Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Санпа пӗрле ӗҫлеме ҫӑмӑл-и?

Санпа пӗрле ӗҫлеме ҫӑмӑл-и?

«ЭПӖ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ... Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ» (Ытар. 8:30). Ҫак сӑвӑ йӗркинче Иисус ҫӗр ҫине киличчен хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле ӗҫлени ҫинчен ытарлӑн каланӑ. Ӗмӗрсем хушши Иеговӑпа ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе Иисус питӗ савӑннӑ.

Иисус Иеговӑпа пӗлӗтре ӗҫлесе нумай лайӑх ен аталантарнӑ. Вара ҫӗр ҫинче ыттисемпе килӗштерсе ӗҫлеме пултарнӑ. Айтӑр Иисус тӗслӗхне пӑхса тухар та ыттисемпе килӗштерсе ӗҫлеме пулӑшакан виҫӗ принципа палӑртар. Эпир ҫак принципсене тытса тӑрсан ыттисене пирӗнпе ӗҫлеме ҫӑмӑл пулӗ.

Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илсе хӑв мӗн пӗлни ҫинчен тата хӑвӑн опыту ҫинчен ыттисене хаваспах каласа пар

1-МӖШ ПРИНЦИП: «ПӖР-ПӖРНЕ ХӐВӐРТАН АСЛА ХУРСА ХИСЕПЛӖР»

Ыттисене пирӗнпе ӗҫлеме кӑмӑллӑ пултӑр тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата хамӑр пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламалла мар. Пирӗн ыттисене хакламалла. Иегова хӑйне шӑп ҫапла тытать. Вӑл Пултаракан пулсан та, Ҫут тӗнчене тума ӑна Иисус пулӑшнине ыттисем те пӗлччӗр тенӗ. Ҫакӑ вӑл «Хамӑр сӑнарлӑ, Хамӑр евӗрлӗ этем тӑвар» тенинчен курӑнать (Пулт. 1:26). Иегова хӑйне ҫапла кӗҫӗне хуни Иисусӑн чӗрине пырса тивнӗ пулӗ. Вара вӑл та хӑйне Иегова пекех тытнӑ (Пс. 18:35, ҪТ).

Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Ҫакӑ ӑҫтан курӑнать? Хӑйне мухтанӑ чухне вӑл пуринчен ытла Иегова мухтава тивӗҫлӗ тесе каланӑ (Марк 10:17, 18; Иоанн 7:15, 16). Тата вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене чурасем вырӑнне мар, туссем вырӑнне хунӑ. Ҫавӑнпа вӗренекенӗсем унпа пӗрле пулнӑ чухне хӑйсене лайӑх туйнӑ (Иоанн 15:15). Пӗррехинче вара вӑл вӗренекенӗсен урисене ҫуса янӑ. Ҫапла вӑл вӗсен хӑйсене кӗҫӗне хумаллине кӑтартнӑ (Иоанн 13:5, 12—14). Эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пирӗн хамӑрпа пӗрле ӗҫлекенсене хакламалла тата хамӑрӑнни ҫинче тӑмалла мар. Эпир пӗр-пӗрне хисеплесен тата хамӑра ҫеҫ мухтассишӗн ҫунмасан, пирӗн ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулӗ (Рим 12:10).

Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын ҫакна та ӑнланать: «канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать» (Ытар. 15:22). Пирӗн опытпа пултарулӑх пур пулсан та, эпир веҫех пӗлме пултараймастпӑр. Иисус та пӗтӗмпех пӗлмен (Матф. 24:36). Унсӑр пуҫне, Иисус хӑйӗн ҫитменлӗхлӗ вӗренекенӗсем мӗн шутланине пӗлесшӗн пулнӑ. Паллах, вӗренекенӗсене Иисуспа пӗр ӗҫе тума питӗ килӗшнӗ (Матф. 16:13—16). Пирӗн те хамӑра кӗҫӗне хурса эпир веҫех пӗлменнине ӑнланмалла тата пирӗн хамӑрпа пӗрле ӗҫлекенсем мӗн каланине шута илмелле. Вара эпир вӗсемпе килӗштерсе ӗҫлӗпӗр тата пирӗн ӗҫ ӑнса пырӗ.

Уйрӑмах старейшинӑсен Иисус пекех хӑйсене кӗҫӗне хумалла. Вӗсен ҫакна асра тытмалла: святой сывлӑш кашни старейшина ҫине витӗм кӳме пултарать. Старейшинӑсен совечӗ пуҫтарӑнсассӑн кашни тӑван хӑйӗн шухӑшне хӑрамасӑр калама пултарсан, вӗсем пӗтӗм пухушӑн усӑллӑ йышӑнусем тума пултарӗҫ.

2-МӖШ ПРИНЦИП: ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР

Пирӗнпе ӗҫлеме ҫӑмӑл пултӑр тесен пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Урӑхла каласан, пирӗн хамӑрӑнни ҫинче тӑмалла мар тата хамӑрӑн шухӑшсене улӑштарма хатӗр пулмалла. Иегова шӑп ҫапла тунӑ та. Иисус ҫакна пӗрре кӑна мар курнӑ. Сӑмахран, ҫылӑх тунине пула ҫынсен вилмелле пулнӑ пулсан та, Иегова вӗсене хӑтарас тесе хӑйӗн Ывӑлне янӑ (Иоанн 3:16).

Иисус та лару-тӑрӑва шута илсе хӑйӗн шухӑшне улӑштарма хатӗр пулнӑ. Сӑмахран, ӑна «Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ» пулин те, вӑл урӑх халӑхри хӗрарӑма та пулӑшнӑ (Матф. 15:22—28). Тата Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ытлашшине кӗтмен. Унӑн ҫывӑх тусӗ Петр пурин умӗнче те унран тунсан та, вӑл ӑна каҫарнӑ. Каярахпа Иисус ӑна яваплӑ тивӗҫсем те шанса панӑ (Лука 22:32; Иоанн 21:17; Ап. ӗҫ. 2:14; 8:14—17; 10:44, 45). Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иисус пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Филиппӑ 4:5-мӗшӗнчи ҫак принципа тытса пурӑннӑ: «Сирӗн йӑвашлӑхӑра [«эсир ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине», ҪТ] пур ҫын та пӗлсе тӑтӑр».

Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни пире тӗрлӗ ҫынсемпе килӗштерсе ӗҫлеме пулӑшать. Иисус ҫӑмӑллӑнах тӗрлӗ ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ. Ӑмсаннипе тӑшмансем ун пирки «куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» тесе те каланӑ (Матф. 11:19). Эпир те хамӑртан уйрӑлса тӑракан ҫынсемпе килӗштерсе ӗҫлеме пултаратпӑр-и? Луис арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ҫулҫӳрекен надзиратель пулнӑ чухне тата Вефильте ӗҫленӗ чухне тӗрлӗ тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ. Луис акӑ мӗн калать: «Ушкӑнпа ӗҫлессине тӗрлӗ чулсенчен стена туса лартассипе танлаштарма пулать. Ҫакна тума ҫӑмӑл мар пулин те, чулсене лайӑх майлаштарса хурсан тикӗс стена хӑпартма пулать. Унсӑр пуҫне, манпа ӗҫлеме кӑмӑллӑ пултӑр тесен, ӗҫ кал-кал пытӑр тесен, манӑн хамӑн улшӑнусем тумалла». Мӗн тери лайӑх шухӑш-кӑмӑл!

Лайӑх ӗҫлекен ыттисене хӑйӗнсӗр ӗҫ каймасть тесе шутлаттарасшӑн мар, ҫавӑнпа пӗрле ӗҫлекенсенчен кирлӗ информацие пытармасть

Тата хӑш лару-тӑрура ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла? Тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ чухне. Эпир тӗрлӗ ҫулхи тӑвансемпе те, ҫемьеллисемпе те, мӑшӑрланманнисемпе ырӑ хыпар сарма пултаратпӑр. Вӗсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне ытларах савӑнӑҫ илччӗр тесе эпир вӗсен лару-тӑрӑвне шута илме хатӗр-и?

3-МӖШ ПРИНЦИП: УҪӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛӐР

Лайӑх ӗҫлекен уҫӑ кӑмӑллӑ (1 Тим. 6:18). Иисус пӗлӗтре хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле ӗҫленӗ чухне Иегова унран нимӗн те пытарман. Вӑл «тӳпене йӗркеленӗ чухне» Иисус унпа юнашар пулнӑ, унран вӗреннӗ (Ытар. 8:27). Кайран вара хӑй те вӗренекенӗсене Ашшӗнчен мӗн илтнине хаваспах каласа панӑ (Иоанн 15:15). Иеговӑран тӗслӗх илсе эпир те хамӑр мӗн пӗлни ҫинчен, хамӑр опыт ҫинчен тӑвансене каласа пама пултаратпӑр. Хӑш-пӗр чухне ҫын хӑйӗнсӗр ӗҫ каймасть тесе шутлаттарас тесе пӗрле ӗҫлекенсенчен кирлӗ информацие пытарать. Паллах, лайӑх ӗҫлекен ҫапла тумасть. Пачах урӑхла, ыттисемшӗн усӑллӑ информацие хаваспах каласа парать.

Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пӗрле ӗҫлекенсене хавхалантарать. Кам та пулин эпир вӑй хунине асӑрхаса ҫакӑншӑн пире тав тусан, ҫакӑ пирӗн кӑмӑла ҫӗклемӗ-и вара? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсем кӑтартнӑ лайӑх енсемшӗн мухтанӑ. (Матфей 25:19—23; Лука 10:17—20 танлаштарӑр.) Пӗррехинче вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсем хӑй тунинчен те ытларах тӑвӗҫ тесе каланӑ (Иоанн 14:12). Хӑй вилес каҫ вара Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсене: «Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр»,— тесе мухтанӑ (Лука 22:28). Унӑн сӑмахӗсем вӗсене хавхалантарнӑ та, вӑй та кӗртнӗ пулӗ. Иисусран тӗслӗх илсе хамӑрпа пӗрле ӗҫлекенсене мухтасассӑн, ҫакӑ вӗсене ҫунатлантарӗ тата вӑй кӗртӗ.

ЫТТИСЕНЕ САНПА ӖҪЛЕМЕ КӐМӐЛЛӐ ПУЛТӐР

Кайоде ятлӑ пӗр арҫын тӑван ҫапла каланӑ: «Пирӗнпе ӗҫлеме ҫӑмӑл пултӑр тесен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулмалла мар. Пирӗн ыттисен кӑмӑлне ҫӗклемелле тата йывӑр ӗҫе ҫӑмӑллатма тӑрӑшмалла». Сан пирки вара мӗн калама пулать? Санпа ӗҫлеме ҫӑмӑл-и? Эсӗ ҫакӑн ҫинчен пӗрле ӗҫлекенсенчен ыйтса пӗлме пултаратӑн. Иисусӑн вӗренекенӗсене унпа пӗрле ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулнӑ. Пирӗнпе те ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулсан, вара пирӗн пирки, Павел апостол каланӑ пек, эпир ыттисемпе ӗҫлесе вӗсене «савӑнтарасшӑн тӑрӑшатпӑр» теме пулать (2 Кор. 1:24).