Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки»

«Арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки»

«Арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки» (1 КОР. 11:3).

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Качча каяс текен хӗрарӑм тӑванӑн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?

ПУР христианин та Иисус Христоса — пӗр ҫитменлӗхсӗр пуҫлӑха — пӑхӑнать. Анчах та хӗрарӑм тӑван качча кайсан ҫылӑхлӑ упӑшкине пӑхӑнса тӑма пуҫлать, ҫакна тума вара ӑна йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑнпа качча кайиччен христианкӑн пулас мӑшӑрӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла: «Мӗншӗн эпӗ ҫак арҫын тӑван лайӑх ҫемье пуҫӗ пулать тесе шутлатӑп? Вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хурать-и? Ҫук пулсан, мӗншӗн вара мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вӑл пире иксӗмӗре те Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма пултарӗ тесе шутлатӑп?» Унсӑр пуҫне, хӗрарӑм тӑванӑн ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхмалла: «Манӑн мӗнле лайӑх енсем пур? Эпӗ лайӑх арӑм пулатӑп-и? Ман пирки чӑтӑмлӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын теме пулать-и? Манпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп-и?» (Еккл. 4:9, 12). Хӗрарӑм тӑван качча кайичченех тӗрӗс йышӑнусем тӑвать пулсан, мӑшӑрлансан вӑл телейлӗ пулӗ.

2. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

2 Миллион-миллион хӗрарӑм тӑван хӑйсен упӑшкисене пӑхӑнса пурӑнса лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Ҫак христианкӑсем мухтава тивӗҫлӗ! Вӗсемпе ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни нумай савӑнӑҫ кӳрет! Ҫак статьяра эпир виҫӗ ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр: 1) качча кайнӑ хӗрарӑм тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ? 2) Мӗншӗн арӑмӗн упӑшкине пӑхӑнмалла? 3) Упӑшки те, арӑмӗ те Иисус Христосран, Авигейӑран тата Марийӑран, Иосиф арӑмӗнчен, мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

АРӐМСЕМ МӖНЛЕ ЙЫВӐРЛӐХСЕМПЕ ТӖЛ ПУЛАҪҪӖ?

3. Мӗншӗн пур ҫемьере те йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ?

3 Ҫемье вӑл — Турӑ панӑ пӗр кӑлтӑксӑр парне, ҫынсем вара — ҫылӑхлӑ (1 Иоанн 1:8). Ҫавӑнпа та Библире «арлӑ-арӑмлӑ пурӑнакансене йывӑр килет» тесе асӑрхаттарнӑ (1 Кор. 7:28, ҪХ). Айтӑр арӑма хӑш тӗлӗшрен йывӑр пулма пултарнине пӑхса тухар.

4. Мӗншӗн арӑмӗ упӑшкине пӑхӑнни хӑйне хӑй хисеплеменни пулать тесе шутлама пултарать?

4 Хӑш-пӗр вырӑнсенче упӑшкине пӑхӑнакан арӑм хӑйне хӑй хисеплемест теҫҫӗ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Марисоль акӑ мӗн калать: «Эпӗ ҫуралса ӳснӗ вырӑнта хӗрарӑмӑн арҫынпа пӗр тан пулмалла тесе вӗрентеҫҫӗ. Иегова ҫемьере упӑшкине власть панине, арӑмӗн вара хӑйне кӗҫӗне хурса ӑна пӑхӑнмаллине эпӗ пӗлетӗп. Анчах та ҫакна тума хӑш-пӗр чухне йывӑр, мӗншӗн тесен таврара пурте урӑххине вӗрентеҫҫӗ».

5. Хӑш-пӗр арҫынсем хӗрарӑмсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

5 Хӑш-пӗр арҫынсем вара хӗрарӑмсене ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан Ивон ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Пирӗн патра малтан арҫынсем ҫиеҫҫӗ, кайран тин хӗрарӑмсем. Хӗрачасем килти ӗҫсене тӑваҫҫӗ, апат пӗҫереҫҫӗ, арҫын ачасене вара патша вырӑнне хураҫҫӗ — вӗсене амӑшӗ те, аппӑшӗ-йӑмӑкӗ те юрама тӑрӑшаҫҫӗ». Азире пурӑнакан Инлин вара ҫапла калать: «Пирӗн халӑхра хӗрарӑма ӑс та, пултарулӑх та кирлӗ мар текен ваттисен сӑмахӗ пур. Хӗрарӑмӑн килти ӗҫсене тумалла тата чӗнмесӗр тӑмалла тесе шутлаҫҫӗ». Упӑшки арӑмӗ ҫине ҫапла пӑхать пулсан, арӑмӗ хӑйне юратнине туймӗ тата ҫемьеллӗ пурнӑҫ та ӑна телей кӳмӗ. Хӑйне ҫапла тытакан упӑшка Иисусран тӗслӗх илмест тата вӑл Иеговӑна хурлантарать (Эф. 5:28, 29; 1 Петр 3:7).

6. Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен арӑмсен мӗн тумалла?

6 Унчченхи статьяра каланӑ пек, упӑшкан килтисене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтермелле, вӗсем хӑйсене хӳтлӗхри пек туйччӑр тесе тӑрӑшмалла тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалла. Ҫапла тума ӑна Иегова хушать (1 Тим. 5:8). Анчах та арӑмӗн хӑйӗн те кашни кун Библи вулама, мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама тата Иеговӑна кӗлтума вӑхӑт уйӑрмалла. Ӗҫсем нумай пулнӑран хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: «Пурне те туса ӗлкӗрме ӑҫтан вӑхӑтпа вӑй тупас-ши?» Анчах та вӑхӑт тупмаллах, мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗ хӑйӗнпе ҫывӑхланасса кӗтет (Ап. ӗҫ. 17:27).

7. Арӑма Иегова хӑйӗнчен мӗн кӗтнине тума хӑҫан ҫӑмӑлтарах пулать?

7 Упӑшкан ҫитменлӗхсем пулнӑран арӑмӗн ӑна пӑхӑнма йывӑр пулма пултарать. Анчах та вӑл Библири принципсене — мӗншӗн арӑмӗн упӑшкине хисеплемеллине тата пӑхӑнмаллине — ӑнланать пулсан, ӑна Иегова хӑйӗнчен мӗн кӗтнине тума ҫӑмӑлтарах пулать.

МӖНШӖН АРӐМӖН УПӐШКИНЕ ПӐХӐНМАЛЛА?

8. Эфес 5:22—24 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн арӑмӗ упӑшкине пӑхӑнма хатӗр?

8 Мӗншӗн арӑмӗ упӑшкине пӑхӑнма хатӗр? Мӗншӗн тесен ҫакна унран Иегова кӗтет. (Эфес 5:22—24 вуласа парӑр.) Качча кайнӑ хӗрарӑм тӑван хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне шанать. Вӑл ҫакна пӗлет: Иегова ӑна юратать тата ыррине ҫеҫ сунать (Сак. аст. 6:24; 1 Иоанн 5:3).

9. Арӑмӗ Иеговӑна итлесе упӑшкине пӑхӑнать пулсан, ҫакӑ мӗн парать?

9 Ҫак тӗнчере Иеговӑн нормисене пачах хисеплемеҫҫӗ тата ыттисене пӑхӑнакан ҫын хӑйне хӑй хисеплемест тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл хӗрарӑм тӑвансем ҫине те витӗм кӳме пултарать. Анчах ҫапла шутлакансем пирӗн юратакан Аттене пӗлмеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн юратнӑ хӗрӗсене хӑйсене кӳрентерекен япалана тума нихӑҫан та ыйтман пулӗччӗ. Хӗрарӑм тӑван Иегова хӑйӗнчен мӗн кӗтнине тума чунтан тӑрӑшать пулсан, ҫемьере мир пулать (Пс. 118:165). Вара упӑшкине те, ачисене те, ӑна хӑйне те лайӑх пулать.

10. Карол сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Хӑйӗн ҫылӑхлӑ упӑшкине пӑхӑнса арӑмӗ Иеговӑна — упӑшкана власть паракана — юратнине тата хисепленине кӑтартать. Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан Карол ҫапла калать: «Упӑшка йӑнӑшсем тӑвасса эпӗ пӗлетӗп. Анчах эпӗ ҫакна та ӑнланатӑп: упӑшка йӑнӑшсассӑн эпӗ хама мӗнле тытни хампа Иегова хушшинчи туслӑха мӗн таран хакланине кӑтартса парать. Ҫавӑнпа эпӗ хамӑн упӑшкана хисеплеме тата пӑхӑнма тӑрӑшатӑп, мӗншӗн тесен ман хамӑн ҫӳлти Аттене савӑнтарас килет».

11. Анис тӑвана упӑшкине каҫарма мӗн пулӑшать тата эпир унран мӗне вӗренетпӗр?

11 Арӑмне упӑшки унӑн туйӑмӗсене шута илмест пек туйӑнать пулсан, ӑна упӑшкине хисеплеме тата пӑхӑнма йывӑр пулма пултарать. Анис ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫакӑн ҫинчен мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Упӑшка ман туйӑмсене шута илмест пек туйӑнсан эпӗ хама ҫакна аса илтеретӗп: эпир пурте йӑнӑшатпӑр, Иегова вара пире каҫарать. Манӑн та ун пек пулас килет. Упӑшкана каҫарсан эпӗ чӗрере мир туятӑп» (Неем. 9:17ӑ). Каҫарма пӗлекен арӑма упӑшкине пӑхӑнма чылай ҫӑмӑлтарах.

БИБЛИРИ ТӖСЛӖХСЕНЧЕН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?

12. Библире мӗнле ҫынсем ҫинчен вулама пулать?

12 Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫемҫешкесем кӑна ыттисене пӑхӑнаҫҫӗ. Ҫапла шутлани пачах тӗрӗс мар. Библире ыттисене пӑхӑннӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем нумай, анчах та ҫав ҫынсем пирки ҫемҫешке тесе калаймӑн, вӗсем ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынсем пулнӑ. Айтӑр Иисусран, Авигейӑран тата Марийӑран эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

13. Мӗншӗн Иисус Иеговӑна пӑхӑнать? Ӑнлантарса парӑр.

13 Иисус Иеговӑна пӑхӑнни унӑн ӑс-тӑнпа пултарулӑх ҫитсех кайманнине пӗлтермест. Иисус ҫынсене питӗ ӑста вӗрентнӗ, ӑна ӑнланма ҫӑмӑл пулнӑ. Ҫакӑнтан Иисус питӗ ӑслӑ-тӑнлӑ пулни курӑнать (Иоанн 7:45, 46). Иегова Иисусӑн пултарулӑхне тивӗҫлипе хакланӑ — Ҫут тӗнчене тунӑ чухне ӑна хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлеме май панӑ (Ытар. 8:30; Евр. 1:2—4). Иисус чӗрӗлсе тӑрсан вара Иегова «ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те» ӑна панӑ (Матф. 28:18). Ҫапах та Иисус тем пек ӑслӑ, тем пек пултаруллӑ пулсан та, вӑл яланах хӑйӗн Ашшӗнчен канаш ыйтать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл ӑна юратать (Иоанн 14:31).

14. а) Упӑшкасем Иеговӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? ӑ) Упӑшкасем Ытарӑшсем 31-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ ырӑ арӑм тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

14 Упӑшкасем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Мӗншӗн Иегова арӑмсене упӑшкисене пӑхӑнма хушать? Хӗрарӑмсем арҫынсенчен япӑхрах тесе шутланӑран-и? Ҫук, Иегова пӗртте ҫапла шутламасть! Сӑмахран, Иисуспа пӗрле патшара ларма Иегова хӗрарӑмсене те суйласа илнӗ (Гал. 3:26—29). Иегова Иисуса власть панинчен вара упӑшкасем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Иегова хӑйӗн Ывӑлне шаннӑ пек, ӑслӑ-тӑнлӑ упӑшка та хӑйӗн арӑмне шанать. Сӑмахран, Библире ырӑ арӑм мӗн тунине ҫырса панӑ: вӑл кил-ҫурт тытса тӑрать тата суту-илӳ тӑвать. (Ытарӑшсем 31:15, 16, 18 вуласа парӑр.) Упӑшкан арӑмне тарҫӑ вырӑнне хумалла мар тата арӑмӗн чӗнмесӗр тӑмалла тесе шутламалла мар. Пачах урӑхла, «упӑшкийӗн чӗри шанать ӑна» тата вӑл арӑмӗ мӗн шутланине шута илет. (Ытарӑшсем 31:11, 26, 27 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пек упӑшкана арӑмӗ савӑнсах пӑхӑнса тӑрӗ.

Иеговӑна пӑхӑнса тӑракан Иисусран арӑмсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (15-мӗш абзаца пӑхӑр)

15. Арӑмсем Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

15 Арӑмсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Иисус нумай пысӑк ӗҫ тунӑ пулсан та, Иеговӑна пӑхӑнни хама хам хисеплеменни пулать тесе шутламасть (Иоанн 6:38; 1 Кор. 15:28). Иисусран тӗслӗх илекен арӑм та упӑшкана пӑхӑнасси темӗнле кӳрентерекен ӗҫ тесе шутламасть. Арӑмӗ упӑшкине юратать, ҫавӑнпа ӑна пӑхӑнать. Анчах пуринчен ытла вӑл Иеговӑна юратнӑран тата хисепленӗрен упӑшкине пӑхӑнать.

Авигейӑн тарҫисем Давидпа унӑн ҫар ҫыннийӗсем валли апат илсе килнӗ. Авигея вара Давид умӗнче чӗркуҫленсе ларса ӑна юн ан тӑксам тесе тархаслать (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. 1 Патшасен 25:3, 23—28 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Авигейӑпа мӗн пулса тухнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

16 Авигейӑн упӑшки Навал усал, мӑнкӑмӑллӑ тата пархатарсӑр ҫын пулнӑ. Ҫапах та Авигея хӑйӗн ҫемйине упраса хӑварасшӑн пулнӑ. Сӑмахран, Давидпа унӑн ҫыннисем Навала вӗлересшӗн пулнине пӗлсен Авигея ним тумасӑр кӗтсе ларма пултарнӑ. Анчах та вӑл ҫапла туман, вӑл хӑйӗн упӑшкипе килтисене ҫӑлас тесе хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тунӑ. Шутласа пӑхӑр-ха, тӑватҫӗр ҫар ҫыннине хирӗҫ тухма тата Давидпа калаҫма Авигейӑн мӗн тери хӑюллӑ пулмалла пулнӑ! Вӑл упӑшки айӑпне хӑй ҫине илме те хатӗр пулнӑ. (1 Патшасен 25:3, 23—28 вуласа парӑр.) Авигея мӗн тунине курсан Давид ҫакна ӑнланса илнӗ: Иегова ҫак хӑюллӑ хӗрарӑма ярса хӑйне пысӑк йӑнӑш тӑвасран асӑрхаттарнӑ.

17. Упӑшкасем Давидпа тата Авигейӑпа мӗн пулса тухнинчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

17 Упӑшкасем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Авигея ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм пулнӑ. Ӑна итлесе Давид тӗрӗс тунӑ, мӗншӗн тесен ӑна пула вӑл юн тӑкнӑшӑн айӑпа кӗмен. Лайӑх ҫемье пуҫӗ те пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвас умӗн арӑмӗ мӗн каланине шута илет. Ҫакӑ ӑна пысӑк йӑнӑш тӑвасран сыхлать.

18. Арӑмсем Авигейӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

18 Арӑмсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Упӑшка Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан та е Библири принципсем тӑрӑх пурӑнмасть пулсан та, Иеговӑна юратакан тата хисеплекен арӑм ҫемйишӗн тӑрӑшма пӑрахмасть. Вӑл упӑшкинчен уйрӑлма сӑлтав шырамасть тата, Авигея пекех, ҫемьене упраса хӑварма тӑрӑшать. Ҫавӑн пек арӑм упӑшкине хисеплесе тата пӑхӑнса тӑнипе ӑна Иегова ҫинчен пӗлсе пыма хавхалантарать (1 Петр 3:1, 2). Анчах арӑмӗ тем пек тӑрӑшсан та упӑшки улшӑнусем тумасан та пултарать. Ун пек чухне арӑмӗн ҫакна асра тытмалла: Иегова хӑйне шанчӑклӑ пулнишӗн тата упӑшкине пӑхӑннишӗн ӑна питӗ хаклать.

19. Хӑҫан арӑмӗн упӑшкине итлемелле мар?

19 Енчен те упӑшки арӑмне Туррӑн законӗсене е принципӗсене пӑсма ыйтать пулсан, арӑмӗ ӑна итлемест. Сӑмахран, Иеговӑшӑн ӗҫлемен упӑшка арӑмне вӑрлама, суйма е Иегова сивлекен мӗнле те пулин урӑх ӗҫе тума ыйтма пултарать. Ун пек чухне арӑмӗн ҫакна асра тытмалла: пур христианин та, ҫав шутрах качча кайнӑ хӗрарӑмсем те, пуринчен малтан Иеговӑна пӑхӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа упӑшки арӑмне Библири принципсене пӑсма ыйтсан, вӑл ҫакна тума килӗшмест тата ҫакна тума мӗншӗн килӗшменнине ыррӑн ӑнлантарса парать (Ап. ӗҫ. 5:29).

(20-мӗш абзаца пӑхӑр) *

20. Марийӑпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

20 Марийӑпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Вӑл Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑх пӗлнӗ курӑнать. Сӑмахран, Елизаветӑпа, Шыва кӗртекен Иоанн амӑшӗпе, калаҫнӑ чухне вӑл Еврей Ҫырӑвӗсенчи сӑмахсене 20 хут ытла асӑннӑ (Лука 1:46—55). Ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр: Иосиф Марийӑна ҫураҫнӑ пулнӑ пулсан та, Мария Туррӑн Ывӑлне ҫуратасси пирки ангел Иосифа мар, Марийӑна пӗлтернӗ (Лука 1:26—33). Иегова Марийӑна питӗ лайӑх пӗлнӗ, Мария Иисуса юратасси пирки тата уншӑн тӑрӑшасси пирки вӑл пӗртте иккӗленмен. Иисус пӗлӗте хӑпарнӑ хыҫҫӑн та Мария Иеговӑпа ҫывӑхланма пӑрахман (Ап. ӗҫ. 1:14).

21. Библире Мария ҫинчен мӗн ҫырса панинчен упӑшкасем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

21 Упӑшкасем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Ӑслӑ-тӑнлӑ упӑшка арӑмӗ Библие унран лайӑхрах пӗлнишӗн кӗвӗҫмест тата вӑл ҫемье пуҫӗ пуласшӑн тесе шутламасть. Пачах урӑхла, вӑл ҫакӑншӑн савӑнать. Ҫемье пуҫӗ ҫакна та ӑнланать: арӑмӗ Библие лайӑх пӗлет пулсан тата унти принципсене лайӑх ӑнланать пулсан, ҫакӑ ҫемьешӗн усӑллӑ. Унсӑр пуҫне, арӑмӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ е упӑшкинчен ытларах вӗреннӗ пулсан та, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапассишӗн тата килтисене Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшассишӗн упӑшки яваплӑ (Эф. 6:4).

Библи тӗпчес тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлас тӗлӗшрен арӑмсем Марийӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (20, 22 абзацсене пӑхӑр) *

22. Арӑмсем Марийӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

22 Арӑмсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Упӑшка ҫемьене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать пулсан та, арӑмӗн хӑйӗн те ӗненӗвне ҫирӗплетмелле (Гал. 6:5). Унӑн Библи тӗпчеме тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла. Вара вӑл Иеговӑна тата ытларах юратма тата хисеплеме пуҫлӗ. Тата вӑл хӑйӗн упӑшкине те хаваспах пӑхӑнӗ.

23. Арӑмӗ упӑшкине пӑхӑнать пулсан, ҫакӑ ун ҫине хӑйӗн ҫине, унӑн ҫемйи ҫине тата пуху ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

23 Упӑшкине пӑхӑнман арӑмсемпе танлаштарсан, Иеговӑна юратнӑран упӑшкине пӑхӑнса тӑракан арӑмсем чылай телейлӗрех. Вӗсем яшсемпе хӗрсене лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем ҫемьере те, пухура та юратупа мир пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ (Тит 2:3—5). Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ хӗрарӑмсем (Пс. 67:12). Ҫапах та эпир пурте — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — пухура мир тата юрату пултӑр тесе тӑрӑшма пултаратпӑр. Тепӗр статьяра эпир ҫак тӗлӗшрен пирӗнтен кашни мӗн тума пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

131-МӖШ ЮРӐ «Турӑ пӗрлештерни»

^ 5 абз. Иегова хунӑ йӗрке тӑрӑх, арӑмӗн упӑшкине пӑхӑнмалла. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Хуравне пӗлес тесен айтӑр Иисусӑн тата Библире асӑннӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар.

^ 68 абз. ӲКЕРЧӖК. Елизаветӑпа, Шыва кӗртекен Иоанн амӑшӗпе, калаҫнӑ чухне Мария Еврей Ҫырӑвӗсенчи нумай шухӑша каланӑ.

^ 70 абз. ӲКЕРЧӖК. Качча кайнӑ хӗрарӑм тӑванӑн хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе Библи тӗпчеме вӑхӑт уйӑрмалла.