Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

50-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Ырӑ кӗтӳҫӗн» сассине итлӗр

«Ырӑ кӗтӳҫӗн» сассине итлӗр

«Вӗсем те Ман сассӑма илтӗҫ» (ИОАНН 10:16).

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене сурӑхсемпе танлаштарнӑ?

 ИИСУС хӑйне кӗтӳҫпе, вӗренекенӗсене вара кӗтӳҫе итлекен сурӑхсемпе танлаштарнӑ (Иоанн 10:14). Ҫакӑ лайӑх танлаштару, мӗншӗн тесен сурӑхсем кӗтӳҫӗ сассине палласа илеҫҫӗ те ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Ҫакна пӗр ҫулҫӳрекенӗн сӑмахӗсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Вӑл акӑ мӗн каласа панӑ: «Пӗррехинче эпир сурӑхсене ӳкерсе илес тесе вӗсене хамӑр пата чӗнме пуҫларӑмӑр. Вӗсем вара хӑнт та тумарӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн сассене палламан. Анчах пӗр ача, кӗтӳҫӗ, килсен вӗсене чӗнсе илчӗ те вӗсем тӳрех ун хыҫҫӑн кайрӗҫ».

2, 3. а) Иисусӑн вӗренекенӗсем ун сассине мӗнле илтме пултараҫҫӗ? ӑ) Ҫак тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫак ҫулҫӳрекенӗн сӑмахӗсем Иисус «сурӑхсем... Ман сассӑма илтӗҫ» тенине лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ (Иоанн 10:16). Христосӑн вӗренекенӗсен ун сассине итлемелле. Анчах та Иисус халь пӗлӗтре вӗт, эпир ун сассине мӗнле илтме пултаратпӑр? Пирӗн вӑл мӗне вӗрентнине вуламалла тата мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнмалла (Матф. 7:24, 25).

3 Ҫак тата тепӗр статьяра эпир Иисус, «ырӑ кӗтӳҫӗ», мӗне вӗрентнине пӑхса тухӑпӑр. Вӑл хӑш-пӗр ӗҫсене тума пӑрахмалла, теприсене вара тумалла тесе вӗрентнӗ. Ҫак статьяра эпир пирӗн мӗн тума пӑрахмаллине пӑхса тухӑпӑр.

«АН ПӐШӐРХАНӐР»

4. Лука 12:29-мӗшӗ тӑрӑх, эпир мӗншӗн пӑшӑрханма пултаратпӑр?

4 Лука 12:29 вуласа парӑр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе... ан пӑшӑрханӑр»,— тенӗ. Грек чӗлхинче ҫак сӑвӑ йӗркинче «пӑшӑрханма пӑрахӑр» тенӗ. Иисусӑн канашӗсем яланах усӑ кӳреҫҫӗ паллах. Анчах та ҫак канаша итлеме йывӑр пулкалать. Мӗншӗн?

5. Хӑш-пӗрисем мӗншӗн пӑшӑрханаҫҫӗ?

 5 Хӑш-пӗр тӑвансем чухӑн ҫӗршывсенче пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫӑкӑр ҫимелӗх те укҫа ӗҫлесе илме йывӑр. COVID-19 пандемийӑна пула та хӑш-пӗрисем ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Тата хӑш-пӗрисен ҫемьере укҫа ӗҫлесе илекенни вилсе кайнӑ (Еккл. 9:11). Паллах, ҫакӑн пек лару-тӑрусенче «мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тата ӑҫта пурӑнас» тесе пӑшӑрханасси пулатех. Эсир те ҫакӑн пеккипе тӗл пулнӑ пулсан, Иисус каланӑ пек, пӑшӑрханма пӑрахас тесен мӗн тумалла?

Укҫа ҫитсех кайманран ытлашши пӑшӑрханас мар тесен Иегова хӑвӑршӑн тӑрӑшасса шанӑр (6—8 абзацсене пӑхӑр) *

6. Петр апостолпа пӗррехинче мӗн пулса тухнӑ?

6 Пӗррехинче Петр ытти апостолсемпе Галилея тинӗсӗнче кимӗпе пынӑ чухне ҫил-тӑвӑл тухнӑ. Кӗтмен ҫӗртен вӗсем шыв ҫийӗн утакан Иисуса курнӑ. Петр: «Ҫӳлхуҫамӑр! ку Эсех пулсассӑн, мана Хӑвӑн патна шыв ҫийӗн пыма хуш»,— тенӗ. Иисус ӑна: «Кил»,— тенӗ те Петр «кимӗ ҫинчен анса, шыв ҫийӗн Иисус патнелле утнӑ». Кайран вара мӗн пулнӑ? Петр «ҫил вӑйлине курса хӑраса ӳкнӗ те пута пуҫланӑ, вара: Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӑлсам мана! тесе кӑшкӑрса янӑ». Вара Иисус аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ. Асӑрхӑр-ха: Петр Иисус ҫине пӑхнӑ чухне кӗрлекен хумсем ҫийӗн утма пултарнӑ. Анчах та вӑл вӑйлӑ хумсем ҫине пӑхма пуҫласан хӑраса ӳкнӗ те путма пуҫланӑ (Матф. 14:24—31).

7. Петрпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

7 Петрпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Петр кимӗрен тухса Иисус патне ҫитесшӗн пулнӑ. Вӑл хӑй хӑраса ӳкессе тата путма пуҫласса шутламан. Анчах та вӑл тавралла пӑхма пуҫланӑ. Паллах, пирӗн шыв ҫийӗн утмалла пулмӗ, анчах та пирӗн пурнӑҫра урӑх йывӑрлӑхсем пулӗҫ. Вӗсем вара эпир хытӑ ӗненнипе ӗненменнине кӑтартӗҫ. Эпир Иегова ҫинчен тата вӑл сӑмах панисем ҫинчен шутлама пӑрахса ытларах хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен шутлама пуҫлатпӑр пулсан, сӑнарлӑ каласан, путма пуҫлатпӑр. Ҫавӑн пекки пулса ан тухтӑр тесен пирӗн Иегова пирӗншӗн тӑрӑшасси пирки иккӗленмелле мар.

8. Укҫа ҫитсех кайманнишӗн ытлашши пӑшӑрханас мар тесен мӗн тумалла?

8 Иеговӑна шанма вӗренсен эпир пӑшӑрханма пӑрахатпӑр. Пирӗн ҫӳлти Атте эпир Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хуратпӑр пулсан, пире мӗн кирлине паратех тесе шантарать (Матф. 6:32, 33). Ҫакӑн ҫинчен нихӑҫан та ан манӑр! Иегова хӑй мӗн каланине яланах пурнӑҫлать, вӑл хӑйӗн сӑмахне тытманни нихӑҫан та пулман (Сак. аст. 8:4, 15, 16; Пс. 36:25). Унсӑр пуҫне, Иегова кайӑксене те тӑрантарать, хирти чечексене те тумлантарать пулсан, вӑл пирӗншӗн те тӑрӑшмӗ-и вара? (Матф. 6:26—30; Флп. 4:6, 7). Юратакан ашшӗ-амӑшӗ ачисене кирлине панӑ пекех, пирӗн ҫӳлти Атте те пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине парать. Ҫавӑнпа та Иегова пирӗншӗн тӑрӑшасси пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫук.

9. Пӗр мӑшӑрпа мӗн пулса тухни мӗн кӑтартса парать?

9 Иегова пире мӗн кирлине парассине кӑтартакан пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗр мӑшӑр, пионерсем, хӑйсен кивӗ машинипе беженецсен лагерӗнче пурӑнакан хӗрарӑм тӑвансене пухӑва илсе килнӗ. Арҫын тӑван акӑ мӗн каласа панӑ: «Пуху хыҫҫӑн эпир ҫав хӗрарӑм тӑвансене хамӑр пата апатланма чӗнтӗмӗр. Кайран вара ҫакна ӑнланса илтӗмӗр: пирӗн вӗсене хӑналамалли нимӗн те ҫук иккен». Малалла вара мӗн пулнӑ? «Киле ҫитрӗмӗр те курах кайрӑмӑр: алӑк умӗнче апат-ҫимӗҫ тултарнӑ икӗ пысӑк сумка тӑра парать. Ҫав сумкӑсене кам илсе килнине эпир пӗлмерӗмӗр. Ҫак парнене пире Иегова пачӗ». Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫав мӑшӑрӑн машини ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Ҫак машин вӗсене ырӑ хыпар сарма ҫӳреме кирлӗ пулнӑ. Анчах та ӑна юсама вӗсен укҫи пулман. Машинне юсама мӗн чухлӗ укҫа кирлине пӗлес тесе вӗсем ӑна мастерскойне илсе кайса тӑратнӑ. Мастерскойӗнче вӗсем патне пӗр арҫын пынӑ та: «Ку камӑн машинӗ?» — тесе ыйтнӑ. Арҫын тӑван: «Ку манӑн машин, ӑна юсамалла»,— тенӗ. Ҫав арҫын ҫапла каланӑ: «Маншӑн пурпӗрех. Ман арӑм шӑп ҫакӑн пек машин илесшӗн тата ӑна шӑп ҫакӑн пек тӗслӗ машин кирлӗ. Мӗн чулпа паратӑн?» Вара арҫын тӑван машинне сутса ярса урӑх машин илнӗ. Хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен арҫын тӑван акӑ мӗн каланӑ: «Хамӑра ҫав каҫ мӗнле туйни ҫинчен каламалла та мар ӗнтӗ. Ҫакӑ веҫех ӑнсӑртран пулман, ҫакӑ Иегова ертсе пынипе пулнӑ. Пӗр иккӗленӳ те ҫук!»

10. Псалом 36:5-мӗшӗнчи сӑмахсем пӑшӑрханма пӑрахма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

10 Эпир хамӑр «ырӑ кӗтӳҫе» итлесе пӑшӑрханма пӑрахатпӑр пулсан, Иегова хамӑршӑн тӑрӑшасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Псалом 36:5 вуласа парӑр; 1 Петр 5:7).  5-мӗш абзацра асӑннӑ йывӑрлӑхсене аса илер. Сирӗн ҫемьене тӑрантараканӗ вилнӗ пулсан та, е эсир ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ пулсан та, ан иккӗленӗр: Иегова сире мӗнле пулӑшмаллине пӗлет. Вӑл сире пулӑшатех. Халӗ вара айтӑр Иисусӑн тепӗр канашне пӑхса тухар. Пирӗн тата мӗн тума пӑрахмалла?

«АН АЙӐПЛӐР»

Ыттисене айӑплама пӑрахас тесен пирӗн вӗсен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшмалла (11, 14—16 абзацсене пӑхӑр) *

11. Матфей 7:1, 2 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн тума пӑрахмалла тата мӗншӗн ҫакна тума йывӑр пулма пултарать?

11 Матфей 7:1, 2 вуласа парӑр. Иисус ҫынсем ҫылӑхлӑ пулнине тата вӗсен ыттисене тиркес йӑла пуррине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл «ан айӑплӑр» тенӗ. Грек чӗлхинчен ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне «айӑплама пӑрахӑр» тесе те куҫарма пулать. Паллах, эпир тӑвансене тиркесе ҫӳресшӗн мар. Анчах та эпир ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа та пирӗн хӑш-пӗр чухне ыттисене тиркесси пулкалать. Сирӗн те ҫак йӑла пуррине асӑрхарӑр пулсан, Иисуса итлесе ҫак йӑлана пӗтерме тӑрӑшӑр.

12, 13. Иеговӑн тӗслӗхӗ пире ыттисене айӑплама пӑрахма мӗнле пулӑшать?

12 Пирӗн Иеговӑран вӗренмелле. Вӑл пирӗнте лайӑххине курма тӑрӑшать. Ҫакӑ Давид патшапа мӗн пулса тухнинчен курӑнать. Вӑл Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ, кайран вара унӑн упӑшкине вӗлермелле тунӑ (2 Патш. 11:2—4, 14, 15, 24). Ҫавна пула Давид хӑй те, унӑн ҫемйи те, ҫав шутрах арӑмӗсем те, хӗн курнӑ (2 Патш. 12:10, 11). Давид тата тепӗр йӑнӑш тунӑ. Вӑл Израиль ҫар ҫыннисене шутласа тухнӑ. Ҫакӑнтан вӑл Иеговӑна шанманни курӑннӑ. Тен, мӑнкӑмӑлланса кайнӑран е ытларах хӑйӗн ҫарӗ ҫине шаннӑран, вӑл ҫав ӗҫе тунӑ. Давид йӑнӑш тунине пула 70 000 израильтянин мур чирӗнчен вилнӗ (2 Патш. 24:1—4, 10—15).

13 Эсир ҫав вӑхӑтра Израильте пурӑннӑ пулсан, Давид ҫинчен мӗн шутланӑ пулӑттӑр? Тен, эсир вӑл хӗрхенӗве тивӗҫлӗ мар тенӗ пулӑттӑр? Иегова вара ун пек шутламан. Вӑл Давида хӗрхеннӗ. Вӑл Давид хӑй тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннине тата унччен шанчӑклӑ пулнине шута илнӗ. Ҫавӑнпа та Иегова унӑн ҫылӑхӗсене каҫарнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова Давид мӗнле ҫын пулнине пӗлнӗ: Давид ӑна юратнӑ тата тӗрӗссине тӑвасшӑн пулнӑ. Иегова пирӗнте лайӑххине курнине пӗлсе эсир мӗн туятӑр? (3 Патш. 9:4; 1 Ҫулс. 29:10, 17).

14. Ыттисене айӑплама пӑрахас тесен мӗн тумалла?

14 Иегова ҫынсенчен вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмест пулсан, пирӗн те ыттисем пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмелле мар. Килӗшетӗр пулӗ, ыттисен йӑнӑшӗсем тӳрех курӑнаҫҫӗ. Иеговӑран тӗслӗх илекен ҫын вара ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑшать, вӗсемпе лайӑх хутшӑнать. Тӗслӗхрен, алмаза илес пулсан, вӑл хитре тесе калаймӑн. Анчах та хаклӑ йышши чулсене пӗлекен ҫын унӑн хакне тата ӑна якатса илемлетсен вӑл йӑлтӑртатса тӑракан бриллиант пуласса пӗлет. Айтӑр эпир те, Иеговӑпа Иисус пекех, ыттисен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшар.

15. Мӗншӗн ыттисем мӗнле лару-тӑрура пулни ҫинчен шухӑшламалла?

15 Ыттисене айӑплас мар тесен пирӗн тата мӗн тумалла? Ҫынсем мӗнле лару-тӑрура пулни ҫинчен шухӑшламалла. Айтӑр пӗр тӗслӗх аса илер. Пӗррехинче храмра пулнӑ чухне Иисус укҫа арчине икӗ вак укҫа яракан тӑлӑх хӗрарӑма курнӑ. Ӑна курсан вӑл: «Мӗншӗн ҫав хӗрарӑм ҫавӑн пек сахал укҫа ячӗ?» — теме те пултарнӑ. Анчах вӑл ҫапла каламан. Вӑл мӗншӗн ҫав хӗрарӑм ҫапла туни ҫинчен тата вӑл мӗнле лару-тӑрура пулни ҫинчен шухӑшланӑ. Вара ӑна уҫӑ кӑмӑллӑ пулнишӗн мухтанӑ (Лука 21:1—4).

16. Вероника каласа панинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

16 Ыттисен лару-тӑрӑвне шута илмеллине Вероника тӑван каласа панинчен те курӑнать. Унӑн пухӑвӗнчи пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн ывӑлне пӗччен пӑхса ӳстернӗ. Вероника акӑ мӗн каласа парать: «Вӗсем тӗлпулусене час-часах сиктеретчӗҫ пек тата сайра-хутра ҫеҫ ырӑ хыпар саратчӗҫ пек туйӑнатчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ вӗсем ҫинчен япӑх шутланӑ. Пӗррехинче вара эпӗ ҫав хӗрарӑм тӑванпа пӗрле ырӑ хыпар сарма кайрӑм. Вӑл унӑн ывӑлӗ аутизм чирӗпе чирленине каласа пачӗ. Хӑйне питӗ йывӑр килнӗ пулсан та, вӑл ывӑлне кирлипе тивӗҫтерме тата ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Тата ывӑлӗ чирленине пула вӗсен час-часах урӑх пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тивнӗ иккен». Вероника акӑ мӗнле пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Ҫав хӗрарӑм тӑванӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пулнине эпӗ пӗлмен те. Халӗ эпӗ ҫав хӗрарӑм тӑвана хисеплетӗп тата питӗ хаклатӑп, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать».

17. Иаков 2:8-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗнле закона пурнӑҫламалла тата ӑна пурнӑҫлас тесен мӗн тумалла?

17 Эпир пухури пӗр-пӗр тӑвана тиркеме пуҫларӑмӑр пулсан, мӗн тумалла? Пӗр-пӗрне юратасси вӑл закон пулнине асра тытмалла. (Иаков 2:8 вуласа парӑр.) Тата Иеговӑна «ҫав тӑвана айӑплама пӑрахма пулӑшсам» тесе хӗрӳллӗн кӗлтумалла. Вара кама пирӗн критиклес кӑмӑл пур, ҫав тӑвана лайӑхрах пӗлме тӑрӑшмалла. Сӑмахран, ӑна хӑнана чӗнме е унпа пӗрле ырӑ хыпар сарма кайма пулать. Тата айтӑр Иеговӑпа Иисус пекех пулар — тӑвансенче лайӑххине курма тӑрӑшар. Ҫапла вара эпир «ырӑ кӗтӳҫӗ» «ан айӑплӑр» тесе вӗрентнине итленине кӑтартӑпӑр.

18. «Ырӑ кӗтӳҫе» итленине мӗнле кӑтартмалла?

18 Сурӑхсем кӗтӳҫӗ сассине, христиансем вара Иисус сассине итлеҫҫӗ. Эпир пӑшӑрханма пӑрахма тата ыттисене айӑплама пӑрахма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр пулсан, Иеговӑпа Иисус пире ҫакна тума пулӑшаҫҫех. Эпир «пӗчӗк кӗтӳ» шутне е «урӑх сурӑхсем» шутне кӗретпӗр-и, айтӑр малалла та «ырӑ кӗтӳҫе» итлесе-пӑхӑнса пурӑнар (Лука 12:32; Иоанн 10:11, 14, 16). Тепӗр статьяра вара эпир Иисус пире мӗн тума хушса хӑварнине пӑхса тухӑпӑр.

101-МӖШ ЮРӐ Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр

^ 5 абз. Иисус «сурӑхсем... Ман сассӑма илтӗҫ» тесе каланӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Иисусӑн вӗренекенӗсен ӑна итлемелле тата вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнмалла. Сӑмахран, Иисус «ан пӑшӑрханӑр» тата «ан айӑплӑр» тесе вӗрентнӗ. Ҫак статьяра эпир ҫак икӗ канаша мӗнле тытса тӑмаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 51 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ, унӑн чи кирлине илме ҫеҫ укҫа ҫитет тата вӗсен ҫӗнӗ пурӑнмалли вырӑн шырамалла. Ҫак йывӑрлӑхсене пула вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хума пӑрахма пултарать.

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван тӗлпулӑва кая юлса килнӗ. Анчах ҫакӑ унӑн ӗненӳ хавшанине пӗлтермест: вӑл кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне ырӑ хыпар сарать, ватӑ тӑвансене пулӑшать тата Патшалӑх залне тирпейлес ӗҫе хутшӑнать.