Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

43-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Алла усар мар»

«Алла усар мар»

«Ырӑ туса алла усар мар» (ГАЛ. 6:9, ҪТ).

68-МӖШ ЮРӐ Патшалӑх вӑрлӑхне акатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн эпир Иегова Свидетелӗсем пулнишӗн савӑнатпӑр тата мухтанатпӑр?

ИЕГОВА Свидетелӗ пулни пирӗншӗн чӑн-чӑн телей тата пысӑк чыс. Эпир ҫак ятпа килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр. Ҫавӑн пекех, ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑнса Иеговӑн ятне пӗлтеретпӗр. «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа» пырас текен ҫынна Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшсан эпир питӗ савӑнатпӑр (Ап. ӗҫ. 13:48, ҪТ). Пирӗн туйӑмсем те Иисусӑнни пекех пулма пултараҫҫӗ. Унӑн вӗренекенӗсем хӑйсемпе сӑваплӑ ӗҫре мӗн пулса тухни ҫинчен каласа парсан вӑл питӗ савӑннӑ (Лука 10:1, 17, 21).

2. Эпир сӑваплӑ ӗҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхманни ӑҫтан курӑнать?

2 Эпир сӑваплӑ ӗҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр. Павел апостол Тимофее ҫапла хавхалантарнӑ: «Хӑвна ху та, ху мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр... ҫапла пурӑнсассӑн эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн» (1 Тим. 4:16). Апла пулсан, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар пурнӑҫа ҫӑлать. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑра хамӑр асӑрхаса тӑмалла, мӗншӗн тесен эпир Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем. Эпир хамӑра мӗнле тытнипе Иеговӑна мухтава кӑларасшӑн тата ырӑ хыпарпа килӗшӳллӗн пурӑннине кӑтартасшӑн (Флп. 1:27). Хамӑр мӗне вӗрентнине асӑрхаса тӑрас тесен вара пирӗн ырӑ хыпар калама лайӑх хатӗрленмелле тата Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла.

3. Турӑ Патшалахӗ ҫинчен калакан хыпара пурте йышӑнаҫҫӗ-и? Тӗслӗх илсе парӑр.

3 Анчах та хӑш-пӗр чухне эпир питӗ тӑрӑшсан та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпара хӑшӗ-пӗрисем кӑна йышӑнаҫҫӗ е пачах никам та йышӑнмасть. Айтӑр Георг Линдал тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл 1929 ҫултан пуҫласа 1947 ҫулччен Исландире пӗчченех ырӑ хыпар сарнӑ. Вӑл вун-вун пин кӗнеке салатнӑ, анчах никам та чӑнлӑха йышӑнман. Георг ҫапла ҫырнӑ: «Хӑшӗ-пӗрисем чӑнлӑха хирӗҫ тӑраҫҫӗ, ытларахӑшӗ вара чӑнлӑхпа пачах интересленмест». Кайран Исландие Галаад шкулне пӗтернӗ миссионерсем килнӗ. Ҫав-ҫавах тӑхӑр ҫул иртсен ҫеҫ Исландири хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ *.

4. Ҫынсем пире итлемен чухне тата ҫитӗнӳсем туман чухне эпир мӗн туятпӑр?

4 Ҫынсем эпир калакан хыпара итлемеҫҫӗ пулсан е Библи вӗренекенсем ҫитӗнӳсем тумаҫҫӗ пулсан, паллах, эпир питӗ кулянатпӑр. Павел апостол та еврейсенчен чылайӑшӗ Иисуса Мессия вырӑнне хуманнине курсан: «Манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр... ҫунать»,— тесе ҫырнӑ (Рим 9:1—3). Калӑпӑр, эсир кампа та пулин Библи вӗренетӗр, кашни вӗренӗве лайӑх хатӗрленетӗр тата вӗренекеншӗн кӗлтӑватӑр, анчах та вӑл ҫитӗнӳсем туманран унпа вӗренме пӑрахма тивет. Е, калӑпӑр, кампа эсир Библи вӗреннӗ, ҫавсенчен нихӑшӗ те шыва кӗмен. Ҫакӑншӑн эсир айӑплӑ-и? Ҫакӑ Иегова сире пиллеменнине кӑтартса парать-и? Ҫак статьяра эпир икӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: 1) сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси мӗнрен килет? 2) Сӑваплӑ ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхма пире мӗн пулӑшӗ?

СӐВАПЛӐ ӖҪРЕ ӐНӐҪЛӐ ПУЛАССИ МӖНРЕН КИЛЕТ?

5. Мӗншӗн эпир сӑваплӑ ӗҫре тӑвакан пур ӗҫ те эпир шутланӑ пек пулмасть?

5 Библире Туррӑн ирӗкне туса тӑракан ҫын «мӗн ӗҫ тӑвать — унӑн пурте ӑнса пырать» тенӗ (Пс. 1:3). Анчах та ҫакӑ эпир сӑваплӑ ӗҫре тӑвакан пур ӗҫ те эпир шухӑшланӑ пек пулассине пӗлтермест. Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та, ыттисем те ҫылӑхлӑ пулнӑран пирӗн нумай йывӑрлӑх пур (Иов 14:1). Унсӑр пуҫне тата, хӑш-пӗр чухне хирӗҫ тӑракансене пула эпир ырӑ хыпара уҫҫӑн пӗлтерейместпӗр (1 Кор. 16:9; 1 Фес. 2:18). Апла пулсан, сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси Иеговӑн шучӗпе мӗнрен килет? Ҫак ыйту ҫине хуравне пӗлес тесе айтӑр Библири темиҫе принципа пӑхса тухар.

Эпир килтен киле, ҫыру ҫырса е телефонпа ырӑ хыпар сарма вӑй хунине Иегова хаклать (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси Иегова шучӗпе мӗнрен килет?

6Иегова эпир вӑй хунине тата тӳсӗмлӗ пулнине асӑрхать. Пире итленипе итлеменнине пӑхмасӑр эпир малалла та юратса тата хастаррӑн ырӑ хыпар саратпӑр пулсан, Иегова эпир сӑваплӑ ӗҫе лайӑх туса тӑратпӑр тесе шутлать. Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ — эсир Унӑн ячӗшӗн сӑваплӑ ҫынсене юратса пулӑшрӑр, халӗ те пулӑшатӑр» (Евр. 6:10). Эсир кама ырӑ хыпар пӗлтернӗ, ҫавсенчен нихӑшӗ те шыва кӗмен пулсан та Иегова эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмасть. Унсӑр пуҫне, Коринфри христиансем патне Павел ҫапла ҫырнӑ: «Хӑвӑр ӗҫлени Ҫӳлхуҫа умӗнче харама каяс ҫуккине пӗлсе Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр» (1 Кор. 15:58). Ҫак сӑмахсем пире те пырса тивеҫҫӗ. Сӑваплӑ ӗҫре мӗн туни хамӑр кӗтнӗ пек пулчӗ-и е пулмарӗ-и, Иегова эпир вӑй хунине хаклать.

7. Павел хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ ҫине мӗнле пӑхнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

7 Павел питӗ ӑста миссионер пулнӑ, вӑл нумай пуху йӗркелеме пулӑшнӑ. Ҫапах та хӑш-пӗрисем Павел пирки тиркесе калаҫнӑ, вӑл лайӑх вӗрентме пултараймасть тенӗ. Павел нумай ҫынна Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑ пулсан та вӑл ҫакӑн ҫине мар, урӑххи ҫине тимлеттернӗ. Хӑйне хирӗҫ калакансене вӑл ҫапла хуравласа ҫырнӑ: «Эпӗ... чылай нумайрах ӗҫлерӗм» (2 Кор. 11:23). Айтӑр эпир те, Павел пекех, Иегова пуринчен ытла эпир вӑй хунине тата тӳсӗмлӗ пулнине хакланине асра тытар.

8. Сӑваплӑ ӗҫ тӗлӗшӗнчен мӗнле питӗ кирлӗ япалана пирӗн асра тытмалла?

8Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни Иеговӑна савӑнтарать. Иисус 70 вӗренекене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерме ярсан вӗсем «савӑнса таврӑннӑ». Мӗншӗн вӗсем савӑннӑ? Вӗсем Иисуса: «Санӑн ятупа пире усалсем те парӑнаҫҫӗ»,— тенӗ. Анчах та Иисус вӗсене кирлӗреххи ҫине тимлеттернӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра парӑннишӑн ан савӑнӑр; ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӑн савӑнӑр» (Лука 10:17—20). Иисус вӗсен яланах ҫавӑн пек интереслӗ те хавхалантаракан тӗслӗхсем пулмасса пӗлнӗ. Чӑннипе каласан, унӑн вӗренекенӗсем калакан хыпара итлекенсенчен миҫе ҫын христианин пулса тӑни пирки эпир пӗлместпӗр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене питӗ кирлӗ япалана вӗрентесшӗн пулнӑ: савӑнӑҫ пире ҫынсем итленинчен килмест, эпир вӑй хунине курса Иегова пире ырланӑшӑн эпир савӑнатпӑр.

9. Галати 6:7—9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, алла усмасӑр ырӑ хыпар сарсан пире мӗнле награда кӗтӗ?

9 Галати 6:7—9 (ҪТ) вуласа парӑр *. Эпир ниме пӑхмасӑр малалла та ырӑ хыпар саратпӑр пулсан ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗпӗр. Чӑнлӑх вӑррисене тӑрӑшса акатпӑр тата шӑваратпӑр пулсан эпир, Павел каланӑ пек, «сывлӑш хыҫҫӑн кайса» акатпӑр. Урӑхла каласан, сӑваплӑ ӗҫре хамӑра святой сывлӑша ертсе пыма паратпӑр. Эпир алла усмасан тата парӑнмасан вара Иегова пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ. Ҫак наградӑна илесси вара эпир кама та пулин шыва кӗме пулӑшнипе пулӑшманнинчен килмест.

СӐВАПЛӐ ӖҪ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХНИ

10. Ҫын ырӑ хыпара йышӑнасси мӗнрен килет?

10Ҫын ырӑ хыпара йышӑнасси унӑн чӗринчен килет. Ҫакӑ Иисус акакан ҫинчен каланӑ ытарӑшран курӑнать. Акакан акнӑ вӑрлӑхсем тӗрлӗ ҫӗр ҫине лекнӗ. Анчах та лайӑх ҫӗр ҫине лекнисем ҫеҫ ҫимӗҫ панӑ (Лука 8:5—8). Иисус каланӑ тӑрӑх, тӗрлӗ ҫӗр Турӑ Сӑмахне тӗрлӗрен йышӑнакан ҫынсене пӗлтерет (Лука 8:11—15). Вӑрӑ ҫимӗҫ парасси акаҫӑран килмест. Ҫавӑн евӗрлех, ҫын чӑнлӑха йышӑнасси те пирӗнтен килмест. Ҫакӑ ҫын чӗри мӗнлерех пулнинчен килет. Пирӗн вара малалла та вӑрӑ акмалла — Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтермелле. Мӗншӗн тесен пирӗнтен кашни туса илнӗ ҫимӗҫе кура мар, Павел каланӑ пек, «ӗҫне кура тивӗҫлине» илӗ (1 Кор. 3:8).

Ной нумай ҫул хушши ҫынсене Иеговӑн хыпарне пӗлтернӗ, анчах та ковчега унӑн ҫемйисӗр пуҫне урӑх никам та кӗмен. Ҫав- ҫавах Иегова Ной хӑйне шанса панӑ ӗҫе лайӑх тунӑ тесе шутланӑ (11-мӗш абзаца пӑхӑр)

11. Мӗншӗн Иегова Ноя ырланӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Туррӑн ӗҫлекенӗсем калакан хыпара итлеменни ӗлӗк-авал та пулнӑ. «Тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» Ноя аса илер (2 Петр 2:5). Вӑл 40—50 ҫул хушши ҫынсене Иеговӑн хыпарне пӗлтернӗ. Паллах, Ной ҫынсем хӑй калакан хыпара итлессе кӗтнӗ, анчах Иегова Ноя ҫынсем ӑна итлӗҫ тесе шантарман. Ковчега тума хушсан вӑл ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ» (Пулт. 6:18). Ной хӑй те ковчег пысӑкӑшне кура ӑна сахалӑшӗ кӑна итлӗ тесе шутланӑ пулӗ (Пулт. 6:15). Ӑна никам та итлеменнине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ (Пулт. 7:7). Ҫакӑ Иегова Ноя ырламаннине пӗлтерет-и? Ҫук. Иегова Ной хыпара лайӑх сарнӑ тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен Ной веҫех Турӑ хӑйне хушнӑ пек тунӑ (Пулт. 6:22).

12. Ҫынсем итлеменнине тата хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Иеремийӑна савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ?

12 Иеремия пророк та вун-вун ҫул хушши Туррӑн хыпарне пӗлтернӗ. Анчах та ҫынсем ӑна итлесех кайман, вӗсем ӑна хирӗҫ те тӑнӑ. Хӑйӗнчен мӑшкӑлланӑран тата хӑйне хӑртнӑран унӑн ал усӑнма пуҫланӑ вара вӑл «Иегова ячӗпе урӑх каламӑп» тесе те шутланӑ (Иер. 20:8, 9). Анчах Иеремия каламасӑр тӑрайман. Ӑна мӗн вӑй парса тӑнӑ? Мӗне пула вӑл савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахман? Вӑл ҫак икӗ япалана асра тытнӑ: пӗрремӗшӗнчен, Иегова хӑйне калама хушнӑ хыпар ҫынсене «малашлӑхпа шанчӑк» панӑ (Иер. 29:11). Иккӗмӗшӗнчен, Иеремия Иегова ячӗпе калаҫнӑ (Иер. 15:16). Эпир те ҫак усал тӗнчере пурӑнакан ҫынсене Турӑ паракан шанчӑк ҫинчен каласа паратпӑр. Унсӑр пуҫне, Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май эпир унӑн ячӗпе ырӑ хыпар калатпӑр. Ҫак икӗ япалана асра тытсан ҫынсем пире итлемесен те эпир савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмӑпӑр.

13. Марк 4:26—29 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ Иисусӑн ытарӑшӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

13Ҫын майӗпен ҫитӗнӳсем тӑвать. Ҫакна Марк 4:26—29 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) ҫырса панӑ Иисусӑн ытарӑшӗ кӑтартса парать. Акакан ҫывӑрнӑ чухне вӑл акнӑ вӑрӑ шӑтса тухать те майӗпен ӳсет. Вӑл хӑй вара вӑрӑ ӳсесси ҫине ниепле те витӗм кӳме пултараймасть. Ҫавӑн евӗрлех, Библи вӗренекен майӗпен ҫитӗнӳсем тӑвать, эпир вара ҫакна асӑрхамасан та пултаратпӑр. Тата кашни ҫын хӑйӗн хӑвӑртлӑхӗпе Иеговӑпа ҫывӑхланса пырать. Ҫавӑнпа та ҫын эпир кӗтнӗ пек хӑвӑрт улшӑнусем тумасан алла усмалла мар тата кулянмалла мар. Чӑнах та, пахча-ҫимӗҫ туса илес тесен те, вӗренекенсене хатӗрленӗ чухне те тӳсӗмлӗ пулмалла (Иак. 5:7, 8).

14. Ҫынсем пире итлеме пуҫличчен нумай вӑхӑт иртме пултарассине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

14 Пӗр ҫын та пулин шыва кӗриччен хӑш-пӗр вырӑнсенче нумай ҫул хушши ырӑ хыпар сарма тивет. Ҫакӑ Глэдиспе Руби Алленсен тӗслӗхӗнчен курӑнать *. Вӗсем пӗртӑвансем пулнӑ. Ҫак хӗрарӑм тӑвансене 1959 ҫулта Канадӑри Квебек провинцине пионерсем пулма янӑ. Унти ҫынсем кӳршисем мӗн каланинчен хӑранӑ тата вӗсем ҫине католиксен чиркӗвӗ те вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Ҫавӑнпа ҫав вырӑнта пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара итлемен. Глэдис ҫапла аса илет: «Эпир кунне сакӑршар сехет ырӑ хыпар каласа ҫӳреттӗмӗр, анчах та пӗр ҫын та алӑк уҫмастчӗ. Ҫакӑ икӗ ҫула тӑсӑлчӗ. Ҫынсем алӑк патне пыратчӗҫ те жалюзи антарса лартатчӗҫ. Ҫапах та эпир ал усмастӑмӑрччӗ». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав вырӑнта пурӑнакан ҫынсен кӑмӑлӗ улшӑннӑ, вара хӑш-пӗр ҫынсем Библи вӗренме те пуҫланӑ. Халӗ ҫав хулара виҫӗ пуху (Ис. 60:22).

15. 1 Коринф 3:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчен эпир вӗренекенсене хатӗрлесси ҫинчен мӗне вӗренетпӗр?

15Ҫынна Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшас тесе нумай ҫын вӑй хурать. Ҫынна шыва кӗме пухури пур тӑван та пулӑшать. (1 Коринф 3:6, 7 вуласа парӑр.) Калӑпӑр, арҫын тӑван пӗр-пӗр ҫынна буклет е журнал парать те ун патне тепре килме калаҫса татӑлать. Анчах та хӑй пултарайманнипе вӑл ҫав ҫын патне кайма тепӗр арҫын тӑвана ыйтать. Лешӗ вара ҫынпа Библи вӗренме пуҫлать тата ун патне тӗрлӗ тӑвансемпе ҫӳрет. Тӑвансенчен кашни ҫав ҫынна Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать. Ҫапла вара вӗсем пурте чӑнлӑх вӑррине шӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫын шыва кӗрсен «акаканӗ те, выраканӗ те пӗрле савӑнӗҫ» (Иоанн 4:35—38).

16. Ватӑлнине е сывлӑх хавшанине пула сӑваплӑ ӗҫре хамӑр тӑвас тенӗ чухлӗ тӑваймастпӑр пулсан та мӗншӗн эпир савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмастпӑр?

16 Ватӑлнине е сывлӑх хавшанине пула пирӗнтен хӑш-пӗрисем ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хастар туса тӑраймаҫҫӗ. Ҫапах та эпир пурте савӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр. Давидпа мӗн пулса тухнине аса илер. Амаликитянсем Давидпа унӑн 600 ҫар ҫыннин пурлӑхне вӑрласа тухнӑ тата ҫемйисене тыткӑна илсе кайнӑ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен Давид хӑйӗн ҫар ҫыннисемпе амаликитянсене хыҫран хӑваланӑ. Анчах та Давидӑн 200 ҫар ҫынни питӗ ывӑнса ҫитнӗрен унпа малалла каяйман. Ҫапах та Давид амаликитянсене ҫӗнтерсен туртса илнӗ тупӑша хӑйӗн пур ҫар ҫыннине те пӗр пек валеҫсе панӑ (1 Патш. 30:21—25). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Тен, эсир ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре хӑвӑр тӑвас тенӗ чухлӗ тӑваймастӑр. Анчах та эсир хӑвӑртан мӗн килнине тӑватӑр пулсан, Библи вӗренекен шыва кӗрсен эсир пухури тӑвансемпе пӗрле савӑнма пултаратӑр.

17. Мӗншӗн эпир Иеговӑна пархатарлӑ?

17 Иегова пирӗн сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнишӗн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Вӑл эпир ырӑ хыпара ҫынсене вӑйпах итлеттерме пултарайманнине ӑнланать. Эпир Иеговӑна питӗ юрататпӑр тата сӑваплӑ ӗҫе чунтан-вартан туса тӑратпӑр. Шӑп ҫакӑншӑн вӑл пире хаклать. Тата Иегова пире эпир сӑваплӑ ӗҫе кирек мӗн чухлӗ тусан та савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса парать (Иоанн 14:12). Айтӑр ҫакна асра тытар: эпир ал усмастпӑр пулсан Иегова пире ырлать.

67-МӖШ ЮРӐ Турӑ сӑмахне пӗлтерер

^ 5 абз. Ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара итлесен эпир питӗ савӑнатпӑр, итлемесен вара кулянатпӑр. Тен, кампа эпир Библи вӗренетпӗр, ҫавсем утӑмсем тумаҫҫӗ е, тен, эпир хальлӗхе никама та шыва кӗме пулӑшман. Ҫакӑ вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре пирӗнтен усси ҫуккине пӗлтерет-и? Ҫак статьяра эпир сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси мӗнрен килнине тата ҫынсем ырӑ хыпара итленипе итлеменнине пӑхмасӑрах савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 9 абз. Галати 6:7—9, ҪТ: «Ан улталанӑр: Турра улталама ҫук. Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет: ҫылӑхлӑ ӳт хыҫҫӑн кайса акаканӗ хӑй ӳтӗнчен вилӗм вырса илӗ, сывлӑш хыҫҫӑн кайса акаканӗ вара сывлӑшран ӗмӗрлӗх пурнӑҫ вырса илӗ. Ырӑ туса алла усар мар, мӗншӗн тесессӗн парӑнмасассӑн хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр».

^ 14 абз. Глэдис Алленӑн «Я ничего не стала бы менять!» ятлӑ биографине 2002 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» вулама пулать.