Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Манӑн пурнӑҫ тӗллевне тупас килетчӗ

Манӑн пурнӑҫ тӗллевне тупас килетчӗ

ЭПӖ Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче ҫыран хӗрринчен аякра пулнӑ чухне манӑн кивӗ яхтӑна шыв кӗме пуҫларӗ. Кӗтмен ҫӗртен тата вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухрӗ. Эпӗ хытӑ хӑраса ӳкрӗм те кӗлтума пуҫларӑм. Эпӗ тахҫанах кӗлтуманччӗ. Ҫакӑн пек хӑрушӑ лару-тӑрӑва эпӗ мӗнле лекрӗм-ха? Айтӑр пӗтӗмпех йӗркипе каласа кӑтартам.

Эпӗ ҫичӗ ҫулта. Ун чухне пирӗн ҫемье Бразилире пурӑннӑ

Эпӗ 1948 ҫулта Нидерландра ҫуралнӑ. 1949 ҫулта вара пирӗн ҫемье Бразилие, Сан-Паулу хулине, куҫса кайнӑ. Аттепе анне чиркӗве ҫӳретчӗҫ тата эпир час-часах каҫхи апат хыҫҫӑн пурте пӗрле Библи вулаттӑмӑр. 1959 ҫулта эпир Пӗрлешӳллӗ Штатсене, Массачусетс штатне, куҫса кайрӑмӑр.

Аннене тата пире, ултӑ ачана, тӑрантарас тесе аттен нумай ӗҫлеме тивнӗ. Вӑл ӑҫта кӑна ӗҫлемен пулӗ. Вӑл тӗрлӗ таварсем сутса ҫӳренӗ, ҫул-йӗр тӑвакан ҫӗрте те, пысӑк авиакомпанире те ӗҫленӗ. Атте авиакомпанире ӗҫлени пире уйрӑмах килӗшетчӗ. Ун чухне эпир тӗрлӗ ҫӗршывра пулса куртӑмӑр.

Шкулта вӗреннӗ чухне эпӗ час-часах «ӳссе ҫитӗнсен эпӗ мӗн тӑвӑп-ши?» тесе шутлаттӑмччӗ. Манӑн хӑш-пӗр туссем аслӑ пӗлӳ илесшӗнччӗ, теприсем — салтака каясшӑнччӗ. Манӑн вара салтака каяс килместчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ тавлашма та юратмастӑмччӗ, вӑрҫӑ вӑрҫасси пирки вара сӑмах та пыма пултарайман. Мана салтака илсе ан кайччӑр тесе эпӗ университета вӗренме кӗрес терӗм. Пуринчен ытла вара манӑн ҫынсене пулӑшас килетчӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ манӑн пурнӑҫа тӗллевлӗ тӑвать тесе шутлаттӑмччӗ.

УНИВЕРСИТЕТРА ВӖРЕННӖ ҪУЛСЕМ

Нумай ҫул хушши эпӗ пурнӑҫ тӗллевне шырарӑм

Университетра вӗреннӗ чухне эпӗ антропологипе интересленме пуҫларӑм, мӗншӗн тесен манӑн пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайнине пӗлес килетчӗ. Пире эволюци теорине вӗрентетчӗҫ тата вӑл ҫеҫ тӗрӗс тесе ӗнентеретчӗҫ. Анчах та ҫав теорийӗн хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсем тӗрӗс пулнине нимӗн те ҫирӗплетсе паман, вӗсене ӗненмелле ҫеҫ пулнӑ.

Университетра пире мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине вӗрентместчӗҫ. Ун вырӑнне пире ним ҫине пӑхмасӑр хамӑр тӗллевсене пурнӑҫламалла тесе калатчӗҫ. Унсӑр пуҫне, эпӗ час-часах ӗҫкӗ-ҫикӗсене ҫӳреттӗмччӗ тата тӗрлӗ наркотиксем тутанса пӑхаттӑмччӗ. Ҫакӑ мана савӑнӑҫ паратчӗ, анчах та ҫав савӑнӑҫ хӑвӑртах сирӗлетчӗ. Эпӗ час-часах «ҫакӑн пек пурнӑҫ пирки тӗллевлӗ пурнӑҫ теме пулать-и вара?» тесе шутлаттӑмччӗ.

Каярахпа эпӗ Бостона куҫса кайрӑм та унти университетра вӗренме пуҫларӑм. Вӗреннишӗн тӳлеме укҫа пултӑр тесе эпӗ ҫулла ӗҫе кӗтӗм. Унта эпӗ пӗрремӗш хут Иегова Свидетельне тӗл пултӑм. Пӗрле ӗҫлекен мана Даниил кӗнекинчи 4-мӗш сыпӑкра «ҫичӗ вӑхӑт» пирки пророкла каланине ӑнлантарса пачӗ (Дан. 4:10—14). Вара эпӗ шутласа илтӗм: малалла та ҫак ҫынпа Библи ҫинчен калаҫас пулсан хамӑн пурнӑҫа тӗппипех улӑштарас пулать. Ҫавӑнпа эпӗ унран пӑрӑнса ҫӳреме пуҫларӑм.

Университетра ятарлӑ курссем ирттеретчӗҫ. Ҫав курссене вӗренсе пӗтернисем Кӑнтӑр Америкӑна гуманитарлӑ пулӑшу пама кайма пултарнӑ. Ҫак ӗҫе тусан эпӗ пурнӑҫа ахаль пурӑнса ирттермӗп тесе шутларӑм. Ҫавӑнпа та ҫав курссене каяс терӗм. Анчах та каярахпа ҫакӑ та пурнӑҫ тӗллевне тупма пулӑшас ҫуккине ӑнлантӑм. Ӗмӗт татӑлнӑран эпӗ университетра вӗренме пӑрахрӑм.

ПУРНӐҪ ТӖЛЛЕВНЕ ТУПАС ТЕСЕ ТӖРЛӖ ҪӖРШЫВА КАЙСА КУРАТӐП

1970 ҫулта май уйӑхӗнче эпӗ Амстердама куҫса кайрӑм та атте ӗҫленӗ авиакомпанире ӗҫлеме пуҫларӑм. Эпӗ Азири, Африкӑри, Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑри тата Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывра пулса куртӑм. Кӗҫех эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: кирек мӗнле ҫӗршыври ҫынсем те пӗр пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Ҫав йывӑрлӑхсене мӗнле татса памаллине вара никам та пӗлмест. Вара манӑн каллех мӗнле те пулин пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑвас килсе кайрӗ. Ҫавӑнпа эпӗ Бостона таврӑнса унччен вӗреннӗ университетах вӗренме кӗрес терӗм.

Кӑшт вӑхӑт иртсен вара эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: университетра вӗренни мана пурнӑҫ тӗллевне тупма пулӑшаймасть. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен университетри пӗр профессорпа калаҫрӑм. Вӑл мӗн калани вара мана шалт аптратса ӳкерчӗ. Вӑл: «Мӗн тума вӗренетӗн вара? Санӑн университетра вӗренме пӑрахмалла пуль»,— терӗ. Эпӗ нумай шутласа тӑмасӑр ҫапла турӑм та.

Пурнӑҫ тӗллевне шыраса эпӗ хипписемпе хутшӑнма пуҫларӑм. Эпӗ туссемпе пӗрле автостоппа ҫулҫӳреве тухрӑм. Эпир Америкӑпа Мексика витӗр тухса Акапулько хулине ҫитрӗмӗр. Ҫул ҫинче эпир хипписен ушкӑнӗсем пурӑнакан вырӑнсенче чарӑнаттӑмӑр. Хипписен йывӑрлӑхсем ҫук пек тата вӗсем ним ҫинчен те пӑшӑрханмаҫҫӗ пек туйӑнатчӗ. Анчах та каярахпа эпӗ ӑнлантӑм: вӗсем пирки те телейлӗ ҫынсем тесе калаймӑн. Вӗсенчен нумайӑшӗ тӳрӗ тата шанчӑклӑ пулман иккен.

ПУРНӐҪ ТӖЛЛЕВНЕ ШЫРАСА ТИНӖСЕ ТУХАТӐП

Туспа пӗрле эпир илемлӗ утрав тупасшӑнччӗ

Эпӗ мӗн ачаранпах капитан пулса тинӗсе тухма ӗмӗтленеттӗм. Вара ҫак ӗмӗте пурнӑҫа кӗртес терӗм. Манӑн пӗр-пӗр илемлӗ утрав тупса унта ирӗклӗн пурӑнас килетчӗ. Ҫавӑн пек утрав тупас тесе эпӗ тӗнче тавра ҫаврӑнса тухма та хатӗрччӗ. Манӑн тусӑн Томӑн та ҫавӑн пекех ӗмӗтчӗ. Ҫавӑнпа та эпир пӗрле ҫулҫӳреве тухас терӗмӗр. Ҫакна тума вара пире яхта кирлӗ пулнӑ.

Эпир Томпа Барселонӑран инҫех мар вырнаҫнӑ Ареньс-де-Мар хулине кайрӑмӑр. Унта эпир «Лигра» ятлӑ яхта туянтӑмӑр. Унӑн тӑршшӗ 9 метр ытлаччӗ. Вӑрӑм ҫула тухмашкӑн яхтӑна хатӗрлемеллеччӗ. Пирӗн ниҫта та васкамалла марччӗ, ҫавӑнпа та эпир моторне хывас терӗмӗр. Ҫапла вара пирӗн ӗҫмелли шыв валли вырӑн пулчӗ. Пӗчӗк гаваньсенче ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе эпир яхта ҫине икӗ 5 метрлӑ кӗсмен вырнаҫтартӑмӑр. Яхтӑна хатӗрлесе пӗтерсен эпир ҫула тухрӑмӑр. Эпир Инди океанӗнчи Сейшель утравӗсем еннелле кайрӑмӑр. Пирӗн Африкӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗпе пырса Ырӑ Ӗмӗт сӑмсахӗ тавра каймаллаччӗ. Тӗрӗс ҫулпа пырас тесе эпир ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхаттӑмӑр, карттӑсемпе тата ансат хатӗрсемпе усӑ кураттӑмӑр. Хамӑр ӑҫта пулнине эпир тӗп-тӗрӗс пӗлме пултараттӑмӑр. Ҫакӑ мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтеретчӗ.

Кӗҫех эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: хамӑр кивӗ яхтӑпа эпир аякка каяймастпӑр, мӗншӗн тесен унта шыв кӗретчӗ. Сехет хушшинче унта 22 литр шыв кӗретчӗ. Маларах каларӑм ӗнтӗ, эпир вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла лексен эпӗ хӑраса ӳкрӗм те кӗлтума пуҫларӑм. Эпӗ Турра «чӗрӗ тӑрса юлсан сан ҫинчен пӗлме тӑрӑшатӑп» тесе сӑмах патӑм. Ҫил-тӑвӑл лӑпланчӗ, вара эпӗ хам сӑмаха тытрӑм.

Тинӗсре пулнӑ чухнех эпӗ Библи вулама пуҫларӑм. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: таврара шыв анчах, дельфинсем тата тӗрлӗ пулӑсем ишеҫҫӗ. Ҫӗрле вара Хур кайӑк ҫулӗ питӗ лайӑх курӑнать. Ҫутҫанталӑк илемне сӑнанӑ май эпӗ ҫынсемшӗн тӑрӑшакан Турӑ пуррине хытӑрах та хытӑрах ӗненеттӗмччӗ.

Темиҫе эрнерен эпир Испанири Аликанте хулине кӗтӗмӗр. Унта эпир «Лигрӑна» сутса лайӑхрах яхта илесшӗнччӗ. Анчах та кивӗ, шӑтӑк-ҫатӑк тата моторсӑр яхтӑна илес текен ҫынна тупма йывӑрччӗ. Тепӗр енчен вара, ман Библи вулама ытларах вӑхӑт тупӑнчӗ.

Библи вуланӑҫемӗн эпӗ унта телейлӗ пулас тесен мӗн тумаллине ҫырнине ӑнланса илтӗм. Турра юрӑхлӑ пулас тесен мӗнле пурӑнмаллине те унта уҫҫӑн каланӑ. Вара эпӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм: мӗншӗн-ха ҫав тери нумай ҫын, ҫав шутра эпӗ те, хӑйсене христиансем теҫҫӗ, хӑйсем вара Библи тӑрӑх пурӑнмаҫҫӗ?

Эпӗ Турра юрӑхлӑ пулас тесе хамӑн пурнӑҫа улӑштарас терӗм, ҫавӑнпа та наркотикпа иртӗхме пӑрахрӑм. Тата эпӗ Библи тӑрӑх пурӑнакан ҫынсем пурах тесе шутласа илтӗм. Вара Турра тепре кӗлтурӑм та ҫавӑн пек ҫынсене шыраса тупма пулӑшма ыйтрӑм.

ЧӐН ТӖНЕ ШЫРАТӐП

Чӑн тӗне тупас тесен эпӗ чиркӳсен списокне тумалла та вӗсене пурне те тӗрӗслесе пӑхмалла тесе шутлаттӑмччӗ. Аликанте хулинче эпӗ нумай чиркӗве кӗрсе тухрӑм, анчах пур чиркӳре тенӗ пекех турӑшсене кураттӑм, вара вӗсене пӗр иккӗленмесӗр хамӑн списокран чӗрсе пӑрахаттӑм.

Пӗррехинче вырсарникун сӑрт ҫинче ларса эпӗ Библире Иаков 2:1—5 сӑвӑ йӗркисене вуларӑм. Унта пуян ҫынсене ыттисенчен ытларах чыс тумалла мар тесе ҫырнӑ. Хамӑн яхта патне таврӑннӑ чухне эпӗ пӗр ҫурт патӗнчен иртсе кайрӑм. Мана ҫакӑ Турра пуҫҫапмалли вырӑн пек туйӑнчӗ. Ҫав ҫурт ҫинче «Турӑ Патшалӑхӗн залӗ» тесе ҫырнӑ пулнӑ.

Вара эпӗ «ҫак тӗне те тӗрӗслесе пӑхмалла, кунта мана мӗнле кӗтсе илӗҫ-ши?» тесе шутласа илтӗм. Эпӗ — сухаллӑ, ҫара ураллӑскер тата ҫӗтӗк-ҫурӑк джинсӑ тӑхӑннӑскер — зала кӗтӗм. Тӗлӗнмелле те, йӗркене пӑхса тӑракан арҫын тӑван мана ӑшшӑн кӗтсе илчӗ тата пӗр ватӑ хӗрарӑмпа юнашар ларма сӗнчӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ҫав хӗрарӑм мана Библире кирлӗ сӑвӑ йӗркисене тупма пулӑшрӗ. Тӗлпулу хыҫҫӑн нумайӑшӗ манпа паллашма пычӗҫ. Мана ҫавӑн пек ӑшшӑн кӗтсе илессе эпӗ шутламан та! Тата пӗр арҫын мана Библи ҫинчен калаҫма хӑй патне чӗнчӗ. Эпӗ ун чухне Библи вуласа тухманччӗ, ҫавӑнпа та ӑна: «Эпӗ халӗ хатӗр мар-ха, хатӗр пулсан сире пӗлтерӗп»,— тесе каларӑм. Ҫапах та эпӗ тӗлпулусене ҫӳреттӗмччӗ.

Темиҫе эрнерен эпӗ ҫав арҫын патне хӑнана кайрӑм. Вӑл мана Библипе ҫыхӑннӑ хамӑн ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшрӗ. Тепӗр эрнерен вӑл мана сумка тулли лайӑх тумтир парнелерӗ. Ҫав тумтир хуҫи тӗрмере ларнӑ иккен. Анчах та вӑл нимӗнле преступлени те туман. Пачах урӑхла, вӑл Библире каланӑ пек, тӑвансене юратнӑ, ҫавӑнпа та алла хӗҫ-пӑшал илме килӗшмен (Ис. 2:4; Иоанн 13:34, 35). Акӑ мӗншӗн ӑна тӗрмене лартнӑ. Вара эпӗ хам мӗн шыранине — Библи тӑрӑх пурӑнакан ҫынсене — тупнине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнпа та эпӗ илемлӗ утрав шырас вырӑнне Библи вӗренес терӗм. Вара каялла Нидерланда таврӑнтӑм.

ӖҪ ШЫРАТӐП

Тӑватӑ кунран эпӗ Гронингена ҫитрӗм. Пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илес тесе манӑн ӗҫ тупмаллаччӗ. Пӗр мастерскойӗнче мана анкета пачӗҫ. Унта эпӗ хӑш тӗне тытса тӑнине ҫырмаллаччӗ. Эпӗ «Иегова Свидетелӗ» тесе ҫыртӑм. Мастерской хуҫи ҫавна курсан унӑн сӑн-пичӗ улшӑнчӗ те вӑл: «Каярахпа шӑнкӑравлатӑп»,— терӗ. Анчах та вӑл шӑнкӑравламарӗ.

Эпӗ тепӗр мастерскойне кайса пӑхас терӗм. Мастерской хуҫи эпӗ ӑҫта вӗреннине тата унччен ӑҫта ӗҫленине ыйтса пӗлчӗ. «Эпӗ йывӑҫ яхтӑна анчах юсанӑ»,— тесе каларӑм. Тӗлӗнмелле те, вӑл мана: «Юрать, апат хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫлама пултаратӑн. Анчах та манӑн пӗр услови пур: эпӗ Иегова Свидетелӗ тата Библири принципсем тӑрӑх пурӑнатӑп, ҫавӑнпа та манӑн мастерскойӗнче веҫех йӗркеллӗ пулмалла»,— терӗ. Ҫакна илтсен эпӗ питӗ савӑнтӑм та: «Эпӗ те Иегова Свидетелӗ!» — терӗм. Анчах та эпӗ ун чухне сухаллӑччӗ тата манӑн ҫӳҫ вӑрӑмччӗ. Вара вӑл веҫех ӑнланса илчӗ те: «Ҫапла пулсан, айта Библи вӗренер»,— терӗ. Эпӗ хаваспах килӗшрӗм. Ҫапла Иегова манӑн ӗмӗте пурнӑҫларӗ (Пс. 36:4). Унчченхи мастерской хуҫи мӗншӗн шӑнкӑравламаннине те эпӗ ӑнланса илтӗм. Эпӗ ҫав арҫын тӑванӑн мастерскойӗнче пӗр ҫул ӗҫлерӗм, ҫав вӑхӑт хушши вӑл манпа Библи вӗренчӗ. Вара 1974 ҫулта январьте эпӗ шыва кӗтӗм.

ТИНЕХ ЭПӖ ПУРНӐҪ ТӖЛЛЕВНЕ ТУПРӐМ!

Уйӑх иртсен эпӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫак ӗҫ мана нумай савӑнӑҫ паратчӗ. Тепӗр уйӑхран эпӗ Амстердама куҫса кайрӑм та тин кӑна йӗркеленнӗ испан ушкӑнӗпе пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫларӑм. Мана испан тата португал чӗлхисемпе калаҫакан ҫынсемпе Библи вӗренме питӗ килӗшетчӗ. 1975 ҫулхи май уйӑхӗнче вара эпӗ ятарлӑ пионер пулса тӑтӑм.

Пӗррехинче пирӗн ушкӑнӑн тӗлпулӑвне Инеке ятлӑ хӗрарӑм тӑван пычӗ, вӑл ятарлӑ пионерччӗ. Инеке Боливирен килнӗ хӗрпе Библи вӗреннӗ, вара ҫав хӗре тӗлпулӑва илсе килнӗ. Эпир Инекепе пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлес тесе пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретме пуҫларӑмӑр. Кӗҫех пирӗн тӗллевсем пӗр пек пулнине ӑнланса илтӗмӗр, вара 1976 ҫулта пӗрлешрӗмӗр. 1982 ҫулччен эпир ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлерӗмӗр. Кайран пире Галаад шкулӗнче 73-мӗш класра вӗренме чӗнчӗҫ. Унтан вара Хӗвелтухӑҫ Африкӑна ячӗҫ. Эпир кӑшт пӑшӑрханаттӑмӑр пулсан та, унта хаваспах кайрӑмӑр. Пилӗк ҫул хушши эпир Кенири Момбаса хулинче ырӑ хыпар сартӑмӑр. 1987 ҫулта вара Танзанире влаҫсем ырӑ хыпар сарма ирӗк парсан пире унта куҫса кайма ыйтрӗҫ. Танзанире 26 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн эпир каялла Кение таврӑнтӑмӑр.

Пире арӑмпа Хӗвел- тухӑҫ Африкӑра ҫынсемпе Библи вӗренме питӗ килӗшет

Эпӗ пурнӑҫ тӗллевне тупрӑм — эпӗ хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене Библири чӑнлӑха пӗлме пулӑшатӑп. Астӑватӑп пӗррехинче Момбасӑра ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ пӗр арҫынна икӗ журнал патӑм. Вӑл вара: «Вӗсене вуласа тухсан манӑн мӗн тумалла?» — тесе ыйтрӗ. Тепӗр эрнерен эпӗ унпа Библи вӗренме пуҫларӑм. Момбасӑра вӑл манӑн пӗрремӗш вӗренекен пулчӗ. Эпир тин кӑна суахили чӗлхипе тухнӑ «Эсӗ ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑн» кӗнекепе вӗренеттӗмӗр. Ҫулталӑк иртсен ҫав арҫын шыва кӗчӗ те пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗ. Вӗсем арӑмӗпе 100-е яхӑн ҫынна Иегова Свидетелӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ.

Эпир Инекепе ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр: пурнӑҫ тӗллевӗ вӑл — Иеговӑшӑн ӗҫлесси!

Пурнӑҫ тӗллевне тупсан эпӗ хама паха ӗнчӗ туяннӑ тата ӑна ҫухатасшӑн пулман купса пек туйса илтӗм (Матф. 13:45, 46). Манӑн яланах ҫынсене пурнӑҫ тӗллевне тупма пулӑшас килетчӗ. Халӗ эпир юратнӑ арӑмпа ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр: пурнӑҫ тӗллевӗ вӑл — Иеговӑшӑн ӗҫлесси!