Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

«Иегова мана нихӑҫан та манман»

«Иегова мана нихӑҫан та манман»

ЭПӖ Гайанӑри (Кӑнтӑр Америка) Ореалла ялӗнче пурӑнатӑп. Пирӗн ялта 2 000-е яхӑн ҫын пурӑнать. Кунта кимӗпе е пысӑках мар самолетпа ҫеҫ ҫитме пулать.

Эпӗ 1983 ҫулта ҫуралнӑ. Малтан эпӗ ытти ачасенчен нимпе те уйрӑлса тӑман. Анчах та 10 ҫулта манӑн кӗлетке питӗ хытӑ ыратма пуҫларӗ. Икӗ ҫул иртсен вара, пӗр ир, эпӗ вырӑн ҫинчен пачах тӑраймарӑм. Тем пек тӑрӑшсан та эпӗ хам урасене хускатаймарӑм. Унтанпа эпӗ урасӑр пулса юлтӑм тата чире пула эпӗ ӳсме те пӑрахрӑм. Ача чухне мӗн ҫӳллӗш пулнӑ, ҫаплипех тӑрса юлтӑм.

Пӗррехинче пирӗн пата икӗ Иегова Свидетелӗ килчӗ. Ҫав вӑхӑталла эпӗ темиҫе уйӑх хушши ӗнтӗ килтен тухмасӑр пурӑннӑ. Пирӗн пата ҫын килсен те эпӗ, ялан тенӗ пекех, пытанаттӑмччӗ, хальхинче вара ҫав икӗ хӗрарӑмпа калаҫас терӗм. Вӗсем рай ҫинчен каласа пачӗҫ. Ҫакӑ мана эпӗ пиллӗк ҫулта пулнӑ чухне мӗн илтнине аса илтерчӗ. Ун чухне ман атте Джетро ятлӑ миссионерпа Библи вӗренетчӗ. Вӑл уйӑхра пӗрре Суринамран пирӗн яла килетчӗ. Джетро манпа питӗ ырӑччӗ, вӑл мана питӗ килӗшетчӗ. Унсӑр пуҫне, пирӗн ялта Иегова Свидетелӗсем тӗлпулусем иртеретчӗҫ. Манӑн асаттепе асанне ҫав тӗлпулусене ҫӳретчӗҫ, хутран-ситрен мана та пӗрле илсе каятчӗҫ. Ҫавӑнпа та Флоренс, пирӗн пата килнӗ Иегова Свидетелӗсенчен пӗри, мана Библи вӗренме сӗнсен эпӗ килӗшрӗм.

Тепрехинче Флоренс тӑван хӑйӗн упӑшкипе, Джастуспа, килчӗ. Вӗсем манпа Библи вӗренме пуҫларӗҫ. Эпӗ вулама пӗлменнине курсан вӗсем мана вулама вӗрентрӗҫ. Пӗррехинче вӗсем пире Суринама Иеговӑшӑн ӗҫлеме яраҫҫӗ тесе каларӗҫ. Шел пулин те, вӗсем куҫса кайсан манпа Библи вӗренекен пулмарӗ. Анчах Иегова мана манман.

Кӑшт вӑхӑт иртсен Ореаллӑна Флойд ятлӑ пионер куҫса килчӗ. Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӑл пирӗн пата та кӗчӗ. Флойд Библи вӗренӗвӗ ҫинчен сӑмах тапратсан эпӗ йӑл кулса илтӗм. Вӑл эсӗ мӗншӗн йӑл кулатӑн тесе ыйтрӗ. Вара эпӗ ӑна унччен хам Библи вӗренни ҫинчен каларӑм. Эпӗ ӑна «Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?» брошюрӑна вӗренсе пӗтерни ҫинчен тата «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ» * кӗнекене вӗренме пуҫлани ҫинчен каларӑм. Тата мӗншӗн Библи вӗренме пӑрахнине те ӑнлантартӑм. Флойд манпа «Пӗлӳ» кӗнекене вӗренсе пӗтерчӗ. Анчах вӑхӑт иртсен ӑна та урӑх ҫӗре ырӑ хыпар сарма ячӗҫ. Вара эпӗ каллех вӗрентекенсӗр тӑрса юлтӑм.

2004 ҫулта пирӗн яла икӗ ятарлӑ пионера, Джошуапа Гранвила, ячӗҫ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсем ман пата та кӗчӗҫ. Вӗсем мана Библи вӗренме сӗнсен эпӗ каллех кулса илтӗм. Эпӗ вӗсене манпа «Пӗлӳ» кӗнекепе вӗренме ыйтрӑм. Эпӗ ҫакна пӗлесшӗнччӗ: малтан мана мӗне вӗрентнӗ, вӗсем те ҫавнах вӗрентӗҫ-ши? Гранвилл мана ялта тӗлпулусем иртеҫҫӗ тесе каларӗ. Эпӗ ун чухне 10 ҫула яхӑн килтен тухман пулнӑ. Анчах та ман тӗлпулӑва питӗ каяс килетчӗ. Вара Гранвилл мана пулӑшрӗ. Пӗр кун вӑл ман пата килсе мана инвалид кресли ҫине лартрӗ те Патшалӑх залне тӗксе кайрӗ.

Каярахпа Гранвилл мана Теократи ӗҫӗн шкулне ҫырӑнма хавхалантарчӗ. Вӑл мана ҫапла каларӗ: «Эсӗ утса ҫӳреме пултараймастӑн пулин те, калаҫма пултаратӑн. Хӑҫан та пулин эсӗ пухура сӑмах тухса калӑн. Ҫакӑ пулатех!». Унӑн сӑмахӗсем мана хӑюлӑх пачӗҫ.

Эпӗ Гранвилпа пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫларӑм. Ялти шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсемпе инвалид креслипе ҫӳреме питӗ йывӑрччӗ. Ҫавӑнпа эпӗ Гранвила хама пӗчӗк урапапа тӗксе ҫӳреме ыйтрӑм. 2005 ҫулхи апрель уйӑхӗнче эпӗ шыва кӗтӗм. Кӑшт вӑхӑт иртсен мана пухура литературӑшӑн яваплӑ пулма ыйтрӗҫ тата залри сасӑ вӑйлатмалли аппаратурӑпа ӗҫлеме вӗрентрӗҫ.

2007 ҫулта пирӗн ҫемьене пысӑк инкек килсе ҫапрӗ. Кимӗпе ишсе пынӑ чухне атте шыва ӳкнӗ, вара кимӗ моторӗ ӑна хытӑ амантнӑ. Темиҫе кунтан атте вилсе кайрӗ. Эпир питӗ хуйхӑраттӑмӑр. Ҫавӑн чухне Гранвилл пире питӗ пулӑшрӗ. Вӑл пирӗнпе пӗрле кӗлтӑватчӗ тата Библири йӑпатакан сӑмахсене вуласа паратчӗ. Икӗ ҫултан вара тепӗр пысӑк инкек йӑтӑнса анчӗ — Гранвилл кимӗпе ишсе пынӑ чухне путса вилчӗ.

Гранвилл пирӗн пӗчӗк пухура старейшина пулса ӗҫленӗ. Вӑл вилсен вара пирӗн пӗр пулӑшакан ӗҫчен ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Эпӗ питӗ хуйхӑртӑм, мӗншӗн тесен хамӑн ҫывӑх туса ҫухатрӑм. Мана пулӑшу кирлӗ пулнӑ чухне вӑл яланах юнашарччӗ. Тата вӑл мана Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшатчӗ. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн темиҫе кунран пухура «Хурал башнине» сӳтсе яврӗҫ. Эпӗ вара вуласа параканӗ пултӑм. Икӗ абзац вуласа панӑ хыҫҫӑн эпӗ макӑрма пуҫларӑм, вара малалла вуласа параймарӑм.

Пӗр вӑхӑт иртсен пире пулӑшма урӑх пухуран арҫын тӑвансем килчӗҫ. Ҫакӑ мана питӗ хавхалантарчӗ. Унсӑр пуҫне, филиал Ореаллӑна ятарлӑ пионера, Коджо ятлӑ тӑвана, янӑ. Тата манӑн аннепе шӑллӑм Библи вӗренме пуҫларӗҫ, каярах вара шыва кӗчӗҫ. Ҫакӑ та мана питӗ савӑнтарчӗ. 2015 ҫулхи март уйӑхӗнче мана пулӑшакан ӗҫчен пулма лартрӗҫ. Кӑшт вӑхӑт иртсен эпӗ пухура пӗрремӗш хут сӑмах тухса каларӑм. Ҫав кун эпӗ Гранвилл тахҫан каланӑ сӑмахсене аса илтӗм: «Хӑҫан та пулин эсӗ пухура сӑмах тухса калӑн. Ҫакӑ пулатех!». Вара ман куҫ шывланчӗ тата чӗре пархатарлӑхпа тулчӗ.

JW Телекурав кӑларӑмӗсене пӑхса эпӗ ман пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакан тӑвансем ҫинчен пӗлтӗм. Вӗсем йывӑр чирпе чирлеҫҫӗ пулсан та, тулли те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Ман та вӗсем пекех Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫлес килет. Ҫавӑнпа та эпӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. 2019 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче вара мана старейшина пулма лартрӗҫ. Ҫакӑ маншӑн кӗтмен япала пулчӗ. Халӗ эпӗ старейшина пулса ӗҫлесе пухури 40-е яхӑн тӑваншӑн тӑрӑшатӑп.

Манпа Библи вӗреннӗ тата ырӑ хыпар сарма пулӑшнӑ тӑвансене тав сӑмахӗсем калас килет. Пуринчен ытла вара Иеговӑна тав тӑвас килет, мӗншӗн тесен вӑл мана нихӑҫан та манман!

^ 8 абз. Ӑна Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ. Халӗ пичетлемеҫҫӗ.