Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

48-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иртнипе ан пурӑнӑр —малашлӑха пӑхӑр!

Иртнипе ан пурӑнӑр —малашлӑха пӑхӑр!

«Куҫу тӳрӗ пӑхтӑр» (ЫТАР. 4:25).

77-МӖШ ЮРӐ Тӗттӗм тӗнчере ҫутатакан ҫутӑ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Ытарӑшсем 4:25-мӗшӗнчи сӑмахсем тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

ВИҪӖ тӗрлӗ тӑвана куҫ умне кӑларса тӑратар. Ватӑ хӗрарӑм тӑван хӑйӗн пурнӑҫӗнчи савӑнӑҫлӑ самантсене аса илет. Халӗ вӑл унчченхи пекех нумай тӑваймасть пулсан та, малалла та Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑрать (1 Кор. 15:58). Вӑл кашни кун ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ ҫинчен, каллех хӑйӗн юратнӑ ҫынсемпе пӗрле пуласси ҫинчен шухӑшлать. Тепӗр хӗрарӑм тӑвана пухура хытӑ кӳрентернӗ. Анчах та вӑл хӑйне кӳрентернӗ тӑван ҫине ҫилленсе ҫӳремест (Кол. 3:13). Пӗр арҫын тӑван вара унччен тунӑ йӑнӑшсене манса каймасть пулин те, хӑйне айӑпласа ҫӳремест. Вӑл Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвать (Пс. 50:12).

2 Ҫак тӑвансем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? Вӗсем виҫҫӗшӗ те унччен мӗн пулнине астӑваҫҫӗ, ҫапах та иртнипе пурӑнмаҫҫӗ. Вӗсен куҫӗ тӳрӗ пӑхать — малашлӑха пӑхать. (Ытарӑшсем 4:25 вуласа парӑр.)

3. Мӗншӗн пирӗн малашлӑха пӑхмалла?

3 Мӗншӗн пирӗн малашлӑха пӑхмалла? Мӗншӗн тесен каялла пӑхса пыракан ҫын тӳрӗ пыраймасть. Эпир те пӗрмай малтан мӗн пулни ҫинчен шухӑшласа ҫӳресен Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлейместпӗр (Лука 9:62).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Мӗне пула эпир иртнипе пурӑнма * пултаратпӑр? Ҫак статьяра эпир виҫӗ сӑлтава пӑхса тухӑпӑр: 1) иртнӗ вӑхӑтсемшӗн тунсӑхлани, 2) кӳренни тата 3) хамӑра айӑпласа ҫӳрени. Тата эпир Библири принципсене пӑхса тухӑпӑр. Вӗсем пире «иртнине манӑҫа хӑварса» малалла ыткӑнма пулӑшӗҫ (Флп. 3:13, ҪХ).

ИРТНӖ ВӐХӐТСЕМШӖН ТУНСӐХЛАНИ

Малашлӑха пӑхма мӗн чӑрмантарма пултарать? (5, 9, 13 абзацсене пӑхӑр) *

5. Екклесиаст 7:10-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗнрен асӑрханмалла?

5 Екклесиаст 7:10 вуласа парӑр. Асӑрхӑр-ха, ҫак сӑвӑ йӗркинче: «„Иртнӗ кунсем мӗншӗн лайӑх пулнӑ?“ тесе ан кала»,— тесе ҫырман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен чуна ӑшӑтакан асаилӳсем — Турӑ панӑ парне. Сӑвӑ йӗркинче: «„Иртнӗ кунсем хальхи кунсенчен мӗншӗн лайӑхрахчӗ-ши?“ тесе ан кала»,— тенӗ. Урӑхла каласан, пирӗн иртнине хальхи пурнӑҫпа танлаштарса унччен лайӑхрах пулнӑ тесе шухӑшласран асӑрханмалла.

Египет чуралӑхӗнчен тухсан израильтянсем мӗнле йӑнӑш тунӑ? (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Мӗншӗн пирӗн унчченхи пурнӑҫ лайӑхрах пулнӑ тесе шухӑшласран асӑрханмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

6 Мӗншӗн пирӗн унчченхи пурнӑҫ лайӑхрах пулнӑ тесе шухӑшласран асӑрханмалла? Мӗншӗн тесен иртнӗ вӑхӑтсемшӗн тунсӑхлама пуҫласан эпир лайӑххи ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатпӑр, япӑххине вара аса илместпӗр. Израильтянсен тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Египетран тухнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӗсем унти пурнӑҫшӑн тунсӑхлама пуҫланӑ. Унта мӗнле асапланнине манса кайса вӗсем тутлӑ апат ҫинине ҫеҫ аса илнӗ. «Эпир Египетра нимӗн тӳлемесӗрех ҫинӗ пулла астӑватпӑр, хӑярпа дыня [«арбуз», ҪТ] тата ешӗл сухан, пуҫлӑ суханпа ыхра ҫинине те астӑватпӑр»,— тесе нӑйкӑшнӑ вӗсем (Йыша шутл. 11:5). Анчах та израильтянсем ҫак апат-ҫимӗҫе чӑнах та «тӳлемесӗрех» ҫинӗ-ши? Паллах, ҫук. Вӗсем Египетра чурасем пулнӑ вӗт. Египет ҫыннисем вӗсене питӗ хытӑ хӗсӗрленӗ (Тух. 1:13, 14; 3:6—9). Ҫав-ҫавах израильтянсем Египетра мӗнле тертленнине манса кайса унти пурнӑҫшӑн тунсӑхлама пуҫланӑ. Иегова хӑйсемшӗн мӗнле тӑрӑшнине вара вӗсем асӑрхама пӑрахнӑ. Ҫавӑншӑн Иегова вӗсем ҫине хытӑ ҫилленнӗ (Йыша шутл. 11:10).

7. Мӗнле канаш пӗр хӗрарӑм тӑвана иртнишӗн тунсӑхласа ҫӳресрен сыхланӑ?

7 Иртнӗ вӑхӑтсемшӗн тунсӑхласа ҫӳрес мар тесе мӗн тума пулать? Акӑ пӗр хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл 1945 ҫулта Бруклинри Вефильте ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярахпа вӑл Вефильте ӗҫлекен пӗр арҫын тӑвана качча тухнӑ. Вӑл упӑшкипе пӗрле Вефильте нумай ҫул хушши ӗҫленӗ. Анчах та 1976 ҫулта унӑн упӑшки йывӑр чирлесе ӳкнӗ. Хӑй кӗҫех вилессине пӗлсе упӑшки ӑна ҫапла каланӑ: «Эпир санпа телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтӑмӑр. Пур ҫемье пирки те ҫапла калаймӑн. Паллах, эсӗ хамӑрӑн пурнӑҫри савӑнӑҫлӑ самантсене аса илсех тӑрӑн, анчах та иртнипе ан пурӑн. Вӑхӑт иртнӗ май чун ыратӑвӗ пусарӑнӗ. Тарӑхса, хӑвна ху пӗрмай шеллесе ан ҫӳре. Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑта аса илсе савӑн. [...] Ҫакӑн пек асаилӳсем — Турӑ панӑ парне». Питӗ лайӑх канаш, ҫапла мар-и?

8. Упӑшки панӑ канаша итлени хӗрарӑм тӑвана мӗнле усӑ панӑ?

8 Ҫав хӗрарӑм тӑван хӑйӗн упӑшки панӑ канаша итленӗ. Вӑл мӗн виличченех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. (Вӑл 92 ҫулта вилнӗ.) Хӑй вилес умӗн темиҫе ҫул маларах вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ Иеговӑшӑн 63 ҫул хушши тулли вӑхӑтпа ӗҫлерӗм. Манӑн пурнӑҫ чӑннипех те телейлӗ пулнӑ. Манӑн юратакан тӑванлӑх пур. Тата эпӗ ҫӗнӗ тӗнчере туссемпе пӗрле пурӑнма, пӗртен-пӗр чӑн Турӑшӑн, Иеговӑшӑн, ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлесе тӑма шанатӑп. Акӑ мӗншӗн эпӗ телейлӗ» *. Ҫав тӑван иртнипе пурӑнман, вӑл малашлӑха пӑхнӑ. Мӗнле лайӑх тӗслӗх!

КӲРЕННИ

9. Хамӑра кӳрентерекене хӑҫан каҫарма уйрӑмах йывӑр? (Левит 19:18).

9 Левит 19:18 вуласа парӑр. Тус, хурӑнташ е пухури тӑван пире хытӑ кӳрентерсен ӑна каҫарма уйрӑмах йывӑр пулма пултарать. Пӗр хӗрарӑм тӑванпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Пухури пӗр хӗрарӑм тӑван ӑна укҫа вӑрланӑ тесе айӑпланӑ. Каярах хӑй йӑнӑшнине ӑнлансан вӑл каҫару ыйтнӑ. Анчах та тӗрӗсмарлӑх тӳснӗ хӗрарӑм тӑвана мӗн пулни питӗ ыраттарнӑ тата вӑл ҫавна ниепле те пуҫран кӑларса пӑрахайман. Сирӗнпе ҫакӑн пекки пулнӑ-и? Эсир шӑп ҫакӑн пек лару-тӑрура пулман пулсан та, сире те хӑҫан та пулин хытӑ кӳрентернӗ пулӗ. Тен, ун чухне эсир хама кӳрентерекене нихӑҫан та каҫараймастӑп тесе шутланӑ.

10. Пире кӳрентерчӗҫ пулсан, мӗн асра тытмалла?

10 Сире кӳрентерчӗҫ пулсан, Иегова пӗтӗмпех курса тӑнине асра тытӑр. Вӑл пирӗнпе мӗн пулнине, эпир тӗрӗсмарлӑха тӳснине пӗлет (Евр. 4:13). Эпир асапланнине курсан вӑл пире хӗрхенет (Ис. 63:9). Халӗ тӗрӗсмарлӑха пула пирӗн чун ыратать пулсан та, Иегова пуласлӑхра ҫак ыратӑва сирсе яма сӑмах парать (Ӳлӗм. 21:3, 4).

11. Хамӑра кӳрентерекене каҫарни пире мӗнле усӑ парать?

11 Эпир хамӑра кӳрентерекене каҫаратпӑр пулсан, ҫакӑ пире те усӑ парать. Ҫакна маларах асӑннӑ хӗрарӑм тӑван та ӑнланса илнӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл хӑйне кӳрентернӗ тӑвана каҫарнӑ. Каҫарма ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫакна ӑнланнӑ: эпир ыттисене каҫаратпӑр пулсан, Иегова та пире каҫарать (Матф. 6:14). Хӗрарӑм тӑван хӑйне кӳрентернӗ тӑвана тӳрре кӑларман тата лешӗ хӑйне тӗрӗс мар тытнине те вӑл ӑнланнӑ. Ҫапах та вӑл ӑна каҫарнӑ. Ҫакӑ вара ӑна савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшнӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлеме те ӑна тек нимӗн те чӑрмантарман.

ХАМӐРА АЙӐПЛАСА ҪӲРЕНИ

12. 1 Иоанн 3:19, 20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗнле туйӑм пулма пултарать?

12 1 Иоанн 3:19, 20 (ҪТ) вуласа парӑр *. Эпир пурте вӑхӑтран вӑхӑта хамӑра айӑплама пултаратпӑр. Сӑмахран, кам та пулин чӑнлӑха пӗличчен тунӑ ҫылӑхсемшӗн хӑйне айӑплама пултарать. Теприсем вара шыва кӗнӗ хыҫҫӑн тунӑ ҫылӑхсемшӗн хӑйсене айӑпласа ҫӳреҫҫӗ (Рим 3:23). Паллах, никам та йӑнӑшсем тӑвасшӑн мар. Ҫапах та эпир пурте хушӑран хамӑра тӗрӗс мар тытатпӑр, вара хамӑра айӑплама пуҫлатпӑр (Иак. 3:2; Рим 7:21—23). Хамӑра айӑплани вара усӑллӑ пулма пултарать, мӗншӗн тесен хамӑра айӑплӑ туйнӑ чухне пирӗн улшӑнас килет тата унччен тунӑ йӑнӑшсене урӑх тӑвас килмест (Евр. 12:12, 13).

13. Мӗншӗн пирӗн хамӑра пӗрмаях айӑпласа ҫӳремелле мар?

13 Хӑш-пӗр чухне вара эпир чун-чӗререн ӳкӗнсен те, Иегова пире каҫарсан та пурпӗрех хамӑра хамӑр айӑпласа ҫӳреме пултаратпӑр. Ҫакӑ вара сиен кӳрет (Пс. 30:11; 37:4, 5). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Малтан тунӑ ҫылӑхсемшӗн хӑйне айӑпласа ҫӳренӗ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Эпӗ Иеговӑшӑн хастар ӗҫленинчен ним усси те ҫук, пӗрех ҫӑлӑнаймастӑп тесе шутлаттӑмччӗ». Пирӗнтен нумайӑшӗн ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ пулӗ. Ҫавнашкал шухӑшсене хӑвӑра ярса илме ан парӑр. Тата ҫакна та ан манӑр: Иегова пире каҫарнӑ ҫӗртенех эпир уншӑн ӗҫлеме пӑрахатпӑр пулсан, Шуйттан питӗ савӑнӗ. (2 Коринф 2:5—7, 11 танлаштарӑр.)

14. Иегова пире каҫарнине мӗнле пӗлме пулать?

14 Ҫапах та пирӗн ҫакӑн пек ыйту сиксе тухма пултарать: «Иегова мана чӑнах та каҫарнӑ-ши?» Эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйту паратпӑр пулсан, ҫакӑ эпир Иеговӑна юрасшӑн пулнине тата унран пулӑшу йышӑнасшӑн пулнине кӑтартса парать. Вун-вун ҫул каялла «Хурал башнинче» ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Пӗр-пӗр япӑх йӑла пирӗн чӗрене тарӑн тымар янӑран эпир темиҫе хутчен те пӗр йӑнӑшах тума пултаратпӑр... Ҫапах та ан парӑнӑр. Иегова сире нихӑҫан та каҫармӗ тесе ан шутлӑр. Шуйттан сире ҫакнашкал шухӑшлаттарасшӑн. Эсир хӑвӑр тунӑ ҫылӑхшӑн кулянатӑр тата ӳкӗнетӗр пулсан, ҫакӑ эсир япӑх ҫын пулманнине тата Иегова сире каҫарма пултарассине кӑтартса парать. Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр тата Иеговӑран мана каҫарсам, тасатсам тата пулӑшсам тесе ыйтсах тӑрӑр. Ачан пӗр йывӑрлӑхах темиҫе хут сиксе тухсан та вӑл кашнинчех ашшӗ патне чупать. Ҫав ача пекех, эсир те йӑнӑш тусан кашнинчех Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Эсир чун-чӗререн ӳкӗнетӗр пулсан, Иегова, хӗрхенекен те ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ, сире пулӑшӗ тата таса совесть парӗ» *.

15, 16. Хӑйсене Иегова сирсе яманнине ӑнлансан нумай тӑван мӗн туйса илнӗ?

15 Нумай тӑван Иегова хӑйсене сирсе яманнине ӑнлансан питӗ йӑпаннӑ. Пӗр арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Хӑй темиҫе ҫул каялла «Библи пурнӑҫа улӑштарать» рубрикӑра мӗн вулани ун чӗрине пырса тивнӗ. Унта пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн ҫинчен каласа панӑ пулнӑ. Пурнӑҫӗ йывӑр пулнӑран хӑйне Иегова юратнине ӗненме ӑна йывӑр пулнӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та нумай ҫул хушши ҫак туйӑмсем ӑна канӑҫ паман. Анчах та Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни ҫинчен шухӑшласа вӑл хӑйне Иегова юратни пирки иккӗленме пӑрахнӑ *.

16 Ҫав хӗрарӑм тӑван мӗн каласа пани арҫын тӑвана мӗнле пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫамрӑк чухне эпӗ час-часах порнографи пӑхаттӑм. Ҫак йӑлана пӑрахма мана питӗ йывӑрччӗ. Нумаях пулмасть вара эпӗ каллех порнографи пӑхрӑм. Эпӗ старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтрӑм. Вӗсем пулӑшнипе ҫак йӑлапа кӗрешме мана ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Старейшинӑсем Иегова мана юратать тата каҫарма хатӗр тесе шантарчӗҫ. Ҫапах та хӑш-пӗр чухне эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туятӑп тата Иегова ман пек ҫынна юратма пултараймасть тесе шутлатӑп. Ҫав хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ мана питӗ пулӑшрӗ. Эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: Иегова мана каҫармасть тесе шутласа эпӗ Христосӑн каҫарттаракан парни манӑн ҫылӑхсене тасатма пултарасси пирки иккӗленетӗп. Эпӗ ҫак статьяна журналтан касса кӑлартӑм, вара хама ниме тӑман ҫын пек туйнӑ чухне ӑна вулатӑп та унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшлатӑп».

17. Мӗншӗн Павел апостол малтан тунӑ ҫылӑхсемшӗн хӑйне айӑпласа ҫӳремен?

17 Христианин пулса тӑриччен Павел апостол та пысӑк ҫылӑхсем тунӑ. Вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗсене манса кайман пулсан та, вӗсем ҫинчен пӗрмаях шухӑшласа ҫӳремен (1 Тим. 1:12—15). Павел хӑйне Иегова каҫарнине тата тӳлесе илме панӑ парнене уншӑн хӑйӗншӗн те панине ӗненнӗ (Гал. 2:20). Ҫавӑнпа унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн Павел хӑйне айӑпласа ҫӳремен. Ун вырӑнне вӑл пӗтӗм вӑя хурса Иеговӑшӑн ӗҫленӗ.

МАЛАШЛӐХА ПӐХӐР

Малашлӑха пӑхӑр! (18, 19 абзацсене пӑхӑр) *

18. Ҫак статьяран эпир мӗне вӗрентӗмӗр?

18 Ҫак статьяран эпир мӗне вӗрентӗмӗр? 1) Чуна ӑшӑтакан асаилӳсем — Иегова панӑ парне. Унччен эпир тем пек лайӑх пурӑннӑ пулсан та, ҫӗнӗ тӗнчере пурнӑҫ тата лайӑхрах пулать. 2) Ыттисем пире кӳрентерме пултараҫҫӗ. Анчах та эпир вӗсем ҫине ҫилленсе ҫӳрес вырӑнне вӗсене каҫаратпӑр пулсан, малалла та Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлеме пултарӑпӑр. 3) Малтан тунӑ ҫылӑхсемшӗн хамӑра айӑпласа ҫӳретпӗр пулсан, Иеговӑшӑн ӗҫлени пире савӑнӑҫ кӳме пӑрахма пултарать. Ҫавӑнпа Павелран тӗслӗх илсе Иегова пире каҫарнине ӗненмелле.

19. Мӗншӗн ҫӗнӗ тӗнчере пире кулянтаракан асаилӳсем тек пулмӗҫ тесе ҫирӗппӗн калама пулать?

19 Иегова пире ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелеме сӑмах парать. Ун чухне вара унчченхи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ асаилӳсем пире тек кулянтармӗҫ. Ҫав вӑхӑт пирки Библире ҫапла каланӑ: «Унчченхисем вара аса та килмӗҫ» (Ис. 65:17). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн ӗҫленӗ ватӑ тӑвансем каллех ҫап-ҫамрӑк пулӗҫ! (Иов 33:25). Ҫавӑнпа айтӑр иртнипе пурӑнар мар — чаплӑ малашлӑха пӑхар тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илес тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвар!

142-МӖШ ЮРӐ Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

^ 5 абз. Хӑш-пӗр чухне пулни-иртни ҫинчен шухӑшлани усӑллӑ пулма пултарать. Анчах та иртнипе пурӑнса эпир Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлеме пӑрахма пултаратпӑр тата ҫӗнӗ тӗнчере илес пиллӗхсем ҫинчен те манса кайма пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир иртнипе пурӑнас мар тесен мӗнле виҫӗ япаларан пӑрӑнмаллине пӑхса тухӑпӑр. Тата эпир Библири принципсемпе тӑвансен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр, вӗсем пире малашлӑха пӑхма пулӑшӗҫ.

^ 4 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ҫак статьяра «иртнипе пурӑнни» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пӗрмаях малтан мӗн пулни ҫинчен шухӑшланине пӗлтерет. Иртнипе пурӑнакан ҫын пӗрмай пулни-иртнине аса илет, ялан ҫавӑн ҫинчен калаҫать тата вӑл унччен пурнӑҫ лайӑхрах пулнӑ тесе шутлать.

^ 12 абз. 1 Иоанн 3:19, 20, ҪТ: «Ҫапла эпир чӑнлӑхран пулнине пӗлӗпӗр, вӑл пире ырлать тесе хамӑр чӗрене ӗнентерӗпӗр — хамӑр чӗре пире кирек мӗнле айӑпласан та — мӗншӗн тесен Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах тата пурне те пӗлет».

^ 14 абз. 1995 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» (выр.) пӑхӑр, 11-мӗш страница.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Иртнӗ вӑхӑтсемшӗн тунсӑхлани, кӳренни, хамӑра айӑпласа ҫӳрени — ҫак туйӑмсене йывӑр лавпа танлаштарма пулать. Ҫак лава туртса пыни пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пыма чӑрмантарать.

^ 67 абз. ӲКЕРЧӖК. Йывӑр туйӑмсенчен хӑтӑлсан эпир телейлӗрех пулӑпӑр тата Иеговӑн ӗҫне хастар тума пултарӑпӑр. Ҫакӑ вара пире малашлӑха пӑхма пулӑшӗ.