Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

34-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Астивсе пӑхӑр», Иегова епле ыррине курӑр

«Астивсе пӑхӑр», Иегова епле ыррине курӑр

«Астивсе пӑхӑр, Ҫӳлхуҫа епле ыррине курӑр! Ӑна шанса тӑракан ҫын телейлӗ!» (ПС. 33:9).

117-МӖШ ЮРӐ Ырӑ ӗҫсем тӑвар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Псалом 33:9-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова мӗн тери ырӑ пулнине пӗлес тесен мӗн тумалла?

КАЛӐПӐР, сире хӑвӑр унччен ҫисе курман апатпа хӑналаҫҫӗ. Вара эсир чашӑкра мӗн выртнине пӑхатӑр, апата шӑршласа пӑхатӑр, ӑна мӗнле хатӗрленине тата ҫак апата ҫисе курнӑ ҫынсенчен вӑл вӗсене килӗшнипе килӗшменнине ыйтса пӗлетӗр. Ҫапах та ҫак апат тути мӗнлерех пулнине, вӑл тутлипе тутлӑ маррине пӗлес тесен сирӗн хӑвӑрӑн ӑна тутанса пӑхмалла.

2 Библипе публикацисене вуласа тата тӑвансем хӑйсене Иегова мӗнле пулӑшнине каласа панинчен Иегова ырӑ Турӑ пулнине курма пулать. Ҫав-ҫавах Иегова мӗн таран ырӑ пулнине ӑнланас тесен пирӗн ҫакна хамӑр ҫинче туйса илмелле. (Псалом 33:9 вуласа парӑр.) Калӑпӑр, эсир Иеговӑшӑн ытларах тӑвасшӑн. Ҫакна тӑвас тесе сирӗн хӑвӑр пурнӑҫа ансатлатмаллине те эсир пӗлетӗр. Иисус кам Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хурать, ҫавсене Иегова мӗн кирлине парать тесе шантарнӑ (Матф. 6:33). Эсир ҫак сӑмахсене пӗрре анчах мар вуланӑ пулӗ. Анчах та ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнине хӑвӑр ҫинче туйса курман тейӗпӗр. Вара эсир мӗн тӑватӑр? Иисусӑн сӑмахӗсене ӗненсе укҫана перекетлеме пуҫлатӑр, сахалрах ӗҫлеме шут тытатӑр тата ырӑ хыпар сарассине малти вырӑна хуратӑр. Вара Иегова хӑвӑршӑн тӑрӑшнине туйса илетӗр. Урӑхла каласан, эсир «астивсе пӑхрӑр» та Иегова мӗнле ыррине куртӑр.

3. Псалом 30:20-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова уйрӑмах кама пиллет?

3 Иегова пуринпе те, ҫав шутрах кам ӑна пӗлмест, ҫавсемпе те, ырӑ (Пс. 144:9; Матф. 5:45). Хӑйне юратакансене тата хӑйӗншӗн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑракансене вара вӑл уйрӑмах пиллет. (Псалом 30:20 вуласа парӑр.) Айтӑр Иегова пире паракан хӑш-пӗр пиллӗхсем ҫинчен калаҫар.

4. Иегова хӑйӗнпе ҫывӑхланса пыракансемпе ырӑ пулни ӑҫтан курӑнать?

4 Эпир Иеговӑн канашӗсемпе усӑ курни пирӗн пурнӑҫа лайӑхлатнине куратпӑр. Иеговӑна пӗлсе пынӑҫемӗн эпир ӑна ытларах та ытларах юратнӑ, вӑл вара пире хӑйне килӗшмен шухӑшсемпе йӑласене пӗтерме пулӑшнӑ (Кол. 1:21). Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗрсен эпир унӑн ырӑлӑхне тата ытларах туйса илтӗмӗр — вӑл пире таса совесть пачӗ тата хӑйӗн тусӗ пулма май пачӗ (1 Петр 3:21, ҪТ).

5. Эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иегова пирӗнпе ырӑ пулни ӑҫтан курӑнать?

5 Эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне те Иегова пирӗнпе ырӑ пулнине куратпӑр. Тен, эсир именчӗк ҫын. Иегова Свидетелӗсем хушшинче ҫавӑн пек ҫынсем чылай. Шыва кӗриччен эсир палламан ҫынсем патне кайса вӗсемпе Библи ҫинчен калаҫасса шутламан та пулӗ. Халӗ вара эсир кашни кун тенӗ пекех ырӑ хыпар саратӑр. Унтан та ытларах, Иеговӑна пула эсир ҫак ӗҫе юратма та пуҫланӑ. Иегова пире урӑх майпа та пулӑшса тӑрать. Сӑмахран, ырӑ хыпар сарнӑ чухне кам та пулин пире кӑшкӑрса тӑксан Иегова пире канӑҫлӑх парать. Ҫын пире итлесен вара Иегова пире кирлӗ сӑвӑ йӗркисене аса илтерет. Тата ҫынсем пире итлемесен те Иегова вӑй парса тӑнипе эпир малалла та ырӑ хыпар саратпӑр (Иер. 20:7—9).

6. Мӗншӗн Иегова пире вӗрентнинчен вӑл пирӗнпе ырӑ пулни курӑнать теме пулать?

6 Иегова пире ырӑ хыпар сарма вӗрентнинчен те вӑл пирӗнпе ырӑ пулни курӑнать (Иоанн 6:45). Эрне варринче иртекен тӗлпулусенче эпир ҫынсемпе мӗнле калаҫмаллине кӑтартакан видеороликсем пӑхатпӑр. Вара хамӑр ырӑ хыпар сарнӑ чухне те унти шухӑшсемпе усӑ курма пултаратпӑр. Тен, ҫӗнӗ майсемпе усӑ курма эпир малтан хӑракалатпӑр, анчах ҫак майсем пире ӑнӑҫлӑрах пулма пулӑшаҫҫӗ. Тӗлпулусемпе конгрессенче те пире тӗрлӗ меслетсемпе, хамӑр усӑ курса пӑхман меслетсемпе, усӑ курма хавхалантараҫҫӗ. Паллах, мӗн те пулин ҫӗнни пире хӑратма пултарать. Анчах эпир вӑй хурсан Иегова пире пиллетех. Халӗ вара айтӑр Иегова хӑйӗншӗн чун-чӗререн ӗҫлекенсене мӗнле пилленине пӑхса тухар. Кайран вара Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесен мӗн тумаллине курӑпӑр.

ИЕГОВА ХӐЙНЕ ШАНАКАНСЕНЕ ПИЛЛЕТ

7. Эпир Иеговӑшӑн ытларах тума тӑрӑшатпӑр пулсан мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?

7 Эпир Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр. Колумбире пурӑнакан Самуэль * ятлӑ старейшинӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Ӑна хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле хӑйсен пухӑвӗнче пионер пулса ӗҫлеме питӗ килӗшнӗ. Анчах та вӗсен Иеговӑшӑн ытларах тӑвас килнӗ, вара вӗсем хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каяс тенӗ. Вӗсен хӑйсене килӗшнӗ япаласене хӑварма тивнӗ. Самуэль ҫапла калать: «Эпир Матфей 6:33-мӗшӗнчи канаша итлерӗмӗр те кирлех мар япаласем илме пӑрахрӑмӑр. Хамӑр юратнӑ хваттере хӑварасси вара чи йывӑрри пулчӗ. Вӑл питӗ хӑтлӑччӗ, пире питӗ килӗшетчӗ тата уншӑн пӗр парӑм та ҫукчӗ». Ҫӗнӗ вырӑна куҫса кайсан Самуэль хӑйсене пурӑнмалӑх чылай сахалрах укҫа кирлӗ пулнине ӑнланнӑ. Вӑл малалла акӑ мӗн калать: «Эпир Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравланине тата пире ертсе пынине курсах тӑтӑмӑр. Тата вӑл пире юратнине тата ырланине нихҫанхинчен ытларах туйса тӑтӑмӑр». Эсир Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе хӑвӑр пурнӑҫра улшӑнусем тума пултаратӑр-и? Улшӑнусем тӑвас тетӗр пулсан, ан иккӗленӗр: Иегова сирӗншӗн тӑрӑшӗ тата эсир унпа ҫывӑхланса пырӑр (Пс. 18:25, ҪТ).

8. Иванпа Викторин сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

8 Иеговӑшӑн ӗҫлени пире ытларах савӑнӑҫ парать. Киргизире пионерсем пулса ӗҫлекен пӗр мӑшӑрӑн, Иванпа Викторин, сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӗсем организаци шанса паракан кирек мӗнле ӗҫе те, сӑмахран, ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе, хутшӑнма май пултӑр тесе ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ. Иван акӑ мӗн калать: «Пире ҫӗнӗ ӗҫ шанса парсан эпир ҫав ӗҫе пуҫӗпех путаттӑмӑр. Паллах, эпир кун вӗҫне ывӑнса ҫитетпӗрччӗ, анчах та Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫленӗрен хамӑра телейлӗ туяттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, эпир нумай ҫӗнӗ тус тупрӑмӑр тата пирӗн аса илмелли те нумай. Ҫакӑ та питӗ савӑнтарать» (Марк 10:29, 30).

9. Пӗр хӗрарӑм тӑван йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе мӗн тӑвать тата вӑл мӗн туять?

9 Йывӑр лару-тӑрура та Иеговӑшӑн ӗҫлени пире савӑнтарать. Ҫакна Хӗвеланӑҫ Африкӑра пурӑнакан Мирей ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ ҫирӗплетсе парать. Унӑн упӑшки вилнӗ. Мирей тухтӑр пулса ӗҫленӗ, пенсие тухсан вара пионер пулса тӑнӑ. Мирей артритпа аптрать, ҫавӑнпа та ӑна утса ҫӳреме йывӑр. Вӑл килтен киле ырӑ хыпар сарма каясса та пӗр сехетлӗхе кӑна кайма пултарать. Стендпа вара вӑл ытларах вӑхӑт хушши ырӑ хыпар сарма пултарать. Вӑл Библипе интересленекен нумай ҫынпа калаҫать тата чылай ҫынпа Библи вӗренет. Нумайӑшӗпе вӑл телефонпа ҫыхӑнать. Ҫак тӑвана хастаррӑн ырӑ хыпар сарма мӗн хавхалантарса тӑрать? «Эпӗ Иеговӑпа Иисус Христоса питӗ хытӑ юрататӑп,— тесе калать Мирей.— Тата эпӗ Иеговӑран ырӑ хыпар сарас ӗҫре май килнӗ таран ытларах тума пулӑшма ыйтатӑп» (Матф. 22:36, 37).

10. Иоанн 6:45-мӗшӗ тӑрӑх, Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес текенсен мӗнле май уҫӑлать?

10 Эпир ҫӗннине вӗренетпӗр. Акӑ Маврикире пионер пулса ӗҫлекен Кенни ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Чӑнлӑха пӗлсен вӑл университетра вӗренме пӑрахнӑ та шыва кӗнӗ, кайран вара пионер пулса тӑнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Манӑн „кунтах эпӗ, мана яр“ тенӗ Исаия пророк пекех пулас килет» (Ис. 6:8). Кенни ҫурт-йӗр туса лартас проектсене тата пирӗн публикацисене хӑйӗн тӑван чӗлхи ҫине куҫарас ӗҫе хутшӑннӑ. «Организаци вӗрентнине пула эпӗ хама шанса панӑ ӗҫсене лайӑхрах тума пултартӑм»,— тет вӑл. Кенни тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗҫе тума вӗреннисӗр пуҫне тата пӗр япалана та ӑнланнӑ. Вӑл акӑ мӗн калать: «Эпӗ хам мӗн тума пултарнипе пултарайманнине куртӑм. Тата Иеговӑшӑн та, тӑвансемшӗн те усӑллӑрах пулас тесен мӗнле лайӑх енсене аталантармаллине ӑнлантӑм». (Иоанн 6:45 вуласа парӑр.) Эсир те Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе мӗнле те пулин улшӑнусем тума пултаратӑр-и? Улшӑнусем тӑватӑр пулсан эсир Иеговӑна хӑвӑра вӗрентме май паратӑр.

Упӑшкипе арӑмӗ хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сараҫҫӗ; ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван Патшалӑх залне тума пулӑшать; ватӑ мӑшӑр телефонпа ырӑ хыпар сарать. Вӗсем пурте Иеговӑн ӗҫне туса савӑнаҫҫӗ (11-мӗш абзаца пӑхӑр)

11. Кӑнтӑр Корейӑри виҫӗ хӗрарӑм тӑван ырӑ хыпара ытларах сарас тесе мӗн тунӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Опытлӑ хыпарҫӑсен те ырӑ хыпара ҫӗнӗ майпа сарма пуҫлас тесе вӗренме тивет. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле туса тӑни ҫинчен Кӑнтӑр Корейӑри старейшинӑсем акӑ мӗн каланӑ: «Сывлӑх начар пулнӑран килтен киле ырӑ хыпар сарма пултарайман тӑвансем халӗ видеоҫыхӑну мелӗпе хыпар сараҫҫӗ. 80-ран иртнӗ виҫӗ хӗрарӑм тӑван компьютерпа ӗҫлеме вӗреннӗ те халӗ кашни кун тенӗ пекех ырӑ хыпар сараҫҫӗ» (Пс. 91:15, 16). Эсир те Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлесе вӑл мӗн тери ырӑ пулнине курма пултаратӑр. Айтӑр ҫак тӗлӗшрен мӗн пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.

ИЕГОВӐШӐН ЫТЛАРАХ ӖҪЛЕС ТЕСЕ МӖН ТУМАЛЛА?

12. Хӑйне шанакансене Иегова мӗн тума сӑмах парать?

12 Иеговӑна шанма вӗренӗр. Иеговӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлесен тата ӑна шансан вӑл нумай пиллӗх пама сӑмах парать (Мал. 3:10). Колумбире пурӑнакан Фабиола ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫакӑ чӑн пулнине хӑй ҫинче туйса илнӗ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл пионер пулса тӑрасшӑн пулнӑ, анчах та унӑн хӑйӗн ҫемйишӗн — упӑшкишӗн тата виҫӗ ачишӗн — тӑрӑшмалла пулнӑ. Вара унӑн нумай ӗҫлеме тивнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл пионер пулма пултарайман. Пенсие тухма вӑхӑт ҫитсен вара вӑл Иеговӑран хӗрӳллӗн пулӑшу ыйтма пуҫланӑ, мӗншӗн тесен вӑл пурӑнакан вырӑнта пенси илме пуҫличчен темиҫе уйӑх та иртме пултарнӑ. Вӑл ҫапла аса илет: «Эпӗ пӗр уйӑхранах пенси илме пуҫларӑм. Ҫакӑ тӗлӗнмелле ӗҫ пулчӗ». Икӗ уйӑх иртсен вӑл хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Халӗ Фабиола 70-тен иртнӗ ӗнтӗ. 20 ҫул ытла пионер пулса ӗҫленӗ май вӑл сакӑр хӗрарӑма Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑ. Фабиола тата ҫапла та калать: «Вӑхӑтран вӑхӑта эпӗ хамӑн вӑй ҫитсех кайманнине туятӑп. Анчах та Иегова пулӑшнипе эпӗ кунран кун ырӑ хыпар сарма пултаратӑп».

Авраампа Сарра, Иаков, Иордан урлӑ каҫнӑ священниксем Иеговӑна шаннине мӗнле кӑтартнӑ? (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

13, 14. Камсен тӗслӗхӗсем пире Иеговӑна шанса уншӑн ытларах ӗҫлеме хавхалантарма пултараҫҫӗ?

13 Иеговӑна шаннӑ ҫынсенчен тӗслӗх илӗр. Библире Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫленӗ ҫынсен тӗслӗхӗсем чылай. Анчах та час-часах Иегова хӑйсене пилличчен вӗсен ӑна шаннине кӑтартмалла пулнӑ. Сӑмахран, Авраам «хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗрех» килтен тухса кайсан ҫеҫ Иегова ӑна пилленӗ (Евр. 11:8). Иаков та Иеговӑран пиллӗх иличчен ҫӗрӗпех ангелпа кӗрешнӗ (Пулт. 32:24—30). Израильтянсем вара священниксем Иордан шывне кӗрсе тӑрсан ҫеҫ ун урлӑ каҫса Пама пулнӑ ҫӗре кӗме пултарнӑ (Иис. Н. 3:14—16).

14 Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн нумай ӗҫлекенӗ ӑна шанса уншӑн ытларах тума тӑрӑшать. Эпир вӗсенчен те вӗренме пултаратпӑр. Ҫакӑн пек тӑвансем ҫинчен, сӑмахран, «Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ» статьясен ярӑмӗнчен * вуласа пӗлме пулать. Пейтон тата унӑн арӑмӗ Дайана ҫак статьясене вулама пите юратаҫҫӗ. Вӗсем акӑ мӗн калаҫҫӗ: «Ҫак статьясене вулани киленсе апат ҫиекенсемпе пӗрле ларни пекех. Вӗсем ҫине мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах тутанса пӑхса Иегова епле ыррине курас килет». Вӑхӑт иртсен Пейтонпа Дайана хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайнӑ. Эсир ҫав статьясене вуланӑ-и? Унсӑр пуҫне, jw.org сайтра «Проповедь в отдалённых районах. Австралия» тата «Проповедь в отдалённых районах. Ирландия» видеороликсене пӑхма пулать. Ҫавӑн евӗрлӗ статьясене вулани тата видеороликсене пӑхни сире Иеговӑшӑн ытларах тӑвас тесе мӗн тумаллине курма пулӑшӗ.

15. Мӗншӗн туссене пӗлсе суйламалла?

15 Туссене пӗлсе суйлӑр. Эсир пӗр-пӗр апата ҫисе курман пулсан, сирӗн туссем вара ӑна ҫиме юратаҫҫӗ пулсан, сирӗн, тен, ҫав апата тутанса пӑхас килӗ. Ҫавӑн евӗрлех эпир кам Иеговӑшӑн ӗҫлессине хӑйсен пурнӑҫӗнче малти вырӑна хурать, ҫавсемпе туслашсан хамӑр та Иеговӑшӑн ытларах тӑвасшӑн пулатпӑр. Ҫакна Кентпа Вероника хӑйсем ҫинче туйса илнӗ. Вӗсем акӑ мӗн калаҫҫӗ: «Туссемпе хурӑнташсем пире Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме хавхалантаратчӗҫ. Эпир ҫакна ӑнланса илтӗмӗр: Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хуракансемпе ҫывӑх хутшӑнсассӑн хӑв та мӗн те пулин ҫӗннине туса пӑхма хӑрамастӑн». Халӗ Кентпа Вероника Сербире ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ.

16. Иисусӑн ытарӑшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе мӗн те пулин хӑварма хатӗр пулмалла? (Лука 12:16—21).

16 Иеговӑн ӗҫӗнче ытларах тӑвас тесе мӗн те пулин хӑварма хатӗр пулӑр. Паллах, ҫакӑ ҫынна мӗн савӑнтарать, ҫавна пурне те сирсе ямаллине пӗлтермест (Еккл. 5:18, 19). Анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗн Турӑшӑн ытларах ӗҫлеме май пур пулсан, вӑл вара ҫухатусем тӳсме хатӗр мар пулсан, Иисусӑн ытарӑшӗнчи пӗр пуян ҫын пек пулӗ. Ҫав пуян хӑй канлӗ пурӑнассишӗн ҫеҫ тӑрӑшнӑ, Турӑ ҫинчен вара пачах шутламан. (Лука 12:16—21 вуласа парӑр.) Акӑ Францире пурӑнакан Кристьян тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл хӑйӗн ҫемйишӗн тӑрӑшсах кайман тата Иеговӑн ӗҫӗнче хастар ӗҫлемен. Ҫакна ӑнланса илсен вӑл хӑй те, унӑн арӑмӗ те пионерсем пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем ӗҫрен тухса кайса пӗчӗк бизнес пуҫарса янӑ тата сахаллипе ҫырлахма вӗреннӗ. Вӗсем ҫакӑн пек улшӑнусем тунӑшӑн ӳкӗнеҫҫӗ-и? «Ырӑ хыпар сарни пире нихҫанхинчен те ытларах савӑнтарать,— тет Кристьян.— Эпир камсем патне тепре кайса калаҫатпӑр тата кампа Библи вӗренетпӗр, ҫавсем Иегова ҫинчен пӗлсе пыни чуна савӑнтарать».

17. Пире ҫӗнӗ меслетсемпе ырӑ хыпар сарма пуҫлама мӗн чарма пултарать?

17 Унччен усӑ курман меслетсемпе ырӑ хыпар сарӑр (Ап. ӗҫ. 17:16, 17; 20:20, 21). COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи пионеркӑна, Шерона, ҫӗнӗ майсемпе ырӑ хыпар сарма пуҫлама ҫӑмӑлах пулман. Сӑмахран, ӑна телефонпа ырӑ хыпар сарма йывӑр пулнӑ. Кайран вара, район надзирателӗ ҫакна мӗнле тумаллине кӑтартсан, Шерон телефонпа тӑтӑшах ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Вӑл ҫапла калать: «Малтанах эпӗ ҫынсем патне шӑнкӑравлама хӑраттӑмччӗ. Халӗ вара мана ҫапла майпа ырӑ хыпар сарма питӗ килӗшет. Телефонпа эпир килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухнехинчен те нумайрах ҫынпа калаҫатпӑр».

18. Йывӑр лару-тӑрура та Иеговӑшӑн ытларах тума пире мӗн пулӑшма пултарать?

18 Мӗн тумаллине шутласа хурӑр та туса пырӑр. Йывӑр лару-тӑрура эпир Иеговӑна кӗлтӑватпӑр тата мӗн тумалли ҫинчен лайӑх шухӑшлатпӑр (Ытар. 3:21, ҪТ). Европӑра пурӑнакан Соня чикан ушкӑнӗнче пионер пулса ӗҫлет. Вӑл хӑйӗн ҫинчен ҫапла каласа парать: «Эпӗ хамӑн мӗн тумаллине хут ҫине ҫыратӑп та курӑнмалли вырӑна хуратӑп. Тата манӑн сӗтел ҫинче ҫул юппине ӳкерсе хунӑ ӳкерчӗк тӑрать. Мӗнле те пулин йышӑну тӑвас умӗн эпӗ ҫак ӳкерчӗк ҫине пӑхатӑп та хам тунӑ йышӑну мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшлатӑп». Соня йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та лайӑххине курма тӑрӑшать. «Ҫӗнӗ лару-тӑру ҫине чӑрмав ҫине е малалла утма май паракан кӗпер ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пулать. Мӗнле пӑхасси вара хамран килет»,— тесе калать Соня.

19. Ҫак статья сире мӗн тума хавхалантарчӗ?

19 Иегова пире ҫав тери нумай пиллӗх парать! Айтӑр малалла та хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвар. Вара эпир Иеговӑна мухтава кӑларӑпӑр тата ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр (Евр. 13:15). Тӗрлӗ майпа ырӑ хыпар сарӑр, вара Иегова сире пиллет. Кашни кун «астивсе пӑхӑр» та Иегова мӗнле ыррине курӑр. Вара эсир те, Иисус пекех, ҫапла калама пултарӑр: «Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси» (Иоанн 4:34).

80-МӖШ ЮРӐ Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!

^ 5 абз. Иегова — ырӑлӑх ҫӑлкуҫӗ. Вӑл пуринпе те, ҫав шутрах усал ҫынсемпе те, ырӑ. Уйрӑмах вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ырӑ тума юратать. Ҫак статьяра эпир вӑл ҫакна мӗнле тунине пӑхса тухӑпӑр тата уншӑн ытларах ӗҫлес текенсем мӗнле пиллӗхсем илнине курӑпӑр.

^ 7 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 14 абз. Ҫак ярӑмри статьясене малтан «Хурал башнинче» пичетленӗ. Халӗ вӗсем jw.org сайтра тухса тӑраҫҫӗ (ПИРӖН ҪИНЧЕН > ПУРНӐҪРИ ТӖСЛӖХСЕМ > СӐВАПЛӐ ӖҪРИ ТӖЛЛЕВСЕНЕ ПУРНӐҪА КӖРТЕССИ).