Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

29-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑн ӗҫӗнче хӑвӑр мӗн тума пултарнишӗн савӑнӑр

Иеговӑн ӗҫӗнче хӑвӑр мӗн тума пултарнишӗн савӑнӑр

«Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ» (ГАЛ. 6:4).

34-МӖШ ЮРӐ Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн Иегова пире пӗр-пӗринпе танлаштармасть?

ИЕГОВА веҫех пӗрешкел ан пултӑр тет. Ҫакӑ вӑл тӗрлӗ-тӗрлӗ ӳсентӑрана, тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗрчуна тата тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынна тунинчен курӑнать. Пирӗнтен кашни хӑйне евӗрлӗ, акӑ мӗншӗн Иегова пире пӗр-пӗринпе танлаштармасть, вӑл эпир шалтан мӗнле пулнине — пирӗн чӗрене курать (1 Патш. 16:7). Иегова эпир мӗне лайӑх тума пултарнине, мӗн вара пирӗн пулсах кайманнине пӗлет тата эпир мӗнле ҫемьере ҫуралса ӳснине те шута илет. Вӑл пире эпир тума пултарайманнине тума ыйтмӗ. Пирӗн те хамӑр ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗренмелле. Вара эпир хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхӑпӑр: хамӑра мӑнна та хумӑпӑр, хамӑра ниме тӑман ҫын тесе те шутлӑмӑпӑр (Рим 12:3).

2. Мӗншӗн хамӑра ыттисемпе танлаштарнинче ним лайӑххи те ҫук?

2 Нумай тӑван лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Вӗсем ырӑ хыпара питӗ ӑста сараҫҫӗ (Евр. 13:7). Эпир те вӗсенчен вӗренсе ырӑ хыпар сарас ӗҫре лайӑхланса пырасшӑн (Флп. 3:17). Анчах та камран та пулин тӗслӗх илесси хамӑра унпа танлаштарнине пӗлтермест. Хамӑра ыттисемпе танлаштаратпӑр пулсан, эпир ыттисене ӑмсанма пуҫлама, хуйха ӳкме пултаратпӑр е хамӑр пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлама пуҫлатпӑр. Е унтан та ытларах, ыттисенчен лайӑхрах пек курӑнас тесе вӗсемпе тупӑшма та пуҫлама пултаратпӑр. Ҫакӑ вара, унчченхи статьяра каланӑ пек, хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатать. Акӑ мӗншӗн Иегова пире юратса ҫапла вӗрентет: «Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ» (Гал. 6:4).

3. Хӑвӑр хӑш-хӑш енчен лайӑхланса пыни сире савӑнтарать?

3 Иегова пире хамӑр тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн савӑнччӑр тет. Сӑмахран, эсир шыва кӗтӗр пулсан, ҫак тӗллеве пурнӑҫланӑшӑн питӗ савӑнатӑр пулӗ. Иеговӑна юратнӑран эсир хӑвӑр ҫак утӑма турӑр. Шыва кӗнӗренпе хӑвӑр хӑш-хӑш енчен лайӑхланса пыни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, Библи вулама тата ӑна тӗпчеме сире ытларах та ытларах килӗшет. Тен, кӗлтӑвасса та эсир тӗплӗнрех шухӑшласа кӗлтума пуҫларӑр (Пс. 140:2). Ырӑ хыпар сарас пирки калас пулсан, эсир халӗ, тен, сахалрах хумханатӑр тата ырӑ хыпар сармалли хатӗрсемпе лайӑхрах усӑ курма вӗрентӗр. Иеговӑпа ҫывӑхланса пыни сире лайӑхрах упӑшка, арӑм, атте-анне пулса тӑма пулӑшмарӗ-и? Ҫак тӗлӗшрен лайӑхланса пыни сире савӑнтармасть-и вара?

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Эпир ыттисене хӑйсем тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн савӑнма хавхалантарма пултаратпӑр. Тата эпир вӗсене хӑйсене ыттисемпе танлаштарас йӑлана пӗтерме пулӑшма пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир ашшӗ-амӑшӗсем, мӑшӑрсем, старейшинӑсем тата ытти тӑвансем ҫакна мӗнле тума пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Тата эпир Библири хӑш-пӗр принципсене сӳтсе явӑпӑр. Вӗсем пире хамӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартма пулӑшӗҫ.

АШШӖ-АМӐШӖСЕМ ТАТА МӐШӐРСЕМ

Ашшӗ-амӑшӗсем, кашни ачана вӑл вӑй хунине куратӑр тата хаклатӑр тесе шантарӑр (5, 6 абзацсене пӑхӑр) *

5. Эфес 6:4-мӗшӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗсен мӗн тумалла мар?

5 Ашшӗ-амӑшӗн ачана ытти ачасемпе танлаштармалла мар тата унран вӑл тума пултарайманнине тума ыйтмалла мар. Мӗншӗн тесен ашшӗ-амӑшӗ ачаран ытлашши кӗтеҫҫӗ пулсан, ачан ал усӑнма пултарать. (Эфес 6:4 вуласа парӑр.) Сачико * ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла каласа парать: «Вӗрентекенсем мана класри чи лайӑх вӗренекен пулма хавхалантаратчӗҫ. Тата анне те мана лайӑх вӗренме хавхалантаратчӗ, вӑл „атте те, шкулти вӗрентекенсем те Иегова Свидетелӗсем пирки ырласа калаҫчӑр“ тетчӗ. Вӑл эпӗ экзаменсене пӗр йӑнӑшсӑр парасса кӗтетчӗ. Эпӗ вара ҫапла тума пултараймастӑмччӗ. Эпӗ шкул вӗренсе пӗтернӗренпе чылай ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Хутран-ситрен ман халӗ те япӑх туйӑмсем капланса килеҫҫӗ. Эпӗ Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫлетӗп пулсан та, вӑл мана ырламасть пек туйӑнать».

6. Ашшӗ-амӑшӗ Псалом 130:1, 2 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсенчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

6 Псалом 130:1, 2 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) ашшӗ-амӑшӗсем валли питӗ усӑллӑ канаш пур. Давид патша: «Эпӗ пысӑк ӗҫе, вӑйӑм ҫитменнине пуҫӑнмарӑм»,— тенӗ. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ, ҫавна пула чӗрере канӑҫлӑх туйнӑ. Давид сӑмахӗсенчен ашшӗ-амӑшӗсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Сӑпайлӑ пулсан тата хӑйсене кӗҫӗне хурсан ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсенчен те, ачисенчен те ытлашшине кӗтмӗҫ. Вӗсем ачан мӗн лайӑх пулнине, мӗн вара унӑн пулсах кайманнине шута илӗҫ те ӑна хӑй пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартма пулӑшӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫапла тусан ача хӑйне юратнине туять. Марина ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла аса илет: «Анне мана ни пиччепе, ни шӑллӑмсемпе, ни ытти ачасемпе те танлаштарман. Вӑл мана кашнин хӑйӗн пултарулӑхӗ пур тата Иегова пире кашнине юратать тесе калатчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ хама сайра-хутра ҫеҫ ыттисемпе танлаштаратӑп».

7, 8. Упӑшки арӑмне хисепленине мӗнле кӑтартать?

7 Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракан упӑшкасем хӑйсен арӑмӗсене хисеп тӑваҫҫӗ (1 Петр 3:7). Вӗсем хӑйсен арӑмӗсемпе тимлӗ тата вӗсене хаклаҫҫӗ. Упӑшки арӑмӗнчен вӑл тума пултарайманнине тума ыйтмӗ. Вӑл арӑмне ытти хӗрарӑмсемпе те танлаштармӗ. Мӗншӗн упӑшкисен арӑмӗсене ыттисемпе танлаштармалла мар? Роза тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн упӑшки Иеговӑшӑн ӗҫлемест. Вӑл Розӑна ытти хӗрарӑмсемпе танлаштарать тата ӑна тиркесе калаҫать. Ҫавна пула Роза хӑйне ниме тӑман ҫын тесе тата хӑйне никам та юратмасть тесе шутлать. Вӑл ҫапла калать: «Халӗ мана кам та пулин „Иегова сана юратать“ тесе шантарса тӑни кирлӗ». Христиансем вара хӑйсене арӑмӗсемпе урӑхла тытаҫҫӗ, вӗсем арӑмӗсене хисеп тӑваҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫемьери хутшӑнусем ҫине те, Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусем ҫине те лайӑх витӗм кӳнине пӗлеҫҫӗ *.

8 Арӑмне хисеплекен упӑшка ӑна юратать тесе шантарать, ӑна мухтать тата ыттисем умӗнче ун пирки ырласа калаҫать (Ытар. 31:28). Малтанхи статьяра асӑннӑ Катеринӑн упӑшки шӑп ҫапла тӑвать те. Ҫавна пула Катерина хӑйне ниме юрӑхсӑр ҫын пек туймасть. Ача чухне амӑшӗ ӑна ытти хӗрачасемпе, ҫав шутрах унӑн тусӗсемпе, танлаштарнӑ. Вара Катеринӑн хӑйне ыттисемпе танлаштарасси йӑлана кӗнӗ. Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан та ӑна ҫак йӑлана пӑрахма йывӑр пулнӑ. Упӑшки вара ӑна хӑйӗн ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑ. Катерина ҫапла калать: «Упӑшка мана юратать, мана мухтать тата маншӑн кӗлтӑвать. Вӑл мана Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен аса илтерет. Ҫакӑ вара мана хам ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать».

СТАРЕЙШИНӐСЕМ ТАТА ПУХУРИ ТӐВАНСЕМ

9, 10. Хӑйне ыттисенчен япӑхрах тесе шутлакан хӗрарӑм тӑвана старейшинӑсем мӗнле пулӑшнӑ?

9 Старейшинӑсем хӑйсене ыттисемпе танлаштарма юратакан тӑвансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Айтӑр Хануни ятлӑ хӗрарӑм тӑван тӗслӗхне пӑхса тухар. Ача чухне ӑна сайра-хутра ҫеҫ мухтанӑ. Вӑл акӑ мӗн аса илет: «Эпӗ именчӗк ачаччӗ тата хама ыттисенчен япӑхрах тесе шутлаттӑм. Эпӗ мӗн ачаранпах хама ыттисемпе танлаштараттӑм». Ҫавна пула вӑл шыва кӗрсен те, пионер пулса тӑрсан та ӑна тӑвансем хӑйне хакланине ӗненме йывӑр пулнӑ. Анчах та халӗ вӑл хӑйне чылай телейлӗрех туять. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши?

10 Хануни каланӑ тӑрӑх, ӑна старейшинӑсем питӗ пулӑшнӑ. Вӗсем ӑна вӑл пухура питӗ кирлӗ тесе шантарнӑ тата ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑшӑн мухтанӑ. «Старейшинӑсем мана темиҫе хут та ҫамрӑкрах хӗрарӑм тӑвансене хавхалантарма ыйтрӗҫ,— тесе ҫырать Хануни.— Вара эпӗ хама пухура кирлӗ ҫын пек туйса илтӗм. Тӑвансем мана мухтаса илнине тата 1 Фессалоника 1:2, 3 сӑвӑ йӗркисене вуласа панине халӗ те астӑватӑп. Ҫакӑ ман чуна пырса тиврӗ. Ҫак юратакан кӗтӳҫсене пула эпӗ хама пухура хакланине туятӑп».

11. Мӗскӗнсемпе хурлӑх тӳсекенсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

11 Исаия 57:15 вуласа парӑр. Иегова мӗскӗнсемпе хурлӑх тӳсекенсемшӗн юратса тӑрӑшать. Ҫавӑн пек тӑвансене старейшинӑсен кӑна мар, пирӗн пурин те пулӑшмалла. Пирӗн вӗсемпе чун-чӗререн интересленмелле. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хаклать, вӑл пирӗнтен те тӑвансене юратасса кӗтет, вара вӗсем хӑйсене Иегова юратнине туйса тӑрӗҫ (Кол. 3:12). Хӑйсем пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлакан тӑвансене эпир тата мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Сӑпайлӑ пулнипе. Мӗншӗн тесен сӑпайлӑ пулмасассӑн, хамӑр ҫине ытлашши пӑхтарсассӑн тӑвансем пире ӑмсанма пуҫлӗҫ. Эпир вара хамӑр мӗн пӗлнипе тата хамӑр пултарулӑхпа ыттисене пулӑшас тесе усӑ курасшӑн (1 Петр 4:10, 11).

Иисусӑн вӗренекенӗсене унпа пӗрле пулма килӗшнӗ, мӗншӗн тесен Иисус хӑйне мӑнна хуман. Иисус та вӗренекенсемпе хаваспах хутшӑннӑ (12-мӗш абзаца пӑхӑр)

12. Мӗншӗн ахаль ҫынсем Иисус патне туртӑннӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

12 Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансемпе хӑйне мӗнле тытнинчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чи аслӑ ҫын пулнӑ пулсан та, ҫав-ҫавах йӑваш пулнӑ тата хӑйне кӗҫӗне хунӑ (Матф. 11:28—30). Иисус питӗ нумай пӗлнӗ тата ҫав тери ӑслӑ пулнӑ, анчах та вӑл ҫакӑнпа мухтанман. Вӑл ҫынсене ахаль чӗлхепе вӗрентнӗ, вӗсене ӑнланма ҫӑмӑл тӗслӗхсем каласа панӑ (Лука 10:21). Иисус хӑйсене мӑнна хуракан тӗн пуҫлӑхӗсем пек пулман. Пачах урӑхла, вӑл ҫынсем Турӑ хӑйсене хакланине туйччӑр тенӗ (Иоанн 6:37). Ҫынсем обществӑра кирек мӗнле вырӑн йышӑнсан та Иисус вӗсене хисепленӗ.

13. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юратни тата вӗсемпе ырӑ пулни ӑҫтан курӑнать?

13 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юратнӑ тата вӗсемпе ырӑ пулнӑ. Вӑл вӗсен тӗрлӗ пултарулӑх тата тӗрлӗ лару-тӑру пулнине ӑнланнӑ. Вӑл пӗри тума пултарнине тепри тума пултарайманнине тата пӗри пӗр ӗҫе лайӑх тунине, теприн вара ҫакӑ пулсах кайманнине пӗлнӗ. Ҫав-ҫавах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем чунтан тӑрӑшнине курса вӗсене мухтанӑ. Иисус талантсем ҫинчен каласа панӑ ытарӑшран вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине мӗнле пӑхни курӑнать. Ҫав ытарӑшра хуҫа чурасене «кашнийӗн пултарулӑхне кура» талантсем парса тупӑш тума хушнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ хӑйсен ӗҫне лайӑх тунӑ, ҫапах та пӗри ытларах тупӑш туса илнӗ. Иисус вара вӗсене иккӗшне те пӗр пекех мухтанӑ: «Аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура!» — тенӗ (Матф. 25:14—23).

14. Тӑвансем ҫине Иисус пӑхнӑ пек пӑхас тесен мӗн тумалла?

14 Иисус пирӗнпе те ырӑ тата вӑл пире юратать. Пирӗн пурин те тӗрлӗ пултарулӑх пулнине тата эпир пурте тӗрлӗ лару-тӑрура пулнине вӑл пӗлет. Ҫавӑнпа эпир хамӑр лару-тӑрура мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тусан вӑл питӗ савӑнать. Пирӗн те ыттисем ҫине Иисус пӑхнӑ пек пӑхмалла. Пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла, пире пула тӑван «эпӗ ун пек нумай тума пултараймастӑп» тесе хӑйне айӑплама е хӑй пирки ниме юрӑхсӑр тесе шутлама ан пуҫлатӑр. Айтӑр тӑвансене вӗсем Иеговӑшӑн чунтан-вартан ӗҫлесе тӑнӑшӑн кашнинчех мухтар.

ХӐВӐР ПУРНӐҪЛАМА ПУЛТАРАКАН ТӖЛЛЕВСЕМ ЛАРТӐР

Хӑвӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартӑр, вара вӗсене пурнӑҫлани сире савӑнӑҫ парӗ (15, 16 абзацсене пӑхӑр) *

15, 16. Хӑй пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартни пирӗн тӑвана мӗнле усӑ панӑ?

15 Иегова ӗҫӗнче тӗллевсем лартсан эпир хамӑрӑн мӗн тумаллине пӗлетпӗр тата пирӗн пурнӑҫ телейлӗрех пулӗ. Анчах та ҫакна асра тытмалла: пӗр-пӗр тӗллеве тепӗр тӑван ҫавӑн пек тӗллев лартнӑран мар, хамӑр пултарулӑхпа лару-тӑрӑва кура лартмалла. Унсӑрӑн пирӗн ал усӑнма пултарать (Лука 14:28). Айтӑр Мидори ятлӑ пионеркӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.

16 Мидори ашшӗ (вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлемест) ӑна пӗрмай шӑллӗпе, йӑмӑкӗпе е пӗрле вӗренекенсемпе танлаштарнӑ. Ашшӗ ӑна пӗрмай тиркесе калаҫнӑран вӑл хӑйне ниме тӑман ҫын пек туйма пуҫланӑ. Ҫапах та ӳссе ҫитӗнсен Мидори хӑйӗн ҫине тӗрӗс пӑхма вӗреннӗ. Вӑл калать: «Эпӗ кашни кун Библи вулатӑп, ҫакӑ мана йӑпатать тата Иегова хама юратнине курма пулӑшать». Унсӑр пуҫне, вӑл хӑй пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартать, вӗсем ҫинчен Иеговӑна каласа парать тата вӗсене пурнӑҫлама пулӑшма ыйтать. Халӗ вӑл хӑй тӑвакан ҫитӗнӳсемшӗн савӑнать.

МАЛАЛЛА ТА ИЕГОВӐН ӖҪӖНЧЕ ХӐВӐР МӖН ТУМА ПУЛТАРНИНЕ ТӐВӐР

17. Хамӑр шухӑшсене улӑштарма пире мӗн пулӑшӗ тата ҫакӑ мӗн парӗ?

17 Хамӑр пирки ыттисенчен япӑхрах тесе шутлама пӑрахма вӑхӑт кирлӗ. Иегова пире «ӑс-тӑна хавхалантарса тӑракан вӑйпа ҫӗнелсе» пырӑр тет (Эф. 4:23, 24, ҪТ). Ҫӗнелсех пырас тесен пирӗн кӗлтумалла, Турӑ Сӑмахне тӗпчемелле тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакна йӑлана кӗртме Иеговӑна пулӑшма ыйтӑр, вара святой сывлӑш пулӑшнипе эсир хӑвӑра ыттисемпе танлаштарма пӑрахӑр. Тата Иегова сире эсир ӑмсанма, мӑнкӑмӑлланса кайма пуҫланине асӑрхама тата ҫак япӑх туртӑмсене пӗтерме пулӑшӗ.

18. 2 Ҫулсеренхи 6:29, 30 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле йӑпатаҫҫӗ?

18 2 Ҫулсеренхи 6:29, 30 вуласа парӑр. Иегова пирӗн шухӑшсене тата эпир мӗн туйнине пӗлет. Эпир ҫак тӗнче сывлӑшӗпе тата хамӑр ҫитменлӗхсемпе кӗрешнине те курса тӑрать. Эпир мӗн чухлӗ вӑй хунине курса вара Иегова пире тата хытӑрах юратать.

19. Иегова пире юратнине кӑтартас тесе мӗнле тӗслӗхпе усӑ курать?

19 Иегова пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартса парас тесе амӑшӗпе ачи хушшинчи юрату ҫинчен калать (Ис. 49:15). Рэйчел тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. «Манӑн хӗр Стефани вӑхӑтсӑр ҫуралчӗ,— тет Рэйчел.— Эпӗ ӑна пӗрремӗш хут курсан вӑл ытла та пӗчӗккӗччӗ тата халсӑрччӗ. Вӑл ҫуралсанах пӗр уйӑх больницӑра выртрӗ. Ҫавах та тухтӑрсем мана ӑна кашни кун алла илме ирӗк паратчӗҫ. Ҫав ӑшӑ самантсенче эпир пӗр-пӗринпе питӗ ҫывӑхлантӑмӑр. Халӗ Стефани улттӑра, вӑл хӑйӗнпе пӗр ҫулхи ачасенчен пӗчӗкрех. Эпӗ Стефание кунран кун хытӑрах та хытӑрах юрататӑп, мӗншӗн тесен вӑл пурӑнас тесе мӗнле кӗрешнине пӗлетӗп. Вӑл мана телейлӗрех турӗ». Иегова та пирӗн ҫине ҫавӑн пекех пӑхать. Эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе мӗн чухлӗ вӑй хунине вӑл курать, ҫакӑншӑн вӑл пире хытӑрах та хытӑрах юратать. Ҫакӑ мӗн тери йӑпатать!

20. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗншӗн савӑнаҫҫӗ?

20 Эсӗ Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратӑн, ҫавӑнпа та санӑн пысӑк ҫемье — сана юратакан тӑвансем пур. Иегова та сана юратать тата хаклать. Вӑл эсӗ ыттисенчен лайӑхрах пулнишӗн мар, эсӗ унран вӗренме, улшӑнма хатӗр пулнишӗн тата йӑваш пулнишӗн санпа ҫывӑхланасшӑн пулнӑ (Пс. 24:9). Эсӗ уншӑн ӗҫлес тесе пӗтӗм вӑя хунишӗн вӑл савӑнни пирки ан иккӗлен. Эсӗ тӳсӗмлӗ тата ӑна шанчӑклӑ пулни санӑн «ырӑ та таса» чӗре пулнине кӑтартса парать (Лука 8:15). Малалла та Иегова ӗҫӗнче хӑв мӗн тума пултарнине ту, вара эсӗ хӑвӑн ҫине пӑхса хӑвна ырламалли тупӑн.

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

^ 5 абз. Иегова пире никампа та танлаштармасть. Эпир вара хамӑра ыттисемпе танлаштарма пултаратпӑр, вара хамӑра ытлашши тиркетпӗр. Ҫак статьяра эпир ҫын хӑйне ыттисемпе танлаштарсан мӗншӗн хӑйне сиен кӳнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, килтисене тата пухури тӑвансене хӑйсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшас тесе мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

^ 5 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 7 абз. Кунта упӑшкасем ҫинчен каланӑ пулсан та, хӑш-пӗр принципсем арӑмӗсене те пырса тивеҫҫӗ.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ашшӗпе амӑшӗ кашни ачине ковчег тума пулӑшнӑшӑн мухтаҫҫӗ.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Пӗчӗк ачине пӗччен пӑхса ӳстерекен хӗрарӑм тӑван пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесшӗн. Хӑй лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама пултарнӑшӑн вӑл питӗ савӑнать.