҫ. 27:1, 2, 20—25).

17. Иегова Павела пухури тӑвансем урлӑ мӗнле пулӑшнӑ?

17 Ҫул ҫинче Павела ытти тӑвансем те пӗрре ҫеҫ мар пулӑшнӑ. Сӑмахран, Сидон хулине ҫитсен Юлий ирӗк панипе Павел тӑвансем патне кайса вӗсенчен пулӑшу илнӗ. Путеолӑна ҫитсен вара Павел хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле ытти христиансене тупнӑ. Лешӗсем вӗсене хӑйсем патӗнче ҫичӗ кун пурӑнма ыйтнӑ. Ҫав христиансем вӗсене лайӑх пӑхнӑ, Павел вара вӗсене нумай хавхалантаракан тӗслӗх каласа кӑтартнӑ пулӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:2, 3 танлаштарӑр.) Вӗсем патӗнче канса илнӗ хыҫҫӑн Павел, Аристарх тата Лука малалла ҫул тытнӑ (Ап. ӗҫ. 27:3; 28:13, 14).

Иегова Павела ытти христиансем урлӑ пулӑшнӑ пекех пире те пухури тӑвансем урлӑ пулӑшать (18-мӗш абзаца пӑхӑр)

18. Мӗншӗн Павел Турра тав тунӑ тата хавхаланнӑ?

18 Рима ҫитсе пынӑ май Павел, тен, унти христиансем патне виҫӗ ҫул маларах мӗн ҫырнине аса илнӗ: «Хам та темиҫе ҫултанпа сирӗн пата ҫитесшӗн ӗмӗтленсе тӑратӑп» (Рим 15:23). Анчах та хӑй Рима ҫапла майпа килессе вӑл шутламан пулӗ. Хулана ҫитсен тӑвансем хӑйне кӗтсе илме тухнине курсан Павел ҫав тери савӑннӑ пулӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, тӑвансене курсан Павел Турра тав тунӑ тата хавхаланнӑ (Ап. ӗҫ. 28:15). Асӑрхӑр-ха, Павел Турра тав тунӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл ҫав тӑвансем урлӑ хӑйне Иегова пулӑшнине ӑнланнӑ.

(19-мӗш абзаца пӑхӑр)

19. 1 Петр 4:10-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пирӗн урлӑ тӑвансене мӗнле пулӑшма пултарать?

19 Эпир мӗн тума пултаратпӑр? Сирӗн пухура чирленине пула, ҫывӑх ҫын вилнине пула е урӑх сӑлтавсене пула асапланакан тӑвансем пур-и? Иегова хӑвӑра ҫак тӑвансене йӑпатакан сӑмахсем тупма е пӗр-пӗр ӗҫ туса хавхалантарма пулӑштӑр тесе кӗлтӑвӑр. Шӑп эсир мӗн калани е мӗн туни тӑвана тӗреклетме пултарӗ *. (1 Петр 4:10 вуласа парӑр.) Вара тӑван ҫакна ӑнланӗ: Иегова ӑна та «сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп» тесе шантарать. Ҫакӑ сирӗн чӗрене савӑнтармасть-и вара?

20. Мӗншӗн эпир «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать» тесе ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр?

20 Пирӗн пурнӑҫра тӗрлӗ йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисене Павел, Лука тата Аристарх тӳссе ирттернӗ ҫил-тӑвӑлпа танлаштарма пулать. Анчах та пирӗн хӑрамалла мар, мӗншӗн тесен пирӗнпе пӗрле Иегова. Вӑл пире Иисуспа ангелсем урлӑ пулӑшать, кирлӗ пулсан камӑн власть пур, ҫав ҫынсем урлӑ та пулӑшма пултарать. Унсӑр пуҫне, Иегова пире пухури тӑвансем урлӑ пулӑшать, ҫакна эпир пӗрре кӑна мар туйса курнӑ. Ҫавӑнпа эпир, Павел пекех, ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?» (Евр. 13:6).

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

^ 5 абз. Ҫак статьяра эпир Павел йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Иегова ӑна мӗнле виҫӗ майпа пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫакӑ пирӗн ҫине йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан Иегова хамӑра пулӑшасса ҫирӗп шанма пулӑшӗ.

^ 16 абз. Аристархпа Лука унччен те Павелпа пӗрле ҫул ҫӳренӗ. Павел Римра килти арестра пулнӑ чухне те ҫав шанчӑклӑ тӑвансем унпа пӗрлех пулнӑ (Ап. ӗҫ. 16:10—12; 20:4; Кол. 4:10, 14).