Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Пӗр-пӗрне чунтан юратӑр

Пӗр-пӗрне чунтан юратӑр

«Пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр» (РИМ 12:10).

109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Нумай ҫемьере хутшӑнусем сивӗнсе пыни ӑҫтан курӑнать?

БИБЛИРЕ юлашки кунсенче ҫынсем «пӗр-пӗрне юратмӗҫ» тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (2 Тим. 3:1, 2). Ҫакӑ ҫемьесене те пырса тивет. Миллион-миллион ҫемье арканать. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне курайми пулса уйрӑлаҫҫӗ, ачисем вара хӑйсене никама та кирлӗ мар пек туяҫҫӗ. Вӗсем пӗр килтех пурӑнаҫҫӗ пулсан та, пӗр-пӗринчен сивӗнсех пыраҫҫӗ. Ҫемьери йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшакан пӗр консультант ҫапла каланӑ: «Килтисем пӗр-пӗринпе хутшӑнмаҫҫӗ. Упӑшки те, арӑмӗ те, ачи те — кашнийӗ хӑйӗн планшечӗ ҫине е смартфонӗ ҫине пӑхса е видеовӑйӑсем выляса ларать. Вӗсем пӗр килтех пурӑнаҫҫӗ, анчах та вӗсем пирки ҫывӑх ҫынсем теме ҫук».

2, 3. а) Рим 12:10-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн кама чунтан юратмалла? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Пирӗн ҫак тӗнчери пӗр-пӗрне юратман ҫынсем пек пулас килмест (Рим 12:2). Пачах урӑхла, эпир килтисене те, пухури тӑвансене те чунтан юратасшӑн. (Рим 12:10 вуласа парӑр.) «Чунтан юратӑр» тесе куҫарнӑ грек сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ӑшӑ туйӑмсем ҫинчен, ҫемьери ҫынсем хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусем ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ. Апла пулсан, пухури тӑвансене килтисене юратнӑ пек хытӑ юратмалла. Пӗр-пӗрне ҫапла юратсан пухура пӗрлӗх пулать тата эпир пурте пӗрле Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пултарӑпӑр (Мих. 2:12).

3 Пухури тӑвансене чунтан юратас тесен мӗн тумалла? Ҫакна пӗлес тесе айтӑр Библире ҫырса панӑ темиҫе тӗслӗхе пӑхса тухар.

ИЕГОВА ПИРЕ «ҪЕПӖҪ ТУЙӐМПА» ЮРАТАТЬ

4. Иаков 5:11-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пире мӗнле юратать?

4 Библире эпир Иеговӑн нумай чаплӑ енӗ ҫинчен вуласа пӗлме пултаратпӑр. Сӑмахран, унта «Турӑ — юрату вӑл» тесе ҫырнӑ (1 Иоанн 4:8). Ҫакӑн ҫинчен пӗлни Иеговӑпа ҫывӑхланма хавхалантармасть-и вара? Унсӑр пуҫне, Библире Иегова пирки «ырӑлӑхлӑ [«ҫепӗҫ туйӑмпа юратакан», ҪТ]» тесе ҫырнӑ. (Иаков 5:11 вуласа парӑр.) Иегова пире мӗн тери хытӑ юратать! Ҫакӑ пирӗн чӗрене пырса тивет!

5. Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни ӑҫтан курӑнать тата унран тӗслӗх илес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

5 Асӑрхӑр-ха, Иаков 5:11-мӗшӗнче Иегова пирки ҫепӗҫ туйӑмпа юратать тенӗ чухне вӑл хӗрхенекен кӑмӑллӑ тесе те каланӑ (Тух. 34:6). Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни ӑҫтан курӑнать? Сӑмахран, вӑл пирӗн йӑнӑшсене каҫарать (Пс. 50:3). Анчах та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни ӑна пирӗншӗн тата ытларах тума хавхалантарать — эпир инкеке лексен вӑл пире пулӑшма васкать. Иеговӑн туйӑмӗсене амӑшӗн туйӑмӗсемпе танлаштарма пулать. Амӑшӗ хӑйӗн ачине питӗ хӗрхенет, Иегова вара пире тата вӑйлӑрах хӗрхенет (Ис. 49:15). Акӑ мӗншӗн эпир йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен вӑл пире питӗ пулӑшасшӑн (Пс. 36:39; 1 Кор. 10:13). Эпир вара, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Сӑмахран, пухури тӑвансене каҫарнипе тата хамӑра кӳрентернӗшӗн ҫилленсе ҫӳременнипе (Эф. 4:32). Анчах та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни пире тата ытларах тума хавхалантарать. Пӗр-пӗр тӑван инкеке лексен эпир ӑна пулӑшма васкатпӑр. Ҫапла вара пирӗн юратакан, хӗрхенекен кӑмӑллӑ Аттемӗртен тӗслӗх илетпӗр (Эф. 5:1).

ИОНАФАНПА ДАВИД ХУШШИНЧИ ТУСЛӐХ

6. Ионафанпа Давид хушшинчи туслӑх ҫинчен мӗн калама пулать?

6 Ҫынсен ҫитменлӗхсем пур пулсан та, вӗсем шанчӑклӑ туссем пулма пултараҫҫӗ. Ҫакна Библири нумай тӗслӗх кӑтартса парать. Сӑмахран, Ионафанпа Давида илер. Вӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Ионафанӑн чунӗ Давид чунӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ, Ионафан ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ» (1 Патш. 18:1). Давида Саул вырӑнне патша пулма ҫу сӗрнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Саул Давида курайми пулса тӑнӑ, ӑна вӗлерме те хӑтланнӑ. Саулӑн ывӑлӗ Ионафан вара хӑйне ашшӗ пек тытман, Давида курайми пулса тӑман. Ионафанпа Давид пӗр-пӗрне ӗмӗр-ӗмӗр шанчӑклӑ пулма тупа та тунӑ (1 Патш. 20:42).

Ионафан Давидран чылай аслӑрах пулнӑ пулсан та, вӗсем ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ (6—9 абзацсене пӑхӑр)

7. Ионафанпа Давида ҫывӑх туссем пулма мӗн чӑрмантарма пултарнӑ?

7 Ионафанпа Давид хушшинчи туслӑх питӗ тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен вӗсене ҫывӑх туссем пулма нумай япала чӑрмантарма пултарнӑ. Тӗслӗхрен, Ионафан Давидран пӗр 30 ҫул аслӑрах пулнӑ. Вӑл ҫапла шутлама пултарнӑ: «Ҫак ҫамрӑк та пурнӑҫа пӗлмен Давидпа манӑн мӗн калаҫмалли пултӑр ӗнтӗ?» Анчах та Ионафан ун пек шутламан, вӑл Давида хисепленӗ.

8. Мӗншӗн Ионафан Давидшӑн лайӑх тус пулнӑ теме пулать?

8 Ионафан Давида кӗвӗҫме пултарнӑ, мӗншӗн тесен Саул ывӑлӗ пулнӑран Саул хыҫҫӑн унӑн патшана лармалла пулнӑ (1 Патш. 20:31). Анчах та Ионафан хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Иегова Давида патша пулма суйласа илсен Ионафан ҫакна хапӑл тусах йышӑннӑ. Тата Ионафан Давидпа туслӑ пулни Саула питӗ тарӑхтарнӑ, ҫав-ҫавах Ионафан Давида шанчӑклӑ пулнӑ (1 Патш. 20:32—34).

9. Ионафан Давидпа тупӑшнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

9 Ионафан Давидпа тупӑшман, мӗншӗн тесен вӑл ӑна чунтан юратнӑ. Ионафан ухӑпа лайӑх пенӗ тата вӑл хастар ҫар ҫынни пулнӑ. Ун пирки тата Саул пирки ҫынсем «кӑйкӑртан вичкӗнрехчӗ, арӑсланран вӑйлӑрахчӗ» тесе каланӑ (2 Патш. 1:22, 23). Апла, Ионафан хӑйӗн паттӑр ӗҫӗсемпе мухтанма та пултарнӑ, анчах та ун пуҫӗнче ун пек шухӑш та пулман. Вӑл Давида кӗвӗҫсе унпа тупӑшман. Пачах урӑхла, Давид хастар пулнине тата Иеговӑна хытӑ ӗненнине курса Ионафан питӗ савӑннӑ. Ҫакна та палӑртмалла: Ионафан Давида лешӗ Голиафа ҫӗнтерсен юратма пуҫланӑ. Эпир вара пухури тӑвансене чунтан юратнине кӑтартас тесе мӗн-мӗн тума пултаратпӑр?

ЧУНТАН ЮРАТНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМАЛЛА?

10. «Пӗр-пӗрне чунтан-чӗререн юратӑр» тени мӗне пӗлтерет?

10 Библире «пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр» тесе каланӑ (1 Петр 1:22, ҪХ). Ҫак тӗлӗшрен пире Иегова лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Вӑл пире, хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене, питӗ хытӑ юратать. Вӑл пире нихӑҫан та юратма пӑрахмасть (Рим 8:38, 39). «Чунтан-чӗререн» тени юратнине кӑтартас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнине пӗлтерет. Хӑш-пӗр чухне тӑвансене юратма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Ҫав-ҫавах вӗсем пире хурлантарсан та пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла, «юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма» тӑрӑшмалла (Эф. 4:1—3). Пӗрлӗхе упраса хӑварас тетпӗр пулсан вара, эпир тӑвансен ҫитменлӗхӗсемпе йӑнӑшӗсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа ҫӳремӗпӗр. Ун вырӑнне вӗсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшӑпӑр (1 Патш. 16:7; Пс. 129:3).

Павел Еводийӑпа Синтихийӑна пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнмалла тенӗ. Пирӗн те пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнмалла, анчах та ҫакна тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать (11-мӗш абзаца пӑхӑр)

11. Мӗншӗн тӑвансене чунтан юратма йывӑр пулма пултарать?

11 Тӑвансен ҫитменлӗхӗсене кура пире вӗсене чунтан юратма йывӑр пулма пултарать. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен те ҫавӑн пек йывӑрлӑх пулнӑ. Еводийӑпа Синтихия Павел апостолпа пӗрле ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑнӑ пулас. Анчах та вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсех кайман. Ҫавӑнпа та Павел вӗсене: «Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсем пек, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр»,— тенӗ (Флп. 4:2, 3).

Ватӑ тата ҫамрӑк старейшина пӗр-пӗриншӗн ҫывӑх туссем пулса тӑма пултараҫҫӗ (12-мӗш абзаца пӑхӑр)

12. Тӑвансене чунтан юратас тесе мӗн тума пулать?

12 Тӑвансене чунтан юратас тесе мӗн тума пулать? Тӑвансене лайӑхрах пӗлсе пырсан вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма тата вӗсене юратма ҫӑмӑлтарах пулать. Тӑвансем миҫе ҫулта пулнине тата вӗсем хӑш халӑхран пулнине пӑхса ан тӑрӑр. Давидпа Ионафан ҫинчен аса илӗр. Ионафан Давидран 30 ҫул аслӑрах пулнӑ, ҫапах та вӗсем лайӑх туссем пулнӑ. Эсир те хӑвӑртан аслӑрах е кӗҫӗнрех тӑвансемпе туслашма пултаратӑр-и? Ҫапла тунипе эсир пур тӑвана та юратнине кӑтартатӑр (1 Петр 2:17).

(12-мӗш абзаца пӑхӑр) *

13. Пухури кашни тӑванах пирӗн ҫывӑх тус пулса тӑма пултарать-и? Ӑнлантарса парӑр.

13 Эпир пухури пур тӑвана та юрататпӑр пулсан, ҫакӑ кашни тӑван пирӗншӗн ҫывӑх тус пулса тӑрассине пӗлтерет-и? Ҫук, паллах. Пире кампа интереслӗ, эпир ытларах ҫавсемпе хутшӑнатпӑр, ку йӗркеллӗ япала. Иисус та хӑйӗн пур апостолне те туссем тенӗ, анчах та Иоана пуринчен ытла юратнӑ (Иоанн 13:23; 15:15; 20:2). Ҫапах та ҫакӑ Иисус ӑна ыттисенчен ытларах хисеп тунине пӗлтермест. Сӑмахран, Иоанпа Иаков Турӑ Патшалӑхӗнче хӑйсем валли пысӑк вырӑн ыйтсан Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Хамӑн сылтӑм енӗмпе сулахай енӗме лартасси Манран килмест» (Марк 10:35—40). Пирӗн те Иисус пекех пулмалла — никама та камне кура уйӑрмалла мар тата хамӑрӑн ҫывӑх туссене ыттисенчен ытла хисеп тумалла мар (Иак. 2:3, 4). Унсӑрӑн эпир пухури мирпе пӗрлӗхе упраса хӑвараймӑпӑр (Иуда 17—19).

14. Филиппӑ 2:3-мӗшӗнчи канаш пире тупӑшассинчен мӗнле сыхлать?

14 Эпир тӑвансене чунтан юрататпӑр пулсан пухура тупӑшасси пулмӗ. Ионафана аса илес пулсан, вӑл Давида кӗвӗҫмен тата ун вырӑнне патшана ларма хӑтланман. Эпир те тӑвансен лайӑх енӗсене курса вӗсене кӗвӗҫместпӗр, вӗсемпе тупӑшмастпӑр. Пачах урӑхла, эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр тата ыттисене хамӑртан асла хурса хисеплетпӗр. (Филиппӑ 2:3 вуласа парӑр.) Ҫакна та асра тытӑр: пухура кашни кирлӗ. Хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан эпир тӑвансен лайӑх енӗсене курса вӗсенчен вӗренетпӗр (1 Кор. 12:21—25).

15. Таньӑпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

15 Йывӑрлӑхсенче тӑвансем пире ӗҫпе пулӑшсан тата пирӗнпе ырӑ пулсан, эпир Иегова хамӑршӑн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине туйса тӑратпӑр. Айтӑр Таня тӑванпа мӗн пулса тухнине пӑхар. 2019 ҫулта вӑл хӑйӗн виҫӗ ачипе пӗрле Пӗрлешӳллӗ Штатсенче иртнӗ «Юрату нихӑҫан та пӗтмест» пӗтӗм тӗнчери конгреса кайнӑ. Вӗсем шӑматкун конгресс хыҫҫӑн хӑна ҫуртне таврӑннӑ чухне хӑйсем пыракан машинӑна тепӗр машин пырса ҫапӑннӑ. Таня ҫапла каласа парать: «Эпир тӗрӗс-тӗкелехчӗ, анчах та хытӑ хӑраса ӳкрӗмӗр, вара ҫул ҫине тухса тӑтӑмӑр. Ҫав вӑхӑтра эпӗ ҫул хӗрринче такам пире ал сулнине асӑрхарӑм. Пире ҫав конгресранах таврӑнакан арҫын тӑван ал сулнӑ иккен. Вӑл пире хӑйӗн машинне пырса ларма чӗнчӗ. Унсӑр пуҫне, эпир аварине лекнине курсан Швецирен килнӗ пилӗк тӑван та чарӑнчӗ. Хӗрарӑм тӑвансем мана тата манӑн хӗре ӑшшӑн ыталарӗҫ. Ҫакӑ ун чухне пире питӗ кирлӗччӗ. Эпӗ тӑвансене пирӗншӗн ан чӑрманӑр, кайӑр терӗм. Анчах та вӗсем пире хӑвармарӗҫ, васкавлӑ пулӑшу машини килсен тата пирӗнпе веҫех йӗркеллӗ пулнине курсан тин кайрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра эпир Иегова хамӑршӑн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине туйса тӑтӑмӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир тӑвансене тата Иеговӑна пирӗнпе ырӑ пулнӑшӑн, пире пулӑшнӑшӑн тата ытларах хаклама пуҫларӑмӑр». Эсир вара хӑвӑра йывӑр килнӗ чухне тӑвансем хӑвӑршӑн юратса тӑрӑшнине аса илме пултаратӑр-и?

16. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне чунтан юратмалла?

16 Пирӗн пӗр-пӗрне чунтан юратмалла. Юрату пире инкеке лекнӗ тӑвансене пулӑшма хавхалантарать. Тӑвансене юрататпӑр пулсан эпир пухури пӗрлӗхе упрама пулӑшатпӑр. Унсӑр пуҫне, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем эпир чӑннипех те Христосӑн вӗренекенӗсем пулнине курса хӑйсем те Иеговӑшӑн ӗҫлес тейӗҫ. Пуринчен ытла вара эпир Иеговӑна, «хӗрхенекен Аттене, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турра» мухтава кӑларатпӑр (2 Кор. 1:3). Ҫавӑнпа та айтӑр пӗр-пӗрне хытӑрах та хытӑрах юратар!

130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр

^ 5 абз. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ тенӗ. Эпир пурте пӗр-пӗрне юратма тӑрӑшатпӑр. Пухури тӑвансене килтисене юратнӑ пек чунтан юрататпӑр пулсан, хамӑрпа вӗсем хушшинчи хутшӑнусем тата ҫирӗпрех пулӗҫ. Ҫак статья пире пухури тӑвансене тата хытӑрах юратма пулӑшӗ.

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Аслӑрах та опытлӑрах старейшинӑран мӗне вӗренни ҫамрӑк старейшинӑна хӑйӗн тивӗҫне туса тӑма пулӑшать. Аслӑрах старейшина ӑна арӑмӗпе пӗрле хӑнана чӗннӗ. Ҫак икӗ старейшина та, вӗсен арӑмӗсем те пӗр-пӗринпе хутшӑнма питӗ хавас.