Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

31-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир Иеговӑна кӗтме хатӗр-и?

Эсир Иеговӑна кӗтме хатӗр-и?

«Ҫӳлхуҫаран тӳсӗмлӗн ҫӑлӑнӑҫ кӗтекене ырӑлӑх пулӗ» (ХӲХЛ. 3:26).

128-МӖШ ЮРӐ Вӗҫне ҫитичченех чӑтар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

КАЛӐПӐР, эсир посылка кӗтетӗр. Вӑл хӑвӑр кӗтнӗ кун ҫитмесен вара эсир, тен, кулянса ӳкетӗр. Ахальтен мар Библире ӗмӗт пурнӑҫланманни чӗрене ыраттарать тенӗ (Ытар. 13:12). Кайран вара эсир посылка мӗншӗн вӑхӑтра ҫитменнине пӗлетӗр. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара ӑна кӗтме сире чылай ҫӑмӑлтарах.

2 Ҫак статьяра эпир тӳсӗмлӗн кӗтме пулӑшакан Библири хӑш-пӗр принципсене сӳтсе явӑпӑр (Хӳхл. 3:26). Тата мӗнле икӗ лару-тӑрура пирӗн тӳсӗмлӗ пулмаллине тата Иеговӑна кӗтмеллине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Иеговӑна чӑтӑмлӑн кӗтекенсем мӗнле награда илессине пӗлӗпӗр.

ЧӐТӐМЛӐ ПУЛМА ПУЛӐШАКАН БИБЛИРИ ПРИНЦИПСЕМ

3. Ытарӑшсем 21:5-мӗшӗнчи сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла?

3 Ытарӑшсем 21:5-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем чӑтӑмлӑ пулма вӗрентеҫҫӗ. Унта хӗвӗшекен ҫын ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнать тенӗ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла-ши? Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын веҫех хӗвӗшмесӗр е васкамасӑр тӑвать тата ӗҫе пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн туса пырать.

4. Ытарӑшсем 4:18-мӗшӗнче мӗн пирки каланӑ?

4 Ытарӑшсем 4:18-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать». Ҫак сӑмахсене эпир ытларах чухне Иегова хӑйӗн ирӗкне майӗпен уҫса пынипе ҫыхӑнтаратпӑр. Анчах та ҫак сӑмахсене христианин чӑнлӑхра ӳсӗмсем тунипе тата Иеговӑпа ҫывӑхланса пынипе те ҫыхӑнтарма пулать. Христианина Иеговӑпа ҫывӑхланма вӑхӑт кирлӗ, ҫакӑ пӗр самантрах пулмасть. Енчен те эпир Иегова Библи тата хӑйӗн организацийӗ урлӑ паракан канашсене итлетпӗр пулсан, Христос евӗрлӗ пулса пыратпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Турра та лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пыратпӑр. Айтӑр Иисус ҫак шухӑша мӗнле уҫса панине пӑхар.

Тырӑ пӗрчи майӗпен-майӗпен ӳснӗ пекех ҫын та Иеговӑпа майӗпен ҫывӑхланса пырать (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Ҫынна улшӑнусем тума вӑхӑт кирлине Иисус мӗнле тӗслӗхпе кӑтартса панӑ?

5 Иисус Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара тырӑ пӗрчипе танлаштарнӑ, вӑл, сӑнарлӑ каласан, ҫын чӗринче майӗпен ӳсет. Иисус ҫапла тӗслӗх каласа панӑ: «Вӑрлӑх епле шӑтса епле ӳснине пӗлмест те вӑл [акакан]: ҫӗр хӑй тӗллӗнех малтан ешӗл калча, унтан пучах ӳстерет, унтан пучах ӑшне тӗшӗ тултарать» (Марк 4:27, 28). Ҫак тӗслӗхпе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? Тырӑ пӗрчи майӗпен-майӗпен ӳснӗ пекех ҫын та Иеговӑпа майӗпен ҫывӑхланса пырать. Вара Библи вӗренекен Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн улшӑнусем тӑвать, эпир те ҫакна курма пуҫлатпӑр (Эф. 4:22—24). Анчах та пирӗн ҫакна та асра тытмалла: ҫав пӗчӗк тырӑ пӗрчине Иегова ӳстерет (1 Кор. 3:7).

6, 7. Иегова ҫӗре мӗнле тунинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

6 Иегова пӗр-пӗр ӗҫе пуҫӑнсан ҫакна васкамасӑр тӑвать тата ӗҫе туса пӗтермешкӗн кирлӗ чухлӗ вӑхӑт уйӑрать. Ҫакна вӑл хӑйӗн ырӑ ячӗшӗн тӑвать тата вӑл ыттисене лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшать. Сӑмахран, ҫакӑ вӑл ҫӗре мӗнле тунинчен курӑнать. Ҫӗр ҫынсене пурӑнма юрӑхлӑ пултӑр тесе Иегова ӑна пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хатӗрленӗ.

7 Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова пирӗн планетӑна тунӑ чухне унӑн пысӑкӑшне палӑртса хунӑ, унӑн «кӗтесри тӗп чулне» хунӑ тата ӑна «тӗреклӗ никӗс ҫине вырӑнаҫтарнӑ» (Иов 38:5—7; Пс. 103:5). Планетӑна тунӑ май вара вӑл хушӑран-хушӑран чарӑнса хӑйӗн ӗҫне хак панӑ (Пулт. 1:10, 12). Иегова мӗн те пулин ҫӗннине тунӑ чухне кашнинчех ангелсем мӗн тери савӑннине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Иеговӑн ӑсталӑхне курса тӗлӗннипе вӗсем «савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ» (Иов 38:6, 7). Ҫакӑ мӗн кӑтартса парать? Иегова Ҫут тӗнчене пин-пин ҫул хушши тунӑ, вара юлашкинчен ҫавӑн чухлӗ тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн ӗҫӗ ҫине пӑхса «питех те аван» тесе каланӑ (Пулт. 1:31).

8. Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

8 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Библире чӑтӑмлӑ пулмаллине кӑтартакан нумай принцип пур. Халӗ вара айтӑр мӗнле икӗ лару-тӑрура пирӗн Иеговӑна кӗтмеллине пӑхса тухар.

МӖНЛЕ ЛАРУ-ТӐРУСЕНЧЕ ПИРӖН ИЕГОВӐНА КӖТМЕЛЛЕ?

9. Мӗнле лару-тӑрура пирӗн Иеговӑна кӗтмелле?

9 Хӑш-пӗр чухне пирӗн Иегова хамӑр кӗлӗсем ҫине хуравласса кӗтме тивет. Тен, эпир пӗр-пӗр йывӑрлӑха чӑтса ирттерме е пӗр-пӗр ҫитменлӗхпе кӗрешме Иеговӑран вӑй ыйтатпӑр. Вӑл вара пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравламасть пек туйӑнма пултарать. Мӗншӗн-ха Иегова пирӗн пур кӗлӗ ҫине те тӳрех хуравламасть?

10. Мӗншӗн Иегова хамӑр кӗлӗсем ҫине хуравласса чӑтӑмлӑн кӗтмелле?

10 Эпир кӗлтунӑ чухне Иегова пире тимлӗ итлет (Пс. 64:3). Эпир чун-чӗререн кӗлтусассӑн вӑл хӑйне хытӑ ӗненнине курать (Евр. 11:6). Тата вӑл ҫакна та пӗлесшӗн: эпир хамӑр кӗлӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр-и тата унӑн ирӗкне тӑватпӑр-и? (1 Иоанн 3:22). Сӑмахран, эпир пӗр-пӗр ҫитменлӗхпе е япӑх йӑлапа кӗрешме Иеговӑран пулӑшу ыйтатпӑр пулсан, пирӗн хамӑрӑн та вӑй хумалла тата чӑтӑмлӑ пулмалла. Иегова кашни кӗлӗ ҫине тӳрех хуравламаннине Иисусӑн сӑмахӗсем те кӑтартса параҫҫӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире. Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ» (Матф. 7:7, 8). Ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн, эпир Иеговӑна яланах кӗлтӑватпӑр пулсан, ҫакна ҫирӗп шанма пултаратпӑр: Иегова пире илтет тата пирӗн кӗлӗ ҫине хуравлатех (Кол. 4:2).

Иеговӑна кӗтнӗ май пирӗн кӗлтумалла тата вӑл хуравласса ҫирӗп шанмалла (11-мӗш абзаца пӑхӑр) *

11. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлама васкамасть пек туйӑнсан Еврейсем 4:16-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

11 Хӑш-пӗр чухне Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлама васкамасть пек туйӑнма пултарать. Чӑннипе каласан вара, вӑл ҫакна шӑп «кирлӗ вӑхӑтра» тӑвать. (Еврейсем 4:16 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа хамӑр мӗне шанса тӑни хамӑр кӗтнӗ вӑхӑтра пурнӑҫланмарӗ пулсан, ҫавӑншӑн Иеговӑна айӑпламалла мар. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем вун-вун ҫул хушши Турӑ Патшалӑхӗ ҫак усал тӗнчене пӗтертӗр тесе кӗлтӑваҫҫӗ. Иисус хӑй ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ (Матф. 6:10). Анчах та ҫӗнӗ тӗнче ҫынсем кӗтнӗ чухне килменрен Турра ӗненме пӑрахни ӑссӑрла пулнӑ пулӗччӗ (Аввак. 2:3; Матф. 24:44). Пирӗн Иеговӑна кӗтмелле, вӑл пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравласси пирки иккӗленмелле мар. Ҫак тӗнче шӑп кирлӗ вӑхӑтра пӗтет, мӗншӗн тесессӗн Иегова кунне те, сехетне те палӑртса хунӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл палӑртса хунӑ вӑхӑт пуриншӗн те лайӑх пулӗ (Матф. 24:36; 2 Петр 3:15).

Иосиф чӑтӑмлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр? (12—14 абзацсене пӑхӑр)

12. Тата мӗнле лару-тӑрура чӑтӑмлӑ пулма уйрӑмах йывӑр пулма пултарать?

12 Пирӗн тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан чӑтӑмлӑ пулмалла. Ҫак тӗнчере нумайӑшӗ ҫынсене камне кура уйӑраҫҫӗ: арҫын е хӗрарӑм пулнине, ӳт тӗсне, ҫын хӑш халӑхран пулнине пӑхаҫҫӗ. Тата вӗсем кам чирлӗ, ҫав шутрах кам психика чирӗпе чирлет, ҫавсемпе хӑйсене япӑх тытаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсене те Иеговӑна ӗненнӗшӗн хӗсеҫҫӗ. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан пирӗн Иисусӑн сӑмахӗсене асра тытмалла. Вӑл «вӗҫне ҫитичченех тӳсекен... ҫӑлӑнӗ» тенӗ (Матф. 24:13). Е, тен, эсир пухура кам та пулин йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗр. Ҫакӑн ҫинчен старейшинӑсем те пӗлеҫҫӗ тейӗпӗр. Старейшинӑсем ҫакӑн пирки йышӑну тӑвасса кӗтме сире ҫӑмӑл пулӗ-и? Ҫавнашкал лару-тӑрусенче Иегова старейшинӑсенчен мӗн кӗтнине пӗлсен сире, тен, чӑтӑмлӑ пулма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

13. Пӗр-пӗр христианин ҫылӑх турӗ пулсан Иегова старейшинӑсенчен мӗн кӗтет?

13 Христианин ҫылӑх тунине пӗлсен старейшинӑсем лару-тӑру ҫине Иегова пек пӑхас тесе унран ӑслӑлӑх ыйтаҫҫӗ (Иак. 3:17). Старейшинӑсен тӗллевӗ христианина тӗрӗс ҫул ҫине тӑма пулӑшасси (Иак. 5:19, 20). Унсӑр пуҫне, вӗсем пухӑва хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ тата кам христианин ҫылӑх тунине пула хӗн курнӑ, ҫавсене йӑпатаҫҫӗ (2 Кор. 1:3, 4). Старейшинӑсем малтан фактсене тӗрӗслеҫҫӗ, ҫакна тума вара вӑхӑт кирлӗ. Кайран вӗсем кӗлтӑваҫҫӗ, ҫылӑх тунӑ тӑвана пулӑшма пултаракан Библири принципсене суйлаҫҫӗ тата ӑна тӳрлетес тесе кирлӗ утӑмсем тӑваҫҫӗ (Иер. 30:11). Старейшинӑсем ҫак ӗҫе вӑраха ямаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах васкаса та йышӑну тумаҫҫӗ. Вӗсем Иегова хунӑ йӗркене тытса тӑни пухури пур тӑвана та усӑ парать. Ҫав-ҫавах христианин ҫылӑх тунине пула хӗн курнӑ тӑвансен чылайччен чӗри ыратма пултарать. Эсир те ҫак йывӑрлӑхпа тӗл пултӑр пулсан чун ыратӑвне мӗн пусарма пултарать?

14. Эсир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пултӑр пулсан, сире кам тӗслӗхӗ пулӑшма пултарать?

14 Эсир пухура тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пултӑр пулсан сире авалхи Туррӑн ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Туррӑн ҫак ӗҫлекенӗсем Иегова пӗтӗмпех тӳрлетессе чӑтӑмлӑн кӗтсе тӑнӑ. Иосифа аса илер. Вӑл хӑйӗн пиччӗшӗсене пула нумай хӗн курнӑ, ҫавах та усалланса кайман. Ун вырӑнне вӑл чуна парса Иеговӑшӑн ӗҫленӗ. Иегова вара ӑна тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн пилленӗ (Пулт. 39:21). Пиччӗшӗсене пула Иосиф нумай йывӑрлӑх тӳснӗ пулсан та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл вӗсене каҫарнӑ тата Иегова хӑйӗнпе пӗрле пулнине курнӑ (Пулт. 45:5). Иегова пӗтӗмпех тӳрлетессе кӗтнӗ май эпир унпа ҫывӑхланатпӑр пулсан, Иосиф пекех, чӗрере канӑҫлӑх туйӑпӑр (Пс. 7:18; 72:28).

15. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан пӗр хӗрарӑм тӑвана мӗн пулӑшнӑ?

15 Паллах, эпир Иосиф тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулмасан та пултаратпӑр. Ҫапах та, тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулни пирӗн чӗрене ыраттарать. Хамӑра кӳрентернӗ ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлесен те, ӗҫлемесен те, Библири принципсене тытса тӑни пире пулӑшма пултарать (Флп. 2:3, 4). Пӗр хӗрарӑм тӑванпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл Яна ятлӑ тейӗпӗр. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм ун ҫинчен йӗплесе калаҫнине пӗлнӗ. Ҫакӑ ун чӗрине ыраттарнӑ пулин те вӑл туйӑмсем хыҫҫӑн каяс темен. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ха? Вӑл Иисус хӑйне мӗнле тытни ҫинчен шухӑшланӑ — ӑна хӑртнӑ пулсан та вӑл нихӑҫан та хирӗҫ каламан (1 Петр 2:21, 23). Ҫавӑнпа та Яна пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑмӑн сӑмахӗсене чӗре патне илмен. Каярахпа вӑл ҫав хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ питӗ япӑх пулнине тата ҫакӑншӑн вӑл пӑшӑрханнине пӗлнӗ. Вара Яна пӗрле ӗҫлекен шухӑшламасӑр калаҫнӑ пуль тесе шутланӑ. Ҫак лару-тӑрура чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн тата хӑйне тӗрӗс тытнӑшӑн Яна питӗ савӑнать тата вӑл чӗрере канӑҫлӑх туять.

16. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан сире мӗн йӑпатма пултарӗ? (1 Петр 3:12).

16 Эсир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пултӑр пулсан е урӑх сӑлтава пула сирӗн чӗре ыратать пулсан, ҫакна асра тытӑр: Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать» (Пс. 33:19). Вӑл сире чӑтӑмлӑ пулнишӗн тата хӑйне шанса тӑнишӗн юратать (Пс. 54:23). Иегова — пӗтӗм ҫӗрӗн судйи, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать. (1 Петр 3:12 вуласа парӑр.) Апла пулсан, йывӑр лару-тӑрӑва лексен тата мӗн тумаллине пӗлмесен Иеговӑна кӗтӗр.

ИЕГОВӐНА КӖТЕКЕНСЕМ ИКСӖЛМИ ПИЛЛӖХСЕМ ИЛӖҪ

17. Исаия 30:18-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова мӗн тума сӑмах парать?

17 Кӗҫех Турӑ Патшалӑхӗ пирӗн юратакан Атте мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна веҫех пурнӑҫлать. Исаия 30:18-мӗшӗнче (ҪТ) ҫапла каланӑ: «Ҫавӑнпа та Иегова сире кӑмӑлланине кӑтартмашкӑн кӗтсе тӑрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сире хӗрхенӳ кӑтартмашкӑн ҫӗкленӗ. Мӗншӗн тесен Иегова — тӗрӗс суд тӑвакан Турӑ. Ӑна кӗтекенсем пурте телейлӗ». Иеговӑна шанса кӗтекенсем халӗ те, ҫӗнӗ тӗнчере те нумай пиллӗх илӗҫ.

18. Пире мӗн кӗтет?

18 Ҫӗнӗ тӗнчере Иеговӑн ӗҫлекенӗсен нимӗнле йывӑрлӑхсем те, нимӗнле пӑшӑрханусем те пулмӗҫ. Тӗрӗсмарлӑх та, вӑл кӳрекен йывӑр туйӑмсем те тек пулмӗҫ (Ӳлӗм. 21:4). Пурӑнмалӑх мӗн кирли ҫинчен те пӑшӑрханмалла пулмӗ, мӗншӗн тесен пӗтӗмпех тулӑх пулӗ (Пс. 71:16; Ис. 54:13). Мӗн тери чаплӑ шанчӑк!

19. Иегова пире мӗн валли хатӗрлет?

19 Хальлӗхе вара Иегова пире ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма хатӗрлет. Вӑл пире япӑх енсене пӗтерсе лайӑххисене аталантарма пулӑшать. Пире питӗ лайӑх пурнӑҫ кӗтет, ҫавӑнпа ан парӑнӑр. Айтӑр малалла та Иегова хӑй панӑ сӑмахсене пурнӑҫласса чӑтӑмлӑн кӗтсе тӑрар.

118-МӖШ ЮРӐ «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»

^ 5 абз. Эсир ватӑ тӑвансем «Армагеддон ҫитиччен хам ватӑласса шутламан та» тесе каланине илтнӗ пулӗ. Эпир пурте ҫак усал тӗнчере пурӑнса йӑлӑхса ҫитрӗмӗр тата эпир Иегова ҫак тӗнчене пӗтерессе питӗ кӗтетпӗр. Акӑ мӗншӗн пирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла. Ҫак статьяра эпир чӑтӑмлӑ пулма пулӑшакан Библири хӑш-пӗр принципсене пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, мӗнле икӗ лару-тӑрура пирӗн чӑтӑмлӑ пулмаллине курӑпӑр. Юлашкинчен вара, чӑтӑмлӑн кӗтекенсене мӗнле награда пуласса пӗлӗпӗр.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑвана ашшӗ-амӑшӗ мӗн пӗчӗкренех кӗлтума вӗрентнӗ, вара ҫакӑ унӑн йӑлана кӗнӗ. Ҫамрӑк чухне вӑл пионер пулса тӑнӑ та сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫулсем иртсен унӑн упӑшки хытӑ чирлесе ӳксен вӑл Иеговӑна йӑлӑнса пурне те чӑтса ирттерме вӑй ыйтнӑ. Халӗ те, упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл яланах кӗлтӑвать. Вӑл Иегова унӑн кӗллисем ҫине унччен хуравланӑ пекех халӗ те хуравласса ҫирӗп шанать.