Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

47-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Сирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулӗ-и?

Сирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулӗ-и?

«Сирӗн чӗрӗрсем ан шикленччӗр; Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр» (ИОАНН 14:1).

119-МӖШ ЮРӐ Пирӗн ӗненӳ пулмалла

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Эпир мӗн пирки пӑшӑрханма пултаратпӑр?

 ЭСИР пулас событисем ҫинчен — суя тӗне пӗтересси, Магог ҫӗрӗнчи Гог Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнасси тата Армагеддон вӑрҫи ҫинчен — шухӑшланӑ чухне мӗн туятӑр? Тен, эсир «эпӗ ун чухне Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлайӑп-ши?» тесе пӑшӑрханатӑр. Апла пулсан, ҫак статья шӑп сире валли. Эпир Иисусӑн сӑмахӗсене: «Сирӗн чӗрӗрсем ан шикленччӗр; Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр»,— текен сӑмахсене тӗплӗн пӑхса тухӑпӑр (Иоанн 14:1). Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулсан, эпир пулас событисенчен хӑрамӑпӑр.

2. Эпир хамӑр ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетес тесен тата пулас событисене хатӗрленес тесен пирӗн эпир йывӑр лару-тӑрура хамӑра мӗнле тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Вара эпир пирӗн хӑш тӗлӗшрен хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетмеллине курӑпӑр. Йывӑрлӑхсене тӳснӗҫемӗн пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсе пырать. Вара эпир пулас йывӑрлӑхсене те лайӑхрах хатӗрленетпӗр. Иисусӑн вӗренекенӗсен те хӑш-пӗр лару-тӑрусенче ӗненӳ ҫитсех кайман. Ҫак статьяра эпир тӑватӑ лару-тӑрӑва пӑхса тухӑпӑр. Эпир хамӑр ҫавнашкал лару-тӑрӑва лексен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр тата вӗсем пире пулас событисене хатӗрленме мӗнле пулӑшнине курӑпӑр.

ИЕГОВА ХӐВӐРА ПУРӐНМАЛӐХ МӖН КИРЛИНЕ ПАРАССА ЭСИР ӖНЕНЕТӖР-И?

Пирӗн укҫа-тенкӗ ҫитсех каймасть пулсан та, ӗненӳ пире Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хума пулӑшать (3—6 абзацсене пӑхӑр)

3. Матфей 6:30, 33 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ӗненӳ мӗнрен курӑнать?

3 Кашни ҫемье пуҫӗ килтисене мӗн кирлипе тивӗҫтересшӗн. Вӑл вӗсен апат-ҫимӗҫ те, тумтир те, пурӑнмалли вырӑн та пултӑр тесе тӑрӑшать. Анчах та хальхи вӑхӑтра ҫакӑ йывӑртарах пулма пултарать. Сӑмахран, хӑш-пӗр тӑвансене ӗҫрен кӑларса яраҫҫӗ те вӗсем тем пек тӑрӑшсан та нумай вӑхӑт хушши ҫӗнӗ ӗҫ тупаймаҫҫӗ. Теприсем вара хӑйсем ӗҫрен тухса каяҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗ Библири нормӑсемпе килӗшсе тӑмасть. Ҫавӑн пек чухне Иегова хамӑр ҫемьесемшӗн тӑрӑшасса ҫирӗп ӗненмелле. Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус шӑп ҫакӑн ҫинчен каланӑ. (Матфей 6:30, 33 вуласа парӑр.) Эпир Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине парасса ҫирӗп ӗненетпӗр пулсан, чи кирлине, Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне, мала хурӑпӑр. Иегова пирӗншӗн тӑрӑшнине куратпӑр пулсан вара унпа ҫывӑхланса пыратпӑр тата пирӗн ӗненӳ те ҫирӗпленет.

4, 5. Мӗне пула пӗр ҫемье укҫа ҫитсе кайманнишӗн ытлашши хытӑ пӑшӑрханмасть?

4 Иегова Венесуэлӑри пӗр ҫемьене мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Мигель Кастрон ҫемйин хӑйсен ферми пулнӑ. Вӗсем пуянах пулман пулсан та, хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарнӑ. Анчах та вӗсен килне те, ҫӗрне те хӗҫ-пӑшалланнӑ вӑрӑ-хурахсем туртса илнӗ. Вара вӗсемпе мӗн пулнӑ? Мигель ҫапла каласа парать: «Пирӗн пӗчӗк ҫӗр лаптӑкне арендӑна илме тиврӗ. Унта эпир пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр. Ҫакӑ пире хамӑра пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме пулӑшать. Эпӗ кашни ир Иеговӑна „паян пурӑнмалӑх мӗн кирлине парсам“ тесе кӗлтӑватӑп». Ҫак ҫемьен пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах мар, ҫапах та вӗсем Иегова хӑйсемшӗн тӑрӑшасса ҫирӗп шанаҫҫӗ. Ҫавӑнпа тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата укҫа-тенкӗ пирки ытлашши пӑшӑрханмаҫҫӗ. Вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хураҫҫӗ. Иегова вара вӗсене пурӑнмалӑх мӗн кирлине веҫех парать.

5 Мигельпе унӑн арӑмӗ Юрай Иегова хӑйсемшӗн мӗнле тӑрӑшнине асӑрхама тӑрӑшаҫҫӗ. Иегова вара час-часах тӑвансем урлӑ пулӑшать. Вӗсем Мигель ҫемйине апат-ҫимӗҫ е япаласем параҫҫӗ тата Мигеле ӗҫ шырама пулӑшаҫҫӗ. Вӑхӑтран-вӑхӑта вара филиал гуманитарлӑ пулӑшу ярса парать. Мигель ҫемйи Иегова хӑйсене пӑрахманнине курать, ҫавӑнпа вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленет. Йоселин, Мигельпе Юрайӑн аслӑ хӗрӗ, Иегова хӑйсене мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа панӑ чухне ҫапла каланӑ: «Иегова пирӗншӗн тӑрӑшать, ҫакӑ чуна ӑшӑтать. Иегова маншӑн чӑн-чӑн тус пулса тӑчӗ, халӗ эпӗ ӑна пӗтӗмпех шанатӑп. Эпир тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем пире пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме пулӑшрӗҫ».

6. Укҫа ҫитсех кайман чухне ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесен мӗн тумалла?

6 Эсир ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнатӑр пулсан, тен, сире йывӑр туйӑмсем пусса тӑраҫҫӗ. Анчах эсир ҫавӑн пек чухне те ӗненӗве ҫирӗплетме пултаратӑр. Иеговӑна кӗлтуса Матфей 6:25—34 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тата Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хунӑ тӑвансемшӗн Иегова мӗнле тӑрӑшни ҫинчен шухӑшлӑр (1 Кор. 15:58). Иегова сирӗн пекех йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тӑвансене пулӑшнӑ пулсан, сире те пулӑшатех. Вӑл сире мӗн кирлине тата ҫакна сире мӗнле памаллине питӗ лайӑх пӗлет. Иегова хӑвӑршӑн тӑрӑшнине куратӑр пулсан, сирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет тата эсир пулас событисене хатӗрленетӗр (Аввак. 3:17, 18).

«ВӐЙЛӐ ҪИЛ-ТӐВӐЛА» ХӐВӐР ЧӐТСА ИРТТЕРЕССЕ ӖНЕНЕТӖР-И?

Ҫирӗп ӗненӳ пире ҫутҫанталӑк инкекӗсене те, ҫил-тӑвӑл евӗрлӗ урӑх инкексене те тӳссе ирттерме пулӑшӗ (7—11 абзацсене пӑхӑр)

7. Иисусӑн вӗренекенӗсен ӗненӳ ҫитсех кайманни ҫил-тӑвӑлра мӗнле курӑннӑ? (Матфей 8:23—26).

7 Пӗррехинче Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем тинӗсре пулнӑ чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ. Вара Иисус ҫак лару-тӑрупа усӑ курса вӗренекенӗсен хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетмеллине кӑтартнӑ. (Матфей 8:23—26 вуласа парӑр.) Ҫил-тӑвӑл алхаснӑ чухне кимме шыв кӗме пуҫланӑ, Иисус вара лӑпкӑ ҫывӑрнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑраса ӳкнӗ те Иисуса вӑратса хӑйсене ҫӑлма ыйтнӑ. Иисус вара вӗсене: «Эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир ҫав тӗрлӗ хӑравҫӑ?» — тенӗ. Хӑраса ӳкнӗ пулсан та, Иисусӑн вӗренекенӗсен ҫакна ӑнланмалла пулнӑ: Иегова Иисуса та, унпа пӗрле пулнисене те хӳтӗлеме пултарать. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулсан, эпир ҫил-тӑвӑла та, ҫил-тӑвӑл евӗрлӗ пурнӑҫри йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме пултарӑпӑр.

8, 9. Анель мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тата вӗсене чӑтса ирттерме ӑна мӗн пулӑшнӑ?

8 Пуэрто-Рикори качча кайман Анель ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. 2017 ҫулта «Мария» ятлӑ ҫил-тӑвӑл йӑтӑнса ансан унӑн пӳрчӗ ишӗлсе аннӑ. Кайран вара вӑл ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав вӑхӑт пирки Анель акӑ мӗн калать: «Эпӗ питӗ пӑшӑрханаттӑмччӗ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра эпӗ пӗтӗмпех Иеговӑна шанса пама вӗрентӗм, эпӗ ӑна веҫех каласа параттӑмччӗ. Вара эпӗ ал усмарӑм».

9 Итлени те Анеле йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. «Эпӗ Иеговӑн организацийӗ мӗн каланине итлерӗм, ҫавӑнпа та хама лӑпкӑ туйрӑм,— тет Анель.— Тӑвансем мана хавхалантаратчӗҫ тата мана мӗн кирлине паратчӗҫ. Вара эпӗ Иегова хамшӑн тӑрӑшнине туяттӑм. Вӑл мана эпӗ ыйтнинчен те ытларах пачӗ. Ҫакӑ манӑн ӗненӗве татах та ытларах ҫирӗплетрӗ».

10. «Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла» чӑтса ирттерме мӗн пулӑшать?

10 Кашни ҫын ҫине «вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл» йӑтӑнса анма пултарать. Тен, эсир ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ. Е сирӗн ҫил-тӑвӑл евӗрлӗ урӑх инкеке тӳсме тивет. Сӑмахран, чирлесе ӳксен эсир ним тума пӗлмесӗр аптрама пултаратӑр. Паллах, эсир вӑйлӑ пӑшӑрханма пултаратӑр. Ҫапах та Иеговӑна шанма ан пӑрахӑр. Иеговӑпа ҫывӑхланӑр, ӑна хӗрӳллӗ кӗлтӑвӑр, вӑл сире унччен мӗнле пулӑшнине аса илӗр (Пс. 76:12, 13). Ҫакӑ сире Иегова хӑвӑра нихӑҫан та пӑрахас ҫуккине шанма пулӑшӗ.

11. Мӗншӗн яваплӑ арҫын тӑвансене итлемелле?

11 Йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата мӗн пулӑшать? Анель каланӑ пек, итлени. Иеговӑпа Иисус кама шанаҫҫӗ, ҫавсене шанӑр. Хӑш-пӗр чухне яваплӑ арҫын тӑвансем паракан хушусемпе килӗшме йывӑр пулма пултарать. Эсир, тен, «урӑхларах тусан лайӑхрах пулать» тесе те шутлама пултаратӑр. Анчах та асра тытӑр: Иегова итлекенсене пиллет. Библири тӗслӗхсем тата хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тӑвансен тӗслӗхӗсем итлени пурнӑҫа ҫӑлнине кӑтартса параҫҫӗ (Тух. 14:1—4; 2 Ҫулс. 20:17). Ҫавӑн пек тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, пире халӗ те, пуласлӑхра та Иегова хӑйӗн организацийӗ урлӑ паракан хушусене итлеме ҫӑмӑлтарах пулӗ (Евр. 13:17). Вара эпир Иегова ҫак тӗнче ҫине ярас «ҫил-тӑвӑлран» хӑрамӑпӑр (Ытар. 3:25).

ИЕГОВА ТӖРӖСМАРЛӐХА ПӖТЕРЕССЕ ЭСИР ӖНЕНЕТӖР-И?

Ҫине тӑрсах кӗлтуни ӗненӗве ҫирӗплетет (12-мӗш абзаца пӑхӑр)

12. Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулсан, тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне эпир мӗн тӑвӑпӑр? (Лука 18:1—8).

12 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пуласса тата ҫакӑ вӗсен ӗненӗвне тӗрӗслессе пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене тӑлӑх арӑм ҫинчен калакан ытарӑш каласа панӑ. Ҫав тӑлӑх арӑм тӳрӗ мар судьяна тӗрӗс суд тума йӑлӑннӑ. Вӑл ҫакна ӗненнӗ: ҫине тӑрсах ыйтсан ҫав судья тӗрӗс суд тӑватех. Вара ҫапла пулса тухнӑ та. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Ҫав тӳрӗ мар судьяпа танлаштарсан, Иегова яланах тӳрӗ суд тӑвать. Акӑ мӗншӗн Иисус «Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, кунӗн-ҫӗрӗн Хӑйне йӑлӑнакансене... хӑтармасӑр хӑварӗ-и вара?» тенӗ. (Лука 18:1—8 вуласа парӑр.) Кайран тата ҫапла ыйтнӑ: «Этем Ывӑлӗ килсен, ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-и?» Апла, пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулсан, тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне эпир тӳсӗмлӗ пулӑпӑр, ытарӑшри тӑлӑх арӑм пек парӑнмӑпӑр тата Иегова кирлӗ вӑхӑтра пирӗн хута кӗрессе шанӑпӑр. Унсӑр пуҫне, кӗлтума та пӑрахмалла мар тата хӑш-пӗр чухне Иегова эпир кӗтмен майпа хуравланине асра тытмалла.

13. Кӗлтуни пӗр ҫемьене мӗнле пулӑшнӑ?

13 Демократиллӗ Конго Республикинче пурӑнакан Вероника ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн ҫемйипе акӑ мӗн пулса тухнӑ. Вӗсен ялне салтаксем пырса кӗрсен унӑн Иеговӑшӑн ӗҫлемен упӑшкипе тата 15 ҫулхи хӗрӗпе тарма тивнӗ. Пӗр блокпостра вӗсене салтаксем чарнӑ та вӗлерессипе хӑратнӑ. Вара Вероника макӑрса янӑ. Амӑшне лӑплантарас тесе хӗрӗ сасӑпа кӗлтума пуҫланӑ. Кӗлтунӑ чухне вӑл Иеговӑн ятне темиҫе хутчен те каланӑ. Вӑл кӗлтума пӗтерсен салтаксен пуҫлӑхӗ: «Сана кам кӗлтума вӗрентнӗ?»,— тесе ыйтнӑ. Хӗрӗ «анне» тесе хуравланӑ тата Матфей 6:9—13 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус та ҫавӑн евӗрлӗ кӗлтунӑ тесе ӑнлантарса панӑ. Вара салтаксен пуҫлӑхӗ: «Кайӑр. Санӑн Турру Иегова сана хӳтӗлетӗр»,— тенӗ.

14. Иегова сирӗн кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравламасть пулсан, чӑтӑмлӑ пулма мӗн пулӑшӗ?

14 Ҫакӑн пек тӗслӗхсем кӗлтуни чӑнах та пулӑшнине кӑтартса параҫҫӗ. Иегова сирӗн кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравламасть пулсан вара мӗн тумалла? Ытарӑшри тӑлӑх арӑм пекех, малалла та ҫине тӑрсах кӗлтӑвӑр. Иегова пирӗнпе юнашар пулнине, хӑҫан тата мӗнле майпа хуравламаллине вӑл пирӗнтен лайӑхрах пӗлнине асра тытӑр. Иеговӑран святой сывлӑш ыйтсах тӑрӑр (Флп. 4:13). Тата ан манӑр: кӗҫех Иегова пире нумай пиллӗх парӗ, вара хальхи йывӑрлӑхсем ҫинчен эпир аса та илмӗпӗр. Йывӑр лару-тӑрура Иеговӑна шанма вӗренсен эпир пулас йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме хатӗр пулӑпӑр (1 Петр 1:6, 7).

ХӐВӐР КИРЕК МӖНЛЕ ЙЫВӐРЛӐХА ТА ЧӐТСА ИРТТЕРМЕ ПУЛТАРАССА ӖНЕНЕТӖР-И?

15. Матфей 17:19, 20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пӗррехинче Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗн тӑвайман?

15 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсем хытӑ ӗненсен кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултараҫҫӗ тесе каланӑ. (Матфей 17:19, 20 вуласа парӑр.) Пӗррехинче вӗсем усал сывлӑша хӑваласа кӑларайман. Унччен вара вӗсем ҫакна пӗрре анчах мар тунӑ. Мӗншӗн-ха хальхинче вӗсем усал сывлӑша хӑваласа кӑларайман? Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсен ӗненӳ ҫитсех кайман. Вӑл вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пулнӑ пулсан, вӗсем тӑва та куҫарса лартма пултарнӑ пулӗччӗҫ тенӗ. Урӑхла каласан, вӗсем кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтернӗ пулӗччӗҫ. Эпир те тусемпе танлашакан пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр.

Инкек йӑтӑнса ансан та ҫирӗп ӗненӳ пире малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. Ӗненӳ Хейди тӑвана пысӑк инкеке чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшнӑ?

16 Гватемалӑри Хейди ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Вӑл хӑйӗн упӑшкипе, Эддипе, пухуран таврӑннӑ чухне упӑшкине вӗлернӗ. Ӗненӳ Хейди тӑвана ҫак инкеке тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшнӑ? Вӑл акӑ мӗн калать: «Эпӗ кӗлтуса веҫех Иеговӑна шанса паратӑп, вара чӗрере канӑҫлӑх туятӑп. Иегова мана хурӑнташсемпе пухури тӑвансем урлӑ та пулӑшать. Тата эпӗ май килнӗ таран ытларах ырӑ хыпар сарма тӑрӑшатӑп. Ҫакӑ мана чун ыратӑвне пусарма пулӑшать тата ыранхи куншӑн ытлашши пӑшӑрханма памасть. Халӗ эпӗ ҫакна куратӑп: Иегова, Иисус тата Иеговӑн организацийӗ пулӑшнипе эпӗ кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултаратӑп».

17. Чӑтма ҫук йывӑр чухне мӗн тумалла?

17 Эсир ҫывӑх ҫынна ҫухатнӑ пулсан, Иегова ӗлӗк-авал вилнисене мӗнле чӗртсе тӑратни ҫинчен вулӑр. Ҫакӑ сире пуласлӑхра Иегова вилнисене чӗртсе тӑратасса хытӑрах ӗненме пулӑшӗ. Сирӗн ҫывӑх ҫынна пухуран кӑларса янӑ пулсан вара мӗн тумалла? Иегова наказани пани яланах усӑллӑ пулни пирки иккӗленес мар тесе Библипе публикацисене тӗпчӗр. Кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, ҫакна асра тытӑр: йывӑрлӑхсем ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Иеговӑна чуна уҫса кӗлтӑвӑр. Пухури тӑвансенчен ан ютшӑнӑр, вӗсемпе пӗрле вӑхӑта ирттерӗр (Ытар. 18:1). Тен, мӗн пулнине аса илнӗ чухне сирӗн куҫҫуль капланса килет. Ҫапах та, йывӑр пулсан та, тӗлпулусене ҫӳреме, ырӑ хыпар сарма тата Библи вулама ан пӑрахӑр (Пс. 125:5, 6). Ҫакӑ сире чун ыратӑвне пусарма пулӑшӗ. Иегова пуласлӑхра мӗнле пиллӗхсем парасси ҫинчен шухӑшлӑр. Иегова хӑвӑра мӗнле пулӑшнине курсан сирӗн ӗненӳ татах та ҫирӗпленӗ.

«ПИРЕ ВӐЙЛӐРАХ ӖНЕНЕКЕН ТУСАМЧЧӖ»

18. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хӑвӑрӑн ӗненӳ ҫитсех кайманнине куртӑр пулсан, мӗн тумалла?

18 Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хӑвӑрӑн ӗненӳ ҫитсех кайманнине куртӑр пулсан, ан кулянӑр. Халӗ эсир мӗн тумаллине пӗлетӗр. Апостолсенчен тӗслӗх илӗр, вӗсем «пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ» тесе ыйтнӑ (Лука 17:5). Тата ҫак статьяра илсе панӑ тӑвансен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлӑр. Мигельпе Юрай пекех, Иегова хӑвӑра унччен мӗнле пулӑшнине асра тытӑр. Вероника хӗрӗ тата Анель пекех, Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр, уйрӑмах мӗн тумаллине пӗлмен чухне кӗлтӑвӑр. Тата, Хейди пекех, Иегова хӑвӑра туссемпе хурӑнташсем урлӑ пулӑшма пултарассине асра тытӑр. Эсир Иеговӑна халех шанма вӗренетӗр пулсан, вӑл сире пулас йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме пулӑшасси пирки сирӗн пӗр иккӗленӳ те пулмӗ.

19. Иисус мӗн пирки иккӗленмен тата пирӗн те мӗн пирки иккӗленмелле мар?

19 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑш-хӑш лару-тӑрура вӗсен ӗненӳ ҫитсех кайманнине курма пулӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, Иегова пулӑшнипе вӗсем кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарасси пирки вӑл пӗртте иккӗленмен (Иоанн 14:1; 16:33). Вӑл питӗ нумай ҫын хытӑ ӗненнине пула хӑрушла асап витӗр тухассине пӗлнӗ (Ӳлӗм. 7:9, 14). Эпир ҫав ҫынсем хушшинче пулатпӑр-и? Ӗненӗве ҫирӗплетме тӑрӑшсассӑн, Иегова пулӑшнипе эпир хӑрушла асап витӗр тухӑпӑрах (Евр. 10:39).

118-МӖШ ЮРӐ «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»

^ 5 абз. Эпир ҫак усал тӗнче пӗтессе питӗ кӗтетпӗр. Ҫав-ҫавах эпир ҫав йывӑр вӑхӑтра пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулӗ-ши тесе пӑшӑрханма та пултаратпӑр. Ҫак статья пире хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗ. Эпир темиҫе лару-тӑрӑва пӑхса тухӑпӑр тата вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.