Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

49-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хамӑра ыттисемпе мӗнле тытмалли ҫинчен эпир Левит кӗнекерен мӗне вӗренетпӗр?

Хамӑра ыттисемпе мӗнле тытмалли ҫинчен эпир Левит кӗнекерен мӗне вӗренетпӗр?

«Хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» (ЛЕВ. 19:18).

109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Унчченхи статьяра эпир мӗн пӑхса тухрӑмӑр тата халӗ эпир мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр?

 УНЧЧЕНХИ статьяра эпир Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкри хӑш-пӗр хушусене пӑхса тухрӑмӑр. Сӑмахран, виҫҫӗмӗш сӑвӑ йӗркинче Иегова израильтянсене ашшӗ-амӑшне хисеплеме хушнӑ. Эпир ҫак хушӑва хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫламалли ҫинчен калаҫрӑмӑр. Пирӗн хамӑр атте-аннене ӗҫпе пулӑшмалла, вӗсене хавхалантармалла, йӑпатмалла тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалла. Виҫҫӗмӗш сӑвӑ йӗркинчех Иегова израильтянсене шӑматкуна тытса тӑмаллине аса илтернӗ. Эпир Моисей законне тытса тӑмастпӑр пулсан та, ҫак хушупа килӗшӳллӗн пирӗн Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тусах тӑмалла. Ҫапла эпир сӑваплӑ пуласшӑн пулнине кӑтартатпӑр. Левит 19:2-мӗшӗнче тата 1 Петр 1:15-мӗшӗнче шӑпах ҫапла тума хавхалантарнӑ та.

2 Ҫак статьяра эпир Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкри тата темиҫе хушӑва пӑхса тухӑпӑр. Эпир хамӑра инвалидсемпе мӗнле тытмалли ҫинчен, суймасӑр-улталамасӑр ӗҫлени мӗне пӗлтерни ҫинчен тата ыттисене юратнине кӑтартас тесен мӗн тумалли ҫинчен калаҫӑпӑр. Ҫакӑ пире, пирӗн сӑваплӑ Турӑ пекех, сӑваплӑ пулма пулӑшӗ.

ИНВАЛИДСЕМПЕ ЫРӐ ПУЛӐР

Левит 19:14-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн суккӑр тата хӑлхасӑр ҫынсемпе хамӑра мӗнле тытмалла? (3—5 абзацсене пӑхӑр) *

3, 4. Левит 19:14-мӗшӗ тӑрӑх, израильтянсен суккӑр тата хӑлхасӑр ҫынсемпе хӑйсене мӗнле тытмалла пулнӑ?

3 Левит 19:14 вуласа парӑр. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене инвалидсемпе ырӑ пулма хушать. Сӑмахран, израильтянсен хӑлхасӑр ҫынна хурласа е хӑртса калаҫма юраман. Хӑлхасӑр ҫынпа ҫапла калаҫни мӗн тери киревсӗр ӗҫ! Вӑл хӑйӗн ҫинчен мӗн каланине илтмест вӗт, ҫавӑнпа хӑйне хӳтӗлеме пултараймасть.

4 Унсӑр пуҫне, Иегова израильтянсене «суккӑр умне ӑна такӑнтарса ӳкерме нимӗн те ан хур» тенӗ. Левит кӗнекене ӑнлантарса паракан пӗр кӗнекере ҫапла ҫырнӑ: «Авалхи вӑхӑтра Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫра инвалидсенчен час-часах мӑшкӑлланӑ тата хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене вӗсемпе хаяррӑн тытнӑ». Шел пулин те, хӑш-пӗр хытӑ чӗреллӗ ҫынсем кулас тесе суккӑр умне юри мӗн те пулин хунӑ, вара лешӗсем такӑнса ӳкнӗ. Анчах та кунта ним кулӑшли те ҫук. Левит 19:14-мӗшӗнчи хушусене парса Иегова израильтянсене суккӑррисемпе хӑлхасӑррисене хӗрхенме вӗрентнӗ.

5. Инвалидсене хӗрхеннине кӑтартас тесен мӗн тумалла?

5 Иисус инвалидсене хӗрхеннӗ. Ҫакӑ мӗнрен курӑнать? Сӑмахран, вӑл Шыва кӗртекен Иоанн патне ҫакӑн пек хыпар янӑ: «Суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ» (Лука 7:20—22). Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курса ҫынсем Турра мухтанӑ (Лука 18:43). Христиансем те, Иисус пекех, ҫавӑн пек ҫынсене хӗрхенеҫҫӗ, вӗсемпе ырӑ тата чӑтӑмлӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Эпир чирлисене сыватма пултараймастпӑр пулсан та, эпир вӗсене ҫӗр ҫинче рай пулать тесе тата унта пурте сып-сывӑ тата Туррӑн тусӗсем пулаҫҫӗ тесе каласа кӑтартма пултаратпӑр (Лука 4:18). Ҫак хыпара илтсен нумайӑшӗ халех Турра мухтаҫҫӗ.

СУЙМАСӐР-УЛТАЛАМАСӐР ӖҪЛӖР

6. Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑк Вунӑ ӳкӗте лайӑхрах ӑнланма мӗнле пулӑшать?

6 Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкри хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем Вунӑ ӳкӗте лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, саккӑрмӗш ӳкӗтре: «Ан вӑрла»,— тенӗ (Тух. 20:15). Кам та пулин «эпӗ ҫак ӳкӗте тытса тӑратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ нихӑҫан та ҫыннӑнне тӗкӗнмен» теме пултарать. Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкри хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем вара ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: вӑрлани вӑл ҫыннӑнне илнине ҫеҫ пӗлтермест.

7. Сутакан саккӑрмӗш ӳкӗте мӗнле пӑсма пултарнӑ?

7 Тен, пӗр-пӗр сутакан эпӗ вӑрӑ мар, мӗншӗн тесен эпӗ нихӑҫан та ҫыннӑнне илмен тесе мухтанма пултарать. Анчах та вӑл таварне тӗрӗс мар виҫсе парать пулсан, ун пирки тӳрӗ ҫын тесе калама пулать-и? Левит 19:35, 36 сӑвӑ йӗркисенче Иегова ҫапла каланӑ: «Виҫсе панӑ чухне, виҫепе виҫнӗ чухне ан улталӑр: сирӗн виҫӗрсем, виҫе пуканӗсем тӗрӗс пулччӑр, ефа та, гин та тӗрӗс пулччӑр». Мӗншӗн вӑл ҫапла каланӑ? Мӗншӗн тесен суту-илӳ тунӑ чухне тӗрӗс мар виҫсе пани вӑрланипе пӗрех. Ҫакна Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкри ытти сӑвӑ йӗркисем те кӑтартса параҫҫӗ.

Левит 19:11—13 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, камӑн бизнес пур, ҫав христиансен хӑйсене мӗнле ыйтусем памалла? (8—10 абзацсене пӑхӑр) *

8. Левит 19:11—13 сӑвӑ йӗркисенчи хушусем еврейсене саккӑрмӗш ӳкӗте лайӑхрах ӑнланма мӗнле пулӑшнӑ тата ҫав сӑмахсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

8 Левит 19:11—13 вуласа парӑр. 11-мӗш сӑвӑ йӗркинче «ан вӑрлӑр... пӗр-пӗрне ан улталӑр» тенӗ. Ҫак сӑвӑ йӗркинче вӑрлассипе улталасси пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнни курӑнать. Апла пулсан, енчен те ҫын ӗҫре улталать пулсан, вӑрӑпа пӗрех пулать. Саккӑрмӗш ӳкӗт вӑрлама юрамасть тенӗ. Левит кӗнеке вара еврейсене пур ӗҫре те тӳп-тӳрӗ пулмаллине ӑнланма пулӑшнӑ. Иегова вӑрласси тата улталасси ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшлани пирӗншӗн те усӑллӑ пулӗ. Хамӑртан ҫапла ыйтса пӑхма пулать: «Эпӗ хама ӗҫре мӗнле тытатӑп? Левит 19:11—13 сӑвӑ йӗркисемпе килӗшӳллӗн пурӑнатӑп-и?»

9. Левит 19:13-мӗшӗнчи хушу ӗҫлекенсене мӗнле хӳтӗленӗ?

9 Енчен те христианин кама та пулин хӑйӗн патӗнче ӗҫлеттерет пулсан, унӑн Левит 19:13-мӗшӗнчи ҫак сӑмахсене шута илмелле: «Тара тытса ӗҫлеттернӗ ҫынна тӳлемелли хак санра ирччен ан тӑтӑр». Ӗлӗк-авал израильтянсем ытларах чухне ҫӗр ӗҫлесе тӑранса пурӑннӑ. Кун вӗҫӗнче ӗҫ параканӑн кама вӑл ӗҫлеттернӗ, ҫавсене ӗҫ укҫи тӳлемелле пулнӑ. Унсӑрӑн ҫав кун ӗҫлекен те, унӑн ҫемйи те ҫимеллисӗр тӑрса юлнӑ пулӗччӗҫ. Иегова ҫавӑн пек ӗҫлекенсен хутне кӗнӗ, ҫавӑнпа ҫакӑн пек хушу панӑ: «Ӑна ӗҫӗшӗн хунӑ хака ҫав куннех, хӗвел анса ларичченех, тӳлесе тат, мӗншӗн тесессӗн вӑл чухӑн, чунӗ ҫавна кӗтет [«унӑн пурнӑҫӗ ҫавӑнтан килет», ҪТ]» (Сак. аст. 24:14, 15; Матф. 20:8).

10. Левит 19:13-мӗшӗнчи хушуран эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Нумайӑшӗ хальхи вӑхӑтра кашни кун мар, уйӑхра пӗр е икӗ хут ӗҫ укҫи илеҫҫӗ. Ҫавах та Левит 19:13-мӗшӗнчи хушу халӗ те вырӑнлӑ. Час-часах ҫынсем ӗҫ ҫуккипе кирек мӗнле ӗҫе те вырнаҫма хатӗр. Ҫакна пӗлсе хӑш-пӗр ӗҫлекенсем нумай ӗҫлеттереҫҫӗ те сахал тӳлеҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем «ӗҫшӗн хунӑ хака» ҫав кунах тӳлемеҫҫӗ теме пулать. Христианин вара ҫапла тумӗ. Вӑл хӑйӗн патӗнче ӗҫлекенсене тивӗҫлипех ӗҫ укҫине парӗ. Халӗ вара Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкран эпир тата мӗне вӗренме пултарнине пӑхар.

«ХӐВӐН ҪЫВӐХ ҪЫННУНА ХӐВНА ХУ ЮРАТНӐ ПЕК ЮРАТ»

11, 12. Мӗншӗн Иисус Левит 19:17, 18 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене илсе панӑ?

11 Иегова пирӗнтен эпир ыттисемпе ырӑ пуласса кӗтет. Ҫакӑ вара ыттисене сиен кӳмелле маррине ҫеҫ пӗлтермест. (Левит 19:17, 18 вуласа парӑр.) Иегова «хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тесе тӳррӗн каланӑ. Апла христианин Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулсан, унӑн шӑп ҫапла тумалла та.

12 Ҫак хушу мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине Иисус та палӑртнӑ. Пӗррехинче фарисей Иисусран «саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ» тесе ыйтсан, Иисус ҫапла хуравланӑ: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат». Кайран Иисус Левит 19:18-мӗшӗнчи сӑмахсене илсе парса «иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: „ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“» тенӗ (Матф. 22:35—40). Эпир ҫывӑх ҫынна юратнине нумай майпа кӑтартма пултаратпӑр. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ.

13. Иосиф тӗслӗхӗ Левит 19:18-мӗшӗнчи принципа ӑнланма мӗнле пулӑшать?

13 Кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине юратать, ҫавӑ Левит 19:18-мӗшӗнче: «Хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене усалпа ан тавӑр, вӗсене хаяр ан сун»,— тенӗ ӳкӗте итлет. Хӑшӗ-пӗрисем пӗрле ӗҫлекене, пӗрле вӗренекене е хурӑнташне кураймаҫҫӗ. Вӗсем нумай ҫул хушши ҫак туйӑмпа пурӑнма пултараҫҫӗ. Тен, эсир хӑвӑр та ҫавӑн пек ҫынсене пӗлетӗр. Библире те ҫавӑн пек ҫынсем ҫинчен ҫырса панӑ. Сӑмахран, Иосифӑн пиччӗшӗсем ӑна курайман, вара май килсен ӑна хирӗҫ усал ӗҫ тунӑ (Пулт. 37:2—8, 25—28). Иосиф вара хӑйне пачах урӑхла тытнӑ. Пысӑк вырӑн йышӑнсан унӑн пиччӗшӗсене тавӑрма питӗ лайӑх май уҫӑлнӑ, анчах та вӑл вӗсене усал сунман. Вӑл хӑйӗн пиччӗшӗсене хӗрхеннӗ. Эппин, вӑл Левит 19:18-мӗшӗнче каланипе килӗшӳллӗн тунӑ (Пулт. 50:19—21).

14. Мӗншӗн пирӗн Левит 19:18-мӗшӗнчи принципсене халӗ те тытса тӑмалла?

14 Иосиф пиччӗшӗсене тавӑрас шухӑшпа ҫӳремен, вӗсене чун-чӗререн каҫарнӑ. Вӑл пире, Туррӑн ӗҫлекенӗсене, питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисус та кӗлтума вӗрентнӗ чухне хамӑра кӳрентерекенсене каҫармалла тенӗ (Матф. 6:9, 12). Унсӑр пуҫне, Павел апостол та: «Эй юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр»,— тесе ҫырнӑ (Рим 12:19). Колоссӑ 3:13-мӗшӗнче вара вӑл тепӗр канаш панӑ: «Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр». Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иеговӑн нормисем улшӑнман. Апла пулсан, пирӗн Левит 19:18-мӗшӗнчи хушусене хальхи вӑхӑтра та тытса тӑмалла.

Суран тӳрлентӗр тесен ӑна чакаламалла мар. Чунри суранпа та ҫавӑн евӗрлех тумалла — хамӑра кӳрентерекене каҫарма тӑрӑшмалла (15-мӗш абзаца пӑхӑр) *

15. Мӗншӗн ыттисене каҫармалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

15 Чун ыратнине кӗлетке ҫинчи суранпа танлаштарма пулать. Хӑш-пӗр сурансем хӑвӑртах тӳрленеҫҫӗ, теприсем вара чылайччен сипленмеҫҫӗ. Сӑмахран, конверт уҫнӑ чухне хутпа пӳрнене кӑшт кастарма пулать. Ҫакӑ кӑшт ыраттарать пулин те, вӑл хӑвӑртах иртсе каять. Пӗр-икӗ кунран эпир ҫавӑн ҫинчен манса та каятпӑр. Хамӑра кӳрентерни пирки те ҫаплах калама пулать. Тӗслӗхрен, пирӗн тус шутламасӑр мӗн те пулин каласан е мӗн те пулин туса хурсан, эпир ӑна хӑвӑртах каҫаратпӑр. Анчах та хӑш-пӗр чухне эпир алла питӗ хытӑ кастарма пултаратпӑр, вара, тен, алла ҫыхса яма е сурана ҫӗлеме те тивӗ. Ҫак сурана пӗрмай чакаласа ҫӳресен, вӑл тата хытӑрах ыратӗ тата часах тӳрленмӗ. Ҫавӑн евӗрлех эпир хамӑра кӳрентерни ҫинчен пӗрмай шухӑшласа ҫӳресен, сурана чакалатпӑр теме пулать. Ҫапла вара хамӑра тата хытӑрах ыраттаратпӑр. Ҫавӑнпа та кам та пулин пире кӳрентерсен, Левит 19:18-мӗшӗнчи принципа итлесен чылай лайӑхрах пулать.

16. Левит 19:33, 34 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, израильтянсен ют халӑх ҫыннисем ҫине мӗнле пӑхмалла пулнӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр?

16 Каларӑмӑр ӗнтӗ, Иегова израильтянсене ҫывӑх ҫынсене юратма хушнӑ. Ҫывӑх ҫын шутне вара вӗсем хушшинче пурӑнакан ют халӑх ҫыннисем те кӗнӗ. Иегова израильтянсене ҫапла каланӑ: «Ютран килнӗ ҫын сирӗншӗн ҫак ҫӗрти ҫын пекех пултӑр; ӑна хӑвна юратнӑ пекех юрат». (Левит 19:33, 34 вуласа парӑр.) Турӑ панӑ закон тӑрӑх, тырӑ вырса илнӗ хыҫҫӑн е пахча-ҫимӗҫ пуҫтарнӑ хыҫҫӑн мӗн юлнине израильтянсем те, ютран килнӗ ҫынсем те пуҫтарма пултарнӑ (Лев. 19:9, 10). Хальхи вӑхӑтра та христиансем Левит 19:33, 34 сӑвӑ йӗркисенчи принциппа килӗшӳллӗн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ют халӑх ҫыннисене юратаҫҫӗ (Лука 10:30—37). Тен, эсир пурӑнакан вырӑнта та ют ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынсем нумай. Вӗсене те — аслисене те, ачисене те тивӗҫлипе хисеплемелле.

СӐВАПЛӐ ХАЛӐХ ТӐВАКАН ЧИ ПӖЛТЕРӖШЛӖ ӖҪ

17, 18. а) Левит 19:2 тата 1 Петр 1:15 сӑвӑ йӗркисем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ? ӑ) Петр пире мӗнле пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тума хавхалантарнӑ?

17 Левит 19:2-мӗшӗнчи тата 1 Петр 1:15-мӗшӗнчи сӑмахсем Турӑ халӑхне сӑваплӑ пулма хавхалантараҫҫӗ. Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкран Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесен мӗн тумаллине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ. Ҫак сыпӑкра усӑллӑ шухӑшсем татах та пур *. Христианла Грек Ҫырӑвӗсем те пире Левит кӗнекери принципсене хальхи вӑхӑтра та тытса тӑмаллине кӑтартса параҫҫӗ. Анчах та пирӗн ҫак кӗнекере асӑнман тата пӗр ӗҫе тумалла.

18 Петр Туррӑн ӗҫлекенӗсем тӑвакан ырӑ ӗҫсенчен уйрӑмах пӗрне палӑртнӑ. Христиансен пур ӗҫре те сӑваплӑ пулмалла тесе каличчен вӑл вӗсене «ӑс-тӑнӑра ҫивӗчлетӗр» тенӗ (1 Петр 1:13, 15, ҪХ). Ҫапла каласа вӑл святой сывлӑшпа суйласа илнӗ Христосӑн тӑванӗсене мӗн тума хавхалантарасшӑн пулнӑ? Вӗсен пурне те Туррӑн ырӑлӑхӗсем ҫинчен пӗлтермелле пулнӑ (1 Петр 2:9). Ҫак пӗлтерӗшлӗ те питӗ усӑллӑ ӗҫе халӗ пур христианин та туса тӑрать. Пирӗншӗн, Турӑ халӑхӗшӗн, ырӑ хыпар сарасси тата вӗренекенсене хатӗрлесси питӗ пысӑк чыс! (Марк 13:10). Эпир ҫак ӗҫе чун-чӗререн тӑватпӑр. Енчен те эпир Левит 19-мӗш сыпӑкри принципсене тытса тӑратпӑр пулсан, Турра тата ҫывӑх ҫынна юратнине кӑтартатпӑр. Ҫапла вара пур ӗҫре те сӑваплӑ пуласшӑн пулнине кӑтартатпӑр.

111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем

^ 5 абз. Христиансем Моисей законне тытса тӑмаҫҫӗ пулсан та, вӗсем ҫав Законран нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Законри хушусем ыттисене юратма хавхалантараҫҫӗ тата Турра юрӑхлӑ пулма пулӑшаҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкри хӑш-пӗр хушусене пӑхса тухӑпӑр тата вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине курӑпӑр.

^ 17 абз. Ку тата унчченхи статьяра сӳтсе явман сӑвӑ йӗркисенче ҫынсене камне кура уйӑрмалла мар, сӑмах сармалла мар, юн ҫимелле мар, юмӑҫ ямалла мар тата аскӑнланса пурӑнмалла мар тенӗ (Лев. 19:15, 16, 26—29, 31). (Ҫак кӑларӑмри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.)

^ 52 абз. ӲКЕРЧӖК. Христианин хӑлхасӑр арҫын тӑвана тухтӑрпа калаҫма пулӑшать.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван хӑй патӗнче ӗҫлеттернӗ маляра укҫа тӳлет (вӗсем пурӑнакан вырӑнта ӗҫ укҫине конверта хурса пани закона пӑсмасть).

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван пӳрнине кастарса янӑшӑн пачах та пӑшӑрханмасть. Аллине хытӑрах кастарса янӑ чухне вара вӑл хӑйне урӑхларах тытать