Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

30-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑн ҫемйинче пулма май пуррине хаклӑр

Иеговӑн ҫемйинче пулма май пуррине хаклӑр

«Эсӗ ӑна Ангелсенчен кӑшт анчах кӗҫӗнрех тунӑ: ӑна мухтав та, чыс-хисеп те пилленӗ» (ПС. 8:6).

123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова тунӑ Ҫут тӗнче ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир мӗн туятӑр?

ИЕГОВА тунӑ Ҫут тӗнче ҫинчен шухӑшланӑ чухне, тен, эпир Давид туйнинех туятпӑр. Вӑл Иеговӑран ҫапла ыйтнӑ: «Тӳпе ҫине, Санӑн аллу пултарнӑ ӗҫ ҫине, Эсӗ лартнӑ уйӑхпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхатӑп та — ҫын мӗнех вӑл? Эсӗ ӑна ҫавах асӑнтан ямастӑн, мӗнех вара этем ывӑлӗ? Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн» (Пс. 8:4, 5). Чӑнах та, галактикӑсемпе тата ҫӑлтӑрсемпе танлаштарсан эпир тусан пӗрчисем пек ҫеҫ, ҫавӑнпа та Иегова пире асӑрхани питӗ тӗлӗнтерет. Ҫак статьяра вара эпир ҫакна курӑпӑр: Иегова Адампа Евӑна тунӑ ҫеҫ мар, вӑл вӗсене хӑйӗн ҫемйине те илнӗ.

2. Иегова Адампа Евӑна мӗнле ӗҫ шанса панӑ?

2 Адампа Ева Иеговӑн ҫӗр ҫинчи пӗрремӗш ачисем пулнӑ. Иегова хӑй вара вӗсемшӗн юратакан ҫӳлти Атте пулса тӑнӑ. Вӑл Адампа Евӑна ҫапла каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Урӑхла каласан, вӗсен ачасем ҫуратмалла пулнӑ тата хӑйсен килне, ҫӗре, пӑхса тӑмалла пулнӑ. Адампа Ева Иеговӑна итленӗ пулсан, вӗсем хӑйсем те, вӗсен ачисем те яланах Иеговӑн ҫемйинче пулнӑ пулӗччӗҫ.

3. Мӗншӗн Адампа Ева Иеговӑн ҫемйинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ теме пулать?

3 Адампа Ева Иеговӑн ҫемйинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Давид каланӑ тӑрӑх, Иегова этеме «Ангелсенчен кӑшт анчах кӗҫӗнрех тунӑ: ӑна мухтав та, чыс-хисеп те пилленӗ» (Пс. 8:6). Паллах, ангелсем ҫынсенчен чылай ӑслӑрах тата хӑватлӑрах (Пс. 102:20). Ҫапах та ҫынсем хӑватлӑ ангелсенчен «кӑшт анчах кӗҫӗнрех». Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова Адампа Евӑна мӗн тери пысӑк чыс тунӑ!

4. Адампа Ева Иеговӑна итлеменни мӗн патне илсе ҫитернӗ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

 4 Шел пулин те, Адампа Ева Иеговӑна итлеменрен унӑн ҫемйинче пулма пӑрахнӑ, вара вӗсен ачисем те ҫак мая ҫухатнӑ. Ҫав-ҫавах Иегова хӑй мӗн шутласа хунине тӑвасшӑн: вӑл хӑйне итлекенсем ӗмӗр-ӗмӗрех хӑйӗн ачисем пулччӑр тет. Ҫак статьяра эпир Иегова ҫынсене мӗнле чыс тунине курӑпӑр. Унтан эпир Иеговӑн ҫемйинче пуласшӑн пулнине кӑтартас тесе мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Юлашкинчен вара Иеговӑн ҫӗр ҫинчи ачисене мӗнле пуласлӑх кӗтнине пӗлӗпӗр.

ИЕГОВА ҪЫНСЕНЕ МӖНЛЕ ЧЫС ТУНӐ?

Иегова пире мӗнле чыс тунӑ? (5—11 абзацсене пӑхӑр) *

5. Эпир Иегова пире хӑй евӗрлӗ тунишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

5 Иегова пире хӑй евӗрлӗ тунӑ (Пулт. 1:26, 27). Ҫавна пула эпир вӑл кӑтартакан лайӑх енсене кӑтартма пултаратпӑр. Эпир юратма, хӗрхенме, шанчӑклӑ тата тӳрӗ пулма пултаратпӑр (Пс. 86:15, ҪТ; 144:17). Иеговӑран тӗслӗх илетпӗр пулсан эпир ӑна мухтава кӑларатпӑр тата пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр (1 Петр 1:14—16). Ҫакӑ вара ҫӳлти Аттене килӗшет тата хамӑра та телейлӗ тӑвать. Унсӑр пуҫне, Иегова пире хӑй евӗрлӗ тунӑран эпир вӑл хӑйӗн ҫемйинче мӗнле ҫынсене курасшӑн, шӑп ҫавӑн пек ҫынсем пулса тӑма пултаратпӑр.

6. Иегова ҫӗре тунӑ чухне ҫынсене хисепленине мӗнле кӑтартнӑ?

6 Иегова пире чаплӑ ҫурт парнеленӗ. Иегова ҫӗре ҫынсене тӑвиччен чылай маларах тунӑ (Иов 38:4—7; Иер. 10:12). Вӑл ӑна вӗсем валли лайӑх хатӗрленӗ. Ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑран Иегова ҫынсене савӑнӑҫ кӳрекен нумай япала тунӑ (Пс. 103:14, 15, 24). Ҫӗре тунӑ чухне вӑл вӑхӑтран вӑхӑта чарӑннӑ та хӑй тунӑ ӗҫе хак панӑ — ӑна хӑй мӗн туни питӗ килӗшнӗ (Пулт. 1:10, 12, 31). Тата Иегова ҫынсене ҫӗр ҫинче мӗн пуррипе хуҫаланма власть панӑ (Пс. 8:7). Турӑ шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнмалла тата ӑна пӑхса тӑмалла. Иегова ҫавӑн пек пурнӑҫ пама сӑмах панӑшӑн эсир ӑна тав туса тӑратӑр-и?

7. Иисус Навин 24:15-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫынсен суйласа илме ирӗк пуррине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

7 Иегова пире суйласа илме ирӗк панӑ. Эпир мӗнле пурӑнмаллине хамӑр суйласа илме пултаратпӑр. (Иисус Навин 24:15 вуласа парӑр.) Эпир Иеговӑшӑн хамӑр ирӗкпе ӗҫлеме шут тытсан вӑл питӗ савӑнать (Пс. 83:12; Ытар. 27:11). Ытти йышӑнусем тунӑ чухне те эпир мӗн тумаллине хамӑр суйласа илме пултаратпӑр. Ҫак тӗлӗшрен пире Христос лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ.

8. Иисус суйласа илмелли ирӗкпе мӗнле усӑ курнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Иисус пекех, эпир те ытларах хамӑршӑн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшма шут тытма пултаратпӑр. Пӗррехинче Иисуспа апостолсем питӗ ывӑннӑран никам ҫук ҫӗре кайса канас тенӗ. Анчах та вӗсем канайман, мӗншӗн тесен вӗсене Иисуса итлес текен ҫынсем шыраса тупнӑ. Иисус ҫав ҫынсем ҫине тарӑхман, пачах урӑхла, вӑл вӗсене хӗрхенсе «чылай вӗрентнӗ» (Марк 6:30—34). Эпир те ыттисене пулӑшас тесе хамӑр вӑйпа вӑхӑта шеллеместпӗр пулсан, хамӑр ҫӳлти Аттене мухтава кӑларатпӑр тата ҫапла тунипе эпир Иеговӑн ҫемйинче пуласшӑн пулнине кӑтартатпӑр (Матф. 5:14—16).

9. Ашшӗ-амӑшӗсен мӗн асра тытмалла?

9 Иегова ҫынсене ача ҫуратмалла тунӑ. Тата ашшӗ-амӑшӗсене ачисене хӑйне юратма тата хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑма пулӑшма хушнӑ. Иегова ангелсене нумай пултарулӑх панӑ, анчах та вӗсем ача ҫуратаймаҫҫӗ. Эсир ачаллӑ пулсан, Иегова хӑвӑра ҫавӑн пек чыс тунишӗн эсир пархатарлӑ-и? Ҫакна асра тытӑр: Иегова сире шанать. Сирӗн ачасене Иегова хушнӑ пек пӑхса ӳстермелле, ҫакӑ вӑл сирӗн яваплӑх (Сак. аст. 6:5—7; Пс. 126:3; Эф. 6:4). Ашшӗ-амӑшӗсене пулӑшас тесе Иеговӑн организацийӗ Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисем, видеороликсем, юрӑсем тата интернетри статьясем туса кӑларать. Куратпӑр ӗнтӗ, Иеговӑпа Иисус ачасене питӗ юратаҫҫӗ (Лука 18:15—17). Ашшӗ-амӑшӗсем Иеговӑна итлесе ачисене юратса пӑхса ӳстереҫҫӗ пулсан, Иегова питӗ савӑнать. Ҫавӑн пек ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем ӗмӗр-ӗмӗрех Иеговӑн ҫемйинче пулма пултарччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

10, 11. Иегова пирӗншӗн хӑйӗн Ывӑлне панине пула пирӗн мӗнле май уҫӑлчӗ?

10 Ҫынсене хӑйӗн ҫемйине тавӑрас тесе Иегова хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне вилме панӑ.  Тӑваттӑмӗш абзацра каланӑ пек, Адампа Ева Иеговӑн ҫемйинче пулма пӑрахнӑ, вӗсен ачисем те ҫак мая ҫухатнӑ (Рим 5:12). Адампа Ева пӗлсе тӑрсах Иеговӑна итлемен, ҫавӑнпа та вӑл вӗсене хӑйӗн ҫемйинчен кӑларса янӑ. Вӗсен ачисем пирки вара мӗн калама пулать? Иегова хӑйне итлекен ҫынсем каялла хӑйӗн ҫемйине таврӑнччӑр тет, ҫавӑнпа вӑл вӗсемшӗн хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне, Иисус Христоса, панӑ (Иоанн 3:16; Рим 5:19). Ҫак парнене пула Иегова 144 000 шанчӑклӑ христианина ывӑллӑха илнӗ (Рим 8:15—17; Ӳлӗм. 14:1).

11 Унсӑр пуҫне, Турра итлекен ытти миллион-миллион ҫын та унӑн ҫемйинчи ҫынсем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ тапхӑр вӗҫӗнче, юлашки тӗрӗслев хыҫҫӑн, пулӗ (Пс. 24:14; Рим 8:20, 21). Ҫак шанчӑка пула ҫынсем халех хӑйсене Пултаракана, Иеговӑна, «Атте» теме пултараҫҫӗ (Матф. 6:9). Чӗрӗлсе тӑнисем те Иеговӑна тата вӑл вӗсенчен мӗн кӗтнине пӗлме пултарӗҫ, вара вӗсем те Турра пӑхӑнса пурӑнса унӑн ҫемйинчи ҫынсем пулса тӑрӗҫ.

12. Эпир халӗ мӗнле ыйту пӑхса тухӑпӑр?

12 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова ҫынсене пысӑк чыс тунӑ. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене вӑл ывӑллӑха илнӗ, «имсӗр-сумсӑр ҫынна» вара ҫӗнӗ тӗнчере вӗсем хӑйӗн ачисем пулӗҫ тесе сӑмах панӑ (Ӳлӗм. 7:9). Иеговӑн ҫемйинче пуласшӑн пулнине кӑтартас тесен пирӗн мӗн тумалла?

ИЕГОВӐНА УНӐН ҪЕМЙИНЧЕ ПУЛАСШӐН ПУЛНИНЕ КӐТАРТӐР

13. Иеговӑн ҫемйинче пулас тесен мӗн тумалла? (Марк 12:30).

13 Иеговӑна юратӑр тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑрӑр. (Марк 12:30 вуласа парӑр.) Иегова панӑ чаплӑ парнесенчен пӗри — ӑна пуҫҫапма май пурри. Иеговӑн заповечӗсене тытса тӑнипе эпир ӑна юратнине кӑтартатпӑр (1 Иоанн 5:3). Иисус Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине каланӑ, сӑмахран, вӑл пире вӗренекенсене хатӗрлесе вӗсене шыва кӗртме хушнӑ (Матф. 28:19). Тата вӑл пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенӗ (Иоанн 13:35). Ҫак заповедьсене тытса тӑракансене Иегова хӑйӗн пысӑк ҫемйине, тӗрлӗ-тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен тӑракан ҫемьене, йышӑнӗ (Пс. 14:1, 2).

14. Эпир ыттисене юрататпӑр пулсан мӗн тӑватпӑр? (Матфей 9:36—38; Рим 12:10).

14 Ҫынсене юратӑр. Юрату Иеговӑн тӗп паха енӗ (1 Иоанн 4:8). Вӑл пире эпир ӑна пӗличченех юратнӑ (1 Иоанн 4:9, 10). Эпир те ыттисене юрататпӑр пулсан, Иеговӑран тӗслӗх илетпӗр (Эф. 5:1). Ыттисене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Пӗтес вӑхӑт ҫитиччен пирӗн ҫынсене Иегова ҫинчен каласа памалла. (Матфей 9:36—38 вуласа парӑр.) Ҫапла туса эпир вӗсене Иеговӑн ҫемйинчи ҫынсем пулса тӑма май паратпӑр. Ҫын шыва кӗрсен те пирӗн ӑна малалла та юратмалла тата хисеплесе тӑмалла (1 Иоанн 4:20, 21). Сӑмахран, мӗншӗн ҫын апла е капла тунине ӑнланмастпӑр пулсан та эпир ун ҫинчен япӑх шутласа хумастпӑр, ун вырӑнне эпир ӑна хамӑртан асла хурса хисеплетпӗр. (Рим 12:10 вуласа парӑр; Флп. 2:3.)

15. Пирӗн кама хӗрхенмелле тата кампа ырӑ пулмалла?

15 Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр тата пуринпе те ырӑ пулӑр. Эпир Иеговӑн ҫемйинче пулас тетпӗр пулсан, пирӗн Библири принципсем тӑрӑх пурӑнмалла. Иисус пирӗн хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалла тата пурне те, ҫав шутрах тӑшмансене те, ырӑ тумалла тесе вӗрентнӗ (Лука 6:32—36). Ҫакна тума вара ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Ҫавӑнпа та пирӗн Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлама тата вӑл тунӑ пек тума вӗренмелле. Эпир Иеговӑна итлесе пурӑнатпӑр пулсан тата пур тӗлӗшрен те Иисусран тӗслӗх илетпӗр пулсан, Иеговӑна унӑн ҫемйинче ӗмӗр-ӗмӗрех пуласшӑн пулнине кӑтартатпӑр.

16. Иеговӑн ятне варалас мар тесен мӗнрен асӑрханмалла?

16 Иеговӑн ятне вараласран асӑрханӑр. Ҫемьере час-часах кӗҫӗн ачисем аслӑрах ачисенчен тӗслӗх илеҫҫӗ. Сӑмахран, пиччӗшӗ Библири принципсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, шӑллӗ те ун пек пурӑнма тӑрӑшать. Енчен те пиччӗшӗ япӑх ӗҫсем тума пуҫлать пулсан, шӑллӗ те ун хыҫҫӑн кайма пултарать. Иеговӑн ҫемйинче те ҫавӑн пек пулса тухма пултарать. Пӗр-пӗр христианин чӑнлӑхран пӑрӑнса кайма е аскӑн ӗҫсем тума пуҫлама пултарать. Ӑна пӑхса ыттисем те вӑл пурӑннӑ пек пурӑнма пуҫлама пултараҫҫӗ, вара Иеговӑн ятне чыссӑрлатаҫҫӗ (1 Фес. 4:3—8). Пирӗн вара ҫакӑн пек ҫынсенчен тӗслӗх илмелле мар тата ниме те хамӑра Иеговӑран пӑрса яма памалла мар.

17. Пирӗн мӗнле шухӑшсене сирсе ямалла тата мӗншӗн?

17 Укҫапа пурлӑх ҫине мар, Иегова ҫине шанӑр. Иегова пире ҫапла шантарать: эпир унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан тата Турӑ Патшалӑхне хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хуратпӑр пулсан, вӑл пире ҫимеллине те, тӑхӑнмаллине те, пурӑнмаллине те парӗ (Пс. 54:23; Матф. 6:33). Ҫавӑнпа та пирӗн ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ шухӑша, укҫа-тенкӗпе пурлӑх пире телейлӗ тӑваҫҫӗ тата хӳтлӗх параҫҫӗ текен шухӑша, сирсе ямалла. Иеговӑн ирӗкне туса тӑни пире чӑннипех телейлӗ тӑвать тата канӑҫлӑх парать (Флп. 4:6, 7). Укҫа пуртан эсир нумай япала илме пултаратӑр пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Хам илнӗ япаласемпе усӑ курма тата вӗсене пӑхса-юсама ман вӑхӑтпа вӑй пулать-и? Эпӗ хам пурлӑха малти вырӑна хума пуҫламӑп-и?» Ҫакна асра тытӑр: Иегова пире, хӑйӗн килтисене, ӗҫ шанса панӑ. Ҫак ӗҫе лайӑх тӑвас тесен вара пирӗн ниме те хамӑра чӑрмантарма памалла мар. Пирӗн пурлӑха юратнӑран Иисусӑн вӗренекенӗ пулма килӗшмен ҫамрӑк пуян пек пулас килмест — вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлес тата унӑн ҫемйинче пулас мая ҫухатнӑ (Марк 10:17—22).

ИЕГОВӐН АЧИСЕМ ӖМӖР-ӖМӖРЕХ САВӐНСА ПУРӐНӖҪ

18. Иегова хӑйне итлекен ҫынсене мӗнле награда парӗ?

18 Иегова хӑйне итлекен ҫынсене пысӑк чыс тӑвӗ — вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех ӑна пуҫҫапӗҫ тата унӑн тусӗсем пулӗҫ. Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем пирӗн киле, Иегова панӑ илемлӗ планетӑна, пӑхса тӑма пултарӗҫ. Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пирӗн ҫӗр те, пирӗн пурнӑҫ та лайӑхланӗ. Иисус Адампа Ева Иеговӑн ҫемйинчен тухса кайнӑран сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене татса парӗ. Иегова миллион-миллион ҫынна чӗртсе тӑратӗ те вӗсене лайӑх сывлӑх тата ӗмӗр-ӗмӗр райра пурӑнма шанчӑк парӗ (Лука 23:42, 43). Иеговӑн ҫӗр ҫинчи ачисем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан Давид асӑннӑ «мухтава та, чыс-хисепе те» илӗҫ (Пс. 8:6).

19. Пирӗн мӗн асра тытмалла?

19 Эсӗ имсӗр-сумсӑр ҫын шутне кӗретӗн пулсан, ҫакна асра тыт: санӑн чаплӑ шанчӑк пур. Унсӑр пуҫне, Иегова сана юратать тата хӑйӗн ҫемйинче курасшӑн. Ҫавӑнпа та кашни кун Иеговӑна савӑнтарма тӑрӑш, вӑл сӑмах панисене чӗрере упра. Иеговӑна, пирӗн ҫӳлти Аттене, пуҫҫапма тата ӑна мухтава кӑларма май пуррине хакла.

107-МӖШ ЮРӐ Турӑран юратма вӗренӗр

^ 5 абз. Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен кашнин хӑйӗн мӗн тумаллине пӗлмелле тата пӗр-пӗрне пулӑшса тӑмалла. Ашшӗн юратакан ҫемье пуҫӗ пулмалла, амӑшӗн ӑна пулӑшса тӑмалла, ачисен вара вӗсене итлемелле. Турӑ ҫемйинче те йӗрке пур. Эпир Иеговӑна итлетпӗр пулсан, ӗмӗр-ӗмӗрех унӑн ҫемйинче пулма пултаратпӑр.

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖК. Иегова ҫынсене хӑй кӑтартакан лайӑх енсене кӑтартмалла тунӑ. Пӗр мӑшӑр Иеговӑран тӗслӗх илсе пӗр-пӗрне тата хӑйсен ачисене юратнине тата хӗрхеннине кӑтартать. Ҫак мӑшӑр Иеговӑна юратать. Вӗсем хӑйсен ывӑлӗсене Иеговӑна юратма вӗрентеҫҫӗ тата уншӑн ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ. Видеоролик кӑтартса вӗсем ачисене мӗншӗн Иегова тӳлесе илме панӑ парнене панине ӑнлантарса параҫҫӗ. Тата вӗсем эпир райра ӗмӗр-ӗмӗрех ҫӗре тата чӗрчунсене пӑхса тӑратпӑр тесе калаҫҫӗ.