Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

44-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова пире чунтан парӑнса юратни мӗнрен курӑнать?

Иегова пире чунтан парӑнса юратни мӗнрен курӑнать?

«Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл — ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ [«вӑл чунтан парӑнса юратни», ҪТ] ӗмӗрлӗхе» (ПС. 135:1).

108-МӖШ ЮРӐ Турӑ чунтан парӑнса юратать

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова пире мӗн тума хавхалантарать?

 ИЕГОВА чунтан парӑнса юратни питӗ кирлӗ ен тесе шутлать (Ос. 6:6, ҪТ). Вӑл пире те ҫак ене кӑтартма хавхалантарать. Михей урлӑ Иегова «ырӑ ӗҫ тума юратмалла» тенӗ (Мих. 6:8). Ырӑ ӗҫ туни вара чунтан парӑнса юратнипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Айтӑр малтан чунтан парӑнса юратни мӗн иккенне пӗлер.

2. Чунтан парӑнса юратни мӗне пӗлтерет?

2 «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» чунтан парӑнса юратать тени 230 хута яхӑн тӗл пулать. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне хӑш-пӗр куҫарусенче «ырӑлӑхлӑ» е «хӗрхенекен» тесе куҫарнӑ. Ҫавӑнпа ҫак статьяра илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчи «ырӑлӑхлӑ» е «хӗрхенекен» текен сӑмахсем чунтан парӑнса юратнине пӗлтереҫҫӗ. Чунтан парӑнса юратни мӗне пӗлтерет-ха? Кам чунтан парӑнса юратать, ҫав тепӗр ҫынна юратма пӑрахмасть тата вӑл ӑна нихӑҫан та хӑвармасть. Ытларах чухне ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе Турӑ ҫынсене юратни ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ. Анчах та унпа ҫынпа ҫын хушшинчи юрату ҫинчен каланӑ чухне те усӑ кураҫҫӗ. Иегова чунтан парӑнса юратнӑ пек урӑх никам та юратмасть. Ҫак статьяра эпир Иегова ҫынсене чунтан парӑнса юратнине мӗнле кӑтартнине курӑпӑр. Тепӗр статьяра вара Турӑ ӗҫлекенӗсен пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратнине мӗнле кӑтартмаллине пӗлӗпӗр.

ИЕГОВА ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТАС ТӖЛӖШРЕН ЧИ ЛАЙӐХ ТӖСЛӖХ КӐТАРТАТЬ

3. Иегова Моисее хӑй пирки мӗн каланӑ?

3 Иегова Израиль халӑхне Египетран илсе тухсан кӑшт вӑхӑт иртсен Моисее хӑй пирки ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, тӳрӗлӗхе упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен кӑтартса тӑракан, айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан» (Тух. 34:6, 7). Иеговӑн ҫапла паха енсем пуррине пӗлни пире питӗ хавхалантарать. Тата Иегова Моисее ҫавӑн пек сӑмахсене каласа хӑй чунтан парӑнса юратни пирки тата ытларах уҫса панӑ. Вӑл ӑна мӗн каланӑ-ши?

4, 5. а) Иегова хӑй пирки мӗн каланӑ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

4 Иегова хӑй пирки «ырӑлӑхлӑ» кӑна мар, «нумай ырӑлӑхлӑ» тенӗ (Йыша шутл. 14:18; Неем. 9:17; Пс. 85:15; 102:8; Иоиль 2:13; Иона 4:2) *. Библире ытти вырӑнсенче те Иегова «нумай ырӑлӑхлӑ» тесе каланӑ. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе Иегова ҫинчен каланӑ чухне кӑна усӑ курнӑ. Иегова хӑйӗн ҫак паха енӗ ҫинчен пурте пӗлччӗр тенӗ. Иеговӑн ырӑлӑхӗ, е чунтан парӑнса юратни, ытла та пысӑк пулнӑран Давид ҫакӑн пек сӑмахсем ҫырнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн ырӑлӑху тӳпене ҫитиех... Санӑн ырӑлӑху мӗн тери паха! Этем ывӑлӗсем Санӑн ҫунату хӳттинче канлӗ пурӑнаҫҫӗ» (Пс. 35:6, 8). Давид Иегова хӑйне чунтан парӑнса юратнӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ. Эсир вара Иегова хӑвӑра чунтан парӑнса юратнӑшӑн пархатарлӑ-и?

5 Чунтан парӑнса юратни мӗн иккенне лайӑхрах ӑнланас тесе айтӑр ҫак икӗ ыйтӑва пӑхса тухар: Иегова кама чунтан парӑнса юратать? тата Иегова чунтан парӑнса юратни пире мӗн парать?

ИЕГОВА КАМА ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТАТЬ?

6. Иегова кама чунтан парӑнса юратать?

6 Эпир нумай мӗне юратма пултаратпӑр. Сӑмахран, Библире хӑш-пӗрисем ҫӗр ӗҫне, эрехпе ҫуллӑ ҫимӗҫе, ӑса вӗрентнине е ӑслӑлӑха юратаҫҫӗ тенӗ (2 Ҫулс. 26:10; Ытар. 12:1; 21:17; 29:3). Анчах та япаласене чунтан парӑнса юратаймӑн, ҫынсене анчах ҫакӑн пек юратма пулать. Пирӗн Турӑ, Иегова, пур ҫынна та чунтан парӑнса юратать-и? Ҫук, вӑл хӑйӗн тусӗсене кӑна чунтан парӑнса юратать. Вӑл вӗсем валли чаплӑ пуласлӑх хатӗрлесе хунӑ тата вӑл вӗсене нихӑҫан та хӑвармӗ.

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кӑна мар, пур ҫынна та нумай парне парать (7-мӗш абзаца пӑхӑр) *

7. Иегова пур ҫынна та юратни мӗнрен курӑнать?

7 Иегова пур ҫынна та юратать. Иисус Никодимпа калаҫнӑ чухне ҫапла каланӑ: «Тӗнчене [пур ҫынна та] питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:1, 16; Матф. 5:44, 45).

Давид патша тата Даниил пророк каланӑ тӑрӑх, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса юратать, мӗншӗн тесен вӗсем ӑна пӗлеҫҫӗ, унран хӑраҫҫӗ, ӑна юратаҫҫӗ тата вӑл хушнисене туса тӑраҫҫӗ (8, 9 абзацсене пӑхӑр)

8, 9. а) Мӗншӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса юратать? ӑ) Эпир малалла мӗн пӑхса тухӑпӑр?

8 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, кам унпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ, ҫавсене чунтан парӑнса юратать. Ҫакӑ Давид патша тата Даниил пророк каланӑ сӑмахсенчен курӑнать. Сӑмахран, Давид ҫапла ҫырнӑ: «Хӑвна пӗлекенсене ырӑлӑхна... кӑтартса тӑр», «Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗ вара Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ӗмӗртен ӗмӗре пырать» (Пс. 35:11; 102:17). Даниил вара: «Эй аслӑ та хӑватлӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ шанчӑклӑ, Эсӗ Хӑвна юратакансемпе, Ху хушнисене туса тӑракансемпе хывнӑ халална упратӑн!» — тенӗ (Дан. 9:4). Куртӑмӑр ӗнтӗ, Туррӑн ӗҫлекенӗсем ӑна пӗлеҫҫӗ, унран хӑраҫҫӗ, ӑна юратаҫҫӗ тата вӑл хушнисене туса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иегова вӗсене чунтан парӑнса юратать. Апла пулсан, Иегова хӑйӗн чӑн ӗҫлекенӗсене ҫеҫ чунтан парӑнса юратать.

9 Иегова эпир уншӑн ӗҫлеме пуҫличченех пире юратнӑ (Пс. 103:14). Эпир ӑна пуҫҫапма пуҫласан вара вӑл пире чунтан парӑнса юратма пуҫланӑ. Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенне ҫапла ӑшӑ сӑмахсем калать: «Манӑн ырӑлӑхӑм вара санран уйӑрӑлмӗ» (Ис. 54:10). Тата эпир «Иегова хӑйне чунтан парӑнса пурӑнакансемпе уйрӑмах ырӑ» пулнине хамӑр ҫинче туйса тӑратпӑр (Пс. 4:3, ҪТ). Ҫакӑ чуна пырса тивет тата Иегова пире чунтан парӑнса юратни ҫинчен шухӑшлама хавхалантарать. Акӑ мӗншӗн псалом юрлакан: «Кам ӑслӑ, ҫавӑ ҫакна асӑрхӗ, Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑхне ӑнласа илӗ»,— тесе ҫырнӑ (Пс. 106:43). Эппин, айтӑр Иегова чунтан парӑнса юратни пире мӗн пани ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

ИЕГОВА ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТНИ ПИРЕ МӖН ПАРАТЬ?

Иегова уйрӑмах хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратать (10—16 абзацсене пӑхӑр) *

10. Иегова чунтан парӑнса юратни ӗмӗрлӗхе пынине мӗншӗн асра тытмалла? (Псалом 30:8).

10 Туррӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе, е вӑл чунтан парӑнса юратни, ӗмӗрлӗхе пырать. Ҫакна 135-мӗш Псаломра 26 хут каланӑ. Псалом ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланать: «Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл — ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе» (Пс. 135:1). Ҫак псаломра кашни сӑвӑ йӗркинчех «Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе» тесе ҫырнӑ. Ҫак сӑмахсене кашни сӑвӑ йӗркинче калани Иегова хӑйӗн халӑхне чунтан парӑнса юратни пирки тата хӑйӗн халӑхне нихӑҫан та пӑрахас ҫукки пирки шантарать. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та юратма пӑрахмасть. Вӗсене йывӑр килнӗ чухне вара вӑл шанчӑклӑ тус пек ҫывӑх пулать. Ҫакӑ пире мӗн парать? Иегова хамӑра чунтан парӑнса юратнине туятпӑр пулсан, пирӗн вӑй, савӑнӑҫ пулать тата эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пултарӑпӑр. (Псалом 30:8 вуласа парӑр.)

11. Псалом 85:5-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн Иегова каҫарать?

11 Чунтан парӑнса юратнӑран Иегова каҫарать. Ҫын хӑй тунӑ ҫылӑхшӑн ӳкӗнет пулсан тата хӑй пурнӑҫӗнче улшӑнусем тӑвать пулсан, Иегова ӑна чунтан парӑнса юратнӑран каҫарать. Иегова ҫинчен Давид ҫапла ҫырнӑ: «Пире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫшӗн айӑпламасть, пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть» (Пс. 102:8—11). Давид хӑй ҫылӑх тунӑшӑн хӑйне питӗ айӑплӑ туйнӑ. Ҫавах та вӑл Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ е каҫарма хатӗр пулнине пӗлнӗ. Мӗншӗн Иегова ҫынсене каҫарать? Псалом 85:5-мӗшӗнче (вуласа парӑр) каланӑ пек Иегова хӑйне йӑлӑнакансемшӗн нумай ырӑлӑхлӑ. Урӑхла каласан, кам хӑйне каҫарма ыйтать, Иегова ӑна чунтан парӑнса юратнӑран каҫарать.

12, 13. Унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн хамӑра айӑпласа ҫӳретпӗр пулсан, пире мӗн пулӑшма пултарать?

12 Ҫын хӑй тунӑ ҫылӑхсемшӗн хӑйне айӑплӑ туять пулсан, ҫакӑ уншӑн хӑйӗншӗн усӑллӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ӑна ӳкӗнме тата улшӑнусем тума хавхалантарать. Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем хӑйсем унччен тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн хӑйсене ытлашши айӑплама пултараҫҫӗ. Вара хӑйсем ӳкӗннӗ пулсан та «Иегова мана нихӑҫан та каҫармасть» тесе шутлаҫҫӗ. Эсир те ҫакӑн пек туйӑмсемпе кӗрешетӗр пулсан, сире мӗн пулӑшма пултарать? Иегова хӑвӑра чунтан парӑнса юратни пирки шухӑшлӑр, вӑл хӑй те сире ҫакӑн пирки шантарать.

13 Ҫакӑ пире мӗн парать? Эпир ҫылӑхлӑ тата пирӗн ҫитменлӗхсем пур пулсан та, эпир Иеговӑшӑн савӑнса тата таса совеҫпе ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр. Мӗншӗн тесессӗн Иисус Христосӑн юнӗ пире «кирек мӗнле ҫылӑхран та тасатса тӑрать» (1 Иоанн 1:7). Эпир ӳкӗнсен те унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн хамӑра айӑпласа ҫӳретпӗр пулсан, пирӗн ҫакна асра тытмалла: Иегова пире чӑнах та каҫарасшӑн. Чунтан парӑнса юратни каҫарнипе ҫыхӑнни Давид сӑмахӗсенчен курӑнать. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳллӗ тӳпепе ҫӗр хушши епле пысӑк, Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑхӗ Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ҫавӑн пек пысӑк; тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ» (Пс. 102:11, 12). Апла, Иегова пире хӑйӗн ырӑлӑхӗпе каҫарать (Ис. 55:7).

14. Иегова чунтан парӑнса юратни пире хӳтӗленине Давид мӗнле кӑтартса панӑ?

14 Иегова чунтан парӑнса юратни пире хӳтлӗх парать. Давид ҫапла кӗлтунӑ: «Эсӗ — манӑн хӳттӗм: Эсӗ мана хӗн-хурлӑхран сыхласа тӑратӑн, Ху хӑтарса тӑнипе савӑнтаратӑн. ...Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнакана ырӑлӑх хупӑрлать» (Пс. 31:7, 10). Ӗлӗк-авал хулана тӑшмансенчен хӳтӗлес тесе ун тавра хӳме туса ҫавӑрнӑ. Иегова чунтан парӑнса юратнине хӳтлӗх паракан хӳмепе танлаштарма пулать. Вӑл пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма мӗн чӑрмантарать, ҫавсенчен хӳтӗлет. Унсӑр пуҫне, чунтан парӑнса юратнипе Иегова пире хӑйӗн патне туртать (Иер. 31:3, ҪТ).

15. Мӗншӗн Иегова чунтан парӑнса юратнине хӳтлӗхпе тата тарса хӑтӑлмалли вырӑнпа танлаштарма пулать?

15 Давид Иегова хӳтлӗх парать тесе пӗрре кӑна мар ҫырнӑ. Сӑмахран, вӑл: «Турӑ — ман хута кӗрекенӗ, Туррӑм — мана хӗрхенекенӗ»,— тенӗ. Тата Давид Иегова ҫинчен ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Вӑл мана хӗрхенет, Вӑл — манӑн хӳттӗм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, мана Хӑтараканӗ, манӑн хулканӑм,— эпӗ Ӑна шанатӑп» (Пс. 58:18; 143:2). Туррӑн хӗрхенӗвне — чунтан парӑнса юратнине — Давид хӳтлӗхпе е тарса хӑтӑлмалли вырӑнпа танлаштарнӑ. Мӗншӗн-ши? Мӗншӗн тесен эпир кирек ӑҫта пулсан та, Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрсан вӑл пире хӳтлӗх парать — хӑйӗнпе хамӑр хушӑри хутшӑнусене упрама пулӑшать. 90-мӗш Псаломра та ҫавӑн евӗрлех шухӑш пур. Унта Иегова пирки «тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм» тесе ҫырнӑ (Пс. 90:1—3, 9, 14). Моисей те 89-мӗш Псаломра Иеговӑна «тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр» тенӗ (Пс. 89:1). Вилес умӗн кӑшт маларах вара вӑл Иегова пирки ҫапла хитре сӑмахсем каланӑ: «Турӑ вӑл мӗн авалтанах тарса хӑтӑлмалли вырӑн, унӑн ӗмӗрлӗх аллисем сана тытса тӑраҫҫӗ» (Сак. аст. 33:27, ҪТ). «Унӑн ӗмӗрлӗх аллисем сана тытса тӑраҫҫӗ» тени пире Иегова ҫинчен тата мӗн уҫса парать?

16. Иегова пире мӗнле пулӑшать тата эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр? (Псалом 135:23).

16 Эпир Иеговӑра хӳтлӗх шырасан вӑл чӑнах та пирӗншӗн тарса хӑтӑлмалли вырӑн пулса тӑрать. Ҫавах та хӑш-пӗр чухне пирӗн ал усӑнать, вара вӑй чакса каять. Ҫавӑн пек чухне Иегова пире курса мӗн тӑвать? (Псалом 135:23 вуласа парӑр.) Иегова хӑй аллине тӑсать те пире ҫӗклесе тӑратать (Пс. 27:9; 93:18). Ҫакӑ пире мӗн парать? Эпир Иегова пире пулӑшасси пирки пӗртте иккӗленместпӗр. Пӗрремӗшӗнчен, эпир кирек ӑҫта пулсан та, хамӑра хӳтлӗхре туятпӑр. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хамӑршӑн тӑрӑшасса пӗлетпӗр.

АН ИККӖЛЕНӖР: ИЕГОВА СИРЕ ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТАТЬ

17. Иегова пире чунтан парӑнса юратни мӗн пирки шантарать? (Псалом 32:18—22).

17 Куртӑмӑр ӗнтӗ, пире йывӑр килнӗ чухне Иегова пирӗнпе юнашар тата вӑл пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшатех (2 Кор. 4:7—9). Иеремия пророк ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе эпир тӗппипех пӗтмерӗмӗр: Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлӗ иксӗлмерӗ» (Хӳхл. 3:22). Псалом юрлакан та: «Акӑ Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Унӑн ырӑлӑхне шанакансем ҫинче»,— тенӗ. (Псалом 32:18—22 вуласа парӑр.) Апла пулсан, Иегова пире чунтан парӑнса юратма пӑрахмӗ.

18, 19. а) Пирӗн мӗн асра тытмалла? ӑ) Эпир тепӗр статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

18 Пирӗн мӗн асра тытмалла? Иегова пур ҫынна та юратать. Эпир уншӑн ӗҫлеме пуҫличченех унӑн юратӑвне хамӑр ҫинче туйса тӑнӑ. Ӑна пуҫҫапма пуҫласан вара вӑл хамӑра чунтан парӑнса юратнине туйма пуҫларӑмӑр. Чунтан парӑнса юратнӑран Иегова пире хӑватлӑ аллисемпе хупӑрласа тӑрать. Иегова пире нихӑҫан та хӑвармасть, вӑл пире хӳтӗлет тата хӑй сӑмах панисене пурнӑҫлать. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пирӗнпе туслӑ пуласшӑн (Пс. 45:2, 3, 8). Ҫавӑнпа та ан иккӗленӗр: кирек мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухсан та Иегова хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма вӑй паратех.

19 Ҫак статьяра эпир Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса юратнине куртӑмӑр. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен те пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратасса кӗтет. Ҫакна мӗнле тумаллине тепӗр статьяра ҫырса панӑ.

136-МӖШ ЮРӐ Иегова сана «мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр»

^ 5 абз. Мӗн вӑл чунтан парӑнса юратни? Иегова кама чунтан парӑнса юратать тата вӑл чунтан парӑнса юратни пире мӗн парать? Ҫакӑн ҫинчен эпир ку тата тепӗр статьяра калаҫӑпӑр.

^ 4 абз. Иегова нумай ырӑлӑхлӑ пулни пирки Неемия 13:22-мӗшӗнче, Псалом 68:14-мӗшӗнче, 105:7-мӗшӗнче тата Иеремия хӳхлевӗ 3:32-мӗшӗнче те асӑннӑ.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК. Иегова пур ҫынна та, ҫав шутрах хӑйӗн ӗҫлекенӗсене те, юратать. Сӑмахран, юратнӑран вӑл ҫынсене хӗвел ҫути, ҫумӑр, йывӑҫсем, ӳсентӑран тата чечексем парать. Тӳлесе илме панӑ парнене пула вара ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Иеговӑшӑн ӗҫлекен тата тӳлесе илме панӑ парнене ӗненекен ҫынсене Иегова уйрӑмах юратать. Вӑл вӗсене юратать кӑна мар, чунтан парӑнса юратать. Вӑл чунтан парӑнса юратни ӗмӗрлӗхе пырать. Тата ҫак юрату ӑна хӑйӗн ӗҫлекенӗсене каҫарма тата хӳтӗлеме хавхалантарать.