Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшӑр

Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшӑр

«Пурсӑр та... тӗне кӗрӗр» (АП. ӖҪ. 2:38).

72-МӖШ ЮРӐ Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтеретпӗр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иерусалимра пуҫтарӑннӑ ҫынсене Петр мӗн каланӑ?

ИЕРУСАЛИМА нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. Ҫав арҫынсемпе хӗрарӑмсем тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнӑ. Иерусалимра вӗсем тӗлӗнмелле ӗҫ курнӑ: хӑш-пӗр еврейсем вӗсен тӑван чӗлхипе калаҫма пуҫланӑ. Анчах та вӗсене ҫакӑ мар, Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗн калани ытларах тӗлӗнтернӗ. Петр апостол ҫав ҫынсене ҫӑлӑнас тесе Иисус Христоса ӗненмелле тенӗ. Вара вӗсем унран: «Пирӗн ӗнтӗ мӗн тумалла-ши?» — тесе ыйтнӑ. Петр вара: «Пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр»,— тесе хуравланӑ (Ап. ӗҫ. 2:37, 38).

Арҫын тӑван хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле пӗр ҫамрӑк арҫынпа Библи вӗренет, арҫын аллинче «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнеке (2-мӗш абзаца пӑхӑр)

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Малалла мӗн пулса тухни те тӗлӗнтерет. Ҫав кунах 3 000-е яхӑн ҫын шыва кӗрсе Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ. Вара вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ, Иисус хушса хӑварнӑ ӗҫ, пуҫарӑннӑ. Христос хыҫҫӑн пыракансем халӗ те ҫак ӗҫе туса тӑраҫҫӗ. Паллах, хальхи вӑхӑтра ҫынпа темиҫе сехет калаҫсах ӑна шыва кӗме хатӗрлеме май ҫук. Ҫын шыва кӗриччен темиҫе уйӑх, ҫулталӑк е тата ытларах вӑхӑт иртме пултарать. Унсӑр пуҫне, вӗренекенсене хатӗрлесси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫакна кам ҫынпа Библи вӗренет, ҫавсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Библи вӗренекене шыва кӗме мӗнле хатӗрленме пулӑшмаллине пӑхса тухӑпӑр.

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНЕ ХӐЙ МӖН ПӖЛНИПЕ ПУРНӐҪРА УСӐ КУРМА ПУЛӐШӐР

3. Матфей 28:19, 20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫыннӑн шыва кӗрес тесен мӗн тумалла?

3 Ҫын шыва кӗрес тет пулсан, унӑн Библирен мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курмалла. (Матфей 28:19, 20 вуласа парӑр.) Вара вӑл, Иисус каланӑ пек, «тарӑн алтса кӗрсе, никӗсне чул ҫине хурса ҫурт лартнӑ» ӑслӑ ҫын евӗрлӗ пулӗ (Лука 6:47, 48; Матф. 7:24, 25). Ҫынна хӑй илнӗ пӗлӳпе пурнӑҫра усӑ курма пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Айтӑр виҫӗ канаш пӑхса тухар.

4. Библи вӗренекене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшас тесен мӗн тумалла? (« Библи вӗренекене тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫлама пулӑшӑр» рамкӑна та пӑхӑр.)

4 Библи вӗренекене тӗллевсем лартма пулӑшӑр. Мӗншӗн ҫакна тумалла? Калӑпӑр, эсир вӑрӑм ҫула тухасшӑн. Эсир хӑш-хӑш илемлӗ вырӑнсенче чарӑнса канмаллине палӑртса хуратӑр. Ҫавна пула вӑрӑм ҫул сире ытлашши ывӑнтармӗ. Ҫавӑн евӗрлех, Библи вӗренекен пӗчӗк тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫлать пулсан, ӑна пысӑк тӗллеве пурнӑҫлама та — шыва кӗме — ҫӑмӑлтарах пулӗ. Библи вӗренекене тӗллевсем лартма пулӑшас тесе «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери «Тӗллев» рамкӑпа усӑ курма пулать. Рамкӑри тӗллевсем ҫынна хӑй мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма пулӑшаҫҫӗ. Ҫак тӗлӗшрен вӗсем ӑна мӗнле пулӑшма пултарнине кашни урок вӗҫӗнче сӳтсе явӑр. Библи вӗренекенӗн тата тӗллевсем лартмаллине куртӑр пулсан, вӗсене «Ыттисем» текен вырӑна ҫырса хума пулать. Ҫак рамкӑпа усӑ курса вӗренекене пӗчӗк тата пысӑк тӗллевсем лартса пурнӑҫлама пулӑшӑр.

5. Марк 10:17—22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус пуян ҫынна мӗн каланӑ тата мӗншӗн?

5 Библи вӗренекене пурнӑҫра улшӑнусем тума пулӑшӑр. (Марк 10:17—22 вуласа парӑр.) Иисус пӗр пуян ҫынна пурлӑхне сутса укҫине чухӑнсене валеҫсе пама каланӑ. Пуян ҫынна ҫавна тума йывӑр пуласса вӑл пӗлнӗ, ҫавах та вӑл ӑна ҫакӑн ҫинчен тӳррӗн каланӑ (Марк 10:23). Юрату Иисуса ҫапла тума хавхалантарнӑ. Хӑш-пӗр чухне эпир Библи вӗренекен улшӑнусем тума хатӗр мар-ха тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫавӑнпа ӑна улшӑнусем тумалли ҫинчен калама васкамастпӑр. Паллах, ҫынна япӑх йӑласене пӗтерсе «ҫӗнӗ этем» пулса тӑма вӑхӑт кирлӗ (Кол. 3:9, 10). Анчах та ӑна улшӑнусем тумалли ҫинчен маларах каласан, вӑл кирлӗ улшӑнусем хӑвӑртрах тӑвӗ тата ҫакӑ уншӑн хӑйӗншӗн усӑллӑ пулӗ (Пс. 141:5, ҪТ; Ытар. 27:17).

6. Мӗншӗн Библи вӗренекене хӑй мӗн шухӑшлани ҫинчен калама хавхалантармалла?

6 Библи вӗреннӗ чухне вӗренекене хӑй мӗн пӗлни ҫинчен мӗн шутланине каласа пама хавхалантармалла. Ҫавӑнпа Библи вӗренекен мӗне ӗненнине тата вӑл материала ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлес тесе ыйтусем парӑр. Ҫын хӑй мӗн шутланине калама хӑнӑхсан, вара кирек мӗнле кӑткӑс ыйтӑва та, сӑмахран, ӑна мӗне те пулин йышӑнма йывӑр пулсан, ҫакна сӳтсе явма ҫӑмӑлтарах пулӗ. «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекере ҫавӑн евӗрлӗ ыйтусем пур. Сӑмахран, 4-мӗш урокра «Сирӗн шутпа, Иеговӑна эсир ятран чӗнни унӑн кӑмӑлне каять-и?» тата 9-мӗш урокра «Эсир мӗн ҫинчен кӗлтунӑ пулӑттӑр?» текен ыйтусем пур. Тен, малтанах вӗренекене ҫакӑн пек ыйтусем ҫине хуравлама йывӑр пулӗ. Ӑна пулӑшас тесе кашнинчех илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем тата ӳкерчӗксем темӑпа мӗнле ҫыхӑннине сӳтсе явӑр.

7. Ыттисен тӗслӗхӗсем Библи вӗренекене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

7 Ытти ҫынсен тӗслӗхӗсене курса Библи вӗренекенӗн улшӑнма кӑмӑл ҫуралма пултарать. Сӑмахран, вӗренекене тӗлпулусене тӑтӑшах ҫӳреме йывӑр пулсан, ӑна 14-мӗш урокри тӗпчемелли рамкӑри «Иегова маншӑн тӑрӑшнӑ» текен видеоролика кӑтартма пулать. Ҫавӑн евӗрлӗ видеороликсем ытти уроксенче те пур. Вӗсене «Нумайрах пӗлӗр» пайӗнче тата «Тӗпчемелли» рамкӑра тупма пулать *. Библи вӗренекене ыттисемпе ан танлаштарӑр тата «вӑл пултарнӑ пулсан, эсӗ те пултаратӑн» тесе е ҫавӑн евӗрлӗ ытти сӑмахсем ан калӑр. Вӗренекен ҫакна хӑй ӑнланса илтӗр. Ун вырӑнне видеороликри тӗп шухӑшсене палӑртӑр. Тӗп сӑвӑ йӗркине, ҫын хӑй мӗн пӗлнипе мӗнле усӑ курнине тата Иегова ӑна мӗнле пулӑшнине сӳтсе явӑр.

8. Библи вӗренекене Иеговӑна юратма вӗрентес тесе мӗн тума пулать?

8 Библи вӗренекене Иеговӑна юратма вӗрентӗр. Май килсенех Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫине тимлеттерӗр. Вӗренекене Иегова телейлӗ Турӑ пулнине тата вӑл хӑйне юратакансене пулӑшса тӑнине ӑнланма пулӑшӑр (1 Тим. 1:11, ҪТ; Евр. 11:6). Библири принципсемпе пурнӑҫра усӑ курни хӑйӗншӗн усӑллӑ пулнине ӑнлантарса парӑр (Ис. 48:17, 18). Ҫакӑ та Иегова ӑна юратнине ҫирӗплетсе парать. Ҫын мӗн чухлӗ хытӑрах Иеговӑна юратӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах унӑн улшӑнусем тӑвас килӗ (1 Иоанн 5:3).

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНЕ ЫТТИ СВИДЕТЕЛЬСЕМПЕ ПАЛЛАШТАРӐР

9. Библи вӗренекен мӗн те пулин хӑварма хӑрать пулсан, Марк 10:29, 30 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ӑна мӗнле хавхалантарма пултараҫҫӗ?

9 Шыва кӗрес тесен Библи вӗренекенӗн мӗн те пулин хӑварма хатӗр пулмалла. Хӑш-пӗрисен Иисуспа калаҫнӑ пуян ҫын пекех йышӑну тумалла. Тен, камӑн та пулин Библири принципсемпе килӗшсе тӑман ӗҫрен тухса кайма тивет. Нумайӑшӗн Иеговӑна юратман ҫынсемпе туслашма пӑрахмалла. Тата теприсене Иегова Свидетелӗсене юратман хурӑнташӗсем хирӗҫ тӑрӗҫ. Иисус хӑш-пӗр ҫынсене мӗне те пулин хӑварма йывӑр пулать тесе каланӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл вӗсем награда илӗҫ тесе те шантарнӑ — вӗсен пухури тӑвансенчен тӑракан пысӑк ҫемье пулӗ. (Марк 10:29, 30 вуласа парӑр.) Эпир вара Библи вӗренекенсене пулӑшас тесе мӗн тума пултаратпӑр?

10. Мануель сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Библи вӗренекенпе туслашӑр. Вӗренекенпе интересленӗр. Мексикӑра пурӑнакан Мануель акӑ мӗн калать: «Манпа Библи вӗреннӗ арҫын тӑван Библи вӗренес умӗн кашнинчех ман ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ. Ҫавна пула эпӗ хама ирӗклӗрех туяттӑм тата унпа тӗрлӗ темӑсем ҫинчен калаҫма пултараттӑм. Эпӗ вӑл маншӑн тӑрӑшнине туяттӑм».

11. Библи вӗренекенпе пӗрле вӑхӑта ирттерни ӑна мӗнле пулӑшать?

11 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле вӑхӑта ирттернӗ пекех, эсир те Библи вӗренекенпе хутшӑнма вӑхӑт уйӑрӑр (Иоанн 3:22). Библи вӗренекен ҫитӗнӳсем тӑвать пулсан, мӗншӗн-ха ӑна пӗрле чей ӗҫме, апатланма е телекуравӑн кӑларӑмне пӑхма чӗнес мар? Уйрӑмах ҫакӑ ӑна уяв кунӗсенче килӗшме пултарать, мӗншӗн тесен ҫавӑн чухне вӑл хӑйне пӗччен пек туйма пултарать. Угандӑра пурӑнакан Казибве ҫапла калать: «Тӑванпа пӗрле вӑхӑта ирттернӗ чухне эпӗ унпа Библи вӗреннӗ чухнехи пекех Иегова ҫинчен нумай пӗлеттӗм. Эпӗ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшнине тата вӗсем телейлӗ пулнине хам куҫпах кураттӑм. Ман шӑп ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑнас килетчӗ».

Библи вӗренме тӗрлӗ хыпарҫӑсене чӗнсен вӗренекене тӗлпулусене ҫӳреме пуҫлама ҫӑмӑлтарах пулать (12-мӗш абзаца пӑхӑр) *

12. Мӗншӗн Библи вӗренме тӗрлӗ хыпарҫӑсене чӗнмелле?

12 Библи вӗренме тӗрлӗ хыпарҫӑсене чӗнӗр. Библи вӗренме пӗччен е пӗрмай пӗр тӑванпах кайни чылай ҫӑмӑлтарах пек туйӑнма пултарать. Анчах та Библи вӗренме тӗрлӗ хыпарҫӑсене чӗнсен ҫакӑ вӗренекеншӗн усӑллӑрах пулӗ. Ҫакна Молдовӑра пурӑнакан Дмитрий сӑмахӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. «Кашни хыпарҫӑ темӑна тӗрлӗ енчен уҫса паратчӗ,— калать Дмитрий.— Вара эпӗ хам мӗн пӗлнипе тӗрлӗ-тӗрлӗ лару-тӑрура усӑ курма пултарнине ӑнлантӑм. Унсӑр пуҫне, тӗлпулӑва пӗрремӗш хут килсен эпӗ ытлашши пӑшӑрханмарӑм, мӗншӗн тесен нумай тӑвана паллатӑм».

13. Мӗншӗн Библи вӗренекене тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантармалла?

13 Библи вӗренекене тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантарӑр. Мӗншӗн ҫакна тумалла? Мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗрле пуҫтарӑнма хушнӑ. Тӗлпулусене ҫӳрени Турра пуҫҫапни шутне кӗрет (Евр. 10:24, 25). Унсӑр пуҫне, пухури тӑвансем пирӗншӗн ҫемье пекех. Тӗлпулусене пӗрле пуҫтарӑннине килтисемпе пӗр сӗтел хушшине пуҫтарӑнса апатланнипе танлаштарма пулать. Вӗренекене тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантарса эсир ӑна шыва кӗме хатӗрленме пулӑшатӑр. Анчах пур вӗренекене те тӗлпулусене ҫӳреме пуҫлама ҫӑмӑлах мар. Ҫак тӗлӗшрен вӗсене «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнеке мӗнле пулӑшма пултарать?

14. Библи вӗренекене тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантарас тесе мӗн тума пулать?

14 10-мӗш урокри шухӑшсемпе усӑ курса вӗренекене тӗлпулӑва чӗнӗр. «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнеке тухичченех опытлӑ хыпарҫӑсене Библи вӗреннӗ чухне ҫав урокри шухӑшсемпе усӑ курса пӑхма ыйтнӑ. Вӗсем вара ҫак урок питӗ пулӑшать тесе палӑртнӑ. Паллах, ҫынпа 10-мӗш урока вӗренме пуҫличчен кӗтмелле мар. Вӗренекене тӗлпулусене май килнӗ таран маларах чӗнӗр. Тата темиҫе хут та чӗнӗр. Кашни Библи вӗренекенӗн хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем. Кампа эсир Библи вӗренетӗр, ҫав ҫынна тӗлпулусене ҫӳреме мӗн чӑрмантарнине курма тӑрӑшӑр тата хӑвӑр ӑна мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫын тӗлпулӑва пыма килӗшмест пулсан та ан кулянӑр. Чӑтӑмлӑ пулӑр, тӗлпулӑва чӗнме ан пӑрахӑр.

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНЕ ХӐРАНИНЕ ҪӖНТЕРМЕ ПУЛӐШӐР

15. Библи вӗренекен мӗнрен хӑрама пултарать?

15 Хӑвӑр Библи вӗреннӗ чухне мӗн туйнине аса илӗр. Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан хӑвӑрӑн та ырӑ хыпар сармалла пулать тесе шутласан, тен, эсир хӑраса ӳкнӗ. Е, тен, эсир тӑвансемпе туссем хирӗҫ тӑрассинчен хӑранӑ. Ҫапла пулсан, эсир хӑвӑр вӗренекен мӗн туйнине ӑнланатӑр пулӗ. Иисус та хӑйӗн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем хӑраса ӳкме пултарассине ӑнланнӑ (Матф. 10:16, 17, 27, 28). Анчах та вӑл ҫапла хӑрани вӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме ан чартӑр тенӗ. Иисус вӗренекенсене хӑранине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнӑ? Эпир вара Библи вӗренекене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

16. Библи вӗренекене хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа пама вӗрентес тесе мӗн тума пулать?

16 Майӗпен-майӗпен Библи вӗренекене хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа пама вӗрентӗр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗрремӗш хут ырӑ хыпар сарма ярсан вӗсем хумханнӑ пулӗ. Хумханнине ҫӗнтерме вӗсене мӗн пулӑшнӑ-ши? Иисус вӗсене ӑҫта каймаллине тата мӗн каламаллине ӑнлантарса панӑ (Матф. 10:5—7). Эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр? Библи вӗренекенпе вӑл ӑҫта ырӑ хыпар сарма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Сӑмахран, пӗр-пӗр темӑна сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн вӗренекенрен унти шухӑшсем камшӑн усӑллӑ пулма пултарни ҫинчен ыйтӑр. Унтан вара пӗрле хатӗрленӗр. Библири чӑнлӑха ахаль сӑмахсемпе ӑнлантарса парӑр. Вара вӗренекен хӑй те хӑй мӗн пӗлнине хӑйӗн сӑмахӗсемпе ӑнлантарса пама вӗренӗ. Репетици те тума пулать. Ҫак тӗлӗшрен «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери «Хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ» рамкӑри шухӑшсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫынпа калаҫнӑ чухне Библипе усӑ курмалла, ахаль сӑмахсемпе тата хисеплӗн калаҫмалла тесе палӑртӑр.

17. Библи вӗренекене Иеговӑна шанма пулӑшас тесе Матфей 10:19, 20, 29—31 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсемпе мӗнле усӑ курма пулать?

17 Библи вӗренекене Иеговӑна шанма вӗрентӗр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Иегова вӗсене юратать, ҫавӑнпа пулӑшатех тесе шантарнӑ. (Матфей 10:19, 20, 29—31 вуласа парӑр.) Библи вӗренекене те Иегова ӑна пулӑшасса аса илтерсе тӑрӑр. Библи вӗренекенпе пӗрле кӗлтунӑ чухне унӑн тӗллевӗсем ҫинчен асӑнсан вӗренекен Иегова ҫине шанма вӗренсе пырать. «Манпа Библи вӗреннӗ арҫын тӑван Иеговӑна кӗлтунӑ чухне эпӗ лартнӑ тӗллевсене асӑнатчӗ тата ҫав тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшма ыйтатчӗ,— тесе калать Польшӑра пурӑнакан Францишек.— Иегова унӑн кӗллисем ҫине хуравланине кураттӑмччӗ, вара хам та кӗлтума пуҫларӑм. Тата тӗлпулусене е конгреса каяс тесе ӗҫрен кайма калаҫса татӑлнӑ чухне Иегова хама пулӑшса тӑнине туяттӑмччӗ».

18. Иегова вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ ҫине мӗнле пӑхать?

18 Иегова Библи вӗренекенсемшӗн питӗ тӑрӑшать. Тата вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсем Библи вӗренекенсене хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшас тесе мӗн чухлӗ вӑй хунине те курать. Иегова ҫак ӗҫчен хыпарҫӑсене питӗ юратать (Ис. 52:7, ҪТ). Эпир хамӑр кампа та пулин Библи вӗренетпӗр-и е пире Библи вӗренӗвне чӗнчӗҫ-и, айтӑр ҫак статьяри канашсемпе усӑ курар. Ҫапла тусан эпир Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшатпӑр.

60-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫа ҫӑлакан хыпар

^ 5 абз. Ҫак статьяра эпир Иисус ҫынсене хӑйӗн вӗренекенӗсем пулса тӑма мӗнле пулӑшнине тата эпир Иисусран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» ҫӗнӗ кӗнекен хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен пӗлӗпӗр. Ҫак кӗнекене Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшас тӗллевпе кӑларнӑ.

^ 7 абз. Ытти тӗслӗхсене «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» тӗпчемелли хатӗрти «Библия» разделта, «Практические советы» заголовокра, «Библия меняет жизнь» подзаголовокра е JW Library приложенири «Мультимедиа» вкладкӑра, «Интервьюсемпе тӗслӗхсем» категорире пӑхма пулать.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле пӗр ҫамрӑк арҫынпа Библи вӗренет. Ҫав арҫынпа вӗренме вӑл тӗрлӗ арҫын тӑвансене те чӗнет.