Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулма ан пӑрахӑр!

Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулма ан пӑрахӑр!

«Этем Ывӑлӗ ... нумайӑшне ҫӑласшӑн Хӑй чунне пама килнӗ» (МАРК 10:45).

18-МӖШ ЮРӐ Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Мӗн вӑл тӳлесе илме панӑ парне тата мӗншӗн пире тӳлесе илмелле пулнӑ?

АДАМ, пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, ҫылӑх тунине пула хӑй те, унӑн ачисем те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнӑ. Адама тӳрре кӑларма май ҫук, мӗншӗн тесен вӑл пӗлсе тӑрсах ҫылӑх тунӑ. Ҫавӑнпа Адам пирки вилӗм приговорӗ йышӑннӑ пулнӑ (Рим 5:12, 14). Унӑн ачисем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем Адам ҫылӑх тунишӗн айӑплӑ пулман-ҫке. Вӗсене ҫылӑхпа вилӗм ылханӗнчен хӑтарас тесе Иегова мӗн те пулин тума пултарнӑ-и? Пултарнӑ. Адам ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иегова ҫакна мӗнле тӑвассине уҫса пама пуҫланӑ (Пулт. 3:15). Палӑртса хунӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ, вара Иисус нумайӑшне ҫӑлас тесе хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (Марк 10:45; Иоанн 6:51).

2 Мӗн вӑл тӳлесе илме панӑ парне? Христианла Грек Ҫырӑвӗсем тӑрӑх, Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парни вӑл — Адам ҫухатнине каялла тавӑрас тесе тӳленӗ хак (1 Кор. 15:22). Мӗншӗн пире тӳлесе илмелле пулнӑ? Мӗншӗн тесен Иегова тӗрӗслӗхе юратать, вӑл панӑ Саккунра пурнӑҫшӑн пурнӑҫ памалла тенӗ (Тух. 21:23, 24). Адам пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та, Туррӑн Саккунӗпе килӗшӳллӗн, Иисус та хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне панӑ (Рим 5:17). Ҫапла вара тӳлесе илме панӑ парнене ӗненекенсемшӗн пуриншӗн те Иисус «Ӗмӗрлӗх Ашшӗ» пулса тӑнӑ (Ис. 9:6; Рим 3:23, 24).

3. Иоанн 14:31 тата 15:13 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Иисус хатӗр пулсах хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне панӑ?

3 Иеговӑна тата ҫынсене юратнӑран Иисус хатӗр пулсах хӑйӗн пурнӑҫне панӑ. (Иоанн 14:31; 15:13 вуласа парӑр.) Ҫак юрату ӑна мӗн виличченех хӑйӗн Ашшӗне шанчӑклӑ тӑрса юлма тата унӑн ирӗкне пурнӑҫлама пулӑшнӑ. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панине пула Иегова чи малтан ҫӗр ҫинче мӗнле пурнӑҫ шутласа хунӑ, шӑп ҫапла пурнӑҫ пулать. Ҫак статьяран эпир мӗншӗн Иегова Иисуса асаплантарса вӗлерме ирӗк панине пӗлӗпӗр. Тата эпир тӳлесе илме панӑ парнене хакланӑ пӗр Библи ҫыраканӑн тӗслӗхне пӑхса тухӑпӑр. Унтан вара тӳлесе илме панӑ парнешӗн Иеговӑна тата Иисуса пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмаллине тата ҫак парнешӗн пархатарлӑрах пулас тесен мӗн тумаллине курӑпӑр.

МӖНШӖН ИИСУСӐН АСАПЛАНМАЛЛА ПУЛНӐ?

Пире ҫылӑхран хӑтарас тесе Иисусӑн мӗн тӳсме тивни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (4-мӗш абзаца пӑхӑр)

4. Иисус мӗнле вилнине каласа парӑр.

4 Иисусӑн ҫӗр ҫинчи юлашки кунне куҫ умне кӑларса тӑратар. Вӑл Ашшӗнчен хӑйне хӳтӗлеме темиҫе легион ангел ыйтма пултарнӑ. Ҫапах та вӑл Рим салтакӗсене хӑйне арестлеме парать. Вӗсем вара ӑна хаяррӑн пушӑпа хӗнеҫҫӗ, вара унӑн ҫурӑмӗ ҫурӑла-ҫурӑла кайса юнланса пӗтет (Матф. 26:52—54; Иоанн 18:3; 19:1). Ун хыҫҫӑн салтаксем унӑн суранланса пӗтнӗ ҫурӑмӗ ҫине юпа йӑвантараҫҫӗ те ӑна йӑтма хушаҫҫӗ. Иисус хӑйне вӗлерес вырӑн еннелле аран-аран утса каять, анчах вӑл часах халтан каять. Вара салтаксем хӑйсем патӗнчен иртсе каякан пӗр ҫынна юпана йӑттараҫҫӗ (Матф. 27:32). Иисуса вӗлерес вырӑна ҫитсен салтаксем унӑн аллисемпе урисене пӑтапа юпа ҫумне ҫапса лартаҫҫӗ. Юпана ҫӗклесе тӑратнӑ чухне кӗлетки аялалла туртнине пула унӑн суранӗсем ҫурӑлса каяҫҫӗ. Унӑн амӑшӗ йӗрет, тусӗсем хуйхӑраҫҫӗ, иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем вара унран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ (Лука 23:32—38; Иоанн 19:25). Иисус ҫапла темиҫе сехет тертленет. Юпа ҫинче ҫакӑнса тӑнӑран унӑн чӗрипе ӳпкине ӗҫлеме питӗ йывӑр, ҫавӑнпа та вӑл аран-аран сывлать. Ашшӗне шанчӑклӑ тӑрса юлнине пӗлсе Иисус ӑна юлашки хут кӗлтӑвать. Унтан вӑл пуҫне усать те вилет (Марк 15:37; Лука 23:46; Иоанн 10:17, 18; 19:30). Мӗн тери хӑрушӑ вилӗм!

5. Иисусшӑн мӗн чи хӑрушши пулнӑ?

5 Иисусшӑн хӑйне мӗнле вӗлерни мар, хӑйне мӗн тесе айӑпласа вӗлерни чи хӑрушши пулнӑ. Иисус хӑйӗн Ашшӗне чун-чӗререн юратнӑ, ӑна вара Турра хурлать тесе, урӑхла каласан, Турра тата унӑн ятне хисеплемест тесе, айӑпланӑ (Матф. 26:64—66). Ҫакӑ Иисусӑн чӗрине калама ҫук хытӑ ыраттарнӑ. Иисус Ашшӗ ӑна ҫак мӑшкӑлтан хӑтарасса та шаннӑ (Матф. 26:38, 39, 42). Мӗншӗн-ха вара Иегова хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне асаплантарса вӗлерме ирӗк панӑ? Айтӑр виҫӗ сӑлтава пӑхса тухар.

6. Мӗншӗн Иисусӑн юпа ҫинче вилмелле пулнӑ?

6 Пӗрремӗшӗнчен, юпа ҫинче вилсе Иисус израильтянсене Саккун ылханӗнчен хӑтарнӑ (Гал. 3:10, 13, 14). Адам ачисем пулнӑ май вӗсем ахаль те вилме тивӗҫлӗ пулнӑ (Рим 5:12). Ҫитменнине тата вӗсем ылханлӑ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Турӑ Саккунне тытса тӑма сӑмах панӑ ҫӗртенех хӑйсен сӑмахне тытман. Саккун тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫылӑхсемшӗн ҫынна вӗлермелле пулнӑ. Унӑн кӗлеткине вара юпа ҫумне ҫакса хума пултарнӑ. Саккунра юпа ҫинче ҫакӑнса тӑракан ылханлӑ тенӗ (Сак. аст. 21:22, 23; 27:26) *. Ҫавӑнпа юпа ҫинче вилнипе Иисус Саккун ылханне хӑй ҫине илнӗ теме пулать. Вара Саккун ылханӗнчен хӑтӑлнӑ еврей халӑхӗ, вӗсем Иисуса сирсе янӑ пулсан та, тӳлесе илме панӑ парне кӳрекен пиллӗхсене илме пултарнӑ.

7. Тата мӗнле сӑлтава пула Иегова Иисуса асаплантарма панӑ?

7 Иккӗмӗшӗнчен, Иегова Иисуса Чи Аслӑ Священник пулма хатӗрленӗ. Йывӑр вӑхӑтра Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн тери йывӑр пулма пултарнине Иисус хӑй ҫинче туйса курнӑ. Ҫав тери йывӑр килнӗрен вӑл «тархасласа, куҫҫулӗпе йӑлӑнса» Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Иисус чун ыратни мӗн иккенне питӗ лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл пире лайӑх ӑнланать тата эпир асап курнӑ чухне мӗнле пулӑшмаллине те пӗлет. Иегова пире ҫакӑн пек хӗрхенекен кӑмӑллӑ Чи Аслӑ Священника панӑшӑн эпир ӑна ҫав тери пархатарлӑ! (Евр. 2:17, 18; 4:14—16; 5:7—10).

8. Мӗншӗн Иегова Иисуса ҫав тери хытӑ асаплантарма ирӗк панӑ?

8 Виҫҫӗмӗшӗнчен, Шуйттан тӑратнӑ тавлашуллӑ ыйту ҫине хурав памалла пулнӑ: питӗ йывӑр килнӗ чухне этем Турра шанчӑклӑ тӑрса юлӗ-и? Шуйттан каланӑ тӑрӑх, ҫынсем пайта илессишӗн ҫеҫ Турӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем, Адам пекех, Иеговӑна юратмаҫҫӗ, ҫавӑнпа йывӑрлӑхсенче ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмӗҫ (Иов 1:9—11; 2:4, 5). Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ шанчӑклӑ тӑрса юласси пирки пӗртте иккӗленмен, ҫавӑнпа ӑна ҫавӑн пек хытӑ асаплантарма ирӗк панӑ. Иисус мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, вара Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ.

ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕНЕ ХАКЛАНӐ БИБЛИ ҪЫРАКАНӖ

9. Иоанн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Нумай христианинӑн тӗрлӗ йывӑрлӑхсене тата хӗсӗрленине тӳсме тивет. Ҫав-ҫавах вӗсем пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ тата ырӑ хыпар сарма пӑрахмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем тӳлесе илме панӑ парнене ӗненеҫҫӗ. Иоанн апостол ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл 60 ҫул ытла пулас Христос ҫинчен тата тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. Иоанн 100 ҫула ҫитес патнелле вара Рим пуҫлӑхӗсем ӑна хӑрушӑ преступник тесе Патмос утравӗ ҫине ссылкӑна янӑ. Вӑл мӗнле преступлени тунӑ-ши? Ӑна «Турӑ Сӑмахӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗшӗн» ссылкӑна ӑсатнӑ (Ӳлӗм. 1:9). Ӗненес тата тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иоанн пире мӗн тери чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ!

10. Иоанн ҫырнӑ кӗнекесем вӑл тӳлесе илме панӑ парнене хакланине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

10 Иоанн ҫырнӑ кӗнекесенчен вӑл Иисуса юратни тата тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулни курӑнать. Иоанн тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен тата ҫак парне кӳрекен пиллӗхсем ҫинчен 100 хут ытла асӑннӑ. Сӑмахран, Иоанн ҫапла ҫырнӑ: «Кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен тӳрӗ Иисус Христос пур» (1 Иоанн 2:1, 2). Хӑйӗн кӗнекисенче Иоанн Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе тӑни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ (Ӳлӗм. 19:10). Чӑнах та, вӑл тӳлесе илме панӑ парнене питӗ хакланӑ. Эпир вара ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕШӖН ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМАЛЛА?

Тӳлесе илме панӑ парнешӗн чӑннипех те пархатарлӑ пулатпӑр пулсан, эпир илӗртни хыҫҫӑн каймӑпӑр (11-мӗш абзаца пӑхӑр) *

11. Ҫылӑх тӑвас кӑмӑлпа кӗрешме мӗн пулӑшӗ?

11 Ҫылӑх тӑвас кӑмӑлпа кӗрешӗр. Тӳлесе илме панӑ парнене чӑннипех те хаклатпӑр пулсан, эпир ҫапла шутламӑпӑр: «Ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн Турӑран каҫару ыйтма пулать пулсан, мӗншӗн тӑвас килнине тӑвас мар вара?» Пачах урӑхла, ҫылӑх тӑвас кӑмӑл ҫуралсан эпир ҫапла калӑпӑр: «Ҫук! Иеговӑпа Иисус маншӑн ҫавӑн чухлӗ тунӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫак усал ӗҫе нихӑҫан та тӑвас ҫук!» Ҫавӑн пек чухне ҫылӑха кӗрес мар тесе эпир Иеговӑран вӑй ыйтма пултаратпӑр (Матф. 6:13).

12. 1 Иоанн 3:16—18 сӑвӑ йӗркисемпе килӗшӳллӗн, пирӗн мӗн тумалла?

12 Пухури тӑвансене юратӑр. Тӑвансене юратнипе те эпир тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн кӑна мар, пухури тӑвансемшӗн те панӑ. Вӑл вӗсемшӗн вилме хатӗр пулнӑ пулсан, апла вӑл вӗсене питӗ хытӑ юратать. (1 Иоанн 3:16—18 вуласа парӑр.) Тӑвансене юратни эпир хамӑра вӗсемпе мӗнле тытнинчен курӑнать (Эф. 4:29, 31—5:2). Сӑмахран, вӗсем чирлесе ӳксен, вӗсен йывӑрлӑхсем сиксе тухсан е вӗсем ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курсан эпир вӗсене пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Пухури пӗр-пӗр тӑван пире кӳрентерчӗ пулсан вара, мӗн тумалла?

13. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне каҫармалла?

13 Хамӑра кӳрентернӗ тӑвана каҫарма йывӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? (Лев. 19:18). Ҫавӑн пек чухне пире ҫак канаш пулӑшма пултарать: «Пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр» (Эф. 4:32). Тӑвана каҫарнӑ чухне кашнинчех эпир хамӑр ҫулти Аттене тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Турӑ панӑ ҫак парнешӗн тата пархатарлӑрах пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕШӖН ПАРХАТАРЛӐРАХ ПУЛАС ТЕСЕН ПИРӖН МӖН ТУМАЛЛА?

14. Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑрах пулас тесен мӗн тумалла?

14 Тӳлесе илме панӑ парнешӗн Иеговӑна тав тӑвӑр. «Ман шутпа, кӗлтунӑ чухне кашни кун тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен асӑнмалла тата уншӑн Иеговӑна тав тумалла»,— калать Индире пурӑнакан 83 ҫулхи Джоанна ятлӑ хӗрарӑм тӑван. Кӗлӗре хӑвӑр кун тӑршшӗпе тунӑ йӑнӑшсем ҫинчен каласа парӑр тата вӗсемшӗн каҫару ыйтӑр. Паллах, пысӑк ҫылӑх тусан старейшинӑсенчен те пулӑшу ыйтмалла. Вӗсем пире тимлӗ итлӗҫ тата Библи тӑрӑх канаш парӗҫ. Унсӑр пуҫне, вӗсем пирӗнпе пӗрле кӗлтӑвӗҫ тата пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем майлашӑнса кайччӑр тесе Иеговӑна пире каҫарма ыйтӗҫ (Иак. 5:14—16).

15. Мӗншӗн тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен вуламалла тата шухӑшламалла?

15 Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлӑр. 73 ҫулхи Раджамани ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Иисусӑн мӗн тӳссе ирттерме тивни ҫинчен вуланӑ чухне манӑн кашнинчех куҫҫуль тухать». Иисус мӗнле асапланни ҫинчен шухӑшланӑ чухне, тен, сирӗн те чӗре ыратать. Анчах та мӗн чухлӗ ытларах эпир Иисус панӑ парне ҫинчен шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах Иеговӑпа Иисуса юрататпӑр. Мӗншӗн-ха хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне е ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен ытларах тӗпчес мар?

Хӑйӗн вилӗмне мӗнле аса илмеллине кӑтартас тесе Иисус ахаль япаласемпе, ҫӑкӑрпа тата эрехпе, усӑ курнӑ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен ыттисене каласа пани пире хамӑра мӗнле усӑ парать? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

16 Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен ыттисене каласа парӑр. Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен ыттисене каласа панӑ май эпир ҫак парнешӗн пархатарлӑрах та пархатарлӑрах пулса пыратпӑр. Пирӗн публикацисем мӗншӗн Иисусӑн ҫынсемшӗн вилмелле пулнине ыттисене ӑнлантарса пама пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, эпир «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» брошюрӑри «Кам вӑл Иисус Христос?» ятлӑ 4-мӗш урокпа усӑ курма пултаратпӑр. Е «Библи пире мӗне вӗрентет?» кӗнекери «Тӳлесе илме панӑ парне — Турӑ панӑ чи хаклӑ парне» ятлӑ 5-мӗш сыпӑкри шухӑшсемпе усӑ курма пулать. Унсӑр пуҫне, кашни ҫул эпир Иисусӑн вилӗмне аса илмелли каҫхи апат уявне килетпӗр тата унта ыттисене те чӗнетпӗр. Ҫапла тунипе те эпир тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑрах пулса пыратпӑр. Чӑнах та, Иегова пире чыс тунӑ — эпир унӑн Ывӑлӗ ҫинчен ыттисене каласа пама пултаратпӑр.

17. Мӗншӗн тӳлесе илме панӑ парне пирки Турӑ ҫынсене панӑ чи хаклӑ парне теме пулать?

17 Куртӑмӑр ӗнтӗ, тӳлесе илме панӑ парнешӗн пирӗн пархатарлӑрах та пархатарлӑрах пулса пымалла. Тӳлесе илме панӑ парнене пула эпир, ҫылӑхлӑ пулсан та, Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулма пултаратпӑр. Ҫак парнене пула Шуйттан ӗҫӗсем арканӗҫ (1 Иоанн 3:8). Унсӑр пуҫне, тӳлесе илме панӑ парнене пула ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ Иегова малтан мӗнле шутласа хунӑ, шӑп ҫавӑн пекех пулӗ. Пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрӗ тата унта пурӑнакансем пурте Иеговӑна юратӗҫ тата уншӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ. Тӳлесе илме панӑ парнешӗн — Турӑ ҫынсене панӑ чи хаклӑ парнешӗн — пархатарлӑ пулнине кашни кун кӑтартар!

20-МӖШ ЮРӐ Эсӗ хӑвӑн пӗртен-пӗр Ывӑлна панӑ

^ 5 абз. Мӗншӗн Иисус асапланса вилнӗ? Ҫак статьяран эпир ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлӗпӗр. Тата ҫак статья пире тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ.

^ 6 абз. Римлянсем кама вӗлерме йышӑннӑ, ҫав ҫынсен аллисемпе урисене чӗрӗ чухнех юпа ҫумне пӑталанӑ е ҫыхса хунӑ. Иегова римлянсене хӑйӗн Ывӑлне шӑп ҫапла майпа вӗлерме ирӗк панӑ.

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Арҫын тӑван ирсӗр ӳкерчӗк ҫине пӑхас мар тесе пуҫне пӑрать. Ҫамрӑк тӑван пирус туртма килӗшмест. Тата тепӗр арҫын тӑван взятка илме килӗшмест. Вӗсем виҫҫӗшӗ те илӗртни хыҫҫӑн каймаҫҫӗ.