Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Левит 19:16-мӗшӗнче «ҫывӑх ҫыннун пурӑнӑҫне пӗтерме ан ҫӗклен» тени мӗне пӗлтерет тата христиансем ҫакӑнтан мӗне вӗренеҫҫӗ?

Иегова израильтянсене сӑваплӑ пулма хушнӑ. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене ҫавӑн пек хушу та панӑ: «Хӑвӑн халӑху хушшинче сӑмах сарса ҫӳрекен ан пул, ҫывӑх ҫыннун пурӑнӑҫне пӗтерме ан ҫӗклен. Эпӗ Ҫӳлхуҫа сирӗн Туррӑр» (Лев. 19:2, 16).

«Ҫывӑх ҫыннун пурӑнӑҫне пӗтерме ан ҫӗклен» тенине еврей чӗлхинчен ҫапла та куҫарма пулать: «ҫывӑх ҫыннун юнне пӗтерме ан ҫӗклен». Еврей чӗлхинчи ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне мӗнле ӑнланмалла-ши?

Хӑш-пӗр ученӑйсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ҫак сыпӑкри малтанхи сӑвӑ йӗркипе ҫыхӑннӑ. Унта вара: «Сутра тӗрӗс мар ӗҫ ан тӑвӑр; мӗскӗне ан тапта, аслӑ ҫынна юрама ан тӑрӑш; йӑхташна тӳррипе сут ту»,— тенӗ (Лев. 19:15). Урӑхла каласан, вӗсен шучӗпе «ҫывӑх ҫыннӑн пурӑнӑҫне пӗтерме ан ҫӗклен» тени Турӑ ӗҫлекенӗсен судра суймалла маррине, ӗҫре тата килте улталамалла маррине тата мӗнле те пулин усӑ илес тесе ыттисене суймалла маррине пӗлтерет. Паллах, пирӗн пурин те кунта каланӑ пек пурӑнмалла. Анчах та Левит 19:16-мӗшӗнчи сӑвӑ йӗркине тепӗр майпа ӑнлантарса пани тӗрӗсрех пек туйӑнать.

Ҫак сӑвӑ йӗрки ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланать: «Сӑмах сарса ҫӳрекен [«элек саракан», ҪТ] ан пул». Сӑмах саракан ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳме пултарать (Ытар. 10:19; Еккл. 10:12—14; 1 Тим. 5:13—15; Иак. 3:6). Элек сарни вара тата хӑрушӑрах, мӗншӗн тесен элек саракан тепӗр ҫыннӑн ырӑ ятне яма тӑрӑшать. Тата элек саракан ҫын судра ҫынна вӗлерме приговор йышӑнасса пӗлсе тӑрсах ӑна суйса айӑплама пултарать. Навуфейпе ҫапла пулса тухнӑ та. Ӑна юрӑхсӑр ҫынсем судра суйса айӑпланӑ та суд Навуфее вӗлерме йышӑннӑ (3 Патш. 21:8—13). Куртӑмӑр ӗнтӗ, элек саракан ҫын тепӗр ҫыннӑн «пурӑнӑҫне пӗтерме ҫӗкленме» пултарать.

Ҫынна курайманни те элек сарма хӗтӗртме пултарать. 1 Иоанн 3:15-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Тӑванне кураймасӑр тӑракан кирек кам та — ҫынвӗлерен; ҫынвӗлеренӗн нихӑшӗн те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫук». Ҫакна та палӑртмалла: Турӑ «ҫывӑх ҫыннун пурӑнӑҫне пӗтерме ан ҫӗклен» тенӗ хыҫҫӑн «хӑвӑн тӑванна ӑшӑнта кураймасӑр ан ҫӳре» тенӗ (Лев. 19:17).

Эппин, Левит 19:16-мӗшӗнчи хушу христиансене те пырса тивет. Пирӗн тӑвансем ҫинчен япӑх шутламалла мар тата вӗсем ҫинчен элек сармалла мар. Енчен те эпир «ҫывӑх ҫыннӑн пурӑнӑҫне пӗтерме ҫӗкленсен», е, урӑхла каласан, ҫынна ӑмсаннӑран е ӑна килӗштерменрен ун ҫинчен элек саратпӑр пулсан, ҫакӑ эпир ӑна курайманнине кӑтартса парать. Христиансем вара хӑйсене ҫапла тытмаҫҫӗ (Матф. 12:36, 37).