Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

33-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑшӑн хӑвӑр мӗн тума пултарнишӗн савӑнӑр

Иеговӑшӑн хӑвӑр мӗн тума пултарнишӗн савӑнӑр

«Чунпа аташса ҫӳриччен куҫпа курни лайӑхрах» (ЕККЛ. 6:9).

111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Нумай тӑванӑн мӗн тӑвас кӑмӑл пур?

 ҪАК тӗнче кӗҫех пӗтет, ҫавӑнпа пирӗн питӗ нумай ӗҫ (Матф. 24:14; Лука 10:2; 1 Петр 5:2). Эпир пурте Иеговӑн ӗҫӗнче нумайрах тӑвасшӑн. Пирӗнтен нумайӑшӗ ытларах ырӑ хыпар сарма шут тытнӑ. Хӑшӗ-пӗри пионер пулма, теприсем Вефильте ӗҫлеме, ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшӑнма тӗллев лартнӑ. Арҫын тӑвансем вара нумайӑшӗ пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пулма юрӑхлӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ (1 Тим. 3:1, 8). Хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ҫапла хастар пулни Иеговӑна питӗ савӑнтарать (Пс. 109:3; Ис. 6:8).

2. Ӗмӗтсем пурнӑҫланмасан эпир мӗн туйма пултаратпӑр?

2 Хӑш-пӗр чухне чылай вӑхӑт иртсен те пирӗн тӗллев пурнӑҫланмасть. Тата хӑш-пӗрисем ватӑ пулнине пула е урӑх сӑлтава пула хӑйсем ӗмӗтленекен пухури тивӗҫсене илме пултараймаҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене питӗ кулянтарма пултарать (Ытар. 13:12). Сӑмахран, Мелиссӑн * Вефильте ӗҫлес е Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес килет. Анчах та вӑл ҫамрӑках мар, ҫавӑнпа унӑн ҫакна тума май ҫук. Мелисса ҫапла калать: «Ман ӗмӗтсем пурнӑҫланаймаҫҫӗ. Хушӑран мана ҫакӑ питӗ хурлантарать».

3. Тивӗҫсем туса тӑма хатӗрленес тесе мӗн тума пулать?

3 Ҫамрӑк арҫын тӑвансемпе хӗрарӑм тӑвансен тивӗҫсем илме хатӗрленес тесен Иеговӑпа ҫывӑхланмалла тата лайӑх енсене аталантармалла. Ҫамрӑксем ытларах чухне пултаруллӑ, хӑюллӑ тата вӑйлӑ. Анчах та хӑш-пӗр чухне вӗсене ӑслӑлӑх, чӑтӑмлӑх ҫитсех каймасть тата вӗсен ыттисене хисеплеме вӗренмелле. Хӑвӑрӑн хӑш енчен лайӑхланса пымалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр та кирлӗ улшӑнусем тӑвӑр. Вара, тен, хӑвӑр кӗтмен чухнех, старейшинӑсем сире тивӗҫсем шанса парӗҫ. Ник ятлӑ арҫын тӑванпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Ҫирӗм ҫулта пулнӑ чухне хӑйне пулӑшакан ӗҫчен пулма лартманшӑн вӑл питӗ хытӑ куляннӑ. Вӑл ҫапла аса илет: «Эпӗ „тен, эпӗ темскер тӗрӗс мар тӑватӑп“ тесе шутлаттӑмччӗ». Ҫавах та Ник алла усман, вӑл малалла та хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ тата хӑйне шанса панӑ ӗҫсене лайӑх тума тӑрӑшнӑ. Халӗ вӑл Вефильте, филиал комитетӗнче ӗҫлесе тӑрать.

4. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

4 Тен, эсир халӗ пӗр-пӗр тӗллев пурнӑҫланайманшӑн кулянатӑр. Ҫапла пулсан хӑвӑр мӗн туйнине Иеговӑна каласа парӑр тата опытлӑ тӑвансенчен хӑвӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине ыйтса пӗлӗр те вӗсен канашӗсене пурнӑҫра тытса тӑрӑр (Пс. 36:5—7). Вара, тен, сире хӑвӑр илес тенӗ тивӗҫсене шанса парӗҫ. Анчах та, Мелиссӑн пекех, сирӗн хӑш-пӗр тӗллевсем пурнӑҫланаймасан та пултараҫҫӗ. Вара малалла та савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалла? Ҫакна пӗлес тесе айтӑр виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар: 1) Савӑнӑҫ мӗнрен килет? 2) Савӑнӑҫлӑрах пулас тесен мӗн тумалла? 3) Мӗнле тӗллевсене пурнӑҫлани пире савӑнӑҫ парать?

САВӐНӐҪ МӖНРЕН КИЛЕТ?

5. Савӑнӑҫ мӗнрен килет? (Екклесиаст 6:9).

5 Савӑнӑҫ мӗнрен килни Екклесиаст 6:9-мӗшӗнчен лайӑх курӑнать. (Вуласа парӑр.) Ҫын хӑйӗн куҫӗ мӗн курать, ҫавӑншӑн савӑнать пулсан, апла вӑл хӑйӗн мӗн пурришӗн пархатарлӑ. Чунпа аташса ҫӳрекенни вара хӑй илме пултарайманнишӗн ҫунать. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Савӑнӑҫлӑ пулас тесен хамӑрӑн мӗн пурришӗн пархатарлӑ пулмалла тата хамӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартмалла.

6. Эпир мӗнле ытарӑша пӑхса тухӑпӑр тата уйрӑмах мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр?

6 Кашни ҫын малалла аталанасшӑн тата ҫитӗнӳсем тӑвасшӑн. Мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнсан вара савӑнӑҫлӑ пулма пулать-и? Пулать. Савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшӗ-ши? Айтӑр талантсем ҫинчен калакан Иисусӑн ытарӑшне пӑхса тухар (Матфей 25:14—30). Эпир уйрӑмах хамӑр лару-тӑрура савӑнӑҫлӑ пулма пире мӗн пулӑшни ҫинчен тата мӗне пула эпир татах та савӑнӑҫлӑрах пулма пултарни ҫинчен калаҫӑпӑр.

САВӐНӐҪЛӐРАХ ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

7. Иисусӑн ытарӑшне кӗскен каласа парӑр.

7 Иисус ытарӑшӗнче пӗр арҫын инҫе ҫула каясшӑн пулнӑ. Кайиччен вара хӑйӗн чурисене талантсем валеҫсе панӑ та тупӑш тума хушнӑ *. Вӑл ҫак талантсене чурасен пултарулӑхне кура панӑ: пӗрне пилӗк талант, теприне иккӗ, виҫҫӗмӗшне вара пӗр талант. Икӗ чури хӑйсен ӗҫне лайӑх тунӑ, анчах виҫҫӗмӗшӗ пирки ҫапла калаймӑн. Унӑн хӑйне панӑ таланта ӗҫе хывма шухӑш та пулман. Хуҫине вара ҫакӑ питӗ килӗшмен.

8. Пӗрремӗш чура мӗншӗн савӑннӑ?

8 Пӗрремӗш чура хӑйне ҫавӑн пек питӗ пысӑк укҫа — пилӗк талант панӑшӑн питӗ хавхаланнӑ пулӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ӑна хуҫи шаннине кӑтартнӑ. Иккӗмӗш чура пирки вара мӗн калама пулать? Вӑл хуҫи хӑйне сахалрах укҫа шанса панӑшӑн кӳренме пултарнӑ. Анчах та вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ?

Иисусӑн ытарӑшӗнчи иккӗмӗш чураран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? 1. Вӑл хуҫинчен икӗ талант укҫа илнӗ. 2. Ытларах укҫа ӗҫлесе илес тесе вӑл тӑрӑшса ӗҫленӗ. 3. Вӑл хӑйне шанса панӑ укҫаран икӗ хут ытларах укҫа ӗҫлесе илнӗ (9—11 абзацсене пӑхӑр)

9. Иккӗмӗш чура хӑйне мӗнле тытнӑ? (Матфей 25:22, 23).

9 Матфей 25:22, 23 вуласа парӑр. Ҫак ытарӑшра иккӗмӗш чури хӑйне икӗ талант кӑна панӑшӑн кӳреннӗ тесе каламан. Вӑл ҫапла мӑкӑртатман: «Ҫакӑ анчах-и? Мӗншӗн пӗрремӗш чура пилӗк талант илнӗ, мана вара иккӗ кӑна панӑ? Эпӗ мӗн, унран япӑхрах-им? Хуҫа мана шанмасть пулсан, унӑн таланчӗсене ҫӗр айне пытарса хурӑп. Манӑн хамӑн та ӗҫсем нумай».

10. Иккӗмӗш чура хӑйне шанса панӑ талантсемпе мӗн тунӑ?

10 Пӗрремӗш чура пекех, иккӗмӗш чури те хӑйне шанса панӑ ӗҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхман. Вӑл хӑйӗн хуҫишӗн тӑрӑшсах ӗҫленӗ. Вара хӑйне шанса панинчен те икӗ хут ытларах укҫа тунӑ. Вӑл вӑй хунӑшӑн хуҫи ӑна мухтаса илнӗ те тата ытларах ӗҫ шанса панӑ.

11. Савӑнӑҫлӑрах пулас тесен мӗн тумалла?

11 Ҫавӑн евӗрлех, хамӑра шанса панӑ пур ӗҫе те лайӑх тума тӑрӑшсан, эпир те савӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр. Ҫавӑнпа ырӑ хыпара хастаррӑн сарӑр тата пухури ӗҫсене те тӑрӑшса тӑвӑр (Ап. ӗҫ. 18:5; Евр. 10:24, 25). Кашни тӗлпулӑва лайӑх хатӗрленӗр. Вара тӑвансене эсир калакан комментарисем хавхалантарӗҫ. Эрне варринче иртекен тӗлпулура сире задани парсан ӑна тӗплӗн хатӗрлӗр. Енчен те арҫын тӑвансем сире мӗн те пулин тума ыйтрӗҫ пулсан, ӗҫе лайӑх тата вӑхӑтра тӑвӑр. Ҫак ӗҫсене туни вӑхӑта сая яни ҫеҫ тесе ан шутлӑр. Пур ӗҫе те лайӑх тума вӗренӗр (Ытар. 22:29). Иеговӑн ӗҫӗнче мӗн чухлӗ ытларах тӑрӑшса ӗҫлетӗр, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иеговӑпа ҫывӑхланатӑр тата савӑнӑҫлӑ пулатӑр (Гал. 6:4). Вара хӑвӑр илес тенӗ тивӗҫсене ыттисене шанса парсан та эсир вӗсемшӗн савӑнатӑр (Рим 12:15; Гал. 5:26).

12. Никпа Мелисса савӑнӑҫлӑрах пулас тесе мӗн тунӑ?

12 Маларах асӑннӑ Мелиссӑна аса илер. Вӑл хӑй Вефильте ӗҫлеме пултарайманнине тата Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренме пултарайманнине питӗ лайӑх ӑнланать. Ҫав-ҫавах Мелисса ал усмасть. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ пионер пулса ӗҫлетӗп тата ҫак ӗҫе чун-чӗререн туса тӑратӑп. Эпӗ тӗрлӗ майпа ырӑ хыпар сарма тӑрӑшатӑп. Ҫакӑ вара нумай савӑнӑҫ кӳрет». Ник тӑвана вара хӑй ӗмӗчӗ пурнӑҫланиччен, хӑйне пулӑшакан ӗҫчен пулма лартиччен, савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл акӑ мӗн калать: «Эпӗ хам мӗн тума пултарнине туса тӑтӑм. Эпӗ ырӑ хыпара хастарлӑрах сарма тӑрӑшрӑм тата тӑвансене хавхалантарас тесе комментарисене лайӑх хатӗрлеттӗм. Тата эпӗ Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫыртӑм, ҫулталӑк иртсен вара мана унта ӗҫлеме чӗнчӗҫ».

13. Хамӑра шанса панӑ ӗҫсене тӑрӑшса туса тӑрсан эпир мӗн туйӑпӑр? (Екклесиаст 3:13).

13 Эпир хамӑра шанса панӑ ӗҫе тӑрӑшсах тӑватпӑр пулсан, ҫакӑ пире тивӗҫсем параҫҫех тенине пӗлтерет-и? Тен, Ника тивӗҫсем шанса панӑ пекех сире те тӗрлӗ тивӗҫсем шанса парӗҫ. Анчах тивӗҫсем шанса памаҫҫӗ пулсан та, эсир хӑвӑр ӗҫсене тӑрӑшса тӑватӑр пулсан, Мелисса пекех савӑнӑҫлӑ пулма пултаратӑр. (Екклесиаст 3:13 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, эпир вӑй хунине курса пирӗн Хуҫа, Иисус Христос, питӗ савӑнать, ҫакӑ та пире телейлӗ тӑвать.

МӖНЛЕ ТӖЛЛЕВСЕНЕ ПУРНӐҪЛАНИ САВӐНӐҪ КӲРЕТ?

14. Тӗллевсем лартса пурнӑҫлас тӗлӗшрен мӗн асра тытмалла?

14 Хамӑра шанса панӑ тивӗҫсемпе ҫырлахни Иеговӑн ӗҫӗнче тек тӗллевсем лартмалла маррине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук, тӗллевсене лартмаллах. Вара эпир ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстеретпӗр тата тӑвансене пулӑшма пултаратпӑр. Тата ҫакна асра тытӑр: хамӑр ҫинчен мар, тӑвансем ҫинчен шухӑшлани, ӑслӑ-тӑнлӑ та йӑваш пулни хамӑр лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшать (Ытар. 11:2; Ап. ӗҫ. 20:35).

15. Мӗнле тӗллевсене пурнӑҫлани савӑнӑҫ парать?

15 Эсир мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑр? «Хӑм мӗн тума пултарнипе мӗн тума пултарайманнине ӑнланма пулӑшсам» тесе Иеговӑна кӗлтӑвӑр (Ытар. 16:3; Иак. 1:5). Тен, эсир  пӗрремӗш абзацра асӑннӑ пӗр-пӗр тӗллеве пурнӑҫлама пултаратӑр. Сӑмахран, пулӑшакан е тулли пионер пулма, Вефильте ӗҫлеме е ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшӑнма тӗллев лартма пултаратӑр. Е, тен, эсир ют чӗлхе вӗренсе ҫав чӗлхепе хӑш вырӑнта калаҫаҫҫӗ, ҫавӑнта куҫса каяс тейӗр. Сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнас тесен мӗн тумаллине пӗлес тесе «Организованы, чтобы исполнять волю Иеговы» кӗнекери 10-мӗш сыпӑка вулама е хӑвӑр пухури старейшинӑсемпе калаҫса пӑхма пулать *. Тӗллеве пурнӑҫласа пынӑ май ыттисем те эсир тунӑ ҫитӗнӳсене курӗҫ, хӑвӑр та савӑнӑҫлӑрах пулатӑр.

16. Пӗр-пӗр тӗллеве пурнӑҫлама пултараймастӑр пулсан, мӗн тумалла?

16 Эсир маларах илсе панӑ тӗллевсене хальлӗхе пурнӑҫлама пултараймастӑр пулсан, мӗн тумалла? Урӑх тӗллев ҫинчен, хӑвӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллев ҫинчен, шухӑшласа пӑхӑр. Мӗнле тӗллевсем лартма пулать-ха?

Эпир мӗнле тӗллевсем лартма пултаратпӑр? (17-мӗш абзаца пӑхӑр) *

17. 1 Тимофей 4:13, 15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, арҫын тӑванӑн ӑсталӑха ӳстерес тесен мӗн тумалла?

17 1 Тимофей 4:13, 15 вуласа парӑр. Эсӗ шыва кӗнӗ арҫын тӑван пулсан, калаҫас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер. Ҫак тӗлӗшрен лайӑхланса пырас тесе пӗрмай тӑрӑш, вара эсӗ мӗн вуласа пани, мӗн калани тата мӗн вӗрентни сана итлекенсен чӗрине пырса тивӗ. «Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер» брошюрӑна тӗпчесе тух. Тӳрех пур урока та ан вӗрен, пӗрин хыҫҫӑн теприне пӑхса тух. Кайран вара сӑмах тухса калама хатӗрленнӗ чухне ҫав брошюрӑри канашсемпе усӑ кур тата репетици ту. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсенчен, уйрӑмах канаш паракан арҫын тӑванран, пулӑшу ыйт (1 Тим. 5:17) *. Анчах та ӑсталӑха ӳстерес тесе кӑна мар, тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе тата вӗсене хӑйсем мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма хавхалантарас тесе те тӑрӑш. Ҫакӑ вара сана хӑвна та, сана итлекенсене те савӑнтарӗ.

Эпир мӗнле тӗллевсем лартма пултаратпӑр? (18-мӗш абзаца пӑхӑр) *

18. Ӑста хыпарҫӑ тата лайӑх вӗрентекен пулас тесен мӗн тума пулать?

18 Пире пурне те пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ — ырӑ хыпар сарма тата вӗренекенсене хатӗрлеме (Матф. 28:19, 20; Рим 10:14). Эсир ҫак ӗҫе лайӑхрах тума вӗренесшӗн-и? Ҫак тӗлӗшрен те «Ӑсталӑха ӳстер» брошюра пулӑшма пултарать. Пӗр-пӗр урока вӗреннӗ чухне унти канашсемпе усӑ курма тӗллев лартӑр. Тата «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрадӗнче те нумай усӑллӑ шухӑш тупма пулать. Унсӑр пуҫне, эпир тӗлпулусенче ырӑ хыпара мӗнле сармалли ҫинчен калакан видеороликсем пӑхатпӑр, вӗсем те пире хамӑр ӑсталӑха ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Тӗрлӗ майсемпе усӑ курса пӑхӑр, вара хӑшӗ ӑнӑҫлӑ пулнине курма пултарӑр. Ҫак канашсемпе усӑ курсан эсир ӑста вӗрентекен пулса тӑратӑр тата ырӑ хыпар сарас ӗҫ сире ытларах савӑнӑҫ парӗ (2 Тим. 4:5).

Эпир мӗнле тӗллевсем лартма пултаратпӑр? (19-мӗш абзаца пӑхӑр) *

19. Лайӑх енсене аталантарас тесен мӗн тумалла?

19 Тата эпир лайӑх енсене аталантарма та тӗллев лартма пултаратпӑр. Ҫак тӗллеве мӗнле пурнӑҫламалла? (Гал. 5:22, 23; Кол. 3:12; 2 Петр 1:5—8). Калӑпӑр, эсир хӑвӑр ӗненӗве ҫирӗплетесшӗн. Ун пек пулсан эсир пирӗн публикацисенче ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшакан канашсем шырама пултаратӑр. Унсӑр пуҫне, JW Телекурав кӑларӑмӗсенче йывӑрлӑхсенче те хытӑ ӗненнӗ тӑвансен тӗслӗхӗсене кӑтартнӑ. Ҫав видеороликсене тепре пӑхса илӗр тата тӑвансенчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫакӑ веҫех ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗ.

20. Савӑнмалли сӑлтавсем нумайрах, кулянмалли сӑлтавсем вара сахалрах пулччӑр тесен мӗн тумалла?

20 Паллах, эпир пурте халӗ Иеговӑшӑн мӗн туса тӑнинчен ытларах тӑвасшӑн. Ҫӗнӗ тӗнчере эпир хамӑр ӗмӗте пурнӑҫлама пултарӑпӑр — Иеговӑшӑн туллин ӗҫлесе тӑрӑпӑр. Хальлӗхе вара пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме мӗнле майсем пур, ҫав майсемшӗн пархатарлӑ пулар. Вара пирӗн пурнӑҫра савӑнмалли сӑлтавсем нумайрах, кулянмалли сӑлтавсем вара сахалрах пулӗҫ. Чи кирли вара, эпир Иеговӑна, хамӑр «телейлӗ Турра» мухтава кӑларӑпӑр (1 Тим. 1:11, ҪТ). Айтӑр Иеговӑшӑн хамӑр мӗн тума пултарнишӗн савӑнар!

82-МӖШ ЮРӐ Сирӗн ҫутӑ ҫутаттӑр

^ 5 абз. Эпир Иеговӑна питӗ хытӑ юрататпӑр тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑрасшӑн. Ҫавӑнпа эпир ытларах ырӑ хыпар сарма тата пухури тивӗҫсене туса тӑма юрӑхлӑ пулма чунтан тӑрӑшатпӑр. Анчах та эпир тем пек тӑрӑшсан та пирӗн хӑш-пӗр тӗллевсем пурнӑҫланмасан та пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне ал усас мар тесен тата малалла та савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалла? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесе айтӑр талантсем ҫинчен калакан ытарӑша пӑхса тухар.

^ 2 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 7 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра пӗр талант ӗҫлесе илес тесен ахаль ҫыннӑн ҫирӗм ҫула яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ.

^ 15 абз. Библи шыва кӗнӗ арҫын тӑвансене пулӑшакан ӗҫченсем е старейшинӑсем пулма хавхалантарать. Ҫак тивӗҫсене туса тӑма кам юрӑхлине «Организованы, чтобы исполнять волю Иеговы» кӗнекери 5, 6 сыпӑксенче ҫырса панӑ.

^ 17 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Канаш паракан арҫын тӑван вӑл — пухури старейшина. Вӑл старейшинӑсене тата пулӑшакан ӗҫченсене сӑмах тухса калас, пунктсене сӳтсе явас тата пухура вуламалли материала вуласа парас тӗлӗшрен лайӑхланма пулӑшас тесе канашсем парать. Ҫав тӑван канашсене кирлӗ чухне ҫеҫ парать тата тӑвансемпе куҫа куҫӑн калаҫать.

^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. Ӑста вӗрентекен пулас тесе арҫын тӑван пирӗн публикацисене тӗпчет.

^ 66 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван тӗрлӗ майсемпе ырӑ хыпар сарма тӗллев лартнӑ, вӑл официанткӑна jw.org визиткӑна парать.

^ 68 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван уҫӑ кӑмӑллӑрах пулма тӗллев лартнӑ, вӑл тепӗр хӗрарӑм тӑвана парне парать.