Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Юрату курайманлӑхран вӑйлӑрах

Юрату курайманлӑхран вӑйлӑрах

«Эпӗ сире ҫакна тума хушатӑп: эсир пӗр-пӗрне юратӑр. Пӗлсе тӑрӑр: сире тӗнче кураймасть пулсан, Мана вӑл сире курайми пуличченех курайми пулчӗ» (ИОАНН 15:17, 18).

129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Матфей 24:9-мӗшӗ тӑрӑх, ҫак тӗнче пире курайманнинчен мӗншӗн тӗлӗнмелле мар?

ПИРӖН пурин те юратас килет тата хамӑра юраттарас килет. Иегова пире ҫапла тунӑ. Ҫавӑнпа пире курайман чухне ҫакӑ пирӗн чӗрене ыраттарать тата хӑратма та пултарать. Европӑра пурӑнакан Джорджина * ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытсан анне мана курайми пулчӗ. Ҫавна пула эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туйма тата манра ним лайӑххи те ҫук тесе шутлама пуҫларӑм. Ун чухне эпӗ 14-раччӗ». Данил ятлӑ тӑван вара ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ Иегова Свидетелӗ пулнишӗн салтаксем мана хӗнерӗҫ тата хӑртса хӑратса пӗтерчӗҫ. Эпӗ хӑраса ӳкрӗм тата хамран ҫапла мӑшкӑлланӑшӑн хама питӗ япӑх туяттӑм». Чӑнах та, курайманлӑх чуна ыраттарать. Анчах та ҫак тӗнче пире курайманнинчен пирӗн тӗлӗнмелле мар, мӗншӗн тесен ҫапла пуласси пирки Иисус малтанах каласа хунӑ. (Матфей 24:9 вуласа парӑр.)

2, 3. Мӗншӗн ҫак тӗнче пире кураймасть?

2 Мӗншӗн ҫак тӗнче пире — Иисус хыҫҫӑн пыракансене — кураймасть? Мӗншӗн тесен эпир, Иисус пекех, «тӗнченӗн мар» (Иоанн 15:17—19). Эпир влаҫа хисеплетпӗр пулсан та, патшалӑх символӗсене чысламастпӑр тата ҫав символсене пуҫҫапмастпӑр. Эпир Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапатпӑр. Тата ҫынсене ертсе пыма Туррӑн кӑна право пур тесе шутлатпӑр. Шуйттан тата ун майлисем вара ҫынсене Туррӑн ҫакӑн пек право ҫук тесе ӗнентересшӗн (Пулт. 3:1—5, 15). Унсӑр пуҫне, эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ этемлӗхӗн йывӑрлӑхӗсене татса парать тесе тата ҫак Патшалӑх Турра хирӗҫ пыракансене кӗҫех пӗтерет тесе пӗлтеретпӗр (Дан. 2:44; Ӳлӗм. 19:19—21). Йӑваш ҫынсемшӗн ҫак хыпар — ырӑ хыпар, усал ҫынсемшӗн вара — хӑрушӑ хыпар (Пс. 36:10, 11).

3 Пире Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑннӑшӑн та кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Туррӑн нормисем ҫак тӗнче нормисенчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, Содомпа Гоморрӑра мӗнле ирсӗр ӗҫсем тунӑ, ҫавӑн пек ӗҫсене тунинче ним япӑххи те ҫук. Анчах та Иегова ҫав ирсӗр ӗҫсене тӑвакансене тӗп тунӑ (Иуда 7). Шутласа пӑхӑр-ха: эпир аскӑн ӗҫсем ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхнишӗн ҫынсем пирӗнтен кулаҫҫӗ тата пирӗн пирки фанатиксем теҫҫӗ (1 Петр 4:3, 4).

4. Ыттисем пире курайман чухне пире мӗн пулӑшма пултарать?

4 Пире кураймаҫҫӗ тата хӑртаҫҫӗ пулсан, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшать? Иегова пире пулӑшасса ҫирӗп ӗненни. Ӗненӳ, щит пек, «шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те» сӳнтерме пултарать (Эф. 6:16). Анчах та ӗненни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн юрату та пулмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесессӗн юрату «вӗчӗхмест», е тарӑхмасть, тата «пурне те тӳссе ирттерет» (1 Кор. 13:4—7, 13). Ыттисем пире курайман чухне Иеговӑна, тӑвансене тата тӑшмансене юратни Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшать?

ИЕГОВӐНА ЮРАТНИ

5. Иеговӑна юратни Иисуса мӗнле пулӑшнӑ?

5 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Эпӗ Аттеме юрататӑп, ҫавӑнпа пурне те Аттем тума хушнӑ пек тӑватӑп» (Иоанн 14:31). Иеговӑна юратни Иисуса пурне те чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. Эпир те, Иеговӑна юратсан, пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарӑпӑр.

6. Рим 5:3—5 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене хӗсӗрлени ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

6 Иеговӑна юратни унӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрленине чӑтса ирттерме пулӑшать. Сӑмахран, иудейсен аслӑ сучӗ апостолсене ырӑ хыпар сарма чарсан, Иеговӑна юратни вӗсене «этемрен ытларах Турра» пӑхӑнма хавхалантарнӑ (Ап. ӗҫ. 5:29; 1 Иоанн 5:3). Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑна хытӑ юратни тӑвансене вӑй кӗртет. Влаҫсем хытӑ хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан та, вӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлаҫҫӗ. Пире курайман ҫынсем пире хӗсӗрленӗ чухне эпир хурланмастпӑр, пачах урӑхла, эпир савӑнатпӑр (Ап. ӗҫ. 5:41; Рим 5:3—5 вуласа парӑр).

7. Килтисем пире хирӗҫ тӑрсан эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр?

7 Килтисем хирӗҫ тӑни христианиншӑн чи йывӑрри пулма пултарать. Эпир чӑнлӑхпа интересленме пуҫласан тӑван-хурӑнташсем пире улталаҫҫӗ тесе е эпир ухмаха тухса кайнӑ тесе шутлама пултараҫҫӗ. (Марк 3:21 танлаштарӑр.) Вӗсем пире хӑртма е хӗнеме те пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Иисус: «Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышех тӑшман пулӗ»,— тесе каланӑ (Матф. 10:36). Ҫапах та, тӑвансем пире усал тусан та, эпир вӗсене тӑшман вырӑнне хумастпӑр. Пачах урӑхла, Иеговӑна хытӑ юрататпӑр пулсан, эпир ытти ҫынсене те юратӑпӑр (Матф. 22:37—39). Тепӗр енчен, пӗр-пӗр ҫынна юрас тесе эпир Библири законсемпе принципсене пӑсмӑпӑр.

Вӑхӑтран вӑхӑта пире йывӑр килет, Иегова вара пире йӑпатма тата вӑй кӗртме яланах хатӗр (8—10 абзацсене пӑхӑр)

8, 9. Пӗтӗмпех чӑтса ирттерме Джорджинӑна мӗн пулӑшнӑ?

8 Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Джорджина, амӑшӗ хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Хӑйӗн пирки вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Библи вӗренме эпир аннепе пӗрле пуҫларӑмӑр. Анчах та тепӗр ҫур ҫултан, эпӗ пухӑва ҫӳресшӗн пулнине пӗлсен, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ тӗпренех улшӑнчӗ. Вӑл чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсемпе хутшӑннӑ иккен. Манпа калаҫнӑ чухне анне ҫав ҫынсен суя сӑмахӗсене мана каласа паратчӗ. Мана чарас тесе вӑл мана хӑртатчӗ, пӑватчӗ, ҫӳҫрен сӗтӗретчӗ тата ман литературӑна тухса ывӑтатчӗ. 15 ҫул тултарсан вара эпӗ шыва кӗтӗм. Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарас тесе вӑл мана ятарлӑ интерната — кутӑн та итлемен ҫамрӑксем пурӑнакан интерната вырнаҫтарчӗ. Унти хӑш-пӗр хӗрсем наркотикпа ҫыхланса кайнӑччӗ тата вӗсем патшалӑх законӗсене пӑсатчӗҫ. Манӑн питӗ чӗре ырататчӗ, мӗншӗн тесессӗн анне мана юратасса тата маншӑн тӑрӑшасса кӗтеттӗмчӗ».

9 Пӗтӗмпех чӑтса ирттерме Джорджинӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла калать: «Шӑп анне мана хирӗҫ тӑма пуҫланӑ кун эпӗ Библие вуласа пӗтертӗм. Хам чӑнлӑха тупни пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗмччӗ тата Иегова манпа пӗрле пулнине туйсах тӑраттӑмччӗ. Эпӗ пӗрмай ӑна кӗлтӑваттӑмччӗ, вӑл вара мана илтетчӗ. Интернатра пурӑннӑ чухне мана пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн патне хӑнана чӗнетчӗ. Эпир унпа пӗрле Библи вӗренеттӗмӗрччӗ. Пухури тӑвансем ун чухне мана питӗ пулӑшрӗҫ, вӗсем маншӑн чӑн-чӑн ҫемье пулса тӑчӗҫ. Иегова пире хирӗҫ тӑракансенчен чылай вӑйлӑрах пулнине эпӗ уҫҫӑн куртӑм».

10. Эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр?

10 Павел апостол калӑнӑ пек, пире нимӗн те «Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук» (Рим 8:38, 39). Эпир хӗн-хур курнӑ чухне те Иегова пирӗнпе пӗрле, вӑл пире йӑпатасшӑн тата тӗреклетесшӗн. Джорджина тӗслӗхӗ вара ҫакна кӑтартса парать: Иегова пире пухури тӑвансем урлӑ пулӑшать.

ПУХУРИ ТӐВАНСЕНЕ ЮРАТНИ

11. Иоанн 15:12, 13 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ юрату Иисусӑн вӗренекенӗсене мӗнле пулӑшнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.

11 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне хытӑ юратмалли пирки аса илтернӗ. (Иоанн 15:12, 13 вуласа парӑр.) Пӗр-пӗрне чунтан юратни вӗренекенсене пӗрлӗхе упраса хӑварма тата ыттисем хӑйсене курайманнине пӑхмасӑрах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшмалла пулнӑ. Фессалоникӑри христиансен тӗслӗхне пӑхса тухар. Пуху йӗркеленсе кайсанах вӗсене хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, пӗр-пӗрне юратма пӑрахман тата пур йывӑрлӑха та тӳссе ирттернӗ, ҫапла вара ыттисемшӗн лайӑх тӗслӗх пулса тӑнӑ (1 Фес. 1:2, 3, 6, 7). Павел вӗсене малалла та «пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ юратма» хавхалантарнӑ (1 Фес. 4:9, 10). Ҫапла юратни вӗсене хуйха ӳкнисене лӑплантарма, вӑйсӑррисене пулӑшма хавхалантармалла пулнӑ (1 Фес. 5:14). Фессалоникӑри тӑвансем Павел ыйтнӑ пекех тунӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Тепӗр ҫултан хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвне ҫырнӑ чухне вӑл вӗсене: «Эсир... пурсӑр та пӗр-пӗрне юратнӑҫемӗн юрататӑр»,— тесе мухтанӑ (2 Фес. 1:3—5). Куртӑмӑр ӗнтӗ, пӗр-пӗрне чунтан юратни Фессалоникӑри тӑвансене хӑйсем ҫине йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсене тата хӗсӗрленине чӑтса ирттерме пулӑшнӑ.

Ыттисем пире курайман чухне пухури тӑвансем пире юратни Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать (12-мӗш абзаца пӑхӑр) *

12. Вӑрҫӑ пыракан пӗр вырӑнта тӑвансем пӗр-пӗрне юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

12 Маларах асӑннӑ Данилпа тата унӑн арӑмӗпе акӑ мӗн пулса тухнӑ. Хӑйсем пурӑнакан вырӑнта вӑрҫӑ пуҫланнӑ пулсан та, вӗсем тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахман, малалла та ырӑ хыпар сарнӑ, тӑвансене те апат-ҫимӗҫ парса пулӑшнӑ. Пӗррехинче вара вӗсем патне салтаксем пырса кӗнӗ. «Вӗсем мана Иеговӑран тунма хушрӗҫ,— каласа парать Данил.— Эпӗ килӗшмерӗм. Вара вӗсем мана хӗнерӗҫ те персе вӗлеретпӗр тесе хӑратрӗҫ. Анчах та вӗсем пуҫран мар, кӑшт ҫӳлерех печӗҫ. Тухса кайнӑ чухне вара тепре килсе арӑмна мӑшкӑлласа хӑварӑпӑр тесе хӑратрӗҫ. Пухури тӑвансем пирӗнпе мӗн пулса тухнине пӗлсен пире тӳрех поезд ҫине лартса урӑх хулана ячӗҫ. Тӑвансем пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшнине нихӑҫан та манмӑп! Тепӗр хулана ҫитсен тӑвансем пире пурӑнмалли вырӑн, ӗҫ тупма пулӑшрӗҫ тата апат-ҫимӗҫ пачӗҫ. Каярахпа вара эпир те вӑрҫӑ пыракан районсенчен тарса килнӗ тӑвансене йышӑнма пултартӑмӑр». Ҫакӑн пек тӗслӗхсем юрату курайманлӑха пӑхмасӑрах Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнине кӑтартса параҫҫӗ.

ТӐШМАНСЕНЕ ЮРАТНИ

13. Ыттисем пире курайман чухне святой сывлӑш Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшать?

13 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр»,— тенӗ (Матф. 5:44, 45). Паллах, ҫакна тума ҫӑмӑлах мар. Анчах Иеговӑн святой сывлӑшне пула эпир тӑшмансене те юратма пултаратпӑр. Святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне ҫак енсем кӗреҫҫӗ: юрату, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, йӑвашлӑх тата чарулӑх (Гал. 5:22, 23). Ыттисем пире курайман чухне ҫак лайӑх енсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшаҫҫӗ. Тата кам пире малтан хирӗҫ тӑнӑ, ҫавсенчен нумайӑшӗ пирӗн тӑвансем пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа хӑвӑра курайман ҫынсене юратма йывӑр пулсан, Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр (Лука 11:13). Тата ҫакна асра тытӑр: Турра итлени — яланах чи тӗрӗсси (Ытар. 3:5—7).

14, 15. Рим 12:17—21 сӑвӑ йӗркисенчи принципсем Ясмина хӑйне хирӗҫ тӑракан упӑшкине юратма мӗнле пулӑшнӑ?

14 Акӑ Ясмин ятлӑ хӗрарӑм тӑван тӗслӗхӗ. Вӑл Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан упӑшки Ясмина улталаҫҫӗ тесе шутланӑ, вара ӑна Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарасшӑн пулнӑ. Вӑл ӑна хӑртнӑ тата хурӑнташӗсем, пӗр тӗн пуҫлӑхӗ тата юмӑҫ урлӑ хӑратса ӳкересшӗн пулнӑ. Тата вӑл ӑна ҫемьене аркатасшӑн тесе айӑпланӑ. Пӗррехинче вара вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвне килсе тӑвансене хӑртса темтепӗр каласа пӗтернӗ. Упӑшки ҫапла хӑтланнине пула Ясмин час-часах макӑрас патне ҫитнӗ.

15 Пухури тӑвансем Ясмина йӑпатнӑ тата хавхалантарса тӑнӑ. Старейшинӑсем вара ӑна Рим 12:17—21 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа парӑр) принципсене тытса тӑма хавхалантарнӑ. «Ҫакна тума йывӑрччӗ,— калать Ясмин,— анчах та эпӗ Иеговӑран пулӑшу ыйтаттӑм тата Библире мӗн ҫырнине туса тӑма тӑрӑшаттӑм. Сӑмахран, упӑшка кухньӑра ятарласа ҫӳпӗлесе хурсан эп ун хыҫҫӑн пуҫтараттӑм, вӑл мана хӑртнӑ чухне те эпӗ унпа лӑпкӑн та йӑвашшӑн калаҫаттӑм, вӑл чирлесе ӳксен вара эпӗ ӑна пӑхаттӑм».

Хамӑра хирӗҫ тӑракансене ниме пӑхмасӑрах юратсассӑн, вӗсем пире хӗсӗрлеме пӑрахма пултараҫҫӗ (16, 17 абзацсене пӑхӑр) *

16, 17. Ясмин тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

16 Ясмин ниме пӑхмасӑрах упӑшкине юратни мӗн панӑ? Вӑл ҫапла каласа парать: «Эпӗ нихӑҫан та суяс ҫуккине пӗлсе упӑшка мана ытларах шанма пуҫларӗ. Тата эпӗ хам мӗне ӗненни ҫинчен каланӑ чухне вӑл мана итлеме пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне, ҫемьере мир пултӑр тесе иккӗшӗн те тӑрӑшмалла тенипе те килӗшрӗ. Халӗ эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнатпӑр, ҫакӑ мана калама ҫук хытӑ савӑнтарать. Ҫакна кура упӑшка хӑй те мана пухӑва ҫӳреме хавхалантарать. Пӗр-пӗр кун вӑл чӑнлӑха йышӑнасса питӗ шанатӑп, вара эпир пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме пултарӑпӑр».

17 Ясмин тӗслӗхӗ ҫакна кӑтартса парать: юрату «пурне те каҫарать... яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет» (1 Кор. 13:4, 7). Курайманлӑх нумай сиен кӳрет тата питӗ хытӑ ыраттарать. Анчах та юрату унран чылай вӑйлӑрах. Хамӑра хирӗҫ тӑракансене ниме пӑхмасӑрах юрататпӑр пулсан, вӗсем пире хӗсӗрлеме пӑрахма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫапла туса эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр. Анчах ыттисем пире хӗсӗрлеме пӑрахмасан та эпир телейлӗ пулма пултаратпӑр. Мӗншӗн-ши?

ПИРЕ КУРАЙМАН ЧУХНЕ ТЕ ЭПИР ТЕЛЕЙЛӖ

18. Пире курайман чухне мӗншӗн эпир телейлӗ пулма пултаратпӑр?

18 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Сире ҫынсем Этем Ывӑлӗшӗн курайми пулсассӑн... эсир телейлӗ пулӑр»,— тенӗ (Лука 6:22). Паллах, ыттисем пире хӗсӗрлени тата курайманни пӗртте савӑнтармасть. Мӗншӗн вара эпир телейлӗ пулма пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, Иегова пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн ырлать (1 Петр 4:13, 14). Иккӗмӗшӗнчен, пире хӗсӗрленӗ чухне пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет (1 Петр 1:7). Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, пире чаплӑ награда — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — кӗтет (Рим 2:6, 7).

19. Мӗншӗн хӑйсене хӗненӗ хыҫҫӑн та апостолсем савӑннӑ?

19 Иисус чӗрӗлсе тӑрсан кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл мӗн калани тӗрӗс пулнине апостолсем хӑйсем ҫинче туйса илнӗ. Хӑйсене хӗнесен те тата ырӑ хыпар сарма чарсан та вӗсем савӑннӑ. Мӗншӗн-ши? Вӗсем «Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн» савӑннӑ (Ап. ӗҫ. 5:40—42). Иисуса хытӑ юратнипе вӗсем хӑранине ҫӗнтерме пултарнӑ, ҫавӑнпа куллен ырӑ хыпар сарма чарӑнман. Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ниме пӑхмасӑрах уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӑйсем юратнӑран тӑрӑшнине Иегова манас ҫуккине пӗлеҫҫӗ (Евр. 6:10).

20. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

20 Ҫак тӗнчене Шуйттан тытса тӑрать, ҫавӑнпа ҫынсем пире кураймаҫҫӗ (Иоанн 15:19). Анчах та пирӗн хӑраса пурӑнмалла мар. Тепӗр статьяра эпир Иегова пире мӗнле тӗреклетнине тата хӳтӗленине пӑхса тухӑпӑр (2 Фес. 3:3). Айтӑр малалла та Иеговӑна, пухури тӑвансене тата тӑшмансене те юратар. Вара эпир хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упрӑпӑр, ӗненӗве ҫирӗплетӗпӗр, Иеговӑна мухтава кӑларӑпӑр тата юрату курайманлӑхран чылай вӑйлӑрах пулнине ҫирӗплетсе парӑпӑр.

106-МӖШ ЮРӐ Пирӗн юрату ӳссе пытӑр

^ 5 абз. Ҫак тӗнчере пире кураймаҫҫӗ пулсан та, эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир Иеговӑна, тӑвансене тата тӑшмансене те юратни Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ҫакна та пӗлӗпӗр: мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене сире курайми пулсассӑн, эсир телейлӗ тесе каланӑ?

^ 1 абз. Ятсене улӑштарнӑ.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. Салтаксем Данила вӗлеретпӗр тесе хӑратнӑ хыҫҫӑн пухури тӑвансем Данилпа унӑн арӑмне урӑх хулана ӑсатнӑ. Унти Иегова Свидетелӗсем вара вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Упӑшки Ясмина Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарнӑ, старейшинӑсем вара Ясмина лайӑх канаш панӑ. Ясмин лайӑх арӑм пулма тӑрӑшнӑ, упӑшки чирленӗ чухне ӑна пӑхнӑ.