Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

51-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова хуйха ӳкнисене ҫӑлать

Иегова хуйха ӳкнисене ҫӑлать

«Ҫӳлхуҫа хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать, Вӑл йӑваш кӑмӑллисене [«хуйха ӳкнисене», ҪТ] ҫӑлать» (ПС. 33:19).

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ВӐХӐТРАН вӑхӑта пирӗн пуҫра ҫакнашкал шухӑшсем явӑнма пултараҫҫӗ: «Этемӗн кунҫулӗ кӗске, ӗмӗрне те вӑл хуйхӑ-суйхӑпах ирттерет» (Иов 14:1). Чӑнах та, хӑш-пӗр чухне йывӑрлӑхсене пула пирӗн ал усӑнма пултарать. Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсен нумайӑшӗн ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ. Хӑш-пӗрисен хуйха ӳкнӗрен пурӑнас та килмен (3 Патш. 19:2—4; Иов 3:1—3, 11; 7:15, 16). Анчах та вӗсем пӗтӗмпех Иеговӑна шанса панӑ. Иегова вара вӗсене йӑпатса тата ҫирӗплетсе тӑнӑ. Ҫак тӗслӗхсене Библире ҫырса панӑ. Вӗсене вуласа эпир йӑпанма тата нумай япалана вӗренме пултаратпӑр (Рим 15:4).

2 Ҫак статьяра эпир Иеговӑн хуйха ӳкнӗ хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухӑпӑр. Эпир Иаков ывӑлӗ Иосиф, Ноеминьпе Руфь, 72-мӗш Псалома ҫырнӑ левит тата Петр апостол ҫинчен калаҫӑпӑр. Иегова вӗсене мӗнле ҫирӗплетнӗ? Эпир вӗсен тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренетпӗр? Ҫак тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ май эпир ҫакна курӑпӑр: Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать» тата вӑл хуйха ӳкнисене ҫӑлать (Пс. 33:19).

ИОСИФ ХӖСӖРЛЕНИНЕ ТАТА ТӖРӖСМАРЛӐХА ТӲСНӖ

3, 4. Ҫамрӑк Иосифпа мӗн пулса тухнӑ?

3 Иосиф 17-сенче пулнӑ чухне икӗ тӗлӗк курнӑ, вӗсем Турӑран пулнӑ. Ҫав тӗлӗксенчен вӑл хӑй пысӑк вырӑн йышӑнассине тата килтисем ӑна пурте хисеплессине ӑнланнӑ (Пулт. 37:5—10). Анчах та кӑшт вӑхӑт иртсен унӑн пурнӑҫӗ тӗпренех улшӑннӑ. Пиччӗшӗсем курайманран ӑна чуралӑха сутса янӑ, вӗсем ӑна пачах хисеплемен. Ҫапла вара Иосиф Египетра Потифарӑн, Иеговӑна пӗлмен пӗр пуҫлӑхӑн, чури пулса тӑнӑ (Пулт. 37:21—28). Ашшӗн килӗнче юратнӑ ывӑл пулнӑскер, Иосиф ниме тӑман чура пулса тӑнӑ (Пулт. 39:1).

4 Каярахпа Иосиф тата йывӑртарах лару-тӑрӑва лекнӗ. Потифар арӑмӗ Иосифа вӑл ӑна мӑшкӑл тӑвасшӑн пулнӑ тесе айӑпланӑ. Потифар хӑйӗн арӑмне ӗненсе Иосифа тӗрмене хуптарнӑ, лешне вара унта урине тӑлланӑ (Пулт. 39:14—20; Пс. 104:17—19). Ун чухне ҫав яш ача мӗн туйнӑ-ши? Ӑна йывӑр преступлени тӑвасшӑн пулнӑ тесе айӑпланӑ вӗт. Унсӑр пуҫне, ҫакӑн ҫинчен илтсен ҫынсем Иосифӑн Турри, Иегова, ҫинчен япӑх калаҫма пултарнӑ. Ҫакӑ веҫех Иосифӑн чӗрине мӗн тери хытӑ ыраттарнӑ пулӗ!

5. Мӗне пула Иосиф хуйха ӳкмен?

5 Иосиф чура пулнӑ чухне те, кайран вара тӗрмере ларнӑ чухне те хӑйӗн лару-тӑрӑвне ниепле те улӑштарма пултарайман. Мӗне пула вӑл хуйха ӳкмен? Иосиф хӑй мӗн тума пултарайманни ҫинчен мар, мӗн тума пултарни ҫинчен шутланӑ тата хӑйне шанса панӑ ӗҫсене лайӑх тунӑ. Пуринчен ытла вара вӑл Иеговӑна юрасшӑн пулнӑ. Иегова вара унӑн ӗҫӗсене ӑнтарса пынӑ (Пулт. 39:21—23).

6. Мӗншӗн хӑй курнӑ тӗлӗксем Иосифа вӑй кӗртнӗ?

6 Хӑй курнӑ тӗлӗксем ҫинчен шухӑшлани те Иосифа вӑй кӗртнӗ пулӗ. Вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ лайӑхланасса тата хӑй каллех ҫемьепе пӗрле пуласса шаннӑ. Ҫапла пулса тухнӑ та. Иосиф пӗр 37-сенче пулнӑ чухне унӑн тӗлӗкӗсем хӑй кӗтмен майпа пурнӑҫланма пуҫланӑ (Пулт. 37:7, 9, 10; 42:6, 9).

7. 1 Петр 5:10-мӗшӗ тӑрӑх, йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пире мӗн пулӑшать?

7 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Иосифпа мӗн пулса тухни пире ҫакна ӑнланма пулӑшать: ҫак тӗнчере эпир хаярлӑхпа тата тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулатпӑрах. Пухури тӑвансем те пирӗн чӗрене ыраттарма пултараҫҫӗ. Ҫапах та Иегова пирӗншӗн тӗрек тата ҫӑлӑнӑҫ пулсан, эпир хуйха ӳкмӗпӗр тата уншӑн ӗҫлеме пӑрахмӑпӑр (Пс. 61:7, 8; 1 Петр 5:10 вуласа парӑр). Унсӑр пуҫне, Иегова Иосифа пророкла тӗлӗксем кӑтартнӑ чухне Иосиф миҫере пулнине аса илӗр-ха. Вӑл ун чухне пӗр 17-сенче пулнӑ. Ҫакӑ Иегова яш тӑвансене шаннине кӑтартса парать. Хальхи вӑхӑтра та нумай ҫамрӑк, Иосиф пекех, Иеговӑна ӗненет. Хӑш-пӗрисем Иеговӑна шанчӑклӑ пулнишӗн тӗрмере те лараҫҫӗ (Пс. 70:17).

ХУЙХӐПА ХУҪӐЛНӐ ИКӖ ХӖРАРӐМ

8. Ноеминӗн тата Руфӗн мӗн тӳсме тивнӗ?

8 Выҫлӑх пуҫлансан Ноеминӗн хӑйӗн ҫемьипе пӗрле Иудӑри тӑван килне хӑварса Моав ҫӗрне куҫса кайма тивнӗ. Унта унӑн упӑшки Елимелех вилсе кайнӑ. Вара Ноеминь хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе ҫеҫ, Махлонпа тата Хилеонпа, тӑрса юлнӑ. Вӑхӑт иртсен унӑн ывӑлӗсем Моав хӗрӗсене, Руфьпе Орфӑна, качча илнӗ. Пӗр вунӑ ҫул иртсен Махлонпа Хилеон та вилсе кайнӑ. Вӗсен иккӗшӗн те ача пулман (Руфь 1:1—5). Тӑлӑха юлнӑ виҫӗ хӗрарӑм мӗн тери хуйхӑрнӑ пулӗ! Паллах, Руфьпе Орфа каллех качча кайма пултарнӑ. Вӗсем качча кайсан ҫамрӑках мар Ноемине кам пӑхнӑ пулӗччӗ-ши? Чӗри питӗ ыратнӑран Ноеминь ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ мана Ноеминь тесе ан чӗнӗр, мана Мара тесе чӗнӗр, мӗншӗн тесессӗн Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ман ҫине пысӑк хурлӑх ячӗ». Вара хуйха ӳкнӗ Ноеминь Вифлеема таврӑнас тенӗ, Руфь те унпа пӗрле пынӑ (Руфь 1:7, 18—20).

Турӑ Руфьпе Ноемине хӑйсен йывӑр туйӑмӗсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Вӑл сире те пулӑшма пултараймасть-и вара? (8—13 абзацсене пӑхӑр) *

9. Руфь 1:16, 17, 22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Руфь Ноеминьшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ?

9 Ноемине хуйха чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ? Иеговӑн тата Руфӗн юратӑвӗ. Сӑмахран, Руфь хӑйӗн хунямӑшне пӗччен хӑварман, унпа пӗрле Вифлеема пынӑ. (Руфь 1:16, 17, 22 вуласа парӑр.) Вифлеемра Руфь хӑйне тата Ноемине тӑрантарас тесе выракансем хыҫҫӑн юлнӑ урпа пучахӗсене пуҫтарса ҫӳренӗ. Вара ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм ҫынсем умӗнче ырӑ ят илнӗ (Руфь 3:11; 4:15).

10. Иегова чухӑнсене, ҫав шутрах Ноеминьпе Руфе, юратни ӑҫтан курӑннӑ?

10 Израиль халӑхне панӑ саккунран Иегова чухӑнсене хӗрхенни курӑнать. Сӑмахран, тырӑ вырнӑ чухне израильтянсен тырра ана хӗррине ҫитичченех вырса тухмалла пулман. Вара чухӑнсем юлнӑ пучахсене пуҫтарма пултарнӑ (Лев. 19:9, 10). Ҫавӑнпа Руфьпе Ноеминӗн ыйткаласа ҫӳремелле пулман. Вӗсем хӑйсене хӑйсем тӑрантарма пултарнӑ.

11, 12. Вооза пула Руфьпе Ноеминӗн пурнӑҫӗ мӗнле улшӑннӑ?

11 Руфь Вооз ятлӑ пуян та пурте хисеплекен ҫыннӑн анинче пучах пуҫтарса ҫӳренӗ. Руфь хӑйӗн хунямӑшне мӗнле юратни тата уншӑн мӗнле тӑрӑшни Вооз чӗрине пырса тивнӗ. Вара вӑл Елимелехӗн, Хилеонпа Махлонӑн ҫӗрне тӳлесе илнӗ тата Руфе качча илнӗ (Руфь 4:9—13). Руфьпе Воозӑн Овид ҫуралнӑ, вӑл вара Давидӑн аслашшӗ пулнӑ (Руфь 4:17).

12 Ноеминь пӗчӗк Овида алла тытсан мӗн тери савӑннӑ пулӗ! Вӑл Иеговӑна чун-чӗререн тав тунӑ пулӗ. Руфьпе Ноеминь чӗрӗлсе тӑрсан вара вӗсене тата пысӑкрах савӑнӑҫ кӗтет. Вӗсем Мессия, Иисус Христос, Овид ӑрӑвӗнчен ҫуралнине пӗлӗҫ.

13. Руфьпе тата Ноеминьпе мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

13 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан пирӗн ал усӑнма пултарать е эпир хуйха ӳкме пултаратпӑр. Хӑш-пӗр чухне вара мӗн тумаллине те пӗлместпӗр. Ҫавӑн пек чухне пӗтӗмпех хӑвӑр Ҫӳлти Аҫӑра шанса парӑр тата пухури тӑвансенчен ютшӑнса ан ҫӳрӗр. Паллах, Иегова йывӑрлӑха татса памасан та пултарать. Сӑмахран, Ноеминь пирки калас пулсан, Иегова унӑн упӑшкипе ывӑлӗсене чӗртсе тӑратман. Ҫапах та Иегова пире пухури тӑвансем урлӑ пулӑшать, вӗсем ырӑ ӗҫсем туса пирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ (Ытар. 17:17).

ЧУТАХ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ПӐРАХМАН ЛЕВИТ

72-мӗш Псалома ҫырнӑ левита Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем унран лайӑхрах пурӑннӑ пек туйӑнма пуҫланӑ. Ҫавна пула вӑл чутах Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахман. Пирӗнпе те ҫакӑн пекки пулса тухма пултарать (14—16 абзацсене пӑхӑр)

14. Мӗне пула пӗр левит хуйха ӳкнӗ?

14 72-мӗш Псалома пӗр левит ҫырнӑ. Вӑл чыслӑ ӗҫ тунӑ — Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑнта ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫапах та пурӑна киле вӑл хуйха ӳкнӗ. Мӗншӗн-ши? Вӑл йӗркесӗр ҫынсене ӑмсанма пуҫланӑ. Ҫав левит вӗсем тунӑ япӑх ӗҫсене тӑвасшӑн пулман, анчах та ӑна вӗсем хӑйӗнчен чылай лайӑхрах пурӑннӑ пек туйӑнма пуҫланӑ (Пс. 72:2—9, 11—14). Вӗсем пуян пулнӑ, ним ҫинчен шутламасӑр пурӑннӑ пек туйӑннӑ ӑна. Ҫавна пула ун алли усӑннӑ. Вӑл ҫапла та каланӑ: «Чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартма аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши?» Куратпӑр ӗнтӗ, ҫав левит чутах Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахман.

15. Псалом 72:16—19, 22—25 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, левита Иеговӑшӑн каллех савӑнӑҫлӑн ӗҫлеме мӗн пулӑшнӑ?

15 Псалом 72:16—19, 22—25 вуласа парӑр. Левит Туррӑн сӑваплӑ ҫуртне кайнӑ. Унта, Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсем хушшинче, вӑл васкамасӑр шухӑшлама тата хӑй мӗн туйни ҫинчен Иеговӑна каласа пама пултарнӑ. Вара вӑл хӑй тӗрӗс мар шухӑшланине тата Иеговӑран сивӗнме пуҫланине курнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл йӗркесӗр ӗҫсем тӑвакан ҫынсем шуса ӳкмелли ҫул ҫинче тӑнине, юлашкинчен вара вӗсем тӗп пулассине ӑнланса илнӗ. Вӗсене ӑмсанма пӑрахас тесен тата малалла та Иеговӑшӑн савӑнӑҫлӑн ӗҫлес тесен левитӑн пур япала ҫине те Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла пулнӑ. Левит шӑп ҫапла тунӑ та. Вара вӑл каллех телейлӗ пулса тӑнӑ, йывӑр шухӑшсем те ӑна тек пӑшӑрхантарман. Юлашкинчен вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Сансӑр пуҫне мана ҫӗр ҫинче нимӗн те кирлӗ мар».

16. Левит тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

16 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Айтӑр йӗркесӗр ҫынсене ӑмсанар мар. Вӗсем ӑнӑҫлӑ пек курӑнаҫҫӗ кӑна, чӑннипе вара вӗсен пуласлӑхӗ ҫук (Еккл. 8:12, 13). Ӑмсанма пуҫласан пирӗн ал усӑнать тата эпир Иеговӑран сивӗнме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа хамӑр ӑмсанма пуҫланине асӑрхасанах айтӑр левит тунӑ пек тӑвар — Иеговӑн канашӗсене итлер тата унӑн ӗҫлекенӗсемпе хутшӑнар. Пуринчен ытла Иеговӑна юрататпӑр пулсан, эпир чӑннипех те телейлӗ пулатпӑр тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫултан пӑрӑнмастпӑр (1 Тим. 6:19).

ПЕТР ХӐЙ ТУНӐ ЙӐНӐШСЕМШӖН ПӐШӐРХАННӐ

Петр хӑйӗн йывӑр туйӑмӗсене ҫӗнтерсе малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлеме пултарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пире вӑй кӗртме пултарать тата Петрӑн тӗслӗхӗ ҫинчен каласа парса эпир ыттисене хавхалантарма пултаратпӑр (17—19 абзацсене пӑхӑр)

17. Мӗне пула Петрӑн ал усӑнма пултарнӑ?

17 Петр апостол питӗ хастар ҫын пулнӑ. Анчах та хӑш-пӗр ӗҫсене вӑл шухӑшламасӑр тунӑ, кайран вара ҫавӑншӑн куляннӑ. Сӑмахран, Иисус апостолсене хӑйне асаплантарасси, кайран вара вӗлересси пирки каласан Петр ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр! Санпала унашкалли ан пултӑрччӗ!» (Матф. 16:21—23). Иисус вара ӑна тӳрлетнӗ. Тепрехинче вара Иисуса халӑх тытма пырсан Петр хӗҫ туртса кӑларса аслӑ священникӑн чурин хӑлхине касса татнӑ (Иоанн 18:10, 11). Ҫавӑн чухне те Иисус Петра тӳрлетнӗ. Унсӑр пуҫне, пӗррехинче Иисуспа калаҫнӑ чухне Петр «Сан тӗлӗшрен пурте улталансан та, эпӗ нихӑҫан та улталанмӑп» тесе мухтаннӑ (Матф. 26:33). Анчах та ҫынсенчен хӑраса кайнипе Петр Иисусран виҫӗ хутчен туннӑ. Ҫакӑ Петра хуҫсах антарнӑ, вара вӑл татӑлсах йӗнӗ (Матф. 26:69—75). Вӑл Иисус мана хӑҫан та пулин каҫарӗ-ши тесе куляннӑ пулӗ.

18. Иисус Петра мӗнле пулӑшнӑ?

18 Йӑнӑш тунине пула Петрӑн ал усӑннӑ пулсан та, вӑл малалла та апостолсемпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫленӗ (Иоанн 21:1—3; Ап. ӗҫ. 1:15, 16). Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене асра тытнӑ: «Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер». Иегова хӑйӗн Ывӑлӗн кӗлли ҫине хуравланӑ. Каярахпа вара чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Петра курӑннӑ. Вӑл ӑна хавхалантарас тенӗ пулас (Лука 22:32; 24:33, 34; 1 Кор. 15:5). Унтан вӑл хӑйӗн апостолӗсене курӑннӑ. Лешӗсем куляннӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫӗрӗпех ӗҫленӗ пулсан та, пӗр пулӑ та тытайман. Ку хутӗнче Иисус Петра вӑл хӑйне мӗнле юратнине кӑтартма май панӑ. Иисус хӑйӗн тусне каҫарнӑ тата ӑна нумайрах ӗҫ шанса панӑ (Иоанн 21:15—17).

19. Псалом 102:13, 14 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем хамӑр тунӑ ҫылӑхсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

19 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Иисус Петра хӗрхеннӗ. Иисус вара пур тӗлӗшрен те Иегова пек пулнине эпир пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та ҫылӑх турӑмӑр пулсан, Иегова пире нихӑҫан та каҫармасть тесе шутламалла мар. Шуйттан пире ҫавӑн пек шухӑшлаттарасшӑн. Айтӑр хамӑр ҫине тата хамӑра кӳрентерекенсем ҫине пирӗн юратакан тата хӗрхенекен Атте пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшар. (Псалом 102:13, 14 вуласа парӑр.)

20. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

20 Иосифӑн, Ноеминьпе Руфӗн, 72-мӗш Псалома ҫырнӑ левитӑн тата Петр апостолӑн тӗслӗхӗсем пире ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать» (Пс. 33:19). Паллах, вӑл пирӗн пур йывӑрлӑха та татса памасть. Хӑш-пӗр чухне йывӑр килнӗрен пирӗн ал усӑнма та пултарать. Ҫапах та йывӑр килнӗ чухне Иегова хамӑра мӗнле пулӑшнине курсан пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет (1 Петр 1:6, 7). Тепӗр статьяра та эпир хӑйсен ҫитменлӗхӗсене е ытти йывӑрлӑхсене пула хуйха ӳкнӗ тӑвансене Иегова мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.

7-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн вӑй-хӑват

^ 5 абз. Иосиф, Ноеминьпе Руфь, 72-мӗш Псалома ҫыраканӗ тата Петр апостол йывӑрлӑхсене пула хуйха ӳкнӗ. Ҫак статьяра Иегова вӗсене мӗнле йӑпатни тата ҫирӗплетни ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫав ҫынсен тӗслӗхӗсенчен тата Иегова вӗсене мӗнле пулӑшнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Ноеминь, Руфь тата Орфа хӑйсен упӑшкисем вилсен питӗ хуйхӑрнӑ. Вӑхӑт иртсен Ноеминь, Руфь тата Вооз Овид ҫуралнӑшӑн питӗ савӑннӑ.